Якур: Атте панă хора лаша

Урхас Якурĕ — 19-мĕш ĕмĕрте халăхран тухнă такмакçă. Унăн юррисене Николай Золотницкий çырса илнĕ. Ытларахăшĕ кулăшла такмаксем, тĕн йĕркипе çыхăннă юррисем те пулнă… Тĕплĕнрех→


Атте панă хĕрлĕ сорăх
Атте панă хора лаша
Тытам кÿлĕм тен чохне
Йоман каски полса выртрĕ.

Тытам илем çăмне тен чохне
Хĕрлĕ янкар* полса выртрĕ.

Атте панă порçăн пиçиххи
Тытам çыхам тен чохне
Пошăт чĕлĕ полса выртрĕ.

Атте панă порçăн тотăр
Тытам çыхам тен чохне
Вĕрене çулçи полса выртрĕ.


* çĕрсе пĕтнĕ йывăç каска.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