Юрий Скворцов: Парăм


Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


Июль уйăхĕнчи пĕр сулхăнрах кун уй урлă каякан урапа çулĕпе пĕр çамрăк çын утрĕ. Вăл фуфайкăпа, ваткăллă шăлаварпа, ботинкăпа. Кивĕ вараланчăк карттусне вăл вăрман хĕрринче çырмана вăркăнтарса хăварчĕ.

Пĕвĕпе вăл вăтам, те кутамкки йывăр пулнипе пĕшкĕнерех утнăран — хăй кăшт курпунтарах пек курăнать. Çырă çÿçĕ çăра. Сăн-пичĕ, хĕвелпе, тарпа пиçĕхсе, хуралса, кĕреленсе ларнă, хытăрканă: çамрăклăх тĕсĕ сахал юлнă. Сăмса çунаттисем тĕлĕнчен те, куç пакăлтисенчен те йĕрсем анаççĕ. Куçĕ хăмăр, куç харши — хура та çăра.

Унăн пит-куçĕнче темĕнле чăтăмлă, пайтах хура-шур курнă тÿрккес кăмăлсăр пуçне урăх нимĕн те сисĕнмест. Вăл пит-куç тĕрлĕ шухăш-туйăмсенчен питĕ сайра улшăнать пулас.
Чăн та, çамрăк çын, тавралăха сăнакаласа пычĕ пулин те, кунти тавралăх ун чунне епле хускатни унăн тÿрккес пит-куçĕнчен нимĕн чухлĕ те палăрмарĕ.

Çÿлте тăрисем юрлани те, чанасем чанкăлтатса вĕçе-вĕçе иртни те, курăк ăшĕнче çил чаштăртатни те — уншăн ниме те пĕлтермеççĕ курăнать. Ярпайса хăпарнă çуртри те, сĕткене кĕрсе пыракан ыраш уйĕ те — ун кăмăлне хускатмарĕç.

Вăл çывăхри ял çине çеç темĕн ĕмĕтленсе, анчах ним чухлĕ те хĕпĕртемесĕр пăхрĕ. Çав вăхăтрах хăй епле ерипе утсан та яла çывхарсах çитни ăна хăратрĕ те, вĕчĕрхентерчĕ те.
Вăл тĕрмерен таврăннă.

Ял патне çитсен ун çулне çатан карта пÿлсе хучĕ. Хапхи кунтан пулмарĕ иккен. Анатарах-ши, тăварах-ши? Вăл кунта тăватă çул пулман. Ун чух уй хапхи пекки çак
тĕлтеччĕ.

Хапхи тăварахра юлчĕ иккен. Çамрăк çын каялла таврăнса вĕрлĕк хапхаран кĕчĕ те ял урамĕпе анаталла утрĕ.

Урам тăрăх ĕлĕк хăй хăнăхнă таран утсан вăл тĕлĕнсе чарăнса тăчĕ. Вĕсен килĕ хăш тĕлерехчĕ-ши? Çак çĕнĕ çурт-и?

Тăватă çул каяллах çĕнĕ çурт лартас пирки, анчах укçа çитменни çинчен калаçатчĕ ашшĕ. Чăн та, çурт лартнă пулас вăл. Çапла… Ку вĕсен килĕ тĕлех. Акă икĕ йăмраран пĕрне каснă, тункати ларать. Теприн тăррине иртсе пĕтернĕ — çуркунне выльăхсене касса çитернĕ пуль ĕнтĕ. Анчах çурчĕ пĕлтĕр-кăçал лартнăскер теме çук — пĕр виç-тăват çул çитнĕ ĕнтĕ ăна.
Çамрăк çын вырăсла хапха умĕнче чарăнса ăна епле уçмалли пирки шухăшласа тăчĕ. Юпа шăтăкĕнчен тухса тăракан çаврака авăрлă тимĕре шалалла та, аялалла-çÿлелле те пусса пăхрĕ — хускалмарĕ. Вара çамрăк çын урăх авăр шыра пуçларĕ. Самайран тин вăл хапха юпи çумĕнчи шăтăка асăрхарĕ те аллине чиксе ярса алла лекнĕ сăлăпа шутарчĕ, вара сарлака та тусанлă, выльăх тислĕкĕ шăрши кĕрекен кил хушшине кĕрсе тăчĕ. Ăна хирĕç никам та тухмарĕ. Тĕттĕм çенĕкре вăл чылайччен алăк хăлăпĕ шырарĕ — ун аллине е пĕрене мăкĕ, е чăлан алăкĕ, алăк тăпси, е шакăлчи кĕрсе кайрĕ. Хăлăпа шыраса тупсан — çамкине алăк сули хысакки çумне вăйлăн шанлаттарса —вăл пÿрте кĕрсе тăчĕ. Пуçĕ ыратнипе унăн куçĕ хуралса килчĕ, тĕтреленчĕ. Тÿррипе каласан, пуçа алăк çумне çапăнтарни ăна хăюлăх çеç кĕчĕ, чун пăлханăвне сирчĕ. Тĕпелтен карчăк кăштăртатса тухрĕ. Урлă сак çине тăсăлса выртнă старик тăрса ларчĕ.

— Саша!.. Ывăлăм…

Çамрăк çын хăйне хирĕç килекен карчăка куçĕ тĕтреленнипе курмарĕ те — ăна сассинчен çеç уйарчĕ. Вăл — чăваш йăлипе — амăшне те, ашшĕне те нихăçан алă парса
е ыталаса курман, çавăнпа та вăл хăйĕн кăкри çине пуçне чикнĕ карчăка икĕ хулпуççинчен çеç тытрĕ.

— Ну, ну, анне… ан йĕр.

— Ах, ывăлă-ăм… — карчăк çак сăмахран тÿрех чарăнми макăрăва куçрĕ. — Тĕнче хурлăхне курса çÿреме кăкăр ĕмĕртсе ÿстертĕм-ши сана?

— Ну, ну, амăшĕ. Ну, ну… Чарăн, чарăн. Ĕнтĕ таврăннă, таврăннă. Куççульне тепре валли хăвар.

Саша чунне амăшĕшĕн ытларах та эрлĕк пусрĕ, анчах вăл шăлне çеç çыртрĕ, амăшĕнчен уйрăлчĕ те ашшĕне алă пачĕ. Ашшĕ çемçелсе каймарĕ, ывăлне алă парсанах чĕлĕмне шырама пикенчĕ.

Саша кутамккине хучĕ, фуфайкине хыврĕ, кĕпине хыврĕ. Амăшĕнчен çăвăнма шыв ыйтрĕ. Ашшĕ, 59—60 çулсенчи ватă, текех алăкăн-тĕпелĕн çаврăнкаларĕ.

— Карчăк, мур, ара, чĕлĕм ăçта ман?

— Чĕлĕмĕ… Эй, уй тăмани! Çăварăнтах-çке.

Саша кĕпе супăнĕпе алшăлли илсе кил хушшине тухрĕ, амăшĕ ун хыççăн витрепе шыв йăтса пычĕ. Саша майкине хывса карта çине çакрĕ, ывçине курка айне йĕкĕрлесе тытрĕ.

— Ку кайăкне лере турĕç-им?

— Мĕн? — амăшĕ çине пăхрĕ Саша.

Амăшĕ ывăлĕн кăкăрĕ çинчи тушпа ÿкернĕ ăмăрт кайăк çине кăтартрĕ.

