Осия Пророк Кĕнеки


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Осия Пророк Кĕнеки

 1

(1) Иудейăра Озия, Иофам, Ахаз, Езекия патшара ларнă вăхăтра, Израильре Иеровоам, Иоас ывăлĕ, патшара ларнă вăхăтра Çÿлхуçа Осияна, Беерия ывăлне, каланă сăмах.

(2) Çÿлхуçа Осияна каланă сăмахăн пуçламăшĕ. Çÿлхуçа Осияна çапла каланă: кай та хăвна валли аскăн арăмпа аскăнлăх ачисене ил; ĕнтĕ ку çĕр, Çÿлхуçаран сивĕнсе, хытă асса пурăнать, тенĕ.

(3) Вара вăл кайнă та Дивлаим хĕрне Гомере качча илнĕ; Гомерь йывăр çын пулнă та ăна ывăл ача çуратса панă.

(4) Çÿлхуçа Осияна каланă: ачуна Изреель ятлă хур, мĕншĕн тесен нумай та вăхăт иртмĕ, Эпĕ Изреель юнне Ииуй килĕнчен шыраса илĕп, вара Израиль йăхĕн патшалăхне пĕтерсе лартăп,

(5) çав кунхине çапла пулĕ: Эпĕ Изреель айлăмĕнче Израиль уххине çапса салатăп, тенĕ.

(6) Гомерь татах йывăр çын пулнă та хĕрача çуратса панă, вара Турă Осияна каланă: ăна Лорухама {Каçарăнманни} ятлă хур: ĕнтĕ урăх Эпĕ Израиль килне хĕрхенмĕп, çавăнпа ăна каçармăп.

(7) Иуда килне вара хĕрхенĕп те вĕсене хăйсен Çÿлхуçа Туррин ячĕпе çăлса хăварăп: вĕсене ухăсăр-мĕнсĕр, хĕçсĕр-мĕнсĕр, вăрçăсăр-мĕнсĕр, утсемпе юланутсемсĕр çăлса хăварăп, тенĕ.

(8) Каçарăнманни ятлă хĕрне кăкăр пăрахтарсан, Гомерь каллех йывăр çын пулнă та ывăл ача çуратнă.

(9) Турă каланă: ăна Лоамми {Манăн халăхăм мар} ятлă хур, мĕншĕн тесессĕн эсир Манăн халăхăм мар, Эпĕ те сирĕн [Туррăр] пулмăп.

(10) Анчах Израиль ывăлĕсем тинĕс хăйăрĕ пекех йышлă пулĕç, хăйăр пĕрчине виçсе тухма та, шутласа тухма та çук; «эсир Манăн халăхăм мар» тесе каланă çĕрте те вĕсене: «эсир чĕрĕ Туррăн ывăлĕсем» тейĕç.

(11) Вара Иудăпа Израиль ывăлĕсем пĕрле пуçтарăнĕç те хăйсем валли пĕр пуçлăх лартĕç, ĕнтĕ куçарса кайнă çĕртен каялла тухĕç, мĕншĕн тесессĕн Изреель кунĕ аслă! тенĕ.

2

(1) Тăванăрсене, пиччĕр-шăллăрсене «Манăн халăхăм» тейĕр, аппăр-йăмăкăрсене «Каçарăнни» тейĕр.

(2) Сутлашăр аннĕрпе, сутлашăр, мĕншĕн тесессĕн вăл Манăн арăм мар, Эпĕ те унăн упăшки мар; вăл хăйĕн пичĕ çинчен аскăнлăхне, кăкăрĕ çинчен аскăн ĕçĕсене тасаттăр,

(3) унсăрăн Эпĕ ăна, хăй çуралнă кунхи пек, çаппа-çарамас тăвăп та халăх умне кăларса тăратăп, унран пушхир, ырхан çĕр тăвăп, ăна шывсăр антăхтарăп.

(4) Унăн ачисене те хĕрхенмĕп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — аскăнлăх ачисем.

(5) Вĕсен амăшĕ асса пурăннă, вĕсем варта чухнех амăшĕ хăйне намăса кăларнă; вăл каланă: «еркĕнĕмсем хыççăн кайăп, вĕсем мана çăкăр та, шыв та, çăмпа йĕтĕн те, йывăç çăвĕ те, ĕçмелли те параççĕ» тенĕ.

(6) Çакăншăн акă Эпĕ ун çулне кÿкенпе пÿлсе хурăп, ун тавра карта çавăрăп, вара вăл хăйĕн сукмакĕсене тупаймĕ,

(7) еркĕнĕсем хыççăн чупĕ, анчах хăваласа çитеймĕ; вĕсене шырĕ, анчах тупаймĕ, вара: «каям, малтанхи упăшкам патнех таврăнам; мана ун чухне хальхинчен аванрахчĕ» тейĕ.

(8) Çăкăрне те, эрехне те, йывăç çăвне те Эпĕ, Эпĕ панине, унăн кĕмĕлĕпе ылтăнне те Эпĕ хушăнтарса тăнине пĕлмен вăл, вĕсем вара çав кĕмĕлпе ылтăнтан Ваал кĕлетки турĕç.

(9) Çакăншăн Эпĕ хăй вăхăтĕнче Хамăн çăкăра, хăй вăхăтĕнче Хамăн эрехе каялла илĕп, унăн çара çанне витсе тăракан Хамăн çăмпа йĕтĕне те туртса илĕп.

(10) Халĕ еркĕнĕсен куçĕ умĕнче унăн намăсне уçса кăтартăп, ăна никам та Манăн аллăмран туртса илеймĕ.

(11) Ун патĕнчи пĕтĕм хаваслă шăв-шава чарса лартăп, уявĕсене те, çĕн уйăх уявне те, шăматкунĕсене те, ытти чаплă кунĕсене те — пурне те чарса лартăп.

