К. В. Ивановăн Пичетленмен Произведенийĕсем


Ухсай Яккăвĕ



Sijen1• Элек

Ку публикаци пĕр енчен Константин Иванов вулакана унăн пурнăçĕпе хăш пĕр паха деталĕсене уçса парса çывăхлатать, тепĕр енчен статьяна пичетленĕ 1935-мĕш çулта хуçаланакан идеологин çăварĕ Иванова идеологи майлă «çуса тасатма», çав тапхăрти литература обществисене килĕшекен ятсемпе (Софокл – Байрон – Лермонтов) сыпăнтарма, Ивановăн шухăш-кăмăлне чалăштарма хĕнĕшет. Вулаканăн кунта Ухсай мĕн пур каланине тĕрĕс пек йышăнмалла мар, Иванова кĕçĕнлетсе кăтартнăшăн та вырханмалла мар. – VulaCv, 2017

К. В. Ивановăн Пичетленмен Произведенийĕсем

«Нарспи» авторĕн «Чăваш юмахĕсемпе халапĕсем» ятлă кĕнекере пичетленнĕ произведенийĕсемпе М. Лермонтов поэтăнне вырăсларан куçарнă сăввисемсĕр пуçне тата пичетленменнисем, çырма тытăннă произведенисем те пур. Усраннă ал çырăвĕсем тăрăх вĕсене автор çырса пĕтерни-пĕтерменни паллă мар. К. В. Ивановăн пĕтĕм творчествине тĕпчесе хак пама пулăшас майпа унăн ал çырăвĕсене пичетлесе кăларăпăр.

Ку ал çырăвĕсенчи материалсемпе паллашнă чухне К. В. Ивановăн, «Нарспи» поэминчи пекех, лайăх, паха енĕсемпе пĕрлех юрăхсăр шухăшсем те пуррине асра тытас пулать.

К. В. Иванов «Нарспи» поэмăна епле çырнине татăклăн каласа пама пултараймастпăр, унăн малтанхи варианчĕсемпе черновикĕсем халĕ те пирĕн алăра çук-ха. Халĕ пичетленекен хăш-пĕр сыпăкĕсем тăрăх, К. В. Иванов планпа ĕçленине, произведенийĕсене тÿрлетсе, улăштарса çырнине кăтартма пулать.

Константин Васильевич хăй виличченех, вилĕм вырăнĕ çинче те темелле чăваш литературишĕн çуннă, вăл тем пек пысăк произведенисем çырас тесе тĕрлĕ материалсем пуçтарнă, чăваш йăлисене тĕплĕн тишкернĕ. Вăл 1910 çулхи хĕлле Кайраклă ялĕнче нумай материал пухнă. Çапах та вăл çырайман, хăйĕн аслă шухăшĕсене, пулас хăватлă произведенийĕсене хăйĕн пуçĕнче усранă, вăл вĕсене хăйĕнпе пĕрлех нÿрлĕ çĕр ăшне пытарнă. Вăл çырайманнин айăпĕ Иванов таланчĕ пулманни е часах сÿнсе ларни çинчен каламасть. Вăл айăп пĕтĕмпех тискер патша самани çине тата миссионерсем çине ÿкет.

К. В. Ивановăн чăн-чăн талантне ун чухне хаклакан пулман, вăл поэзи тĕлĕшпе нумайтарах, хытăрах ĕçлетĕр тесе ăна никам та хавхалатман. Чăваш миссионерĕсем ăна хăйсен ĕçне тутарттарасшăн пулнă, чиркÿ кĕнекисем куçарма лартнă. «Нарспи», «Тимĕр тылă», «Тăлăх арăм» произведенисене автор 1907—1908 çулсенче çырнă. Ун чухне вăл 17—18 çулхи ача кăна пулнă. 17 çулхи ача çавăн пек паха «Нарспи» поэмăна çырма пултарнă пулсассăн — çитĕнсе çитнĕ Иванов тата вăйлăрах япаласем çырма пултарасси пире пĕрре те иккĕлентермест.

