Малахия Пророк Кĕнеки


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Малахия Пророк Кĕнеки

1

1 2 3 4

(1) Çÿлхуçа Израиль халăхне малашне мĕн пулассине Малахия урлă пĕлтерсе каланă сăмах.

(2) Эпĕ сире юрататăп, тет Çÿлхуçа. Эсир вара: «пире юратнине Эсĕ мĕн туса кăтартрăн?» теетĕр.— Исав Иаковăн пиччĕшĕ мар-и вара? тет Çÿлхуçа; çапах та Эпĕ Иакова юратрăм,

(3) Исава вара курайми пултăм, унăн тăвĕсене тустарса тухрăм, унăн çĕрне пушхир шакалĕсене патăм.

(4) Эхер те Эдом: «эпир çука юлтăмăр, анчах мĕн аркатнине эпир çĕнĕрен тăвăпăр» тет пулсассăн, Саваоф Çÿлхуçа вара çапла калать: вĕсем туса лартĕç, Эпĕ çĕмĕрĕп, тет. Ĕнтĕ Эдом çинчен ку усал çĕр, ку халăха Çÿлхуçа яланлăхах çилленнĕ теме пуçлĕç.

(5) Çакна хăвăр куçăрпа хăвăрах куратăр акă, вара: «Израиль çĕрĕнче Çÿлхуçа асла тухрĕ!» теетĕр.

(6) Эй священниксем, Манăн ятăма чыссăра кăларакансем, Саваоф Çÿлхуçа сире çапла калать: ывăлĕ ашшĕне, чура хăйĕн патшине хисеплет; Эпĕ Атте пулсан, Мана хисеплесси ăçта? Эпĕ Патша пулсан, Мана сума сăвасси ăçта? Эсир: «Сан ятна мĕн туса чыссăра кăларатпăр-ха эпир?» теетĕр.

(7) Эсир Манăн парне вырăнĕ çине таса мар çăкăр илсе килетĕр, хăвăр вара: «Сана мĕн туса чыссăра кăларатпăр-ха?» теетĕр.— «Çÿлхуçа сĕтелне хисепе хумалăх çук» тенипе.

(8) Парне кÿме суккăр выльăх илсе пыни начар мар-и вара? е уксаххине, чирлине илсе пыни начар мар-и тата? Çакна хăвăн пуçлăхна кÿр-ха: вăл санпа кăмăллă пулĕ-и. кăмăллăн хапăл тăвĕ-и вăл сана? тет Саваоф Çÿлхуçа.

(9) Çавăнпа Турра кĕлтăвăр, Вăл пире каçартăрччĕ; анчах эсир çакăн пек туса тăратăр пулсан, Вăл сире кăмăллăн йышăнма пултарĕ-и? тет Саваоф Çÿлхуçа.

(10) Манăн парне вырăнĕ çинче кăлăхах вут çунтариччен пĕрех хут сирĕнтен хăшĕ те пулин алăка питĕрсе илинччĕ. Эпĕ сире кăмăл тумастăп, тет Саваоф Çÿлхуçа, сирĕн аллăр панă парне те Маншăн юрăхлă мар.

Prophet-Malachi-by-Duccio-di-Buoninsegna-1308-1311-Italy-588x376
Малахия пророк

(11) Тухăçран пуçласа анăçа çитичченех халăхсем хушшинче Манăн ятăм аслă пулĕ, кирек ăçта та Манăн ятăм умĕнче фимиам тĕтĕрĕç, таса парне кÿрĕç; халăхсем хушшинче Манăн ятăм аслă пулĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(12) Эсир вара: «Çÿлхуçа сĕтелне хисепе хумалăх çук, унран килекен тупăш — ниме тăман апат анчах» тесе ăна хурлатăр.

(13) Тата: «ав ĕçĕ мĕн чухлĕ!» тесе калатăр та çав апата тиркетĕр, тет Саваоф Çÿлхуçа, эсир парне кÿме вăрланине, уксаххине, чирлине илсе килетĕр, çăкăр парни те сирĕн çавăн йышшиех: çакна Эпĕ сирĕн аллăртан кăмăлласа йышăнма пултарăп-и вара? тет Çÿлхуçа.

