Сирах


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Сирах ывăлĕн Иисусăн ăслăлăх кĕнеки

Умсăмах

Саккун урлă, Пророксем урлă тата вĕсем хыççăн пыракан ытти кĕнекесем урлă пире ыррине нумай парса хăварнă, уншăн Израиль халăхне мухтамалла — пĕлÿлĕхĕпе ăслăлăхĕшĕн çакна тивĕçлĕ вăл; çавна вĕренсе тишкерекенĕсен вара хăйсен çеç ăслăланса пымалла мар, вĕсем, Кĕнекесене тимлĕн тĕпчекенсем, çавна пĕлменнисене — ăслăлăх тулашĕнче тăракансене — сăмах вĕççĕн тата çыру халлĕн усă кÿме пултараççĕ. Çавăнпа та манăн Иисус асаттем — Саккуна, Пророксене тата мăн асаттемĕрсен ытти кĕнекисене никамран ытларах тĕпчесе, çав ĕçе хăнăхса çитсессĕн — хăй те пĕлÿлĕхпе, ăслăлăхпа çыхăнса тăракан пĕр-пĕр хайлав çырма хистеннĕ: вĕренме юратакансем çак кĕнекене ăша хывччăр, Саккунпа килĕшÿллĕн пурăнччăр, ăнтарса пыччăр тенĕ. Сирĕнтен ĕнтĕ çапла ыйтатăп: çак кĕнекене кăмăлтан, тимлĕн вулăр; куçарнă чухне эпир тĕл-тĕл йăнăш та турăмăр-и тен, темле тăрăшрăмăр пулин те, хăш-пĕр сăмахсене-йĕркесене, тен, тĕрĕсех те куçараймарăмăр — уншăн хытах ан айăплăр, еврейла çырнине тепĕр чĕлхене куçарсассăн сăмах пĕлтерĕшĕсем шăп пĕрешкелех пулаймаççĕ — çак кĕнеке кăна мар, Саккун та, Пророкла каланисем те, ытти кĕнекесем те, вĕсене малтан çырнă халлĕн вуласассăн, чылаях уйрăлса тăраççĕ. Египета эпĕ вăтăр саккăрмĕш çулта Евер-гет [Птоломей] патша вăхăтĕнче çитрĕм те, унта пурăнса, çакна куртăм: унта та ăс-тăн паракан кĕнекесем пур, вара манăн ку кĕнекене куçармаллах терĕм, ку вăл питех те кирлĕ ĕç тесе шутларăм. Ыйхă татса, хам ăссăн нумай ĕçлерĕм çав хушăра, кĕнекене куçарса пĕтерес, ăна ютра пурăнса та Турă çырăвне тĕпчеме юратакансем патне, хăйсен йăли-йĕркине Саккуна юрăхлă улăштарса пурăнакансем патне, çитерес терĕм.

1

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Пур ăслăлăх та — Çÿлхуçа Турăран, вăл ĕмĕр-ĕмĕрех — Çÿлхуçа Турăра.

(2) Тинĕс хăйăрне, çумăр тумламĕсене, ĕмĕрлĕх кунне-çĕрне кам шутласа тухайĕ?

(3) Тÿпе çÿллĕшне, çĕр сарлакăшне, тĕпсĕрлĕхе, ăслăлăха кам тишкерсе çитерейĕ?

(4) Чи малтан Ăслăлăх пулнă, ăна ăнкарасси ĕмĕртенпех пырать.

(5) Ăслăлăх çăлкуçĕ — Çÿлти Туррăн сăмахĕ, ăслăлăх пыракан çул — ĕмĕрхи ÿкĕтсем.

(6) Ăслăлăх тĕпĕ-тымарĕ кама курăннă? унăн йĕркине кам пĕлсе çитернĕ?

(7) Ăслăлăхли — пĕртен-пĕрре, питех те хăрушăскер, Хăйĕн аслă пуканĕ çинче лараканскер — Çÿлхуçа Вăл.

(8) Ăслăлăха Вăл Хăй пултарнă, ăна Вăл курнă, виçсе тухнă,

(9) ăна Хăйĕн пĕтĕм ĕçĕ çине сарăлтарнă,

(10) Вăл ăна пур чуна та парнеленĕ, уйрăмах — Хăйне юратакансене парса тухнă.

(11) Çÿлхуçаран хăрани — мухтав та чыс-лăх, хаваслăх, савăнăç тÿпи.

(12) Çÿлхуçаран хăрани чĕрене килентерет, хаваслăх, савăнăç, вăрăм кун-çул кÿрет. Çÿлхуçаран хăрани — Çÿлхуçа тивлечĕ, вăл этеме юрату çулĕ çине тăратать.

(13) Çÿлхуçаран хăракан юлашкинчен ырăлăх курĕ, вилес кунĕнче вăл пиллĕх илĕ.

(14) Çÿлхуçана юратни — ытарайми ăслăлăх, Вăл кама кăмăллать, çавна Хăйĕн йĕркипе ăслăлăх уйăрса парать.

(15) Ăслăлăх пуçламăшĕ — Турăран хăрани, вăл тÿрĕ çыннăн чĕрĕ тĕввипе пĕрлех тĕвĕленет. Çынсем хушшине вăл хăй валли ĕмĕрлĕх никĕс хывнă, ăна вĕсен вăрлăхне шанса панă.

(16) Туп-тулли ăслăлăх вăл — Çÿлхуçаран хăрани; тулли ăслăлăх этеме хăйĕн çимĕçĕпе тăрантарать:

(17) унăн кил-çуртне мĕн кирлĕ, çавна парĕ, кĕлечĕсене хăйĕн мулĕпе тултарĕ.

(18) Ăслăлăх тÿпийĕ — Çÿлхуçаран хăрани, вăл тăнăçлăх тымарĕ ÿстерет, сиен тивми сывлăх кÿрет; пĕри те, тепĕри те — Турă тивлечĕ, Ăна юратакансене вара мухтав та çитет.

(19) Турă ăслăлăха курнă, ăна виçсе тухнă, пĕлÿпе тĕрĕс ăс-тăна Вăл çумăр пек çутарнă, ăс-лăлăх пÿрнĕ çынсенĕн чапне çĕклентернĕ.

(20) Ăслăлăх тымарĕ — Çÿлхуçаран хăрани, унăн турачĕсем — нумай пурăнас кунсем.

(21) Çÿлхуçаран хăрани çылăхсене сирсе ярать; хăрама пĕлмен çын тÿрре тухаймасть.

(22) Вырăнсăр хаярлăха тÿрре кăларма çук: çилĕ-хаяр хускални — этем пăсăлни.

(23) Чăтăмлă çын кирлĕ таранах тÿсет, кайран ăна савăнăç çитет.

(24) Вăхăт çитиччен вăл сăмах кăлармасть, унăн ырă ăсĕ çинчен нумайăшĕ каласа кăтартĕ.

(25) Ăслăлăх пÿлминче — ăс-хакăлăн ытарлă сăмахĕ, çылăхлă çын вара Турра хисепленине кураймасть.

(26) Ăслăлăхшăн тĕмсĕлетĕн пулсассăн, Турă ÿкĕчĕсене уяса тăр, Çÿлхуçа вара сана ăслăлăх парĕ:

(27) ăслăлăхпа пĕлÿ патне Çÿлхуçаран хăрани илсе çитерет, Вăл ĕненнине, йăваш пулнине кăмăллать.

(28) Çÿлхуçаран хăрамалла — ун пирки ан иккĕлен, Унăн умне иккĕллĕ чĕрепе ан пыр эсĕ.

(29) Ыттисен умĕнче икĕ питлĕ ан пул, хăв калаçнă чухне тимлĕ пул.

(30) Хăвна çÿле ан хур — ÿкмелле ан пултăр, хăвна чыссăрлатмалла ан пултăр: эсĕ Çÿлхуçаран чăнласах хăрамастăн-ха, чĕрÿ тулли чеелĕх санăн, çакăншăн Çÿлхуçа санăн вăрттăн шухăшусене уçса парĕ, сана халăх умĕнче намăса кăларĕ.

2

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эй ывăлăм! Çÿлхуçа Турăшăн ĕçлесе тăма тытăнатăн пулсассăн, чунна хатĕрле — тÿсмелле пулĕ;

(2) чĕрÿне сыхă тăрат, çирĕп пул, инкек çитсессĕн ан васка, ан вĕтелен;

(3) кайран çĕкленсе каймашкăн Турă çумне çыпăçăн та — ан хăп Унран.

(4) Хăв тĕлĕшрен кирек мĕн пулсассăн та пурне те кăмăлтан йышăн, темĕн тĕрлĕ хурлăх çитсессĕн те вăрах тÿсĕмлĕ пул:

(5) ылтăна вут-çулăм витĕр кăларса тĕрĕслеççĕ, Турра юрăхлă çынсем тем тĕрлĕ мăшкăл курса тасалаççĕ.

(6) Турра ĕнен, сана Вăл хÿтĕлĕ; çÿрес çулна тÿрлет, Ăна шанса тăр.

(7) Çÿлхуçаран хăракансем! Унăн ырăлăхне кĕтĕр, ÿкес мар тесессĕн Унран ан пăрăнăр.

(8) Çÿлхуçаран хăракансем! Ăна ĕненĕр, вара хăвăра тивĕçли çухалмĕ.

(9) Çÿлхуçаран хăракансем! ырăлăха, ĕмĕрлĕх савăнăçа, çырлахăва ĕмĕтленĕр.

(10) Авалхи ăрусем çине пăхăр-ха, курăр-ха: Çÿлхуçана ĕненекен намăс курни пулнă-и? е Унран хăракана пăрахни пулнă-и? е Хăйне тархаслакана Турă илтменни пулнă-и?

(11) Çÿлхуçамăр ырă кăмăллă, Вăл хĕрхенет, çылăхсене каçарать, хĕн-асаплă вăхăтра хăтарать.

(12) Шиклĕ чĕресене, халсăр алăсене, икĕ тĕрлĕ çулпа çÿрекен çылăхлă çынна хурлăх çитĕ!

(13) Хавшак чĕрене хурлăх çитĕ! мĕншĕн тесессĕн вăл ĕненмест, çавăнпа уншăн хÿтлĕх пулмĕ.

(14) Чăтăмлăх çухатнисене хурлăх çитĕ! Çÿлхуçа килсе пăхсассăн, эсир мĕн тăвайăр?

(15) Çÿлхуçаран хăракансем Унăн сăмахĕсене итлемесĕр тăрас çук, Ăна юратакансем Унăн çулĕнчен пăрăнас çук.

(16) Çÿлхуçаран хăракансем Унăн ирĕкне шырĕç, Ăна юратакансем Унăн саккунĕпе тутă пулĕç.

(17) Çÿлхуçаран хăракансем чĕрине хатĕр тытĕç, Унăн умĕнче чунне йăвашлатĕç:

(18) этем аллине мар, Çÿлхуçамăр аллине ÿкĕпĕр: Унăн аслăлăхĕ мĕнле, ырăлăхĕ те çавăн пекех, тейĕç.

3

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ачамсем, мана — аçăра — итлĕр, çăлăнас тесессĕн эпĕ каланă пек пурăнăр:

(2) Çÿлхуçа этем ашшĕне ачи-пăчи тĕлĕшĕнчен асла хунă, амăшне ывăлĕсем тĕлĕшĕнчен тÿре тивĕçне панă.

(3) Ашшĕне хисеплекен çылăхран тасалать,

(4) амăшне сума сăвакан — мул тупакан евĕрлĕ.

(5) Ашшĕне хисеплекене ачи-пăчинчен савăнăç пулĕ, кĕлле тăрсассăн, унăн кĕллине Турă илтĕ.

(6) Ашшĕне сума сăваканĕ вăрăм кун-çул курĕ, Çÿлхуçана итлесе пурăнаканĕ амăшĕн чунне лăплантарĕ.

(7) Çÿлхуçаран хăраканĕ ашшĕне хисеплет, хăйне çуратакансемшĕн патшасемшĕн тăрăшнă пек тăрăшать.

(8) Аçупа аннÿне ĕçпе те, сăмахпа та хисепле, вара сана вĕсенчен пиллĕх пулĕ:

(9) ашшĕн пиллĕхĕ ачи-пăчин кил-çуртне тĕреклĕлетет, амăшĕн ылханĕ вара никĕсĕпех тĕп тăвать.

(10) Аçуна хур туса, ырă ята ан хапсăн, аçу намăсĕ саншăн ырă ят мар.

(11) Çыннăн ырă ячĕ ашшĕ чысĕнчен килет, амăшне мăшкăл туни ачисен ятне çĕртет.

(12) Ывăлăм! ватăлмалăх кунĕнче аçуна ан пăрах, пурăнăçĕнче ăна ан хурлантар.

(13) Вăл ăс-тăнран тайăлас пулсассăн та, ăна ан кÿрентер, ху вăйпитти пулнă чухне пăхса усра ăна:

(14) ашшĕне ырă туни манăçмасть; çавăн пек пулни çылăхусене пăрахăçа кăларĕ.

(15) Асаплă куну çитсессĕн, сана ырăпа аса илĕç: пăр ăшăпа ирĕлнĕ пек, çылăхусем сирĕлĕç санăн.

(16) Ашшĕне пăрахакан — Турра хурлаканпа пĕрех, амăшне тарăхтаракана Çÿлхуçа ылханĕ çитет.

(17) Ывăлăм! ĕçÿсене йăвашшăн туса пыр, вара сана Турра юрăхлă çынсем юратĕç.

(18) Мĕн чухлĕ аслă эсĕ, хăвна çавăн чухлĕ кĕçĕне хур, çапла Çÿлхуçанăн тивлетне тупăн.

(19) Асли нумай, чапли нумай, анчах вăрттăнлăх йăвашшисене уçăлать:

(20) Çÿлхуçа хăвачĕ аслăран та аслă, Вăл хăйĕн мухтавне йăвашшисем урлă кăтартать.

(21) Ху валли ытлашши йывăрлăх ан шыра, вăю çитменнине ан тĕрĕсле.

(22) Хăвна мĕн халалланă, çавăн пирки шухăшла; сана пытарăнса тăраканни кирлĕ мар.

(23) ăс-тăну çитейменнине пĕлме ан тăрăш: ху пĕлме пултарайманнине сана нумай кăтартнă;

(24) çапла, ăс-хакăл еккипе кайса нумайăшĕ аташнă, ултавлă ĕмĕтсем вĕсен ăс-тăнне хавшатнă.

(25) Хăрушлăха кăмăллакан çав хăрушлăхрах пĕтнĕ;

(26) чурăс чĕре юлашкинчен хĕн курать:

(27) чурăс чĕрене тĕрлĕ хурлăх пусса илĕ, çылăхлă çыннăн çылăх çумне çылăх хушăнса пырĕ.

(28) Мăнкăмăллă çыннăн суранĕ валли эмел çук: ĕнтĕ ун ăшĕнче усал курăк тымарланнă.

(29) Ăслă çын чĕри ытарăш çинчен шухăшлать, вăл тимлĕн итлеме вĕренесшĕн.

(30) Шыв çулăма сÿнтерет, ырă туни çылăхран тасатать.

(31) Ырăшăн ырăпа тавăракан малашлăх пирки шухăшлать, ÿкнĕ чухне вăл тĕрев тупĕ.

4

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эй ывăлăм! кĕлмĕç çăкăр ыйтнă чухне памасăр ан тăр, ĕмĕтленсе пăхакан куçа тилмĕрттерсе ан ĕшентер;

(2) выçăпа касăлакан чуна ан хурлантар, çитмен пурăнăçпа пурăнакана ан кулянтар;

(3) хурланнă чуна ан кÿрентер, çук çынна парассине вăраха ан яр;

(4) пусмăр тÿсекене, тархасласа пулăшу ыйтаканскере, пулăшмасăр ан хăвар; кĕллекен кĕлмĕçрен ан йĕрĕн;

(5) ыйтаканран куçна аяккалла ан тарт, хăвна ылхантарма сăлтав туса ан пар çынна;

(6) çапла вăл чунĕ хурланнипе сана ылханĕ те, ăна Пултаракан унăн кĕллине илтĕ.

