Константинопольри чăвашсем


Димитрий Архипов


Кĕскетсе тÿрлетнĕ вариант. Оригиналне те çитес вăхăтра туса çитерĕпĕр.

Константинопольри чăвашсем

Çу уйăхĕн юлашки кунĕсенче эпĕ килтен тухрăм. Килтен тухсан виç-тăват кунта чукун çулпа Одессăна çитрĕм. Константинополе каякан пăрахута кĕтсе пирĕн Одессăра пăртак пурăнмалла пулчĕ: унта эпир, Иерусалима каякансем, пайтахăн пултăмăр. Кĕтнĕ пăрахут пирĕн килчĕ. Вара эпир çу уйăхĕн 31-мĕш кунĕнче ирхине çав пăрахут çине лартăмăр та талăк çурăран, çĕртме уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче каçпа Константинополе çитрĕмĕр. Унта эпир Иерусалима каякансем, Пантелеймон монастырĕ ячĕпе тунă монахсем пурăнакан çурта кĕтĕмĕр.

Тепĕр кунĕ ирхине çав Пантелеймон монастырĕ çуртĕнче пурăнакан пĕр монах пире, кĕлле каякансене, мĕн паха, çав вырăнсене кăтартма хулана йĕртсе кайрĕ: монастырьсене, Христос тĕнĕшĕн асапланса вилнĕ çынсене пытарнă вырăнсене те кăтартма илсе кайрĕ.

Вăл вырăнсене курса çÿренĕ чух ман шухăш Константинопольре пурăнакан чăвашсем çинчен пĕртте каяймасть: епле ку Праска мăнакка пиччĕшне, Никанора, шыраса тупам-ши? Ăна тупсан ыттисене те курăттăм шет, тесе шухăшласа хуйхăрса çÿретĕп хам. Вара хамăра ертсе çÿрекен монахран ыйтрăм: «Эсĕ кунта «Кюркче- Хан Махмут-паша дэлэ» (Kürkçü Han, Mahmutpaşa – VulaCV) текен вырăна пĕлетĕн-и?» – терĕм. Монах каларĕ: «Пĕлетĕп: калĕ монастыре таврăннă чухне çав вырăн патĕнчен иртсе каймалла пирĕн; ун чухне кăтартатăп ăна; мĕне кирлĕ вара сана вăл вырăн?» – терĕ. Эпĕ кăларам: «Унта Мирза-Салих ятлă купса пурăнать: çавă мана кирлĕ»,- терĕм. Анчах каялла таврăннă чухне монах, васканă пек пулса, пире çав мана кирлĕ вырăн патĕнчен илсе каймарĕ: вăл, темĕн шухăшласа, юри унтан илсе каймарĕ пек туйăнчĕ мана.

kurkcu1
Истанпулри Махмутпаша тĕлĕнчи Kürkçü Han, чăвашла Кĕрĕкçĕ çурчĕ, паянхи кун.

Чăнахах монастыре таврăнсах, мана монахсем хупăрласа илсе тĕпчеме тытăнчĕç: «Мĕншĕн сана Мирза-Салих ятла купса кирлĕ?» – тесе пуçларĕç. Мĕншĕн кирлине эпĕ вĕсене каларăм: «Кунта çапла-çапла Никанор ятлă чăваш пурăнать, çавна курас килет манăн; анчах вăл Никанора Мирза-Салих ятла купса урлă çеç тупма халь пулать»,- терĕм. Монахсем ман сăмахран хăра ÿкрĕç: «Апла пулсан Никанор вăл сана хăвна та тĕрĕке каларĕ»,- тее пуçларĕç. «Кай-ха унта, тĕрĕк вăл усал халăх: е çаратĕç, е вĕлерĕç те вĕсем сана: акă нумай пулмасть пĕр Тун хусахĕ çапла хулана кайрĕ те каçпа монастыре çап-çарамас килсе кĕчĕ»,тесе хăрата пуçларĕç мана.

Вара эпĕ монахсене каларăм: «Апла пулсан эпĕ хам каймăп,кам та пулин сирĕн хутăртан каймĕ-ши Мирза-Салихе шырама?»- терĕм. Пĕри кайма пулчĕ. Эпĕ ăна 40 пус укçа пама пултăм. Вара монах эпĕ çырса пăна адрес тăрăх Мирза- Салихе шырама кайрĕ. Вăл нумай та тăмарĕ таврăнчĕ. Мирза-Салихан адресне çырса панă хут татăкне калĕ тыттарчĕ те мана: «Ак вула», – терĕ. Хут татăккийĕн тепĕр енне «Мы в Константинополе такого человека не знаем», – тесе çырнă. Вара эпĕ чăвашсене шырас шухăша пĕр вăхăта хăвартăм: Иерусалимран таврăннă чухне Константинополе каллех кĕмелле-ха; ун чухне вара мĕн те пулсан та, турă пулăшсан, ку чăвашсене шыраса тупма тăрăшăп терĕм.

Иерусалимран таврăннă чухне пирĕн каллех Константинопольре пĕр талăк ытларах чарăнмалла пулчĕ. Эпĕ татах монахсене: «Ку Никанора манăн епле те пулсан шыраса тупасчĕ-çке»,- терĕм. Монахсем ĕлĕкхи пекех мана хăратма пуçларĕç. Вара эпĕ монахсем çине шанса пулмасть иккенне пĕлтĕм те чăвашсене шырама кайма хамах шухăш турăм. Усал ĕçпе каймастăп, ырă ĕçпе каятăп: турă пăрахмĕ-ха мана, терĕм те монастырьтен тухса кайрăм.