(12) Унăн иçĕм çырли аврисене, смоква йывăçĕсене çаратса хăварăп, çакăн çинчен вăл: «ку — еркĕнĕмсем парса тултарнă парнесем» тет. Эпĕ вĕсене вăрман туса хурăп, вĕсене вара хирти тискер кайăксем çисе ярĕç.

(13) Ваалсене пуççапса пурăннă кунсемшĕн Эпĕ ăна хĕн кăтартăп, вăл вĕсен умĕнче тĕтĕретчĕ, хăлха çаккипе, мăй çыххипе чиперленсе еркĕнĕсем хыççăн çÿретчĕ, Мана вара манса кайрĕ, тет Çÿлхуçа.

(14) Çавăнпа акă кăмăлне çавăрăп та ăна пушхире илсе тухăп, унпа чĕрине вăратса калаçăп.

(15) Çавăнтан ăна иçĕм пахчийĕсемпе Ахор айлăмне парăп, çапла унăн чĕринче шанчăк çуратăп; унта вăл хăй çамрăк чухнехи пекех, Египет çĕрĕнчен тухнă чухнехи пекех, юрлĕ.

(16) Çав кунхине çапла пулĕ, тет Çÿлхуçа, эсĕ Мана «упăшкам» тесе чĕнме пуçлăн, урăх вара Мана «Ваали» {Хуçамăм} тесе чĕнмĕн.

(17) Ваалсен ячĕсене унăн чĕлхи-çăварĕнчен пистерĕп, ÿлĕмрен вара вĕсен ячĕсене асăнма та пăрахĕç.

(18) Çав вăхăтра вĕсемшĕн хирти тискер кайăксемпе, вĕçен кайăксемпе, çĕр çинчи çĕлен-калтапа килĕшÿ тăвăп; çав çĕр çинче ухха та, хĕçе те, вăрçа та пĕтерĕп, çапла вĕсене сыхлăхра усрăп.

(19) Сана Хам валли ĕмĕрлĕхе çураçăп, Эпĕ сана Хам валли чăнлăхăмпа тата тÿрĕ сутăмпа, ырăлăхăмпа тата хĕрхенекен кăмăлăмпа çураçăп.

(20) Эпĕ сана Хам валли тÿрĕлĕхпе çураçăп, эсĕ вара Çÿлхуçана пĕлсе çитĕн.

(21) Çавă кун çитĕ, тет Çÿлхуçа, Эпĕ илтĕп, тÿпене илтĕп, вăл вара çĕре илтĕ,

(22) çĕрĕ çăкăра, иçĕм эрехне, йывăç çăвне илтĕ; кусем вара Изрееле илтĕç.

(23) Хам валли çĕр çине акăп та ăна — Каçарăнманнине каçарăп, Хамăн мар халăха: «эсĕ — Манăн халăх» тейĕп, вăл вара: «Эсĕ — манăн Туррăм!» тейĕ.

3

(1) Çÿлхуçа мана каларĕ: тата тепре кай, аскăнланса çÿрекене, анчах упăшки юратакан хĕрарăма, юрат, эсĕ ăна Çÿлхуçа Израиль ывăлĕсене юратнă пек юрат, вĕсем вара урăх турăсем енне çаврăнаççĕ, çавсенĕн иçĕм çырли пашалăвĕсене юратаççĕ, терĕ.

(2) Эпĕ çав хĕрарăмпа вунпилĕк кĕмĕл укçалла, пĕр хомер урпалла тата çур хомер урпалла килĕшрĕм те

(3) каларăм: нумай кунлăха юл ман патăма; ан аскăн, урăххипе ан пул; эпĕ те санпа çеç пулăп, терĕм.

(4) Ĕнтĕ Израиль ывăлĕсем нумай вăхăтлăха патшапа тÿресĕр, парнесĕр, парне вырăнĕсĕр, ефодпа терафимсăр тăрса юлĕç.

(5) Çавăн хыççăн Израиль ывăлĕсем Турă енне çаврăнĕç, хăйсен Çÿлхуçа Туррине тата Давида, хăйсен патшине, шырĕç, юлашки кунсенче Çÿлхуçа умĕнче, Унăн ырăлăхĕ умĕнче хăраса-хисеплесе тăрĕç.

4

(1) Эй Израиль ывăлĕсем, Çÿлхуçа сăмахне итлĕр: Çÿлхуçа çак çĕр çинче пурăнакансене сут тăвать, мĕншĕн тесен çĕр çинче чăнлăх та, хĕрхенни те, Турра пĕлни те çук.

(2) Çав тери суя тупа тăвасси те улталасси, вĕлересси те вăрласси, аскăн ĕç тăвасси сарăлчĕ, юн хыççăн юн тăкăнать.

(3) Çавăншăн çак çĕр макăрса ярĕ, ун çинче пурăнакансем, хирти тискер кайăксемпе, вĕçен кайăксемпе пĕрле, халтан кайĕç, тинĕс пуллисем те пĕтĕç.

(4) Анчах никам та ан тавлаштăр, никам та тепĕрине ан питлетĕр; санăн халăху вара — священникпа тава кĕрекенсем пекех.

(5) Эсĕ кăнтăрла ÿксе вилĕн, санпа пĕрлех çĕрле пророк та ÿкĕ, санăн аннÿне те тĕп тăвăп.

(6) Манăн халăхăм Турра сахал пĕлнĕшĕн тĕп пулĕ: эсĕ саккуна йышăнмарăн, çавăнпа Эпĕ те сана Хамăн умăмра ĕçлесе тăма памăп; эсĕ хăвăн Туррун саккунне маннă пекех, Эпĕ те санăн ачусене манăп.

(7) Вĕсем мĕн чухлĕ ытларах йышлăланса пыраççĕ, çавăн чухлĕ ытларах Мана хирĕç çылăха кĕреççĕ; вĕсен чапне чапсăрлăха кăларăп.

