Çын пуласси ачаран паллă ][ Екатерина Яшкина / Jekkatterină Jashkĭnă

Çÿлти Турă ирех Çĕр çине ылтăн хĕвел пайăркисене сапаларĕ те çынсем мĕн тунине сăнама шут тытрĕ. Ашшĕ пĕлтĕр илсе панă тетте самосвалпа вылякан Ванюша курсан ăшшăн кулса илчĕ. Шăпăрлан машини çине хăйăр тиет те кăр-р-р! тутарса тепĕр енне кайса тăкать. Ун çине чылайччен пăхса хĕпĕртерĕ Турă.
“Ку ачаран тăрăшуллă, ырă çын пулатех. Теттипе типтерлĕ вылять. Ураписене çĕмĕрмен, кабина алăкĕсем те, рулĕ те вырăнтах”, – шутларĕ вăл.
Тем хушăран Ванюк патне леш касри Миша çитсе тăчĕ. “Пар-ха самосвална тытса курам”, – терĕ вăл. Ванюк турткалашса тăмарĕ, машинине пачĕ. Лешĕ вара теттене хул хушшине хĕстерчĕ те хăвăрт çеç тапса сикрĕ. Ванюк ним тума пĕлменнипе йĕрсе ячĕ.
Туррăн та кăмăлĕ хуçăлчĕ, куçĕсем шывланчĕç. Самантлăха сарă хĕвеле хура пĕлĕтсем хупларĕç. Çÿлти Турă икĕ ачашăн та чĕререн хурланчĕ: Ванюш теттесĕр юлнăшăн, Миша вара пĕчĕклех чунне вараласа çылăха кĕнĕшĕн.
“Ман йĕрки çапла: кашни çын мĕн тунине кĕнекене çырса хуратăп. Ырă ĕçсене – пĕр çĕре, усаллисене – теприне. Ванюка пехиллес, унăн çулĕ такăр та телейлĕ пулĕ. Миша вара кун пекех пулсан инкек нумай курĕ”, – терĕ вăл кĕнекине уçнă май.
Каç пулчĕ. Ванюк хурланса чылай макăрчĕ пулин те канлĕн çывăрчĕ. Пирĕшти ун çийĕн лĕпĕш евĕр вĕçсе ыйхине сыхларĕ.
Миша вара çĕрĕпе вăранчĕ. Ун кравачĕн сулахай енне пĕр хура ар çын мĕлки пырса тăчĕ пек те Ванюкран самосвал туртса илнишĕн мухтама тытăнчĕ. Малалла та çакăн пек усал ĕçсем тумалла терĕ. Ыран унăн велосипедне туртса илме вĕрентрĕ. Çакна чăтаймарĕ Пирĕшти, Миша патне вĕçсе пычĕ.
– Усала ан итлесем. Ыран ирех Ванюка теттине тавăрса пар, каçару ыйт, – терĕ çепĕççĕн.
Миша каллех вăранчĕ те тăрса ларчĕ. Шухăша кайрĕ вăл.
Ачасем, сирĕн шутпа Миша камăн сăмахне итлĕ-ши? Самосвала Ванюка тавăрса парĕ-и е каллех унăн велосипедне туртса илĕ-и?

(c)*

Николай Ишентей: Вутлă самана паттăрĕ

Пĕчĕк Петюкпа ватă аслашшĕ Çĕнтерÿ уявне каяççĕ. Утти-чуппи иккĕшĕн икĕ тĕрлĕ: пĕри – чипер ача чуппипе, тепри вăрăм ĕмĕр уттипе пыраççĕ.
– Пĕрре – Петюк, иккĕ – иук, виççĕ-тăваттă – марш! – салтак вăййи выляса, утăм сăвви каласа командир пек малта пырать Петюк.
– Пĕрре – кăштăрт, иккĕ – кăштăрт, хăштик-хаштик – ах! – ватлăх нушине сиресле, чун хавалне ĕненсе хыçалта лăкăштатать старик.
Çапах та аптăрамасть-ха вăл, мĕн пур вăй-халне пухса тикĕс утăмсем тума тăрăшать. Мăнукĕ хыççăн чиперех таплаттарать. Ватă салтакăн кăкăр тулли орден-медалĕ чăнкăртатса çемĕллĕ сасă кăларать: тĕнкĕлтик, тĕнкĕлтик, хыçа ан юл, хăшăлтик. Çÿреме хаваслă та, ах, анчах, çăмăл ача сиккине утса-çитсе пулмасть-çке!
Акă икĕ салтак – пĕчĕккипе ватти – чул палăк тĕлне çитрĕç.
– Асатте, кам ку? – ыйтать Петюк.
– Çĕнтерÿçĕ салтак вăл, – ăнлантарать аслашшĕ.
– Чулран тунăскер çирĕп ĕнтĕ, çавăнпа тăшмана çĕнтернĕ пулинех, – хăй шухăшне пĕлтерет ача.
– Çук, мăнукăм, вутлă самана салтакĕ тата çирĕпрех пулнă.
– Чул палăк ăçтан çынран çирĕпрех пултăр? – ĕненмест ача.
– Эх, Петюк! Пирĕн ăрăвăн шăпи çапла килчĕ – çирĕп пулма, чăтма тиврĕ. Çапăçура пуç хуни чылай пулчĕ, çапах Тăван çĕр-шыва хÿтĕлеме пултартăмăр.
Петюк ватă аслашшĕнчен тата тем те пĕр çинчен ыйтса пĕлесшĕнччĕ, анчах старике тантăшĕсем – хăй пекех шурă çÿçлĕ кăштăр-кăштăр ватăсем – сырса илчĕç. Шавлă калаçу пуçланчĕ. Тертлĕ те асаплă йывăрлăх витĕр тухнăскерсен кашниннех мĕн те пулин каламалли пур.
Вăрçă ветеранĕсен аса илĕвне итлесен Петюк йăлтах ăнланчĕ: çĕнтерÿçĕ салтаксем чулран та, тимĕртен те çирĕпрех пулнă. Вĕсем çĕр çинче те, шывра та, сывлăшра та паттăрлăх кăтартнă. Çавăнпа хаяр тăшмана çĕнтернĕ.
Паттăрлăх – вилĕмсĕр. Вăл çынсен асĕнче пурăнать, чул палăк пулса хăй чăнах та çут тĕнчере пуррине аса илтерет. Вутлă самана алăкĕ тек нихăçан та ан уçăлтăр тесе ĕмĕрлĕх хуралта тăрать вăл.
Митинг вĕçленчĕ. Çынсем саланма пуçларĕç. Петюкпа аслашшĕ те киле таврăнаççĕ.
– Пĕрре – паттăр, иккĕ – паттăр, нумай паттăр пур! – пÿрне хуçса шутлать Петюк ватă салтаксене.
– Ĕмĕр вăрăм, кун кĕскелчĕ. Йыш чакать çав. Ах! – хуравлать аслашшĕ.

*