— Лере, анне.

— Çынна ан кăтартах.

Амăшĕ каллех нăшăклатма тапратрĕ, тутăр кĕтессипе куçне шăлчĕ.

— Ма çапла телейсĕр пултăмăр-ши… Шуйттан аташтарчĕ пуль çав.
Саша чĕнмерĕ, çăвăнса пĕтерчĕ те таса кĕпе ыйтрĕ. Амăшĕ Сашăн тăватă çул каяллахи майкипе кĕпине илсе тухрĕ, тĕрмене кайиччен икĕ эрне малтан çеç туяннă
костюмне арчаран кăларчĕ. Майкипе кĕпи тăвăрлансах ларнă, кĕлеткене пăчăртасах тытрĕç, костюмĕ çеç, малтанах кăшт аслăрах та вăрăмрах пулнăскер, чухах пулчĕ. Тулашри кăкăр ум кĕсйинчен тăватă çул каяллахи Канаш кинотеатрăн билечĕ тата тепĕр автобус билечĕ тухрĕ. Кусене курсан Сашăн чунне ирĕксĕрех ырату пăчăртаса
тытрĕ. Анчах вăл куна пит-куçĕнчен палăртмарĕ.

Амăшĕ апат лартрĕ, сăра ăсса кĕчĕ. Çăмарта хăпартни, çатма çинче тăпăрчăпа, ешĕл хăвăл суханпа хутăш пĕçернĕ кукăль, уйран.

Саша чĕнмесĕрех çирĕ. Амăшĕ текех нĕшкесе кăмака сакки çинче ларчĕ. Ашшĕ сĕтел умне тенкелпе вырнаçрĕ, хушăран хушă вăл Сашăна ним чĕнмесĕрех сăра тултарса пачĕ. Вăл сăра пирки çеç сăмах тукаласа калаçрĕ.

— Сăри сăра темеллех мар… Хăмла шывĕ çеç, тата ватăлчĕ ĕнтĕ, тăр шыв ĕçесрен пырĕ.
Кайран вăл Саша çисе тăраннă чух çапларах каларĕ:

— Çĕнĕ çурт лартрăм. Кив пÿртне пĕчĕклетрĕм. Кивви — эсĕ авлансан — пире карчăкпа иксĕмĕре юрĕ.

Саша та пирус тивертсе ячĕ.

— Выртса кан çул çинчен, — терĕ амăшĕ вырăн сарса хурса.
Саша пиншакне хывса, аллинчи пирусне пăрахмасăрах урисене кăшт кравать хĕрринчен кăларса, месерле тăсăлса выртрĕ.

Ашшĕ текех чĕлĕм туртрĕ. Саша пирусне туртса пĕтерсе тĕпне пăрахрĕ те икĕ аллине пуç айне хурса, маччаналла пăхса выртрĕ. Вăл çапла выртнипех, çул çинче утса ĕшеннĕскер, часах ним туйми çывăрса кайрĕ, çĕрĕпе те вăранмарĕ, тепĕр енне те çаврăнса выртмарĕ, ирпе хăй каçхине мĕнле выртнă пекех вăранса кайрĕ. Вара çурăм çинчи ÿт-тирте юн çывăрса ларнине, çурăм туйми пулса ларнине сисрĕ. Тата ÿт çинче ăçта пăхнă унта лаптăкăн-лаптăкăн шурă-хĕрлĕ мăкăрăлчăксем, кĕçĕтекенскерсем, тухса тулнине асăрхарĕ: çĕрле ăна хăнкăласем хытă тапăннă пулас.

Саша физзарядка туса шăм-шакне çемçетрĕ, çăвăнчĕ.

Ашшĕпе амăшĕ таçта тухса кайнă, Саша валли сĕтел çине алшăллипе витсе пĕр чашăкра уйран, тепринче чăмăрла çĕрулми, ывăс çине çăкăрпа симĕс сухан шăлĕсем хăварнă.
Саша пÿртрен тухрĕ те крыльца çинче чарăнса тăчĕ.

Урамра автансем авăтни илтĕнет. Таçта лаша тулхăрать. Урапасем лăчăртатаççĕ. Такам усал сăмахсемпе лашана вăрçать.

Саша пăлтăр картлашки çинчен анса хапханалла утрĕ, хапхана уçиччен вăл кăшт тăхтаса тăчĕ, унтан хуллен, вăрă тунă пек асăрханса, хапхана кăшт уçрĕ те вырăнтан тапранмасăрах урамалла пăхрĕ. Урамра инçех те мар пĕр çын курăнса кайсан хапхана каялла хупса хучĕ, унăн сăн-пичĕ асаплăн туртăнса илчĕ. Аллипе вăл çамкине сăтăрса илчĕ те çамки тарласа кайнине сисрĕ.

Саша ерипе пахчаналла утрĕ. Анчах кунта та вăл такамран шикленсе утрĕ. «Мĕншĕн çав териех шикленетĕп-ха эп çынсенчен?» — шутларĕ вăл, анчах хуравне шырамарĕ. Пахчаран тухрĕ те хыт суха ани урлă каçса йÿçлĕхлĕ улăх хĕррипе вăрманалла утрĕ. Хăй, никам та курмарĕ-ши тенĕ пек, темиçе хутчен каялла çаврăнса пăхрĕ. Вăрмана
çитсе кĕрсен тин «кунта эпĕ пĕчченех ĕнтĕ» текен шухăш лăплантарчĕ ăна.

Чылайччен çÿрерĕ вăл йывăçсем хушшипе. Симĕс çулçăсен сулхăнĕ, шăпчăк юрри, чĕрĕрех уçă сывлăш унăн кăмăлне тултарчĕç. Анчах тепĕр авăкран вăл хăйне çав тери пĕччен пек, çĕр çине хăй çеç тăрса юлнă пек туйрĕ. Унтан вăл сăртлă уçланкăри симĕс курăк çине ларчĕ. Чылайччен вăрман тулашса шавланине, хумханакан йывăç тăррисем хушшинче хĕвел ярăмĕсем вылянине пăхса ларчĕ, вара куç йăмăхма, ылмашма тытăнчĕ.

Ларсан-ларсан темиçе хутчен вăл хăй çине хыçалтан такам шăтарасла пăхнă пек туйса вартах каялла çаврăнчĕ — никама та курмарĕ. Çак тăван тавралăх, ачаран выляса ÿснĕ вырăн, ăна халь çав тери ют пек, сивлек пек. Кунта ларнăçемĕн кăмăл лăпланма мар, пачах урăхла, чун пăшăрханма, ыратма тытăнчĕ. Ăшра каллех хыçалтан такам пăхса тăнă пек канăçсăр сисĕм хускала пуçларĕ. Çав вăхăтрах хыçра турат шартлатрĕ. Саша вартах çаврăнчĕ. Хальхинче ăна, чăн та, йывăçсем хушшинче шурă мĕлке курăнса кайрĕ. Ку çынах пулчĕ иккен — темĕнле хĕрарăм иртсе кайрĕ. Шурă тутăрлă, тĕрĕллĕ платйĕллĕскер. Саша тата тепĕр вунă-вунпилĕк минут хускалмасăр вăрман тăрри хумханнине пăхса ларчĕ, ĕшентерекен шăрăх, çумăр умĕнхи пек, ыйхăпа, ÿркевпе пусрĕ. Хыçалта туратсем чăштăртатрĕç. Саша каялла çаврăнса пăхрĕ те тĕлĕнсех кайрĕ: ăна каллех паçăрхи шурă тутăр, тĕрĕллĕ платье курăнса кайрĕ. Вăл Саша çине паçăртанпах çапла хыçалтан пăхса тăнă ахăр… Çак шухăш пуçа пырса кĕрсен Саша ура çине тăчĕ. Вара сисмесĕрех вăйăрханма тытăнса килелле утрĕ. Улăхра ăна васкасах вăрманалла утакан учитель, Саша тĕрмене каяс çул çеç ку ялти шкула ĕçлеме килнĕскер, Семенов, хирĕç пулчĕ. Саша унпа тĕлме-тĕлех пулас мар тесе аякран пăрăнса иртрĕ. Семенов хăй вара Саша çине чарăнсах пăхса тăчĕ. Саша киле васкарĕ.

