Пирĕн телей


Василий Лебедев пачăшкă çемйинче çуралнă, Хусанти тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ, хай те пачăшкă пулнă. Анчах пĕлÿшĕн çуннă пирки Петербурга медицина академинчен вĕренме кайнă, ун хыççăн Ют çĕршыв ĕçĕсен министерствинче ĕçленĕ… Тĕплĕнрех →



Чăваш эпĕр полтăмăр,
Атăл патне килтĕмĕр,
Онта тăтăх лартăмăр.
Халĕ тяксем ытаççĕ:
Штан чăвашсем каяççĕ?
Эпĕр чăваш — тăтăх чăваш,
Тотар пирĕн хорăнташ;
Пирĕн чĕлхи — чăваш чĕлхи.
Хăш чохне полать хойхи:
Торă патне пыратпăр,
Киреметри прахатпăр
Прусене, ĕнесене:
Торă патăр сывлăхне,
Торă патăр телейне.

 Чăваш ялĕнче налук пухни. (Елена Енькка)
Чăваш ялĕнче налук пухни. (Елена Енькка)

Ÿкерме эпĕр пĕлместпĕр,
Счотлама та пĕлместпĕр,
Пачка пирĕн ытатпăр:
Мĕн тăвас хойхă чухне,
Мĕн парас тияксане?
Çапла эпĕр порнатпăр,
Çапла телей коратпăр;
Тапакне те тортатпăр.
Мĕн тăвас — пирĕн телей!
Пирĕн полать выльăхсем;
Ут, сысна, чăхă, хортсам,
Сорăх, хор, лайăх мăкăр,
Кăвакал, сĕт, çăмарта;
Çи, чăваш, хора çăккăр,
Сотса яр выльăххуна;
Нумай полĕ сан окçа
Тяксене хойхă чохне.
Çи, чăваш, хора çăккăр.
Мĕн тăвас? — пирĕн телей!

Геннадий Юмарт: Милли

Ылхан витсеччĕ сан ятна,
Усал этемччĕ эс, тăшман та.
Хальччен курманччĕ те сăнна,
Мĕн çырнине те вуламан та,
Пытарнăран сăваплăхна
Айвантараххăн сăнарлантăн.

Кăвак хуппи тĕрĕслĕхе
Яр çутата пуçланă майăн
Тинех тухан ирĕклĕхе,
Саманапа утан пĕр шайăн,
Унпа эс тупрăн пĕр чĕлхе,
Таймас çĕртен сана пуç тайăн.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Халăх юнĕ

Камăн-камăн юнĕ
Хутшăнман пирĕннипе.
Сăнчăрлать чăвашăн чунĕ
Вĕсене пĕр-пĕринпе.

Пăлхарпа сăварăн
Тĕп хăват парать тесен,
Хамăрпа тăван хасарăн
Вăйĕ те унта иккен.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Тĕлĕнтермĕш сăмахсем

Перс-иран сăмахĕсем
Йышлă пирĕн чĕлхере.
Сĕм авал, тахçан вĕсем
Лекнĕ хамăр çул-йĕре.

Мĕн пирки, мĕн сăлтавпа
Манăçа тухман хальччен?
Халăхри сăваплăхпа
Çирĕп çыхăннă иккен.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Мерчен Кайăк

Геннадий Юмарт


Ĕлĕкрех çапла юрланă
Пирĕн мăн асаттесем
Шурă юрлă çӳл ту урлă
Кунталла килни çинчен:
Мерчен кайăк йĕрĕ тăрăх
Шурă Атăл хĕррине
Пĕртăван йăхсем вырнаçнă
Инçетрен хăпса килсе.
Тилĕ, шашкă та çул хывнă
Тенĕ хăш-пĕр юрăра.

Малаллине вулас

Геннадий Юмарт: Меречен

Мереченĕм, Мереченĕм,
Эсĕ мар-и вăл Мерчен?
Шурă Атăл çĕрĕнче-мĕн
Эс çĕкленнĕ çĕнĕрен.

Капкасран хăпса хăпарнă
Упранса юлас тесе,
Хĕсĕнсе пытаннă ларнă
Вар-вăрманлă кĕтесе.Малаллине вулас

Ухсай Яккăвĕ: Силпи

Ухсай Яккăвĕ


Силпи улăхне кайса
Ешĕл варăш кĕпçинчен
Шăхлич турăм, каласа
Лартăм шурă чул çинче.

Каларăм эп каласса,
Анчах манăн шăхличе
Илтнĕ пек, ума тухса
Тăчĕ иртнĕ кив тĕнче.

Малаллине вулас