Пирĕн ентеш С.М.Михайлов–Янтуш


Спиридон Михайлов чăвашран тухнă пирвайхи историк, этнограф, географ, фольклорист, Раççей географи обществин членĕ тата ĕçченĕ (1854), Хусанти статистика комитечĕн членĕ тата корреспонденчĕ (1856). Очеркĕсенче чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартнă, халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхсене пухса çапса кăларттарнă… Тĕплĕнрех →



Пирĕн ентеш С. М. Михайлов–Янтуш

Спиридон Михайлович Михайлов – чăваш хушшинчен тухнă чи пирвайхи писатель, этнограф, тата историк. Вăл Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Чикме уезĕнчи Мăн Сĕнтĕр вулăсĕнче, Юнкăпуç ялĕнче (хальхи Чăваш Республикин Муркаш районĕ) хресчен кил – йышĕнче, 1821 çулхи ноябрĕн 28-мĕшĕнче çуралнă.

Вăл çичĕ çултах ашшĕ-амăшне пулăшма тытăннă. Спиридон Михайлович ача чухне ку таврара шкулсем пулманпа пĕрех. Çавăнпа та вăл, хутла вĕренме ĕмĕтленнĕскер, хăйне хулана яма ыйтнă. Вара унăн ашшĕ ăна Чикме хулине Михеев сутăç патне вырăсла калаçма, вулама тата çырма вĕренмешкĕн янă.

Унта вăл чиркÿ азбукине тата тĕн кĕнекине вулама хăнăхнă. Вĕрентме пулнă купсан чăваш ачипе аппаланас килмен. Вăл ытларах хăйĕн усламĕшĕн хыпса çуннă. Чăваш ачин ытларах тарçă пулса ĕçлеме тата хăйне тĕллĕн вĕренме тивнĕ. Хула мещенĕсемпе купса тарçисем чăваш ачинчен тăтăшах мăшкăлласа кулнă. 1833 çулта пулас писатель купса çуртĕнчен пăрахса кайнă та чăваш вулăсĕн кантурне ĕçе вырнаçнă.

Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхса пынă. Вăл тĕрлĕ вулăс правленийĕсенче, земство полицийĕнче ĕçленĕ. 1842 çултан пуçласа мĕн виличченех С.М.Михайлов (Янтуш) Чикмери земство сучĕн куçаруçи пулнă.Пушă вăхăтра вăл суд архивĕнчи кивĕ журналсемпе хаçатсене пăхкаласа ларма юратнă.

Вун тăваттăра чухне С.Михайлов тĕрлĕ çыру ĕçне пуçăнать. Йывăр пулсан та, С.Михайлов вĕренес тесе тăрăшнă. Вăл Пушкин, Гоголь, Лермонтов, Державин, Жуковский, Крылов произведенийĕсене, хаçатсемпе журналсене тăтăшах вуласа тăнă. Вырăс тата чăваш халăх историйĕпе те интересленнĕ.

Выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăрах пултаруллă ача хăй тĕллĕнех хут ĕçне хăнăхса пынă.

Каярахпа хăй литературă ĕçне тытăнать. Чăвашсен аслашшĕсем Атăлçи пăлхарсем пулнă текен шухăш унăн Н. И. Второвăн «Памятники древности в Казанской губернии» статйине вуланă хыççăн тĕвĕленнĕ.

Каярах вăл çак шухăша хăйĕн очеркĕсемпе калавĕсенче те çирĕплетме тăрăшнă.

1852 çулта писатель çине-çинех очерксем çырса пичетлет: «Балдран-базар в Козьмодемьянском уезде», «Предания чуваш», «Чувашские свадьбы» т. ыт. те. Çав очерксен йĕкĕрешĕсем пур – диалога тĕпе хунă ремаркăллă калаçусем. Вĕсене автор очерксем валли материал пуçтарнă май, очерксен тĕп шухăшне куç умне кăларса тăракан ÿкерчĕксем урлă, хальхи вăхăтра пулса иртекен ĕç пек ăсталанă. Вĕсенчен хăшĕсем пĕчĕк сценка евĕрле пулса тухнă, пысăкраххисене вара инсценировка тесе каламалла.

С.Михайлов 1851 çулта чăвашсем çинчен икĕ пайлă кĕнеке çырма шут тытнă, унта çак пайсем кĕмелле пулнă: 1) чăвашсен йăли-йĕркине çырса кăтартни, 2) чăваш калаçăвĕсемпе юррисем. Вĕсене вăл 1852 çулхи çулла ĕçлеме палăртнă.

С.Михайловăн «Чувашские разговоры и сказки» ятлă кĕнеки 1853 çулта çапăнса тухать. Унта «Краткое этнографическое описание чуваш» ятлă очерк, ултă инсценировкăпа сценка тата юмахсемпе халăх сăмахлăхĕн ытти хăш-пĕр тĕслĕхсем кĕнĕ. Ку кĕнекене 1851 çул вĕçĕнче е 1852 çул пуçламĕшĕнче çырма палăртнă кĕнекен иккĕмĕш варианчĕ теме пулать.

