Йăмрапа хурăн

Петĕр Ялкир


Лапсăркка йăмра пăшăлтатать,
Ăш çиле калать темскер çинчен.
Юрату саламĕ ăсатать
Вăл алкаллă хурăна иккен.

Урама илем кÿрсе ларать
Ешĕл-ешĕл тумĕпе йăмра.
Халь ăна шур хурăн пулăшать.
Вăл пуртан татах чипер тавра.

«Мĕн тери пĕрле ÿсме аван! —
Савăнать йăмра чун-чĕререн.—
Хурăн халь ман уйрăлми тăван.
Ун пек ырри çук тĕнчере».

Вырăс ращинчен хăй куçнине
Хурламасть пуль хурăн та нихçан?
Килĕштернĕ вăл чăваш ялне,
Йăмрана савать мĕнпур чунтан.

Юрий Скворцов: Хĕрлĕ мăкăнь

Юрий Скворцов — чăвашри журнал, хаçат, радиопа телевидени ĕçĕнче корреспондент тата редактор пулса вăй хунă. Чылай юрă сăвви çырнă. Тĕрлĕ чĕлхепе çырнă хайлавсене чăвашла куçарнă. СССР хутлăхĕнчи философилле поэмăпа драмăн чи аслă ăстисенчен пĕри… Тĕплĕнрех→


Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. Произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют мар – тинех, ни йăла-йĕрке, ни тĕн çамрăксене ертсе тата тытса тăмаççĕ.
«Хĕрлĕ мăкăнь» шухăшĕ енчен хавшак пулин те киленсе вулама питĕ кăмăллă,  унта ытлашши шуйхатакан пулăмсем çук. Драмăлла хайлав кăмăллакансемшĕн питĕ пуян, ула-чăла материал. Пĕр кичем абзац та çук. Эпилогне вара сентиментализмпа комедие килĕштерекенсем кăмăллĕç.

Рецензие туллин вуламашкăн çакна пусса каçăр.


Хĕрлĕ Мăкăнь

Пĕрремĕш сыпăк

Хĕр ача хире тухрĕ. Вăл кĕр-çур тăхăнмалли хура пальтопа. Каялла çавăрса çыхнă шурă шел тутăр вĕçĕсене пальто айне янă. Виçеллĕ пальто хĕр ачан çинçе кĕлеткине çăт тытать. Хĕр ача шухăша ÿксе ерипе утать. Унăн йĕпкĕн кăвак куçĕ кун пек чух питĕ инçете пăхнăн туйăнать. Ури айĕнче малтанхи шăн кăчăртатса авăнать. Хăрах пит çăмартине çурçĕр енчен вĕрекен сивĕ çил çапса чĕпĕтет, çатăрах сăхать. Ку вăл юр та мар, пăр та мар — кĕрхи «кĕрпе» çăвать. Хушшăн-хушшăн чечек çеçки евĕрлĕ юр пĕрчисем те ÿккелеççĕ.

Хĕр ача питне аллипе хупласа та пăхрĕ, анчах тепĕр авăкран тутăр хĕррине те хăлха хыçне сирсе хучĕ, пуç тÿпинчен ĕнсе çинелле тутарчĕ, вара çиле хирĕç çаврăнса, пуçне çĕклесе янкарлăн курăнакан пĕлĕт хĕрринелле тинкерчĕ.

Пĕлĕт хĕрри тип тĕтре пек хура хăмăртарах. Çав енчен каç пулса килет… Сулахай енчи улăп тăпри пек мăкăр сăрт çинче çаралнă пĕчĕк вăрман ларать. Вăл кăвакрах сăрă тĕслĕ çеç. Хăйпе хăех çĕтĕлекен хир сысни шăртне тăратса янă майлăрах. Çул хĕрринче кая юлса пулнă пиçен мамăкĕ, кĕрхи çумăрпа исленсе кĕççеленнĕскер, кăштăртатать. Пĕр хыт хура тунинчен пăрçа улăмĕ çакланса ларнă та çатăл татать, çатăл татать — вĕçерĕнеймест.

Хура тăпра муклашки айĕнчен хир шăшийĕ вĕтĕртеттерсе чупса тухрĕ те хăй умĕнче çын пуррине асăрхаса каялла çаврăнчĕ, хăй тухнă муклашка айнех чăмрĕ.

Тен, вăл кунта паçăртанпах çул пушанасса кĕтет-тĕр. Килте çурисем кĕтеççĕ пулĕ.

Хĕр ача, хĕрхенсе, шăши кĕрсе кайнă çĕрелле пăхса тăчĕ те ана урлах улăха анчĕ.

Тăм ÿкнипе хуралса кайнă йăмра çулçисем хушшинче пĕр кĕтÿ çул кайăкĕ чĕмпĕлтеттерсе ларчĕ, самантран вăл темĕн чухлĕ çăраççи çыххипе чăнкăртаттарнă пек кĕвĕсĕр янăратса тепĕр йывăç çине вĕçсе кайрĕ.

