Пăлхар патшалăхне çитсе курни


أحمد بن فضلان  Ахмед ибн Фадлан

(Пĕр Сыпăкĕ. Вырăсла куçарнă тулли текстне каçмашкăн çакна пусăр)

 



Эпир вара Пушкăртсен çĕр-шывĕнчен тухса кайрăмăр та Çарăмсан шывĕ урлă, унтан Урен (Уран) шывĕ урлă, унтан Вăрăм (Урăм) шывĕ урлă, унтан Майна (Байнах) шывĕ урлă, унтан Вăта (Ватыг) шывĕ урлă, унтан Пасна (Басна) шывĕ урлă, унтан Гаушерма (Джавшир) урлă каçрăмăр. Эпир асăннă шывсем хушши — икĕ е виçĕ, е тăватă кун унтан сахалтарах е ытларах каймалăх. Эпир хамăр çитме тухнă сакалиб патши патне çитесси кунпа çĕр каймалăх юлсан, вăл пире кĕтсе илме хăйне пăхăнса тăракан тăватă тарăна, хăйĕн шăллĕсене тата хăйĕн ывăлĕсене хирĕç ячĕ. Пире вĕсем çăкăрпа, ашпа, вирлĕ кĕтсе илчĕç те пĕрле пычĕç. Эпир патша патне çитесси икĕ фарсах юлсан, вăл пире хăй тухса кĕтсе илчĕ: пире курсанах ут çинчен анчĕ те аслă та хăватлă Аллаха ыр сунса ÿксе пуç çапрĕ. Унăн çаннинче дирхем пулнă, вара вăл ăна пирĕн çине сапрĕ. Вăл пире валли юртăсем ларттарчĕ те, эпир унта вырнаçрăмăр. Эпир патша патне çитнĕ чух вырсарни кунччĕ, виç çĕр вуннăмĕш çулхи мухаррем уйăхĕн вун икĕ каçĕ иртнĕччĕ. Джурджанипе ун çĕр-шывĕ хушши—çитмĕл кун каймалăх.

 

Çапла вара çырăва вуланине итлеме ун çĕр-шывĕн тăрăнĕсем, çар пуçĕсемпе ун çĕр-шывĕнче пурăнакансем пуçăниччен вырсарни кун, тунти кун, ытлари кун тата юп кун эпир хамăра валли лартнă юртăсенчех пурăнтăмăр. Кĕçнерни кун вĕсем пухăнса çитсен эпир хамăрпа пĕрле илнĕ икĕ элеме çакрăмăр, елтĕпере парнелĕх парса янă ута йĕнерлерĕмĕр, ăна савадпа витрĕмĕр, елтĕпере тюрбан сыртартăмăр. Вара эпĕ халиф çырăвне кăлартăм та ăна: «Ку çырăва вуланă чух пире ларма юрамасть»,— терĕм. Вара вăл ура çине тăчĕ,— вăл хăй тата ун патшалăхĕнче пурăнакансен йышĕнчен килнĕ ятлă çынсем те тăчĕç, хăй вара вăл — питĕ хулăн та хырăмламас этем. Эпĕ вулама тытăнтăм та çыру пуçламăшне вуласа патăм, унтан эпĕ: «Тăнăçлăх сана, эпĕ Аллаха чăннипех ятран каласа мухтатăп,—унсăр пуçне урăх турă çук»,— тенĕ тĕле çитсен ăна çапла каларăм: «Тĕрĕс тĕне ĕненекенсен пуçлăхне тăнăçлăх сун»,— терĕм. Вал вара хуравларĕ, ыттисем те пурте хуравларĕç.

Тăлмач эпĕ вуланине тĕплĕн куçарса пычĕ. Эпир вуласа пĕтерсен вара вĕсем: «Аллах аслă!»—тесе çĕр чĕтремех кăшкăрчĕç. Елтĕпер ура çинче тăнă вăхăтра вара эпĕ Хамид ибн аль Аббас визнрь çырăвне вуласа патăм. Унтан эпе ăна ларма сĕнтĕм, Назир аль Харами çырăвне вуланине вăл ларсах итлерĕ. Ăна вуласа пĕтерсен елтĕперпе пĕрле çÿрекенсем ун çипе дирхем нумай сапрĕç. Унтан эпĕ унпа ун арăмĕ валлн парнелĕх хатĕрленĕ ырă шăршăллă япаласене, тумтирпе ĕнчĕ таврашне кăлартăм та вĕсене пĕрин хыççăн теприне япалисем мĕн пĕтичченех пара-пара тăтăм. Унтан эпĕ ун арăмĕ çине çынсем умĕнчех чыс халачĕ уртса ятăм,— хăйсен йăли-йĕрки тăрăх вăл ун чухне елтĕперпе юнашар ларчĕ. Эпĕ ун çине чыс халачĕ уртса ярсан хĕрарăмсем ун çине дирхем сапрĕç, вара эпир уйрăлтăмăр.

