Никита Бичурин: Тĕлĕк


Никита Бичурин чăвашран тухнă паллă таврапĕлÿçĕ, синолог (Китая тĕпчекен), тĕн çынни (манаха кĕнĕ чух илнĕ ячĕ Иакинф)… Тĕплĕнрех →


Тĕлĕк

Хĕвел çÿл сăрт хыçне пытанчĕ,
Шыва путайрĕ инçетре.
Уй-хир те ĕнтрĕкпе хупланчĕ,
Ялтрать çут уйăх тÿпере.
Шăнкăртатать шыв пĕр çĕрте,
Ыр канăçлăх мĕнпур тĕлте.
Вĕçмест Зефир тĕм хушшинче,
Йĕри-тавра айташ тĕнче.

Мĕнпурĕ канлĕхлĕ тăруçăн
Шухăшласа ăш вĕçрĕ ман:
Епле-ха, тетĕп, Пултаруçăн
Йĕрки пачах пăтрашăнман?
Сap çулçă тăкрĕç йывăçсем,
Çук ĕнтĕ кайăк сассисем.
Çарансене витет шур юр,
Пăрпа хупланчĕ халь шыв-шур.

Çухалчĕ чăп-чăпар илемĕ
Хусанăн шывĕ хĕрринче.
Черчен кĕрен чечек илемĕ
Тек йăмăхать шăлан çинче.
Мĕнпурĕ улшăнать, шанать,
Уй-хир те ĕнтĕ пушанать…
Епле-ха çăтмахри тĕнче
Кунти Пĕлÿлĕх садĕнче?

Яланлăх илемрен юсмасăр
Ем-ешĕл лавр ларнă пек,
Кунта, хĕле-мĕне пăхмасăр,
Чечек ÿсет йăранĕпех.
Çÿрет яш-кĕрĕм савăнса,
Музăсемпе хавасланса:
Чечек кăшăлĕсем явать,
Ăраскалне юрра хывать.

Пĕлместĕп, турă хапăллать-и
Кунта йăпанăçлăх чĕртме?
Кĕтрет ярса, вăл кăмăллать-и
Ăслăлăха илентерме
Е пĕр-пĕр çын унпа пĕр тан,
Вăйлăрахскер çанталăкран,
Хĕвел пек ăшăтса тăрать
Сада, ăна чĕр вăй парать?

Çапла шухăшласа, эп акă
Путатăп тутлă тĕлĕке.
Ĕçпе ĕшеннĕ шăмă-шакă
Пулайрĕ ĕнтĕ сĕлпĕркке.
Хавалăм канăçа путсан,
Пĕр Ватă курăнчĕ таçтан.
Шухăшăма чĕртес тесе,
Çапла каларĕ хистесе:

«Çын куçĕнчен мĕн-мĕн пытаннă,
Умна мĕскер мĕлки тухман,
Ăс-хал куçне вăл сăнарланĕ.
Ун çутипе эс çуталман,
Çавăнпала ăсу иккен
Пăтраштарать санран хальччен
Пытаннине, туймасть ăна.
Пĕлмешкĕн тивĕç эс çакна.

Хĕвел вун çаврăм та туманччĕ —
Чечекленсе, илемленсе
Парнасăн сачĕ аталанчĕ,
Тем тĕрлĕн те пехетленсе.
Çак пĕтĕм иксĕлми тивлет
Пĕр çыннăн çутинчен килет.
Вăл хăй сăваплăхпа çап-çут,
Ытах курас килсессĕн — ут!»

Ват çын çул кăтартса пыруçăн
Эп çитрĕм сулхăн катана.
Илемлĕ вырăн, шывĕ уçă,
Вăр-вар тĕл пулмăн эс ăна.
Ем-ешĕл — ту тăрри тĕмсем,
Сап-сар чечеклĕ — айлăмсем.
Йăлтах тăрать çĕклентерсе,
Кăмăлăма илентерсе.

Вара çапла каларĕ Ватă,
Ката варринелле çитсен:
«Ав, хÿхĕм çÿл хÿме куратăн,
Турат хупланă пур енчен.
Татах та малалла утсан,
Кермен патне çитсе тухан».
«Ăçта-ха, — терĕм, — эп ăна, —
Курам сăваплă çав çынна?» —

«Утсам! Çав керменте эс курăн
Ăна мухтавăн çутипе.
Çав çын çак Парнаса маттуррăн
Чĕртсе тăрать хăй ăсĕпе.
Епле илпеклĕ ун алли! —
Телей сунать пире тулли.
Эс керменте ан юл хăпса,
Ман хыçранах пырсам утса».