Килте ашшĕ те, амăшĕ те пурччĕ.

— Ăçта пултăн? — ыйтрĕ ашшĕ.

— Çÿрерĕм, — тавăрчĕ Саша.

Ашшĕ кăштах чĕнмесĕр тăчĕ. Вăл пысăк калаçу пуçарма сăмах шыраса ăшталанни сисĕнчĕ.

— Ну, малашне мĕнле пурăнас тетĕн ĕнтĕ? — ыйтрĕ вăл сасартăк.

— Пĕлместĕп.

— Мĕн, е каллех кайса мĕн те пулин çаратса сутасшăн? — кĕтмен çĕртен персе ячĕ ашшĕ.

Саша чĕтренсе илчĕ, нимĕн те шарламарĕ. Çапах та çак сăмах хыççăн кăшт çăмăлрах пек туйăнчĕ ăна. Унсăрăн кăмăла, чĕлхене тем çыхса тăнă пекехчĕ. Унпа, киревсĕр çынпа, кунта питĕ ăшшăн калаçнă пек туйăннипе ăнланма çук ырату чуна касса тăратчĕ.

— Ĕçлес пулать! — терĕ ашшĕ. — Механизатор хамăр колхозра та кирлĕ. Правление кай, трактор е комбайн ил. Унтан… авланма та юрать. Çурт паратăп… Сан валли лартрăм.

— Юрĕ, — терĕ Саша пĕчĕк ача пек килĕшсе, унтан вăл çапла ыйтрĕ: — Эсĕ ху халĕ те сельпорах ĕçлетĕн-и?

— Çавăнтах.

— Çав-çавах ревизисем тăватăн?

— Мĕнле ревизисем?.. — кÿренсе лартрĕ ашшĕ. — Ревизийĕ те пулать унта, отчечĕ те пулать… Председателĕн ĕçĕ çавă çеç-им?

Ашшĕ тарăхса кайрĕ. Вара апат хушшинче те калаçмарĕç. Каçхине хăйă çутсан, тахçанах çывăрма вăхăт çитнĕ пулин те, никам та çывăрмарĕ. Ашшĕ чĕлĕм туртса ларчĕ.
Саша урам еннелли кантăка уçрĕ те ытахальтен çеç ашшĕ мĕн те пулин каласса кĕтсе алла лекнĕ темĕнле кивĕ кĕнекене тытса ларчĕ.

— Мĕнле хĕрарăм пирĕн пÿрт тавра çаврăнкаласа çÿрет ара? — терĕ Саша амăшĕ урамалла пăхса.

Саша чÿрече витĕр пăхрĕ те шурă платйĕллĕ мĕлкене курса шартах сикрĕ. Çын урамри колхоз кĕлечĕ кĕтессинче, йывăç вулли хыçĕнче, тăрать. «Паçăр вăрманта курнă хĕрарăмах мар-и ку?..»

Саша урамалла пуçне кăларчĕ те — хĕрарăм самантрах çухалчĕ.

Пурте шăпăрт пулчĕç. Тепĕр самантран хапха сасси илтĕнчĕ, унтан алăка шаккарĕç. Вĕсем патне Семенов учитель килсе кĕчĕ.

— Саша таврăннă терĕç те, килсе курас терĕм, — терĕ вăл.

Саша тĕлĕнсе çеç пуçне çĕклерĕ: халиччен пĕрре калаçман çын мĕн тесе курасшăн-ха мана?
Семенов, учитель, пĕр вăтăрсенчен иртнĕ. Вăл Сашăран ун-кун çинчен ыйтанçи пулчĕ. Саша тĕрме çинчен çăвар та уçасшăн маррине пĕлсен учитель çанталăк, ĕç-пуç çинчен калаçа пуçларĕ. Унтан вăл лавкка хупăнса тăни çине çитрĕ.

— Продавщица тупаймастпăр, — терĕ Саша ашшĕ. — Растратăран хăраса кĕмеççĕ.

— Чăн та, растратине нумай тăваççĕ вара, — хута кĕчĕ Семенов.

— Юлашки тăватă çул хушшинче ултă продавщицăна çитрĕмĕр. Пĕри те растратăсăр тухаканни пулмарĕ.

Саша кравать çине ĕнерхи пекех месерле выртрĕ те Семенов тухса кайиччен те пĕр сăмах чĕнмерĕ.

— Мĕнле килсе кĕчĕ ара ку халиччен килмен çын? — терĕ Саша амăшĕ учитель тухса кайнă хыççăн.

Саша сасартăк пуçне çĕклерĕ…

— Леш Нина… Нина, — кĕтмен çĕртен ыйтрĕ вăл, — халь ăçта?

— Мĕнле Нина? — темшĕн чĕтренсе илчĕ ашшĕ.

— Ара, растрата тунăччĕ-ха вăл ултçĕр тенкĕ… Кунта лавккара ĕçлерĕ, хĕр… Хăш ялтанччĕ-ха вăл?

— Нимĕнле растрата та туман вăл! — сасартăк тарăхса кайрĕ старик. — Сан мен ĕç пур унпа? Качча кайнă!

— Качча кайнă? Хăçан? — хĕтĕкленчĕ Саша.

— Виçĕ çул иртрĕ пуль ĕнтĕ, — тавăрчĕ амăшĕ. — Ара, хамăр ялтах-ха. Ак килсе кайрĕ ун упăшки, Семенов учитель. Иккĕш те пĕр ялтанах тет.

Саша урăх çăвар та уçмарĕ. Вăл куçне хупнине асăрхаса амăшĕ калаçма чарăнчĕ те ашшĕне шăпланма каларĕ: «Çывăртăр, ан чăрмантар», — терĕ вăл пăшăлтатса. Упăшки темшĕн таларса кайса пÿртре каллĕ-маллĕ уткаларĕ.

Саша çывăрмарĕ. Вăл куçне хупрĕ те — тăватă çул каяллахи аса илме йывăр ĕçсем акă ĕнтĕ миçемĕш хут паянхи пекех яр уççăн ун куçĕ умне шуса тухрĕç.

* * *

Саша вăтам шкул хыççăн механизаторсен шкулне пĕтерсе тухса кÿршĕ районти пĕр колхоза тракториста вырнаçнăччĕ те — çураки пĕтнĕ хыççăн пĕр-ик эрне канас тесе
тăван яла таврăнчĕ.

Çулталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ… Тĕнче илеме кĕрсе çитет. Çĕмĕртсем шап-шурă, пур чечек те çеçке çурнă, курăк-çулçă сарăлса çитнĕ… Кунпа пĕрлех — çамрăклăх… Çамрăклăх тан тапать кăкăртан, сăн-питрен, чунтан! Чĕре те темĕнле хумхануллă япала кĕтсе пăлхануллăн тапать. Пурнăçăн çав тапхăрĕнче куç тĕлне пулнă пур япала та ĕмĕр манми аса кĕрсе юлать. Çак тапхăрта тĕлпулнă çын ĕмĕрлĕхех сан кун-çулна кĕрет. Çак тапхăрта тĕлпулнă хĕр вара… Çамрăк, хитре хĕр… Ăна калама сăмах та çитмест… Ун чухне Саша вунтăххăртаччĕ.

Вăл яла таврăннăччĕ те пирус илме тесе-и лавккана кĕчĕ. Лавкка сентри хыçĕнче, Саша телейне-и, хурлăхне-и, юмахри пек илемлĕ хĕр тăра парать.

Вунтăххăрти йĕкĕт чĕри кăртах турĕ. Мĕнпур кĕлеткери юн вĕресе кайрĕ. Юн тымарĕсем тăрăх юн мар, вут-хĕм, çулăм чупать тейĕн.

Çамрăк вăхăт! Чун-чĕре ăн-пуçа та итлемест.

Кун пек хĕре Саша нихăçан та ку таврашра курман. Тата вăл çак ял шăплăхенче, тата тĕнче илеме кĕнĕ вăхăтра, кунсăр пуçне чĕре юрату шыранă тапхăрта — ĕмĕт
çути, юмах, тĕлĕк, — йăлтах, йăлтах!

Хăй те начарах мар иккенне туйса тăракан Саша хĕре сăмах хушма питех именмест. «Юратас» тени вăл, тепĕр тесен, çынна хăвăнпа тан шутлани-тĕр. Хĕрача та хăйне асла хумасть, вăл та ĕнтĕ Сашăна хăйпе танах шутлать пулĕ.

— Эп сире пĕрре те курман ку таврара, — тет Саша. — Ăçтан эсир? Хăçантанпа ĕçлетĕр?

Хĕр калать.Вăл кÿршĕ ялтан-мĕн. Кунта çур çула яхăн ĕçлет иккен. Хăй Нина ятлă.

Саша та калать.

Кунтах çуралнă, кунтах вĕреннĕ. Кăçал механизаторсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă та ĕçлет, халь кăшт канасшăн.

— Шел, — тет Саша. — Ман часах каймалла çав, эпĕ урăх районта ĕçлетĕп.

— Эпĕ те часах каятăп, — тет хĕр. — Акă ревизи хыççăн татăлатăп та — каятăп. Коопераци техникумне кĕресшĕн. Халĕ эпĕ 10-мĕш класс пĕтернĕ хыççăн коопераци енĕпе ним пĕлмесĕрех кунта пуçа килсе чикрĕм. Практика пултăр терĕм.

— Сирĕн пек сăн-пит пулсан коопераци таврашне мар, театра çеç каймалла, — тет Саша.

— Эсĕ капла ман сăн-пите çырла татмах яратăн, — тет хĕр.— Эсĕ ху ку енĕпе манран юравлăрах та пулĕ.

Хĕр шÿтлеменни сисĕнет. Кунашкал хĕрсен вĕсен кирек хăçан та ытарлăхĕ çук, юптарасси те, вăлтасси те. Кун пек çынсем яланах тÿрĕ çеç калаççе. Ку темĕнле хăйне евĕр тасалăх. Вĕсем пур япалана та мĕнле пур çапла йышăнаççĕ, çынна та хăйсем пекех тÿрĕ, таса тесе шутлаççĕ, шанаççĕ, çын хуйхине ăнланма пĕлеççĕ.

Унăн кĕлеткинче те, вăл хăйне тыткаланинче те нимĕнле кăлтăк тупаймăн. Утти-тăрри, калаçни-кулни — йăлтах сăпайлăх, ĕлккенлĕх, кĕрнек, сывлăх, тÿрĕлĕх… Çакăн пек илемлĕхе ăна çутçанталăк йывăр пурнăçра нумай чăтса, нумай курса пăсăлмасăр юлма, Вĕсем çине пăхсан пурăнас килме, йывăрлăха çăмăл туйма тунă-тăр. Вĕсем хăйсен чысне тивмен йывăрлăха пурне те тÿсме пултарассăн туйăнать.

Вăл нихăçан та пули-пулми калаçмасть, вăййа тухсан та ни ытлашши юрланине, ни виçесĕр савăннине кураймăн. Хăй качча тухас çук çынна вăл çывăха ямасть. Вăл санпа ăшшăн калаçнă пирки «ку мана юратать-ха» тесе улталанма питĕ çăмăл. Калаçасса кирек кампа та ăшă, лайăх, çыпăçтарса калаçать. Саша та малтанхи пĕр-ик калаçуран çаплах шутларĕ: ку хĕр мана тиркемест-ха терĕ. Çапла шутласа Саша унпа шÿт тукалама, çывăхрах пулма пăхрĕ, пĕррехииче тата ăсатса яма пулчĕ, анчах çаксем хĕр кăмăлне кайманни сисĕнсех тăчĕ, хĕр сиввĕн хирĕçлемерĕ пулин те, кун пек çыннăн талайне, кăмăл килттине чухлакан çын вăл сана хисепленипе те сăпайлăхĕпе çеç ăшшăн хирĕçленине туйса илнĕ пулĕччĕ.
Пĕрремĕш хут тĕл пулсан хĕр çăмăллăнах Саша енне çавăрмалла пек туйăнчĕ, иккĕмĕш хутĕнче — çук, йывăртарах çаврăнассăн, виççĕмĕшĕнче — тата ытларах. Юлашкинчен вара — пачах çаврăнмассăн, нихăан çывхартмассăн çеç… Çапла, Нина, хăй кăмăллăн калаçнине пăхмасăрах, Сашăран кунран-кун аяккарах та аяккарах кайса пычĕ.

Сашăн юратăвĕ вара, пачах урăхла, çĕнĕ уйăх пек кунран-кун ÿссе, тулса пычĕ… Вăл ыйхине çухатрĕ. Юрăри пек — кĕске çĕрте çиччĕ вăранчĕ. Калаçасса Нина çав-çавах сăпай, тÿрĕ, кăмăллă калаçрĕ. Çапла пĕр эрне иртрĕ. Саша йăлтах аптрарĕ. Юлашкинчен вăл çапла шутларĕ: «Куратăп та — тÿрех чуна уçса паратăп… Вăхăт ман хĕсĕк. Хăй килĕшсен тытатăп та — авланатăп…»

Саша лавккана пырса кĕрсен Нина кăмăлне нимĕн чухлĕ те улăштармарĕ кăна мар, вăл питĕ хуйхăллăччĕ те — Сашăна лавккана кĕртесшĕн те пулмарĕ. Лавкка алăкне вăл шалтан çаклатнăччĕ, хăй тавар суйлатчĕ. «Йăпăртлăха çеç» уçрĕ вăл.

