Çеçпĕл Мишши: Инçе çинçе уйра уяр


Çeçпĕл Мишши – поэт, коммунист партийĕн агитаторĕ, революци трибуналĕсен Чăвашри ертÿçи, Украинăра çакăнса вилет. Чăваш поэтикинче унăн вырăнĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен вăл çĕнĕ жанрпа традици хывать… Тĕплĕнрех →


 

Sijen1• Суя культ

• Профанаци

Инçе çинçе уйра уяр
Карталанса чăлтăртатать,
Енчен енне çупса чупать…
Çук, уяр мар — çут уйра мар —
Ман çамрăк чунлă чĕрере
Хĕвел хĕлхемлĕ хĕлĕхсем
Çитмĕл çич чĕлĕхлĕн янраççĕ…
Ма чун вылять? Е сар хĕре
Курса киленчĕç куçăмсем,
Е пĕлĕтсем чуна саваççĕ?
Çук, çук…
Çĕршывăм чĕрĕлет!
Пĕчик пÿртсемлĕ ялсенче,
Тăван çĕр урлă уйсенче
Çĕн Сывлăш чун уçса вĕрет.
Çĕн Çул, Кун-çул, Çĕн Кун килет,
Çавна кура кĕвĕллĕ чун,
Кĕсле кĕввиллĕ вутлă юн.
Ман чĕрере уяр ури,
Хĕвел ури, хĕвел юрри,
Тăри юрри! Шевле сарри!
Çĕн Сывлăш, вĕр!
çĕн Сывлăш, вĕр!
Чăваш çĕрне тĕреклĕх кĕрт!
Çĕн Сывлăш, вĕр! Çĕнĕ вăй пар,
Чăваш чĕри пултăр кăвар.
Чĕре, выля, çĕн юрă пар!
Инçе çинçе уйри уяр,
Тымарсенче хĕвеллĕн çун!
Хĕвеллĕн çун, кăварлă юн!
Кăвар чĕрем — пин çын чĕри.
Эп пĕр çын мар — эп хам пин-пин,
Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!
Чĕрем юрри — пин çын юрри.

1921 Ç. УТĂН 12-МĔШĔ
ЕВПАТОРИ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.