Геннадий Юмарт
Ĕлĕкрех çапла юрланă
Пирĕн мăн асаттесем
Шурă юрлă çӳл ту урлă
Кунталла килни çинчен:
Мерчен кайăк йĕрĕ тăрăх
Шурă Атăл хĕррине
Пĕртăван йăхсем вырнаçнă
Инçетрен хăпса килсе.
Тилĕ, шашкă та çул хывнă
Тенĕ хăш-пĕр юрăра.
Барс та, сăвăр та юлман-тăр,
Ахальтен-и ячĕсем
Хушшăн-хушшăн тĕл пулаççĕ
Пирĕн пурнăç кукринче.
Ай-Пăраш та Парăш шывĕ,
Сăвăр йăхĕ тенисем
Ăнсăртран сиксе тухман-тăр
Авалхи калаçура.
Пуç çапса тăран чĕр чунăн
Куçĕ хĕрлĕн йăлкăшсан
Хӳтĕлевçĕ мерчен кайăк
Ячĕ тупăннă пулас.
Шурă кашкăр та, пăлан та
Çул кăтартнă чăваша.
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Сайт статистики: 2020 çул.
- Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ
Атăл тăрăх вăл хăпарнă
Шурă пулă çутипе…
Пурнăçа йĕркелеме те,
Çынсене пĕрлештерме
Тĕрлĕ йăх асамлă хутлĕх
Тупнă йывăр вăхăтра.
Хамăр халăхăн ăс-халĕ
Сĕм авал хайланăскер,
Мерчен кайăкăн сăнарĕ
Курăнса тăрать çапла.
Çав асамлă çул ертӳçĕ
Хамăрăн аваллăха
Ас тумалăх йĕр хăварнă
Тĕлĕнтермĕш юрăра.