(7) Пухура кăмăллă пулма тăрăш, хăвăнтан асли умĕнче пуçна тай;

(8) мĕскĕне хăлхуна тайса итле, ăна кăмăл-лăн та йăвашшăн хуравла;

(9) хурлăх куракана хурлăх кăтартаканĕн аллинчен хăтар, сут тунă чухне чĕрÿ халсăр ан пултăр;

(10) тăлăх ачасемшĕн ашшĕ вырăнне, вĕсен амăшĕшĕн сыхлавçă ар вырăнне пул:

(11) вара эсĕ Çÿлти Турăшăн ывăл пек пулăн, Вăл сана тăван аннÿрен те ытларах юратĕ.

(12) Аслăлăх хăйĕн ывăлĕсене çÿлелле çĕклентерет, хăйне шыракансене хунтăлать:

(13) ăна юратакан пурăнăçа юратать, ăна иртенпех шыракан туп-тулли савăнăç тупать;

(14) ăслăлăх пурри еткерлĕхе ырă ят илĕ, кирек ăçта кайсассăн та Çÿлхуçа ăна пиллесех тăрĕ;

(15) ăслăлăхшăн ĕçлекен Святойшăн ĕçлесе тăрать, ăслăлăха юратакана Çÿлхуçа юратать;

(16) ăна итлекен халăхсене сут тăвĕ, ăна тимлекен шиксĕр пурăнĕ;

(17) кам та кам ăслăлăха шанать, çавă ăна еткерлĕхе илет, ĕнтĕ ăслăлăх унăн тăхăмне тивĕçĕ:

(18) малтан вăл этеме кукăр-макăр çулпа ертсе çÿрет, ăна шиклентерсе-хăратса пĕтерет,

(19) унăн чунне шанса çитериччен, хăйĕн йĕркипе сăнаса тухиччен этеме вăл ăс-тăн парса тĕрĕслет;

(20) кайран вара ун патне тÿрĕ çулпа тухать те савăнтарать ăна,

(21) хăйĕн вăрттăнлăхне пĕлтерет ăна.

(22) Çынни çултан аташса кайсассăн, ăслăлăх пăрахса хăварать те, лешĕ вара пăсăлсах каять.

(23) Хăрушă самантра хăвна тĕрĕс тыт, усалтан сыхлан —

(24) вара чунушăн намăс пулмĕ:

(25) намăсланни хăш чухне çылăх патне илсе пырать, тепĕр чухне мухтавпа тивлет парать.

(26) Хăй майлă пулма ыйтаканпа хутăшса, хăвăн чунна ан сиенле.

(27) Пулăшма пултаракан сăмахна каламасăр ан тăр:

(28) ăслăлăх сăмахра палăрать, чĕлхе-çăвар каланинче пĕлÿ курăнать.

(29) Чăнлăха хирĕç ан калаç, ху мĕн пĕлменнинчен вăтанса тăр.

(30) Хăвăн çылăхусемшĕн ÿкĕнме ан вăтан, юханшыва ан пÿл.

(31) Айван çынна ан пăхăн, вăйлă çын умĕнче хавшаса ан ÿк.

(32) Чăнлăхшăн мĕн виличчен тăр — Çÿлхуçа Турă çĕнтермешкĕн пулăшĕ сана.

(33) Чĕлхÿпе ытлах хастар ан пул, ĕç-хĕлÿ тĕлĕшĕнчен наян та тимсĕр ан пул.

(34) Килÿнте арăслан пек ан пул, кил-йышна шанманни ан пултăр.

(35) Илнĕ чухне хăлаçланса ан ил, ху панă чухне хĕссе ан пар.

5

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Пурлăху çине ан таян: «ман ĕмĕре çитет» тесе ан шутла.

(2) Чуну илĕртнине, хăвăн вăй-хăватна ан шан — аскăн чĕрÿ хыççăн каймалла ан пултăр,

(3) «манăн ĕçĕмпе кам хуçа?» тесе ан кала — Çÿлхуçа уншăн тавăратех сана.

(4) «Çылăха кĕтĕм, мана мĕнех пулчĕ вара?» тесе ан кала — Çÿлхуçа вăрах тÿсĕмлĕ.

(5) Турă çырлахать тесе хăрамасăр ан пурăн, çылăх çумне çылăх ан хуш,

(6) «Туррăн ырăлăхĕ аслă, Вăл манăн йышлă çылăха каçарĕ» тесе ан шутла:

(7) Унăн ырăлăхĕ те, çилли те пур, Унăн хаярлăхĕ çылăхлă çынсем çинчех тăрать.

(8) Çÿлхуçа енне çаврăнма тăхтаса ан тăр, пĕр кунран тепĕр куна хăварса ан пыр:

(9) Çÿлхуçа çилли кĕтмен çĕртенех çитĕ те, эсĕ тавăру вăхăтĕнче вилсе выртăн.

(10) Ултав-суяпа пухнă пурлăхна ан шан, инкек-синкек çитсессĕн, вăл сана усă кÿреймĕ.

(11) Тырруна тĕрлĕ енчен вĕрекен çилпе ан сăвăр, тĕрлĕ йĕрпе ан çÿре: икĕ чĕлхеллĕ çылăхлă çынсем çапла тăваççĕ.

(12) Шухăшу тĕрĕс пулсассăн, уншăн çирĕп тăр, сăмаху пĕрре пултăр.

(13) Илтессе тÿрех илт, хирĕç калассине шухăшласа кала.

(14) Тĕрĕс пĕлетĕн пулсассăн — ыйтакана хуравла, пĕлместĕн пулсассăн — çăварна аллупа хупла.

(15) Чĕлхе чапа та кăларать, хисепрен те кăларать, чĕлхине пулах этем сумсăра тухать.

(16) Сан çинчен элекçĕ ят ан сарăлтăр, чĕлхÿпе ан ултала:

(17) вăрă çинчен ĕмĕрех намăс ят çÿрет, икĕ чĕлхеллĕ çын çинчен усал ят каять.

(18) Пысăк ĕçре те, пĕчĕк ĕçре те асăрхануллă пул.

6

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Тусран тăшман пулса ан тăр: усал ят илсе эсĕ намăс çеç курăн; икĕ чĕлхеллĕ çылăх çын çапла тăвать.

(2) Хăвна ху ан мухта, мăнаçлăху чунна вăкăр курăка таптанă пек ан таптатăр:

(3) çулçусене çисе пĕтерĕн, çимĕçÿсем типсе ларĕç, вара хăрнă йывăç пек тăрса юлăн.

(4) Чее чун хăй хуçин пуçне çиет, ăна тăшман мăшкăлĕ тăвать.

(5) Ашă чĕлхе-çăвар тус-йыш хушать, ырă сăмах çын кăмăлне çĕклет.

(6) Санпа тÿрĕ пурăнакан нумай пултăр, пин çынран пĕри сана канаш параканĕ пултăр.

(7) Çынпа туслашас тесессĕн сăнаса пăхса туслаш, ăна тÿрех шанса ан пăрах.

(8) Хăшĕ санпала хăйне кирлĕ чухне туслашать, сана хурлăх çитсессĕн вăл пăрахса каять;

(9) хăш тусĕ саншăн тăшман пулса тăрать, халăх умĕнче сана намăс кăтартать.

(10) Хăшĕ тата пĕрле ĕçсе çинĕ чухне — тус, сана хурлăх çитсессĕн вăл пă-рахса каять.

(11) Санăн килÿ-çуртунта вăл хăйне сан пекех хуçалла тыткалать, санăн кил-йышупа чăрсăррăн калаçать;

(12) эсĕ мăшкăл курас пулсассăн, вăл сана хирĕç пулать, санăн куçу умĕнчен çухалать.

(13) Тăшманусенчен пăрăнса çÿре, тус-йышупа асăрхануллă пул.

(14) Шанчăклă тус — шанчăклă хÿтлĕх: ăна тупакан — мул тупаканпа пĕрех.

(15) Шанчăклă тусăн хакĕ çук, унăн ырăлăхĕн те виçи çук.

(16) Шанчăклă тус вăл — пурăнăç сиплĕхĕ, Çÿлхуçаран хăракансем тупĕç ăна.

(17) Çÿлхуçаран хăракан тус вăл — ху пекех, çавăнпа та туслăхне тĕрĕс çулпа илсе пырать.

(18) Эй ывăлăм! çамрăкранах тăрăшса вĕрен, вара çÿçÿ кăвакаричченех ăслăлăх санпа пĕрле пулĕ.

(19) Ăна вĕренме сухаçă-акаçă пек пуçăн, вара унăн ырă çимĕçне кĕтме пултарăн:

(20) уншăн нумаях та ĕçлемĕн, кĕçех унăн çимĕçне çиме пуçлăн.

(21) Айван çыншăн вăл сивлеккĕн курăнать, ăссăр çын ăна йышăнмасть:

(22) ăссăр çынна вăл пусса тăракан йывăр чул пек туйăнать, вăл ăна çийĕнчех илсе пăрахĕ.

(23) Ăслăлăх вăл — хăй ятне тивĕçлĕ, вăл сайра çынна çеç курăнать.

(24) Ывăлăм, манăн сăмахăма итле, манăн канашăмран ан пăрăн.

(25) Уруна ăслăлăх тăллипе тăлла, мăйна ăслăлăх сăнчăрĕпе сăнчăрла.

(26) Ăна хăвăн хулпуççи çине хурса йăтса çÿре, вăл саншăн йывăр ан пултăр.

(27) Ăслăлăх патне пĕтĕм чунупа туртăн, мĕнпур вăйран ун çулĕпе çÿреме тăрăш.

(28) Тĕпче ăна, шыра — вара пĕлсе çитĕн, унпа туслашсассăн — ан вĕçерт ăна;

(29) юлашкинчен ăслăлăхра эсĕ канлĕх тупăн, вăл саншăн савăнăç пулса тăрĕ.

(30) Ăслăлăх тăлли саншăн шанчăклă хÿтлĕх пулĕ, унăн сăнчăрĕ чаплă тумтир пулĕ:

(31) унăн эрешĕ ылтăн, унăн тăллине сенкер çипрен тунă.

(32) Ăна мухтав тумĕ пек тăхăнса ярăн, савăнăç пуçкăшăлĕ пек тăхăнăн ăна.

(33) Эй ывăлăм! вĕренессÿ килсессĕн — ăна вĕренĕн, ăна пĕтĕм чунупа парăнсассăн — пурне те тума пултарăн.

(34) Юратса итлесессĕн — ăна ăнланăн, хăлхуна ун енне тайсассăн — ăслăланăн.

(35) Ватăсенĕн пухăвне çÿре, кам ăслă, çавăн çумне çыпçăн; тасалăхлă сăмах-юмаха итлеме кăмăлла, ăса вĕрентекен ытарăшсем санран ирт-се ан кайччăр.

(36) Ăслă-тăнлă çынна кур-сассăн тăтăшах ун патне çÿре, уру унăн алăк уратине якаттăр.

(37) Çÿлхуçамăр хуш-нă йĕркесем çинчен шухăшла, яланах Унăн ÿкĕчĕсене вĕрен: Вăл вара санăн чĕрÿне тĕреклĕлентерĕ, ăслăлăхшăн çу-накан кăмăлна çырлахтарĕ.

7

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Усал ан ту — хăвна та усал çитмĕ;

(2) тĕрĕсмарлăхран пăрăн — вăл та санран пăрăнĕ.

(3) Эй ывăлăм! суха кассийĕ çине тĕрĕсмарлăх ан ак — мĕн акнинчен çичĕ хут ытларах вырса илмелле пулмĕ.

(4) Çÿлхуçаран аслăлăх ан ыйт, патшаран чаплă вырăн ан ыйт.

(5) Çÿлхуçа умĕнче тÿрре тухма ан тăрăш, патша умĕнче ăсупа ан курнăçлан.

(6) Тÿре пулас-шăн ан сăхлан: тĕрĕсмарлăха çĕнтерме халу çнтменнипе, хăçан та пулин чаплă çынран хăранипе хăвăн тÿрĕлĕхне иккĕ-ленÿллĕ тăвасси ан пултăр.

(7) Хула халăхĕ çинчен усал ан шухăшла, йыш умĕнче чысна ан çухат.

(8) Пĕр çылăхах икĕ хутчен ан ту, пĕр çылăхушăн та айăпран хăтăлай-мăн.

(9) «Вăл манăн йышлă парнеме кăмăл тăвĕ, эпĕ çавна Çÿлти Турра кÿрĕп — Вăл хапăл пулĕ» тесе ан шутла.

(10) Кĕлтунă чухне шанăçа çухатса ан кĕлту, мĕскĕне пу-лăшассинчен ан пăрăн. пЧунĕ хурланнă çынран мăшкăлласа ан кул: Йăвашлан-тараканни те, Çĕклентерекенни те пур.

(12) Хăвăн тăвану çинчен суя сăмах ан кă-лар, тусу çинчен те суя суйса ан калаç.

(13) Нимĕнле суя сăмах та сарса ан çÿре: ăна тепĕр хут каланинчен ырă пулас çук.

(14) Ваттисен пухăвĕнче нумай ан калаç, кĕлтунă чухне пĕр сăмахах темиçе хут ан кала.

(15) Йывăр ĕçрен, Çÿлхуçа хунă çĕр ĕçĕнчен ан пăрăн.

(16) Çылăхлисен йышлă йышне ан хутшăн.

(17) Астусах тăр — Турă çилли тăхтамасть,

(18) чунна витĕрех йă-вашлантар.

(19) çылăхлă çынна хаса — вут-çулăм, хурт — кĕтет.

(20) Тусна мулпа, варлă тăванна Офир ыл-тăнĕпе ан улăштар.

(21) Ăслă, ырă кăмăллă арăмна ан пăрах: унăн ырăлăхĕ ылтăн-ран та хаклăрах.

(22) Тăрăшса ĕçлекен чу-руна та, тара тытнă çынна та, хăвна чун-тан парăннăскере, ан кÿрентер.

(23) Чуну ăслă-тăнлă чурана юраттăр, вăхăчĕ çит-сессĕн — ăна ирĕклĕх пар.

(24) Выльăх-чĕр-лĕх пур-и санăн? ăна пăхас пулать, вăл хăвна усă кÿрет пулсассăн — ăна усрас пулать.

(25) Ывăлусем пур-и санăн? вĕрент вĕсене, ачаранпах пуç тайма пĕлччĕр.

(26) Хĕрÿсем пур-и санăн? вĕсем сывă, тĕрĕс-тĕкел ÿсчĕр тесе тăрăш, вĕсен куçне савăнăçлă сăн-сăпатпа ан курăн.

(27) Хĕрне качча парса, эсĕ пысăк ĕç тăвăн, ăна ăслă-тăнлă çынна пехилле.

(28) Чунтан юратнă арăму пур-и санăн? хăваласа ан яр ăна. Арăмна кураймастăн пулсассăн, ан шан ăна.

(29) Аçуна чунтан-чĕререн хисепле, ан-нÿ хăвна асапланса çуратнине ан ман.

(30) Ан ман, эсĕ вĕсенчен çуралнă: вĕсем саншăн мĕн тунине эсĕ мĕнле тавăрса парайăн?

(31) Çÿлхуçа умĕнче пĕтĕм чунупа савăнса-хăраса тăр, Унăн священникĕсене хисеп-ле:

(32) хăвна Пултаракана пĕтĕм вăй-халу-па юрат, Уншăн ĕçлекенсенчен ан сивĕн.

(33) Çÿлхуçаран хăра, священника хисепле, йĕрке тăрăх хунă пайне парса тăр ăна:

(34) малтанхи тырпулран, выльăх-чĕрлĕх-рен, тĕрлĕ çимĕçрен кÿмелли парнене те, çылăхшăн кÿмелли парнене те, хул пайне те, ÿкĕнĕç парнине те — парнесен сăваплă пайне — пурне те тивĕçлипе пар-са тăр.

(35) Пиллĕхÿ тулли пултăр тесессĕн, санăн аллунтан мĕскĕнсем те ырăлăх курччăр.

(36) Чĕррисене пурне те пулăш-ма тăрăш, вилнисене те ырă кăмăлусăр ан хăвар.

