
Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →
• Профанаци
Катаран каç килсен, каçхи кунăн! мĕлки
Уйсене ыйăхпа хупласан,
Йĕркерен-йĕркерен тĕрлĕ шухăш йĕрки
Пуçăма пуçтарнă пуçласан, —
Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕмĕлки-кĕлетки
Куçăма курăнать аякран.
Ĕлĕкхи ĕмĕрсен ĕмĕлки хушшинче
Чăваш çĕрĕ мана курăнать:
Ман çĕршыв хĕрлĕ юнлă хĕрес çумĕнче
Çакăнса, çыхăнса тăраять.
Кăмрăкланнă асаплă чăваш чĕринчен
Юн тумлать, юн тумлать — хĕрлĕ юн.
Чăваш пуçĕ çинче хуп-хура сивĕ кун
Шăхăрса ахăрать пур енчен…
Çĕр иртсен ирхи кун хĕвел тухăç енчен
Тĕнчене уяртса, сывлама
Шăрçапа шăратса кĕмĕл саслăн килсен, —
Ман юратнă çĕршыв вилĕмрен чĕрĕлни,
Вăл асаплă хĕрес çумĕнчен çăлăнни
Пур енчен те савать куçăма.
- ç. çĕртмен 16-мĕшĕ
Евпатори