Ион Шеремет: Сывă пул


Ион Шеремет


Кушак та иртенпе урамалла каясшăн тулашать, çапăçать. Кăларса ярас ăна – каллех çуркуннехи ‎‎пек темиçе эрне хула путвалĕсем тăрăх мĕн пур кушак ами хыççăн лăпăстатĕ…. Ĕнертенпе ‎‎иксĕмĕре те тунсăх пусрĕ. Тем çитмест ĕнтĕ? Чунăма тем канăçсăрлантарать — ал-ура ‎‎лăштăрах кайрĕ. Тем пăтранать ăшра, темле ăнланмалла мар асар-писер аса илÿсем пуç ‎‎мимине хĕссе, ыйха айккинелле сирсе ĕнерхи каçа çĕнĕрен те çĕнĕрен тавăраççĕ. Пуçри ‎‎шухăшсем тăвăнса чуна хистемеллипех хистеççĕ.‎

Ăçтан çаклатса килтĕм-ха эпĕ çак вăйсăрлăха? ‎

Театрта мар-и-ха?..‎

Театрта… антракт вăхăтĕнче чĕлĕм мăкăрлантарма тухас тенĕ чух хамран инçе мар палланă ‎‎хĕр сăнне, кĕлеткине курсан тем пырса тивнĕ пек пулмарĕ-и?..‎

Çапла пулас. Ăна куртăм та самантлăха темĕнле ăшă аса илÿсем ялкăшса илчĕç. Тата тепĕр ‎‎самантран, чăтăмсăррăн, виç сăмах та пулин хушас кăмăлпа — ăнкарса та ĕлкереймерĕм, те ‎‎савăнса, те хумханса — ун патнелле ыткăнтăм.‎

Хĕр хăй патне çывхарнине асăрхасанах тута хĕррисене вылятса кулса илчĕ. Çывхарсан вара ‎‎мана сăмах чĕнтермесĕр, — Аван-и! — терĕ. — Пĕрремĕш пайĕ пуçланичченех, партера ‎‎кĕрсенех сана асăрхарăм, — пĕр пытармасăр пĕлтерчĕ хĕр, — Анчах та пĕлсе пĕтерме çук… ‎‎Тен, хĕрпе… пырса чăрмантарас темерĕм… — терĕ.‎

Çавăнтах вăхăтăн-вăхăтăн унăн çутă чакăр куçĕ ‎‎ăнланайми савăнăçпа çиçсе илнĕ пек те туйăнкалатчĕ.‎

‎— Салам! — терĕм эпĕ те.‎

Ун сăмахĕсем хыççăн, мур илесшĕ, хам мĕншĕн ун умне пырса тăнине те ăнланмасăр ‎çухалсах ‎кайрăм тата. Пулать вĕт ун пекки ватта сулăнсан.‎

‎— Качча кайнă тенине илтнĕччĕ сана?.. — теме кăна пултартăм.‎

‎— Çапла. Кайнă. Ачасем те ÿссе çитрĕç… — терĕ вăл йăл кулса.‎

‎— Саламлатăп… — терĕм ача-пăчалла.‎

‎— Санран кăна илтме пит хавас. — Те чăнласа, те мăшкăлласа каларĕ вăл.‎

‎— Мĕншĕн-ха систермерĕн? — ухмахла персе ятăм пуçа мĕн пырса кĕнине.‎

‎— Эпĕ шăнкăравланăччĕ. Анчах та аннÿ эсĕ çур çуллăха Балтика тăрăхн тухса кайнă терĕ. Унта ‎‎шыраса тупас çук пуль терĕм вара… Аннÿрен те адрес ыйтса пĕлме ăс çитереймерĕм çав, — ‎‎паян та ыйтса чăрманас çук пек тавăрчĕ вăл. Унтан тÿрех хушса хучĕ: — Тата, кирлехчĕ-ши ‎‎сана ку?..‎

Тахçанхи сăмахĕсем аса килчĕç, — «Качча кайса упăшкана телей кÿрес килет… ‎Хĕрарăмăн ‎пÿрни çав пуль…», — тетчĕ вăл.‎

Эпĕ вара минута яхăн калаçнă хыççăн:‎

‎— Тухса мăкăрлантарам-ха, — терĕм те ун умĕнчех кĕсьерен сигарет пачки туртса кăлартăм.‎

‎— Халĕ те сывлăхна упрамастăн. Унччен те кунне икшер пачкă мăкăрлантарттăнччĕ… — тесе ‎‎юлчĕ мана йĕпленĕ евĕр.‎

Арçынсемпе пĕрле умлăн-хыçлăн ик сигарет туртса ятăм та хам вырăна кайса ‎лартăм.‎