(37) Йĕрекенрен ан пăрăн, куля-наканпа пĕрле ху та кулян.

(38) Чирлĕ çын патне кайса килме ан вăрахла, уншăн эсĕ юратăва тивĕç пулăн.

(39) Кирек-мĕн ĕçле-нĕ чухне те ху вилессине асра тыт, вара ĕмĕрне те çылăха кĕмĕн.

8

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Вăйлă çынпа ан хирĕç — хăçан та пулсан ун аллине кĕрсе ÿкмелле ан пултăр.

(2) Пуян çынпа ан тавăç — вăл, сана çĕнтерсе, çиеле ан тухайтăр:

(3) ылтăн нумайăшне пĕтернĕ, ылтăн патша кăмăлне те çавăрнă.

(4) Хаяр чĕлхеллĕ çынпа ан тавлаш, унăн вут-çулăмне кăвайт хурсах ан тăр.

(5) Айван çынпа ан шÿтле — мăн аслаçусен ячĕ чысран тухмалла ан пултăр.

(6) Çылăхран тасалма пуçланă çынна ан намăслантар, асту: пирĕн пуринĕн те айăп пур.

(7) Ватă çынран ан пăрăн, хамăр та ватăлатпăр.

(8) Çын вилнишĕн, вăл сана темле курайман пулсассăн та, ан хĕпĕрте, асту: эпир пурсăмăр та ви-летпĕр.

(9) Ăсчахсен сăмах-юмахне хăлхуна чик, вĕсен ытарăшĕ çинчен тĕплĕн шухăшла:

(10) вĕсенчен ăса вĕренĕн, аслă çынсем умĕнче тăма вĕренĕн. “Ватă çын сăмахне ан манăçла: вĕсем те ашшĕсенчен вĕренсе юлнă,

(12) эсĕ те вĕсенчен ăслă-тăнлă пулма вĕренĕн, кирлĕ вăхăтра мĕн хуравламал-лине ăнкарăн.

(13) Çылăхлă çын вут-кăварне ан амалантар, унăн çулăмĕпе хăвăн çунса каймалла ан пултăр,

(14) харкашакан çынпа ан çыхлан, хăйне кăтартмалли сăлтав тупса ан пар ăна.

(15) Хăвăнтан вăйлă çынна кивçен ан пар, патăн пулсассăн, мĕн панине çухалнă вырăннех хур.

(16) Çынна вăю çитнинчен ытлашши ан шантар; пĕр шантарсассăн — парăма татас çын пекех тăрăш.

(17) Тÿрепе ан сутлаш, мĕншĕн тесессĕн ăна хисепне кура сут тăвĕç.

(18) Пуçтах çынпа çула ан тух, хăвна йывăр ан килтĕр: вăл хăй ирĕккĕн хăтланĕ, эсĕ унăн ăссăрлăхне пула пуçна çухатăн.

(19) Кăра çилĕллĕ çынпа ан вăрçăн, унпа пĕрле пушхир урлă ан кай: уншăн юн — нимĕн те мар, вăл сана улах çĕрте пĕтерсе пăрахĕ.

(20) Айванпала ан канашла: вăл сăмаха тĕплĕ тытаймасть.

(21) Вăрттăн тумалли ĕçе ют çын умĕнче ан ту: вăл мĕн тăвассине пĕлместĕн эсĕ.

(22) Кашни çыннах чĕрÿне уçса ан пар, вăл сана усалпа ан тавăртăр.

9

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Чĕрÿ çумĕнчи арăмна ан кĕвĕç, хăвна хирĕç пыма усал тĕслĕх кăтартса ан пар ăна.

(2) Арăмна хăвăн чунна кăларсах ан пар, вăл санăн ирĕкне хирĕç ан тăтăр.

(3) Асăх хĕрарăм патне ан пыр, епле те пулин унăн серепине çакланмалла ан пултăр.

(4) Хĕрарăм юрланине нумайччен итлесе ан тăр, юррипе килентерÿçĕн сана илĕртсе ан ятăр.

(5) Хĕрупраç çине ытараймасăр пăхса ан тăр, унăн илемĕ астарса янипе кайран хаса тÿсмелле ан пултăр.

(6) Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр, хăвăн еткерлĕхне салатса пĕтермелле ан пултăр.

(7) Хула урамĕпе пынă чухне унăн-кунăн ан пăхкала, улах вырăнсенче çĕтсе ан çÿре.

(8) Хитре хĕрарăм сăнĕпе куç илейми ан килен, çын илемне ан куçла.

(9) Хĕрарăм илемне пула нумайăшĕ çултан аташса кайнă: илемрен, çулăм хыпнă пек, юрату хыпса илет.

(10) Çын арăмĕпе пĕрле кăшт та ан лар, ĕçкĕ-çикĕре унпа тăрса юлса эрех ан ĕç,

(11) кăмăлу ун еннелле ан сулăнтăр, çавна пула чуну пĕтмелле ан пултăр.

(12) Авалхи тусна ан пăрах, çĕнĕ тус унпа танлашаймĕ:

(13) çĕнĕ тус вăл — çĕнĕ эрех пек: авалхи эрехе киленерех ĕçетĕн.

(14) Çылăхлă çын чапне ан хапсăн: эсĕ унăн вĕçĕ мĕнле пулассине пĕлместĕн.

(15) Йĕркесĕр çынсем ырланине ан ырла, асту: вĕсем тамăка кĕрсе ÿкиччен те тÿрленес çук.

(16) Камăн çынна вĕлерме ирĕк пур, çав çынран аяккарах пăрăн, вара вилĕм сехрипе сехĕрленмĕн;

(17) ун пек çынпа çывăхланас пулсассăн вара — асăрхан: пурăнас кун-çулна ан таттăр,

(18) пĕлсех тăр: эсĕ серепесем хушшипе пыратăн, шĕвреке тăрăллă хÿме çинче çÿретĕн.

(19) Çывăх çыннусене вăю çитнĕ таран пĕлме тăрăш, ăсчахсемпе канаш тыт.

(20) Шухăшлассине ăслă-тăнлă çынсемпе шухăшла, калаçасси Çÿлти Турă саккунĕ çинчен пултăр.

(21) Каçхи вăхăта тÿрĕ çынсемпе пĕрле ирттер, санăн мухтаву Çÿлхуçаран хăрани пултăр.

(22) Тунă япалана ăсти аллине кура мухтаççĕ, халăх пуçлăхне ăслă сăмахне пула ăсчах тесе хисеплеççĕ.

(23) Чăрсăр чĕлхеллĕ çынран хулара хăраççĕ, чарусăр чĕлхеллĕ çынна кураймаççĕ.

10

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ăслă пуçлăх хăй халăхне ăс парса тăрать, ăслă-тăнлă çын аллинче халăх ырă йĕркепе пурăнать.

(2) Халăх пуçлăхĕ еплерех, уншăн ĕçлесе тăракансем те çавăн евĕрлех, хула пуçлăхĕ еплерех, унта пурăнакансем те пурте çавăн евĕрлех.

(3) Ăса вĕренмен патша хăй халăхне пĕтерет, вăйлисем ăслă пулсассăн хула пулса ларать.

(4) Пĕтĕм çĕр — Çÿлхуçа аллинче, юрăхлă çынна Вăл кирлĕ вăхăтра асла кăларать.

(5) Кашни çын — Çÿлхуçа аллинче, саккуна вĕрентекен умне Вăл Хăй мухтавлăхне тăратать.

(6) Кирек мĕнле кÿрентерсен те çывăх çыннуна ан çиллен, никама та хăвăн ĕçÿпе ан кÿрентер.

(7) Мăнаçлăха Çÿлхуçа та, этем те кураймасть, мăнаçлăх вăл — иккĕшĕ умĕнче те айăплă.

(8) Пĕр халăх пуç пулать, кайран тепĕр халăх пуç пулать: тĕрĕсмарлăхран, пĕр-пĕрне хур тунăран, мула хапсăннăран çапла пулса пырать вăл.

(9) Тăпран, кĕлĕн мĕн мăнаçланмалли пур?

(10) Пурăнан кунĕнчех ăш-чикки тухса ÿкет унăн.

(11) Эмелçĕ: «çăмăл чир ку!» тесе шÿт тăвать:

(12) акă хайхи, паян — патша, ыран — вилсе выртать.

(13) Вилсессĕн, этем шăпи — шăван-кусан, тискер кайăк, хурт-кăпшанкă.

(14) Мăнаçлăх вăл — этем Çÿлхуçаран сивĕннинчен, этем чĕри хăйне Пултараканран ютшăннинчен пуçланать:

(15) çылăхăн пуçламăшĕ — мăнаçлăх, мăнаçлă çын ăшĕнчен ирсĕрлĕх тапса тăрать;

(16) çавăншăн ăна Çÿлхуçа хăрушă хаса парать, юлашкинчен ăна тĕппипех пĕтерет.

(17) Çÿлхуçа пуçлăхсене аслă вырăнтан сирпĕтет, вĕсен вырăнне йăвашшисене лартать.

(18) Çÿлхуçа халăхсене тĕпĕ-тымарĕпех кăклать, вĕсен вырăнне сапăррисене вырăнаçтарать.

(19) Çÿлхуçа çĕршывĕ-çĕршывĕпе тустарса тухать, вĕсене çĕрпе тан тăвать.

(20) Çыннисене суйласа илсе пĕтерет, çĕр çинчен вĕсен ятне те çухатать.

(21) Мăнаçлăха этемшĕн пултарман, çилĕ-хаярлăха та арăмран çурала-каншăн туман.

(22) Мĕнле вăрлăх хисеплĕ? — Этем вăрлăхĕ. Хăш вăрлăхĕ хисеплĕ? — Çÿлхуçаран хăракансенĕн вăрлăхĕ.

(23) Мĕнле вăрлăх хисепсĕр? — Этем вăрлăхĕ. Хăш вăрлăхĕ хисепсĕр? — Укĕтсене уяманнисен вăрлăхĕ.

(24) Тăван хушшинче асли хисеплĕ, Çÿлхуçа куçĕ умĕнче Унран хăракан хисеплĕ.

(25) Çынни пуян-и, чаплă-и, чухăн-и — пурин те пĕр мухтав — Çÿлхуçаран хăрани.

(26) Ăслă-тăнлă чухăн çынна хурлани тĕрĕс мар, çылăхлă çынна мухтани те юрăхлă мар.

(27) Аслă çын, тÿре, пуçлăх — сумлă çынсем, анчах пĕри те Турăран хăракана çитеймест.

(28) Аслă чурашăн ирĕклĕ çынсем ĕçлесе тăрĕç, ăслă-тăнлă çын çакăншăн ÿпкелешмĕ.

(29) Хăвăн ĕçне тунă чухне ăсупа ан курнăçлан, хĕн тÿснĕ чухне ан мухтан.

(30) Ĕçлекен, ытлă-çитлĕ пурăнакан çын çăкăрĕ çук пулин те ĕçсĕр мухтанса çÿрекен çынран аванрах.

(31) Ывăлăм! чунна йăвашлăхупа мухтава кăлар, ăна тивĕçлĕхне кура чысла.

(32) Хăйĕн чунне хирĕç пырса çылăх тăвакана кам тÿрре кăлартăр? Пурăнăçне намăса кăларакана кам мухтатăр?

(33) Чухăн çынна ăсне кура, пуян çынна пуянлăхне кура хисеплеççĕ:

(34) чухăн чухне хисеплĕ çын пуяна тухсассăн мĕн тери хисеплĕрех пулĕ? Пуян чухне чысне çухатнă çын чухăна юлсассăн мĕн тери чыссăртарах пулĕ?

11

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Йăваш çыннăн ăслăлăхĕ унăн пуçне çĕклет, ăна аслă çынсем хушшине лартать.

(2) Çынна илемĕшĕн ан мухта, сăнне-пуçне кура çынран ан йĕрĕн.

(3) Вĕçен-çÿрен хушшинче пыл хурчĕ пĕчĕккĕ çеç, çимĕçĕ вара — тутлăран та тутлă. “Капăр тумтирÿпе ан мухтан, чапа тухсассăн — ан мăнаçлан: Çÿлхуçа ĕçĕсем тĕлĕнмелле, вĕсем этемшĕн пытанчăк.

(5) Мăшкăл-асап тÿсекенĕ патшана ларнă, çынсен асĕнче те пулманскерĕ патша пуçкăшăльне тăхăннă.

(6) Вăйлисем нумайăшĕ хура мăшкăл курнă, чапа тухнисем ыттисен аллине кĕрсе ÿкнĕ.

(7) Тĕпчесе-пĕлсе çитмесĕр ан хурла: малтан пĕл — кайран айăпла.

(8) «Итлесе пĕтермесĕр ан хуравла, çын сăмахне ан пÿл.

(9) Хăвна кирлĕ мар ĕç пирки ан тавлаш, çылăхлă çынсен канашĕнче ан лар.

(10) Ывăлăм! нумай ĕçе ан хапсăн: нумай ĕç тунă чухне айăпа кĕмесĕр юлаймăн. Вĕсене хыçран хăваласассăн та çитеймĕн, вĕсенчен тарсассăн та — тарса хăтăлаймăн.

(11) Хăшĕ ĕçлет, пĕтĕм вăйран тăрăшать, васкать — пĕрех кая юлса пырать.

(12) Тепĕри йăмшак, çын пулăшмасăр ĕçлеймест, халсăр-хевтесĕр, пур тĕлĕшрен те мĕскĕн вăл;

(13) анчах Çÿлхуçа ун çине хĕрхенсе пăхать те — ăна ырăлăх парать, кĕçĕнтен асла кăларать, ун пуçне çÿлелле çĕклентерет, ĕнтĕ нумайăшĕ ун çине пăхса тĕлĕнсе тăрать.

(14) Ыррипе усалли, пурăнăçпа вилĕм, чухăнлăхпа пуянлăх — пурте Çÿлхуçаран килет.

(15) Çÿлхуçа ырăлăхĕ — сăваплă çын-семшĕн, Вăл кăмăл тунипе вĕсен пурăнă-çĕ ăнăçса пырать.

(16) – (17) Хăшĕ асăрхануллă, перекетлĕ пулнипе пуян пурăнать, «ĕнтĕ канăçлăх тупрăм, халĕ мулăмпа киленсе пурăнатăп» тенĕ чухне шăпах хăйĕн тивĕçлĕ пайне курать.

(18) Хăй вара пурлăхне ыттисене парса хăвариччен, хăй вилсе выртиччен мĕн чухлĕ вăхăт юлнине те пĕлмест.

(19) Эсĕ вара яланах халала асра тыт, унран вĕрен, мĕн ватăличчен хăвăн ĕçÿпе пурăн.

(20) Çылăхлă çыннăн ĕçĕнчен ан тĕлĕн, Çÿлхуçана ĕнен, хăвăн ĕçне ту:

(21) Çÿлхуçашăн чухăна пĕр кĕтмен çĕртен, пĕр самантрах пуйтарса ярасси нимĕн те мар.

(22) Таса çын парнийĕ — Çÿлхуçа пиллĕхĕ, Унăн пиллĕхĕпе вăл часах çĕкленсе каять.

(23) «Мана тата мĕн кирлĕ? кунтан ытла ырăлăх курассăм пур-ши?» тесе ан шутла.

(24) «Манăн пурте çителĕклĕ, тинех мана мĕнле инкек çитме пултарĕ?» тесе ан кала.

(25) Телейлĕ кунсенче телейсĕр вăхăт манăçать, телейсĕр кунсенче телей аса килмест.

(26) Этеме вилнĕ кунĕнче ĕçĕсене кура тавăрса памашкăн Çÿлхуçашăн нимĕн те мар.

(27) Самантлăх асап та ĕлĕкхи хаваслăха манăçтарать, вилсессĕн этемĕн мĕнпур ĕçĕ палăрать.

(28) Виличчен никама та телейлĕ тесе ан кала; этем мĕнле пулни унăн ачисенчен курăнать.

(29) Кашни çыннах хăвăн çуртна ан кĕрт: ултавлă çыннăн усал меслет нумай.