(8) Вĕсем Манăн халăхăм çылăхĕпе тăранса пурăнаççĕ, вĕсен чунĕсем йĕркесĕрлĕх енне туртăнаççĕ.

(9) Халăха мĕн пулĕ, священника та çавах пулĕ; ăна та хăйĕн çулне кура хаса парăп, хăйĕн ĕçне кура тавăрса парăп.

(10) Çийĕç те — тăранаймĕç; аскăнса пурăнĕç те — хунаймĕç: вĕсем Çÿлхуçашăн ĕçлесе тăма пăрахнă.

(11) Вĕсен чĕрисене аскăнлăх, эрех, ĕçкĕ-çикĕ парăнтарнă.

(12) Ĕнтĕ Манăн халăхăм хăйĕн йывăçĕнчен ыйтать, ăна хăйĕн туйи хурав парать: вĕсене аскăнлăх сывлăшĕ аташтарса янă, аскăнланса вĕсем хăйсен Туррине пăрахнă.

(13) Вĕсем ту тăррисенче парне кÿреççĕ, сăрт тÿпемĕсенче юман айĕнче, тирекпе теревинф йывăçĕ айĕнче тĕтĕркĕчпе тĕтĕреççĕ, мĕншĕн тесен çав йывăçсем айĕнче сулхăнĕ лайăх; çавăнпа сирĕн хĕрĕрсем асаççĕ, кинĕрсем аскăн ĕç тăваççĕ.

(14) Эпĕ сирĕн хĕрĕрсене аснă чухнехишĕн, кинĕрсене аскăн ĕç тунă чухнехишĕн айăплама пăрахăп, мĕншĕн тесен эсир хăвăр аскăн арăмсем майлă, аскăнчăксемпе пĕрле парне кÿретĕр, тĕттĕм халăх вара пĕтсе пырать.

(15) Израиль, эсĕ асса пурăнатăн пулсан, Иуда çылăха ан кĕтĕрччĕ; Галгала ан çÿрĕр, Беф-Авена ан улăхăр, «Çÿлхуçа пур!» тесе тупа ан тăвăр.

(16) Израиль ĕнтĕ чăхăм тына пекех тÿрменленет; çавăнпа Çÿлхуçа халĕ вĕсене путексене ирĕклĕ çаранта кĕтнĕ пек кĕтсе çÿрĕ-ши?

(17) Ефрем йĕрĕхсене иленнĕ; пăрах ăна!

(18) Вĕсем ĕçке ерни йĕрĕнтерет, пĕтĕмпех аскăна тухса кайрĕç; вĕсен улпучĕсем намăс ĕçе юратаççĕ.

(19) Акă вĕсене çил хăйĕн çуначĕсемпе çавăрса илĕ те, вĕсем хăйсен парнисенчен хăйсемех намăсланĕç.

5

(1) Эй священниксем, итлĕр çакна, эй Израиль килĕ, тăнла, патша килĕ, хăлхуна тай: ĕнтĕ сире сут тăвĕç, мĕншĕн тесен эсир Массифăри таната, Фавор тăвĕ çине карса хунă серепе пулнă.

(2) Вĕсем пу çĕпех асăху ăшне путрĕç; Эпĕ вĕсене пурне те хаса парăп.

(3) Ефреме Эпĕ пĕлетĕп, Израиль те Манран пытанаймасть; Ефрем, эсĕ асатăн, Израиль те ирсĕрленчĕ.

(4) Ĕçĕсем вĕсене хăйсен Турри енне çаврăнма чăрмантараççĕ, ĕнтĕ аскăну сывлăшĕ вĕсен ăшнех вырăнаçнă, çавăнпа вĕсем Çÿлхуçана пĕлсе çитеймен.

(5) Вĕсен куçĕ умĕнче Израиль мăнаçлăхне мĕскĕне кăларчĕç; Израиль те, Ефрем те хăйсен çылăхĕсемшĕн пĕтĕç; вĕсемпе пĕрле Иуда та пĕтĕ.

(6) Хăйсен сурăхĕсемпе, хăйсен вăкăрĕсемпе пĕрле Çÿлхуçана шырама кайĕç те — Ăна тупаймĕç: Вăл вĕсем патĕнчен кайнă.

(7) Вĕсем Çÿлхуçана улталанă, мĕншĕн тесен ют ачасем çуратнă; халĕ çĕнĕ уйăх вĕсене пурлăхĕ-мĕнĕпех çисе ярĕ.

(8) Гивăра какăр кăшкăртăр, Рамăра трупа кăшкăртăр; Беф-Авенра: «Вениамин, сан хыççăн!» тесе йыхравлăр.

(9) Хаса панă кун Ефрем пушхир пулса тăрĕ; Эпĕ çакна Израиль йăхĕсем хушшинче пĕлтерсе хунă.

(10) Иуда çулпуçĕсем чикĕ куçаракан пекех пулса кайнă: Хамăн çиллĕме вĕсем çине шыв пек тăкăп.

(11) Ефрем терт курать, сутпа айăпланнă: вăл пăтрашакансем хыççăн çÿресшĕн пулчĕ.

(12) Ефремшĕн кĕве пек, Иуда килĕшĕн шĕкĕ пек пулăп.

(13) Вара Ефрем хăйĕн чирне, Иуда хăйĕн суранне курчĕ, Ефрем Ассур патне кайрĕ, Иарев патша патне çын ячĕ; анчах вăл сире сыватма пултараймĕ, сирĕн сурансене сиплеймĕ.

(14) Эпĕ ĕнтĕ Ефремшĕн арăслан пек, Иуда килĕшĕн çамрăк арăслан пек пулăп; Эпĕ, Эпĕ туртса çурăп та кайăп; йăтăп та кайăп — никам та çăлаймĕ.