Пĕрер сехет иртсен елтĕпер пире хăй патне чĕнтерчĕ, вара эпир ун патне кĕтĕмĕр, вăл ун чухне хăй юртипчеччĕ. Тăрăнсем унан сылтăм енче ларатчĕç, пире вăл хăйĕнчен сулахай енне ларма сĕнчĕ, ун чухне ывăлĕсем ун умĕнче ларатчĕç, вăл хăй вара византи парчипе витнĕ трон çинчеччĕ. Вăл ĕçме-çиме лартнă сĕтел илсе килме хушрĕ те сĕтеле ун патне илсе килсе лартрĕç. Ун çинче пĕçернĕ аш кăначчĕ. Çапла вара елтĕпер çиме тытăнчĕ: çĕçĕ илчĕ, пĕр татăк касрĕ те çирĕ, унтан — иккĕмĕшне, виççĕмĕшне. Унтан вăл пысăк татăк касрĕ те Сусан элче пачĕ. Лешĕ ашне алла илсен ун умне пĕчĕк сĕтел илсе килсе лартрĕç. Йăли тăрăх, елтĕпер татăк тыттариччен çиме патне никамăн та алă тăсмалла мар. Пĕр-пĕр çынна аш татăкĕ тыттарсанах ун умне сĕтел пырса лартаççĕ. […]

Эпĕ ун çĕр-шывĕнче çав тери нумай тĕлĕнтермĕш япала куртăм, вĕсем нумаййипе пурне те асăнса тухаймăп: сăмахран, ун çĕр-шывĕнче эпир малтанхи хут çĕр выртнă чухне шăпах хĕвел анса ларнă вăхăтра, кĕлĕ вăхăтĕнче, тÿпе хĕрри хĕп-хĕрлĕ пулчĕ. Эпĕ сывлăшра çÿлте хыттăн шавланине тата хулăн сасăсем илтрĕм. Пуçа çĕклесе пăхрăм та хамран инçех те мар вут пек хĕрлĕ пĕлĕт куртăм, çав сасăсем çавăнтан илтĕнеççĕ иккен. Акă унта çынсемпе утсем евĕрлĕ мĕлкесем, çав çын евер мĕлкесен тăснă аллисенче — ухăсемпе çĕмренсем, сăнăсемпе йĕнĕрен кăларнă хĕçсем курăнаççĕ. Вĕсем мана пĕрре питĕ уçăмлăн курăнчĕç, тепре курăннăн çеç туйăнчĕç. Акă юнашарах тата çавнашкал тепĕр хура ушкăн, унта та эпĕ ар çынсене, вĕсен учĕсемпе хĕçе-çĕмренĕсене асăрхарăм. Вара ку ушкăнĕ тепĕр ушкăнне çар çине çар тапăннă пек тапăнма пуçларĕ. Эпир çакăнтан хăраса ÿкрĕмĕр те йăлăнма та кĕл тума тытăнтăмăр, кунти çынсем пирĕнтен кулаççĕ, эпир хăтланнинчен тĕлĕнеççĕ.

Çар çине çар тапăннине эпир чылайччен пăхса тăтăмăр. Пĕр вăхăтра вĕсем иккĕшĕ пĕрле хутăшрĕç, унтан пĕр-пĕринчен уйрăлчĕç, çапла вара çак япала çĕрле те пĕр хушă пычĕ. Кайран вăл куçран çĕтрĕ. Эпир ун çинчен елтĕпертен ыйтрăмăр та вăл çапла пĕлтерчĕ: унăн аслашшĕсем каланă тăрăх, çак юлан утсем тĕне кĕнĕ тата тĕне кĕмен вăйсен мĕлкисене пĕлтереççĕ имĕш. Вĕсем каçсерен çапăçаççĕ, вĕсем, чăн та, хăйсем пулса кайнăранпа çапăçмасăр пĕр каç та ирттермен, елтĕпер аслашшĕсене те вĕсем ялан çапла курăннă имĕш. […]

