Чăвашла Коран тафсирĕ

(1) Кĕнекене уçакан пай

 

Йышăнманни

Çак Ислам тĕнĕпе çыхăннă текста кăларса тăратни VulaCV проект Ислам тĕнне ырлани шутланма пултармасть. Тĕрлĕ культурăсене тата тĕнсене тарăнрах тĕпчес, тĕрĕс хак парас текенсем валли усăллă хатĕр пултăр терĕмĕр. Çак текстра тĕрĕсси те, йăнăшши те пулни çинчен те асăрхаттаратпăр. Кĕнекен хăш пĕр пайĕсене куçармасăр хăварнă.


(1) Çут тĕнчери мĕн пур чуна Хăй ырăлăхне паракан, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçаракан Турă ячĕпе!

(2) Тĕнчесен пĕртен-пĕр Туррине мĕн пур мухтав!

(3) Вăл Хăй ырăлăхне çут тĕнчери мĕн пур чуна парать, чăн тĕнпе пурăнакан чурисене хĕрхенсе каçарать.

(4) Шухăшăмăрсемпе ĕçĕмĕрсемшĕн явап тытмалли кун патши пĕр Вăл кăна.

(5) Турăçăм! Эпир пĕр Сана кăна ĕненсе пуç çапатпăр, Эсĕ хушнă пек пурăнатпăр! Турăçăм! Пире тĕрлĕ усал-тĕселрен, çылăха кĕресрен упрасам, йывăрлăхра пулăшса пырсам!

(6) Турăçăм! Пире тÿрĕ çул çине кăларсам, пире чăн тĕне çирĕп тытса пурăнмалла тусам!

(7) Турăçăм! Пире Сана чун-чĕререн ĕненсе Сан сăвапна тивĕçнĕ çынсен çулĕпе утма пиллесем, тĕрĕслĕхе ăнланмасăр улталаннă тата чăнлăха курайманнипе ыттисене те суя çул çине пăрса яма тăрăшакансем хыççăн каясран упрасам!Малаллине вулас

Басмач

 

Петĕр Хусанкай


 

I

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Араб лаши хивре юртать, —
Ик чикĕрен ывăнать.
Тĕве хуллен кăна утать, —
Кунĕн-çĕрĕн çул тытать.
— Саади

1

I: 1 2 3 7 8
9 10
II: 1 2 3
III.
IV: 1 2 3 4 5

Тÿлек ачаччĕ Рахманкул,
Илемлĕ каччăччĕ вăл ялшăн.
Хуллен кăна пухаччĕ мул
Мехел çитсессĕн авланмашкăн.

Хĕрарăм хаклă ку енче,
Тÿлеççĕ хĕршĕн пысăк хулăм.
Узбекшăн арăм — çут тĕнче,
Хусах юлсан эс сумсăр пулăн.Малаллине вулас

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн ][ Геннадий Айхи

Эс — пăлханнă пекрех курăнасшăн,
Сив сăнра вара — нимĕн те çук.
Ыр сунам пек тăван,— амантасшăн!
Тем чухлать, тем виçет сан куçу.

Чĕрÿне тăнламастăн эс халĕ,
Йăлт картатăн эс сивĕ ăспа.
Сивĕ куç — пасарта пулăшкалĕ,
Туслăха — тупаймастăн унпа.

1953

Петĕр Хусанкай: Тилли Юррисем

Sijen2

• Тĕн

пăтрашăвĕ,

тĕшмĕш,

ăрăм

• Ырă мар

тĕслĕх


d185d183d0b7d0b0d0bdd0b3d0b0d0b920d0bfd0b5d182d18020d0bfd0b5d182d180d0bed0b2d0b8d187Хусанкай Петр Петрович – по­эт, куçаруçă, общество деятелĕ. Хусанкая 1938-мĕш çулт национализмшăн айăпласа арестленĕ, 1939-мĕш çулта суд йышăнăвĕпеле ирĕке кăларнă. [Чув. энц.]

Хусанкай пултарса хăварнă эткерлĕхре поэзин мĕн пур жанрĕсем (кĕске эпиграммасенчен сăвăллă роман таранччен), тĕрлĕрен сăвă виçи, строфа тата ритм тĕсĕсем пур. [Чув. энц.]

Унăн сăввисем малтанах “Сунтал” журнал урлă халăх умне тухаççĕ. (1924), 1928-мĕш çулта вара “Уяртсан” ятлă сăввисен пуххи кĕнеки тухать. [Чув. энц.]

Критиксем Хусанкай ĕçне пĕр пек хак паман, поэтăн 20-30-мĕш çç. çырнисем тата куçарнисем национализм тата декаданс витĕмĕ курнă юхăмсен шутне кĕреççĕ. 1962 çулта кун çути курас “Тилли юррисем” ярăма та Хусанкай 38-39 çулсенче тĕрмере ларнă чухне çырма тытăнать. [Чув. энц.]Малаллине вулас