(15) Кайăп, Хамăн вырăнăма таврăнăп, вĕсем хăйсен айăпне йышăничченех, Манăн сăнăма шыраса тупичченех унта пулăп.

6

(1) Хуйхă çитсен вĕсем ирхине ирех Мана шырама пуçлĕç: «каяр, Çÿлхуçа патнех таврăнар! Вăл сусăрланă — Вăлах сиплĕ пире, Вăл амантнă — Вăлах суранăмăрсене çыхса ярĕ.

(2) Пире икĕ кунран чĕртĕ те виççĕмĕш кунхине ура çине тăратĕ, вара Унăн сăнĕ умĕнче пурăнăпăр.

(3) Пĕлĕпĕр çапла, Çÿлхуçамăра пĕлсе çитме тăрăшăпăр; Вăл курăнни — ирхи шуçăм пекех. Вăл пирĕн патăмăра çумăр пек килĕ, çĕре кайранхи çумăр пек шăварĕ» тейĕç.

(4) Мĕн тăвам сана, Ефрем? Мĕн тăвам сана, Иуда? сирĕн сăваплăхăр — ирхи тĕтре пек, хăвăрт типекен сывлăм пек.

(5) Çавăнпа Эпĕ вĕсене пророксем урлă чутларăм, Хамăн сăмахăмпа питлерĕм, сутăм вара Манăн — çĕкленекен çутă пекех.

(6) Мана парне кирлĕ мар, эсир ырă кăмăллă пулни кирлĕ, пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнинчен ытларах Турра пĕлни кирлĕ.

(7) Вĕсем вара, Адам пек, халалăма пăсрĕç, унта Мана улталарĕç.

(8) Галаад — йĕркесĕр çынсенĕн хули, вăл юнпа вараланнă.

(9) Вăрă-хурах çынна сыхласа тăнă пек, священниксен эшкерĕ Сихем çулĕ çинче çын вĕлерет, ирсĕр ĕç тăвать.

(10) Израиль килĕнче Эпĕ тискер ĕç куратăп; унта Ефрем асса пурăнать, Израиль ирсĕрленнĕ.

(11) Эпĕ Хамăн халăхăма тыткăнран тавăрсан, Иуда, саншăн та вырас вăхăт çитĕ.

7

(1) Эпĕ Израиле сипленĕ чухне Ефремĕн тĕрĕсмарлăхĕ курăнчĕ, Самари усаллăхĕ палăрчĕ: вĕсем суйса-улталаса пурăнаççĕ; киле вăрă кĕрет, урамра хурах çаратать.

(2) Эпĕ вĕсен пур усал ĕçне те астуса тăни çинчен вĕсем аса та илмеççĕ; халĕ вĕсене хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çавăрса илет; вĕсем Манăн умăмра.

(3) Хăйсен усал ĕçĕпе вĕсем патшана, ултавлă ĕçĕсемпе аслă пуçлăхсене савăнтараççĕ.

(4) Аскăнлăхпа пурте вĕсем çăкăр пĕçерекен хутса янă кăмака пекех хĕмленеççĕ, вăл кăмакари çулăма çăрнă чусти хăпариччен çеç чакарать.

(5) «Пирĕн патшамăр кунĕ!» теççĕ улпутсем, эрехпе чире кайичченех хĕрнĕскерсем; патши вара мăшкăлçăсене алă тăсса парать.

(6) Чеелĕхĕпе вĕсем хăйсен чĕрине кăмака пекех туса яраççĕ: çăкăрне пĕçерекенĕ çĕрĕпе çывăрать, ирпе вара кăмаки ялкăшсах çунать.

(7) Вĕсем пурте кăмака пек хĕрсе çитнĕ, хăйсен тÿрисене çиеççĕ; патшисене пурне те сирпĕтеççĕ, вĕсенчен нихăшĕ те Мана йăлăнмасть.

(8) Ефрем ытти халăхсемпе хутшăнса кайнă, Ефрем çавăрса лартман çăкăр пекех пулса тăнă.

(9) Ютсем унăн вăйне ĕмсе тăнă — вăл ăна сисмен; ĕнтĕ çÿçĕ кăвакарнă — çакна хăй те пĕлмест.

(10) Вĕсен куçĕ умĕнче Израиль мухтавĕ кĕçĕне юлчĕ, çапах та вĕсем хăйсен Çÿлхуçа Турри енне çаврăнмарĕç, Ăна шырамарĕç.

(11) Ефрем ĕнтĕ, ăссăр кăвакарчăн пекех, чĕресĕр юлчĕ: Египет çыннисене пулăшăва чĕнеççĕ, Ассирие çÿреççĕ.

(12) Кайма тухсанах Эпĕ вĕсем çине Хамăн серепеме ывăтăп; вĕсене вĕçен кайăксене ÿкернĕ пек чăлхантарса ÿкерĕп; хăйсен пухăвĕ илтсе тăнă пек, вĕсене хаса парăп.

(13) Хуйхă çитĕ вĕсене Манран пăрăнса кайнăшăн; вилĕм çитĕ вĕсене Манран уйрăлнăшăн! Эпĕ вĕсене çăлса пытăм, вĕсем вара Ман çинчен суеçтерсе калаçрĕç.

(14) Хăйсен вырăнĕ çинче кăшкăрашнă чухне Мана чĕререн тархасламарĕç; çăкăрпа эрехшĕн пухăнаççĕ, Манран вара аяккалла кайса пыраççĕ.

(15) Эпĕ вĕсене ăс патăм, вăйне çирĕплетрĕм — вĕсем Мана хирĕç усал шухăш тытрĕç.

(16) Вĕсем тархасламан мар, анчах Çÿлти Турра мар, вĕсем тĕл пемен ухă пек пулчĕç; чĕлхине чарманшăн вĕсен пуçлăхĕсем хĕç айне пулса пĕтĕç; вара Египет çĕрĕнче вĕсенчен мăшкăлласа кулĕç.