Эпе акă мĕн куртăм: вĕсем патĕнче кун тăршшĕ питĕ вăрăм, тĕрĕсрех каласан, вăл çулталăкăн пĕр пайĕнче вăрăм, каçĕ вара кĕске, кайран каçĕ вăрăм, кунĕ кĕске. Çапла вара иккĕмĕш каçхине эпĕ юрта тулашне лартăм та тÿпене сăнама пуçларăм, унта çăлтăр питĕ сахалччĕ, ас тунă тăрăх — пĕр вун пилĕк çăлтăра яхăн çеç пăт-пат курăнатчĕç. Çĕрлехи кĕле умĕн тухакан хĕрлĕ шуçăм сÿнсех лармасть, каçĕ акă кăшт кăна тĕттĕмленет, унăн çутинче çынна çĕмрен вĕçмелехреи те палласа илме пулать.

Эпе акă мĕн куртăм: уйăх пуç тÿпинех çитмест, тÿпе хĕрринчен пĕр сехетлĕх пек çеç тухать, унтан шуçăм çĕкленет те вара уйăх пытанать.

Елтĕпер мана ун çĕр-шывĕнчен леш еннелле, виçĕ уйăх кай-малахра, вису текен халăх пурăнни çинчен каласа пачĕ. Вĕсем патĕнче вара каç тăршшĕ пĕр сехет те çук.

Ку çĕр-шывра хĕвел тухнă чух пĕтĕм япалана, сăмахран çĕр питне, сăртсене тата этем куракан мен пур япалана хĕрлĕ тĕс çапать. Хĕвел пĕлĕт пысăкăш тухать те вăл çÿле улăхса çитичченех хĕрлĕреххĕн курăнса тăрать.

Ку çĕр-шывра пурăнакансем мана акă мĕн каласа пачĕç: чăнах та, кунта хĕл ларсан каç тăршшĕ çуллахи кун пек вăрăм, кунĕ çуллахи каç пек кĕске пулать. Çапла вара пирĕнтен хăшĕ те пулин Атăл текен çĕре шуçăм килнĕ чух тухса утсан — пирĕнпе ун хушши вара фарсахран та кĕскерех — вăл вара ун патне сĕм каç пулнă тĕле. мĕн пур çăлтăр пĕтем тÿпене хупланă вăхăта, çитет.

Эпир вара ку çĕр-шывран каçсем вăрăмланиччен, кунсем кĕскеличчен тухса каймарăмăр. Кунти çынсем йытăсем ÿлесессĕн çакă ырă пуласса пĕлтерет тесе шутлаççĕ, уншăн çапăнаççĕ, тулăх, ырă та ăнăçлă çул килесси çинчен калаçаççĕ.

Тата çакна куртăм: вĕсен çĕленсем çав тери нумай, йывăç туратти çине, чăн та, тепĕр чухне вуннăн е унтан та ытларах явăнаççĕ. Вĕсем çĕленсене вĕлермеççĕ, лешсем те хăйсене сиен кÿмеççĕ. Чăн та, пĕррехинче пĕр çĕрте эпĕ вăрăм йывăç куртăм, тăршшĕ çĕр чикерен те ытларах. Хăй ÿкнĕ ĕнтĕ. Унăн вулли вара калама çук пысăк. Ун çине пăхса эпĕ чарăнса тăтăм, сасартăк вăл йăшăлтатма пуçларĕ. Çакă мана хăратса пăрахрĕ. Эпĕ ун çине тимлĕнрех пăхрăм та вулă çинчи çĕлене курах кайрăм, хăй пысăкăшĕпе йываçах капашать. Çĕлен мана курчĕ те вулă çинчен анса ытти йывăçсем хушшинелле кĕрсе çухалчĕ. Эпĕ каялла сехĕрленсе таврăнтăм та хам курнине елтĕпере тата çав вăхăтра ун патĕнче пулнă çынсене каласа кăтартрăм. Вĕсем унран пĕртте тĕлĕнмерĕç, елтĕпере каларĕ: «Ан пăшăрхан, çĕлен сана сиен тăвас çук»,— терĕ.

