Петĕр Эйзин: Савни юррисем



Сана
никам та юратми пулсан –
кил
ман пата.

Сана
никам та ĕненми пулсан –
кил
ман пата.

Сана
никам та хĕрхенми пулсан –
кил
ман пата.


Эс уйăх пек йăлтăртататтăн
сенкер тĕттĕмлĕхре.
Санăн сăнна курас тесе
эп тухрăм та –
пĕлĕт хыçне пытантăн эс.

Эс шăпчăк пек шăкăлтататтăн
сенкер тĕттемлехре.
Сан сассуна итлес тесе
эп пытăм та –
пăрр! вĕçсе кайрăн эс.


Сана
култарĕç-култарĕç-култарĕç те
макăртĕç.

Сана
астарĕç-астарĕç-астарĕç те
улталĕç.

Сана
юратĕç-юратĕç-юратĕç те
пăрахĕç.


Эс çук та –
хĕвел те çутă мар,
уйăх та шурă мар,
чечек те хитре мар,
варкăш та ачаш мар.

Эс çук та –
юррăм та савăк мар.


Сасăсăр-мĕнсĕр
сана эп чĕнĕп:
кĕт.

Урасăр-мĕнсĕр
сан пата çитĕп:
кĕт.

Алăсăр-мĕнсĕр
сана ачашлăп:
кĕт.


Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата –
çавăн чухне тин
çут çăлтăрăм тухĕ ман.

Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата –
çавăн чухне тин
шур уйăхăм тухĕ ман.

Хăçан та хăçан
эс килĕн ман пата –
çавăн чухне тин
сар кайăкăм юрлĕ ман.


Никам та курмасан та –
тумлам
катаранах
курать сана.

Никам та кĕтмесен те –
çулçă
кăчăк туртсах
чĕнет сана.

Никам палламасан та –
çил
чарăнса тăрсах
пуплет санпа.


Çил-тăманран та
хăрамастăп эп,
санран,
сар хĕвелтен,
хăратăп –
хирĕç пăхма та
хăяймастăп:
куç алчăрать.

Выç кашкăртан та
хăрамастăп эп,
санран,
сар кайăкран,
хăратăп –
сăмах хушма та
хăяймастăп:
чĕлхе çĕтет.


Санăн куллусăр
ман патра
сĕм-хура каç ялан.
Эс
тул çути пул.

Санăн ăшшусăр
ман патра
шартлама хĕл ялан.
Эс
çурхи кун пул.


Каç та иртет,
шуçăм килет.
Шуçăмпала пĕрле
пурнăç килет.
Эс те çапла
кил мана хирĕç.

Каç та иртет,
хĕвел тухать.
Хĕвелпеле пĕрле
телей тухать.
Эс те çапла
тух мана хирĕç.


Куçăм мана улталамасть-ши? –
тесе пăхатăп сан çине.

Хăлхам мана улталамасть-ши? –
тесе тăнлатăп сассуна.

Чĕрем мана улталамасть-ши? –
тесе шутлатăп сан çинчен.


Пускил пускилтен кулĕ.
Юлташ юлташран кулĕ.
Тăван тăванран кулĕ.
Эсĕ
ан кул манран.

Пускил пускилне сутĕ.
Юлташ юлташне сутĕ.
Тăван тăванне сутĕ.
Эсĕ
ан сут мана.

Пускил пускилне манĕ.
Юлташ юлташне манĕ.
Тăван тăванне манĕ.
Эсĕ
ан ман мана.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.