8

(1) Туту тĕлне трупа тыт! Манăн халала пăснăшăн, Манăн саккунăмран тухнăшăн Çÿлхуçа килĕ çине ăмăрткайăк пек тапăнĕç!

(2) Мана чĕнсе тархаслĕç: «эй Турăçăм! эпир Сана ăнланса çитрĕмĕр, эпир — Израиль» тейĕç.

(3) Израиль ыррине пăрахрĕ; ĕнтĕ тăшман канăç памĕ ăна.

(4) Патшисене хăйсемех, Мансăрăнах, лартатчĕç; тÿрисене Мана пĕлтермесĕрех лартса тăчĕç; хăйсен кĕмĕлĕпе ылтăнĕнчен хăйсем валли йĕрĕхсем турĕç: вилĕмĕ вĕсен çавăнтан çитĕ.

(5) Пăрăву пăрахрĕ сана, Самари! Вĕсем çине çиллĕм капланса килчĕ Манăн; хăçанччен тасалаймĕç-ши вĕсем?

(6) Вăл та — Израиль ĕçĕ: алăсти тунă ăна, çавăнпа вăл турă мар; Самари пăрăвĕ ванчăк купи пулĕ!

(7) Ĕнтĕ вĕсем çил акрĕç пулсан, тăвăл пуçтарса илĕç: ани çинче вырмалли те пулмĕ; тырă пĕрчинчен çăнăх тухмĕ, тухсан та çичĕ ют çисе ярĕ.

(8) Израиле çăтса янă; халĕ вĕсем халăхсем хушшинче юрăхсăр савăт пек пулĕç.

(9) Пĕччен çÿрекен хир ашакĕ пек, вĕсем Ассур патне кайрĕç; Ефрем парне пара-пара ырă ят шырарĕ.

(10) Вĕсем ытти халăхсене парнесем яра-яра пачĕç пулсан та, Эпĕ вĕсене часах пуçтарса илĕп, вĕсем вара улпутсен патши хĕсĕрленипе асапланма пуçлĕç: пçылăха кĕмешкĕн Ефрем парне вырăнĕ нумай туса тултарчĕ, çав парне вырăнĕсем ăна çылăха анчах кĕртрĕç.

(12) Ун валли Эпĕ чи кирлĕ саккунсем çыртăм, анчах вĕсене вăл ют саккунсем вырăнне хучĕ.

(13) Мана парне кÿнĕ чухне вĕсем аш илсе килеççĕ те çавна çиеççĕ; Çÿлхуçана юрăхлă мар вĕсем; халĕ Вăл вĕсенĕн йĕркесĕрлĕхне астуса илĕ те вĕсене çылăхĕсемшĕн хаса парĕ: вĕсем Египета таврăнĕç.

(14) Манчĕ Израиль хăйне Пултаракана, йĕрĕх çурчĕсем туса тухрĕ; Иуда та тĕреклĕлетнĕ хула нумай лартса тултарчĕ; анчах Эпĕ унăн хулисем çине вут ярăп та, вăл унăн керменĕсене çунтарса ярĕ.

9

(1) Эй Израиль, ытти халăхсем пек, каçса кайсах ан хĕпĕрте: эсĕ хăвăн Туррунтан пăрăнса асса пурăнатăн; хăвăн аскăн ĕçÿсемшĕн эсĕ пур йĕтем çинчен

те парне илме юрататăн.

(2) Йĕтемпе çу юхтаркăчĕ вĕсене тăрантарас çук, иçĕм сĕткенне шанса тăни те вĕсемшĕн кăлăх пулĕ.

(3) Вĕсем Çÿлхуçа çĕрĕ çинче пурăнаймĕç; Ефрем Египета таврăнĕ, Ассирире тасамаррине çийĕç.

(4) Çÿлхуçа умĕнче парне çине эрех юхтармĕç, Ăна юрăхлă парнесем пулмĕç; унти çăкăр вĕсемшĕн виле пытарнă чухнехи çăкăр пек пулĕ: ăна çиекенсем пурте ирсĕрленĕç: унти çăкăр — хăйсен чунĕ валли, Çÿлхуçа Çуртне кĕреймĕ вăл.

(5) Чаплă кун тата Çÿлхуçа уявĕн кунĕнче мĕн тăвăр-ши эсир?

(6) Акă ĕнтĕ вĕсем, çĕр пушанса юлнипе, тухса кайĕç; Египет пуçтарĕ вĕсене, Мемфис хули пытарĕ; вĕсен кĕмĕлтен тунă хаклă япалисене вĕлтĕрен пусса илĕ, чатăрĕсенче йĕплĕ кÿкен ÿсĕ.

(7) Килсе пăхас кунсем çитрĕç, тавăрса парас кунсем çитрĕç; Израиль пĕлсе тăтăр, санăн йĕркесĕр ĕçÿ нумай пулнăран, санăн курайманлăху пысăк пулнăран пулассине пĕлекенĕ ухмаха юлчĕ, хавха сăмах калатăп теекенĕ ăссăра юлчĕ.

(8) Ефрем — манăн Туррăм çумĕнчи сыхлавçă; пророк — унăн мĕнпур çулĕ çине карса тухнă кайăкçă серепи; илĕртсе тăраканни — унăн Туррийĕн Çуртĕнче.

(9) Тĕпнех ÿкрĕç вĕсем, Гива кунĕсенчи пекех асăхса кайрĕç; Турă вĕсен йĕркесĕрлĕхне аса илĕ, çылăхĕсемшĕн вĕсене хаса парĕ.

