Записки Александры Фуксъ о Чувашахъ и Черемисахъ Казанской Губерніи

Александра Фукс

(1805 — 1853)

fuks_aa
Александра Фукс (Fuchs)

Хусанта çуралса ÿснĕ, унтах вилнĕ, Шупашкарта тата ашшĕпе пĕрле чăвашсем хушшинче вăрах пурăннă. Сăмах хăватне ăна куккăшĕ — вырăссен паллă поэчĕ Г. П. Каменев илентернĕ, ун урлах вăл вăхăтри чаплă çыравçасемпе — Н. С. Арцыбашев- па, Н. М. Языковпа, Е. А. Баратынскипе, Д. П. Ознобишинпа, А. С. Пушкинпа паллашнă. А. Пушкин Пугачев йĕрĕпе çÿренĕ чухне (1833 çулта) Хусанта весен килĕнче паллă профессор Карл Фукс патĕнче пулнă. Çав тĕл пулу çинчен Александра Фукс паха аса илÿ пичетленĕ.

Малаллине вулас

Чăвашсем хушшинче, хурăнлă çулпа…

Хусан хутлăхĕнче Александра Фукс паллă сăвăç шутланнă. Пире вăл чăвашсем çинчен çырнă тĕрленчĕкĕсемпе паллă. Тĕпчевçĕсем унăн «Записки Александры Фукс о чувашах и черемисах» (1840) кĕнекине пысăка хурса хакланă.

Карл Фукс арăмĕ патне çырнă отвечĕсенчен:

Чăвашсем Хушшинче, Хурăнлă Çулпа…

(Çул çинче çырса пынисенчен)

200px-karl_fuchs2c_1828
Карл Фукс (Karl Fuchs, 1776 – 1846) – Александра Фукс упăшки. Хусан университечĕн ректорĕ.

Высочайши хушнипе Чулхулана 1831 çулта халер чирĕ хытă сарăлнине чарас ĕçпе кайнă чухне çырса пынă журнал хучĕсене уçкаласа эпĕ Шупашкар уесĕпе чăвашсем çинчен çырнă хăш-пĕр асăрхаттарусене тупрăм; вĕсене санăн кăмăлна кура халĕ çырса илетĕп те савăнсах пĕлтеретĕп.Малаллине вулас