Монастырь хапхинчен тухсанах мана пĕр вырăс тĕл пулчĕ. Ку çын маншăн питĕ усăллă пулчĕ: вăл тĕрĕкле те пĕлет-мĕн, «Кюркче-Хан Махмут-паша дэлэ» текен вырăна та пĕлет-мĕн. Эпĕ ăна 50 пус укçа пама пултăм та, вăл манпа Никанора шырама пыма пулчĕ. Эпир вара хулана кайрăмăр. Золотой Рог теекен шыв урлă каçсассăнах вырăс аллипе пĕр пысăк çурт еннелле тăсса кăтартса: «Ав Кюркче-Хан Махмут-паша дэлэ», – терĕ мана. Вăл çуртсем патне çывăхара пуçласан эпир тĕл пулакан тĕрĕксенчен Мирза- Салих ăçта пурăннине ыйта пуçларăмăр. Мирза-Салихе часах тупрăмăр эпир. Вăл хăйĕн лавккинчеччĕ.

Ку çынтан Никанор ăçта пурăннине ыйтса пĕлетпĕр ĕнтĕ тесе шухăшласа эпĕ питĕ савăнтăм. Мирза-Салих малтан манран хам çинчен тĕпчесе ыйтса пĕлесшĕн тăрăшрĕ. Эпĕ ăна учителлĕхĕме пĕлтермерĕм: шăмалаксем, ахаль çын терĕм. Вара Мирза-Салих мана : «Ну, мĕне кирлĕ ĕнте эпĕ сана?» – терĕ. Эпĕ ана каларăм: «1860-мĕш çулсенче кунта вырăс çĕрĕсенчен тутара тухнă чăвашсем килнĕ. Вăл чăвашсенчен пĕри Никанор ятлă; унăн тутарла ячĕ Дин-Мухаммед. Çавă мана кирлĕ»,- терĕм. Мирза-Салих вара Никанор çинчен тĕпчеме тытăнчĕ. Эпĕ ăна ун çинчен те каласа кăтартрăм. Унтан Мирза-Салих шанмасăртăрах мана: «Сана мĕне кирлĕ вăл çын?» – терĕ. Эпĕ каларăм: « Манăн çав кунта пурăнакан чăвашсене курасчĕ: Вырăс çĕрĕнчен хурăнташ-ăрăвĕсем вĕсене манран салам каласа ячĕç, кунтисем те шет лерисене манран салам ярĕç»,-терĕм. Çапла каласан Мирза-Салих мана: «Кунта Вырăс таврашĕнчен килнĕ Никанор ятлă çын таврашĕ çук!» Эпĕ ăна каларăм: «Епле эсĕ çук тетĕн? Акĕ пĕр-ик çул та пулмасть-ха эпир Никанора сан урлă çыру янăччĕ; Никанор пире хирĕç вăл çырăва илтĕм тесе çырса янăччĕ. Вăл хăй пире çырусене сан урлă çырма хушса янăччĕ»,- терĕм. Апла каласан Мирза-Салих пăртак астуса илнĕ пек пулчĕ: «Чăнах, ун пек çын кунта пуррине пурччĕ- мĕн те,анчах вăл халĕ ăçта пурăннине лайăхах пĕлейместĕп»,- терĕ. Хăй тата ăçта-ăçта шырасан Никанора тупма пулассине пире каласа пачĕ.

Вара эпир Вырăспа Мирза-Салих патĕнчен тухса кайрăмăр. Вăл каланă тăрăх эпир нумай çĕре çитрĕмĕр. Çапах эпир Никанора пĕлекен çын тупаймарăмăр. Çапла эпир кунĕпе çÿрерĕмĕр, анчах Никанора тупаймарăмăр. Çÿресен-çÿресен, каçпа, Мирза-Салих патне каялла таврăнтăмăр. Кутурусăн Мирза-Салих лавккинче пулмарĕ; пире вăл пĕр сехетрен килет терĕç. Пĕрер сехетрен чăнахах Мирза-Салих лавккана пырса кĕчĕ. Эпир ăна Никанора тупайманнине каларăмăр вара. Çав вăхăтра мана ак мĕнле шухăш кĕчĕ: ку Мирза-Салих, Никанор ăçта пурăннине пĕлместь мар; ахаль каламасть: Никанор йăмăкĕн ывăлĕ тесен каламĕ-ши-ха ку терĕм хам ăшра Вара Мирза-Салихе каларăм: «Вăл Никанор тенĕ чăваша çав тери асапланса çуремĕттĕм эпĕ, анчах вăл манăн аннепе пĕртăван кукка пулать. Анне мана куккана епле те пулин шыраса тупса вăл епле пурăннине пĕлсе тавăрăн, ачам, тесе хушса ячĕ. Тата кукка валли кучченеç те парса ячĕ», – терĕм. Çапла каласан Мирза-Салих манран: «Дин-Муххамед ятлă çын епле вара сан кукка пулма тивĕç?»-тесе тĕпче пуçларĕ. Эпĕ ăна каллех каларăм: «Дин-Муххамед вăл лере Вырăс çĕрĕнче, Христос тĕнĕпе пурăннă çын; Мухаммед тĕнне куçсан вăл ытти чăвашсемпе кунта килнĕ; Унăн тĕне кĕнĕ ячĕ Никанор»,- терĕм. Апла каласанах Мирза-Салих: «Кунта тĕне кĕнĕ çын таврашĕ çук!» – терĕ те ман сăмаха татрĕ пăрахрĕ. Вара эпĕ йăнăшăма сисрĕм: манăн Никанор тĕне кĕни-мĕн çинчен нумай калаçас пулмастчĕ. Унта эпĕ Мирза-Салихе каларăм: «Тĕне кĕнĕ-и, кĕмен-и мана вăл кирлĕ мар; Никанор манăн кукка пулать – çавă мана хаклă» -терĕм. Çапла каласан Мирза-Сапихĕн кăмăлĕ çемçелчĕ-мĕн: вăл лавккара тăракан çич-сакăр çулхи арçын ачана чĕнсе илчĕ те: «Дин-Мухаммед ăçта пурăннине пĕлетĕн пулĕ эсĕ?» – терĕ. Лешĕ: пĕлетĕп терĕ те Мирза-Салих каланă тăрăх пире ертсе тухса кайрĕ.