(10) Пушхирти иçĕм çырли пек пулчĕ Маншăн Израиль; смоква йывăçĕн малтанхи çырли пек, тин пиçсе çитнĕ çырли пек, курăнчĕç Мана сирĕн аçăрсем, анчах вĕсем Ваал-Фегор патне кайрĕç те намăс ĕçе тытăнчĕç, хăйсем те, хăйсем саваканни пекех, ирсĕре тухрĕç.

(11) Ефрем йăхĕн чапĕ, хунавлă пулнипе чапа тухни, кайăк пек вĕçсе çухалĕ; арăмĕсем çуратаймĕç те, йывăр çын та пулаймĕç, вĕсен çие те юлмĕ.

(12) Ачисене пăхса ÿстерсен те, вĕсене турта-турта илĕп; Эпĕ пăрахса кайсан, вĕсене хуйхă çитĕ!

(13) Ефрем йăхĕ, Эпĕ ăна Тир таран курнă пек, ытарайми лайăх çĕр çине вырăнаçнă; анчах Ефрем хăйĕн ачисене çынвĕлерен патне илсе тухĕ.

(14) Çÿлхуçамăм, парсамччĕ çавсене: Эсĕ вĕсене мĕн парăн? вĕсене хĕсĕр варпа типнĕ кăкăр парсамччĕ.

(15) Вĕсен пĕтĕм усаллăхĕ — Галгалра: унта Эпĕ вĕсене усал ĕçĕсемшĕн курайми пултăм; вĕсене Хамăн килĕмрен хăваласа ярăп, урăх вĕсене юратмăп; вĕсен пуçлăхĕсем пурте — Турăран хăпнăскерсем.

(16) Ефрем сусăрланнă; вĕсен тымарĕ типнĕ; ача çуратасси пулмĕ, ытах çуратсассăн та, Эпĕ вĕсен варĕнчен тухнине, тĕмсĕлсе кĕтнĕскерне, вĕлерĕп.

(17) Манăн Туррăм вĕсене йышăнмĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Ăна итлемерĕç — ĕнтĕ вĕсем халăхсем хушшинче пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿрĕç.

10

(1) Израиль — çăра туратлă иçĕм йывăçĕ, хăй валли йышлă çырла ÿстерет: çырли мĕн чухлĕ нумайрах, çавăн чухлĕ нумайрах чÿк вырăнĕ тăвать; çĕрĕ мĕн чухлĕ пахарах, вĕсем хăйсен йĕрĕхĕсене çавăн чухлĕ лайăхрах илемлетеççĕ.

(2) Вĕсен чĕрисем икке пайланчĕç, çавăншăн хаса парĕç те вĕсене: Турă вĕсен чÿк вырăнĕсене ишсе антарĕ, йĕрĕхĕсене аркатса тăкĕ.

(3) Халĕ вĕсем çапла калаççĕ: «патша çук пирĕн, эпир Çÿлхуçаран хăрамарăмăр та, патша мĕнех тăвайĕ вăл пире?» тееççĕ.

(4) Пушă сăмах калаççĕ, суя тупа тăваççĕ, килĕшÿ тăваççĕ; çавăнпа, ана çинчи наркăмăшлă курăк пек, вĕсемшĕн сут килсе çитĕ.

(5) Самарире пурăнакансем Беф-Авенри пăру кĕлеткишĕн хăраса ÿкĕç; уншăн халăх макăрĕ, малтан савăннă чÿк пуçĕсем те унăн чапĕ сÿннĕшĕн хурланса йĕрĕç.

(6) Пăру кĕлеткине хăйне Иарев патша валли парне памашкăн Ассирие ăсатĕç; Ефрем намăс курĕ, хăй тытнă шухăшĕ Израиле мăшкăла хăварĕ.

(7) Самари патши шыв çинчи кăпăк пек çухалĕ.

(8) Израиль çылăхĕ — Авенри  тÿпем вырăнсем — тĕп пулĕç; вĕсен чÿк вырăнĕсем пулнă çĕрте йĕплĕ курăкпа çумкурăкĕ ÿссе ларĕ, вара вĕсем тусене: «хупласа илĕр пире» тейĕç, сăртсене: «йăтăнса анăр пирĕн çине!» тейĕç.

(9) Израиль, Гива хулинче тунă çылăхран та пысăкрах çылăха кĕтĕн эсĕ; унта вĕсем тытăнса юлчĕç-ха; Гаваонра усаллăх ывăлĕсене хирĕç пынă вăрçă вĕсем патне çитеймерĕ.

(10) Хам кăмăлăма кура хаса парăп вĕсене, вĕсене хирĕç халăхсем пуçтарăнса тухĕç, икĕ усал ĕç тунăшăн тăллĕç вĕсене.

(11) Ефрем — ĕçе вĕрентнĕ, авăн çапма хăнăхнă пăру, Эпĕ Хамах унăн хулăн мăйне сÿсмен тăхăнтартăп; Ефреме утланса çÿреме тытăнĕç, Иуда сухаласа пырĕ, Иаков сÿрелĕ.

(12) Тÿрĕлĕх акăр, вара ырăлăх вырса илетĕр; çерем сухалăр, ĕнтĕ Çÿлхуçана шырама вăхăт çитрĕ; Хăй килсессĕн Вăл сирĕн çине, çумăр çунă пек, чăнлăх çутартăр.

(13) Эсир усаллăх акса ÿстертĕр, халь йĕркесĕрлĕх вырса илетĕр, ултав çимĕçне çиетĕр, мĕншĕн тесен эсĕ хăвăн çулна, йышлă çарна шанса тăнă.

(14) Санăн халăху хушшинче пăтрану пулса иртĕ, санăн мĕнпур тĕрекÿ Салман патша вăрçă кунĕнче Бет-Арбел хулине аркатса тăкнă пек арканĕ: ун чухне амăшне ачисемпе пĕрле вĕлернĕ.

(15) Виçесĕр çылăхăрсемшĕн Вефиль сире акă мĕн кăтартĕ.

