Тайăр Тимкки

1889 – 1917


Тайăр Тимкки

Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →



Хайлавĕсем:

Революци тапхăрĕ

Тайăр Тимкки
Çăлăнăç | Чаплă вилĕм юрри | Шухăш | Паян | Çĕнĕ çул | Каçхи сасă | Çутта тухасчĕ!  | Выçлăх çул | Эрех пирки | Паллă мар поэмăн пуçламăшĕ | Хресчен, вăран ыйхăран | Улька ]


Тĕплĕнрех:

Геннадий Юмарт статьинчен:

Тайăр Тимкки (Тимофей Семенович Семенов) 1889 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Пăва районĕ) Шемекре чухăн алăсти кил-йышĕнче çуралнă. Ача чухнех вăл тăлăха юлнă. 1898 çулта ăна кÿршĕ ялти, Пимĕрселти, Т. Васильев хресчен усрава илнĕ, Тимккана çав çулах ялти пуçламăш шкула вĕренме янă. Усрава илекен хăй те çулталăкран вилсе каять. Тăлăх ача пĕр вăхăт аппăшĕ патĕнче пурăнать, каярахпа пуп патĕнче тарçăра тăрать, çав вăхăтрах шкула çÿрет. 1902 çулта Тайăр Тимкки Кÿренти икĕ класлă шкула, çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне вĕренме кĕрет. Кунта икĕ çул хушши К. В. Ивановпа пĕрле пĕр пăртта хушшинче ларать.

1905 çулта ăна революци юхăмне хутшăннăшăн ку шкултан кăларса яраççĕ. Тайăр Хусана çитет, типографире наборщикра ĕçлеме тытăнать, пичет ĕçĕнчи рабочисен профсоюзне кĕрет, вырăнти революци ĕçне хастаррăн хутшăнать. 1906-1907 çулсенче вал Тăхăрьял тăрăхĕнче тăтăшах пулать, халăх хушшинче революци тума йыхăракан кĕнекесемпе листовкăсем салатать. 1907 çулхи çуркунне ăна, вăрттăн типографи валли шрифт пухнăшăн, тытса арестлеççĕ, виçĕ çуллăха Çĕпĕре (Томск кĕпĕрнинчи Нырама) ссылкăна яраççĕ.

1911 çулта Тайăр тăван тавралăха таврăнать, Кивĕ Мертлĕре пурăнать. 1912 çулта Кавказа тухса каять, тĕрлĕ çĕрте ĕçлет. Чугун çул çинчи рабочисен забастовкине хутшăнать, уншăн йĕрлеме пуçласан, Донбаса çитет. Унта çур çул пурăннă хыççăн Кивĕ Мертлĕне таврăнать. 1914 çулта ăна çара илеççĕ. Тайăр каллех Кавказа çитет, кунта та революци ĕçне пăрахмасть. Çавăншăн ăна 1917 çулхи çуркунне персе вĕлернĕ тесе шутлаççĕ.

Тайăр литературăра 1906-1907 çулсенче хастарлă ĕçленĕ. Вам, «Чаплă вилĕм юрри», «Шухăш», «Çĕнĕ çул» тата ытти сăвви-калавĕсĕр пуçне, вырăссен революци юррисене чылай куçарнă.

В. Егоров критик «Хресчен, вăран ыйхăран» сăвва хай çырман тесе шутлать.

Статья туллин →

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


Ытти материалсем:

Таэр Тимкки (Тимофей Семенович Семенов) (27.01.1889–08.12.1917 гг.) – чувашский поэт, переводчик.