Ваçлей Игнатьев: Кÿршĕсем

Калав

I

«Аппаçăм-аппа! Епле пулса тухрĕ-ха капла? Акă ĕнтĕ паян манăн кÿршĕ виççĕмĕш кун ĕçе каймарĕ: питĕрĕнсе ларнă та хăйĕн пÿлĕмне — никама та кĕртмесĕр, никампа та калаçмасăр ларать, апат та çимест, урама та тухмасть. Мĕн тумалла ăна? Çапах та эпĕ ун патне вăйпах кĕтĕм те мĕн пулни çинчен ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана — нихçан тĕлленмен япала! — сан çырăвна вулаттарчĕ, унта эсĕ ху часах Мускавра качча тухасси çинчен çырнă. Малаллине вулас