11

(1) Израиль патши шурăмпуç килнĕ чухне тĕп пулĕ! Израиль çамрăк чухне Эпĕ ăна юрататтăм, Хамăн ывăлăма Египетран чĕнсе тухрăм.

(2) Вĕсене чĕннĕ, анчах вĕсем айккинелле пăрăнатчĕç, Ваалсене парне кÿретчĕç, йĕрĕхсем умĕнче тĕтĕретчĕç.

(3) Ефреме Эпĕ Хам утма вĕрентнĕ, ăна Хамăн аллăм çинче йăтса çÿренĕ, анчах вĕсем Эпĕ хăйсене сипленине ăнланмарĕç.

(4) Çын пек пулса, çынла юратса илентертĕм Эпĕ вĕсене, вĕсемшĕн çăварĕнчен çăварлăх хывса илекенĕ пек пултăм, вĕсене ачашшăн çимĕç хурахура патăм.

(5) Вăл Египета таврăнмĕ, анчах Ассур — вăл унăн патши пулĕ, мĕншĕн тесен вĕсем Ман енне çаврăнасшăн пулмарĕç.

(6) Унăн хулисем çине хĕç ÿкĕ, хула хапхисене аркатĕ, вĕсене хăйсем тытнă шухăша пула тĕп тăвĕ.

(7) Мана пăрахса Манăн халăхăм пăнтăхрĕ, вĕсене çÿлелле чĕнеççĕ пулин те, вĕсем кар çĕкленеймеççĕ.

(8) Мĕн тăвам-ха сана, Ефрем? мĕнле тавăрам-ха сана, Израиль? Сана Адама хулине пĕтернĕ пек пĕтерем-и, Севоим хулине кăтартнине кăтартам-и? Ĕнтĕ чĕрем вырăнтан хускалчĕ, пĕтĕм чунтан хĕрхенессĕм килет!

(9) Хаяр çиллĕм хыççăн каймăп, Ефрема пĕтермĕп: Эпĕ — Турă, этем мар; сан хушшунта — Святой; Эпĕ хулана кĕмĕп.

(10) Вĕсем Çÿлхуçа хыççăн кайĕç; Вăл, арăслан пек, сасă парĕ те, Хăйĕн сассине парĕ те Вăл, Ун патне Израиль ывăлĕсем анăçран шартах сиксе хускалĕç,

(11) Египетран кайăксем пек, Ассири çĕрĕнчен кăвакарчăнсем пек тапранса тухĕç, вĕсене Эпĕ хăйсен çурчĕсенех вырăнаçтарăп, тет Çÿлхуçа.

(12) Ефрем Мана суяпа, Израиль килĕ ултавпа хупăрларĕ; Иуда Турăран уйрăлманччĕ-ха — сăваплă çынсемпе пĕрле шанчăклă тăратчĕ.

12

(1) Ефрем çил хăвалать, тухăç çилне тытасшăн, кунсерен улталанăçем улталать, çаратнăçем çаратать; вĕсем Ассурпа килĕшÿ тăваççĕ, Египета йывăç çăвĕ турттараççĕ.

(2) Анчах Çÿлхуçа Иудăна та сут тăвĕ, Вăл Иаков патне те çитĕ, ăна ĕçне кура тавăрса парĕ.

(3) Амăшĕн варĕнчех вăл хăйĕн пиччĕшне тапкаласа пĕтернĕ, çитĕнсен вара Турăпа кĕрешнĕ.

(4) Вăл Ангелпа кĕрешнĕ — çĕнтернĕ; йĕнĕ, Ăна тархасланă; Вăл пире Вефильре тупнă та çавăнта пирĕнпе калаçнă.

(5) Çÿлхуçа вăл — Саваоф Турă; Унăн ячĕ — Пурри [Яхве].

(6) Эсĕ те хăвăн Турру енне çаврăн; хĕрхенекен кăмăллă, тÿрĕлĕхлĕ пул, яланах хăвăн Турруна шанса тăр.

(7) Ханаан çынни хăйĕн аллинчи тĕрĕс мар тарасипе çынна кÿрентерме юратать;

(8) Ефрем те çапла калать: «çапах та эпĕ пуйса кайрăм; хам валли пурлăх пухса тултартăм; апла пулин те манăн пĕтĕм ĕçĕмре саккуна хирĕçли, çылăх шутне кĕрекенни, нимĕн те тупаймĕç» тет.

(9) Эпĕ вара Египет çĕрĕнчен пуçласах санăн Çÿлхуçа Турру, уяв кунĕсенчи пек, сана каллех хÿшĕсене вырăнаçтарăп.

(10) Эпĕ пророксем урлă каларăм, вĕсене тăтăшах курăнтăм, пророксем урлă ытарлăн каларăм.

(11) Галаад ĕнтĕ Авен пулса кайрĕ пулсан, вĕсем ниме те тăмаççĕ; Галгалра парне пама пăрусем пусатчĕç, вĕсенĕн парне вырăнĕсем ана йăранĕсем çинчи чул куписем евĕрлехчĕ.

(12) Иаков Сири хирне тарчĕ, Израиль арăмшăн ĕçлесе тăчĕ, арăмшăн сурăх кĕтĕвĕ кĕтрĕ.

(13) Пророк урлă Çÿлхуçа Израиле Египетран илсе тухрĕ, пророк урлах Вăл ăна сыхларĕ.

(14) Ефрем Çÿлхуçана хытă тарăхтарчĕ, çавăншăн Çÿлхуçа унăн юнне ун çинчех хăварĕ, унăн мăшкăлне ун çинех çавăрĕ.

13

(1) Ефрем каланă чухне пурте чĕтресе тăратчĕç. Израильре вăл мухтавлăччĕ; анчах Ваала пула айăпа кĕчĕ те тĕп пулчĕ.