(30) Мăнаçлă çыннăн чĕри — сунар кайăкĕ пек: кам та пулин ÿкнине сăнавçăлла вăрттăн сыхласа тăрать;

(31) ырра усала çавăрса, вăрттăн сăтăр тăвать, таса çын ятне варалать.

(32) Вут хĕлхемĕнчен кăвар амаланать, çылăхлă çын кавар тунипе юн тăкăнать.

(33) Усал çынран сыхлан,— вăл усал шухăш тытать,— хăçан та пулин санăн ятна ĕмĕрлĕхех ан варалатăрччĕ вăл.

(34) Кил-çуртна ют çынна кĕрт-ха эсĕ — вăл кил ăш-чиккине пăтратса-хĕвĕштерсе пĕтерет, тăван кил-йышна хăвăнтан ютшăнтарать.

12

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ырă тăвас тесессĕн, кама ырă тумаллине пĕлсе ту, вара ырă ĕçÿшĕн сана пархатар пулĕ.

(2) Ырăлăхна тÿрĕ çынна кăтарт, уншăн сана, çыннинчен мар пулсассăн та, Çÿлти Турăран ырăлăх килĕ.

(3) Ялан усал тăваканшăн, мĕскĕне хĕрхенмен çыншăн ырăлăх çук.

(4) Тÿрĕ çынна пар, çылăхлă çынна ан пулăш.

(5) Йăваш çынна ырăлăх ту, йĕркесĕр çынна ан пар: унран çăкăрна питĕрсе ил те ан пар ăна, кайран вăл хăвна ан пăхăнтартăр:

(6) ăна çапла ырăлăх тунăшăн эсĕ икĕ хут усаллăх тÿснĕ пулăттăн; Çÿлти Турă та çылăхлă çынсене кураймасть, йĕркесĕр çынсене тавăрать.

(7) Ырă çынна пар, çылăхлă çынна ан пулăш.

(8) Тус телейлĕ кунра палăрмасть, хурлăхра тăшман пытарăнаймасть.

(9) Çын телейлĕ чухне тăшманĕ хуйха ÿкет, хурлăх килсессĕн — тус та сивĕнет.

(10) Тăшманна ĕмĕрне те ан ĕнен: унăн усаллăхĕ — пăхăра çиекен тутăх пек:

(11) йăвашланать-и вăл, пуçне пĕксе çÿрет-и — эсĕ чунупа сыхă тăр, сыхлан унран, вара ун умĕнче эсĕ тĕкĕр тасатакан пек пулăн: вăл тутăх йăлтах тасалманнине курать;

(12) тăшманна хăвăн çумна ан тăрат — хăвна тĕртсе ярса сан вырăнна ан тăрайтăр; ăна хăвăнтан сылтăм енне ан ларт — хăçан та пулин санăн пуканна ан сăхлантăр, кайран ман сăмахăма ăнланса илĕн те хурлана-хурлана ман ÿкĕтĕме аса илĕн.

(13) Çĕлен чĕлхи пĕлекене çĕлен сăхсассăн, ăна кам хĕрхенет? тискер кайăк патне çывăхараканшăн кам кулянать? Çавăн пекех çылăхлă çынпа туслашакана, унăн çылăхĕсемпе хутшăнакана кам хĕрхенет?

(14) Вăхăтлăха вăл санпала пĕрле пулĕ, эсĕ сулăнса кайсассăнах — чăтса тăраймĕ:

(15) тăшман сана чĕлхипе ырлĕ, йăпатĕ, ăшĕнче вара хăвна шăтăка сирпĕтме хĕртĕнсе тăрĕ; куççулĕпе йĕрĕ сан умунта, май килсессĕн — юнна ĕçсе тăранаймĕ.

(16) Сана инкек-синкек тĕл пулас пулсассăн, тăшману унта санран малтан çитсе тăрĕ,

(17) пулăшанçи туса, сана ура хурса такăнтарĕ:

(18) пĕççине шарт çапса, санпала пуçне сула-сула калаçĕ, темтепĕр пăшăлтатĕ, ĕнтĕ сăнран та улăшăнĕ.

13

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Тикĕте сĕртĕнекенĕ вараланать, мăнкăмăллă çынпа явăçаканĕ те çавăн пекех пулать.

(2) Вăюнтан ытлашши йывăр ан йăт, хăвăнтан вăйлăраххипе, хăвăнтан пуянраххипе ан явăç.

(3) Чÿлмекпе хуранăн мĕн пĕр-пĕринпе хутшăнмалли пур? Пĕри тепĕринпе çапăнать те — чÿлмекĕ çĕмĕрĕлет.

(4) Пуянĕ хур тăвать — хăех юнаса çÿрет; чухăнĕ хур курать — хăех каçару ыйтать.

(5) Кирлĕ чухне вăл санпа усă курать: эсĕ чухăна тухас пулсассăн, сана пăрахать.

(6) Пурăнăçу тулăх чухне вăл санпа пĕрле пурăнать, пурлăхна пĕтерет — саншăн кулянмасть те.

(7) Эсĕ ăна кирлĕ пултăн — вăл сана йăпăлтатать, кулкаласа çеç тăрать, пулăшма шантарать, ăшшăн калаçать: «мĕн те пулин кирлĕ мар-и?» тесе çеç тăрать.

(8) Икĕ-виçĕ хутчен çаратса иличчен вăл сана сăйласа, чыс туса вăтантарса пĕтерет, юлашкинчен санранах тăраниччен мăшкăлласа кулать.

(9) Çакăн хыççăн вăл сана курсассăн аяккалла пăрăнать, сан енне пуçĕпе сĕлтсе кăтартать.

(10) Асту, улталанмалла ан пултăр, иайванла хăтланса мăшкăл курмалла ан пултăр.

(12) Вăйлă çын хăй патне чĕнет пулсассăн, пăрăнса юл, ĕнтĕ вăл сана тата тимлĕрех йыхăравлĕ.

(13) Çын çумне ан çыпçăн, сана тĕртсе ан яччăр, ытла аякра та ан тăр, сана манса ан кайччăр.

(14) Хăвăнпа пĕр шая лартса ан калаç унпа, нумай сăмахне ытлашшиех ан ĕнен: вăрах калаçтарса вăл сана сăнать, шÿтленçи пулса ăшăнти шухăшна пĕлме тăрăшать.

(15) Чĕлхине чарайман çын хăйне хăй хĕрхенмест, мăшкăлпа пусмăртан хăтăлса юлаймасть.

(16) Асăрхануллă, тимлĕ пул: такăнасси-ÿкесси санăн хăвăнпа пĕрлех çÿрет.

(17) Çакăн çинчен тĕлĕкÿнте илтсессĕн, текех ан çывăр.

(18) Кунçулу тăршшĕпех Çÿлхуçана юратса пурăн, хăвна çăлăнăç патăр тесе Ăна тархасла.

(19) Кирек мĕнле чĕрчун та харпăр хăй йышшине юратать, этем те çавнашкал — хăй евĕрлине савать.

(20) Кирек мĕнле чĕр-чун та хăй йышшипе пĕрлешет, этем те хăй евĕрлипе мăшăрланать.

(21) Кашкăрпа путекĕн мĕнле туслăх пулайтăр? Çылăхлă çынпа таса çын та — çавăн пекех.

(22) Гиенăпа йыттăн мĕнле çураçу пулайтăр? Пуянпала чухăн хушшинче те мĕнле çураçу пулайтăр?

(23) Арăслан апачĕ — пушхир ашакĕ, пуянăн тупăшĕ — чухăн çын.

(24) Мăнаçлă çын йăвашлăхран йĕрĕнет, çавăн пекех пуян та чухăн çынран йĕрĕнет.

(25) Пуян сулăнса кайсассăн, ăна тус-йышĕ пырса тытать, чухăн кайса ÿксессĕн, ăна тусĕсем те тĕртсе яраççĕ.

(26) Пуян инкеке лексессĕн, ăна пулăшакан нумай; ăссăрла каласа хурать — ăна пĕрех тÿрре кăлараççĕ.

(27) Чухăн инкеке лексессĕн, ăна хăйнех ятлаççĕ; ăслă каласа хурать — ăна итлекен те çук.

(28) Пуян сăмах хускатсассăн, пурте шăпăрт пулаççĕ, унăн сăмах-юмахне пĕлĕте çити çĕклеççĕ;

(29) чухăн сăмах хускатсассăн: «мĕнле çын ку?» тееççĕ, кăшт такăнсассăн, ăна ÿкмеллех тĕртсе яраççĕ.

(30) Çылăхсăр пухнă пуянлăх — ырă, йĕркесĕр çыншăн чухăнлăх — усал.

(31) Кăмăл этем сăн-сăпатне е лайăх, е начар тума пултарать.

(32) Телейлĕ чухне ырă кăмăл савăнăçлă пит-куçра курăнать, ытарăш ăслăласси вара тĕплĕн шухăшланинчен килет.

14

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Кам чĕлхи-çăварĕпе çылăха кĕмен, кам çылăхне пула хурлăх тÿсмен, çавă телейлĕ.

(2) Кам чун-чĕри канăç паманнипе асапланман, кам хăйĕн шанчăкне çухатман, çавă телейлĕ.

(3) Хытă çынна пуянлăх ырă кÿмест. Ыттисене ырă сунман çыннăн пурлăхпала мĕн тумалла?

(4) Кам хăй чунĕнчен татса илсе мул пухать — вăл ыттисемшĕн пухать, унăн ырăлăхĕпе ыттисем киленеççĕ.

(5) Хăйшĕн хăй усал пулсассăн, вăл камшăн ырă пулĕ? Вăл пурлăхĕнчен те савăнăç кураймĕ.

(6) Хăйне хăй ырă сунман çынран пархатарсăр çын çук, çакна вăл усал кăмăлĕшĕн тивĕçлĕ.

(7) Вăл, ырă тусассăн та, ăнсăртран анчах тăвать, кайран усаллăхĕ каллех çиеле тухать.

(8) Кĕвĕçсе пăхакан, куçне аяккалла тартакан, чуна хисепе хуман çын — усал кăмăллă.

(9) Выçă куç пĕр-пĕр пайпа тăранмасть, усал çыннăн усаллăхĕ чуна çиет.

(10) Кĕвĕç куç çиес çăкăрĕ çине те кĕвĕçсе пăхать, ĕçми-çими тĕлĕшĕнчен те хăрăнса пурăнать.

(11) Ывăлăм! вăю çитнĕ таран хăвна ху ырă ту, Çÿлхуçана кÿрес парнене тивĕçлĕн парса тăр.

(12) Асту, вилĕм вăл кĕтсе тăмасть, эсĕ тамăк канашне пĕлместĕн:

(13) ху виличчен юлташна ырă ту, вăю çитнĕ таран пулăшса-парса тăр ăна.

(14) Ырă курас кунна сая ан яр, ырă ĕмĕтÿсен пĕр чĕптĕмĕ те харама ан кайтăр.

(15) Мĕн пухнă пурлăхна çынна хăвармăн-и? эсĕ тăрăшса тунине шăпа ярса уйăрмĕç-и?

(16) Панă чухне те, илнĕ чухне те чунна савăнтар:

(17) тамăкра савăнăç тупаймастăн.

(18) Кирек мĕнле ÿт те тумтир пекех кивелет, мĕн ĕмĕртенпех çакăн пек йĕрке: «вилĕмпе вилĕн».

(19) Çăра çулçăл-лă йывăçăн ешерекен çулçисем пĕрисем ÿкеççĕ, тепĕрисем сарăлаççĕ; ÿтпе юнран пулнă йăх та çавăн пек — пĕри вилет, тепĕри çуралать.

(20) Кирек мĕнле япала та, çĕрмеллискер, çухалать, япалине тă-ваканни те унпа пĕрлех пĕтет.

(21) Кам ăслăлăхшăн çунать, ăна тĕпчет-тишкерет, ăсĕ-тăнĕпе унпа калаçать,

(22) пĕтĕм чун-чĕрипе унăн çулĕсем çинчен шухăшлать, унăн вăрттăнлăхне те ăнлана-кан пулать, çав çын — телейлĕ.

(23) Ăслă-лăха кайăка йĕрленĕ пек йĕрлесе çÿре, ăна хăйĕн çулĕ çинче сыхласа тăр.

(24) Унăн чÿречи çумне йăпшăнаканĕ телейлĕ: вăл ăна алăк хушăкĕнчен те итлĕ.

(25) Ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче пурăнаканĕ телейлĕ: вăл унăн çурчĕ çумне пăта çапать, юнашарах хăйĕн чатăрне карса лартать те çавăнта ырă курса пурăнать.

(26) Ачи-пăчине те вăл ăслăлăх хÿттине вырăнаçтарĕ, вăл унăн тураттисен айĕнче пурăнĕ.

(27) Шăрăхра унăн хÿттине пытанĕ, унăн мухтавлăхĕн çутинче пурăнĕ.

15

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Çÿлхуçаран хăраканĕ çапла пурăнĕ, саккуна çирĕп тытса тăраканĕ ăслăлăх туянĕ.

(2) Ăслăлăх ăна, амăшĕ пек, хирĕç тухса илĕ, савакан арăм пек, хапăл тăвĕ; Зăна ăс-хакăл çăкăрĕпе тăрантарĕ, тăраниччен ăслăлăх шывĕ ĕçтерĕ.

(4) Вăл ăслăлăхпа тĕреклĕленĕ те — тайăлмĕ; унăн çумне çыпăçăнĕ — намăс курмĕ.

(5) Ăслăлăх ăна çывăх çыннисем хушшинче асла кăларĕ, пухура чĕлхи-çăварне уçтарĕ.

(6) Вăл хаваслăхпа тулли савăнăç тупĕ, еткерлĕхе ĕмĕрлĕх ят илĕ.

(7) Ăслăлăха ăссăр çынсем ăнланаймĕç, ăна çылăхлисем кураяс çук.

(8) Мăнаçлăхран инçе тăрать вăл, суя çынсен асне те килмест вăл.

(9) Çылăхлă çын мухтани кăмăллă мар: Çÿлхуçаран килекен мухтав мар вăл.

(10) Чăн мухтав вăл — ăслăлăх мухтани, ун пек мухтава Çÿлхуçа тĕрĕс çулпа ярать.

(11) «Çÿлхуçана пула пăрăнтăм» тесе ан кала: санăн Вăл курайманнине тума юрамасть.

(12) «Мана Çÿлхуçа йăнăштарчĕ» тесе ан кала: Ăна çылăхлă çын кирлĕ мар.

(13) Çÿлхуçа кирек мĕнле ирсĕрлĕхе те кураймасть, ирсĕрлĕх вăл Турăран хăракан çынна та йĕрĕнтерет.

(14) Турă этеме пуçламăшĕнчех пултарнă та ăна хăй ирĕкĕпе пурăнмашкăн хăй аллинех панă.

(15) Кăмăлу пулсассăн, ÿкĕтсене уяса пурăнăн, Турра юрăхлă пурăнса, тÿрĕлĕхе сыхласа хăварăн.

(16) Вăл сана вут-çулăмпа шыв сĕннĕ: хăшĕ кăмăлна каять, çавна суйласа ил.

(17) Этем умĕнче — пурăнăçпа вилĕм, вăл хăшне кăмăллать, ăна çавă пулать.

(18) Çÿлхуçа ăслăлăхĕ аслă, Вăл — хăватлă, Вăл пурне те курса тăрать.

(19) Унăн куçĕ — Хăйĕнчен хăракан-сем çинче, Вăл этемĕн мĕнпур ĕçне пĕлсе тăрать.

(20) Вăл никама та йĕркесĕр пурăнма хушман, никама та çылăха кĕме ирĕк паман.

16

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Юравсăр ача нумай пулнине ан хапăлла, йĕркесĕр çынсен ывăлĕсемшĕн ан савăн. Вĕсен чĕринче Çÿлхуçаран хăрани пулмасассăн, вĕсем йышлăланнишĕн ан савăн.

(2) Вĕсен пурăнăçне ан шан, вĕсен йышĕ çине ан тайăн.