Пĕррехинче эпир елтĕперпе пĕрле пĕр вырăнта чарăнса тăтăмăр. Вара эпĕ, манăн юлташсем—текĕн, Сусанпа Парăс — тата елтепер çыннисенчен пĕри йывăçсем хушшине кĕтĕмĕр. Вăл пире лутра курăк туни кăтартрĕ: хăй ешĕл, йĕке вĕçĕ хулăнăш, тăсăлса ÿсет, ун çинче — ешĕл çиннисем. Çипписен вĕçĕсерен сарлака çулçă, çĕр çине сарăлса выртнăскер, ун çумĕнчен çĕнĕ хунав шăтса тухнă. Çулçисем хушшинче çырлисем. Çав çырлана çисе пăхаканĕсем ăна имлисси гранатĕнчен уйăрса илеес çук. Çапла вара эпир ăна çисе пăхрăмăр та вăл чуна питĕ уçăлтарса яма пултарнине пĕлтĕмĕр, çавăн хыççăн эпир ăна татах шырарăмăр, татса çиме чараймарăмăр.

Эпĕ унта эрех йÿçекĕ тутиллĕ симĕсрех улма куртăм; вĕсене хĕрсем çинĕрен ятне те çапларах панă.

Эпе вĕсен çĕр-шывĕнче шĕшкĕ чухлĕ нумай йывăç урăх нимĕн те курмарăм. Чăнах та, эпĕ шĕшкĕ варма йĕсем куртăм, вăрманĕсен тăршшĕ хĕрĕх фарсах, урлăшĕ те çапла.

Эпĕ вĕсен çĕр-шывĕнче йывăç куртăм, мĕн йывăçне пĕлместĕп: питĕ çÿллĕ, унăн вулли çулçăллă мар, тăрри вĕтĕ туратлă пальма тăрри евĕрлĕ, анчах ку туратсем пуçтарăнса тăраççĕ.

Кунти çынсем çак йывăç вуллине пĕр-пĕр тĕлтен суйласа илеççĕ те ăна пăраласа шăтараççĕ, ун айне савăт лартаççĕ, унта çав шăтăкран пылтан та тутлă шĕвек юхать, çын çавна ытларах ĕçсен, вăл ăна эрех пек е унтан та хытăрах ÿсĕртет.

Çими вĕсен — вирпе лаша ашĕ, анчах тулă та, урпа та нумай, кам мĕн акать, ăна хăйне валли илет. Елтĕпер вĕсенчен çуллен килсерен кăш тирĕ илсе тунисĕр пуçне унăн урăх нимĕн илме те ирĕк çук. Енчен те вăл çар ушкăнне пĕр-пĕр çĕр-шыва тапăнма сĕнсен, лешсем çаратса килсен вара елтĕпер пурлăха вĕсемпе пайласа илет. Кам та кам хăй килĕнче туй ирттерет е хăна-вĕрле пухса ĕçет, ĕçкĕ-çикĕшĕн вăл елтĕпере парне уйăрса пама тивĕç — пĕр чăм пыл шерпечĕ тата пăсăлнă тулă кÿмелле. Хăйсен çимĕçне пухса хума вĕсен çурт-йĕр çук,— чăнах та, вĕсем çĕре пусă пек алтаççĕ те унта çимĕçсем хураççĕ, темиçе кун иртсенех вĕсем пăсалаççĕ, шăршланаççĕ, вара унпа усă курма çук.

Вĕсен олива çăвĕ те, сезам çăвĕ те, выльăх çăвĕ те пачах çук, вĕсем, чăнах та, ун вырăнне пулă çăвĕпе усă кураççĕ, ăна мĕнле çимĕçпе çиеççĕ, çав çимĕçрен çу шăрши кĕрет, вĕсем хăйсем те çу шăршиллĕ.

Вĕсем урпаран шÿрпе тăваççĕ, ăна хăрхăмсемпе яш тарçăсем çиеççĕ. Хăш-пĕр чухне вара урпапа аш пĕçереççĕ, çитменнине, хуçисем ашне çиеççĕ те урпине хăрхăмне параççĕ. Анчах качака такин пуçне пĕçерсен хăрхăмсене те аш çиме тÿр килет.

