Чăвашсем çинчен



Чăвашсем çинчен

Ермей Рожанский – Атăлçи тăрăхĕнчи халăхсене Христос тĕнне кĕртес тĕлĕшпе ĕçленĕ миссионер. 1780 çулта вырăнти халăхсене хăйсен чĕлхипе тĕн çыравĕсемпе тивĕçтермешкĕн Чулхулара йĕркеленĕ шкулăн чăвашла-тутарла ушкăнне ертмешкĕн ăна шанса панă… Тĕплĕнрех →


Чăвашла Кĕскетсе куçарнă

Вĕсем тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ турра асăнаççĕ, туррисене çапла-çапла ятпа чĕнеççĕ: Мăн турă, Мăн турă амăш, Турă, Турă амăш, Пÿлĕхçĕ турă, Пÿлĕхçĕ амăш, Хĕрлĕ çыр, Çĕр амăшĕ, Çĕр ашшĕ.

Вĕсенчен Мăн турра, Мăн турă амăшне, Турăпа Турă амăшне пысăк чÿксенче асăнаççĕ. Хăйсене çав турăсем пултарнă тата пăхса тăраççĕ тесе шутлаççĕ, вĕсенчен ырлăх кÿме çапла каласа йăлăнаççĕ: «Мăн турă, Мăн турă амăш, Турă, Турă амăш! Пире тăваканĕ-усраканĕ! Çанталăка çуратаканĕ, этеме тăваканĕ! Çырлахсамăр, усрасамăр, ан пăрахсамăр пире!».

Пÿлĕхçĕ турăпа Пÿлĕхçĕ амăшĕнчен çынсене çутта кăларма, ырлăх кÿрен сывлăш яма, кирлĕ вăхăтра çумăр çутарма, çынсене ырă тăвакансене ырă кун-çул пама тĕрлĕрен выльăх-чĕрлĕхе хунаттарма ыăтаççĕ: «Пÿлĕхçĕ турă! Пÿлĕхçĕ амăшĕ! Çуталтарсамăр пур халăха, тасатсамăр çутçанталăка, юхтарсамăр хисеплĕ çумăр, пуйтарсамăр пире, пирĕн выльăх-чĕрлĕхе пур ырлăхпа».

Тĕрлĕрен çимĕç турринчен Хĕрлĕ çыртан çĕр çинче ÿсекен тĕрлĕрен çимĕçе çил-тăвăлтан тата ытти çĕмĕрекен усал вăйран сыхласа усрама тархаслаççĕ: «Хĕрлĕ çыр, усра пирĕн тырра, пур  çертен тухнă япаласене: пăрпа, çилпе, пур усаллăхпа ан çĕмĕрсе яр, пире тĕпех ан ту».

Çĕр ашшĕпе Çĕр амăшне çапла каласа пуççапаççĕ: «Çĕр ашшĕ! Çĕр амăшĕ! Çирĕплетсемĕр çĕре? халăхпа выльăха мĕн кирлĕ, пурне те çитĕнтерме вăй парăр».

Чăвашсем пурте калакан яланхи кĕлли çапла: «Турă! Çырлах. Турă! Ан пăрах манна, турă! Усра мана, турă! Хĕр-ывăл пар мана! Кĕлет тулли тырă пар! Карта тулли выльăх пар! Лашама, ĕнеме, сурăхăма хунаттар».

Ытти кирлĕ япалана та çакăн пекех ыйтаççĕ, мĕн кирлине хăй ячĕпе асăнса тухаççĕ, эрешлесе каласа тăмаççĕ. Кăнтăрлахи, каçхи апат умĕн е пĕр-пĕр ĕçе тытăнас чухне кĕлĕ вырăнне пĕр сăмахпа «пĕсмĕлле» тесе калаççĕ, ку вăл «турă пулăштăр» тенине пĕлтерет. Апат çисен е ĕç пĕтерсен, час-часах «рахмат, турă» тесе турра тав тăваççĕ.