(3) Çылăхлă пин çын пуличчен пĕр тÿрĕ çын пулни лайăхрах,

(4) йĕркесĕр ача-пăча ÿстериччен ача курмасăр вилни аванрах:

(5) пĕр ăслă çынранах хула ĕрчесе каять, йĕркесĕр çын йăхĕ пĕтсе ларать.

(6) Çавăн пек пулнине манăн куçăм нумай курнă, илтессе тата нумайрах илтнĕ.

(7) Пăхăнман халăх хушшинче çилĕ хыпса илнĕ пек, çылăхлисен эшкерĕнче те вут-çулăм хыпса илĕ.

(8) Вăл авалхи улăпсене, хăйсен вăйне шанса Турăран уйăрăлса кайнăскерсене, çырлахман;

(9) Лотпа пĕрле пĕр вырăнта пурăнакансене те хĕрхенмен: вĕсем Ăна хăйсен мăнаçлăхĕпе йĕрĕнтернĕ;

(10) çылăхĕсемпе каппайланакан халăха, пĕтмелли халăха, хĕрхенмен,

(11) çавăн пекех хаяр чĕреллине пула пĕрлешнĕ ултçĕр пин çынна та каçарман. Турра пăхăнманни пĕр çын анчах пулсассăн та, çавă хасасăр юлни тĕлĕнмелле пулĕччĕ:

(12) ырăлăх та, хаярлăх та — Турă аллинче: Вăл çырлахма та, çилленме те пултарать.

(13) Унăн ырăлăхĕ епле аслă та вăйлă, тавăрнă чухне те Вăл çапла вăйлă тавăрать. Вăл этеме унăн ĕçне кура сут тăвать.

(14) Вăрласа çылăха кĕнĕ çын Унран тарса хăтăлаймĕ, таса çыннăн чăтăмлăхĕ харама каймĕ.

(15) Ырă тунине Вăл пурне те шута хурĕ, кашнийĕ ĕçне кура тивĕçлине илĕ.

(16) Çапла тесе ан шухăшла: «эпĕ Çÿлхуçаран пытанăп; ĕнтĕ çÿлте мана кам аса илтĕр?

(17) Тĕрлĕ халăх хушшинче мана асăрхамĕç: вĕçсĕр-хĕрсĕр тĕнчере манăн чунăм мĕнех вăл?

(18) Вăл килсе пăхнă чухне акă тÿпе те, пĕлĕтсем те, тĕпсĕр шывсем те, çĕр те чĕтренеççĕ.

(19) Вăл тинкернĕ чухне хăранипе тусем те, çĕр никĕсĕ те кисренеççĕ.

(20) Çакна чĕре ăнланма пултараймасть;

(21) Унăн çулне вара кам ăнкарса çитерейтĕр? Этем куçĕ курма пултарайман çил евĕр, Унăн нумай ĕçĕ курăнмасăр тăрать.

(22) Тÿрĕлĕх ĕçĕсем çинчен кам пĕлтертĕр? вĕсене кам тума пултарайтăр? Турă халалĕ — инçетре».

(23) Ăсĕ çитейменни çапла шутлать, ăссăр çын, аташса кайнă çын çапла айванла шухăшлать.

(24) Ывăлăм, итле мана, ăса вĕрен, манăн сăмаха пĕтĕм чĕрÿпе тăнла.

(25) Тĕплĕ-йĕрлĕ шухăшланине вĕрентсе калатăп сана, тĕп-тĕрĕс пĕлÿ паратăп сана.

(26) Çÿлхуçа ĕçĕсем малтанласах Хăй палăртса хунă пек пулса пынă, вĕсене Вăл пултарнă чухнех пайласа уйăрнă.

(27) Хăй ĕçĕсене Вăл ĕмĕрлĕхех йĕркеленĕ: вĕсем епле пуçланса кайнă, çав халлĕнех пыраççĕ. Вĕсем выçăхмаççĕ те, ывăнмаççĕ те, чарăнса та лармаççĕ.

(28) Нихăшĕ те юнашаррине чăрмантармасть, ĕмĕрне те Унăн сăмахне хирĕçлемеççĕ.

(30) Унтан Çÿлхуçа çĕр çине пăхнă та çĕре Хăйĕн ырăлăхне тултарнă.

(31) Пĕтĕм çĕр питне чĕрĕ чун хупланă, ĕнтĕ пурте ка-ялла çĕре кĕрĕ.

17

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Çÿлхуçа этеме çĕртен пултарнă, ăна каялла çĕре кĕртнĕ.

(2) Вĕсене Вăл шутлă кун, шутлă вăхăт панă, çĕр çинче мĕн пуррине вĕсен аллине панă.

(3) Хăйсене кура вĕсене вăй-халлă тунă, вĕсене Хăй сăнарлă пултарнă,

(4) вĕсем тискер кайăка, кайăк-кĕшĕке пуç пулччăр тесе, мĕнпур чĕрчуна этемрен хăраса тăмалла тунă.

(5) Вăл вĕсене ăс-ирĕк, чĕлхе, куç-пуç, хăлха панă, шухăшламашкăн чун-чĕре панă,

(6) вĕсене ăс-хакăл вичкĕнлĕхĕ панă, ырăпа усала кăтартнă.

(7) Хăйĕн ĕçĕсен аслăлăхне пĕлччĕр тесе, Вăл вĕсенĕн чĕрине куç хывнă,

(8) Хăйĕн сăваплă ятне аслăламалла тунă, Хăйĕн ĕçĕсен хăватне мухтамалла тунă.

(9) Вĕсене Вăл пĕлÿлĕх пÿрнĕ, вĕсене еткерлĕхе пурăнăç саккунĕ халалланă;

(10) вĕсемпе ĕмĕрлĕх халал хывнă, Хăйĕн сучĕсене кăтартнă.

(11) Вĕсен куçĕ мухтавлăх аслăлăхне курнă, вĕсен хăлхи Ун сассийĕн хăватне илтнĕ.

(12) Вăл вĕсене: «пур йĕркесĕр ĕçрен те сыхланăр» тенĕ; çынсем пĕр-пĕринпе мĕнле пурăнма тивĕçлине вĕрентнĕ.

(13) Вĕсен çулĕсем яланах — Унăн умĕнче, Унăн куçĕнчен пытарăнса юлас çук.

(14) Вăл кашни халăха çулпуç лартса панă,

(15) Израиль вара — Çÿлхуçанăн пайĕ.

(16) Вĕсен мĕнпур ĕçĕ Унăн умĕнче хĕвел пек курăнса тăрать, Унăн куçĕ — яланах вĕсен çулĕ çинче.

(17) Вĕсен йĕркесĕр ĕçĕсем Унран пытанса юлайман, вĕсен пĕтĕм çылăхĕ — Çÿлхуçа умĕнче.

(18) Этемĕн ырă ĕçĕ Уншăн — пичет пек, Вăл этемĕн ырă ĕçне куç шăрçине сыхланă пек упраса хăварать.

(19) Кайран Вăл çĕкленет те вĕсене тивĕçлине тавăр-са парать, хăйсем мĕн тунине хăйсен пуçĕ çинех ÿкерет.

(20) Укĕнекенсене Вăл тÿрленме май панă, чăтăмлăх çитейменнисене хунтăланă.

(21) Çÿлхуçа енне çаврăн, çылăхусене пăрах;

(22) Унăн умĕнче кĕлту, çылăхпа такăнни чакса пытăр санăн.

(23) Çÿлти Турă патне таврăн, тĕрĕсмарлăхран пăрăн, ирсĕрлĕхе чунтан курайми пул.

(24) Çÿлти Турра чĕррисем аслăлаççĕ, тамăкра Ăна кам мухтатăр?

(25) Вилнĕ этемрен, çуккинчен, мухтасси пулас çук:

(26) Çÿлхуçана чĕрри, сывви мухтать.

(27) Çÿлхуçа мĕн тĕрлĕ хĕрхенет, Хăй ен-не çаврăнакансемпе епле килĕштерет!

(28) Этемре пурте пулма пултараймасть:

(29) этем ывăлĕ — вилĕмсĕр мар.

(30) Хĕвелтен çутăраххи мĕн пур? анчах вăл та тĕксĕмленет. Ÿтпе юн усаллăх çинчен шухăшлать.

(31) Çÿлти тÿпери вăйсене Вăл Хăй пăхса тăрать, этем вара — тăпра та кĕл.

18

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Мĕн пуррине пĕтĕмпех ĕмĕр Пурăнаканĕ пултарнă; Çÿлхуçа анчах тÿрĕ.

(2) Унăн ĕçĕсене никам та ăнланаймасть.

(3) Унăн аслă ĕçĕсене кам тĕпчеме пултарайĕ?

(4) Унăн аслă хăватне кам виçме пултарайĕ? Унăн ырăлăхне кам каласа кăтартайĕ?

(5) Çÿлхуçанăн тĕлĕнмелле ĕçĕсене чакарма та, ÿстерме те, вĕсене тĕпчесе çитерме те май çук.

(6) Вĕсене тĕпчесе çитернĕ пекех туйăнать те этеме — анчах вăл пуçланă çеç иккен, вара вăл чарăнса тăрать те — тĕлĕнсех каять.

(7) Этем мĕн вăл? унăн мĕн усси? унăн ырăлăхĕ, унăн усаллăхĕ мĕн вăл?

(8) Этемĕн кун-çулĕ вăрăм килсессĕн те — çĕр çул; ĕмĕрлĕх кунĕнче унăн кунĕсем — тинĕсри пĕр тумлам шыв пек е хăйăр пĕрчи пек.

(9) Çавăнпа Çÿлхуçамăр этем тĕлĕшĕнчен вăрах тÿсĕмлĕ, çавăнпа ăна хĕрхенет Вăл.

(10) Вăл вĕсен кун-çулĕ асаплăн вĕçленессе курса-пĕлсе тăрать,

(11) çавăнпа Вăл ытларах та ытларах каçарать.

(12) Этемĕн ырăлăхĕ — çывăх çынни валли, Çÿлхуçамăр ырăлăхĕ — пĕтĕм чĕрĕ чун валли.

(13) Кĕтĕвне пăхакан кĕтÿçĕ евĕр, Вăл питлет те, ăс та парать, вĕрентет те, çул та кăтартать.

(14) Вĕрентнине ăша хывакансене, тимлесех Хăй саккунĕ енне çаврăнакансене Вăл кăмăллать.

(15) Ывăлăм! ырă тунă чухне ан ÿпкелеш, мĕн те пулин панă чухне сăмахпа ан кÿрентер.

(16) Шăрăха сывлăм сулхăнлатмасть-и? çавăн пек ырă сăмах парнерен те лайăхрах.

(17) Çавăнпа сăмах парнерен ирттермест-и? ырă кăмăллă çыннăн вара ку та, тепĕри те пур.

(18) Ăссăр çын панă чухне тĕртсе-ÿпкелесе парать, кăмăлсăр çын парни пит-куçа çунтарать.

(19) Каласа яриччен шухăшласа ил, ыйтăвне ăнкарма тăрăш.

(20) Сут пуличчен хăвна ху сăна, килсе пăхнă чухне вара каçару тупăн.

(21) Халсăрланнине сисиччен йăвашлан, çылăх ăшне путиччен ÿкĕнсе ĕлкĕр.

(22) Сăмах панине вăхăтĕнче тумашкăн сана нимĕн те ан чăрмантартăр, тÿрре тухасса вилĕм çитиччен ан хăвар.

(23) Сăмах париччен хăвна хатĕрле, Çÿлхуçана сăнакан çын пек ан пул.

(24) Вилес кунунта çитес çилле, хăвăнтан Турă пăрăнсассăн çитекен тавăру вăхăтне асăнтах тыт.

(25) Тутă вăхăтра выçлăх вăхăтне, пуян чухне чухăнлăхпа çуклăха аса ил.

(26) Иртен каçа çитиччен вăхăт улăшăнать, Çÿлхуçа умĕнче пурте хăвăрт иртет.

(27) Ăслă-тăнлă çын пур тĕлĕшрен те асăрхануллă пулать, çылăха кĕрес çĕрте çăмăлттай пуласран сыхланать.

(28) Кашни тăнлă çынах ăслăлăха пĕлет, ăслăлăха тупакана мухтаса ырлать.

(29) Сăмаха шухăшласа калакансем хăйсем те ăслăланаççĕ, ытарăшĕсене шыв юхнă пек каласа параççĕ.

(30) Утÿ кĕлени хыççăн ан кай, иртĕнекен шухăш-кăмăлна чар.

(31) Кăмăлна юраса-килентерсе тăрсассăн, вăл сана тăшманусен кулли тăвĕ.

(32) Артакра, иртĕхÿре савăнăç ан шыра, ĕçкĕ-çикĕпе ан рехетлен.

(33) Хăвăн енчĕкÿ пушă пулсассăн, кивçен укçапа ĕçкĕ-çикĕ туса кĕлмĕçе ан юл.

19

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ĕçке кăмăллакан çын нихăçан та пуяс çук, сахала вырăна ху-ман çын сахаллăн-сахаллăнах çука ерет.

(2) Эрехпеле хĕрарăм ăслă-тăнлă çынсенех пăсаççĕ, аскăн арăмпа çыхланакан тата ытларах намăссăрланать;

(3) вăл çĕрĕк-марăкпа хурт мăшкăлĕ пулса юлĕ, чăрсăр чун тĕп пулĕ.

(4) Хăвăрт шанса пăрахаканĕ çăмăлттай ăслă, çылăх тăваканĕ хăй чунĕ умĕнче çылăха кĕрет.

(5) Усаллăха хапăллаканĕ айăпа тивĕçлĕ пулĕ, кăмăлĕ иртĕннине чараканĕ пурăнăçне чапа кăларĕ.

(6) Чĕлхине чараканĕ канăçлă пурăнĕ, çапла вăл усаллăхран сыхланĕ.

(7) Пĕр сăмаха икĕ хут ан кала, уншăн санăн нимĕн те иксĕлмест.

(8) Тусна та, тăшманна та каласа ан пар, çакăншăн хăвна çылăх пулмасассăн ан пĕлтер:

(9) вăл сана итлĕ-тăнлĕ те санран асăрханма пуçлĕ, каярахпа сана курайми те пулĕ.

(10) Илтнĕ сăмах ăшăнтах пĕттĕр: ан хăра, сана çурса пăрахас çук вăл.

(11) Ухмах çын хăй калас сăмахĕшĕн ача çуратакан арăм пекех асапланать.

(12) Ухмах чĕринчи сăмах — айăка тăрăннă çĕмренпе танах.

(13) Тусунтан ыйтса пĕл: тен, вăл ун пек туман пулĕ; тунă пулсассăн — ÿлĕмрен ан тутăр.

(14) Çывăх çыннунтан ыйтса пĕл: тен, вăл ун пек каламан пулĕ; каланă пулсассăн — урăх ан калатăр.

(15) Тусунтан ыйтса пĕл — тăтăшах элек те пулать,

(16) пур сăмаха та ан ĕнен.

(17) Тен, вăл çакна усал тăвас тесе туман; кам ĕнтĕ чĕлхипе çылăха кĕмен?

(18) Çывăх çыннуна юниччен малтан хăйĕнчен ыйтса пĕл, Çÿлти Турă саккунĕ тĕрĕслетĕр ăна. Кирек епле ăслăлăх та — Çÿлхуçаран хăрани, кирек мĕнле ăслăлăх та — саккуна пурăнăçлани.

(19) Начаррине пĕлни ăслăлăх мар вăл. Çылăхлисен канашĕнче ăс-тăн çук.

(20) Тем тума хатĕр йăскăн çын та пулать, ирсĕрлĕх ку; ăссăрри, ăсĕ çителĕксĕрри те пулать.

(21) Сахал пĕлекен, анчах Турăран хăракан çын вăл нумай пĕлÿллĕ, анчах саккуна пăсакан çынран аванрах.

(22) Хитрен курăнакан чеелĕх пулать, анчах вăл саккуна хирĕçле; айăпласшăнах тÿнтерле сут туни те пулать.

(23) Пĕкĕрĕлсе, пусăрăнчăк çÿрекен чее çын та пулать, ăшĕнче хăйĕн — каварлăх.

(24) Вăл пуçне чикнĕ, илтмĕше перет, анчах хăйне пĕлмен çĕрте сана пÿлсех хурать.