— Нина! — терĕ хĕрÿллĕн Саша. — Ман сана пĕр сăмах каламалла, Нина…

— Кай-ха, Саша, пуçа тем сăмахпа ан пăтрат, — тÿрех татса хучĕ ăна хĕр. — Ман ăш вăркать, тупата. Темскер усал пулать пуль, паян ревизи пуçланать. Ырă мара ăш сисет. Халь кай, Саша. Тархасшăн… Эп кăшт хам шутласа пăхасшăн. Çак лавккаран никам та ку таранччен тĕрмесĕр хăтăлман тет.

Кун пек вăхăтра Сашăн калас сăмахĕ, чăн та, хĕре кÿрентерни çеç пулнă пулĕччĕ. Вăл хăйĕн калас сăмахне калаймасăрах тухса кайрĕ. Çав каçхине хĕр урама та тухмарĕ, тепĕр кунне те тухмарĕ, лавкка кунĕпех хупăнса тăчĕ, унта ревизи комиссийĕ ĕçленĕ. Икĕ кун хупăнса тăнă лавкка виççĕмĕш кунне пачах питĕрĕнчĕ. Ку кунхине ревизи канцелярине куçрĕ пулас. Çак вăхăтра Нина ниçта та пĕрре курăнмарĕ.

Тăваттăмĕш кунне… Çак кун ĕнтĕ вăл… Тăваттăмĕш кун… Сашăн пĕтĕм пурнăçне хуçса хураканни!

Çак кун Саша ял çумĕнчи вăрмана уçăлма тухрĕ… Чим-ха, ку куна йĕркипех, йăлтах аса илмелле, пĕтĕмпех.

Ирхине пайăррăнах аса илмелли нимех те пулманччĕ.

Саша ирхине тăчĕ, çăвăнчĕ… Ашшĕ ĕçе кайрĕ.

Хĕвел хĕрелсе сарăлнăччĕ. Пахчара и-у-ук! и-и-у-ук! тесе сар кайăк юрлатчĕ, курăк çинче — куккук куçĕ сапса тухнă пек — мерчен сывлăмччĕ. Пĕлĕт тÿпин хăрах енчен пĕлĕт кашталанса тăсăлатчĕ. Пахча хыçĕнчи улăх тăрăх тĕтре татăкĕсем уçăлма тухнă пекех çÿретчĕç. Сывлăшра çĕмĕрт, панулми, чие çеçкин шăршисем пăтранса кайнă та, çав тутлă сывлăш, ăша сипетлĕ сим пек юхса кĕрсе, ÿсĕртсе яратчĕ.

Саша çутçанталăкпа кăна мар, чĕрене малтанхи хут пырса кĕнĕ çамрăк юратупа, чĕрен чи малтанхи вĕри юн сипечĕпе ÿсĕрччĕ. Пĕтĕм тĕнче темĕнле юмахри пек туйăнса пыратчĕ. Тин çурăлнă вăрман улми çеçкисем аякран пăхсан юмахри пĕчĕк пÿнеслÿ пуканесем, шурă, кĕрен сараппанлăскерсем, туратсем çине ларса чуччу ярăнса тăраççĕ пек туйăнатчĕ. Пĕтĕм çĕр тăрăх, курăнми электрохумсем евĕр, тĕнче илемĕ куçса çÿрет пек. Урасем тăрăх, сĕткен пек, сан ÿте, сăн-пите çамрăклăхпа киленекен çĕр кăмăлĕ куçать… Тĕнче илемĕ, юрри, илтĕнми кĕвви сан чунна кĕрет.

Саша ачаш çулçăсем сĕртĕннипе киленсе вăрман ăшшĕн утать. Тĕнче илемĕпе пĕрлех темĕнле çитмен кăмăл эрлĕкĕ чуна йĕрсе ярас килмелле пăчăртаса илет.

— Нина, Нинуçăм, — пăшăлтатать Саша. — Эсĕ маншăн мар, камшăн та пулин урăххишĕн çуралнă-ши çĕр çине?.. Эс, эс!.. Урăх никам та мар! Эс кирлĕ мана!.. Эсĕ — йăлтах, йăлтах: пурнăç та, ĕмĕт те, хĕвел те…

Сасартăк… Сасартăк умран, пĕр çич-сакăр утăмран, йывăçсем хушшипе шурă платье вĕлтлетсе çухалать. Сашăна вăл Нина пекех туйăнса каять.

Саша çулçăсем айĕн йывăç вуллисем хушшипе пĕшкĕнсе пăхать: чăнах та, çын чупать… Саша хăй сисмесĕрех ун хыççăн ыткăнать. Ăçта каять хĕр? Ăçта васкать? Тен, савнийĕпе тĕлпулма?

Саша хăй сисмесĕрех йăпшăнса хĕр хыççăн утать. Сашăна хĕр хăй курăнмасть, унăн платйи çеç вĕлтлетет умра. Сасартăк хĕр чарăнса тăчĕ. Саша та унран пĕр çич-сакăр утăмра чарăнчĕ. Халĕ ăна хĕрĕн хăрах урипе платье арки çеç курăнать. Хĕр турат хуçать-ши — унăн урисем хускалаççĕ, чĕнтĕрлĕ кĕпе арки хумханать. Хĕр сасартăк хăрах урине çĕклерĕ те çÿлелле улăхрĕ: тунката çине хăпарса тăчĕ иккен. Сашăна халĕ ура кĕли çеç курăнчĕ. Унтан сасартăк темскер шатăртатрĕ, турат чÿхенчĕ. Хĕр тунката çинчен сиксе анчĕ. Анчах… мĕн ку? Хĕрĕн урисем сывлăшара сулланаççĕ…

Саша пуçне халиччен асра та пулман хăрушă шухăш çиçĕм пек касса кайрĕ… Саша иккĕ-виççĕ сиксех хĕр умне тухса тăчĕ.

…Вара Саша мĕн курнине ÿкерсе пама та хал çук…

…Юман тураттинчен хĕр çакăнса тăрать… Саша пурçăн пиçиххие туратран татса ярса ĕлкĕриччен вăл ĕнтĕ тапкаланма та пăрахрĕ. Хĕре пилĕкĕнчен тытса çĕре антарсан — кăвакарса кайнă, лăнчăр кайнă кĕлетке пĕр пилĕк-ултă минут вилĕ пекех выртрĕ. Саша ăна аллисене вылятса сывлаттарса тăчĕ. Пилĕк-ултă минутран тин хĕр сывла пуçларĕ, чун çавăрчĕ, кĕлетки майĕпен тĕрекленчĕ, питне хĕрлĕ лĕм кĕрсе пычĕ. Унтан хĕр куçне уçрĕ те тĕлĕнсе пăхрĕ. Куçĕ унăн çав тери çÿçентермелле çиçрĕ. Саша ăна курсан хăй те хăраса кайрĕ. Хĕр сасартăк ура çине сиксе тăчĕ те вăрман ăшнелле тапса сикрĕ. Саша та ун хыççăн ыткăнчĕ… Хĕр, хăйне темĕнле вышкайсăр хăрушă тискер кайăк хăваланă пек, каялла пăха-пăха тарчĕ, куçĕ унăн çав тери хăраса ăнран кайнă майлă курăнчĕ. Саша хăй хыççăн чупнине асăрхасан вăл чуна çÿçентермелле кăшкăра-кăшкăра ячĕ… Вара Саша çурăмĕ темĕнле сивĕпе сăр-сăр турĕ. Саша хăйне, чăн та, сасартăк çав хăрушă тискер кайăк вырăнĕнче туйса хăйĕнчен хăй йĕрĕнсе чарăнса тăчĕ, пачах хăвалама пăрахма шутларĕ, анчах тепĕр шухăш ăна çине тăрсах малалла хистерĕ. Хĕре вăл кирек мĕн пулсан та çитсе тытмах шутларĕ. Мĕн пур вăйне пухрĕ те хĕр хыççăн вĕçтерчĕ. Саша, чупассипе республика ăмăртăвĕсене те пĕрре мар хутшăннăскер, спортсмен мар çын çапла хытă чупма пултарассине тĕлĕкре те тĕлленмен.

