Покров Кун Вĕрентсе Каламалли


Іаковъ Обуховъ.


Юпа 1-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Епир, тăвансем, пайан Турă Амăшĕ святой ангелсемпе пĕрле святой Андрейе курăннине асăнса праçник тăватпăр. Вăл ĕç акă йепле пулнă.

Христос çуралсан 910-мĕш çулта грек патшалăхĕ çине сарацын халăхĕ вăрçăпа пынă. Вĕсем грек халăхне çĕнтерсе пынă. Çапла тăшмансем грек патшалăхин ђи пысăк, патша пурăнакан, хули патне çитнĕ. Вăл хулана Константинопол теççĕ. Халăх кăна курсан питĕ хăранă. Тăшман аллинђе пурăнасси вĕсене питĕ йывăррăн туйăннă. Вĕсен ђĕрисем тем пек пăшăрханнă, Нимĕн тума аптăранă. Çапах вĕсем тăшмана парăнас темен. Октябр уйăхин І-мĕш кунĕнђе халăх, ĕлĕкхи пекех, Влахернскій тийекен ђиркĕве кайнă. Грек халăхĕ Турра питĕ хытă ĕненнĕ; йалан ђиркĕве çÿренĕ. Йалан, Турă хушнă пек, пурăнма тăрăшнă. Çапла ĕнтĕ грек халăхĕ тăшмансем тапăнсан та Турăран пулăшу ыйтнă. Кашни, хăй ăшĕнђе, Турра кĕлтăвас тесе ђиркĕве кайнă. Халăх питĕ хытă кĕл-тунă. Турă вĕсен кĕллине ахаљ хăварман Святой Андрей Турра çÿлелле пăхса кĕл-тунă. Кĕл-тунă ђух вăл пĕлĕт çинђе Турă Амăшĕ пĕтĕм святой ангелсемпе пĕрле тăнине курнă. Вăл халăхшăн Турра кĕл-тунă; халăха Хăйĕн омофорĕпе витсе тăнă. Халăх ку ĕç çинђен пĕлсен, питĕ тĕлĕннĕ. Вĕсем Турă Амăшĕ пулăшасса пĕлсе хăватлăланса кайнă. Тăшмансенђен хăрамасăр, Турă пулăшнипе, вĕсене хуса йанă. Çавăнтан вара, Христос ђиркĕвĕ, кашни çул Октябр уйăхин 1-мĕш кунĕнђе праçник тăва пуçланă.

Тăванăмсем! Пайанхи праçник пирĕншĕн те питĕ пысăк праçник. Пирĕншĕн те Турă Амăшĕ йаланах Турра кĕл-тăват̌. Пире те Вăл Хăйĕн омофорĕпе витсе тăрат̌. Астуса илĕр-ха? Грек халăхĕ хăйсен ырă ĕçĕсемшĕн Турăран пулăшу илме тивĕçлĕ пулнă. Грек халăхĕ пекех пирĕн Россія халăхĕ те Турă Амăшĕ урлă нумай ырă курнă. Тăвансем! Турă Амăшĕ халĕ те пирĕншĕн йаланах Турă умĕнђе кĕл-тăват̌. Епир Унтан ђунтан тархасласа ыйтсан, Вăл пире йаланах пулăшĕ. Анђах епир, хамăр çылăхсем пирки, Турă Амăшне хамăртан сивĕтетпĕр. Вăл хушнă пек пурăнма тăрăшмастпăр. Çакă пысăк праçнике те лайăх кĕтсе ирттерейместпĕр. Ку праçнике ырă ĕçсем туса ирттерес вырăнне, усал ĕçсем туса Турă Амăшне кÿрентеретпĕр. Пысăк праçник кунĕ те пулин ђиркĕве çÿрейместпĕр. Çамрăксем, праçник каçне пĕлмесĕр, урамра шавласа çÿреççĕ. Праçник каç та пулин ђарăнмаççĕ. Çавăншăн ĕнтĕ йепле Турă Амăшĕ кÿреймест пулĕ? Унтан ђиркĕве килсен те шухăшăмăрсене Турă çинђе тытаймастăр. Çакă пĕр-ик сехет хушшинђе те Турра лайăххăн кĕл-тăваймастпăр. Ђиркÿрен тухса кайсан, кайат̌ ĕçкĕ-çикĕ. Тĕлĕнмелле, тăвансем! Йепле анђах Турă ђатат̌-ши? Хамăр çапах, пĕр-пĕр инкек килсен, Турра ÿпкелетпĕр. Хамăр çавна тивĕçлĕ иккенне пĕлместпĕр. Апла йулас мар-ђђĕ, тăвансем! Йепле те пулин, Турă хушнă пек, пурăнма тăрăшар-ђђĕ. Тата Турă Амăшĕнђен пурăнма вĕренер. Вăл хушнă пек пурăнсан, епир те Турăран ырăлăх илме тивĕçлĕ пулăттăмăр-ђђĕ. Пирĕн хута Вăл йаланах Хăй Ывăлĕ умĕнђе кĕрсе тăрĕ-ђђĕ. Çапла епир Турă Амăшне усал ĕçсемпе кÿрентеретпĕр пулсан та, Вăл çавăн пек ђухне те пирĕншĕн Турра кĕл-тăват̌. Анђах пирĕн Ăна пĕтĕм ђĕререн тархаслас пулат̌. Ÿлĕм йалан Вăл хушнă пек пурăнма тăрăшар. Грек халăхĕ хăйсен ырă ĕçĕсемшĕн çав ырăлăха илме тивĕçлĕ пулнă. Епир те ĕнтĕ, тăвансем, вĕсем пек пурăнма тăрăшар. Малашне пĕр-пĕр хĕн-хур килсен йаланах Унтан: „ей çÿлти Турă Амăшĕ, пире тĕрлĕ усалтан сыхласа усра, пирĕн ђунсене çăлма Хăвăн ђăн таса Ывăлуна, Христос Турра, тархасла“, тийĕр. Амин.

.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.