Борис Чиндыков: Хура чĕкеç

Хура Чĕкеçĕме

Драмăра пĕртен-пĕр вылякан – ЧĔКЕÇ

Пĕр енчен пăхсан, йывăç пÿртри пек; пÿрчĕ чаплă та мар, начар та марскер пек. Тепĕр енчен пăхсан вара, пачах та таçти темле хупăлăхра, шалта мар пек, пачах та урăхла – тулта пек, уçлăхра пек, çутçанталăкăн вĕçсĕр-хĕрсĕр талккăшĕсенче. Çавăн пек вырăн – хупăлăхпа уçăлăх, вĕçсĕрлĕхпе чикĕсемпе хупланнă хĕсĕклĕх тĕл пулса пĕрлешнĕ вырăн – тен, масар-тăр, çăва-тăр.

Çĕрле, тĕттĕм.

Тулта тÿлек каç.

Масар çинчи пĕчĕк çăва пÿрчĕ. Шăп.

Сĕмлĕхре пĕр-икĕ чÿрече палăрать.

Пĕрин умĕнче, сĕтел çине ÿпĕнсе-тăр, çын тĕлĕрсе ларни тĕшмĕрĕлет.

Такам, сехрене хăпартса, чÿрече кантăкне сăрмалать – е сăрмаланăн туйăнать кăна-ши.Малаллине вулас

Поэт хăвачĕ ][ Леонид Лялькин / Leonitt L’al’kkĭnn

Айхине

Санра тапса тăратчĕ пултарулăх,
Ÿнер хăвачĕ — чи ăста талант.
Сана таптаймĕ шелсĕр вилĕм-хурлăх,
Мĕн пур тавралăх, эс ан йĕр, шăплан.

Эс ху ятна тĕнче шайне çĕклерĕн,
Тĕнче умне кăлартăн халăхна.
Поэзи пахчинче куллен ĕçлерĕн,
Шăратрăн кĕмĕл пек таса ăсталăхна.

Çиçет хĕвел пек çутă ăс вучахĕ,
Эс чĕртнĕ ăс-тăна хĕрсе çунать.
Сăмахлăх хирĕнчи сар тул пучахĕ
Куç виçейми уйра пиçсе тулать.

Тĕвĕленет чĕр шухăш ик çунатлăн,
Вĕçет пин-пин чĕре хĕлхемĕн уçлăхне.
Асамлă шăплăхра сассу янрать хăватлăн,
Тĕнче тăнлать ăстаçă сăмахне.

Аваллăх çӳпçинче эс пĕрчĕн-пĕрчĕн
Тĕпчерĕн халăхăн сӳнми ăсне.
Эс тăрăшни пур вăхăта çĕнтерчĕ,
Эс çирĕп тытрăн кимĕ парăсне.

Чун-чĕрене, ăса чĕртсе вĕçмелĕх
Поэзи сывлăшне кĕртен чăвашлăха,
Çав çăл куçран куллен выртса ĕçмелĕх
Хăват паратăн эс çуратнă халăха.

(*)

Çеçпĕл Мишши: Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути

Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →


Sijen2• Ят варалани
• Идеологи пропаганди

Чухăнсен кĕрешÿ тертĕнчи кун çути —
Эй эс, Ирĕклĕх, хĕрлĕ ялавçăм!

Пухура, чиркÿре халь сана пур йытти
Вăрçăпа пĕтерме шав-шавлаççĕ.
Ак çĕкленчĕ, çĕлен-калта пек чашкăрса,
Ылтăн тумлă эшкер сана хирĕç;
Урса кайрĕ, ылханчĕ, шăлне хăйраса,
Пуп таврашĕ, мĕнпур харампырĕ.
Чухăнсем вăй илнишĕн вĕсем халь хаяр,—
Кăмăл çук-çке влаçа вĕçертмешкĕн.
Халăх юнĕ юхать çĕр çинче тин çеç мар
Çав тискер кайăк пек ирсĕрсемшĕн.
Урччĕрех! Халăх тусĕ нумай пирĕнпе,
Витмен мар вĕсене те куççулĕ.
Аслă ĕçшĕн вĕсем шав тăрсан пĕр çын пек,—
Пирĕн хĕрлĕ ялав çÿлте пулĕ!
Таса Ирĕк юрри чĕререн янрама,
Вĕсем сывă пулсассăн, пăрахмĕ;
Тĕрлĕ вупăр тавраш хăйсене пуйтарма
Чухăна-мĕскĕне тек пăваймĕ.
Тăвансен çапăçса пуç хумашкăн тивсен,
Вĕсем Ирĕклĕх, тĕрĕслĕх, ыр ĕç
Пур хура хаяра çĕнтерсе килессе
Ĕненсе те шанса çĕре кĕрĕç.