Уйăх çапнă çын ыйхă тĕлĕшпе тăрса темиçе хутлă çурт тăрринчи ансăр карниз хĕррипе те циркри вĕрен тăрăх утакан артистран ăстарах утса тухма пултарать, анчах вăрансан вăл çĕрте выртакан пĕрене тăрăх та икĕ утăм тăваймасть.

Нина чупнине шăпах çакăнпа танлаштарма пулнă.

Ку вăл, чăн та, темĕнле тискер кайăк чуппи пулнă ахăр. Çынра тискер кайак вăраннă вăхăтра пулаканни. Чирлĕ çын чуппи, ирĕксĕр пулаканскер…

Хĕр ăнсăртран такăнса ÿкмен пулсан Саша ăна хăваласа та тытаяс çукчĕ-тĕр. Хĕр Саша çитнĕ çĕре ура çине сиксе тăма ĕлкĕрнĕччĕ, анчах Саша ăна пилĕкрен хытă ыталаса тытрĕ, хĕр тĕртме, чавма, çыртма пикенчĕ. Саша нимĕнле ыратăва та туймарĕ, хĕре мĕнпур вăйпа аллисенчен ярса илчĕ. Хĕр алăран мĕнле çыртса лартнине те пăхса тăмарĕ.

— Нина!.. Нина!.. — терĕ вăл вĕçĕмсĕр.

Вĕсем пĕр пилĕк-ултă минута яхăн çапăçрĕç. Хĕр Сашăна йăлтах çыртса, чавса, кĕпине çуркаласа пĕтерчĕ.

— Ямастăп, Нина! Ямастăп! — кăшкăрчĕ каччă. Вĕсем тата темиçе минут çапăçрĕç.

— Яр! — терĕ юлашкинчен хĕр, вăйсăрланса çитнĕскер тата самаях тăна кĕнĕскер. — Яр… яр тетĕп!

— Нина! Мĕн хăтланатăн эсĕ? Нина! Пурăнса йăлăхтарчĕ-им сана?

— Яр тетĕп! Саша! Эп сана ĕмĕр ылханатăп — халĕ ямастăн пулсан!

— Çук, Нина! Ямастăп. Пĕлетĕп эс ăçта каяссине! Ямастăп. Кирек мĕн ту мана!.. Çырт, çап, чĕр — ямастăп!

— Яр, Саша! Эп йăлтах шухăшласа хунă! Мана ан ÿкĕтле! Ан ÿкĕтле!

— Кирек мĕн ту! Халь хам чĕрĕ чух ямастăп сана ниçта та!.. Нина! Пăх-ха хĕвел çине!.. Йăлăхтарчĕ-и вăл? Пурнăç çав териех тискер-и саншăн? Нина!

— Кай, Саша! Ан ÿкĕтле…

— Çук, çук, ÿкĕтлетĕп! Хăвна пурăнса йăлăхтарчĕ пулсан çынсене хĕрхен! Мана хĕрхен эппин! Мана… Çав териех усал мар-çке тĕнче! Ыр çынсем те пурах-çке… Мĕн пулчĕ сана? Тен, пулăшма пултарăп!

Хĕр сасартăк кăшкăрса макăрса ячĕ те вăйсăрланса пырса Саша кăкăре çине тÿнчĕ. Вăл тек çапăçмарĕ, турткалашмарĕ те, Саша та халь унăн аллине вĕçертрĕ. Унăн чĕрсе пĕтернĕ алли, пичĕ-куçĕ вут пек пĕçерсе тĕлкĕшрĕç. Хăйĕн юнланнă аллипе вăл хĕрĕн кĕпине те вараласа пĕтернĕ иккен. Саша хĕре йăтрĕ те тунката çине ларчĕ. Хĕр, пуçне Саша кăкăрĕ çумĕнчен пачах уйăрмасăр, чыхăна-чыхăна макăрчĕ, сахалтан та пĕр вунпилĕк минут макăрчĕ вăл. Унтан майĕпен лăпланчĕ.

— Саша, пĕтертĕн эс мана, — терĕ вăл макăрса кăшт ăш-чикне уçнă хыççăн. — Пĕтертĕн…

— Нина, Нина! — хĕре хытăрах та хытăрах хăй çумне чăмăртарĕ Саша. — Мĕн пулнă сана? Мĕншĕн çапла? Çав териех йывăр-им сана? Кала тархасшăн, эпĕ сана хам вăй çитнĕ таран пулăшăп, хамăн мĕн пуррине йăлтах парăп. Йăлтах, Нина!.. Саншăн мана ним те шел мар.
Хĕр каллех макăра пуçларĕ. Саша ăна лăплантармалли сăмахсем тупаймарĕ те.

— Нина, Нина! — терĕ çеç вăл вĕçĕмсĕр.

— Ах, Саша, — терĕ юлашкинчен Нина. — Эпĕ пĕтрĕм… Пĕтрĕм… Мана тĕрмене хупаççĕ! Манăн ултçĕр тенкĕ укçа тухмасть.

— Нина! — кăшкăрсах ячĕ Саша. — Çакă çеç-и? Çакă çеç?

— Ах, Саша, эсĕ çакă çеç тетĕн, ман ăçтан тупса парас вăл укçана? Ĕç шутĕнчен тухнă карчăкпа старикĕн çуртне çеç сутмалла. Ăна сутсан та ун чухлĕ пулмасть, ман пурпĕрех тĕрмене ларма тивет. Епле чăтăп эп ку намăса? Пурнăç пĕтнĕ ман, Саша!..

— Нина! — тепĕр хут кăшкăрса ячĕ Саша. — Эсĕ çавăншăн хăвăн пуçу çине алă çĕклетĕн-и? Çакăншăн çеç-и? Нина! Эп паянах тупса паратăп сана ку укçана! Паянах! Халех!
Хĕр майĕпен-майĕпен лăпланса çитрĕ.

…Кайран вара Саша хĕре хăй пултарнă таран ÿкĕтлесе, йăпатса, ыран ирччен кĕтме каласа хăварса велосипед çине ларчĕ те хăйне ĕçе янă колхоза вĕçтерчĕ.

…Çакăнтан пуçланчĕ ĕнтĕ йăлтах… Укçа никам та шанса памарĕ Сашăна… Ăнсăртран пĕр мел тупăнчĕ.