Вилнисене асăннă чухне вилтăпри çине икерчĕ, кукăль тата тĕрлĕрен аш-какай татăкĕ хываççĕ: «Сирĕн умăрта пултăр», – теççĕ; куркари сăрана сапса : «Астивĕр», теççĕ.

Чăвашсем, хăйсен тăванĕсем вилсен, вĕсене яланхи пекех çăваççĕ, ун хыççăн вара хăйсен кил-йышĕпе тата пухăннă тăван-пĕтенĕпе, кÿрши-аршипе пĕрле пÿртре юрлаççĕ те ял çывăхĕнчи çырмана каçса килеççĕ. Унта кăштах та пулин шыв юхмалла, çырми вилнĕ çын хăй пурăннă чухне уй-хире, çăрана та вăрмана ун урлă каçса çÿренĕскер пулмалла. Çав çырма урлă хăмаран е вĕрлĕкрен пĕчĕк кĕпер хываççĕ те пурте ун урлă каçаççĕ, кĕпер çирĕплĕхне тĕрĕслеççĕ. Çапла кĕпер çирĕп иккенне пĕлеççĕ те леш енче сăра ĕçеççĕ, кĕсле калаççĕ, вилнĕ çынна: «Килех, çирĕп кĕпер хыврăмăр», – тесе йыхăраççĕ. Унтан, виле патне таврăнса: «Каях, каях, саншăн çирĕп кĕпер хывса килтĕмĕр», теççĕ те ăна пытарма йăтса каяççĕ.

Пытарсан темиçе кунтан ятарласа пухăнаççĕ те хайхи кĕпер патне пыраççĕ. Унта пуснă выльăх ашне пĕçереççĕ (вăй çитерекенĕ вăкăр ыттисем така пусаççĕ), сăра ĕçеççĕ, хăйсем ĕçсе çиеççĕ, пĕр пайне вилнĕ çыншăн хываççĕ. Ĕçсе çикелесен, вилене малтан каланă пек йыхăраççĕ: «Килех, килех», – теççĕ. Вара, вăл килнине курнă пек пулса, пурте савăнăçлăн: «Килет, килет!» – теççĕ. Мĕн хатĕрленине ĕçсе-çиеççĕ тăрансан, юлакан шăмăсене çунтарса яраççĕ те килĕсене таврăнаççĕ.

Кĕрхи кунсенче, тĕплĕрех каласан, чÿк уйăхĕнче, чăвашсем вăрмансенчи тĕрлĕрен çырмасене çÿреççĕ, унта харкам хăй пултарнă таран вăкăр е така пусать те ăна пĕçерсе хăйĕн кил-йышĕпе çиет, сăра ĕçет, çапла вара вилнĕ тăван-пĕтенне асăнать. Çав ĕçкĕ-çикĕре вара вĕсенчен пурте хăйсем астунă таран вилнĕ çын мĕнле пурăнса ирттернине, унăн кăмăлĕ епле пулнине, вăл хăйне епле тыткаланине тата ыттине те аса илсе калаçаççĕ.

Çуллахи кунсем çитсен хура сурăх е така сутакан шыраççĕ. Тупсан выльăхне вăрмана илсе каяççĕ, пĕр-пĕр йывăç турачĕ çумне пуçне çÿлелле туса çыхса хураççĕ, çакна вĕсем выльăх, тÿпенелле пăхса, турăран уй-хире шăварма çумăр ыйтаççĕ. Выльăхĕ сасă кăлартăр тесе ăна икĕ енчен те аптрипе чиккелеççĕ. Лешĕ çапла чиккеленĕрен макăрса ярсан, вăл турра юрăхлă тесе, хăйсемшĕн усăллă тесе пусаççĕ те ашне пĕçерсе çисе чÿк тăваççĕ, шăммисене вутра çунтарса яраççĕ. Выльăхĕ хăйне темиçе хут чиксен те макăрса ямасн, унпа чÿк тумаççĕ, вăл турра юрăхсăр, хăйсене усă кÿмĕ тесе шутлаççĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.