Вĕсем пурте çĕлĕкпе çÿреççĕ. Елтĕпер утпа пынă чух пĕчченех, тарçăсăр-мĕнсĕрех çÿрет, унпа пĕрле никам та çук. Вара вăл пасар витĕр утпа иртсе пынă чух пурте ура çине тăраççĕ, никам та лармасть,— пур çын та хăй çĕлĕкне хывса хул хушшипе хĕстерет. Вăл вĕсен тĕлĕнчен иртсенех лешсем каллех çĕлĕкне тăхăнаççĕ. Елтĕпер патне кĕрекен мĕн пур çын, ватти-вĕтти, хăй ывăлĕсем таранах, лешĕ вĕсем çине пăхсанах пурте шăпах çавăн пек хăйсен çĕлĕкĕсене хываççĕ те хул хушшине хĕстереççĕ. Унтан вĕсем елтĕпер енне пуç тайса çăкăнаççĕ те вăл ларма сĕничченех ура çинче тăраççĕ, çитменнине, ун умĕнче лараканĕсем пурте чĕркуççи çинче лараççĕ,— хăйсен çĕлĕкне хул хушшинчен кăлармаççĕ, кăтартмаççĕ; елтĕпер патĕнчен тухсассăн çеç ăна пуçа тăхăнса яраççĕ.

Вĕсем пурте юрттăра пурăнаççĕ, елтĕпер юртти çеç ыттисенчен пысăкăшĕпе уйрăлса тарать, вăл юрттăра пин çын е ытларах та вырнаçать, унта эрмен кавирĕсем сарнă. Ун юрттин варринче патша пуканĕ пур, ăна византи парнипе витнĕ.

Вĕсен йăлисенчен пĕри çапла: камăн ывăлĕн те пулин ача çуралсан ăна ашшĕнчен малтан аслашшĕ хăй патне илет те çапла калать: «Ăна ар шутне кĕриччен пăхса ÿстерме эпĕ ашшĕнчен те тивĕçлĕрех»,— тет.

Вĕсенчен кам та пулин вилсен ун еткерлĕхне ывăлĕсенчен маларах унăн пĕр тăван шăллĕ е пиччĕшĕ илет. Çакна пĕлсен эпĕ елтĕпере ун пек тума юраманни çинчен каларăм, еткерлĕх йĕрки çинчен вăл мĕн ăнланса иличченех тăнлантартăм.

Эпĕ вĕсен çĕр-шывĕнчи пек çиçĕм нумай çиçнине урăх ниçта та курман. Эхер те пÿрте аçа çапсан вĕсем ун патне çывхармаççĕ, ăна мĕнле пулнă çаплипех, унта мĕн пуррине те — çыннипе пурлăхне те, тата ыттине те — пăрахса хăвараççĕ, унта вара вĕсем пÿрт йăлтах çĕрĕшсе пĕтиччен те пымаççĕ. Хăйсем ăна: «Ку вăл — ылханлă çын килĕ»,— теççĕ.

Вĕсенчен кам та пулин теприне ятарласа вĕлернĕ пулсан вĕсем уншăн ăна асаплантарса вĕлереççĕ. Эхер те ăна асăрхамасăр вĕлернĕ пулсан ăна валли хурăн хăмаран арча тăваççĕ, çынна çавăнта хупаççĕ те çиелтен пăтапа çапса лартаççĕ, хăйпе пĕрле виçĕ икерчĕпе пĕр курка шыв хурса яраççĕ. Вĕсем ун валли виçĕ пĕренене тĕве йĕнĕрен патакĕсем пек тăратса лартаççĕ, ăна вĕсем хушшине çакаççĕ те калаççĕ: «Эпир ăна çумăрпа хĕвел пĕтертĕр тесе çĕрпе тÿпе хушшине хуратпăр. Тен, Аллах каçарĕ ăна»,— теççĕ. Вăл вара вăхăт иртнĕçем хăйне хăй пĕтичченех, ăна çил вĕçтерсе пĕтеричченех çапла çакăнса тăрать…

