Спиридон Михайлов-Янтуш

1821 – 1861


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →



Хайлавĕсем:

Кивĕ çырулăх тапхăрĕ

Спиридон Михайлов Янтуш
Анатри чăвашпа виръял чăвашĕ хушшинчи калаçу | Пултран пасарне кайма пуçтарăнни | Ватă çын Фролов… | Пăкача çинченАвалхи çынсем | Ятлаçу | Чее Кушак Хваттер хуçипе калаçни| Хусанта, Державин Палăкĕ Умĕнче | Хĕрринче выртасшăн марСунарçăн пуç пулнă-и? | Юнкă | Чăваш кĕвви-çемми çинчен | О музыке чуваш]


Тĕплĕнрех:

С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ. Нумай енлĕ пултарулăхĕ:

<Спиридон Михайлов> 1821 çулхи чук уйахĕн 28 мĕшĕнче хальхи Муркаш районне кĕрекен Юнкапуç ялĕнче хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 8 çула çитиччен Çĕпритун тăван ялĕнчех пураннă.

1829 çулта ăна ашшĕ хутла вĕрентес шутпа Чикме хулине хăй паллакан вырăс купси патне илсе каять. Кунта унăн хутла вĕреннинчен ытларах ĕçлеме тивет. Çaпax та Михеев хуçа патĕнче хĕнпе пулин те вулама çырма вĕренет.

Унăн малтанхи вĕентекенĕ, хăй каланă тăрăх, А. Писарев чиновник пулнă. Ку çын 1812 çулта Таван çĕршыв вăрçине хутшăннă, ташмана хăваласа Париж хулине çитнĕ. Чăваш ачине историе юратма чи малтан çавă вĕрентнĕ.

1833 çулта вăл купса çуртĕнчен тухса каять те чăваш вулăсĕн кантурне çыруçă пулса вырнаçать. Выçăлла-тутăлла пурăннине пăхмасар пултаруллă ача хăй тĕллĕн малалла вĕреннĕ. Кайран тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче ĕçленĕ.  1834-38 çулсенче Етĕрне уесĕнче Мăн Шетмĕре çыруçă пулса ĕçлет.

С. Михайлов вырăсла, чăвашла, марилле питĕ лайах пĕлнĕ. 1842 çултан пуçласа мĕн виличченех вăл Чикмери земство сучĕн куçаруçи пулнă.

Пушă вăхăтра вăл суд архивĕнчи кивĕ жрналсемпе хаçатсене пăхкаласа ларма юратнă. Хăй çырнă тăрăх, чăвашсен мăн аслашшĕсем Атăлçи пăлхарсем пулнă текен шухăш унăн Н.И. Второвăн «Памятники древности в Казанской тубернии» статьине вуланă хыççан тĕвĕленнĕ. Каярахпа çак шухăша хăйĕн очеркĕсемпе калавĕсенче те çирĕплетме тарашнă… «С. М. Михайлов-Янтушăн чăваш литературинчи вырăнĕ. Нумай енлĕ пултарулăхĕ» мĕн пур тексчĕ →

[ Пирĕн ентеш С.М.Михайлов–Янтуш ]

Спиридон Михайлович Михайлов – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк. Вăл Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Чикме уезĕнчи Мăн Сĕнтĕр вулăсĕнче, Юнкăпуç ялĕнче (хальхи Чăваш Республикин Муркаш районĕ) хресчен кил – йышĕнче, 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă.

Вăл çичĕ çултах ашшĕ-амăшне пулăшма тытăннă. Спиридон Михайлович ача чухне ку таврара шкулсем пулманпа пĕрех. Çавăнпа та вăл, хутла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшĕ ăна Чикме хулине Михеев сутăç патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вĕренмешкĕн янă.

Унта вăл чиркÿ азбукине тата тĕн кĕнекине вулама хăнăхнă. Вĕрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен. Вăл ытларах хăйĕн усламĕшĕн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçă пулса ĕçлеме тата хăйне тĕллĕн вĕренме тивнĕ. Хула мещенĕсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă. 1833 çулта пулас писатель купса çуртĕнчен пăрахса кайнă та чăваш вулăсĕн кантурне ĕçе вырнаçнă.

Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхса пынă. Вăл тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче ĕçленĕ. 1842 çултан пуçласа мĕн виличченех С.М.Михайлов (Янтуш) Чикмери земство сучĕн куçаруçи пулнă.Пушă вăхăтра вăл суд архивĕнчи кивĕ журналсемпе хаçатсене пăхкаласа ларма юратнă… Мĕн пур текст →

50-мĕш çулсенче С.Михайлов (Янтуш) хăйне чăвашсен малтанхи писателĕ тесе çырать, 1853 çулта «Чувашские разговоры и сказки» ятпа литература антологийĕ пичетлет. 1908 çулта И.Я.Яковлев тăрăшнипе чăваш литературипе фольклорĕн икĕ хрестоматийĕ («Чувашские сказки и предания», «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним») кун çути курать.
— Чăваш литератури. Пособи, 2007.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем:

Михайлов (Яндуш) Спиридон Михайлович (28.12.1821–15.01.1861 гг.) – первый чувашский ученый-историк, этнограф, географ, фольклорист, член-сотрудник Российского географического общества (1854), член-корреспондент Казанского статистического комитета (1856).