‎«… Инçетри ют хулана ĕçлеме тухса кайма шут тытнăскер ман пата çĕр каçмалла ялтан ‎‎Шупашкара килнĕччĕ вăл. Тухса кайиччен ялĕнче амăшне пулăшса хăварма тăрăшнă, юлашки ‎‎автобуса васкача чупса тухнăскерĕн ывăнни сăнĕнченех палăратччĕ. Тата чĕрине темĕнле ‎‎ăнланмалла мар тунсăх çини сисĕнетчĕ. Çавăнтах вăхăтăн-вăхăтăн унăн çутă чакăр куçĕ ‎‎ăнланайми савăнăçпа çиçсе илнĕ пек те туйăнкалатчĕ.‎

Сĕтел хушшине кĕрсе ларнăскерсем çĕрĕпе чей-кофе ĕçкелесе пакăлтатса лартăмăр. Тĕрлĕ ‎‎пăтăрмаха ас илсе пĕр-пĕринчен култăмăр. Хăш вăхăтра тул çутăлнине те сисмерĕмĕр.‎

Пĕр чĕлхе тупма пултарнăран сехечĕ-чехечĕпе калаçаттăмăр вара. Çулталăкра пĕр-пĕрне ‎‎ăнланакан пулса çитнĕччĕ ĕнтĕ. Вăл ман пата хăнана пыркалатчĕ, килти пекех туятчĕ хăйне. ‎‎Анне те ăна килĕштерсе авланасси пирки сăмах тапрататчĕ.‎

‎— Çав хĕрех качча илмеле те сан, унпа телейне те тупăн-ха.., — текелетчĕ мана. Туслашма ‎‎пултартăмăр унпа, анчах та темшĕн хутшăну çĕрĕпе пакăлтатса ларассинчен мала каяймарĕ. ‎‎Юрату пирки те, пĕр-пĕрне килĕштерни пирки те нихăçан та сăмах тапратман эпир.‎

Ирпеле тепрер курка чей ĕçсе, çырткаласа вокзала тухса утрăмăр. Иртерех те ‎çитрĕмĕр. Ара, ‎кая юлни мар-вĕт. Кирлĕ платформăна шыраса тупрăмăр.‎

Пĕртен-пĕр сумкана çĕре лартсан ун куçĕсенчен пăхса илтĕм те çывăх туса çухатнине тин çеç ‎‎ăнкартăм. Вăл та хурлăха пытарма пултараймарĕ. Тен, пытарма кирлĕ те пулман-и?‎

‎— Мĕншĕн çав тери ире каятăн? Ара, автобусĕ татах та пулать вĕт-ха… — теме шанса, вăхăта ‎‎тăсас шутпа-ши, каласа хутăм эпĕ сехе çине пăхса.‎

‎— Пĕлетĕн вĕт-ха, манăн Чулхуларан та инçерех каймалла. Иртерех çитни аванрах, каçа ‎юлсан ‎кирлĕ çынсене тĕл пулаймăп тата, — терĕ.‎

‎«Икарус» платформа умне пырса тăчĕ. Эпĕ тепĕр хут сехет çине пăхса илтĕм.‎

‎— Тепĕр çичĕ минутран пирĕн уйрăлма та тивет… — терĕм макăрас пек.‎

Вăл куçне тартма хăтланчĕ, унтан ман çума сĕртĕнсех тăчĕ те аллипе кăшт кăна мана ‎‎перĕнсе:
‎— Çапла çав… — терĕ. — Анчах та халь тин хам шухăша улăштармастăп эпĕ. Уйрăличчен вара ‎‎мĕнле сăмахпа, хăш сăвă йĕркипе ăнлантарса парам-ши сана хамăн чунри шухăш-туйăма? ‎‎Тата кирлех-ши? Кирлĕ мар тесе çак кунччен, çак самантчен чăтрăм, урăх тÿсĕм çитмест. ‎Питĕ ‎йывăр мана, ывăнса çитрĕм эпĕ. Санпа юнашар пулсах сансăр ывăнса çитрĕм…‎

Камăн, камăн, анчах та манăн чун нихăçан та нишлĕ ‎‎пулман. Эсĕ мана пач та пĕлместĕн тесен те юрать тен, çавăнпа та кирлĕ таран ‎‎хисеплеместĕн те.