(25) Вăйĕ çитейменнипе сана сиен тăваймасассăн — май килсенех сана усал тăвать.

(26) Çын мĕнлереххи тулашĕнчен пăхсах курăнать, тĕл пулсан, ăслă-тăнлă çынна пичĕ-куçĕнченех пĕлме пулать.

(27) Çын мĕнлереххине унăн тумĕ те, кулли те, утти те кăтартса парать.

(28) Хăш чухне çынна куçăн калани вырăнсăр пу-лать, тепĕри шарламасть — вăлах ăслă пулса тухать.

20

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ăшăнта çилленсе çÿриччен куçран калани лайăхрах; çавна ăша хывакан йăнăш тăвасран сыхланать.

(2) Мĕнле лайăх вăл çын ÿкĕнни!

(3) Вăл хăй ирĕккĕн çылăха кĕресрен хăтăлать.

(4) Сутра тĕрĕсмарлăх çĕнтерме хăтланни — хĕре хайран пăсма ĕмĕтленнипе пĕрех.

(5) Хăшĕ шарламасть те — ăсчах пулса тухать; тепĕри ытлашши сăмах ваклать те — курайми çын пулса тăрать.

(6) Хăшĕ хуравламалли сăмахĕ çуккипе шарламасть; хăшĕ хăçан калаçмаллине пĕлсе калаçмасть.

(7) Ăсчахĕ вăхăт çитиччен сăмах хускатмасть; ăссăр, мухтанчăк вара вăхăтне пĕлмесĕр калаçать.

(8) Пакăлти — йĕрĕнтерет, хăй çеç калаçма тивĕçлĕ текен çынна курайми пулаççĕ.

(9) Хăш чухне çыншăн ăнăçу усала, тупăш тăкака çаврăнать.

(10) Çапла пани пур — сана вăл нимĕнле усă та кÿмест, çапла пани те пур — тавăрса панă чухне икĕ хут хушса параççĕ.

(11) Чапшăн мăшкăл тÿсни те пулать, тепĕри мăшкăл тÿснине пула пуçне çĕклет.

(12) Хăшĕ сахалпах нумай туянать, çавăншăн кайран çичĕ хут ытла тÿлет.

(13) Ăсчахĕ евĕклĕхĕпе кăмăла çавăрать, ухмаххин евĕклĕхĕ кăлăхах пулать.

(14) Ăссăр çын мĕн те пулин пани сана усă кÿмест: каялла илнĕ чухне унăн пĕр куç вырăнне — темиçе куç.

(15) Парасса вăл сахал парать, анчах нумай ÿпкелет, пурте илтмелле кăшкăрса çÿрет. Паян вăл кивçен парать, ыранах каялла ыйтать: çавăн пек çынна кураймаççĕ.

(16) Ăссăрри çапла калать: «манăн тус çук, ырă ĕçĕмсемшĕн тав тăвакан та çук. Ман çăкăра çиекенсем чĕлхипе çеç йăпăлтатаççĕ».

(17) Çав çынран нумайăшĕ мĕн тери тăрăхласа кулĕ!

(18) Чĕлхÿне пула такăннинчен çĕре такăнса ÿкни лайăхрах. Çапла усал çынсем часах ÿксе пĕтĕç.

(19) Кăмăла кайман çын — вырăнсăр каланă юптару; вырăнсăр юптару айван çын çăварĕнчен татăла пĕлмест.

(20) Ăссăр çын калакан ытарăша сивлеççĕ: вăл ăна хăçан каламаллине ăнкармасть.

(21) Хăшĕ çитмен пурăнăç пирки çылăхран çăлăнса юлать, лăпкă пурăннине пула вăл ÿкĕнсе асапланмĕ.

(22) Хăшĕ хăюсăр пулнăран чунне çухатать, ăна вăл ăссăрла хăтланнипе пĕтерет.

(23) Хăшĕ намăс курасран тусне сăмах парать те пĕр сăлтавсăрах çав çынран хăй валли тăшман туса хурать.

(24) Çыннăн пысăк айăпĕ вăл — суялăх; тăнсăр çын чĕлхи-çăварĕнче яланах суя сăмах.

(25) Вăрă та ялан суеçтерекенрен аванрах; анчах вĕсем иккĕшĕ те пĕтме тивĕçлĕ.

(26) Суеçĕ хăйне чыссăрла тыткалать, яланлăхах ятне çĕртет.

(27) Ăслă сăмах калакан хăйне асла кăларать, ăслă-тăнлă çын пуçлăхсен кăмăлне те каять.

(28) Çĕр ĕçлекен хăй капанне ÿстерет, вăйлисене юракан тĕрĕсмарлăха çĕнтерме пулăшать.

(29) Сăйлани, парне пани ăсчахсен куçне суккăрлатать, çăварлăхпа çăварлăхланă пек, питлеме-айăплама чарать.

(30) Пытанса тăракан ăслăлăх, пытарса усракан мул — çак икĕ япаларан мĕн усси?

(31) Ăссăрлăхне пытарса усракан çын — ăслăлăхне пытарса усракан çынран аванрах.

21

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ывăлăм! çылăха кĕтĕн пулсассăн, урăх çылăх ан хуш, ĕлĕкхи çылăхусемшĕн кĕлту.

(2) Çылăхран çĕленрен тарнă пек тар: ун патне пырсассăн, сана сăхать вăл.

(3) Çылăх шăлĕсем — этем чунне вĕлерекен арăслан шăлĕсем.

(4) Кирек мĕнле çылăх та икĕ çивĕчĕшлĕ хĕç пек: вăл тунă сурана сиплейместĕн.

(5) Пусмăрлани тата сĕмсĕрлĕх пуянлăха çаратаççĕ: мăнаçлă çыннăн килĕ те çапла пушанса юлĕ.

(6) Мĕскĕн çын тархаслани Турă хăлхине çитет; Унăн тÿрĕ сучĕ васкасах çывăхарать.

(7) Хăйне питленине курайман çын çылăхлă çын йĕрĕпе çÿрет, Çÿлхуçаран хăракан вара пĕтĕм чĕререн Ун енне çаврăнать.

(8) Вирлĕ чĕлхеллĕ çынна таçтанах палласа илетĕн; анчах та ăслă-тăнлă çын вăл ăçта такăннине курса тăрать.

(9) Çын укçипе çурт лартакан — хăйĕн вилтăприйĕ валли чул пухакан çын пек.

(10) Çылăхлă çынсен эшкерĕ — чÿпĕк купи, вĕсенĕн вĕçĕ — вут-çулăм.

(11) Çылăхлă çынсенĕн çулне чул сарнă, унăн вĕçĕнче — тĕпсĕр тамăк.

(12) Саккуна уякан — çирĕп кăмăллă çын,

(13) Çÿлхуçаран чăннипе хăрама пĕлни — ăслăлăх.

(14) Ăнкарусăр çынна вĕрентсессĕн те вĕрентеймĕн;

(15) анчах хурлăх кÿрекен ăнкарулăх та пур.

(16) Ăсчахăн пĕлĕвĕ шыв тулнă евĕр ÿссе пырать, унăн канашĕ — пурăнăç çăлкуçĕ пек.

(17) Айван çын чĕри — çĕмрĕк савăт пек, вăл нимĕнле пĕлÿ те тытса тăраймасть.

(18) Ăслă-тăнлă çын ăслă сăмах илтет те — ăна ырлать. Ăна çăмăл ăслă çын илтнĕ те — сăмахĕ ăна килĕшмен, вăл ăна хăй хыçне пăрахса хăварнă.

(19) Айван çын сăмахĕ — çулпа пынă чухне йăтса пыракан çĕклем пек, ăслă-тăнлă çын калаçнине итлеме те кăмăллă.

(20) Ăслă-тăнлă çын калаçнине пухура итлесшĕн пулĕç, унăн сăмахĕ çинчен ăшра шухăшласа çÿрĕç.

(21) Айван çыншăн ăслăлăх — ишĕлчĕк çуртпа пĕрех, унăн пĕлĕвĕ те — тĕлсĕр-палсăр сăмах çеç.

(22) Ăссăр çыншăн ÿкĕт — урине тăлланă тăлă, сылтăм аллине сăнчăрланă сăнчăр.

(23) Кулнă чухне айван çын ахăлтатса кулать, ăслă-тăнлă çын йăл кулса илет.

(24) Ăслă-тăнлă çыншăн ÿкĕт сăмахĕ — ылтăн тум пек, сылтăм аллине илем кÿрекен хÿхĕм сулă пек.

(25) Айванăн ури ют киле васкать, пурăнăç курнă çын ыттисенчен именет;

(26) ăссăр-тăнсăрри çын алăкĕнчен шалалла пăхать, этеплĕ этем тулашĕнче чарăнса тăрать;

(27) çын алăкĕ патĕнче итлесе тăни — ирсĕрлĕх, çавнашкал намăссăрла хăтланни ырă çынна кулянтарать.

(28) Нумай калаçаканăн чĕлхи ют çын сăмахне кала-кала парать, ырă ăсли кашни сăмахне виçсе калаçать.

(29) Айван çыннăн чĕри — чĕлхе вĕçĕнче, ăсчах чĕлхи — чĕре варринче.

(30) Йĕркесĕр çын шуйттана ылханни хăй чунне ылханниех пулать.

(31) Çын сăмахне илтсе-сарса çÿрекен хăйĕн чунне варалать, ăна кÿршисем те курайми пулĕç.

22

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Наян çын вараланчăк чул евĕрлĕ: унăн чыссăрлăхĕнчен кирек кам та йĕрĕнет.

(2) Наян çын вăкăр тислĕкĕ евĕрлĕ: тислĕк лексессĕн такам та аллине силлет.

(3) Ырра вĕрентсе ÿстермен ывăл ашшĕне намăс кÿрет, ырра вĕрентсе ÿстермен хĕр ашшĕ-амăшне сумран кăларать.

(4) Ăслă-тăнлă хĕр хăй валли ар тупать, намăссăр хĕр ашшĕне хуйхă кÿрет.

(5) Сĕмсĕр хĕрарăм ашшĕне те, упăшкине те мăшкăл кăтартать, иккĕшĕн умĕнче те çынлăхран тухать.

(6) Вырăнсăр сăмах хурлăхлă вăхăтри юрă-кĕвĕ евĕрлĕ; çаптарни, ăса вĕрентни кирек хăçан та — ăслăлăх.

(7) Айвана вĕрентекен — чÿлмек çĕмрĕкĕсене çыпăçтаракан пек е тарăн ыйхăпа çывăракана вăратакан пек.

(8) Айвана мĕн те пулин каласа кăтартни — ыйхăласа ларакана каланипе пĕрех, каласа пĕтерсессĕн çавă: «э?» тесе ыйтать.

(9) Вилнĕ çыншăн хÿхле: ĕнтĕ уншăн çутă сÿнчĕ; айваншăн та хÿхле: уншăн ăс-хакăл пĕтнĕ.

(10) Вилнĕ çыншăн татăлсах ан йĕр: вăл канăçланнă ĕнтĕ; ăссăр çыннăн усал пурăнăçĕ вара вилĕмрен те начартарах.

(11) Вилнĕ çыншăн çичĕ кунччен хÿхле, аçăршăн, йĕркесĕр çыншăн вĕсен ĕмĕрĕ тăршшĕпех хÿхле.

(12) Тăнсăр çынпа нумай ан калаç, ăссăр-тăнсăр патне ан çÿре;

(13) унран сыхлан — инкек курмалла ан пултăр; вăл силленсе тасалнă чухне санăн вараланмалла ан пултăр;

(14) пăрăн унран — хăвна канлĕ пулĕ, унан ăссăрлăхне пула кулянмăн.

(15) Тăхланран йывăрри мĕн пур? ухмах темесессĕн, ăна тата мĕн темелле?

(16) Ăссăр-тăнсăр çынна тÿсессинчен хăйăр йăтма, тăвар, тимĕр катрамĕ йăтма çăмăлрах.

(17) Çурт тунă чухне ана тыткăчсемпе хытарса лартсассăн, вал çĕр кисреннĕ чухне те ишĕлмест, çаван пекех тĕплĕ канашпа тĕреклĕленнĕ чĕре те шиклĕ вăхăтра хавшаса ÿкмест.

(18) Ăслă- тăнлă шухăшпа тĕреклĕленнĕ чĕре — çуртăн яка аякки çинчи чĕнтĕрлĕ эреш пекех.

(19) Тÿпемри вакă чул çил вĕрнине чăтаймасть;

(20) çаван пекех айванла шухăшлакан шиклĕ чĕре те хăрушлăха чăтаймасть.

(21) Куçран çапакан куççуль кăларать, чĕререн çапакан ырату туйăмне хускатать.

(22) Кайăксене чулпа перекен вĕсене хăратса ярать, хăртакан тус туслăха путарать.

(23) Тусна хирĕç хĕçпе тăрсассăн шанăçнă ан çухат: туслăха каялла та тавăрма пулать.

(24) Тусна хирĕç çăвар уçрăн пулсассăн ан хăра: унпа килĕштерме те пулать.

(25) Хурлани-хăртни, мăнаçланни, вăрттăнлăха упраманни тата усал каварлă ĕç — çакă кирек мĕнле туса та сивĕтет.

(26) Çывăх çыннушăн вăл чухăн чухне шанчăклă пул, вара вăл пуян чухне унпа пĕрле савăнăн;

(27) хĕн-асаплă вăхăтра унпа пĕрле пул, вара унăн еткерне пая кĕмелле пулăн.

(28) Çулăм тапса тухиччен кăмакаран йăс-пăс тухать; çавăн пекех юн тăкăнас умĕн харкашу тухать.

(29) Тус-юлташ хутне кĕме вăтанмăп эпĕ, унăн куçĕнчен тарса çÿремĕп;

(30) эхер те мана ун пирки шар курма тивсессĕн, çакăн çинчен илтекен унран асăрханă.

(31) Чĕлхе-çăварăма пула инкек курасран, хама чĕлхем тĕп тăвасран вĕсене хураллама мана кам хурал парĕ, вĕсене кам ăстăн пичечĕпе пичетлесе лартĕ?

23

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эй Сÿлхуçам, эй Аттем, эй пурăнăçăма тытса тăракан Патшамăм! Мана чĕлхе-çăварăм ирĕкне ан пăхăнтар, ăна пула пĕтме ан пар мана.

(2-3) Манăн йĕркесĕр ĕçĕмсене хĕрхенмесĕр пиллемешкĕн, вĕсем аташнине чарса лартмашкăн тата айăпăмсем нумайланасран, аташни-йăнăшни хушăнасран, хама курайман çынсем умĕнче ÿкесрен, тăшманăмсене савăнтарасран манăн шухăшăм тĕлне кам чăпăркка кăнтарĕ-ши, манăн чĕреме кам ăс парса тăрĕ-ши?

(4) Эй Çÿлхуçам, эй Аттем, эй пурăнăçăма тытса тăракан Туррăм! Куçăма мăнаçланса пăхма ан пар мана, ÿт аскăнлăхĕнчен хăтар мана.

(5) Пыр иртĕнни хыççăн, аскăнлăх хыççăн кайма ан пар мана, намăссăр чун тыткăнне лекмелле ан ту мана.

(6) Эй ачамсем, чĕлхе-çăвар тĕлĕшĕнчен ăс панине итлĕр-ха: çакна тимлекенĕ чĕлхине пула инкеке кĕрсе ÿкмĕ.

(7) Чĕлхине пула çылăхлă çын инкек курĕ, усал чĕлхеллĕ, мăнаçлă çынна чĕлхи-çăварĕ такăнтарĕ.

(8) Чĕлхÿне тупа тума ан вĕрент,

(9) тупа тунă чухне Святой ятне асăнассине йăлана ан кĕрт.

(10) Ялан патак çиекен чура суранран хăтăлса çитеймен евĕр, ялан Святой ячĕпе тупа тăвакан та çылăхран тасалаймасть.

(11) Тăтăшах тупа тăвакан йĕркерен тухать, унăн килĕ­çуртĕнчен хĕн-асап татăлмасть.

