Сăваплă Павел Апостолăн Ефесри Çынсене Янă Çырăвĕ


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сăваплă Павел Апостолăн Ефес Çыннисене Янă Çырăвĕ

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 ]

Ефесри 1

Саламлани

(1) Турă ирĕкĕпе Иисус Христосăн апостолĕ пулма тивĕçнĕ Павелран – Христос Иисуса чунтан парăннă Ефесри ĕненекенсене.

(2) Сире Атте Туррăмăрпа Иисус Христос Хуçамăртан ырăлăхпа канăçлăх пултăр.

Турра мухтани

(3) Иисус Христос Хуçамăрăн Турри, Унăн Ашшĕ, мухтавлă пултăр. Вăл пире, Иисус Христоспа пĕрлĕхлисене, чун-чĕмĕн тĕрлĕ пилĕпе çÿлти сăвапа пилленĕ.

(4) Вăл пире, Христоспа пĕрлĕхлисене, сăваплă та таса, юратуллă пурăнччăр тесе, тĕнчене пултаричченех суйласа илнĕ.

(5) –

(6) Хăйĕн чаплă ырăлăхне мухтамалла пултăр тесе, Турă пире Хăйĕн ырă ирĕкĕпе Иисус Христос урлă ывăллăха илмешкĕн чăн малтанах палăртса хунă, Хăйĕн савнă Ывăлĕ урлă пире ырăлăх панă.

(7) Ывăлĕ пире Хăйĕн Юнĕпе тÿлесе илни, Унăн ырăлăхĕ тулли пулни пирĕн çылăхсене каçармалла турĕ.

(8) Çав ырăлăха Вăл пире ытлашшипех панă çеç мар, унпа пĕрле тĕрлĕрен ăслăлăх та, ăнланулăх та панă.

(9) Хăйĕн ырă ирĕкне Ывăлĕ урлă пурнăçлама Вăл чăн малтанах палăртса хунă, çапла майпа пире Хăйĕн шухăшĕн вăрттăнлăхне уçса панă.

(10) Çакна Вăл вăхăт тулса çитсессĕн, çÿл тÿперипе çĕр çинчине пĕрлештерсе, Христоса пуç пултарас тесе тунă.

(11) –

(12) Пирĕн, Христоса маларах ĕненнисен, Турра чапа кăларма тăрăшмалла. Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса эпир Турă еткерне илессе пĕтĕмпех Хăй ирĕкĕпе Тăвакан малтанах палăртса хунă.

(13) Чăнлăх сăмахне – çăлăнăçăн Ырă Хыпарне – илтсессĕн, Ăна ĕненсе, эсир те Христоспа пĕрлĕхлĕ пултăр. Сире, Христоса пула, хăвăра пама пулнă Святой Сывлăш пичечĕпе палăртнă.

(14) Пирĕн Турра мухтава кăларма тăрăшмалла. Турă пире çылăх тыткăнĕнчен тÿлесе илĕ. Эпир Хăйĕн еткерне тивĕçессе унччен вара пире Святой Сывлăш шантарать.

Павел кĕлтуни

(15) Çавăнпа эпĕ те, эсир Христос Иисуса ĕненни çинчен, ĕненекенсене пурне те юратни çинчен илтрĕм те,

(16) хамăн кĕллĕмре сире аса илсе, сирĕншĕн Турра тăтăшах тав тăватăп.

(17) Иисус Христос Хуçамăрăн Турри, мухтав Ашшĕ, Хăйне пĕлмешкĕн сире ăслăлăх паракан тата вăрттăнлăх уçакан Сывлăш патăрччĕ тетĕп.

(18) Хăй сире чĕнсе илсе шанчăк панине, Унăн ĕненекенсене парас еткерĕ епле пысăк та чаплă пулнине сире пĕлтермешкĕн чĕрĕрсене уçтăрччĕ тетĕп.