Вырăсларан Петĕр Хусанкай куçарнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Ял гороскопĕ ][ Е. Брускова / J. Pruskovă

Çурхи кун уйра-мĕн СУРĂХ,
шăтса тухнă симĕс курăк…
Мĕкĕрет хăватлăн ВĂКĂР:
Мĕн тери эп вăйлă – пăхăр!
ЙĔКĔРЕШСЕМ çуммăн ларнă,
Çиме кашăк та кăларнă.
Сăрапа РАК питĕ тутлă,
Кӳлĕре, шел, юлнă шутлă…
Артельпе хуçа-мĕн АРĂСЛАН:
Ун валли пĕр выльăх та юлман…
Куçне хывнă ХĔР çине вĕл,
Тулĕ-ха унпа та кăмăл!
ТАРАСА çине хĕр тăнă —
Хăш самантра мăнтăрланнă?
СКОРПИОН — кăтра Антун,
Кампа пултăн-ха? Ан тун…
УХĂÇĂ эп, тет, хăюллăн:
Пулас килчĕ ашшĕ манăн.
ТУ КАЧАКИ ун савнийĕ,
Мăйрака лартать варлийĕ…
Çуттине куллен çăтатăн:
ШЫВ ТĂКАН вăл – мĕн ыйтатăн?..
Урăх нимĕн те пĕлместĕп —
ПУЛĂ евĕрех чĕнместĕп…

Икĕ хĕвел ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Йышăнсам манран парне —
Сар чечексен çыххине.
Вăл пĕлтерĕ — çак килте
Ик хĕвел çутатнине.

Сарпике, чечексем.
Чечексем, сарпике.

Пĕри пулĕ кун валли,
Тепри пулĕ каç валли.
Çутă тăрĕ пӳлĕмре,
Кулă çунĕ сăн-питре.

Саннинче, маннинче.
Маннинче, саннинче.

Йышăнсан манран парне,
Манăн чунăм хĕлхемне,
Эпĕ пĕлĕп малашне,
Ăçта тĕттĕм çуккине.

Сан пирки, ман пирки.
Ман пирки, сан пирки.

Ялан вĕçĕп лĕпĕш пек
Çăлăнмашкăн сĕмлĕхрен
Чурече çути çине,
Юрлама ун айĕнче.

Илемпе киленсе, Хĕвелпи шевлинче.
Хĕвелпи шевлинче, илемпе киленсе.

Такăнса ÿкрĕм ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Такăнса ӳкрĕм.
Мĕн пулчĕ-ши?
Ӳкекен марччĕ.
Ывăнтăм-ши?
Мĕншĕн? Мĕншĕн
Вăй пĕтрĕ-ши?

Ĕмĕтленеттĕм
Эпĕ çитме
Сирĕлекен
Тĕнче вĕçне.
Мĕн-ши? Мĕн-ши
Сăрт хыçĕнче?

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Асăрхаймарăм
Пĕлес килнĕрен
Тăвалла çеç
Утма тивнине.
Кам-ши? Кам-ши
Хистет çитме?

Пĕлĕтпе çĕр
Пĕрлешнĕ ен
Каять аякка
Çывхарнăçемĕн.
Темшĕн? Темшĕн
Канас килмест.

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Такăнса укрĕм.
Тăрайăп-ши?
Каç пуличчен
Чăтайăп-ши?
Манăн, манăн
Кĕрен тĕнче.

Тăмалла, утмалла, çитмелле…

Çавра уйăх çинчи пике ][ Олег Зологин / Olek Solokĕnn

Çавра уйăх çинчи пике
Йăтса тăрать ик витре.
Ĕмĕр-ĕмĕр хул пуççине
Касса тăрать кĕвенте.

Çĕр çинчи ялти пике те
Унран уйрăлса тăмасть:
Икĕ витре хушшинче ун
Пĕвĕ час-час авăнать.

Хĕрарăм — çĕр тĕвви,
Пӳрт ăшши, кил хуçи.

Çавра уйăх çинчи пике
Пĕр пĕччен тăрать ялан.
Тĕл пулайĕ-ши вăл кĕтнине
Инçетри сарă кун тĕнчине?

Пурнăçра та хăш чух юмахри пек
Илĕртет сив илем инçетри:
Савнă çын юнашар пулин те
Çав-çавах тус — пĕчченлĕх чури.

Хĕрарăм — чун уççи,
Тĕпсĕр çăл, кун çути.

Çавра уйăх çинчи пике —
Çĕр çинчен илнĕ тĕп сăнар.
Тен çынсем асăрхаччăр тесе,
Туса панă пăхма аякран?

Тем куçа курăнни — сĕнни çеç
Икĕ тулли витре телей?
Яланах санпала киленесчĕ
Çавра уйăх çинчи пике.

Хĕрарăм – пирĕшти,
Илемпи, чун савни.