Анчах та хăватлă таланта миссионерсем çисе янă, унăн чунне шĕкĕсем пек кăшланă, ăна «Евангели» кĕнекине, Библин хăш-пĕр пайĕсене те куçарттарнă.

Чăваш миссионерĕсем пысăк поэта çапла кăкарса лартнă, вĕсемех ăна çамрăклах çĕре кĕртнĕ. [i]

I. «Шуйттан Чури» Трагеди

К. В. Иванов 1907—1908 çулхи хĕлле «Пăртта йăхĕн историйĕ» ятлă произведени çырасшăн пулнă. Вăл А. С. Пушкинăн «Араб Петра Великого» евĕр автобиографиллĕ произведени пулмалла пулнă. К. В. çав вăхăтрах çырма пуçланă пысăк произведени — «Шуйттан чури» ятлă трагеди татăкĕсем пур[ii]. «Шуйттан чури» трагедин тĕп шухăшне — укçа çынна аташтарнине — илсен ĕлĕкхи грек драматургĕсен (Софокл, Эсхил) тата Шекспир сывлăшĕ К. В. Иванова перĕнни сисĕнет. Трагеди тĕп геройĕ — укçа. Пĕртăван этемсем — пиччĕшĕпе шăлнĕ. Шăлнĕ вăрçăра аманать, унăн укçа енчĕкĕ хăйĕн çумĕнче пулнă. Шуйттан хĕтĕртнипе пиччĕшĕ шăлнĕне сăнăпа чиксе вĕлерет те вăрçăран пăрахса тарать, унăн тĕп шухăшĕ çапла:

Текех канăçсăр çынсем

Вăрçăсенче çÿреччĕр.

Мана тата мĕн çитмен?

Манăн акă пурте пур.

Ылтăн-кĕмĕл манăн вăл,

Ялти пуян эпĕ вăл.

Укçа пулсан мул та пур.

Унтан урăх мĕн кирлĕ?

Çынсем укçашăн çунни пире «Нарспи» поэма тăрăх та паллă. Михетер Нарспие укçашăн сутать. Ивановăн ку произведенийĕ тăрăх, этем хăйĕн чунне укçашăн шуйттана сутать. Çав вăхăтрах этеме хирĕç пирĕшти тухать, унăнне ыйтать. Этем ăнсăр пулать. Шуйттанпа пирĕшти тĕл пулаççĕ.

План тăрăх трагеди çапла пулмалла: этем вăйсăрланса пырать. Вилет те, унăн чунне шуйттан илсе каять.

Трагеди питĕ пысăк шухăшпа, грексен авалхи трагедийĕ пек сценăсемлĕ пулмалла пулни курăнсах тăрать. Малтанхи пайĕнче шуйттанпа пирĕшти тĕл пулни темле пулĕччĕ, ал çырăвĕнче вăл паллă мар. План тăрăх, диалоглă трагеди пулмалла пек, анчах Иванов кайран хăйĕн шухăшне улăштарнă пулĕ, пьеса формине пăрахăçа кăларса трагедиллĕ поэма çырма тытăннă пек туйăнать.

«Шуйттан чури» трагедие поэма туса çырни М. Ю. Лермонтовăн «Демон» поэмине те асăнтарать, унта та Демонпа пирĕшти тĕл пулса этем чунĕшĕн тавлашаççĕ, пирĕшти Демона çĕнтереймест. Çапла вара, «Демон» ятлă поэма шăрши те çапнă теме пулать.

К. В. Иванов хăйĕн планĕнче «Халăх калавне улăштарнă» тесе çырать, анчах чăваш мифологийĕнче, халапĕсемпе юмахĕсенче кун пек сарлака темăллă япаласем пуррине татсах калама çук пек. Г. Т. Тимофеевăн «Тăхăрьял»[iii] кĕнекинче укçана ылханакан халăх сăввисем пур, анчах унта кун пек анлă сюжетлă темăсем çук. Çавăнпа К. В. Иванов вăл сюжета халăх калавĕнчен илнĕ тени тĕрĕсех те пулмасть, е илнĕ пулсассăн та нумай урăхлатнă, тарăнлатнă. «Шуйттан чури» сюжечĕ поэт пуçĕнче çуралнă фантази тени тĕрĕсрех пулать пулĕ.