(19) Пирĕн, Унăн аслă вăйне пула Ăна ĕненекенсен, хамăр ăшăмăрти Унăн виçесĕр вăй-хăватне пĕлмелле пултăрччĕ тетĕп.

(20) Турă çав аслă вăй-хăвата Христос урлă палăртрĕ: Ăна вилĕмрен чĕртсе тăратса, çÿл тÿпере Хăйĕн сылтăм енне лартрĕ.

(21) Вăл Христоса пур тĕрлĕ патшасенчен, пуçлăхсенчен, вăйлисемпе хуçасенчен – кунти пурăнăçра кăна мар, лери пурăнăçра та – çĕрпе пĕлĕт çинчи мĕн пур влаçран та аслăрах турĕ.

(22) Вăл Христоса пуринчен те асли – Чиркÿ Пуçĕ – туса, пурне те Унăн ури айне туса, Ăна пăхăнмалла турĕ.

(23) Чиркÿ – Христос Ÿт-пĕвĕ, пурне те Тултараканăн туллилĕхĕ пулса тăрать.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 ]

Ефесри 2

Вилĕмрен – чĕрĕлĕхе

(1) Турă йĕркине пăснăран тата çылăхлă пулнăран эсир те вилĕччĕ.

(2) Çак тĕнче йăлипе, усал сывлăшсемпе хуçаланакан пуçлăх ирĕкĕпе эсир тахçан çылăхлă пурăннă. Çав пуçлăх Турра хирĕççисемпе халĕ те хуçаланать-ха.

(3) Тахçан эпир хамăр та çавнашкалахчĕ: ÿт-пÿ хистенĕ хыççăн, ÿт-пÿпе шухăш-кăмăл илĕртнĕ хыççăн каяттăмăр. Эпир те, этем йăхĕнчисем, ыттисем пекех, Турă çилли çитес çынсем пулнă.

(4) –

(5) Анчах та иксĕлми ырăлăхлă Турă пире, çылăха кĕнĕрен вилнĕскерсене, Хăйĕн пысăкран та пысăк юратулăхĕпе юратса, Христоспа пĕрле чĕртрĕ. Унăн ырăлăхĕпе эсир çăлăнăç тупрăр.

(6) Вăл сире, Христоспа пĕрле чĕртсе, çÿл тÿпере Христос Иисуспа пĕрле лартнă.

(7) Çакна Вăл пире пулас ĕмĕрте Христос Иисус урлă Хăйĕн юратулăхĕнче палăракан иксĕлми ырăлăхне кăтартас тесе тунă.

(8) Мĕншĕн тесен эсир Унăн ырăлăхĕпе ĕненсе çăлăнăç тупрăр. Ку вара сирĕн тивĕçĕр мар, Турă парни.

(9) Çăлăнăçа ĕçе кура памаççĕ, çавăнпа никам та ĕçĕсемпе мухтаннă ан пултăр.

(10) Мĕншĕн тесен пире Турă çапла пултарнă: Христос Иисуспа пĕрлĕхлĕ туса, пире Хăй палăртнă ырă ĕçĕсене пурнăçламашкăн хатĕрленĕ.

Христоспа пĕрлĕхлĕ пулни

(11) Ĕнтĕ çакна ан манăр: çуралнă тăрăх, эсир тахçан урăх халăх çыннисем шутланнă. Сире „ÿт кастарнă“ текеннисем „ÿт кастарманнисем“ тетчĕç. Ÿт кастарасси вара – этем аллипе тунă ĕç кăна.

(12) Ун чухне эсир Христоссăр пулнă, Израиль халăхĕнчен те, Турă шантарса панă халалран та аякра тăнă; çак тĕнчере шанчăксăр, Турăсăр пурăннă.

(13) Халĕ вара эсир, тахçан Турăран аякра пулнисем, Христос Иисуспа пĕрлĕхлĕ, Унăн Юнĕ урлă эсир Турă патне çывхартăр.