(12) Вăл çылăх турĕ пулсассăн — çылăхĕ хăй çинчех; тупа тĕлĕшĕнчен тимсĕр пулсассăн икĕ хут ытларах çылăха кĕрет;

(13) кăлăхах тупа турĕ пулсассăн тÿрре тухаймасть, унăн кил-çуртне хĕн-хур пусса илет.

(14) Вилĕмпе тан сăмах пулать: ун пекки Иаков еткерĕнче ан тупăнтăрах!

(15) Çакăн пекки таса пурăнакансенчен аякра тăрать, вĕсем çылăхпа чăлханса ÿкмеççĕ.

(16) Чĕлхÿ-çăварна киревсĕр калаçма ан вĕрент: ун пек сăмахра çылăх никĕсĕ пур.

(17) Пуçлăхсем хушшинче ларнă чухне аçупа аннÿне асра тыт:

(18) пуçлăхсем умĕнче санăн манăçмалла ан пултăр, хăнăхнă йăлапа айванла туса хумалла ан пултăр, кайран, манăн çуралмалла та пулман тесе, çуралнă кунна ылханмалла ан пултăр санăн.

(19) Киревсĕр сăмаха хăнăхса пыракан çын ĕмĕрне те ăслăлăха вĕренеймест.

(20) Çылăха икĕ тĕрлĕ çын йышлăлатать, виççĕмĕш йышшине пула çилĕ çитет:

(21) вĕри чун, çунакан çулăм евĕрлĕскер, çунса пĕтмесĕр те сÿнмест;

(22) юн хутăштарсах аскăнакан этем те вучĕ çунса пĕтмесĕр лăпланаймасть.

(23) Аскăн çыншăн кирек мĕнле асăхни те кăмăллă: вăл ĕнтĕ мĕн виличчен те чарăнмасть.

(24) Выртакан вырăнне ирсĕрлесе çылăха кĕрекен çын хăй ăшĕнче çапла шухăшлать: «кам курать мана?

(25) Йĕри-тавра сĕм тĕттĕм, пÿртре хÿтĕ, мана никам та курмасть: камран хăрас манăн? Çÿлти Турă манăн çылăхсене аса илмĕ».

(26) Этем куçĕ курасран çеç хăрать вăл,

(27) Çÿлхуçа куçĕ хĕвел çутинчен вунă пин хут вăйлăрах çутатса тăнине,

(28) этем çул-йĕрне пурне те курса тăнине, улах çĕртине те витĕр курса тăнине пĕлмест вăл.

(29) Çакна та пĕлмест вăл: Турă пурне те малтанах, пултаричченех, пĕлсе тăнă, вĕсене пĕтернĕ хыççăн та пĕтĕмпе пĕлсе тăрать.

(30) Çавăн пек çынна хула урамĕнче хаса парĕç, ăна хăй шутламан çĕртех ярса тытĕç.

(31) Хăй упăшкине пăрахса ют артан ача çуратакан арăма та çавах пулĕ:

(32) пĕрремĕшĕнчен, вăл Çÿлти Туррăн саккунне пăхăнман, иккĕмĕшĕнчен, упăшки тĕлĕшĕнчен çылăха кĕнĕ, виççĕмĕшĕнчен, аскăнланса çÿресе ют артан ача-пăча çуратнă.

(33) Çав арăма халăх умне илсе тухĕç, унăн ачи-пăчине тĕрĕслĕç.

(34) Унăн ачи-пăчи тымар яраймĕ, унăн хунавĕсем çимĕç кÿреймĕç.

(35) Çав арăма ылханса аса илĕç, унăн намăсĕ нихăçан та сирĕлмĕ.

(36) Чĕрĕ юлнисем пĕлĕç вара: Çÿлхуçаран хăраса пурăннинчен ырри нимĕн те çук, Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене тăнлассинчен тутлăраххи нимĕн те çук.

(37) Чи аслă мухтав — Çÿлхуçа хушнă пек пурăнни, Çÿлхуçа кăмăлне юрасассăн, сана вăрăм кун-çул килĕ.

24

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ăслăлăх хăйне чапа кăларĕ, ăна хăйĕн халăхĕ хушшинче мухтавлĕç.

(2) Вăл Çÿлти Турă Çуртĕнче сăмах пуçарĕ, хăйне Унăн çарĕ умĕнче чапа кăларса калаçĕ:

(3) «эпĕ Çÿлти Турă çăварĕнчен тухрăм, пĕтĕм çĕре пĕлĕт евĕр хупăрларăм;

(4) çÿле кĕлĕ чатăрĕ лартрăм, манăн аслă пуканăм — пĕлĕт юпа çинче;

(5) пĕр эпĕ тÿпе йĕри-тавра çаврăнтăм, çĕр тĕпне анса çÿрерĕм;

(6) тинĕс хумĕсем хушшинче те, пĕтĕм çĕр талккăшĕпе те, пур халăх-ăру хушшинче те пуç пултăм:

(7) эпĕ вĕсем хушшинче пур çĕрте те канăçлăх шырарăм, хăшĕн çĕрĕнче вырăнаçам-ши, терĕм.

(8) Вара пурне те Тăваканĕ мана çапла хушрĕ, хама Пултараканĕ мана канăçлă вырăн кăтартрĕ те каларĕ:

(9) Иаков хуш-шине кĕлĕ чатăрĕ туса ларт, Израиль хушшине вырăнаç, терĕ.

(10) Вăл мана пур ĕмĕртен малтан пултарнă, эпĕ ĕмĕрне те пĕтес çук.

(11) Эпĕ Унăн умĕнче сăваплă кĕлĕ чатăрĕнче ĕçлесе тăтăм, çапла Сион тăвĕ çине вырăнаçрăм.

(12) Вăл мана Хăйĕн юратнă хулинче те канăçлăх пачĕ, эпĕ Иерусалим хулинче пуç пултăм.

(13) Ĕнтĕ мухтавлă халăх хушшинче, Çÿлхуçа еткерлĕхĕнче тымар ятăм.

(14) Ливан çинчи кедр йывăçĕ пек, Ермон тăвĕ çинчи кипарис йывăçĕ пек çĕклентĕм;

(15) Енгаддири пальма йывăçĕ пек, Иерихон хулинчи кĕлчечек тĕмĕсем пек ешертĕм;

(16) айлăмри илемлĕ çу йывăçĕ пек, платан йывăçĕ пек çĕклентĕм.

(17) Корица пек, аспалаф пек, тутлă шăршă сартăм, чи паха смирна пек, ырă шăршă варкăштартăм,

(18) эпĕ — халвани пек, оникспала стакти пек, кĕлĕ чатăрĕнчи латăн шăрши пек.

(19) Эпĕ, теревинф йывăçĕ пек, турат сарса ларатăп, манăн туратăмсем — мухтав-пала тивлет турачĕсем.

(20) Эпĕ — тивлет ÿстерекен иçĕм йывăçĕ, манăн чечекĕмсем — мухтавпала тулăхлăх çимĕçĕсем.

(21) Эй манпа пулас теекенсем, килĕр ман патăма, манăн çимĕçĕмпе тăранăр:

(22) мана аса илни пылтан та тутлăрах, манпа хутшăнни шерпетрен те симлĕрех.

(23) Мана çиекенсен çинĕçемĕн çиесси килĕ, мана ĕçекенсен ĕçнĕçемĕн ĕçесси килĕ.

(24) Мана итлекенсем намăс курмĕç, манпа пĕрле ĕçлекенсем çылăх тумĕç».

(25) Пурте çакă — Çÿлти Турă халалĕн кĕнеки,

(26) саккун вăл, Моисей ăна Иаков ăрăвне ĕмĕрлĕхе халалланă.

(27) Вăл, çуркуннехи Фисон шывĕ пек, Тигр шывĕ пек, ăслăлăхпа витерет;

(28) вăл, ĕççи вăхăтĕнчи Евфрат шывĕпе Иордан шывĕ евĕр, тулли ăс-хакăл кÿрет;

(29) вăл, Нил шывĕ сарăлнă евĕр, иçĕм çырли пухнă вăхăтри Гион шывĕ евĕр, ăс-пĕлÿ сарать.

(30) Малтанхи этем ăна тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлсе çитереймен; ăна кайранхи этем те тĕпчесе çитереймĕ:

(31) унăн шухăшĕсем тинĕсрен те анлăрах, унăн канашĕсем тĕпсĕр тарăнăшран та тарăнрах.

(32) Юханшывран алтса янă шыв çулĕ пек, эпĕ сат пахчине юхса кĕтĕм.

(33) Каларăм вара: пахчама шыв сапам, йă-ранăмсене шăварам, терĕм.

(34) Акă ĕнтĕ манăн шыв çулĕ юханшыв пулса тăчĕ, манăн юханшывăм аслă тинĕс пулса тăчĕ.

(35) Ирхи шуçăм çутатнă пек, эпĕ вĕрентсе çутатса тăрăп, çуттăма таçта çитиех çите-рĕп;

(36) пророксем вĕрентнĕ пек вĕрентĕп, хам вĕрентнине этем йăхĕ валли ĕмĕрлĕ-хе хăварăп.

(37) Куратăр ĕнтĕ, эпĕ хамшăн кăна ĕçлемерĕм, ăслăлăх шыракансем-шĕн пуриншĕн те тăрăшрăм.

25

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эпĕ виçĕ япалана кăмăллатăп, вĕсем Çÿлхуçа умĕнче те, этем умĕнче те савăклă;

(2) акă вĕсем: тăванпа тăван пĕр шухăшлă пулни, çывăх çынсем хушшинчи татулăх, упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни.

(3) Манăн чунăм виçĕ тĕрлĕ çынна курайми пулчĕ, мана вĕсен пурăнăçĕ питех те йĕрĕнтерет;

(4) акă вĕсем: мăнкăмăллă кĕлмĕç, ултавçă пуян, аскăн шухăшпа ăсран тайăлакан ватă.

(5) Çамрăк чухне пухайманнине ватлăху çитсессĕн мĕнле пухайăн?

(6) Кăвакарнă çÿçли ăс пани мĕнешкел илемлĕ, ватти канаш пама пĕлни мĕнешкел килĕшÿллĕ!

(7) Мĕнешкел хитре ваттисенĕн ăслăлăхĕ, мĕнешкел килĕшÿллĕ хисеплĕ çыннăн шухăшĕ-канашĕ!

(8) Ватă çыннăн чапĕ — нумай курни, нумай пĕлни, унăн ырă ячĕ — Çÿлхуçаран хăрани.

(9) Чĕремре эпĕ тăхăр шухăша ырăларăм, вуннăмĕшне каласах кăтартам:

(10) ку шухăш — ачи-пăчишĕн савăнакан, хăй пурăннă чухне тăшманĕсем пĕтнине куракан çын çинчен.

(11) Ăслă-тăнлă арăмпа пурăнакан, чĕлхине пула çылăх туман, йĕркесĕр этемшĕн ĕçлемен çын телейлĕ.

(12) Ăслăлăх тупнă, ăна ыттисен хăлхине çитернĕ çын телейлĕ.

(13) Ăслăлăх тупнă çын мĕн тери аслă! çапах вăл Çÿлхуçаран хăракантан малта мар.

(14) Çÿлхуçаран хăрани темĕнрен те паха, çапла хăраса пурăнакана кампа танлаштарайăн?

(15) Темĕнле суран пулсассăн та, чĕре суранĕ çеç ан пултăрччĕ, темĕнле усаллăх пулсассăн та, хĕрарăм усаллăхĕ çеç ан пултăрччĕ,

(16) такам тапăнсассăн та, курайман çын çеç ан тапăнтăрччĕ, такам тавăрас пулсассăн та, тăшман çеç ан тавăртăрччĕ;

(17) çĕлен наркăмăшĕнчен хăрушăрах наркăмăш çук, тăшман çиллинчен хаяртарах çилĕ çук.

(18) Усал арăмпа пурăниччен арăсланпа, аçтахапа пĕрле пурăнма килĕшĕп.

(19) Усаллăх арăм пит-куçне урмăштарать, вăл упа евĕр сивлеккĕн пăхать.

(20) Унăн упăшки тус-йыш хушшине ларĕ те арăмĕ çинчен илтсессĕн хаш сывласа ярĕ.

(21) Арăм усаллăхĕпе танлаштарсассăн, кирек мĕнле усаллăх та йăвашрах; çылăхлă çын шăпи çиттĕрех ун пек арăма.

(22) Йăваш упăшкана чăркăш арăмпа пурăнасси — ватă çыншăн хăйăр çийĕн хăпарасси пекех.

(23) Хĕрарăм илемне ан çаклан, арăмна аскăн шухăшпа ан сăхлан.

(24) Упăшкине арăмĕ пăхса усрани — хурлăх та, намăс та, мăшкăл та.

(25) Усал арăм вăл — пусăрăнчăк чĕре, салхуллă пит-куç, чун суранĕ.

(26) Упăшкине телей кÿмен арăм алла устарать, чĕркуççине вăйран сулăнтарать.

(27) Арăм вăл — çылăх пуçламăшĕ, эпир пурсăмăр та ăна пула вилетпĕр.

(28) Шыва юхса тухма ан пар, усал арăма нумай калаçма ан пар;

(29) вăл санăн аллу айĕнче çÿремесессĕн, ăна ÿтÿ çумĕнчен татса пăрах.

26

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ырă арăмлă çын телейлĕ, унăн пурăнăçĕ икĕ хут тăсăлĕ.

(2) Ырă арăм упăшкине савăнăç кÿрет, ун пек упăшка ĕмĕрне татуллă пурăнса ирттерет;

(3) ырă арăм — ырă шăпа: вăл Çÿлхуçаран хăракансене еткерлĕхе тивет;

(4) ун пек арăмпа пуянни те, чухăнни те кăмăллă, пичĕ-куçĕ те яланах хаваслă вĕсен.

(5) Манăн чĕрем виçĕ япаларан хăраса тăрать, тăваттăмĕшне курсассăн — кĕлтăватăп:

(6) хулара усал ят тухни, хура халăх пăтранни, суйса элеклени,— çакă вилĕмрен те хăрушăрах.

(7) Кĕвĕçекен арăм — чĕре чирĕ, хурлăх вăл,

(8) ун пек арăм хăй чĕлхипе пурне те çитсе кастарать.

(9) Усал арăм вăл — вăкăр сÿсменĕ, каллĕ-маллĕ çапăнакан сÿсмен; ăна илекенĕ — скорпиона алла тытаканпа пĕрех.

(10) Ĕçке ернĕ арăм — чун тарăхтармăшĕ, вăл хăйĕн намăсне пытараймĕ.

(11) Хĕрарăм аскăн енне сулăнни куçне уçса пăхнинченех, куç хупанкинченех паллă.

(12) Намăса пĕлмен хĕрне хытă хуралла: çемçе тыткаланине туйса иртĕхме ан пуçлатăр вăл.

(13) Хĕрарăм намăссăрланса пăхнинчен сыхланса тăр, вăл хăвна çылăха кĕртсессĕн, ан тĕлĕн вара:

(14) шывсăр антăхнă çулçÿревçĕ куç тĕлне пулнă шыва мĕнле çăтăхса ĕçет,

(15) вăл та çавăн пек кирек хăш чатăр умне пырса ларать те çĕмрен умĕнче йĕннине хатĕрлет.

(16) Арăм çепĕçлĕхĕ упăшкине килентерет, унăн тараватлăхĕ упăшкине кĕрнеклĕ тăвать.

(17) Нумай калаçман арăм — Çÿлхуçа пиллĕхĕ, ырра вĕрентсе ÿстернĕ чунран пахараххи тупаймастăн.

(18) Именчĕк арăм — ырăлăхран та ырăлăх,

(19) чарулăха пĕлекен чуна нимĕнле виçепе те виçейместĕн.

(20) Çÿлхуçамăр тÿпинче тухакан хĕвел епле илемлĕ,

(21) кил ăшчиккине тирпейлесе тăракан арăм та çавăн пекех илемлĕ;

(22) таса шантал çинче çурта епле çуталса ларать, вăй-питти арăмăн сăнĕ-пичĕ те çапла илемлĕн курăнать;

(23) унăн тăн-тăн тупанлă хитре урисем — кĕмĕл никĕс çине лартнă ылтăн юпасем.