С.Михайлов ытларах вырăсла çырнă. Кунта икĕ сăлтав пулнă. Пĕри – писатĕлĕн чăваш ячĕпе вырăс умне тухса чăваш та ытти халăхсем пекех хисепе тивĕç, чăвашăн та авалăхĕпе пуянлăхĕ пур, унăн пуласлăхĕ пирки шутласа пăхмалла тесе калас килни. Йышлă халăх, çав шутра влаçсем те илтчĕр тесен вырăсла çырма тивнĕ. Тепри – чăвашла çырнă япаласене пичетлесе кăларма çав вăхăтра питĕ йывăр пулнă. Çав çулсенчи чăваш хушшинче хут вĕреннĕ çынсем те сахал курăннă. Вĕсем те ытларах вырăсла вулама-çырма вĕреннĕ. Çапла вара, С.Михайлов хăйĕн ĕçĕсене вырăсла çырса вĕсене çăмăлрах пичетлеме пултарнă.

С.Михалов калав жанрĕнче те ăнăçлă ĕçленĕ. Ахальтен мар ăна чăваш калавĕн жанрне пуçласа яраканĕсенчен пĕри тесе шутлаççĕ. Унăн малтанхи очеркĕсенче романтика туртăмĕсем вăйлах палăраççĕ-ха. Вĕсенчи автор-калуçă – ĕмĕтленÿçĕ, хăвăрт тĕлĕнме пултаракан герой.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

С.Михайлов ытларах йăла, ĕç-пуç черетленĕвне детальлесе кăтартма кăмăллать, пĕр япала çинчен çырнă хушăрах теприн çине хăвăрт куçса кайма пултарать. Янтуш литература ĕçне явăçлă тĕле вырăс литератури обществăллă анлă трибуна пулса тăнă ĕнтĕ. Вырăссен литературинче реализм вăй илнĕ, илемлĕ очерк жанрĕ чечекленнĕ. С.Михайлов та, демократиллĕ шухăшсене çывăх йышăннăскер, чăваш литературинчи унчченхи традицисемпе кăна çырлахса ларма пултарайман. Чи малтанах вăл çĕнĕ жанра – илемлĕ очерк жанăрне – алла илме тăрăшать, очерксем çырать. Вĕсенче реакционерсем чăвашсем пирки каланă шовенистла шухăшсем тĕрĕс маррине, Раççейри вырăс мар халăхсем Европăри халăхсенчен ним енчен те катăк маррине ĕнентернĕ. Кашни çыннăн ăс-тăн аталанăвĕ вăл хăш халăх ывăлĕ-хĕрĕ пулнинчен килмест – çак шухăша писатель ĕненмелле уçса кăтартнă. Хăй те, хура халăхран тухнăскер, илемлĕ литературăра çав шухăша çирĕплетекен çынсенчен пĕри пулнă.

С.Михайлов писательпе тĕпчевçĕн чи ăнăçлă ĕçленĕ тапхăрĕ 1850-1855 тата 1856-1860 çулсенче тивет. 1856-1860 çулсенче С.Михайлов чăвашсен наци ыйтăвĕпе тата социаллă пурнăç ыйтăвĕсемпе ытларах та ытларах кăсăкланма пуçланă. Çакă вăл писатель пултарулăхĕ ÿссе пынинчен, унăн тĕнче курăмĕ анлăланса çирĕпленнинчен тата чăваш общество ăнĕ улшăнса пынинчен килнĕ.

Тăван халăха ытти халăхсемпе тан праваллă тăвассишĕн, унăн культурине хăпартассишĕн, ăна çутта кăларассишĕн, унăн литературипе искусствине аталантарассишĕн нумай тăрăшнă вăл.

Унăн чăваш халăхĕ çинчен çырнă истори, этнографи, литература ĕçĕсем паллă вырăс учёнăйсепе писателĕсене интереслентерсе янă. Вĕсем малашне чăваш халăхĕн пурнăçне, йăла-йĕркисене, чĕлхине, сăмахлăхне çине тăрсах тĕпчеме тытăнни С.Михайлов ĕçĕсемпе паллашнă хыççăн пуçланнă.

“Çĕнтерÿ ялавĕ” хаçатран. Çăлкуçĕ: http://vulacv.googlepages.com/%D0%BF%D0%B8%D1%80%C4%95%D0%BD%D0%B5%D0%BD%D1%82%D0%B5%D1%88%D1%81.%D0%BC.%D0%BC%D0%B8%D1%85%D0%B0%D0%B9%D0%BB%D0%BE%D0%B2%E2%80%93%D1%8F%D0%BD%D1%82%D1%83%D1%88

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.