Вăл пире часах пĕр хатĕр, çĕлесе хунă тумтирсемпе сут тăвакан лавккаçă патне илсе пычĕ. Лавккаçă тĕреклĕ тумланнă пулсан та эпĕ вăл чăваш иккенне инçетренех, курсанах пĕлтĕм. Чăнах та чăваш пулчĕ. Анчах вăл Никанор пулмарĕ, Аптул ялĕнчен, Петровск уесĕнчен кайнă чăваш пулчĕ. Вăл чăваш ман кăмăла пит кайрĕ. Унăн ятне пĕлмесĕрех юлтăм эпĕ: хăйĕнчен те ыттисенчен те ыйтма хăяймарăм. Ыттисем ăна калаçнă чухне ятĕнчен пĕртте чĕнмерĕç. Ку чăваш мана часах Никанор патне илсе кайрĕ. Мана ертсе çуренĕ вырăс монастыре кайрĕ. Вара эпир Никанор патне кайрăмăр. Вăл хăйĕн виç тарçипе пĕр çуртра, пĕр пулĕмре атă çĕлесе ларать-мĕн.

Эпĕ Никанора курсанах палларăм, мĕншĕн тесен Шăмапакра, йăмăкĕ патĕнче,  сăнĕ пур. Аптул чăвашĕ мана Никанор умнех илсе пырса тăратрĕ те ăна каларĕ: «Акĕ эпĕ сан патна пысăк хăна илсе килтĕм: ку санăн Шăмалакри йăмăкувăн ывăлĕ; вăл сана шыраса кунта шалт супнă. Ку хăнашăн савăнса ĕçкĕ-çикĕ тăвас пулать ĕнте санăн»,- терĕ.

Эпĕ, Никанора тупасшăн Мирза-Салихе улталанăскер, Аптул чăвашне те хам çинчен тĕрĕссипе каламарăм. Вĕсене эпĕ Никанора шыраса тупасшăн улталарăм. Халĕ тата шыраса тупсан, сăмахăмсене ĕненмесрен хăраса, Никанора хăйне те тĕрĕссипе калас мар хам çинчен тесе шухăш тытрăм. Çавăнпа, Аптул чăвашĕ Никанора ку сан йăмăкун ывăлĕ тенине хирĕç эпĕ пĕртте чĕнмерĕм. Çапла, хам çинчен тĕрĕссипе каламанни мана пит юрарĕ. Тĕрĕссипе каланă пулсан, Никанора курас та çукчĕ эп, курсан та вăл манпа, ют çынпа нумай калаçса тăрас çукчĕ: вара Константинопольри чăвашсем çинчен нимĕн пĕлмесĕрех таврăннă пулăттăм.

Çапла эпĕ Никанор умĕнче ун йăмăкĕн ывăлĕ пулса тăтăм. Никанор Аптул чăвашĕ каланине итлесе тăчĕ-тăчĕ те, пĕр чĕнмесĕр пукан çинче ман еннелле пăхса лараканскер, хуллен манран тепĕр еннелле çаврăнса ларчĕ. Мĕншĕн ку çаврăнса ларчĕ-ши, тесе эпĕ шухăша ÿкрĕм: те Аптул чăвашĕ каланине шанмарĕ ĕнте ку, те мана, хăйĕн тăванне, хăй çуралса ÿснĕ çĕршывран килнĕ çынна курнипе кунăн кăмăлĕ хуçăлчĕ, тесе шухăша ÿкрĕм. Вăл пайтахчен çапла пĕр чĕнмесĕр ларчĕ. Çав хушăра эпĕ Никанорăн тарçисемпе калаçма тытăнтăм. Вĕсем манран Никанорăн хурăнташ-ăрăвĕсем çинчен тĕпче пуçларĕç. Эпĕ сăмах хушшинче, Никанор тĕлĕшĕнчен калаçнă вăхăтра, «кукка» та «кукка» тетĕп, тата хуйхăрса,чĕре вĕççĕн калаçнă пек  калаçма тăрăшатăп. Çапла калаçса эпĕ Никанор чĕрине тивертесшĕн тăрăшрăм. Чăнах та эпир çапла каласа тăнă вăхăтрах Никанор пурин умĕнче сасартăк уласа йĕрсе ячĕ. Йĕрсе тăракан Никанор каллех ман еннелле çаврăнса ларчĕ те ман çинелле пăхса:

43_big
Истанпулри Пантелеймон мăнастир çурчĕ паянхи вăхăтра. Вырăс ортодокс чиркĕвĕ çÿлти хутĕнче вырнаçать, ытти хучĕсем хальхи кун ахаль хваттерсем.

«Йăмăкăмăн хăш ывăлĕ пулатăн вара эсĕ, ачам?»-терĕ.

«Кĕркури ятли», – терĕм эпĕ.

«Эпĕ сана курман çав: эсĕ манран кайран, эпĕ кунта килсен, çуралнă. Эпĕ сире, Праски ачисене, çыру тăрăх пурне те пĕлсе тăратăп», терĕ вара Никанор.

Çапла, Никанор мана Праска йăмăкийĕн ачи тесе пĕлчĕ. Нумай та тăмарăмăр, вăл мана хăй патне илсе кайрĕ. Аптул чăвашĕ килне кайрĕ: вăл каçпа Никанор патне калаçса ларма пыма пулчĕ. Никанор арăмне ман çинчен малтанах, эпир атă çĕленĕ çĕрте тăнă чухнех, ярса хыпар тунă-мĕн. Унăн арăмĕ мана пÿрт умĕнчи пусма çине хирĕç тухса илчĕ. Эпĕ ăна: «Сывă-и инке?» – терĕм. Вăл мана ыталаса илсе чуптурĕ. Никанор вара каларĕ: «Ку калама çук хаклă хăна пирĕн: те пĕлĕт çинчен аннă вăл, те куçăмăрсем пирĕнне ахаль çапла курăнать; манăн тăван йăмăк, Праска ывăлĕ мар-и вара ку!» – терĕ. Çак сăмахсене илтсен Никанорăн арăмĕ, ват карчăк, уласа ячĕ те мана мăйран ыталаса илсе тепĕр хут чуптурĕ. Никанор патĕнче унăн хунякăшĕ, арăмийĕн акăшĕ, пурăнать-мĕн. Унăн упăшки те, ачи-пăчисем те пурте вилсе пĕтнĕ: вара вăл кĕрÿшĕпе йăмăкĕ патне пурăнма пынă. Вăл та чупса пырса мана ыталаса илсе чуптурĕ те уласа йĕрсе ячĕ. Унтан хайсен кунти тăванĕсем, хурăнташ-ăрăвĕсем, ял-йышĕсем çинчен, кунти, хăйсем çуралса ÿснĕ çĕршывсем çинчен тата ытти нумай япаласем çинчен те манран ыйтма тапратрĕç. Никанор хăй чăвашла начар калаçать; арăмĕ унăн лайăх калаçать: епле вăл, вăтăр-вăтăр пилĕк çул чăвашла пĕртте калаçманскер, çак тери лайăх калаçать-ши тесе эпĕ тĕлĕнсе юлтăм; çавăнтах тата йăмăкĕ унăн калаçма шăпах маннă: калаçнине анчах ăнланать. Эпĕ вĕсемпе пĕрмай чăвашла калаçрăм: манăн вĕсем чăвашла епле калаçнине пĕлессĕм килчĕ.

