Николай Шелепи

1881 – 1945



Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →


Хайлавĕсем:

Революци тапхăрĕ

Николай Шелепи
[ Çĕлен  | Çарăмсанпа Хăнтăрçа | Ваçанка | Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани | Патшалăх пухăвĕ | Раççей | Шахтер | Çĕпĕр çулĕ – чухăн çуль…]

Граждан вăрçи самани

Николай Шелепи
[ Çутта хирĕç | Пÿлерти Валем хуçа çинчен ]

Ыттисем:

[ Çуркунне | Кĕпер хывни | Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен | Упа | Хусанкай поэта ]


Тĕплĕнрех:

Николай Иванович Шелепи (Полоруссов) 1881 çулхи çу уйăхĕн 2-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чисай уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Аксу районĕ) Çĕнĕ Ÿсел ялĕнче çуралнă. 1891-1895 çулсенче Мăкшăелĕнчи пуçламăш шкулта вĕренет те хресчен ĕçĕпе пурăнать.

Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре тухса каять, чугун çул çинче рабочире ĕçлет. 1908 çулта Красноярска ылтăн приискин кантурне куçать, икĕ çултан каллех хресчен ĕçĕпе пурăнма тытăнать. 1914 çулта тăван ялне таврăнса, вăл унта учительте ĕçлет.

Октябрьти революци хыççăн ăна ялти чухăнсен комитечĕн пуçлăхне суйлаççĕ, вăл ял Совечĕн секретарĕнче те ĕçлет. 1922 çулта Шупашкара куçса килет, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. 1921 çулта суккăрланать. 1936 çулта ăна Чăваш халах поэчĕ ятне, икĕ çултан «Хисеп Палли» орденĕпе наградăланă. Поэт 1945 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче вилнĕ.

Литература ĕçне Шелепи вырăссен пĕрремĕш революцийĕ вăхăтĕнче тытăннă. Ку тапхăрта вăл «Раççей» юрра хывать, «Тав» (Çĕлен), «Патшалăх пухăвĕ» тата ытти сăвăсене хайлать. Каярах поэт «Ваçанка», «Çармăсанпа Хăнтăрçа», «Константинополь хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани», «Пÿлерти Валем хуçа çинчен» хайлавсем çырать, чăваш халăх юррисене «Эп юрланă юрăсем» ятпа пухса хатĕрлет. Поэт тутарла та чылай сăвă çырнă, иккĕшĕ 1907 çулта Хусанпа Оренбургри хаçатсенче пичетленнĕ. 1915 çулта унăн икĕ кĕнеке тухнă: «Çарăмсанпа Хăнтăрçа», «Кнстантин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани».

[Геннадий Юмарт & Л. Трофимов ]

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем:

Шелеби (Полоруссов) Николай Иванович (14.05.1881–12.01.1945) – чувашский писатель, переводчик, член Союза писателей СССР (1934), народный поэт Чувашской Республики (1936).