В. Харитонов: Кĕрхи вăрманта


Владимир Харитонов


Хуралсах пырать ĕнтĕ юманлăх,
Патлатса ÿкет сап-сар йĕкел.
Сулхăн чăтлăха кĕрсе хăналăх
Чалăшшăн пăхать шупка хĕвел.

Уйăпсем шевле пек вĕлтлетеççĕ,
Пикенсе таккать ула такка.
Шăнчассем тек тайăлса вĕçмеççĕ,
Ăсансем ăсаннă аякка.

Çил килсессĕн юр кĕрпи пек шăпăр-р
Тăкăнать саралнă хыр лăсси.
Кĕç пулать вăрман пĕр хушă шăпăрт,
Илтĕнет кас-кас чакак сасси.

Шурă хурăн кăтрине çил каснă,
Ÿкерсе салатнă ылтăнне.
Çил ачи унпа вылянăн, аскăн,
Турткалать çаралнă хуллине.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.