(14) Хăйĕн кĕтĕвĕнче айăпсăр аçа выльăх пур çинчех, хăй тупа тунă çинчех Çÿлхуçана парне кÿме пăсăккине илсе пыракан ултавçă ылханлă: Эпĕ — аслă Патша, халăхсем хушшинче Манăн ятăм хăрушă.

2

1 2 3 4

(1) Çапла ĕнтĕ, священниксем, çак ÿкĕт сирĕн валли:

(2) эхер те эсир итлеместĕр пулсан, Манăн ятăма мухтассине чĕрĕр патне илместĕр пулсан, тет Саваоф Çÿлхуçа, Эпĕ сирĕн çине ылхан ярăп, сирĕн пиллĕхĕрсене ылханăп, ылханатăп та ĕнтĕ, мĕншĕн тесен эсир çакна чĕререн тăвасшăн мар.

(3) Акă Эпĕ сире хулсăр тăратса хăварăп, питĕр-куçăр çине тислĕк, хăвăр кÿнĕ уяв парнисен тислĕкне, сапăп, сире çавăнпа пĕрле кăларса ывăтĕç.

(4) Эсир вара Эпĕ çакă ÿкĕте Левийпе пĕрле хывнă халалăма сыхласа хăвармашкăн панине пĕлĕр, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(5) Эпĕ унпа пĕрле хывнă халалăм пурăнăçпа канăçлăх халалĕччĕ, Эпĕ ăна вăл хăраса тăтăр тесе патăм, вăл Манран хăраса тăратчĕ, Манăн ятăма пĕтĕм чĕререн хисеплетчĕ.

(6) Унăн чĕлхи-çăварĕнче чăнлăх саккунĕччĕ, унăн çăварĕнчен суя тухмастчĕ; Манпа пĕрле вăл канăçлăхпа, тÿрĕлĕхпе çÿретчĕ, нумайăшне çылăхран сивĕтетчĕ.

(7) Священник чĕлхи-çăварĕ саккуна пĕлнине упрама тивĕçлĕ, унран çавăн çинчен вĕрентессе кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен вăл — Саваоф Çÿлхуçанăн хыпарçи.

(8) Анчах эсир çак çултан пăрăнтăр, илĕртсе, нумайăшне саккун тĕлĕшĕнчен иккĕленмелле турăр, Левийпе хывнă халала пăсрăр, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(9) Çакăншăн ĕнтĕ Эпĕ сире пĕтĕм халăх умĕнче хăвăртан йĕрĕнмелле тăвăп, мĕскĕне хăварăп, мĕншĕн тесен эсир Манăн çула уямастăр, саккун ĕçĕнче икĕпитленетĕр.

(10) Пирĕн пурин те пĕр Атте мар-и вара? Пĕр Турă пултарман-и пире? Мĕншĕн-ха эпир пĕр-пĕрне улталаса аттемĕрсем хывнă халала пăсатпăр?

(11) Иуда улталать, Израильпе Иерусалимра ирсĕр ĕçсем пулса иртеççĕ: Иуда Çÿлхуçанăн сăваплă вырăнне, хăй юратнăскерне, кĕçĕне хăварнă, ют туррăн хĕрне качча илнĕ.

(12) Çÿлхуçа çавăн пек тăваканăн хуралĕнче ларакана, хурав паракана, тата Саваоф Çÿлхуçана парне кÿрекене Иаков чатăрĕсенче пĕтерсе тухĕ.

(13) Эсир тата акă мĕн тăватăр: эсир Çÿлхуçанăн парне вырăнĕ çине йĕрсе те ÿлесе куççулĕ тăктаратăр, Вăл парнесем çине текех пăхмасть ĕнтĕ, сирĕн аллăртан çырлахтаракан парне те йышăнмасть.