(14) Мĕншĕн тесен Христос урăх халăхсемпе иудейсене çураçтарнă, пĕр халăх туса пĕрлештернĕ, вĕсене уйăрса тăракан чăрмава аркатнă.

(15) Хăйĕнпе пĕрлĕхлĕ пултарса иккĕшĕнчен пĕр çĕнелнĕ этем тăвас тесе, килĕшÿ кÿрес тесе курайманлăха Хăйĕн вилĕмĕпе пĕтернĕ, саккун хушнине Хăйĕн вĕрентĕвĕпе пăрахăçланă.

(16) Вăл Хăйĕн хĕрес çинчи асапĕпе курайманлăха пĕтерсе, иккĕшĕнчен пĕр туса, вĕсене Турăпа çураçтарас тенĕ.

(17) Вара, килсессĕн, Вăл сире, Турăран аякрисемпе çывăххисене те, канăçлăх кÿрекен Ырă Хыпар пĕлтернĕ.

(18) Христоса пула ĕнтĕ икĕ халăхĕшĕн те, пĕр Сывлăш витĕмĕпе, Ашшĕ патне каймалли çул уçăлчĕ.

(19) Çапла вара, эсир çичĕ ют та мар, ютран килнисем те мар, эсир – Турă халăхĕн пĕр тан çыннисемех, Турă ачисемех пулатăр.

(20) Эсир апостолсемпе пророксем хывнă никĕс çинче çирĕп тăратăр. Никĕсри тĕп чул вара – Иисус Христос Хăй.

(21) Çав тĕп чул çинче пĕтĕм çурт тытăнса тăрать. Вăл, тикĕс купаланса, Хуçамăра халалланă таса Чиркÿ пулса пырать.

(22) Христоспа пĕрлĕхлĕ пулса, Турă Сывлăшĕ пулăшнипе эсир те Турă çурчĕ пулса пыратăр.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 ]

Ефесри 3

Павел – ытти халăхсен ÿкĕтлевçи

(1) Çавăнпа та эпĕ, Павел, сирĕншĕн, урăх халăх çыннисемшĕн, Иисус Христос тыткăнĕнче пурăнатăп.

(2) –

(3) Сире валли хатĕрленĕ Хăйĕн ырăлăхне Турă мана пани çинчен, мана Турă вăрттăнлăхĕ уçăлни çинчен эсир илтнĕ ĕнтĕ. Ун пирки эпĕ маларах кĕскен çырнăччĕ.

(4) Эппин, çавна вуласа тухсассăн, эпĕ Христос вăрттăнлăхне епле ăнланнине эсир пĕлме пултаратăр.

(5) Этемлĕхĕн иртнĕ рăвĕсене çав вăрттăнлăха пĕлме паман, анчах та халĕ Святой Сывлăш çав вăрттăнлăха Унăн сăваплă апостолĕсемпе пророкĕсене уçса панă.

(6) Вăрттăнлăхĕ вара çакă: Ырă Хыпар пĕлтернипе ытти халăхсем те иудейсемпе пĕрлех еткер илме тивĕçлĕ, вĕсем те пĕр ÿт-пÿ пайĕсемех, вĕсем те Турă Иисус Христос урлă пама шантарнине илес çынсемех.

(7) Турă Хăйĕн хăвачĕпе мана ырăлăхне парнеленине пула, эпĕ Ырă Хыпаршăн ĕçлесе тăракан пултăм.

(8) Мана, ĕненекенсенчен пуринчен те тивĕçсĕррине, çав ырăлăха – Христосăн ăсласа илейми пуянлăхĕ çинчен ытти халăхсене пĕлтерме – шанса панă.

(9) –

(10) Çÿл тÿпери пуçлăхсемпе влаçсене Туррăн тĕрлĕ енлĕ ăслăлăхĕ Чиркÿ урлă халĕ паллă пултăр тесе, Туррăн вăрттăнлăхне, шухăшне манăн пурне те уçса памалла. Çав вăрттăнлăх вара Иисус Христос урлă пурне те туса çитернĕ Турăра мĕн ĕмĕртен пытарăнса упраннă.