К. В. Иванов çырнă план çапла пулнă:

Пĕлĕт саншăн тимĕр пулĕ,

Тĕнче саншăн тамăк пулĕ,

Санăн кĕллÿ тĕтĕм пулĕ.

Трагедия в трех действиях

Переделка из народного рассказа

Действие первое

Çеçен хир. Юман. Ун кутĕнчех пысăк чул выртать. Вăрçă кĕрлесе иртсе каять. Аманнă чăваш. Икĕ юлташ. Укçа енчĕкĕ. Шуйттан: «Ил, ил укçине». «Сывă пул», — аманнине вĕлерет. Савăнăç юрри. Ăн килсе кĕрет. Сăмсине çапса çĕмĕрет. Ăссăр юрă. «Ÿкĕн!» — тенĕ сасă. Ăнсăр пулать. Çил тухать. Аçа çапать. Шуйттанпа пирĕшти.

Чаршав

Действие второе

Пирĕштисем шăтăк тавра. Усал çынна ылханаççĕ. Вăрçăра вилнисене пиллесе юрлаççĕ. Унтан вĕсен чунĕсене илеççĕ те каяççĕ. Пĕччен çын. Шуйттан юрри, ахăлтатни. Ăсатмалли юрă. Тăпра яра пуçлаççĕ. Аçа çапать, шуйттан ахăлтатать. Çынсем тарса пĕтеççĕ. Пирĕштисем анса юрласа шăтăка тултарма тытăнаççĕ.

Чаршав

Действие третье

Килте. Пĕр[iv] çул иртсен.

Пÿртре. Амăшĕпе ачи. Амăшĕн хуйхăллă юрри. Ашшĕн хуйхăллă . . .[v] килсе кĕрет. Пурте хăраççĕ. Шуйттан! Шуйттан! Мăйракаллă! Мăйракаллă! Амăшне те, ачине те вĕлерет. Çÿлте аслати кĕрлет. Пирĕшти чÿрече витĕр: «Мĕскĕн этем». Пирĕшти юрри. Ку кĕтесре хĕсĕнсе ларнă. Пирĕшти. Тепĕр ачи килсе кĕрет. Шуйттан! Кăна та вĕлерет. Аçа çапать. Чÿречерен шуйттан кулса ярать те кунăн чунне илсе каять.

Чаршав

Малтанах:

Пĕлĕт саншăн тимĕр пулĕ,

Тĕнче саншăн тамăк пулĕ,

Санăн кĕллÿ тĕтĕм пулĕ, —

тесе çырни эпиграф вырăнне пулмалла пулнă. Вăл эпиграфа Иванов хăй çырнă-и, ăçтан та пулсан урăх çĕртен илнĕ-и — халĕ кăтартса пама çук. Трагедие 1907 çулта çырма пуçланă пулас, мĕншĕн тесен ал çырăвĕнчи юлашки «Выçă аптранăскерсем» ятлă сăвă хыçне «1907 çул, декабрĕн 30-мĕшĕ» тесе çырнă.

План хыççăн трагедин çырнă татăкĕсем каяççĕ. Чи малтанах 6-мĕш пайĕнчен пуçланать. Ку ал çырăвĕсĕр пуçне авторăн ытти ал çырăвĕсем пулнă пулмалла, мĕншĕн тесен малтанхи пайĕсене çырмасăрах пуçлама пултарайман пуль. Тепĕр енчен пăхсан, ку шухăш, тен, тĕрĕсех те мар-тăр. Н. Шупуççынни поэт каланă тăрăх, «Нарспи» поэмăна та çырма вăта çĕртен, «Туй» ятлă пайĕнчен, пуçланă тет.

Пирĕн алăри ал çырăвĕ иккĕмĕш хут çырни пулас, малтан çырни (черновик) пулнă пуль, çырнă чухне хăш-пĕр вырăнсенче кăна хуратнă.