(14) «Мĕншĕн-ха?» тейĕр эсир. Акă мĕншĕн: Çÿлхуçа санпа хăвăн çамрăк чухнех пĕрлешнĕ арăму хушшинче мĕн пулнине курса тăнă, кайран эсĕ арăмна улталанă, вăл вара — санăн çывăх тусу, санăн саккунлă арăму.

(15) Анчах пĕри те çавăн пекех туманччĕ-и-ха? лайăхран та лайăхскер марччĕ-и вăл? мĕн турĕ-ха çавă? Вăл Турăран тăхăм илесшĕнччĕ. Çапла ĕнтĕ, хăвăр чунăра сыхлăр, никам та хăйĕн çамрăк чухнех пĕрлешнĕ арăмне хирĕçле ултавлă ĕç ан тутăр.

(16) Эхер те эсĕ ăна кураймастăн пулсан, уйăрса яр, тет Израилĕн Çÿлхуçа Туррийĕ; кÿренÿ унăн тумтирне хуплĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа; çавăнпа хăвăр чунăра астуса тăрăр, ултавлă ĕç ан тăвăр.

(17) Эсир Çÿлхуçана хăвăр сăмахăрпа çиллентеретĕр, хăвăр: «мĕн туса çиллентеретпĕр-ха эпир Ăна»? теетĕр. Эсир: «усал тăвакан кирек кам та — Çÿлхуçа умĕнче лайăх, çавăн пеккисене Вăл кăмăллать» е тата: «ăçта тÿрĕ сут Турри?» теетĕр, çавăнпа çиллентеретĕр.

3

1 2 3 4

(1) Акă Эпĕ Хамăн Ангелăма яратăп, вăл Манăн умăмри çула хатĕрлесе хурĕ, эсир шыракан Çÿлхуçа, эсир курас теекен халал Ангелĕ Хăйĕн Çуртне пĕр кĕтмен çĕртен пырса кĕрĕ; акă Вăл килет ĕнтĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(2) Вăл килнĕ куна кам чăтма пултарĕ? Вăл курăнсассăн, кам тытăнса тăрайĕ? Мĕншĕн тесен Вăл — шăратакан вут-çулăм пек, тасатакан сĕлтĕ пек,

(3) Вăл кĕмĕл шăратса тасатма ларĕ, Левий ывăлĕсене, Çÿлхуçана тĕрĕс парне кÿрсе тăччăр тесе, ылтăнпа кĕмĕле шăратса тасатнă пек шăратса тасатĕ.

(4) Çавăн чухне вара, авалхи кунсенчи пек, унчченхи çулсенчи пек, Иудăпа Иерусалим кÿрекен парнесем Çÿлхуçашăн кăмăллă пулĕç.

(5) Вара сирĕн патăра сут тума пырăп, асамçăсене, аскăнчăксене, улталаса тупа тăвакансене, тара кĕрĕшнĕ çынна тÿлемеллинчен катса юлакансене, тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасене хĕсĕрлекенсене, ютран килнисене тĕксе яракансене, Манран хăраманнисене кĕçех питлеме тытăнăп, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(6) Мĕншĕн тесен Эпĕ — Çÿлхуçа, Эпĕ улшăнмастăп; çавăнпа ĕнтĕ эсир, Иаков ывăлĕсем, пĕтмерĕр.

(7) Хăвăр аçăрсен вăхăтĕнченех эсир Эпĕ панă йĕркесенчен пăрăнтăр, вĕсене тытса тăмастăр; Ман енне çаврăнăр, Эпĕ те сирĕн енне çаврăнăп, тет Саваоф Çÿлхуçа. «Мĕнле çаврăнас-ха пирĕн?» тейĕр эсир.

(8) Çыннăн Турра çаратма юрать-и? Эсир вара Мана çарататăр. «Мĕнле çарататпăр-ха Сана?» тейĕр эсир. Вуннăмĕш пайран тата парнерен катса юлса.

(9) Ылханран та ылхан сире, мĕншĕн тесен эсир — пĕтĕм халăх — Мана çарататăр.