(11) Ĕмĕрсем пуçланичченхи çав шухăшне Турă вара Христос Иисус урлă, пирĕн Хуçамăр урлă, пурнăçланă.

(12) Унпа пĕрлĕхлĕ пулса, Ăна ĕненсе, эпир çирĕп кăмăллăн та шанчăклăн Турă патне çывхарма пултаратпăр.

(13) Çавăнпа та эпĕ сирĕншĕн хурлăх курнăшăн ан кулянăр, вăл асапсене эпĕ сире мухтава кăларасшăн тÿсетĕп.

(14) Эпĕ çавăнпа та Иисус Христос Хуçамăрăн Ашшĕ умне чĕркуçленетĕп.

(15) Çÿл тÿпери тата çĕр çинчи кирек епле йăх-рăва та ят параканĕ – Вăл.

(16) Хăйĕн мухтавĕн пуянлăхне кура Вăл сире вăй патăрччĕ, Хăйĕн Сывлăшĕпе ăшăрсенчи çĕнелнĕ этеме çирĕплетсе ÿстертĕрччĕ тесе кĕлтăватăп.

(17) Ĕненĕве пула сирĕн чун-чĕрĕрте Христос пурăнтăрччĕ тетĕп.

(18) Юратулăх сирĕнте çирĕп тымар янăран сирĕн ытти мĕн пур ĕненекенсемпе пĕрлех ĕненĕвĕн анлăш-тăршшĕне, тарăнăш-çÿллĕшне пĕлмелле пултăрччĕ,

(19) чунăрсене Туррăн туллилĕхĕпе пĕтĕмпех тултармашкăн Христосăн ăсласа илейми юратулăхне ăнланмалла пултăрччĕ тетĕп.

(20) Хăйĕн вăй-хăвачĕпе пирĕн ăшăмăрта хамăр ыйтнинчен те, ĕмĕтленнинчен те ытларах Тăвакана мухтав пултăр.

(21) Иисус Христоспа пĕрлĕхлĕ Чиркÿре ламран лама, ĕмĕр-ĕмĕр Турра мухтав пултăр. Аминь.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 ]

Ефесри 4

Чиркÿ пĕрлĕхĕ

(1) Çапла вара эпĕ, Хуçамăршăн тăрăшнине пула тĕрмере лараканскер, сире тархаслатăп: хăвăра чĕнсе илнине тивĕçлĕ пулăр.

(2) Йаваш та сăпайлă, чăтăмлă пулăр, пĕр-пĕрне юратса-каçарса пурăнăр.

(3) Турă Сывлăшĕ панă пĕрлĕхе пĕр-пĕринпе килĕштерсе упрама тăрăшăр.

(4) Хăвăра Турă чĕнсе илсе пĕртен-пĕр шанчăк панă пекех, эсир пĕр ÿт-пÿпе, пĕр чун-чĕмпе пурăнăр.

(5) Хуçамăр пĕрре, ĕненÿ пĕрре, шыва кĕни те пĕрре;

(6) Туррăмăр пĕрре, Вăл пурин Ашшĕ те. Вăл – пуринчен те çÿлте, Хăйĕн хăватне пурин урлă та тăвать, Вăл – пурин ăшĕнче те.

(7) Пире кашнинех Христос ырăлăх виçсе панă.

(8) Çавăнпа çапла каланă та: «Çÿле хăпарсан Вăл тăшманĕсене тыткăна илнĕ, этемсене вара тивĕçлĕ парнесем панă».

(9) „Çÿле хăпарсан“ тени вара мĕне пĕлтерет-ха? Маларах Вăл çĕр тĕпне анса курнине мар-и вара?

(10) Çапла ĕнтĕ, пĕрре анса, тепре çÿл тÿперен те çÿлерех çĕкленсе, Вăл çут тĕнчене Хăйĕнпе тултарнă.