Улттăмĕш пайра вăрçă хирĕнче аманнă шăлнĕне вĕлернĕ пиччĕшĕ, укçа илнĕскер, килне таврăнать. Çавăнтах тата тепĕр вариант пур, унтан шăлнĕне вĕлернине кăтартнă. Ал çырăвĕнче каллех çиччĕмĕшпе саккăрмĕш пайĕсем çук. Малалла автор çырнă пекех йĕркерен пичетлĕпĕр.

Мана мĕн пит кирлĕччĕ?

Укçа, укçа — акă вăл!

Укçа пулсан мул та пур,

Унтан урăх мĕн кирлĕ?

Ылтăн-кĕмĕл манăн вăл,

Ялти пуян эпĕ вăл!

Кайăп киле ыранах,

Çитĕп киле каçченех,

Ылтăн-кĕмĕл çурт лартăп,

Выльăх тытăп пинĕпе.

Ирттерĕп çав пурнăçа

Савăнса çеç, кулса çеç.

Текех канăçсăр çынсем[vi]

Вăрçăсенче çÿреччĕр.

Мана тата мĕн çитмен?

Манăн акă пурте пур.

Ылтăн-кĕмĕл манăн вăл,

Ялти пуян эпĕ вăл.

Укçа пулсан мул та пур,

Унтан урăх мĕн кирлĕ?

ВАРИАНТ

Мĕншĕн кунта кăлăх

Манăн пуçа çухатас?

Этем çапла шухăшлать[vii]

Хăй ăшĕнче савăнса,

Çÿлтен, çÿлтен çавăнтах

Темле сасă илтĕнет:

— Мĕскĕн этем, мĕн турăн?

Куçна уçса пăх, мĕскĕн,

Ухмах ĕçÿ çинелле[viii].

Чул çумĕнче пĕр этем

Пуçне çĕклет йынăшса.

— Апла пулсан кай кунтан,

Эпĕ сана тăван мар!

Тăшман çынна нихçан та

Памăп турă панине.

— Вĕлеретĕп! Парсан пар!

— Вĕлер чуну çитейсен.

Ватă юман хыçĕнчен

Шуйттан татах хĕтĕртет:

— Ил укçине, ил туртса.

Ылтăн-кĕмĕл çап-çутă

Хутаç тулли ялтăрать.

Ил укçине — вăл санăн!

Ухмах çыннăн куçĕсем

Йăлтăр-йăлтăр çунаççĕ.

Хутаç çине пăхнă та

Хутаç патне туртăнать.

Анчах шăлнĕ укçине

Хăйĕн айне хурса ларнă,

Ик аллинче ик çĕçĕ

Йăлтăртатса тăраççĕ.

— Вилсен вилĕп, чĕрĕлле

Памăп турă парнине.

Ватă юман хыçĕнчен

Шуйттан татах хĕтĕртет:

— Ил, ил, ухмах, мĕн тата

Каллĕ-маллĕ пусатăн?

Акă тăр-тăр чĕтресе

Сăнă çÿле çĕкленчĕ,

Анчах чунĕ çитмесĕр

Татах аяла анчĕ.

Ватă юман хыçĕнчен

Шуйттан… хĕтĕртрĕ,

Сăнă татах çÿлелле

Яр улăхса кайрĕ те,

Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне

Чиксе хучĕ укçашăн.

Çÿлтен кĕр-кĕр аслати

Кĕрлет, вĕркет хаяррăн.

Хура пĕлĕт — куç харши

Тата хытă пĕрĕннĕ.

Ухмах этем шăлнĕне

Сăнăпала чиксенех

Илчĕ укçа хутаçне[ix],

Ташша ячĕ савăнса.

Шуйттан юман хыçĕнчен

Сиксе тухрĕ ахăрса,

Тем хыççăн шуйттан та

Ташша ячĕ савăнса.

Ухмах çынна курăнми

Е ыталать аллипе,

Е чуптăвать тутипе,

«Шуйттан чури» теейсе

Этем укçа хутаçне

Хăрах алăпа йăтнă.

Тепĕр аллинчи хĕçпе

Шаккать укçа хутаçне,

Хутаç ăшĕнчи укçи

Шăнкăртатать илĕртсе,

Ылтăн-кĕмĕл кĕввипе

Çын такмаклать ташласа.