Мана текĕн кунта елтĕпер çĕрĕ-шывĕнче пĕр калама çук пысăк пÿллĕ этем пурри çинчен каласа панăччĕ. Вара çак çĕр-шыва çитсен эпе ун çинчен елтĕпертен ыйтрăм. Вăл çапла каларĕ: «Чăн та, пирĕн çĕр-шывра ун пекки пурччĕ, анчах вилчĕ. Вăл ку çĕр-шыв çынни пулман, çитменнине, ахаль çын та мар. Ун халапĕ акă мĕнле. Хăш-пĕр сутуçăсем яланхи пекех Атăл шывĕ хĕрне тухнă. Ку шывĕ тулса хăпарнă та çырантан тухса сарăлнă. Пĕррехинче вара эпĕ ун çинчен пĕлме ĕлкĕричченех сутуçăсем çапла каларĕç: «Эй, елтĕпер! Шыв тăрăх çын юхса килнĕ,— вăл пирĕнтен инçех мар пурăнакан халăх çынни пулсан ку вырăнта тăма пире май пулас çук, пирĕн вара урăх çĕре куçса кайма кăна тивет»,— терĕç. Вара эпĕ вĕсемпе пĕрле шыв хĕрне çитиччен юлан утпа кайрăм. Акă ман умра хайхи çын, ун çÿллĕшĕ манăн «чикепе» виçсен вун икĕ чике, унăн пуçĕ чи пысăк хуран пек, сăмси чĕрĕк чикерен ытла мар, куçĕ пысăк, пÿрнисем вара — пурте чĕрĕк чикерен иртеççĕ. Ăна курни мана хăратса пăрахрĕ, эпĕ те ытти çынсем пекех хăраса кайрăм. Вара эпир унпа калаçма тытăнтăмăр, вăл хăй ним те шарламарĕ, пирĕн çине кăна пăхса тăчĕ. Эпĕ ăна хам пурăнакан вырăна илсе çитертĕм те ун çинчен ыйтса пĕлме Вису çĕршывĕнче пурăнакансем патне çыру ятăм,— вĕсем пирĕнтен виçĕ уйăх каймалăх çĕрте…

Унтан эпĕ елтĕпертен хайхи пысăк пÿллĕ çын çинчен ыйтрăм та, вăл çапла каларĕ: «Вăл ман патăмра пĕр вăхат пурăнчĕ» Çапла та пулатчĕ: ун çине пĕр-пĕр арçын ача пăхсанах вилсе каятчĕ, йывăр хĕрарăм пăхсан — хырăмне пăрахатчĕ. Вăл пĕрпĕр çынна ярса тытсассăн ăна икĕ аллипе мĕн вĕлеричченех чăмăртатчĕ. Эпĕ çакна курсан вара хăй виличчен кĕтесси тесе ăна çÿллĕ йываçран çирĕп сăнчăрпа çакрăм, Унăн шăмми- шаккипе пуçне курас тетĕн пулсан вĕсене сана илсе кайса кăтартма пултаратăп»,— терĕ. Эпĕ вара каларăм: «Аллах ячĕпе тупа тăватăп, çавна манăн питĕ курас килет»,— терĕм. Çапла вара вăл манпа пĕрле юлан утпа пысăк вăрмана пычĕ, унта капмар йывăçсем ÿсетчĕç. Мана пысăк йывăç кутне илсе пычĕç, ун айĕнче çав çын пуçĕ. Эпĕ вара унăн пуçĕ пысăк катка пек иккенне куртăм, аяк пĕрчисем вара унăн пальмăн типнĕ пысăк тураттисем евĕрлĕ, унăн ура тунипе чавса шăммисем те çавăн майлах. Эпĕ çакăнтан тĕлĕнсе кайрăм та çаврăнса утрăм.

Елтĕпер Хĕллече текен çĕртен Гаушерма (Джавшыр) текен шыв хĕррине куçрĕ те ун хĕрринче икĕ уйăха яхăн тăче. Унсăр пуçне вăл ытти йăхсене те куçарасшăн пулчĕ, хăйпе пĕрле куçма хушса сăвар (сувар) текен халăх патне чĕнме ячĕ. Лешсем куçма килĕшмерĕç, вара икĕ ушкăна пайланчĕç. Пĕр ушкăнĕнче— тĕрлĕ йăх-ях, вĕсен пуçлăхĕ, темĕнле Вырăх текенскер, хăйне хăй тăрăн тесе пĕлтернĕ пулнă. Пăлхарсен елтĕперĕ вĕсем патне çын ячĕ те çапла калама хушрĕ: «Тупата, асла та хăватлă Аллах мана ислам тĕнпе пиллерĕ, тĕрĕс тĕне ĕненекенсене тытса тăма ирĕк пачĕ, эпĕ — унăн чури, çавă вăл — мана хушнă ĕç, кам мана хирĕç пырать, ăна эпĕ хĕçпе парăнтаратăп»,— теме хушрĕ. Тепĕр ушкăнĕ вара эскел йăхĕн тăрăнĕпе пĕрле пулчĕ. Эскелсен тăранĕ халлĕхе ислам тĕнне йышăнман пулин те пăлхарсен патшине пăхăнса тăрать. Елтĕпер сăварсем патне çыру ярсан кусем вăл шухăшласа хунинчен хăраса ÿкрĕç те пурте унпа пĕрле Гаушерма (Джавшыр) шывĕ еннелле кайрĕç.

