Чăваш Республикин гражданĕсене чĕнсе калани


«Чăваш Республикин патшалăх суверенитечĕ çинчен» калакан декларацине йышăннăранпа вун пилĕк çул ытла иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Çак событи чăваш халăхĕшĕн тата Республика гражданĕсемшĕн ирĕклĕх еннеле туртăнассин, хăйĕн шăпине хăйех татса парассин тата этем правине хисеплекен те х.тĕлекен суверенлă демократилле патшалăх йĕркелесе ярассин апофеозĕ пулса тăчĕ. Хăйĕн асаплă историйĕ вĕрентнипе тăна кĕрсе Раççей тоталитаризмпа импери идеологине пăрахăçлать, цивилизацилле халăхсем тахçанах таптаса такăрлатнă çулпах утма тытăнать пулĕ тесе шанса эпир чăваш нацийĕн те хăйĕн ирĕклĕ те ешерсе тăракан патшалăхĕнче пурăнма вăхăт çитрех пулĕ тесе шутланăччĕ. Мĕншĕн тесен çак çул вăл этем, унăн ирĕклĕхĕпе прависем тата халăхсен прависемпе ирĕклĕхĕсем этемлĕхĕн чи тĕп хаклăлăхсенчен пĕрисем пулнине шута илсе, тăнăçлă пурнăç патнелле ертсе каякан чи тĕрĕс те аслă çул пулса тăрать.
Анчах та ун хыççăн пулса пыракан событисем Раççее хăйĕн тахçанах иртсе каймалла пек туйăнакан химерисенчен хăвăртах уйрăлма йывăр иккенне палăртрĕç. Кавказ тăрăхĕнче пулса иртекен япаласем Раççее ертсе пыракансем нацисен хутшăнăвĕнчи кăткăс ыйтусене калаçса татăлса килĕшсе мар, вĕсене вăйпа, çын пурнăçне ним шеллемесĕр, татса парасшăн иккенне яр уççăн кăтартса пачĕç. Раççейĕн политика ертÿçисем нацисен самоопределени правине хисеплеменни, цивилизацилле обществосем пурте тахçанах йышăннă тĕнче правин нормисене, Раççей Федераципе Чăваш Республикин Конституцийĕсене, Федеративлă Договорăн принципĕсене ним вырăнне хуманни палăрчĕ.
Пĕр уйрăм çын анчах, вăл никампа та калаçса татăлса килĕшмесĕрех йышăннине пула, Республика хăйĕн Президентне мĕн пур пек халăхпа суйлас Конституциллĕ прависĕр тăрса юлчĕ. Пирĕн Республикăна обществон политикă системин пĕр тĕп никĕсĕ пулса тăракан, Чăвашра Раççейĕн витĕмлĕ структурисене пăхăнман, хăйĕн политика партийĕсемсĕр тăратса хăварчĕç.
Халăх шучĕ чакнăçем чакса пырать, империпе совет саманисен вăхăчĕсенченех тăсăлакан чăваш халăхне хăйĕн тăван патшалăхĕнче, хăйĕн тăван çĕрĕ çинчех чăвашмарлантарссин мăшкăлла процессĕ малаллах тăсăлать, пĕр халăха анчах мухтаса ăна ыттисенчен маларах хурас, пĕр халăх чĕлхине анчах аталантарса ытти халăхсен чĕлхисене хуплас та тĕплес политика вăй илнĕçем илсе пырать.
Пирĕн тăван Республикăра паян Раççейри политика партийĕсемпе ытти витĕмлĕ обществолла юхăмсен регионти уйрăмĕсем хуçаланаççĕ. Пуяннисем пуйнăçем пуйса, чухăннисем чухăнланнăçем чухăнланса пыраççĕ. Чи тулликапиталлă тата рентабеллă производствăсем йÿнĕ хакпах хамăр Республикăра пурăнман, унăн интересĕсемшĕн тăрăшманнисен аллисене лекет. Ял хуçалăхĕ çав тери юхăнса кайрĕ. Раççейри ытти регионсемпе танлаштарсан Республикăра тÿлекен ĕç укçи чи сахаллисенчен пĕри. Ĕçсĕр тăрса юлнисем питех те нумайланчĕç. Çавсене пула вара чи ĕçченнисемпе те маттуртараххисене Республика тулашне ĕç шырама тухса кайма лекрĕ. Çак тÿнтерле пулăмсем вĕсем пирĕн Республикăн влаç полномочийĕ сахаллине пула, вĕсене хăйĕн витĕмĕпе йĕкелеймесе çитерейменнинчен те килеççĕ. Çакăн пекки вăл Республикăри обществолла – политикăлла лару – тăрăва дестабилизацилесе яма пултарать.
Анчах та паянхи кун Республикăра чăваш наципе обществине консолидацилес вăй курăнсах та каймасть. Хамăр Республикăшăн, нацишĕн, патшалăхăмăршăн, вĕсен малашлăхĕшĕн, хамăрăн ачасемпе ачасен ачисемшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн шутлани, .лĕмрен те килĕштерсе шăкăл – шăкăл пĕрле пурăнас тени пире пĕрлешме, хамăр вăя пуçтарма хистет.
Эпир Республикăри халăха класс, наци, парти, тĕн е урăхла паллăсемпе уйăрассине хирĕç тăратпăр. Эпир пирĕн халăх хăйĕн çĕрĕ çинче килĕш.ллĕ те лайăх пурăнтăр, унăн хăйĕн патшалăхĕ пултăр, вăл хăйне хăй хăйĕн çĕршывĕнче ирĕклĕ те маттур туйтăр, унăн хăйĕн чĕлхи, культури тĕнчери ытти аталаннă халăхсеннинчен кая мар аталанса пытăр, халăхăн ман ыранхи куна мĕнле пурăнса ирттерем – ха тесе хуйхăрмалла ан пултăр тесе çине тăрса тăрăшасшăн.
Çак çырупа эпир сире пурне те асăннă япаласем пирки хăвăр сăмаххăра калаттарса пирĕнпе пĕрле çак пархатарлă ĕçе хутшăнтарасшăн. Эпир пĕрле пулнинче вăл пирĕн вăй. Хамăрăн ачасен ирĕклĕ те тулăх пурнăçпа пурăнмалла пултăр тесен хамăрăн тăван çĕршывăмшăн пĕрле тăрăшар.
Асăннă тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн тăрăшакан организаци туса хурассипе çыхăннă ĕçсене тытса пыма йĕркелÿ комитечĕ суйланă. Унта хăвăрăн сĕнĕвĕрсене çак адрессемпе пĕлтерме пултаратăр:
Шупашкар хули
Телефонсем: 663638, 622897
E-mail: InterHybar@mail.rui{content: normal !important}i{content: normal !important}

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.