Трактор гаражĕнче пĕр ЗИЛ-150 автомашина моторĕ, ытлашши мотор, ларнă. Таçти колхозран мотор шырама килнĕ. Председатель пулман, вăл, паллах, ăна сутма та
шутламан. Саша гаражран çав мотора сутса ячĕ те ултçĕр тенкĕ укçа илсе каялла вĕçтерчĕ.
Нинăн çитмен укçине тÿлесе татрĕç. Нина вара çав кунах лавккапа татăлса ĕçрен тухрĕ. Киле тухса кайиччен вăл Сашăпа тĕлпулма калаçса татăлчĕ. Анчах вĕсем тĕл пулаймарĕç… Сашăна милиционер килсе тытса кайрĕ. Ăна мĕншĕн тытса кайнине никам та пĕлмен. Нина, çав каçхине Сашăна кĕтсе илеймесĕр, тепĕр кунне ирех килне тухса кайнă.

* * *

Çапла вăл тăватă çул ларса тухрĕ. Судра унран «Кама сутрăн? Мĕн тума? Мĕн хака?» тесе ыйтнисене хирĕç вăл нимĕн те чĕнмен, сутнине çеç тунман, хăйне тивĕçлипе айăплама ыйтнă…

Çапла тăватă çул… Чи çамрăк вăхăтсем… Ĕнтĕ çамрăклăх хыçра…

Саша çĕрĕпех вырăн çинче йăваланса выртрĕ. Ир енне çеç çывăрса кайнă. Вăл вунпĕр сехет иртсен тин вăранчĕ.

Амăшĕ каллех сĕтел çине апат-çимĕç хатĕрлесе лартса ĕне фермине тухса кайнă. Саша çăвăнса апата ларсан ашшĕ килсе кĕчĕ.

— Председательпе калаçрăм, — терĕ вăл кĕрсенех. — Тракторист та, комбайнер та кирлĕ тет. Килтĕр терĕ. Халь пĕр-ик эрне килтех кантăр-ха терĕ. Канас та пулать, — каларĕ малалла ашшĕ, унтан сĕтел умне тенкелпе ларчĕ те Сашăна сăра тултарса пачĕ.

— Пĕр эрне каннипе çитĕ, — терĕ Саша. — Ĕçлес.

— Хăвăн ирĕк.

Саша апат çинĕ хыççăн урăх калаçса тăмасăрах правление хăй кайрĕ. Тракторсене пăхрĕ, трактористсемпе паллашрĕ те вĕсенчен трактор çинчен калакан кĕнекесем илсе килчĕ.

— Пăхса тухас-ха ĕçе пикениччен, — терĕ вăл. — Техника аталансах пырать. — Хăшне-пĕрне киввине те маннă ĕнтĕ. Аса илес.

Вара Саша кĕнеке йăтрĕ те вăрмана тухса кайрĕ. Каçхине тин таврăнчĕ. Апат хыççăн каллех кенекине тытса ларчĕ. Урам еннелли кантăкне уçрĕ. Çурçĕр иртни пĕр-икĕ сехетсенче тин çывăрма выртрĕ. Виçĕ кун умлă-хыçлă вăл çапла ирттерчĕ. Тăваттăмĕш кунне вăрмана кăнтăрла иртсен тин кайрĕ. Вăл хальхинче темшĕн кăшт пăлханса утрĕ. Çапах та ĕнерхи-виçĕмкунхи вырăнах, ял çумĕнчи вăрман тăвайккинчи уçланка, кайрĕ. Хăйĕн ĕнерхи-виçĕмкунхи тункати çинех ларчĕ.

Ку тĕле икĕ тĕслĕ çутă ÿкет. Хĕвел çути тата хĕвелпе выляса тăракан пĕчĕк пĕве çути. Икĕ тĕрлĕ çутă темĕнле пачах урăх тĕнчене илсе каять кăмăла. Çывăхрах хăвалăх. Хăва вуллисене çăнăх ăшне чиксе кăларнă тейĕн — пÿрнепе сăтăратăн та, сип-симĕс куçлă-куçлă хунав пăхать. Тар йывăççисен, ăвăссен айне хăмăр пуçлă тĕклĕ хуртсем евĕрлех темĕн чухлĕ кăчкă тăкăнса тулнă.

Çывăхрах кăткă сукмакĕ иртсе каять. Кăткисем хула урамĕнчи халăх пек вĕçĕмсĕр, каллĕ-маллĕ кумаççĕ. Вăрманалла каякансенчен кашниех мĕн те пулин йăтнă.
Пăчă. Хĕвел çунтарать. Чуна темшĕн эрлĕклĕ пулса каять.

Сасартăк симĕсрех шăнасем, пĕртен-пĕр чĕлĕхлĕ купăса чарусăррăн туртса янă пек нăй-нăй туса, сăмса умĕнченех енчен енне вирхĕнсе илеççĕ те темĕнле таптарса яракан япалана пырса çапăннă пек каялла сирпĕнсе çухалаççĕ.

Çак тĕнче илемĕ çине пăхса ларнă май — те иртнĕ çамрăклăха аса илтерекен сăнсем кунта ытлашшипех пулнăран вара — хурланса макăрас килсе каять.

Саша сасартăк шарт сикрĕ. Ăна виçĕм-тăватăмкунхи пекех йывăçсем хушшинче такам, шур тутăрлăскер, вĕлтлетнĕ пек туйăнчĕ. Эппин, вăл йăнăшман… Анчах кам çÿрет ун тавра?
Саша вăрман ăшнелле утса пăхрĕ. Никам та çук. Чуна сисмесĕрех шиклĕ пулса кайрĕ.
Каçхине килте ларнă чух та тăватăмкунхи пекех çав мĕлке хуралтă кĕтессинче йăмра хыçĕнче тăнине курчĕ вăл. Чун пăлханса кайрĕ.

Саша текех пÿртре лараймарĕ, кантăка хупрĕ те пĕчĕк пиншак пĕркенсе урама тухрĕ. Хальхинче шурă тутăрлă мĕлке çухалмарĕ, пачах урăхла —хирĕç утрĕ.

— Саша, — илтрĕ йĕкĕт хĕрарăм сассине.

Уйăх çутинче хĕрарăм куçĕ йăлтăртатса илчĕ. Саша ăна сассинченех палларĕ.

— Нина!.. Эсĕ.. епле капла?

— Шăп, Саша… Эпĕ темиçе кун ĕнтĕ сана шыратăп. Саша, итле…

Саша ун патнелле пĕр утăм ярса пусрĕ.

— Ан çывхар, Саша. Каплах… Итле… Мĕнле тав тумалла ман сана?.. Çук-ха, тав мар, мĕнпе тÿлемелле?

Унăн сасси шиклĕн те, тем тума та хатĕррĕн илтĕнчĕ. Сăнĕнчен вăл ытлашшиех улшăнман пулас. Кĕлетки те çавах темелле. Те çĕрле курнипе çеç çапла туйăнчĕ ку Сашăна.

— Саша, кала… Эс мĕн ыйтнине эпĕ йăлтах тума хатĕр… Йăлтах, йăлтах!

Саша чĕнмесĕрех ун çине пăхса тăчĕ.

— Упăшкуна юрататăн-и? — ыйтрĕ вăл хуллен.

— Юрататăп. Анчах… Сана кирлĕ пулсан эпĕ ăна та пăрахма хатĕр. Ачана çеç пăрахмастăп… Саша, кала!

— Нина! Эсĕ чипер калаç.

— Чăн калатăп, Саша.

— Мана çакă та çитет… Ырă каç, Нина… Кÿр аллуна.

— Çук, çук! Апла мар, ырă каç… Тепĕр чух, Саша. Эс каймастăн-çке-ха халь ниçта та?

— Çапла. Тепĕр чух.