Ку шыв сарлака мар — ун сарлакăшĕ пилĕк чике. Шывĕ кăвапа таран, вырăнăн-вырăнăн йĕтес шăмми таран, чи тарăн вырăнĕ —пÿ çÿллĕш. Унăн ик енĕпе йывăç ÿсет, йывăçсенчен чылайăшĕ хыр тата ытти те. Шывран инçех мар пушă çĕр сарăлса выртать, вăл çĕр çинчен çапла калаççĕ: унта тĕверен пĕчĕкрех, вăкăртан пысăкрах чĕр чун пурăнать. Унăн пуçĕ— тĕве пуçĕ пек, хÿри вара — вăкăр хÿри пек, пĕвĕ — мул пĕвĕ пек, ури чĕрнисем вăкăр ури чĕрнисем евĕрлĕ. Пуçĕ енчен унăн пĕр хулăн çавра мăйрака. Вĕсен мăйраки тăршшĕ пилĕк чикерен виçĕ чике таран, унтан вăрăмрах е кĕскереххи те пур. Вăл питĕ ешĕл туратлă хурăн йывăç çулçипе тăранса пурăнать. Вăл юлан утçа курсан ун патне васкать; юлан утçă урхамахпа пулсан вăл унран аран тарса хăтăлать; юлан ута хăваласа çитсен вăл юлан утçа лаша хыçĕ енчен хăй мăйракипе лектерет те ăна сывлăшалла ывăтать, унтан каллех ăна хăй мăйракипе тытать те мĕн вĕлеричченех çапла тăвать. Лашана вара вăл нимĕнле сиен те тумасть. Унти çынсем ăна тытасшăн çын çÿремен çĕрте тата вăрманта йĕрлесе çÿреççĕ. Тытмашкăн çав чĕр чун çÿрекен тĕлте çÿллĕ йывăçсем тăррине хăпараççĕ. Апла тума наркăмăшлă ухăсем илсе темиçе тĕкĕрç пухăнаççĕ, хайхискер вĕсем хушшине лексен ăна амантса вĕлеричченех сăнăпа переççĕ.

Тупата, елтĕпер патĕнче эпĕ йемен ониксĕ2 тĕслĕ виçĕ пысăк савăт куртăм, елтĕпер вĕсене çав чĕр чун мăйраки тĕпенчĕн туни çинчен пĕлтерчĕ.

Çĕр-шывра пурăнакансенчен хăш-пĕрисем çак чĕр чун вăл киркитун тесе ĕнентереççĕ.

Пĕррехинче эпĕ елтĕпертен çапла ыйтрăм: «Çĕр-шыву санăн пысăк, пурлăху иксĕлми, тупăшун та шучĕ çук, эсĕ халифран унăн хисепсĕр укçипе карман ларттарма пулăшу мĕн сăлтавпа ыйтрăн?»—терĕм. Вăл вара çапла каларĕ: «Эпĕ Ислам çĕр-шывĕ телей кÿрессе шантăм, унăн пурлăхĕ тĕн йĕрки хушакан мелпе пухăнса пырать. Çав сăлтавпа карман пирки пулăшу ыйтрăм та ĕнтĕ эпĕ. Тупата, эпĕ хамăн пурлăхпа, ылтăнпа та кĕмĕлпе карман тăвас тенĕ пулсан ку вăл мана, паллах, йывăр пулас çукчĕ. Тупата, эпе тĕрĕс тĕне тытакансен пурлăхĕн укçи-çарминчен пил илесшĕнччĕ, çавăнпа унран çапла ыйтрăм»,— терĕ…

 

 


Комментари

VulaCv Acăрхаттарни: Малалла çырса кăтартнă комментари тексчĕсенче тĕрĕслемен, чăн е суя пулнине татса паман предложенисем пур. Виталий Станьял çырнисем пулсан та, пулмасан та пултарнă. Чăнлăха хăйĕн сисĕмĕ-туйăмне парăнтарса кукăртнă вырăнсене курсивпа палăртрăмăр.