Тăпра çине çавăнтах

Кайрĕ этем йăванса,

Ăнĕ тухса кайнипе

Ури анчĕ хуçăлса.

Сасартăках çил тухать,

Тухса кĕрлесе каять,

Пĕтĕм çĕре кисретсе

Аçа шартлатса ярать.

Шуйттан юман хыçĕнче

Ахăлтатать хăрушшăн,

Ăнсăр этем патнелле

Аллисене вăл тăсать.

Ватă юман хыçĕнчех

Ахăлтатни илтĕнет,

Шуйттан çăварне карса

Ахăлтатать савăнса.

Ăнсăр этем вилнĕ пек

Кăвакарса кайнă хăй,

Шуйттан ăна пăхать те

Ахăлтатать хăрушшăн

Тĕнче тĕпне хускатса,

Çут тĕнчене ишес пек,

Аслă тăват кĕтеслĕ

Çут çанталăка илес пек.

Чул çумĕнче пĕр этем

Ларать хытă йынăшса.

Тĕттĕмленчĕ, каç пулчĕ,

Çил-тăвăл та лăпланчĕ.

Пĕчĕк ушкăн çар килет

Вилнисене пуçтарма.

Вилнисене пуçтарчĕç,

Шăтăк чавма тытăнчĕç.

Сăнăсемпе, хĕçсемпе

Аслă шăтăк тăваççĕ.

Улăп юман айĕнче,

Аслă чулăн çумĕнче,

Вилнисене юрăпа

Шăтăк ăшне антарчĕç.

Ĕречĕпе вырттарса

Виççĕ ÿксе пуççапрĕç,

Ури çине тăчĕç те

Виçĕ хутчен пуç тайрĕç,

Тăпра ыран ярăпăр,

Чÿкне ыран чÿклĕпĕр

Тесен вĕсем уттарчĕç,

Тĕттĕм çĕрте çухалчĕç.

«Шуйттан чури» ал çырăвĕ çакăнта пĕтет. Вулакан маларах пичетленĕ плана пăхсан уççăн курать ĕнтĕ: пĕрремĕш действи тата малалла тăсăлмалла пулнă. Вăрçă хирĕнче шуйттанпа пирĕшти тĕл пулни тата пирĕшти çынна ÿкĕнме хушни çинчен çырнисем питĕрех те вăйлă вырăнсем трагедин çырнă пайĕсенче пулманни трагедин тĕп шăнăрне татса хăварни малтанхи действинчи ĕçсем чи çÿллĕ пăнчăра епле пуласси çинчен калама çук. Эпĕр çакна çех калама пултаратпăр: трагедин пĕрремĕш действийĕ кăна 10 пайран иртнĕ е 20 пая та çитĕччĕ. Пĕтĕмпе трагедире З действи. Çапла ĕнтĕ авалхи литература ÿкерчĕкĕпе халăх калавĕнчи тĕшмĕшлĕх тăрăх пуçланă трагеди питĕ пысăка каймалла пулнă, урăхла каласан, вăл мистери евĕр пулĕччĕ[x].

II. Юмахсемпе Халапсем

Пирĕн алăри пĕчĕк тетрадь тĕлĕнтерет. Вăл, «Шуйттан чури» трагедипе пуçланнăскер, малалла тата ытти япаласем çине куçать: унта кĕске пĕчĕк сăвăсем, унтах чăваш халапĕсене çырма пуçлани, унтах Пăртта йăхĕн историне çырма шухăшлани. Ÿн чухне вĕт автор 17 çул тултарнă. Вăл хăйĕн çулĕпе ача пулсан та, пултарулăхĕпе темиçе çул хушши ĕçленĕ пысăк поэт пек ĕçленĕ. Унăн çавăн чухнехи пултарулăхĕн сарлака диапазонĕ тĕлĕнмелле: вăл Лермонтовăн сăввисене куçарать, романтикла мистери евĕр «Шуйттан чури» çырать, «Нарспи», кусемсĕр пуçне чăваш халапĕсене улăштарса çырать. Çакă статьяна çырнă май Иванов халапĕсемпе юмахĕсем çинчен пĕр-икĕ сăмах каласа хăварас килет.