(11) Вара Вăл хăшĕсене апостол, хăшĕсене пророк, хăшĕсене Ырă Хыпар пĕлтерсе çÿрекен, хăшĕсене вĕрентÿçĕсемпе чун кĕтÿçисем тунă.

(12) Çав çынсене ĕненекенсен сăваплăхне ÿстермешкĕн, Турăшăн ĕçлемешкĕн, Христос Ÿт-пĕвне – Чиркĕве – тĕреклетмешкĕн уйăрса лартнă.

(13) Турă Ывăлне ĕненсе, пĕлме тăрăшса, эпир пурте пĕр пуличчен, хамăр та Христос пекех паха, аталанса çитнĕ арсем пуличчен çапла пулмалла.

(14) Пирĕн ĕнтĕ çаплах пĕчĕк ачасем пек пулмалла мар. Вĕсене кирек епле вĕрентÿ çилĕ те, иккĕлентерсе, çавăрттарса ярать; улталама вĕренсе çитнĕ чее çынсем хыççăн вĕсем часах каяççĕ.

(15) Пирĕн вара чăнлăха пĕлтерсе, юратса чун-чĕрепе Ун патнелле ÿссе çĕкленмелле; Христос вăл – Пуç.

(16) Пĕтĕм Ÿт-пĕвĕн – Чиркĕвĕн – тĕрлĕ пайĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тăраççĕ, пĕтĕм Ÿт-пÿ пĕрлĕхлĕ, Ÿт-пĕвĕн кашни пайĕ кирлĕ пек ĕçлет. Пуçа пула вара пĕтĕм Ÿт-пÿ юратулăхра ÿссе, хăйне хăй аталанса пырать.

Кивĕ пурăнăçран çĕнĕ пурăнăç патне

(17) Çавăнпа та эпĕ сире Хуçа Турă ячĕпе тархаслатăп: малашне тĕлсĕр те пушă ăс-пуçлă ытти халăхсем пек ан хăтланăр.

(18) Вĕсен ăс-тăнĕ çуталман-ха. Турра пĕлменрен, хытă чун-чĕреллĕ пулнăран вĕсем Турăран ютшăнса пурăнаççĕ.

(19) Вĕсем, намăс-симĕсе çухатса, нихăçан тăранмасла тем тĕрлĕ ирсĕрленсе, аскăнлăха ярăннă.

(20) Эсир вара апла мар: Христоса ĕненсессĕн епле пурăнмаллине пĕлетĕр.

(21) Мĕншĕн тесен эсир Ун çинчен илтнĕ, Ăна ĕненсе чăнлăха пĕлнĕ (чăнлăх вара – Иисусра).

(22) Çав чăнлăха пула ултавлă аскăн кăмăл хыççăн кайса çĕрĕшсе пĕтекен кивĕ çыннăн пурăнăç йĕркине пăрахăçламаллине,

(23) ăс-тăнпа чун-чĕме çĕнетмеллине эсир пĕлетĕр.

(24) Турă евĕрлĕ пултарнă, чăнлăха пула тÿрĕ те сăваплă пурăнакан çĕнĕ этем сăнлăхне йышăнмаллине те пĕлетĕр.

Çĕнĕ пурăнăç йĕрки

(25) Сирĕнтен кашниех, суялăха пăрахăçласа, хăвăра çывăх çынна чăннине калатăр, мĕншĕн тесен эпир пĕр ÿт-пÿ пайĕсем.

(26) Çилленсен те çылăха ан кĕрĕр: хĕвел аниччен çиллĕр иртсе кайтăр.

(27) Шуйттана хăвăра улталама ан парăр.

(28) Кам вăрласа пурăннă, малашне ан вăрлатăр. Ху валли ху ĕçлесе ил, вăл çитмен пурăнăçпа пурăнакана та пулăшма çиттĕр.