(2) Халĕ вĕсем хăйсен çылăхĕ çумне татах çылăх хушрĕç: хăйсем ăнланнă пек, кĕмĕлĕнчен хăйсем валли йĕрĕх шăратса турĕç,— ку пĕтĕмпех алăстисен ĕçĕ,— ĕнтĕ парне кÿрекен çынсене калаççĕ: «пăрусене чуптăвăр!» теççĕ.

(3) Çавăншăн вĕсем ирхи тĕтре пек, хăвăрт типекен сывлăм пек, йĕтем çинчен вĕçекен хывăх пек, мăрьерен тухакан тĕтĕм пек пулĕç.

(4) Анчах Эпĕ — Египетран пуçласах санăн Çÿлхуçа Турру; санăн, Мансăр пуçне, урăх турра пĕлмелле мар; Мансăр пуçне урăх çăлакан çук.

(5) Эпĕ сана пушхирте, шывсăр антăхакан çĕр çинче, пăхрăмупрарăм.

(6) Кĕтÿлĕхсем пуррипе вĕсем тутă пурăнчĕç; тăранса çитмессерен вара

вĕсем мăнкăмăлланса каятчĕç, çавăнпа Мана манса каятчĕç.

(7) Ĕнтĕ Эпĕ вĕсемшĕн арăслан пек пулăп, çул хĕрринче çамрăк арăслан пек сыхласа тăрăп.

(8) Вĕсем çине çурисене çухатнă упа ами пек тапăнăп, вĕсен кăкăрне турта-турта çурăп, арăслан ами пек, вĕсене çавăнтах çисе ярăп; вĕсене хирти тискер кайăксем туласа тăкĕç.

(9) Израиль, эсĕ хăвна тĕп турăн, санăн тĕрекÿ Эпĕ анчах!

(10) Ăçта халĕ санăн патшу? Çăлса хăвартăр вăл сана мĕнпур хулунта! Тÿрÿсем ăçта санăн? Вĕсене эсĕ: «пире патшапа пуçлăхсем парсамччĕ» тееттĕн.

(11) Вара, çилленсе çитсе, Эпĕ сана патша патăм, тарăхса кайса, ăна каялла туртса илтĕм.

(12) Ефремĕн йĕркесĕр ĕçĕсем пĕр çыхха çыхăннă, унăн çылăхĕ сыхланса юлнă.

(13) Ача çуратаканăн асапĕ çитĕ ăна: вăл — айван ывăл, унсăрăн çапла, нумай вăхăт хушши, вартан тухакан ача пек тăхтаса тăмĕччĕ.

(14) Тамăк аллинчен хăтарăп Эпĕ вĕсене, вилĕмрен çăлăп вĕсене. Эй вилĕм! ăçта санăн сăнну? Эй тамăк! ăçта санăн çĕнтерĕвÿ? Эпĕ çакăншăн ÿкĕнмĕп.

(15) Ефрем хăйĕн тăванĕсем хушшинче ĕрчевлĕ пулин те, тухăç çилĕ килсен, пушхиртен Çÿлхуçа çилĕ çĕкленсен унăн çăлĕ типсе ларĕ, çăлкуçĕ иксĕлсе юлĕ; çав çил мĕнпур хаклă савăт управăшне пушатса хăварĕ.

14

(1) Самари пушанса юлĕ, мĕншĕн тесен вăл хăйĕн Туррине хирĕç тăчĕ; вĕсем хĕç айне ÿксе пĕтĕç; вĕсенĕн кăкăр ачисене çапа-çапа вĕлерĕç, йывăр çын пулнă арăмĕсене касса ваклĕç.

(2) Израиль, хăвăн Турру енне çаврăн: эсĕ хăвăн йĕркесĕр ĕçÿсене пула ÿкрĕн.

(3) Хăвăрпа пĕрле кĕлĕ сăмахĕсене илĕр те Турă енне çаврăнса калăр: «пĕтĕм йĕркесĕр ĕçĕмĕрсене каçар, ыррине, пирĕн чĕлхе-çăварăмăр халĕ мĕн каланине, парне вырăнне йышăн.

(4) Ассур текех çăлас çук пире; ут утланмăпăр, аллăмăрпа тунă япаласене урăх «пирĕн турăсем кусем» тесе каламăпăр, мĕншĕн тесен Эсĕ тăлăхсене хĕрхенетĕн» тейĕр.

(5) Хамран татăлса ÿкнисене эмеллĕп, вĕсене кăмăлăм пур таран юратăп: ĕнтĕ Манăн вĕсене çилленни иртсе кайрĕ.

(6) Израильшĕн Эпĕ сывлăм пулăп; вăл сарана пек чечекленĕ, Ливан пек тымар ярса çирĕпленĕ.

(7) Турачĕсем сарăлĕç те — вăл çу йывăçĕ пекех илемлĕ пулĕ, вăл, Ливан пек, ырă шăршă сарĕ.

(8) Унăн сулхăнĕнче ларнисем каялла таврăнĕç, вĕсен çăкăрĕ ытлă-çитлĕ пулĕ, вĕсем ĕнтĕ иçĕм авăрĕ пек чечекленĕç, Ливан эрехĕ пек чаплă пулĕç.

(9) «Йĕрĕхсем çумĕнче манăн мĕн ĕç пур?» тейĕ Ефрем. Эпĕ ăна илтĕп те ун çине пăхăп; Эпĕ ешерекен кипарис пек пулăп; Манран сана çимĕç пулĕ.

(10) Çакна ăнланма камăн ăсĕ çитейĕ? çакна пĕлме камăн тăнĕ çитейĕ? Çÿлхуçа çулĕсем тĕрĕс, Унăн çулĕпе сăваплă çынсем çÿреççĕ, йĕркесĕр çынсем ун çине ÿкеççĕ.

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.