Вăл халапсем çырнă чухне А. С. Пушкин пек ĕçленĕ. Хăй вăхăтĕнче Пушкин халапĕсем тĕлĕшпе халăх чĕлхине тиркесе мăкăртатакан писательсем «Пушкин хресчен сăхманĕ тăхăнса çÿрет» тесе виртлешнĕ. Пушкин халăх (хресчен) чĕлхинчи ахахсене, лайăх сăмахсене суйлама пĕлнĕ, вăл халăх халапĕсемпе юмахĕсене те хăйĕн пек улăштарса çырнă. К. В. Иванов та çаплах, чăваш халапĕсемпе юмахĕсене ахаль çех çырса илмен, хăйĕн пултарулăхĕн али витĕр кăларнă, урăхла каласан, вăл халапсен темисене хăйне пăхăнтарнă, вĕсене хăй пек урăхлатса илемлетнĕ. Халапсене çырасси Ивановшăн «Нарспие» çырнă чухнехи пекех пысăк пултарулăхлă ĕç пулнă. Ку тĕлĕшпе вăл Пушкинран вĕренни çакăнтан та курăнса тăрать: Пушкин хăйĕн «Сказка о царе Салтане» тата «Сказка о мертвой царевне и о семи богатырях» халапĕсен вĕçĕнче çапла çырать:

Я там был, мед, пиво пил

И усы лишь обмочил.

К. В. Иванов та «Тăлăх арăм» халапне Пушкин пекех пĕтерет:

Эп те вара хурланса,

Икĕ чуна асăнса

Урхамаха вырттартăм,

Чÿклерĕм те хăвартăм.

Пирĕн алăри тетрадь К. В. Иванов 1907 çулта чăваш халапĕсемпе юмахĕсен циклне çырма хатĕрленнине кăтартать.

Вăл халапсемпе юмахсен планне çапла çырнă:

  1. Тимĕр тылă. 2. Тăлăх арăм. З. Ватă вăрман. 4. Хур кайăксем[xi]. 5. Икĕ хĕр.

Ку планра кăтартнисенчен виççĕшне — «Тăлăх арăм», «Тимĕр тылă», «Икĕ хĕр» произведенисене çырнă, ыттисене çырман. Тетрадьре халапсемпе юмахсен циклне пуçласа янă сăвви пур.

Акă вăл:

Кукашшĕне итлесе

Ларать ача сак çинче.

Хăйă çунать ташласа

Хура пÿрте çутатса.

Ватти тăвать çăпата

Хăй юмахне çаптарса.

(Юмах юпа тăрринче,

Халап хапха тăрринче. )

Ку сăвă хыççăн планра кăтартнă халапсемпе юмахсем каймалла пулнă.

Ал çырăвĕнче «Ватă вăрман шухăшĕ»[xii] ятлă халапăн пуçламăшĕ пур.

ВАТĂ ВĂРМАН ШУХĂШĔ

Асап килсен, хĕн килсен

Шухăшласа ларатăп:

Çамрăк вăхăт, ыр вăхăт,

Ăçта эсĕ çухалтăн?

Çамрăк кунсем, ыр кунсем

Иртсе кайрĕç тĕлĕк пек.

Асап, хĕн-хур халĕ пур,

Килчĕç хура пĕлĕт пек.

Аяла «Отрывок из легенды про чувашского царя» тесе çырнă, халапра мĕнле сюжет пуласси паллă мар.

Ку япалана çырнă-и, çырман-и — ку ыйту пирки халĕ татăклăн калама çук, мĕншĕн тесен К. В. Ивановăн пĕтĕм материалĕсене пухман-ха. Унпа пĕрле пурăннă юлташĕсем те Иванов епле ĕçлени çинчен сахал пĕлеççĕ. Иванов хăйĕн кăмăлĕ-психологийĕпе питĕ хăюсăр пулнине кура çырасси-тăвасси çинчен питех ваклашса калаçма юратман, çынсенчен ютшăнарах пурăннă

III. Сăвăсем

Кунта пичетленекен сăвăсене пĕтĕмпех якатса çитерменни курăнать, вĕсене чи малтанах çырнипе хăварнă, ĕçлесе пĕтермен. Вырăс поэчĕсен сăввисем евĕрлĕ сыпăксем те палăраççĕ вĕсенче.