Малаллине вулас

Геннадийĕн усси пур-и?

Юрий Скворцов (1931—1977) психологилле проза – индивидсен ăшри хирĕçĕвĕсене, чун-чĕрисене сăнласа – çырас енĕпе чи ăнăçлă писательсенчен пĕри. “Хĕрлĕ мăкăнь” произведенири тĕп сăнарĕ вăл –тин çеç пĕве кĕме пуçланă, ашшĕнчен тăлăха тăрса юлнă Тамара. Ĕçсем вăрçă пĕтни нумай çул иртнĕ Совет патшалăхĕнче, шкуллă чăваш ялĕнче пулса иртеççĕ. Çак тапхăр хальхи нумай чăваш ачишĕн те ют […]

Тинĕсре тупнă çĕрĕ

Тупмалли

1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 11


Георгий Краснов

Тинĕсре тупнă çĕрĕ

Приключениллĕ повесть

1

197… çулхи сивĕ хĕл иртсе кайсан Мускав радиостанцийĕн çуркуннехи пĕр хыпарĕ пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтерсе ячĕ. Каярахпа Наукăсен академийĕ совет корреспонденчĕсемпе ют çĕршывсен журналисчĕсем валли ятарласах пресс-конференци ирттерчĕ. Виталий Синичкин биофилологпа унăн çывăх тусĕсен — дельфинсен — сăн ÿкерчĕкĕсене пичетлесе кăларчĕç.

— «Ученăй дельфинпа калаçать» («Советская Чувашия»).

 

«Коммунистсем пур океансене те хăйсен аллине çавăрса илме хатĕрленеççĕ. Вĕсен дельфинĕсем паян тесен паян Америка материкне хупăрласа илме хатĕр».

— «Уолл-стрит джорнэл», Нью-Йорк.

Малаллине вулас

Июнĕн 22-мĕшĕ

Паян июнĕн 22-мĕшĕ. Шăпах çак сăвă вырăнлă.

Вула Чăвашла

Александр Алка ][ Aleksantăr Alka


Сасартăк тревога янрарĕ ирпе.
Сасартăк, пĕр харăс тăрса,
Эпир вĕтлĕх витĕр, сăрт урлă, хирпе
Васкарăмăр аслă вăрçа.
Эпир – малтисемччĕ; çĕнме çĕкленсе
Кĕрейрĕмĕр çулăм ăшне,

View original post 197 more words

Ылтăн вăчăра

Леонид Агаков

Ылтăн вăчăра

I

«Ялти 198 çынран 15 çулхи арçын ача çеç çăлăннă…»
— (Акт)

…Ял парăнмарĕ. Нимĕç фашисчĕсем кĕнĕрен вара çулталăк та ытла иртрĕ, вĕсем кашни кашни сехетре тенĕ пекех хăрушă та тискер ĕçсем турĕç, темĕн тĕрлĕ приказсем кăларса, халăха тăтăшах хăратса тăчĕç, анчах та ял пурĕпĕрех парăнмарĕ. Совет çыннисем ютран килнĕ кăвак симĕс шинеллĕ хурахсенчем хăраса ÿкмерĕç, вĕсен умĕнче пуçĕсене таймарĕç, темĕнле хĕн-хур тÿсмелле пулсан та, ирĕклĕх сывлăшĕ вĕсен кăкрисенчен тухса сирĕлмерĕ, тăшмана нихçан та парăнас çук кăмăлĕ пĕтсе лармарĕ.

Ĕнтĕ темиçе хутчен те яла карательсен отрячĕсем пыра-пыра çаратса тухрĕç. Кашни пымассеренех кама та пулин е вĕлерсе, е ним пĕлми пуличчен хĕнесе хăварчĕç, е тытса кайрĕç. Тытса кайнисенчен пĕри те каялла таврăнмарĕ,— чылай вăхăт иртсен тин вара вĕсене хулари тĕрме хыçĕнче персе пăрахни е çыннисем асапне тÿсеймесĕр вилни çинчен хыпар килсе çитрĕ.Малаллине вулас

Мĕн тери аслă яту Санăн!

Иов Кĕнеки

Николай Кушманов


Николай Кушманов Библи тăрăх чăвашла сăвăласа куçарнă хайлав. “Чун кĕнеки” ярăмран, 2-мĕш томран.


Николай Кушманов

Умĕн Калани

Тĕнче литературинче Библири «Иов кенеки» уйрăмах паллă вырăн йышăнать. Вăл «Авалхи Саккунсен Халалĕнчи» Есфир кĕнекипе «Мухтав Юррисен кĕнеки» (Псалтирь) хушшинче вырнаçнă. Асăннă кĕнеке авторĕ пирки тĕрлĕрен калаççĕ. Пĕрисем ăна Иов ятлă пуян, теприсем Моисей пророк, виççĕмĕшсем Соломон е тата Ездра, Нееми, Малахи пророксем пурăннă вăхăтра паллă мар писатель çырнă теççĕ.Малаллине вулас