Саша каллех çĕрĕпех çывăраймарĕ… Тĕрлĕ шухăш çаврăнчĕ пуçра. Юлашкинчен, хăйĕн çамрăклăхне асаилчĕ… Анчах унта ним асаилмелли те тупăнмарĕ.

Тепĕр кунне вăл Нина шыв картламĕпе пынине курса урама тухрĕ. Çил шуйса кайнă. Шыв кÿме кайнă хĕрсемпе çамрăк инкесем аташакан çилпе кĕрмешсе, çÿлеллех сарăлса çĕкленсе кайнă кĕпи аркисене икĕ аллисемпе яра-яра илсе шыв картламĕсемпех куклене-куклене ларчĕç. Çил, камăн кĕлетки хитререххине суйланă пекех, е хыçалтан, е малтан кĕпе аркисене туртса çыпăçтарса пăхать.

Нинăн витринче ылтăн хĕвел пĕчĕк ача пек выляса чăпăлланать. Йывăр картлам айĕнче пиçĕ кĕлетке хĕлĕх пек карăнса сасăсăр янрать, чĕнет.

— Сана паян тĕлпулма пулĕ-ши? — ыйтрĕ Саша шăппăн.

— Пĕлместĕп, Саша, — терĕ çамрăк хĕрарăм. Унăн питçăмарти çинче, пĕчĕк авăрта шыв çаврăнса кайнă пекех, пăт путать те, путăкĕ куçкалать, çÿрет. Нина сăн-питрен, пÿ-сирен сахал улшăннă. Кунпа пĕрлех унăн сăн-питне тата темĕнле тÿрех ăнланма çук илем хутшăннă. Тен, ку ача амăшĕсен пулакан хĕрарăм мăнаçлăхĕ çеç пулĕ. Çак та Сашăна илем пек туйăнчĕ.

— Эпĕ сана хамах систерĕп, Саша, — терĕ Нина шăппăн. — Халь ан шарла. Ав, ман упăшка та кунталла килет.

Саша хĕрарăмран уйрăлса ик-виçĕ утăм тунăччĕ çеç — ăна Семенов учитель кăшкăрса чарчĕ. Вĕсем алă тытрĕç. Унтан Семенов хĕрелсе кайрĕ те сасартăк çапла калама
тытăнчĕ:

— Итле, Саша. Капла калама аванах мар та… Эсĕ ан тĕкĕн ăна. Вăл, пĕлетĕп, санпа таçта та каять. Юратнипе мар — парăмшăн… Парăмшăн! Ăнлан çакна. Эсĕ куна ху та пĕлетĕн… Виçĕ каç ĕнтĕ çывăрмасть. Эсĕ кай кунтан, тархасшăн, юрать-и? Ан аркат чăмăртаннă кил-йыша…

Саша нимĕн те чĕнмерĕ. Семенов малалла каларĕ.

— Итле, — терĕ вăл калаçăва кăшт пăрса. — Унăн ун чухне растрата та пулман!

— Пулман?!

— Çапла. Кайран эпĕ çĕнĕрен ревизи тутартăм. Унăн ултçĕр тенкĕ ытларах тухрĕ укçа.

— Мĕнле? Мĕнле ытларах?! — сасартăк учителе хирĕç ярса пусрĕ Саша.

— Итле эс… Ултçĕр тенкĕ ытлашшийĕ вăл — эсĕ пани.

— Епле?! — çулçă айĕнчи çырла пек шурса кайрĕ Саша.

— Унăн малтанхи ревизи тăрăх, чăн та, ултçĕр тенкĕ тухман пек курăннă. Ăна ревизи тăвакансем улталама шутланă. Хăнăхнă вĕсем çапла.

— Камсем «вĕсем»? Кам?!

— Санăн аçу та пĕрлех.

— Атте! Манăн атте-и?

― Çапла. Вăл укçана эпир аçуна тавăрса патăмăр. Вăл ав çурт лартрĕ. Вĕсем ытти продавщицăсене те çапла муталанă. Çавăнпа ку лавккара ĕçленисенчен сайра пĕри
растратăран хăтăлнă.

…Саша киле çитсенех кутамккине çĕнĕрен туртса кăларчĕ. Пĕр мăшăр шур кĕпе-йĕм чикрĕ. Кăшт çимелли илчĕ.

Амăшĕ килте çукчĕ. Ашшĕ ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхса ларчĕ.

— Ăçта кайма пуçтарăнатăн эс капла? — ыйтрĕ вăл самайран.

— Çут тĕнче тăватă кĕтеслĕ, — тавăрчĕ Саша.

— Нумайлăха-и?

— Ĕмĕрлĕхех.

— Апла сывă пул-ха эппин, — терĕ ашшĕ мăшкăлларах. — Энтри пасарне автан сутма тухсан тĕл пулăпăр.

Саша чĕнмерĕ. Пиншакне тăхăнчĕ, кутамккине çакрĕ.

— Эс! — ура çине сиксе тăчĕ ашшĕ сасартăк. — Аçу пуçне шуратрăн! Эпĕ саншăн кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлерĕм! Кил-çурт çавăрса патăм… Авлантăр, пурăнтăр, çын
пултăр терĕм. Халĕ суртăн-и аçу пуçĕ çине?!

Саша алăк хăлăпĕнчен тытрĕ те ашшĕ çине куçне вăйратса пăхрĕ. Йĕкĕтĕн асаппа хытнă сăн-питĕнчен унăн кăмăлне пачах пĕлме пулмарĕ: çав сăн-пит тарăхсан та, савăнсан та, кулсан та, макăрсан та пĕрешкелех курăннă.

— Сывă пул, — терĕ вăл çав-çавах лăпкăн, унăн сасси хăйĕн çăварĕнчен тухни мар, сассин янĕ çеç пек илтĕнчĕ. ― Эпĕ çын куççулĕпе лартнă çуртра пурăнма пултараймастăп… Хăвах пурăн. Эпĕ саншăн тăватă çул ларса тухрăм.

Çапла каланă хыççăн Саша пÿртрен тухрĕ.

Ашшĕ тăчĕ. Ларчĕ. Каллех тăчĕ. Аллисем тытамак тытнă пек чĕтре пуçларĕç, унтан кĕлетки те, сухалĕ те чĕтреме тапратрĕ.

— Ывăлăм, — терĕ вăл вăйĕ пĕтсе килнипе аран-аран, унтан аллине тăсса, кĕç-вĕç ÿкес пек урисене шутарса алăк патнелле утрĕ, çенĕке тухрĕ. — Тăхта, ывăлăм… Таврăн каялла. Каçар мана, ухмаха, каçар… Кил, калаçар пĕрре… юнашар ларса. Ан кай, ывăлăм…
Анчах Саша ку сăмахсене илтмерĕ пулас, васкамасăр килхушшинчен тухрĕ те уй хапхинелле утрĕ. Тепĕр самантран уяллах тухса кайрĕ.

Старик хапха çумне çурăмĕпе ланк! кайрĕ те ватă куçран тем пек макăрас килсен те куççуль тухманнипе ним сасăсăр тăр-тăр-тăр! чĕтренсе тăчĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

TĔP VYRĂN: Chuvash.ru – Чăваш калавĕн виртуаллă антологийĕ. Борис Чиндыковăн пуххи. Çавăнтах афтăр çинчен çырнă. http://chuvash.ru/node/86

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.