Андрей Петокки: Хĕр патне

…Кунран кун улшăнать самана.
Илемленĕ Кун-çул яланах,
Йăлтăртатĕ çап-çут ял хушши,
Йăлтăртатĕ электрицă çути.
Хура хăмăр уй тăрăх хурçă ут
Кунĕпе çаврăнĕ çĕршер хут.
Чечекленĕ вара Тăван çĕршыв,
Пахаланĕ çĕн ĕçлĕ ял-йыш…

Андрей Петокки: Çурхи çил сăвви

Акă паян та уйпала
Тухрăм та утрăм, ачсем.
Эх! Чарăнмасăр малалла
Утам-ха, утам каçчен.
Симĕсĕн-симĕсĕн калчи
Ура тупанне явăнать
Сенкер тÿпеллĕ Тĕнчи
Май çилĕпе хумханать.
Манăн ăшăмра иртенпе
Шăпчăк чарăнмасăр юрлать.
Манăн чунăмçăм пĕтĕмпе
Çутă пурнăçа савать…