(29) Чĕлхе-çăварăртан пĕр юрăхсăр сăмах та ан тухтăр, ĕненме ÿкĕтлекен ырă сăмах кăна тухтăр. Çав сăмах итлекене ырăлăх кÿтĕр.

(30) Туррăн Святой Сывлăшне ан хурлăр, çылăхран тÿлесе илес кун валли сире Святой Сывлăш пичечĕпе паллă тунă.

(31) Кирек епле тарăхупа хаярлăх та, çилленÿ те, кăшкăрашу та, киревсĕр сăмах та, ытти усаллăх та сиртен аякра тăтăр.

(32) Пĕр-пĕринпе ырă пулăр, пĕр-пĕрне хĕрхенĕр, Христос урлă Турă сире каçарнă пек, эсир те пĕр-пĕрне каçарăр.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 ]

Ефесри 5

(1) Çапла вара, юратакан ачисем пек пулса, Турă евĕр пулма тăрăшăр,

(2) пĕр-пĕрне юратса пурăнăр. Христос та, пире юратса, пирĕншĕн Хăйне Хăй парнелĕхе, Турра юрăхлă ырă парнелĕхе кÿнĕ.

(3) Турра ĕненекенсен хăйсене тивĕçлĕ тыткаламалла, çавăнпа сирĕн хушшăрта аскăнлăхпа тĕрлĕ ирсĕрлĕх, çăткăнлăх пирки калаçу та ан пултăр.

(4) Тата усал сăмах калани, пуш сăмах калаçни, вырăнсăр шÿтлени сире килĕшмест, тав сăмахĕ кăна килĕшÿллĕ.

(5) Ĕнтĕ çакна пĕлсе тăрăр: нимĕнле аскăнчăк та, ирсĕр çын та, мулшăн çунакан та Христоспа Турă Патшалăхĕн еткерне илеес çук. Унашкалли кĕлеткесене пуççапаканпа пĕрех.

Çутă ачисем пек пурăнасси

(6) Хăвăра пуш сăмахпа илĕртсе улталама ан парăр. Унашкаллисене, Турра хирĕççисене, Турă çилли çитет.

(7) Çавăнпа та вĕсемпе пĕр каварлă ан пулăр.

(8) Эсир те тахçан тĕттĕмлĕхре пурăннă. Халĕ вара, Хуçамăрпа пĕр пулса, çутăлăха тухрăр. Эппин çутă ачисем пек пурăнăр.

(9) Мĕншĕн тесен Святой Сывлăшăн çимĕçĕсем çаксем: ырăлăх, тÿрĕлĕх тата чăнлăх.

(10) Турра мĕн юрăхлине пĕлмешкĕн тăрăшăр.

(11) Тĕттĕмлĕхĕн усăсăр ĕçĕсене ан хутшăнăр, хутшăнма мар – питлĕр.

(12) Мĕншĕн тесен тĕттĕмлĕх ачисен вăрттăн ĕçĕсем çинчен калама та намăс.

(13) Çапах та çутта пула мĕн питлени палăрать. Çутăра палăрни вара йăлтах курăнса тăрать.

(14) Çавăнпа та каланă ĕнтĕ: «Эй, чунна çывратса янăскер, вăран та вилĕмрен чĕрĕлсе тăр, вара сана Христос çути çутатĕ».

(15) Çавăнпа та астăвăр: хăвăра ăссăррисем пек мар, ăслисем пек асăрхануллă тытăр.

(16) Вăхăта хаклама пĕлĕр, мĕншĕн тесен саманисем пит усал.

(17) Çапла вара, çăмăлттай шухăшлă ан пулăр, Турă ирĕкне пĕлсе çитмешкĕн тăрăшăр.

(18) Эрех ĕçсе ÿсĕрĕлсе ан çÿрĕр, вăл путсĕре кăларать. Ун вырăнне чун-чĕрĕре Святой Сывлăшпа тултарăр.

(19) Пĕр-пĕрне псалом, мухтав юрри, кĕлĕ юрри сăмахĕсемпе ÿкĕтлĕр. Пĕтĕм чĕререн Хуçа Турра мухтаса юрлăр.