Çывăр, ачам, çывăрах!

Ыйху тутлă пултăрах!

Сана пăхма илтĕм эп

Ăмăрт кайăк, çил, хĕвел.

Ăмăрт вĕçрĕ килелле,

Хĕвел анчĕ ту айне,

Виçĕ каçран çилĕ те

Вĕçрĕ амăшĕ патне.

Çиле ыйтать амăшĕ:

— Ăçта эсĕ пултăн-ши?

Çăлтăрсемпе вăрçрăн-и

Е хумсене çапрăн-и?

— Тинĕс хумне çапмарăм,

Çăлтăрсене тивмерĕм,

Эпĕ ача сыхларăм,

Ун сăпкине сиктертĕм.

Усал Шăрăх

Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать,

Кăвак пĕлĕт йăлтăрать,

Пăчă сывлăш вĕри тăрать,

Мĕскĕн чечек сарăхать.

Ыраш ани типсе кайнă,

Пучахĕ унăн сарăлнă.

Пирĕн çырман шывĕ чакнă,

Пирĕн арман лăпланнă.

Кĕркунне

Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,

Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.

Вĕçен кайăк сассинчен

Хуйхă кĕрет чĕрене.

Карти-карти кайăксем

Вĕçеç тинĕс леш енне.

Тăхăннă[xiv] йывăçсем

Пурте сарă[xv] тумтирне.

Хĕвел кулать сайрарах,

Шăрши пĕтнĕ чечексен,

Йĕрсе ярĕ ак часах

Кĕркунне те вăрансан[xvi].

Малалла «Выçă аптăранăскерсем»[xvii] ятлă сăвă каять, ăна пĕтĕмпех якатса çитернĕ сăвă теме те пулать.

Чи юлашки питĕнче кĕркунне çинчен çырнă сăвă татăкĕ пур:

Килсе çитрĕ кĕркунне. . .

Йывăç пахчи çаралать.

Типсе кайнă çулçисене

Çил вĕçтерсе вылятать.

Малтанах палăртса хăвартăмăр: ку сăвăсене якатса çырнă сăвăсен шутне кĕртсех çитерме юрамасть. Поэт вĕсене малтанхи варианчĕпех хăварнă.

Çав ал çыру çинчех çăкăр, пулă тата ытти япаласен хакĕсене çырнă. К. В. Иванов ун чухне 9 тенкĕ шалу илсе тăнă иккен, чухăн пурăннă.

К. В. Иванов вилнĕренпе 20 çул тулнă тĕлне çак материала пичетлесе кăларатпăр, малашне тата çĕнĕ ал çырăвĕсене тупасса шансах тăратпăр. Вĕсене пичетлесе пынă май тĕплĕн хак парса пырăпăр.


Р. S. Кемеровăри чăваш техникумĕнче вĕрентекен П. А. Туринге юлташа çакăнта пичетленекен материалсене панăшăн тав тăватпăр. К. В. Ивановпа вĕреннĕ тата юлташлă пурăннă çынсен аллисенче унăн çырăвĕсем пулма кирлĕ. Çав юлташсем хăйсен аллинчи хучĕсене чăваш литератури организацине парсан пит те лайăхчĕ (УЯ.).

— Трактор. 1935. 11 №.

[i] Элек: ку япалана Ухсай Яккăвĕ юриех элеклесе çырать. Хăйĕн ку шухăшĕсене нимĕнпе те çирĕплетсе памасть, Константин Ивановăн пурнăçĕ миссионерсем кăшланипе мар, чухăнлăхпа (кун çинчен ку статьях асăнать) йывăр чире пула татăлать, – VulaCV асăрхаттарăвĕ.