Малтан сана хам пурнăçран ниепле те чĕрсе пăрахас çуккине сисни, пĕр-пĕрне ‎ăнланни, ‎шанни тĕлĕнмелле çăмăллăх кÿрсе тăратчĕç мана. Чĕрере хальччен пулман çутă ‎хĕмленетчĕ. ‎Чунра тĕлĕнмелле лăпкăччĕ, мĕншĕн тесен эсĕ — «хам çеç пĕлекен эсĕ» — ‎яланах çумраччĕ. ‎Анчах та халĕ… паян ак…‎

Эсĕ йăлтах ăнланатăн, сан пек туйăмлă çын курман ку таранччен. Çав хушăрах тĕлĕнмелле ‎‎телейсĕр пек туйăнатăн. Савăнсах хам йăнăшнине туйса илĕттĕмччĕ, мĕншĕн тесен эсĕ ‎‎телейлĕ пулнине пĕлнинчен ытла нимĕн те савăнтарас çук мана. Анчах та темле шалти ‎‎туйăмпа сисетĕп: хăв пурăнас тенĕ пек пурăнмастăн эсĕ… Каçар мана, тен, эпĕ кирлĕ мар ‎‎çĕре кĕретĕп. Тен, ку сăмахсене манран илтме кулăшла та пуль сана. Пĕлместĕп, миçемĕш ‎‎вырăнта тăратăп эпĕ хĕрарăмсен «галерейинче», е пачах та вырăн çук унта мана валли. ‎‎Тĕрĕссипе, унти «вырăн» кирлĕ те мар мана, мĕншĕн тесен ман пурнăçра эсĕ ытла та пысăк ‎‎вырăн йышăнатăн. Ятпа та чĕнейместĕп сана, эсĕ — пĕр тĕнче. Ăнлантараймастăп та эпĕ: çав ‎‎пĕр пĕтĕмлĕх — пĕр ятра мĕнле вырнаçма пултартăр?‎

Кĕлмĕçленместĕп, мĕскĕнленместĕп те. Камăн, камăн, анчах та манăн чун нихăçан та нишлĕ ‎‎пулман. Эсĕ мана пач та пĕлместĕн тесен те юрать тен, çавăнпа та кирлĕ таран ‎‎хисеплеместĕн те. Е мана çеç çавăн пек туйăнать. Кÿренÿ çук ман чунра. Нимĕн те ыйтмастăп ‎‎санран. Кашни çын ирĕклĕ пулмалла, чун мĕн ыйтать — çавна тумалла. Чуну хирĕç пулсан ‎‎такама юрассишĕн çеç тунинчен япăххи нимĕн те çук.‎

‎«Манран нимĕн те кĕтместĕн, нимĕн те ыйтмастăн пулсан мĕншĕн-ха калатăн çак ‎‎сăмахсене?» — теме пултаратăн. Каламасăр лăпланаймастăп — чун ыйтать. Хам чуна хам ‎‎чарса, амантса пĕтертĕм ĕнтĕ. Хăв чунна хăв çын тем каласран хăранипе пусарнинчен ‎‎мĕскĕнреххи, нишлĕлĕреххи урăх ним те çуккине паян çеç ăнланса илтĕм.‎

Çитсенех сан пата çыру ярăп. Кăмăлу пулсан, эпĕ çыру çырса янăран çеç мар, — ‎чуну ‎ыйтсан, тархасшăн, хуравла. Эпĕ савăнăттăм.‎

Тепĕр хут калатăп, эпĕ нимĕн те ыйтмастăп, эсĕ ирĕклĕ çын пулнине шанатăп çеç.‎

Сывă пул… Хăçан та пулин курнăçăпăр… — тесе мана пуçласа та юлашки хут йăм хĕрлĕ ‎тутипе ‎чуп туса илчĕ те сумкине илсе автобуса кĕрсе кайрĕ…‎

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Эпĕ вара, тин çеç ун сăмаххĕсене илтнĕрен юпа пек хытса кайнăскер, çак кун татах та аса ‎‎килессе шутлама та пултарайман ун чухне. Чунăма уйрăлас умĕнхи тунсăхпа малашлăха ‎‎хăваласа аташтаракан кĕвĕçÿ, шăпам умĕнчи йăлăнупа ĕмĕтленÿ пĕр харăс вырнаçма ‎‎пултарчĕ ун чухне. Хам мĕн тăвасса та, тата мĕн хушасса та пĕлеймерĕм, епле майпа ăна ‎‎тытса чарассине те ăнкараймарăм».‎

Спектакль мĕнле иртнине те, мĕнпе вĕçленнине те сисеймерĕм. Партерта çутă ‎çутăлса ‎кайнипе аса илÿсенчен паянхи куна таврăнса вăл ларакан вырăна ыткăнтăм та… ‎вырăнĕ пуш-‎пушă. Унтан васкасах урама чупса тухрăм, театр тавра çаврăнкаларăм, иртен-‎çÿрене сăнарăм, ‎чарăнăва чупрăм…‎

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.