Эпĕ вĕсене мĕн ыйтнине, хам пĕлнĕ таран, пурне те пĕр суеçтермесĕр каласа патăм. Мĕншĕн тесен Саратов чăвашĕсем хушшинче 9 çул икĕ тĕлте ачасем вĕрентсе тăнипе эпĕ унти чăвашсене нумайăшне пĕлсе çитрĕм; Константинопольри чăвашсен хурăнташ-ăрăвĕсене эпĕ пит лайăх пĕлетĕп; Никанор йăмăкийĕн, Праска мăнаккан килйышĕсем эпĕ витĕр пĕлсе тăратăп. Çавăнпа эпĕ Никанор умĕнче ун йăмăккийĕн ывăлĕ пулма хăрарăм,- сăмахăм йăнăш тухмасса эпĕ хам çине шантăм. Эпĕ каласа пынине виççĕшĕ те вĕсем сăнаса, йĕре-йĕре итлесе ларчĕç. Хăйсен тăванĕсем, хурăнтăш-ăрăвĕсем çинчен илтни çеç мар, чăваш чĕлхине, чăваш сăмахĕсене илтни те вĕсемшĕн тем пек хаклă туйăнчĕ пулĕ тесе шутлатăп.

Калаçсан-калаçсан каç пулса çитрĕ. Тĕттĕм те пулчĕ. «Сана çурт хуçи, хĕр-хуçа курасшăн,-терĕ мана Никанор арăмĕ. Вăл алăкран килсе кĕрсенех эсĕ сылтăм урăвăн чĕркуççийĕ çине тăр та, вăл сана сылтăм аллине тăсĕ, эсĕ çав аллине унне туртăм енчен чупту: кунта йăла çапла», – терĕ. Нумай та тăмарĕ, тĕрĕк хĕрĕ пычĕ кĕчĕ. Эпĕ тума хушнă пек турăм та тăрса хам ларакан вырна каллех лартăм. Хĕр-хуçа Никанор арăмĕ урлă манпа пайтахчен калаçкаласа ларчĕ. Каяс умĕн вăл мана кучченеçĕ пĕр кивелнĕ, хĕррисене йĕри-тавра пурçăнпа тытса тухнă тутăр парçа хăварчĕ.

Вăл кайсан, пăртак калаçкаласа ларсан, эпĕ те кайма хатĕрлене пуçларăм; анчах мана: «Çĕр выртмасăр кайма ан шухăшла», – терĕç. Эпĕ вара турă çине шанса, вĕсем патĕнче çĕр çĕрлеме юлтăм. Юласса та хавас юлтăм, мĕншĕн тесен ман тата нумай калаçас шухăш пырса кĕчĕ: весем хăйсем манран ыйтса тĕтĕрĕç ĕнте, манăн хамăн тата вĕсенчен кирли-кирлине ыйтса пĕлесчĕ тесе шухăшласа пуçларăм эпĕ. Манăн вĕсенчен епле вĕсем тутар тĕнне тухнине, мĕн таран вĕсем вăл тĕне хытă тытса-туса тăнине пит пĕлес килчĕ. Хулара е монастырьте манăн урăх ĕç-мĕн çукчĕ. Эпир ларса каймалли пăрахут Консгантинопольрен тепĕр кунне кăнтăрла сулăнсан тин тухса каймаллаччĕ. Хулари тĕрлĕ вырăнсене, тĕрлĕ япаласене курасшăнах ку маншăн çав тери хаклă чăвашсене пăрахса каясси манăн аса та килмерĕ. Çапла эпĕ Никанор патĕнчех çĕр çĕрлеме юлтăм. Çĕрле Никанор патне пĕр аллă çулхи çын пырса кĕчĕ. Эпĕ ăна тĕрĕк пулĕ терĕм, вăл Шурту чăвашĕ пулчĕ. Ăна Никанор та ыттисем те «Усман» тесе чĕне пуçларĕç. Эпĕ Усманăнне те тĕне кĕнĕ ятне ыйтма хăяймарăм. Усман вăрах калаçса ларчĕ. Вăл чăвашла Никанортан та япăхрах калаçать. Усман пырсан часах тĕн çинчен сăмах тапранса кайрĕ. Калаçу Усманран пуçланчĕ. Вăл мана каларĕ: «Кĕркури, Мухаммед тĕнне тух та Стампула пурăнма юл. Ахăрсаман кунĕнче пурĕпĕр пур халăх та Стампула пухăнмалли; юлашкинчен Стампула килсе пурăнса вилсе кунта пытаракан çынсене çут тĕнченĕн юлашки кунĕнче пит çăмăл пулмалла», – терĕ.

Эпĕ вара каларăм: «Мухаммед тĕнне мĕншĕн тухас мар, тухас! Анчах эсир мана малтан Мухаммед тĕнне тĕрĕссине, Христос тĕнне суйине кăтартăр; вара пĕр сăмахсăрах сирĕн тĕне тухса халех Стампула сирĕнпе пĕрле пурăнма юлап», – терĕм. Эпĕ çапла каланине илтсен, вĕсем пурте пит савăнчĕç. Усман вара, Мухаммед тĕнĕ чăн тесе, христос тĕнне суя кăларасшăн тăрăша пуçларĕ Сăмах турăшсем çинчен тапранса кайрĕ. Усман эпир турăшсене хисепленине хирĕç ак çапла кала пуçларĕ: «Сирĕн Христоса ĕненекен çынсен, килте те, чиркÿре те турă пĕтес çук; пирĕн, Мухаммед тĕнĕпе пурăнакансен, турă пĕрре çех; эсир çав тĕрлесе пĕтернĕ хăма татăкĕсене турă вырăнне хурса пуççапатăр», – терĕ. Эпĕ ăна хирĕç каларăм: «Эпир те, Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсем, турă пĕрре çеç тесе ĕненетпĕр. Эсир, мăсальмансем, пĕр пĕлмесĕр калаçатăр: эпир турăшсене турă вырăнне хумастпăр. Пĕлес тесен, ман сăмаха итлĕр-ха, эп сире ун çинчен ăнлантарса каласа парăм. Акă эсир кунта, Стампулра, Мухаммедан икĕ тумтирĕ пур тетĕр: пĕри пулсан, тепри тĕве çăмĕнчен тунă тумтир Рамасан уйăхин 15-мĕш кунĕнче сирĕн вăл тумтирсене пуç çапаççĕ, – пуяннисем пурçăн тумтирне, чухăннисем теприне пуç çапса кĕл тăваççĕ. Сирĕн çапла йăла пур. Вăл йăлана тунă вăхăтра Мухаммед тумтирĕсем умĕнче йывăç çăвĕсене çунтараççĕ; çынсем чуптунă вырăна çуннă шыва мăссальмансене валеçсе параççĕ: Эсир вăл шыв тĕрлĕ чиртен чĕртет тесе ĕненетĕр. Çак пурте чăн-и?» – терĕм эпĕ. «Чăн» – терĕç вĕсем. Эпĕ вара каларăм: «Эпир те çавăн пекех хамăрăн таса, сăваплă çынсенчен юлнă япаласене хисеплетĕр пулсан, вĕсене хăйсене тата хытăрах хисеплес пулмасть-и? Çавăнпа эпир, вĕсене хисеплесе, вĕсен сăнĕсене чуптăватпăр, вăл сăнсем умĕнче тайăнатпăр. Чĕркуçленсе ларатăр, пуççапатпăр. Çав сăнсене турăшсем тесе. Апла туни мĕн туни пулчĕ ĕнте вăл: эсир каланă пек, хăма татăкĕсене турă вырăнне е сăваплă çынсем вырăнне хуни пулчĕ-и-мĕн? Çук, хăма çине сăнĕсем ÿкнĕ святойсене хăйсене хисеплесе пуççапни пулчĕ вăл. Эпир турăшсем умĕнче тăнă чухне турăш çинчен шухăшламастăр, турăш çинче кам сăнĕ, сав святой çинчен шухăшласа унпа калаçса тăратпăр, турăша мар, святоя хăйне кĕл тăватăр. Турă сăнĕ умĕнче тăнă чухне те турăпа хăйпе калаçса тăратпăр, турă сăнĕ мар Турра хăйне кĕл тăватпăр. Чăнах та хăвăр шухăшлăр-ха: святойсен сăнĕсене – турăшсене – пирĕн епле хисеплес мар? Вĕсен сăнĕсем çине пăхса, епле савăнас мар?» – терĕм эпĕ.

Ларсан-ларсан, çур çĕр вăхăтĕнче, пирĕн пата хайхи малтан мана Никанор пата йĕртсе пынă Аптул чăвашĕ пырса кĕчĕ. Пăртак ларсан вăл та мана Усман пекех: «Чунна çăлас килет пулсан, чăнахах пирĕн тĕне тух та пирĕнпе Стампула пурăнма юл, Кĕркури»,- терĕ. Эпĕ ăна каларăм: «Сирĕн тĕне тухас тесен малтан манăн вăл тĕн – чăн тĕн, Христос тĕнĕ чăн тĕн мар тесе ĕненес пулать: çапла ĕненмесĕр тухсан мĕнле мăсăльман пулăп эпĕ? Сирĕн сăмахăртан Христос тĕнĕ суйи, Мухаммед тĕнĕ чăнни пĕрре те курăнмасть, пĕртте паллă мар халĕ авă», – терĕм эпĕ. Кăна хирĕç мана Усман нимĕн те калаймарĕ. Вара тĕн çинчен калаçма пăрахрăмăр. Анчах Усмана, мана çĕнтереймен пирки намăс пулчĕ пулмалла: вăл тек тĕн тĕлĕшĕнчен калаçасшăн мăкăртатса лара пуçларĕ. Вара Мухаммед тĕнне тĕрĕсе кăларасшăн вăл Коран кĕнекинчен тĕрлĕ, вырăна килмен сăмахсем хура пуçларĕ. Хăй Коран кĕнекине ĕретлĕн вуласа та пăхман мĕн. Çавăнпа калаçсан-калаçсан, эпĕ ăна каларăм: «Усман пичче, эсĕ Коран кĕнекине, пĕрре те пулин лайăхах вуласа тухнă-и?» – терĕм. Вăл каларĕ: «Вуласа тухасса тухман та, çапах вулакаланă»,- терĕ. Эпĕ вара каларăм: «Апла пулсан, хăвăр тĕнĕре хăвăр та пĕлместĕр пулсан, тĕн тĕлĕшĕнчен пирĕн калаçас та пулмасть, ун çинчен калаçма пăрахар. Эпĕ кунта, сирĕн пата, тĕн пирки тавлашма, тупăшма килмен, – сире курасшăн, сирĕнпе калаçасшăн анчах килнĕ», – терĕм. Унтан Никанор: «Çитĕ, тĕн çинчен-мĕн çинчен калаçма чарăнăрсам», – терĕ. Вара Усман та чарăнчĕ. Никанор арăмĕ тĕлĕнсе мана: «Эсĕ, ачам, пирĕн тĕне ăçтан ку таранччен пĕлетĕн?» – терĕ. Эпĕ каларăм: «Эпĕ пĕр вăхăтра Мухаммед тĕнне тухасшăн пит шухăшласа пурăнтăм: таçтан, те тутарсем хăйсен тĕнне пит мухтанине илтнипе, вĕсен тĕнĕ мана лайăхрах пек туйăна пуçларĕ. Вара эпĕ тутар тĕнне лайăхрах пĕлес тесе, пĕр пĕлĕш ăста мулла патне çÿре пуçларăм. Вăл муллана эпĕ ăнлантарса патăр тесе, тутарсен тĕн кĕнеки Коран çинчен тĕрлĕ, хама кăмăла кайман тĕлсене кăтартма пуçларăм. Мулла темĕн пек тăрăшса та мана кирлине каласа параймарĕ. Çавăнтан вара манăн кăмăл тутар тĕнĕнчен пĕтĕмпех сивĕнчĕ: ку тутарсем хăйсен тĕнне хăйсем те пĕлмеççĕ иккен,вĕсем хăйсен тĕнĕпе ахаль улталаса мухтанаççĕ иккен терĕм вара хама хам. Эсир те хăвар тĕнĕре пĕртте пĕлместĕр. Епле вара эсир мана вăл тĕне тухма ÿкĕтлетĕр?»- терĕм. Унтан Никанор арăмĕ каларĕ: «Çук, Кĕркури, Мухаммед тĕнне тухма ан та шухăшла, пирĕн пек ан ухмахлан. Акĕ эпĕ кунта килнĕренпе те пĕр ырă кунçул курман Эпĕ куççуль тăкни çак пурте те шăнăçас çук. Эпĕ асапланнине, эпĕ курнине турă ан кăтарттăр ĕнте. Эпир аккапа вăл вăхăтра кĕпе-йĕм çĕлесе, çуса, урай çуса-туса хамăра тăраткаласа пурăнтăмăр. Акă нумай пулмасть, иртнĕ Рамасан уйăхĕнче çеç, кукку каллех пирĕн пата йĕрсе килсе кĕчĕ те: «Тархасшăн хăр патра пурăнма илĕр мана»,- тесе пире йăлăна пуçларĕ. Пĕр пуссăр, çап çара килсе кĕчĕ: ĕлĕк ĕçлесе пухнă укçи пайтахчĕ, тĕрĕк хĕрĕпе пурăнса çав укçана та йăлтах пĕтернĕ. Мухаммед тĕнне тухман пулсан, Вырăс çĕрĕнчен çакăнта килмен пулсан, эпĕ çак тери нуша нихăçан та курас çукчĕ, çав тери нуша курас çукчĕ. Пирĕн лере, ялта, упăшкасем чипер, чипер пурăнакан арăмсене мар, усаллисене те хăваласа туса яни илтĕнмесчĕ»,- терĕ. Арăмне хирĕç Никанор пĕр сăмах та чĕнмесĕр, пуçне тайса итлесе ларчĕ. Арăмĕ каласа чарăнсан вăл: «Сăмах-юмах нумай пулчĕ, мĕн пулнă – пулнă, калаçас марччĕ ун çинчен»,- терĕ те ман еннелле пăхса каларĕ: «Ачам мĕн те пулин Алексей Божий пурнăçĕ çинчен каласа парччĕ мана. Ĕлĕк эпĕ çав святой пурнăçĕ çинчен каланине итлеме пит юрататтăм. Анчах мĕн илтнине пĕтĕмпе маннă ĕнтĕ», – терĕ. Вара эпĕ святой пурнăçĕ çинчен майĕпе кăна, васкамасăр калама тытăнтăм.

Пăртак тăрсан Аптул чăвашĕпе Усман килĕсене кайрĕç. Вĕсем кайсан эпир калаçа-калаçах, йĕре-йĕрех çывăрма выртрăмăр. Выртсан та нумайччен калаçрăмăр. Калаçмалли сăмах тата нумайччĕ те, анчах çывăрма выртсан манăн вăл шухăш пулмарĕ: халĕ пырса кĕрсе вĕлерес пек туйăнса выртать: хайхи монахсем тĕрĕксем çинчен темĕн-темĕн каласа мана çав тери хăратса пăрахнă-мен. Çавăнпа эпĕ Никанорпа арăмĕ калаçнине анчах итлекелесе выртрăм; вĕсем ыйтнине-тунине анчах калакаласа выртрăм. Çапла çывăраймасăрах çĕр иртрĕ.

Ирхине ирех, эпир вырăн çинчен тăман та, Усман пырса кĕчĕ те пире тăратма пуçларĕ. Ман патăма пычĕ те: «Кĕркури, тăрас, çывăру çитĕ, çитĕ, киле çитсен те нумай çывăрăн-ха; тăраниччен курса калаçса юлас килет санпа»,- терĕ. Эпир тăтăмăр вара…