[ii] Хăш-пĕр юлташсем (Я. Захаров, Г. Комиссаров, М. Сироткин) ку произведени пирки йăнăшаççĕ пулас, вĕсем пурте «Шуйттан çури» ятлă комедие 1910—1911 çулхи хĕлле çырма пуçланă теççĕ. Ку шухăш тĕрĕс мар, ячĕ те «Шуйттан çури» ятлă мар, «Шуйттан чури», тепĕр енчен, вăл комеди мар, трагеди пулмалла пулнă. К. В. Ивановăн тăван шăллĕсемпе йăмăкĕ (Квинтилиан, Петĕр тата Праски) каланă тăрăх, «Шуйттан чури» ятлă трагедие çырса пĕтернĕ пулать. Вăл произведенисĕр пуçне К. В. Ивановăн пичетленмен произведенисем нумай пулнă. Чĕмпĕр шкулĕ 40 çул тулнине асăнса юбилей тунă тĕле вăл пысăк сăвă çырнă иккен. Анчах вăл произведенисем 1919 çулта граждан вăрçи вăхăтĕнче пĕр çар чаçĕ аллине лекнĕ. Çав произведенисем пĕр пысăк папкăра пулнă. Малашне Ивановăн произведенийĕсене пухнă чух Ĕпхÿ, Пелепей тата Пушкăрт республикинчи архивсене пăхас пулать (УЯ).

Пирĕн умра тата тепĕр задача тăрать — Иванов çырăвĕсене пухасси. Унпа çыхăну тытса пурăннă çынсем тата унăн юлташĕсем пире пулăшĕç тесе шанатпăр, вĕсем хăйсен аллинчи материалĕсене литература организацийĕ аллине парĕç (УЯ).

[iii]  «Тăхăрьял» кĕнекене 1903 çулта çырнă. Вăл пичетленмен, халĕ Шупашкарти ăслăлăх библиотекинче усранать (УЯ).

[iv] Малтан «Вунă çул иртсен» тесе çырнă та хуратнă (УЯ).

[v] Сăмахне уйăрма çук (УЯ).

[vi] «Канăçсăр çынсем» тени вырăнне «тĕрлĕ ухмахсем» тесе çырнă та хуратнă (УЯ).

[vii] Малтан «шухăшлать» тенĕ сăмах вырăнне «такмаклать» тесе çырнă пулнă, кайран хуратнă (УЯ).

[viii] Çÿлтен илтĕнекен сасăсем — пирĕшти сассисем. Пирĕшти ÿкĕте кĕме ыйтать, шуйттан хĕтĕртнипе шăлнĕне вĕлерсе айăпа кĕнĕ çынна ÿкĕнме хушать (УЯ).

[ix] Скобка ăшĕнче «укçа патне сикрĕ те» тесе çырнă (УЯ).

[x] К. . В. Иванов вырăссен М. Ю. Лермонтов поэтăн Байронла вăйлă çынсене тăвăллă кăмăла пуç тайнă мистикле философийĕ ырланă. Çавăнпа кунта К. В. Иванов Байрон произведенийĕсене юратнă ĕнтĕ. «Шуйттан чури» трагедие çырнă чухне Байронăн «Каин», «Пĕлĕтпе çĕр», «Манфред» мистерийĕсен сывлăшĕ те 17 çулхи Иванова хавхалантарма пултарнă (УЯ).

[xi] «Хур кайăксем» тенине хуратнă (УЯ).

[xii] Планра «Ватӑ вӑрман» ятлӑ пулнӑ (УЯ).

[xiii] Хусанкай «Поэтпа миссионер» поэминче К. В. Иванов сăнне тĕрĕс парайман. Унта К. В. темле çăмăлттай кăмăллă этем пулса тухнă (УЯ).

[xiv] «Тăхăннă» вырăнне темле уйăрма çук сăмах çырнă (УЯ).

[xv] «Пурте сарă» вырăнне скобка ăшĕнче «тĕрлĕ тĕслĕ» тесе çырнă (УЯ).

[xvi] Ку сăвва çырма кăна пуçланă та вĕçне çитермен (УЯ).

[xvii] Ăна альманахăн 10-мĕш номерĕнче пичетленĕ (УЯ).

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.