(10) Манăн Çуртăмра çимĕç пултăр тесе, хăвăрăн пур вуннăмĕш пайăра та управăш çуртне илсе килĕр, ытах Мана çапла сăнаса пăхăр, тет Саваоф Çÿлхуçа: Эпĕ сирĕн валли тÿпе анисене уçмăп-и, сирĕн çине иксĕлми пиллĕх ямăп-и?

(11) Сирĕншĕн Эпĕ хурт-кăпшанкăна сирĕн çĕр çимĕçĕсене пĕтерме чарăп, сирĕн хирĕрти иçĕм йывăçĕ çимĕçсĕр тăрса юлмĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(12) Сире пур халăхсем те телейлисем теме тытăнĕç, мĕншĕн тесен сирĕн çĕрĕр пурне те ăмсантарĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(13) Сирĕн Манăн умăмра калакан сăмахăрсем чăрсăр, тет Çÿлхуçа. Эсир: «эпир Сана хирĕç мĕн калатпăр-ха?» тейĕр.

(14) Эсир калатăр: «Турра ĕçлесе тăни усăсăр, эпир Вăл хунă йĕркесене тытса тăни, Саваоф Турă умĕнче хурлăх тумĕпе çÿрени мĕн усă кÿчĕ?

(15) Халĕ мăнкăмăллисене эпир телейлĕ тесе шутлатпăр: йĕркесĕр ĕç тăвакансем ăнăçтарса пурăнаççĕ, Турра сăнаççĕ пулин те, тĕрĕс-тĕкелех юлаççĕ» тетĕр.

(16) Анчах Турăран хăракансем пĕрне-пĕри çапла калаççĕ: «Çÿлхуçа тăнлать те çакна илтет, Ун умĕнче Çÿлхуçаран хăракансем çинчен, Унăн ятне хисеплекенсем çинчен астăвăм кĕнеки çырăнать» теççĕ.

(17) Вĕсем Манăн пулĕç, тет Саваоф Çÿлхуçа, çавă кун, Эпĕ пултарас кун, Манăн еткерлĕхĕм пулĕç, çын хăйне ĕçлесе тăракан ывăлне мĕнле кăмăллать, Эпĕ те вĕсене çапла кăмăллăп.

(18) Ун чухне эсир каллех тÿрĕ çынпа йĕркесĕр çын хушшинчи, Çÿлхуçана ĕçлесе тăраканпа Ăна ĕçлесе тăман çын хушшинчи уйрăмлăха куратăр, тет.

4

1 2 3 4

(1) Акă кăмака пек хĕрсе çунакан кун килет; çавăн чухне мăнкăмăллисем, усал ĕç тăвакансем пурте улăм пек пулĕç, вĕсене килес кун çунтарса ярĕ, ĕнтĕ вĕсен тымарне те, пĕр туратне те хăвармĕ, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(2) Сирĕн валли вара, Манăн ятăма чĕререн хисеплесе тăракансем, тÿрĕлĕх Хĕвелĕ çĕкленсе тухĕ, Унăн çути сиплĕх парса тăрĕ, эсир тухатăр та самăр пăру пек сиккелесе выляма пуçлатăр;

(3) йĕркесĕр çынсене таптатăр, Эпĕ тăвас кун вĕсем сирĕн урăрсем айĕнчи тусан пулса тăрĕç, тет Саваоф Çÿлхуçа.

(4) Манăн Моисей чурамăн саккунне асра тытăр, çав саккуна Эпĕ ăна Хорив тăвĕ çинче пĕтĕм Израиль валли панă, çавăн пекех Эпĕ панă ÿкĕтсемпе йĕркесене те асра тытăр.

(5) Акă Эпĕ Çÿлхуçанăн аслă та хăрушă кунĕ çитиччен сирĕн патăра Илия пророка яратăп.

(6) Эпĕ килсессĕн çĕре ылханпа пĕтерсе пăрахмалла ан пултăр тесе, вăл ашшĕсен чĕрине ачисем енне, ачисенĕн чĕрине ашшĕсем енне çавăрĕ.

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Малахия Пророк Кĕнеки” çине пĕр шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.