(24) Манăн чунăма икĕ япала хурлантарать, виççĕмĕшĕ вара тарăхтарсах ярать:

(25) çар çынни çуклăха пула хур курнинчен, ăслă çынсем хисепре пулманнинчен хурланатăп;

(26) тÿрĕлĕхрен çылăх еннелле çаврăнакана курсассăн тарăхатăп — Çÿлхуçа ăна хĕç валли хатĕрлет.

(27) Сутуçă çылăхран аран сыхланса тăрать, хупахра сутакан вара çылăхран хăтăлаймасть.

27

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Нумайăшĕ усламшăн çылăха кĕрсе пĕтнĕ, мул шыракан — куçне аяккалла тартать.

(2) Чулсене çыхăнтаракан тыткăчсем хушшине пăта çапаççĕ; çавăн пекех суту-илÿ хушшине çылăх тирĕнет.

(3) Кам та кам Çÿлхуçаран хăрассине тĕплĕ сыхласа хăвараймасть, çавăн çурчĕ часах тĕп пулать.

(4) Алласассăн ала тĕпне çÿп-çап тăрса юлать; çавăн пекех çыннăн шухăшлавĕнчен те киревсĕрлĕхĕ курăнать.

(5) Тăм савăт-сапана кăмакана лартса тĕрĕслеççĕ, этем мĕнлине вăл калаçнинчен пĕлеççĕ.

(6) Йывăçа епле пăхса ÿстерни çимĕçĕнчен курăнать, сăмахра этем чĕринчи шухăш çиеле тухать.

(7) Пуплесе пăхиччен çынна ан мухта: çын сăмах-юмахран паллă.

(8) Тÿрĕлĕхе тăрăшсах шырасассăн — тупатăн ăна, вара ăна мухтавлă риза пек тăхăнса ярăн.

(9) Кайăк-кĕшĕк харпăр хăй йышĕпеле пухăнать, чăнлăх та хăйне шыракансем-тĕпчекенсем енне çаврăнать.

(10) Арăслан тупăш сыхласа тăнă пек, çылăхсем усал тăвакансене сыхласа тăраççĕ.

(11) Таса пурăнакансен сăмахĕ — яланах ăслăлăх; ăссăр çын вара уйăх улшăннă пек улшăнать.

(12) Ăссăр-тăнсăрсем хушшинче вăхăтна сая ан яр, ăна ăслă çынсемпе ирттер.

(13) Айван çынсен калаçăвĕ кăмăла пистерет, вĕсем кулни-шÿтлени — çылăхпа йăпанни.

(14) Пушă сăмах çаптарса тупа тăвакансенчен çÿç-пуç вирелле тăрать, вĕсем тавлашнине илтсессĕн хăлха питĕрĕнсе ларать.

(15) Мăнаçлисен харкашăвĕ — юн тăкни, вĕсем вăрçнине хăлха чăтаймасть.

(16) Шанса каланă сăмаха вĕçертекен шанчăксăра тухать, вăл вара чунне çывăх тус тупаймасть.

(17) Тусна юрат, унпа тÿрĕ пурăн;

(18) пĕрре ун шанчăкĕнчен тухсассăн, текех ун хыççăн ан çÿре:

(19) этем хăйĕн тăшманне вĕлернĕ пек, эсĕ çавнашкал çывăх çыннун туслăхне вĕлернĕ;

(20) аллунти кайăка вĕçтерсе янă пек, эсĕ тусна çапла вĕçертрĕн — ĕнтĕ тытаймăн ăна;

(21) ан та хăвала: аякка кайрĕ вăл, танатаран вĕçерĕннĕ ту качаки пекех вăркăнчĕ.

(22) Сурана çыхса яма пулать, хирĕçнĕ хыççăн та килĕштерме пулать;

(23) анчах хăйне шанса каланă сăмаха вĕçертекен ун пек шанчăка çухатать.

(24) Кам вăрттăн куç хĕсет, çавă усал шухăш тытнă, ăна никам та тытса чараймасть;

(25) куçу умĕнче вăл çу пек çемçе калаçĕ, санăн сăмахусенчен тĕлĕнсе тăрĕ,

(26) кайран вара пачах урăхлатса каласа парĕ, санăн сăмахна астармăш сăмах пек кăтартĕ;

(27) нумай япалана чунтан кураймастăп эпĕ, анчах çавăн пек çынна пуринчен ытла кураймастăп; ăна Çÿлхуçа та курайми пулĕ.

(28) Çÿлелле чул ывăтакан — ăна хăйĕн пуçĕ çине ывăтать, çынна вăрттăн çапни хăвăн сураннах пырса тивет.

(29) Кам шăтăк алтса хурать, çавăнта хăех кĕрсе ÿкет, кам таната карса хурать, çавăнта хăех çакланать.

(30) Кам усал тăвать, çавă хăйнех пырса çапать, çавă ăçтан çитнине вăл хăй те пĕлеймест;

(31) мăнаçлă çынна мăшкăл курасси, хур курасси, тавăру çитесси арăслан пек сыхласа тăрĕ.

(32) Ырă çын тĕп пулнишĕн савăнакансем танатана çакланĕç, вилĕмĕ çитичченех хĕн-хур тÿссе халсăрланĕç.

(33) Хаярлăхпа çилĕ те — киревсĕр япала, вăл çылăхлă çынна сырăнать.

28

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Тавăрма юратакана Çÿлхуçа тавăрать, Вăл унăн çылăхĕсене манăçа хăвармасть.

(2) Хăвна кÿрентернĕ çывăх çыннуна каçар, кĕлтусассăн вара хăвăн çылăхусем те каçарăнĕç.

(3) Çын çынна çилленсе тăрать, хăй Çÿлхуçаран сывлăх ыйтать;

(4) хăй пек этеме хĕрхене пĕлмест, хăй çылăхĕсене каçарма тархаслать;

(5) хăй — ÿт кăна, хăй çилĕ тытать: кам ăна çылăхĕнчен тасаттăр?

(6) Юлашкинчен мĕн пуласса асра тыт, хирĕçсе пурăнма чарăн, чир-чĕре, вилĕме асра тыт, ÿкĕтсене уяса пурăн;

(7) ÿкĕтсене асрах тыт, çывăх çыннуна ан вĕчĕх;

(8) Çÿлхуçа халалне асра тыт, тепĕри пĕлмесĕр тунă çылăха ан куçла.

(9) Вăрçă-хирĕçÿрен пăрăнма тăрăш — вара çылăхусене сахаллатăн:

(10) вĕчĕхекен çын вăрçă-хирĕçĕве амалантарса ярать; çылăхлă çын туссене хирĕçтерет, килĕштерсе пурăнакансенех пăтратать.

(11) Çунакан япали мĕнлерех, вут-çулăмĕ çавăн евĕрлĕрех пулать;

(12) этемĕн вăйĕ мĕнлерех, унăн çилли çавăн евĕрлĕрех пулать, пурлăхне кура хаярлăхĕ ÿссе пырать.

(13) Хĕрÿллĕ тавлашу вут-кăвар чĕртет, хĕрÿллĕ хирĕçÿ юн тăкать.

(14) Хĕлхеме вĕрсессĕн — çулăм хыпса илет, хĕлхем çине сурсассăн — вăл сÿнсе ларать: вĕрес сывлăшу та, сурас сурчăку та çăварунтанах тухать.

(15) Элекçĕ этем, икĕ чĕлхеллĕ этем ылханлă пулччăр: вĕсем лăпкă пурăнакансене нумайăшне пĕтерчĕç;

(16) виççĕмĕш чĕлхи нумайăшне вырăнтан хускатрĕ, вĕсене пĕр халăх патĕнчен тепĕр халăх патне хăваласа çÿрерĕ,

(17) тĕреклĕлентернĕ хуласене тустарса тухрĕ, аслă çынсенĕн килĕ-çурчĕсене салатса тăкрĕ;

(18) виççĕмĕш чĕлхе ырă арăмсене хăваласа кăларса ячĕ, вĕсене хăйсен алли тунă ĕçĕсемсĕр тăратса хăварчĕ;

(19) çав чĕлхене итлекен канлĕх тупаймĕ, нихăçан та лăпкă пурăнаймĕ.

(20) Пушă çапни суранлă йĕр тăвать, чĕлхе çапни шăмма-шакка çĕмĕрет;

(21) хĕç çивĕчĕшĕ нумай çынна пĕтерчĕ, çавах вĕсем чĕлхе пĕтернинчен сахалрах;

(22) кам çав чĕлхерен пытанса юлнă, кам унăн хаярлăхне тÿссе курман, кам унăн сÿсменне тăхăнман, кам ун тăллипе тăлланман — çавă телейлĕ:

(23) унăн сÿсменĕ — тимĕр сÿсмен, унăн тăлли — пăхăр тăлă,

(24) унăн вилĕмĕ — хаяр вилĕм, тамăк та унран лайăхрах.

(25) Çав чĕлхе таса çынсене ярса илеймĕ, вĕсем унăн çулăмĕпе çунса каймĕç;

(26) унăн çулăмне Çÿлхуçаран сивĕнекенсем кĕрсе ÿкĕç; вут-çулăм çавсене хыпса илĕ, сÿнмĕ: вăл вĕсем çине арăслан пек сиксе ларĕ, вĕсене барс пек туласа тăкĕ.

(27) Асту, килÿ-çурту тавра йĕплĕ хулăран карта тытса çавăр, чĕлхÿ-çăвару валли алăкпа сăлăп ту,

(28) ылтăн-кĕмĕлне пухса çыхса хур,

(29) калас сăмаху валли виçе хатĕрле.

(30) Сыхлан, сана чĕлхÿ-çăвару ан такăнтартăр, санăн усал сунакан умне ÿкмелле ан пултăр.

29

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Кам ырăлăх тăвать, çавă çывăх çыннине кивçен парать, кам ăна алли вăйĕпе пулăшать, çавă Турă хушнине тăвать.

(2) Çывăх çынну хĕсĕкре пурăннă чухне ăна кивçен пар, çывăх çыннуна памаллине вăхăтра тавăрса пар.

(3) Сăмахна çирĕп тыт, ăна ан улăштар — вара кирек хăçан та хăвна мĕн кирлине тупăн эсĕ.

(4) Кивçен илнине нумайăшĕ тупăш вырăнне хучĕ, хăйсене пулăшакансене сăтăр турĕ.

(5) Кивçен иличчен вăл параканĕн аллине чуптăвать, ыйтнă чухне сассине çемçетсе калаçать;

(6) тавăрса парас тапхăр çитсессĕн вара вăхăта тăсса пырать, йĕрмĕшсе калаçать, парăмне памалли кун çитнĕшĕн ÿпкелешет.

(7) Тÿлеме мехелĕ çитсессĕн, аран-аран çур парăмне парать те — ăна ĕнтĕ парне тунă вырăннех хурать;

(8) мехелĕ çитмесессĕн, кивçен параканĕн укçи сая кайрĕ вара, тата пĕр сăлтавсăрах хăй валли тăшман тупрĕ:

(9) вăл ĕнтĕ парăмлă çынран ылхану та ятлаçу илтĕ, хисеп вырăнне мăшкăл курĕ.

(10) Нумайăшĕ усал пулнипе мар, чееленсе те мар, укçине çапла çухатасран шикленсе кивçен памасть.

(11) Çавах эсĕ мĕскĕн çынна кăмăл ту, ăна пулăшасран туртăнса ан тăр;

(12) Турă ячĕпе ан пăрах мĕскĕн çынна, ăна пушă алăпа кăларса ан яр.

(13) Ылтăнпа кĕмĕлне тăванушăн, тусушăн тăкакла — вăл чул айĕнче тутăхса-çĕрсе ан вырттăр;

(14) пурлăхна Çÿлти Турă хушнă пек тыткала, çакă сана ылтăнран та ытла усă кÿрĕ;

(15) мĕскĕнсене памаллине кĕлетне питĕрсе хур, çакă сана кирек мĕнле инкекрен те çăлса тăрĕ:

(16) вăл сана тăшманусенчен çирĕп хулканран та, сулмаклă сăнăран та лайăхрах хÿтĕлĕ.

(17) Ырă çын çывăх çынни хутне кĕрет, намăса пĕлмен çын ăна пăрахса хăварать.

(18) Хăвăншăн çăка кĕнĕ çынна ан ман: вăл саншăн хăйĕн чунне кăларса хунă.

(19) Çылăхлă çын хăйĕншĕн çăка кĕнĕ çыннăн пурлăхне аркатать, пархатарсăр этем хăйне хăтаракана пăрахать.

(20) Çыншăн çăка кĕни тулăх пурăнакансенех нумайăшне çука тăратса хăварнă, тинĕс хумĕ пырса çапнă пекех тайăлтарнă вĕсене;

(21) тĕреклĕ арсене килĕ-çуртĕнчен хăваласа янă, лешĕсем ĕнтĕ ют халăхсем хушшинче хăшкăлса çÿренĕ.

(22) Çылăхлă çын вара, çыншăн çăка кĕнĕ чухне те услам шыраканскер, тава кĕрсе сутлашма тытăнать.

(23) Çылăхлă çын пек пулас темесессĕн, çывăх çынна вăю çитнĕ таран пулăш.

(24) Пурăнăçра чи кирли — шывпа çăкăр, тумтир тата харпăр çын пурăнăçне хÿтĕлекен кил-çурт.

(25) Начар пÿртре пурăнакан чухăнăн пурăнăçĕ ют çын килĕнчи чаплă ĕçкĕ-çикĕрен лайăхрах.

(26) Сахаллипе те, нумаййипе те кăмăллă пул, вара сана ютран килнĕскер тесе ятламĕç.

(27) Çын патĕнчен çын патне куçса çÿресси — япăх пурăнăç, вырăнаçнă вырăнта çăвар уçма та хăяймастăн;

(28) ĕçме-çиме парса тăрăн — тав тăваканĕ пулмĕ, çийĕнчен тата çакăн пек йывăр сăмах илтĕн:

(29) «эй ютран килнĕскер, кил-ха кунта, сĕтел çине хатĕрле, аллунта мĕн пуррине мана пар, мана çитер»;

(30) «эй ютран килнĕскер, каях, ман патăма чыслă çын килчĕ, тăванăм хăнана килчĕ, ун валли вырăн кирлĕ».

(31) Хăй килĕнче хÿтлĕх паракантан ят илтесси, унран кивçен илнĕ чухне ÿпкеленине тÿсесси туйăмлă çыншăн йывăр вăл.

30

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Кам хăй ывăлне юратать, çавă, кайран савăнас тесессĕн, ăна тăтăшах çаптартăр.

(2) Кам хăй ывăлне ăс парса ÿстерет, çавă унран ырăлăх курать, çын хушшинче те ывăлĕпе мухтанма пултарать.

(3) Кам хăй ывăлне ырра вĕ-рентет, çавă тăшмана кĕвĕçтерет, тусĕ-йышĕ умĕнче ывăлĕпе савăнать.

(4) Ĕнтĕ ашшĕ вилсессĕн те — вилменпе пĕрех: хăй вырăнне вăл хăй евĕрлинех хăварнă;

(5) пурăннă чухне вăл ун çине пăхса йăпаннă, вилнĕ чухне те хурланса вилмен;

(6) тăшманĕсем валли вăл вĕсене тавăракана, тусĕсем валли пархатарлă çынна хăварнă.

(7) Ывăлĕ еккипе пыраканĕн вара унăн суранĕсене çыхмалла пулĕ, ывăлĕ кăшкăрса ямассерен унăн чĕри шуйханĕ.

(8) Çÿретмен лаша чăхăмлать, ирĕке янă ывăл пуçтах пулать.

(9) Ашкăнтар ачуна — кайран вăл сана хăратса пăрахĕ; иртĕхтер ăна — кайран вăл сана кулянтарĕ.

(10) Унпа кулса-ейĕлсе ан тăр — унпа пĕрле хуйхăрмалла ан пултăр, кайран, ĕмĕрÿ вĕçĕнче, шăлна çыртмалла ан пултăр.

(11) