Раиса Сарпи: Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!

Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Пин юрруна хавхаланса юрлатпăр.
Кашни сăвву ас илтерет ĕнче,
Чун çекĕлне, шăрçаласа çакатпăр.
Хисеп те чыс сана, Ваçлей пичче!
Сан ятупа малашлăха утатпăр.
Асаплă та мухтавлă çĕр çинче
Сан ятупа çĕн урамсем уçатпăр.

Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕн паллăрах тапхăрĕсем

d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

1908 ç., пуш уйăхĕн 5-мĕшĕ Чăваш Республикин Патăрьел районĕн Аслă Арапуç (Первомайски) ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
1924-1928 çç. Ульяновскри педагогика техникумĕнче вĕренет.
1924ç. “Сунтал” журналта “Çуралнă çĕр-шыв” ятлă сăвви пичетленсе тухать.
1927 ç. “Сĕрĕмре” ятлă хайлав пичетленет.
1930 ç. Чăваш Республикин Патăрьел районĕн “Паянхи сас” (халь “Авангард”) хаçата пуçарса янă çĕрте вăй хурать.
1930 ç. Колхозсем тунă тапхăра сăнласа паракан “Хулăн сас” (“Çĕр чĕлхи”) поэма çырать.
1930-1932 çç. Вăрнар районĕн Хутар шкулĕнче учительте ĕçлет.
1932 ç. Шупашкара пурăнма куçать.
1932 ç. Пĕрремĕш кĕнеки “Кăмăл” ятпа пичетленсе тухать.
1937 ç., ака Писательсен пухăвĕнче уççăн тухса калаçать. “Националист” ята илтет.
1937 ç., раштав Тытса тĕрмене хупаççĕ. “Халăх тăшманĕ” тесе айăплаççĕ.
1947 ç., раштав Ирĕке тухать, Патăрьел районĕн Аслă Арапуç ялĕнче пурăнать.
1949 ç., ака Шупашкара çемйине курма килсен тепĕр хут тĕрмене хупаççĕ, Красноярск крайне ссылкăна яраççĕ.
1954 ç., юпа Ссылкăран Шупашкара таврăнать.
1956 ç. Иккĕмĕш кĕнеки “Кăмăлтан” ятпа пичетленет.
1956 ç. Очерксен ярăмне çырма хатĕрленет. Йĕпреç, Патăрьел, Елчĕк районĕсенчи ялсене çитсе курать.
1957 ç., çĕртме Патăрьел районĕн ака туйне уявланă çĕре хутшăнать.
1957 ç., çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕ Вăхăтсăр вилсе каять.

Т. Имеркина: Митта Ваçлейĕн çырав ăсталăхĕ çинчен

d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Талант пуçра кăна мар… пусăрăнса ларма пĕлнинче те. Пулас ĕçе вартаса тухма, тен, йывăрах та мар-и, анчах ăна малалла чутлама, якатма, кирлĕ пек формăсемпе филигранлăх пама чăтăм кирлĕ. Художествăллă ăсталăх çакăнта. Пуртăпа ĕçлекен платник – ăста, анчах художник мар. Тăхçапа ĕçлекен чулçă – ăста, анчах скульптор мар. Чул катăкĕнчен хĕрĕх те пĕр илемпе выляса тăракан ахах куçне художник-ювелир çеç тума пултарать.

Рифмăн ролĕ сăвăра калама çук пысăк. Вăл шухăша çапса кăшăллать, пĕр пĕтĕм тăвать, шултăркама памасть. Пĕрне-пĕри йыхравлăн кăчăк туртса тăракан сасăсене пула, сăввăн асра юлас витĕмлĕхĕ ÿсет. Сăвăри чи илемлĕ сăмахсем – мăшăрлăн янăраканнисем, рифмăсем. Телейлĕн пĕрлешнĕ мăшăр пĕтĕм сăввăн кил-йышне уявлă çутă парать. Анчах рифма тесе сăмахпа сăмаха пусмăрласа мăшăрлантарас пулмасть, вара илем мар, илемсĕрлĕх çуралать.

Сăвă тени хăй хальлĕн çуралнă ирĕк сăмах пек курăнтăр. Вăл поэт лаççинче тĕрлĕ материалсенчен шăранса тухнине вулакан ан туйтăр. Вулакана сăввăн метрики те, рифми те, композицийĕ те кирлĕ мар, ăна лаçри материаллă элементсен çÿп-çапĕнчен хăтăлнă, хăйне хăй янраса тăракан пултарулăх вăйĕ кирлĕ.

  • Асамсăр, тухатусăр поэзи вăл – халтура, макулатура.
  • Романăн юрми юрату пулмалла, унсăрăн çырни сĕтексĕр.
  • Çитти çитнĕ сăвăра пĕр сăмах та ытлашши пулмалла мар, унсăр калас шухăш витĕмлĕ, вырнаçуллă пулмасть.
  • Шăратса çитернĕ сăвăра металл сасси пур. Çав сас пулсан – сăвă лайăх вара.
  • Техника, формализм тыткăнĕнче асапланнă поэтсем, композиторсем, художниксем яланах сахал ĕçленĕ.
  • Тăван чĕлхерен сĕт (анне сĕчĕ) тути каламалла.
  • Поэтăн кашни сăмахĕ чĕре таппипе чĕтресе тăмалла, чĕре чĕтревĕсĕр сăмах хăвачĕ çук.

 

şălkuş: Т.А.Имеркина, “Митта Ваçлейĕ. Пурнăçĕпе пултарулăхĕн пĕрлĕхĕ. (Поэт çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă)”. Меслет кăтартăвĕ. Шупашкар, 2003

i{content: normal !important}i{content: normal !important}

Митта Ваçлейĕн пултарулăхне хакласа каланисем

d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Чăвашшăн – чăвашлăхшăн Митта чунне-юнне пама хатĕрччĕ. Вăл çынпа калаçнă е тавлашнă чух кăшкăрашнине – тавлашса сас тунине астумастăп – анчах тавлашура вăл кам айне те пулин пулнине курман эпĕ. Кирек кам умĕнче те сăмаха тÿрĕ – пат татса калатчĕ. Шурри уншăн – шурăччĕ – хури – хураччĕ. Çынна та – хăйне те улталамастчĕ вăл. Тĕрĕслĕхшĕн çунатчĕ – уншăн нумай тÿснĕскер – татах тÿсме те хатĕрччĕ.

— Александр Артемьев – Чăваш халăх писателĕ.

Малаллине вулас