Иванова, Никитин – 1993: Аслă Атăл шывĕнчен сулахаялла пĕр фарсах (6 çухрăм) кайсан Теччĕ хулипе тĕлме-тĕл, Нухрат Атăл вăрринчен ЗО çухрăм анатарах, Пăлхар хулашĕ сарăлса выртать. Ку вăл — пирĕн несĕлсен тăван çĕр-шывĕн, Аслă Пăлхар патшалăхĕн, тĕп хулин вырăнĕ. Кунта Хура палата, Çурçĕр тата Тухăç масарĕсем, шĕвĕр тăрăллă Кĕçĕн минаретпа вырăс чиркĕвĕ аякранах курăнаççĕ. Вĕсене çĕнетсе юсанă. Тата нумай тĕлĕнтермĕш çĕр айне пулнă: мунча, Хан керменĕ, Хĕрлĕ, Шурă палатăсем… Пăлхар хули Х ĕмĕр пуçламăшĕнче аталанма пуçланă, кунта суту-илÿ тума, курма-вĕренме аякри Византипе Иранран, Китайпа Тибетран, çывăхри Киев Руçĕнчен улшуçсем, ăсчахсем, çул çÿревçĕсем килсе тăнă. Пăлхарта Кол Гали сăвăç Уçăппа Сĕлихха çинчен поэма çырнă, Якоб ибн Нугман историк, Хамид аль Булгари философ хăйсен ĕçĕсемпе чапа тухнă.

Пăлхартан инçех мар чăвашсен тĕп хули шутланнă Сăвар хулашĕ упранать (унта курăнакан çурт-йĕр çук, вĕсен никĕсĕсене тăпрапа витсе — «консервласа»—хунă), тата çÿлерехри Пÿлер хули пире ĕмĕрхи аваллăха аса илтерет. Аслă Пăлхар патшалăхĕнчи тĕрле халăхсен-йăхсен пурнăçĕ çинчен ун чухнехи ăсчахсемех лайăх çырса хăварнă. Çавăн пек тĕплĕ çырнă тата пирĕн вăхăтченех упранса юлнă хутсенчен пĕри — Ахмед ибн Фадлан (Фадлан Ахмечĕ) çул çÿревçĕн дневникĕ. Ахмед нбн Фадлан Аслă Пăлхара 922 çулта килнĕ. Вичкĕн куçпа сăнанă вăл Атăл хĕрринчи халăхсен пурнăçне. Пире «сăвазсем» тата вĕсен ертÿçи Вырăк çинчен каланă вырăн уйрăмах хытă кăсăклантарать. Фадлан Ахмечĕн ал çырăвĕпе тата ăна куçарса çырнă ытти хутсемпе тĕплĕ паллашнă Л. П. Ковалевский историк «чăваш» сăмах «сăвас» сăмахран пулса кайнă тесе вĕрентет. Çакăнпа килĕшмех тивет, мĕншĕн тесен чăвашсене çармăссемпе тутарсем те «суас», «суасла мари» тенĕ. Сăмахĕ хăй «су» тата «аз» тенисенчен тухнă. «Су» — шыв, «аз»—тухăç, хĕвел тухăç тенине пĕлтерет.

Фадлан Ахмечĕ çырнисенчен авалхи йăласемпе йĕркесене аванах пĕлме май килет. Çар вăййисем, апат-çимĕç, уявсем, чĕр чунсем, ÿсен-тăран, хутшăнусем—тимлĕ вуласан кунта авалхи чăваш тĕнчи янкăрах уçăлса каять. Тăван тĕне упраса хăварассишĕн хура халăх çине тăнă, анчах пуянсемпе тÿре-шара халăха укçа-тенкĕшĕн ислама сутса янă. Кайран та вăл çаплах пулнă.

Атăлçи Пăлхар сăмахлăхĕ араб, руна, савăл çырăвĕсемпе ÿкерĕнсе юлнă.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.