(20) Хамăр Хуçамăр Иисус Христос ячĕпе яланах Атте Турра пуриншĕн те тав тăвăр,

(21) Турăран хăраса, пĕр-пĕрне итлесе пурăнăр.

Упăшкисемпе арăмĕсем

(22) Эй, арăмсем! Упăшкăрсене Хуçа Турра пăхăннă пек пăхăнăр.

(23) Мĕншĕн тесен Христос – Чиркĕвĕн Пуçĕ те, Вăлах – ĕненекенсене Çăлаканĕ те пулнă пекех, упăшки те арăмĕн пуçĕ пулса тăрать.

(24) Чиркÿ Христоса епле пăхăнать, арăмĕн те пур енчен те упăшкине пăхăнмалла.

(25) Эй, арçынсем! Арăмăрсене Христос ĕненекенсене юратнă пек юратăр, Вăл Чиркÿшĕн Хăйĕн пурăнăçне панă.

(26) Çакна Вăл Чиркĕве сăмахпа сăваплатса тасатмашкăн шыва кĕртес тесе,

(27) мухтавлă Чиркĕвĕн – Хăйĕн çураçнă хĕрĕн – нимĕнле çитменлĕх те ан пултăр тесе, вăл сăваплă та таса пултăр тесе тунă.

(28) Упăшкисен арăмĕсене хăйсен ÿт-пĕвне юратнă пекех юратмалла: арăмне юратакан хăйне те юратать.

(29) Мĕншĕн тесен хăйĕн ÿт-пĕвне юратман, курайман çын çук. Хуçамăр Хăйĕн Чиркĕвĕшĕн тăрăшнă пекех, этем те хăйĕн ÿт-пĕвне тутă та ăшă усрать.

(30) Эпир вара – Унăн ÿчĕпе шăм-шакĕнчен пулнă Унăн Ÿт-пĕвĕн пайĕсем.

(31) «Çавăнпа та этем хăйĕн ашшĕпе амăшне пăрахĕ те арăмĕ çумне çыпçăнĕ; вара иккĕшĕ пĕр ÿт-пÿ пулĕç», – тенĕ Çырнинче.

(32) Çакă питĕ пысăк вăрттăнлăх; çак сăмахсене Христоспа Чиркÿ пирки те каланă тесшĕн эпĕ.

(33) Сирĕнтен кашниех арăмне хăйне юратнă пек юраттăр. Арăмĕ вара хăйĕн упăшкине хисеплетĕр.

Ефесри 6

Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем

(1) Эй, ачасем! Аçăр-аннĕре Хуçа Турра юрăхлă пек итлĕр, çакă тĕрĕс пулать.

(2) Чи малтанхи пил-хушура пама пулнине шантарса çапла каланă: «Аçупа аннÿне хисепле;

(3) вара хăвна лайăх пулĕ, çĕр çинчи кун-çулу вăрăм килĕ».

(4) Эсир те, ашшĕсем, ачăрсене пули-пулми ан тарăхтарăр. Вĕсене Хуçа Турă вĕрентĕвĕпе тата ÿкĕчĕпе пăхса ÿстерĕр.

Чурасемпе хуçисем

(5) Эй, чурасем! Çĕр çинчи хуçăрсене хăраса-чĕтресе, пĕтĕм чĕререн, Христоса пăхăннă пек пăхăнăр.

(6) Йапăлтисем пек, куç умĕнче кăна тăрăшкаланçи ан тăвăр; пĕтĕм чунран Турă ирĕкне пурнăçласа, Христос чурисем пек пулăр.

(7) Çыншăн мар, Хуçа Турăшăн ĕçленĕ пек тăрăшса ĕçлĕр.

(8) Çакна пĕлсе тăрăр: чура-и, ирĕклĕ çын-и – пурпĕрех – кашни мĕн чухлĕ ырă тунă, Хуçамăр ăна çавăн чухлĕ парĕ.