Ирхи апат туса ларнă чухне пирĕн сăмах каллех тĕн тĕлĕшĕнчен тапранса кайрĕ. Вĕсем хăйсĕм епле тутар тĕнне тухни çинчен калама тытăнчĕç. Вăл ак епле пуçланчĕ. Мĕн пур калаçнинчен эпĕ вĕсем Христос тĕнне пăрахса тутар тĕнне тухнăшăн ÿкĕнме тытăннине сисрĕм. Çавăнпа çиме ларсан: «Кукка, инке, Усман пичче, мĕн канаш тăвăр эсир: чăнах, Мухаммед тĕнне тухас-и манăн, çук-и?» – терĕм. Вĕсем пурте пĕрле: «çук, çук, ах, ан та шухăшла, ан ухмахлан!» – терĕç. Эпĕ вĕсене: «Эсир хăвăр мĕншĕн тата тухрăр?» – терĕм. Вĕсем вара каларĕç: «Эпир ак мĕншĕн Христос тĕнне пăрахса, Мухаммед тĕнне тухрăмăр: эпир ăна халĕ тин ăнланса илтĕмĕр. Пупсем пире тĕне кÿртессе кÿртнĕ, анчах вĕрентессе вĕрентмен. Чиркĕве эпир нихăçан та çуременпе пĕрех, мĕншĕн тесен унта мĕн тунине, мĕн каланине ăнланман: вырăсла пиртен хăшĕ пĕртте пĕлмен, хăшĕ начар пĕлнĕ. Чиркĕве пысăк, аслă праçниксенче, çулталăкра пĕрре е иккĕ кайкалаттăмăр çав; унта та хистенипе анчах каяттăмăр; кайсан та тунката пек тăраттăмăр. Ытти йăласене – ачасене шыва кÿртме-и, вилнисене пытарма-и, венчет тума- и- пупсем хăратнипе çех тăватсăмăр эпир. Пупсене юратма мар, вĕсене пирĕн курас та килместчĕ: вĕсем пире вĕрентместчĕç; пиртен укçа сăтăрма анчах пĕлетчĕç… Ачасене те вĕрентме шкула ямастăмăрччĕ эпир, мĕншĕн тесен мĕне вĕреннине хăйсем те вĕсем пĕлместчĕç, эпир те пĕлместтĕмĕрччĕ. Çырăва вĕрентнине, ачасене усала анчах вĕрентнĕ пек туйăнатчĕ пире. Тутарсем мĕн каланă çавна ăнланса пыраттăмăр эпир. Вĕсем кирек хăçан та, кирек ăçта тĕл пулсан та пирĕнпе хăйсен тĕнне мухтаса, Христос тĕнне хурласа калаçатчĕç. Вĕсем пире ак çапла калатчĕç: «Пупсем сире улталаççĕ. Вĕсенĕн сире вĕрентес пĕр шухăш та çук; вĕсем сиртен укçа анчах сăтăраççĕ. Чиркÿре вĕсем мĕншĕн вырăсла кĕл тăваççĕ, мĕншĕн вырăсла вулаççĕ, мĕншĕн вырăсла юрлаççĕ? Эсир ăна пĕлĕтĕре? Вĕсем сире хăйсен тĕнне пĕлтересшĕн мар, çавăнпа вĕсем çапла тăваçĕ. Пупсем мĕн тунине пурне те ăнлансан, эсир тахçанах пирĕн тĕне тухнă пулăттăр тетчĕç пире тутарсем»,- тĕрĕс…

Калаçма тытăнсан, сăмахăн вĕçне тухас çук, тата та нумай калаçса ларнă пулаттăмăр, анчах манăн кайма вăхăт çите пуçларĕ: кăнтăрла сулăнсан икĕ сехете яханччĕ ĕнтĕ, пăрахут пирĕн Константинопольрен тăватă сехетре тухса каймаллаччĕ. Çавăнпа эпĕ Никанор панчен кайма хатĕрлене пуçларăм. Мана хам валли те, кунти хурăнташ-ăрăвĕсене валли те кучченеçсем пама тытăнчĕç. Никанор арăмĕ икĕ кĕмĕл çĕрĕ, тутăр, пурçăн укçа енчĕкĕ, 25 пус укçа пачĕ. Унăн аккăшĕ 50 пус укçа пачĕ. Хĕр хуçа эпĕ тухас умĕн ăсатма пычĕ: вăл тата тенкĕ те утмăл пус пачĕ. Юлашкинчен вăл мана каларĕ: «Тата кил, тепре килнĕ чухне аннене те илсе кил»,- терĕ. Никанор хăй мана, çул валли тесе, тăванĕсем валли те кучченеçе, тĕрлĕ çимĕç илсе пачĕ. Шăп тухса каяс умĕн вăл хăйĕн сылтăм аллийĕн пĕр пÿрнинчен çĕррине кăларса илсе мана тыттарчĕ те: «Киле çитсенех ку çĕрре Праска йăмăкăмăн алли пÿрнине тăхăнтарт», – терĕ.

Никанор патĕнчен тухма манăн вăхăт çитрĕ вара, Никанорпа арăмĕ мана пăртак ăсатса яма пулчĕç. Вара эпĕ Никанор хуняаккăшĕпе те, Усманпа та чуптуса уйрăлтам та, тухса кайрăмăр. Никанорăн арăмĕ пирĕнпе нумай пымарĕ; пырсан-пырсан вăл мана чарчĕ те каларĕ: «Ну, ачам, эпĕ сана ăсатма тинĕс хĕрринех çитес çук: манăн урасем ывăнчĕç; тинĕс патне пырсан каялла таврăнаймăп та эпĕ. Сыв пул ĕнте, ачам. Эпĕ урăх курас çук сана: пирĕн, Никанорпа иксĕмĕрĕн те кунта, çĕр çинче, пурăнăç кунçулăн вĕçĕ çитет ĕнтĕ»,- терĕ те ача пек уласа йĕрсе ячĕ; унтан вăл ыталаса илсе мана хыттăн чуптурĕ. Эпĕ хам та ăна – Сыв пул, инке! – терĕм те чăтаймасăр уласа ятăм: хамăн та кăмăл çав тери хуçăлса кайрĕ.