Йăвашшăн утрăм эп ун хыççăн
Керменĕн пусмисем патне,
Чылай тус-пĕлĕш сăнĕ уççăн
Кунта тухайрĕ куç у мне.
Хăйсем кĕресшĕн пулмалла,
Кĕртмест-мĕн хуралçи шала.
Пире çул пачĕ — улăхсан,
Шалт! питĕрчĕ — кĕрсе кайсан.

Мана мĕнпурĕ тĕлĕнтерчĕ,
Куç алчăрать илемĕпе.
Çÿлте курайрăм сăнÿкерчĕк,
Çырайнă ылтăн шывĕпе:
«Çак çын илпеклĕ çутине
Парса тăрать Хусан садне!»
Эп тăтăм та пуçа пĕкме —
Çухатрăм çак тĕлĕкĕме…

Эй, иерарх! Çук, тĕлленмерĕ
Мухтав пуçкăшăль тĕлĕкре.
Пурне те чăнлăх евитлерĕ,
Аттемĕр, сан çинчен пире.
Чĕлхем йăпăлтатусăр ман:
Кун пек ĕçе хальччен курман.
Сан ырă кăмăлу пиллет
Куллен-кунах пире тивлет.

Эс пуррипе ÿсет пĕлÿлĕх,
Эс пуррипе ĕç-пуç ăнать,
Эс пуррипе чун çĕкленÿллĕ,
Эс пуррипе Парнас хунать:
Ыр кăмăлу илпеклĕрен
Вăл ытлă-çитлĕ çимĕçрен;
Сан ăшшупа ăшăннăскер,
Хĕлле те ешерет чипер.

Пире кирек камран та тулăх
Парать аллу хăй ырлăхне.
Çитмерĕ пирĕн пултарулăх
Тавăрайма тав парăмне.
Ытах çак сунăм пур пирте:
Сыв пул, Кĕтÿçĕ те Атте!
Пурнар эпир сан вăюпа,
Эпир те ешерер санпа.

1795

Геннадий Юмарт вырăсларан куçарнă, 2007.


Şuhalcĕ cip-ciper ilemĕ
Husanăn shyvĕ hĕrrince.
Cercen kĕren cecek hĕlhemĕ
Şuk ĕntĕ jĕplĕ hul şince.
Mĕn purĕ ulshănat’, shanat’,
Uj-hir te ĕntĕ pushanat’.
Jeple-ha şătmahri tĕnce
Kunti Pĕlülĕh sadĕnce?

Jalanlăhah ilemre jusmasăr,
Jem-jeshĕl lavr larni pek,
Kunta kil-mĕne păhmasăr,
Cecek üset jăranĕpeh.
Şüret jash-kĕrĕm savănsa,
Huşisempe havaslansa:
Husanăn shyvĕ hĕrrince.
Cercen kĕren cecek hĕlhemĕ
Şuk ĕntĕ jăpăl hul şince.
Mĕn purĕ ulshănat’, shanat’,
Uj-hir te ĕntĕ pushanat’.
Jeple-ha şătmahri tĕnce
Kunti Pĕlülĕh sadĕnce?

Jalanlăhah ilemren jusmasăr
Jem-jeshĕl lavr larnă pek
Kunta hĕle-mĕne păhmasăr,
Cecek üset jăranĕpeh.
Şüret jash-kĕrĕm savănsa,
Huşisempe havaslansa:
Cecek kăshălĕsem javat’,
Ăraskalne jurra hyvat’…

Ej, ijerarh! Şuk, tĕllenmerĕ
Muhtav puş kăshăl tĕlĕkre.
Purne te cănlăh jevitlerĕ,
Attemĕr, san şincen pĕre.
Cĕlhem jăpăltatusăr man:
Kun pek ĕşe hal’ccen kurman.
San yră kămălu killet
Kullen-kunah pĕre tivlet.

Es purripe üset pĕlülĕh,
Es purripe ĕş-puşănat’,
Es purripe cun şĕklenüllĕ,
Es purripe Parnase hunat’
San kămălu ilpeklĕren
Văl ytlă-şimĕşren;
San ăsshupa ăshănnăsker,
Hĕlle te jesheret ciper…

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.