(9) Эсир те, хуçасем, чурасемпе çавнашкалах ырă пулăр, вăйпа хăратма пăрахăр. Çакна астăвăр: вĕсен те, сирĕн те тÿпере пĕр Хуçа, çын кам пулнине Вăл пăхмасть.

Туррăн çар тумтирне тăхăнăр

(10) Тăванăмсем! Тата эпĕ çакна каласшăн: Хуçа Турăпа, Унăн вăй-хăвачĕпе тĕрекленĕр.

(11) Шуйттанăн вăрттăн каварĕсене хирĕç тăмашкăн Туррăн çар тумтирне тăхăнăр.

(12) Мĕншĕн тесен эпир ÿтлĕ-юнлă çынсемпе çапăçмастпăр. Эпир тÿпери пуçлăхсене, влаçсене, çак тĕттĕмлĕх тĕнчине тытса тăракансене, çĕрпе пĕлĕт хушшинчи усаллăх сывлăшĕсене хирĕç тăратпăр.

(13) Çавăнпа та, хура кунсем çитсессĕн хирĕç тăмашкăн, парăнмасăр йăлтах тÿссе ирттермешкĕн Туррăн çар тумне-хатĕрне илĕр.

(14) Эппин чăнлăх пиçиххине çыхса, тÿрĕлĕхĕн тимĕр тумне тăхăнса, çирĕп тăрăр.

(15) Канăçлăх çинчен пĕлтермешкĕн хатĕр пулни сирĕн урана тăхăнмалли пултăр.

(16) Унтан та ытларах, ĕненĕвĕн ум хÿттине тытăр – унпа эсир шуйттанăн ухă йĕпписене, хĕртнĕскерсене, пурне те сÿнтерме пултаратăр.

(17) Тата çăлăнăçăн шлемне тăхăнăр. Хăвăрпа пĕрле чун-чĕм хĕçне – Турă Сăмахне – илĕр.

(18) Тĕрлĕрен кĕлĕпе яланах Турра кĕлтăвăр, тархаслăр. Яланах Турă Сывлăшĕпе килĕшÿллĕн пуççапăр. Çакна çирĕп тытса пырса мĕн пур ĕненекенсемшĕн кĕлтăвăр.

(19) Маншăн та кĕлтăвăр. Ырă Хыпар вăрттăнлăхне хăюллăн хыпарлама çăварăма уçсассăнах, Турă ăна кирлĕ сăмах патăрччĕ тесе кĕлтăвăр.

(20) Сăнчăрласассăн та, эпĕ – Ырă Хыпар элчи. Тивĕçĕме пурнăçласа, манăн уççăн та хăюллăн Ырă Хыпар пĕлтересчĕ. Çавăншăн кĕлтăвăр.

Сывпуллашни

(21) Манăн ĕç-пуç çинчен, эпĕ мĕн туни çинчен вара сире Тихик каласа парĕ. Вăл манăн юратнă ĕненекен тăванăм, Хуçа Туррăмăрăн шанчăклă тарçи.

(22) Эпĕ ăна сирĕн патăра хамăр çинчен каласа пама тата сире хавхалантарма ятăм.

(23) Атте Турăпа Иисус Христос Хуçамăртан канăçлăх тата ĕненÿллĕ юратулăх пултăр сире, тăванăмсем.

(24) Иисус Христос Хуçамăра ĕмĕр-ĕмĕр юратакансене пурне те Турă ырăлăхĕ пултăр. Аминь.

Тупмалли
[ 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 ]

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Сăваплă Павел Апостолăн Ефесри Çынсене Янă Çырăвĕ” çине 4 шухăш

  1. […] йапалана ан ĕçĕр, вăл етем ăсне пăсат̌“, тет (Ефес. 5, 18). Тата тепĕр çĕрте калат̌: „ерех ĕçекенсем (ÿссĕрсем) […]

    Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.