Соломонăн Ÿкĕт Кĕнеки

Библи кĕнеки тăрăх Николай Кушманов сăвăласа куçарнă



Sijen1• Тĕрĕс мар куçару

Сăвăсен текстне 1904—1907 çулсенче Петербургра пичетленнĕ «Толковая Библия» тата Мускав Патриархийĕ 1988 çулта кăларнă «Библия» кĕнекесен тĕп шухăшне шута илсе Николай Кушманов (Алеметкин) чăвашла сăвăласа куçарнă.Малаллине вулас

Ĕçкĕ Юрри

Гурий Комиссаров (Вантер)


Ĕçкĕ юрри

Тыр хушшинчи пиçенĕ
Ÿсен тырра пусмăрлать.
Ах, аттеçĕм, ай, атте,
Эпир апла пулас çук.

Çырма кайăк куккук пур
Хăй амăшне хисеплемест.
Ах, аннеçĕм, ах, анне,
Эпир апла пулас çук.Малаллине вулас

Чăваш

Гаврил Кореньков


Ăçтан тухнă эс, чăваш,
Кам пулнă сан аслаçу?
Кирек ăçтан эс «не наш»,
Кирек ăçтан ятлашу,

Усал сăмах илтсен эс,
Тата, хăш чух, лаша пек,
Чылай патак çиен эс.
Пăхсан, эс те этем пек:Малаллине вулас

Çуркуннехи çĕр

Гаврил Кореньков


Пĕлĕт çинчи çăлтăрсем
Тем пек лайăх çутатаç;
Шурти ешĕл курăксем
Тем пек ыррăн курăнăç;

Вăрман çинчи уйăх та
Çĕре ыррăн çутатать;
Юман çинчи шăпчăк та
Тем пек лайăх янăртатьМалаллине вулас

Çуркунне

Гурий Комиссаров

Эпĕ анчах вăраннă;
Куçа уçса пăхрăм та,
Ман чун савăнсах кайрĕ:
Епле лайăх-çке тулта!

Çÿлтен, кăвак пĕлет çинчен
Çап-çутă хĕвел пăхать;
Ăшă парса, савăнса,
Йăл-йăл кулса нĕр тăрать.Малаллине вулас

Чăвашсем çинчен


Чăвашсем çинчен

Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Чăвашла Кĕскетсе куçарнă

Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ турра асăнаççĕ, туррисене çапла-çапла ятпа чĕнеççĕ: Мăн турă, Мăн турă амăш, Турă, Турă амăш, Пÿлĕхçĕ турă, Пÿлĕхçĕ амăш, Хĕрлĕ çыр, Çĕр амăшĕ, Çĕр ашшĕ.

Малаллине вулас

Якур юррисем

Урхас Якурĕ — 19-мĕш ĕмĕрте халăхран тухнă такмакçă. Унăн юррисене Николай Золотницкий çырса илнĕ. Ытларахăшĕ кулăшла такмаксем, тĕн йĕркипе çыхăннă юррисем те пулнă… Тĕплĕнрех→


Юрăсем

Каш-каш вăрман, каш вăрман.
Мĕн-ма тăтшах кашлать ву?
Çоллен торат хошас, тет.
Каш-каш хăмăш, каш хăмăш.
Мĕн-ма тăтшах кашалть ву?
Çоллен сыппа ларас, тет.
Кĕр-кĕр халăх, кĕр халăх.
Мĕн-ма кĕрлет çав халăх?
Çолленех нон хошас, тет.


Малаллине вулас