Ял вĕçĕнче школ ларать

Гурий Комиссаров (Вантер)


Ял вĕçĕнче школ ларать…
Йĕри-тавра казак тăрать…
Учитĕле тытса тухрĕç,
Мĕн айăпне каламарĕç.

Вĕренекен ачисем
Кăшкăрса ячĕç, мĕскĕнсем,
Ĕсĕклесе макраççĕ,
Вĕрентекен патне туртăнаççĕ.Малаллине вулас

Епле Патăръяль пулни

Гурий Комиссаров (Вантер)


Епле Патăръяль пулни

Ĕлĕк Етĕрне çĕрĕнче
Пĕтĕм вăрман анчахчĕ.
Çав вăрмансем хушшинче
Чăваш халăх пурăннă.
Ункă тăвĕ хĕрринче.
«Етĕк» ятлă вăрманта
Малтан сакăр ял лартнă.Малаллине вулас

Константин Иванов: Шуйттан чури

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →


Шуйттан чури

Виçĕ пайлă трагеди

Халăх калавне улăштарса çырнă

Пĕлĕт саншăн тимĕр пулĕ,
Тĕнче саншăн тамăк пулĕ,
Санăн кĕллÿ тĕтĕм пулĕ.

ПĔРРЕМĔШ ПАЙĔ

Чул çумĕнче пĕр этем
Ларать хытă йăнăшса.

Шăллĕ
Апла пулсан, кай кунтан,
Эпĕ сана тăван мар!
Тăшман çынна нихçан та
Памăп турă панине.

Пиччĕшĕ
Вĕлеретĕп! Парсан пар!

Малаллине вулас

Ĕçкĕ Юрри

Гурий Комиссаров


Ĕçкĕ юрри

Тыр хушшинчи пиçенĕ
Ÿсен тырра пусмăрлать.
Ах, аттеçĕм, ай, атте,
Эпир апла пулас çук.

Çырма кайăк куккук пур
Хăй амăшне хисеплемест.
Ах, аннеçĕм, ах, анне,
Эпир апла пулас çук.Малаллине вулас

Ђăн Çăмăл Заповѣд Çинђен

Ђăн Çăмăл Заповѣд Çинђен.

Çылăхлă çынсем: çăлăнăç çулĕ пит йывăр, Туррăн заповѣдсене вырăна кÿме пирĕн вăй çитес çук, тесе ђас-ђасах упкелеççĕ. Апла пулсан ак пире Турă пит çăмăл заповѣд парат̌. Вăл заповѣд ак çакă: „çынна хĕрхенекенсем телейлĕ, вĕсене Турă хĕрхенĕ. Турă вĕсене Хăй иккĕмĕш хут вилнисене те, ђĕррисене те çак заповѣд тăрăх сут туса уйăрма килсен хĕрхенĕ.Малаллине вулас