Никанор арăмĕ калле кайрĕ, эпир Никанорпа малалла утрăмăр: Никанор мана пăрахута çитичченех ăсатса яма пулчĕ. Кăмăл хуçăлни хăвăрт иртсе кайрĕ. Мана урăх шухăш аптăрата пуçларĕ: монастыре, е пăрахут çине, çитсенех монахсем те, юлташсем те хупăрласа илсе мана ятпа «Дмитрий» тесе чĕне-чĕне ăçта çухалса çÿрени çинчен тĕпчеме тытăнĕç манран, вара ман ултава Никанорăн пĕлмесен хал çук. Ун чухне манăн мĕн тăвас вара? тесе çул тăрăх шухăшласа пыратăп, анчах нимĕн тума та ăс çитмест. Золотой Рог урлă каçсан эпир монастыре каяс мар терĕмĕр, пăрахут çине тÿрех кайма шут тытрăмăр: иксĕмĕр те юлташсем пăрахут çинче пулĕ ĕнте тесĕ шухăшларăмăр. Пăрахут çине тÿрех, монастыре кĕмесĕрех, каяс тесе, хамăр пынă çĕртен инçе мар, тинĕс пырĕ хĕррине антăмăр та, Никанор кимме тытрĕ. Кимĕ çине ларма тытăнсан кимĕ хуçи пиртен ют патша çĕрне кайма илекен паспорт ыйтрĕ: çав паспортсăр кимĕ çине лартмаççĕ-мĕн. Эпĕ хам паспорта кăларса кăтартрăм. Никанорăн вăл паспорт çукчĕ çав; çавăнпа ăна кимĕ çине лартма юрамасть терĕç. Çакна илтсен хам çинчен тем тĕрлĕ йывăр япала йăтăнса аннă пек те çăп-çăмăл пулнă пек туйăнса кайрĕ мана. Çапла, Никанорăн ман ултава пĕлме пулмарĕ: унăн ку ман Праска йăмăкăн ывăлех тесе юлмалла пулчĕ. Ултава пĕлнĕ пулсан та, Никанор мана усал-мĕн тăвас çукчĕ те, çапах эпĕ ăна хам çинчен юлашкинчен те тĕрĕссине каламарăм. Çапла, кăна эпĕ хăраса каламарăм мар, çук: Никанора хăйне хĕрхенсе каламарăм. Вăл мана хăйĕн йăмăкĕн ывăлĕ тесе пĕтĕмпех шанса çитрĕ: вăл манпа йăмăкăмăн ывăлĕ ку тесе чунтан савăнса мĕн вăхăт, мĕн-мĕн çинчен каласса ирттерчĕ. Юлашкинчен, уйрăлас умĕн, эпĕ урăх çын, йăмăккийĕн ывăлĕ мар иккенне сасартăк пĕлнĕ пулсан, ăна калама та çук йывăр пулĕччĕ. Çавăнпа эпе вăл ман ултава пĕле ан хутăрччĕ тесе юлашкинчен пит кулянтăм. Тавтапуç турра: вăл мана вилес умĕн те пулин йăмăкăмăн ывăлне курма çырчĕ тесе шухăшласа тек савăнтăр. Ман ултав ăна темĕн сиенех тумĕ- ха. Улталанăшăн ман ăш варкамасть, мĕншĕн тесен унсăрăн пуçне эпĕ чăвашсене шыраса тупас та çукчĕ. Праска мăнакка ывăлĕ Кĕркури ман вырăнта пулнă пулсан, вăл чăвашсемпе мĕн калаçма пултарнă пулĕччĕ, эпĕ те вĕсемпе ун чухлех калаçма пултартăм, мĕншĕн тесен эпĕ вĕсенĕн хамăр Вырăс çĕрĕнчи тăванĕсене Кĕркури чухлех пĕлетĕп. Тепĕр енчен, эпĕ Кĕркурирен нумай усăллă пултăм: Кĕркури, çырăва вĕренменскер, мĕн кирлине ман чухлĕ ыйтса пĕлсе калаçас çукчĕ вĕсемпе. Çапла шухăшласа эпĕ Константинопольри чăвашсене улталанăшăн пĕртте кулянмарăм. Çапла манăн пĕчченсемех кимĕ çине лармалла пулчĕ: Никанорпа та уйрăлма вăхăт çитрĕ. Вара эпе ăна юлашкинчен ак çапла каларăм: «Сыв пул эппин, савнă куккам! Те курăнăçайăпăр тата, те курăнăсаймăпăр. Мана эсир пит пысăк хăна туса ятăр: сана та инкене те тавтапуç. Мĕншĕн эпир çак тери, пĕр пĕринпе курнăçма хал çук уйăрăлса пурăнатпăр-ши? Эпĕ çапах килтисенчен пуринчен те ăрăслăрах иккен: мана турă сире курма хушрĕ. Ыттисем пирĕн сире нихăçан та курас çук. Анне манăн, ватăскер, курасшăн сунма та пултараймасть ĕнтĕ»,- терĕм. Унтан вара: «Сыв пул, кукка», – терĕм. Никанор мана мăйран ыталаса çакăнчĕ те пĕчĕк ачаран та хытă ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ. Эпĕ те чăтăймарăм, йĕрсе ятăм. Вăл вăхăтра мана Никанортан çывăх çын тĕнчере те çук пек туйăнчĕ… Унтан, пăртак лăпланса сывлăш çавăрсан, вăл мана каларĕ: «Сыв пул,ачам! Праска йăмăкăмă пысăк салам кала!» – терĕ те урăх нимĕн те чĕнеймерĕ… Эпĕ вара кимĕ çине кĕрсе лартăм та ишÿçĕпе пăрахут еннелле ишсе кайрăмăр. Никанор шыв хĕррине тăрса юлчĕ. Вал нумайччен, эпĕ пăрахут çине çитсе ларичченех, тутăрĕпе сулласа тăчĕ. Эпĕ пăрахут çине çитсе ларсан, вăл юлашки хут тутăрĕпе сулларĕ те çаврăнса майĕпен килнелле утса кайрĕ…

4 сехетре пирĕн пăрахут Консгантинопльрен Одессăна тухрĕ. Çапла эпĕ киле таврăнтăм. Таврăнсан, мĕн курнине, мĕн илтнине Никанорăн тăванĕсене каласа патăм. Кучченеçсене пурне те кама памаллине патăм. Хама панă кучченеçсене Праска мăнакка ывăлĕ Кĕркурине патăм. Пăртак пурăнсан эпир Никанор патне çыру ятăмăр. Вăл çырура эпĕ киле лайăх, сывлăхпа çитрĕм тесе çырса ятăм. Эпир çырура та ултава пĕлтерес мар канаш турăмăр.

Пурăнсан-пурăнсан Никанор та пирĕн пата çыру ячĕ; вал çырура Никанор эпир пурсăмăр та тĕрĕс-тĕкел тăратпăр-ха, сирĕн çырăва пурсăмăр та пĕрле пухăнса йĕре-йĕре вуларăмăр тесе çырса ячĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.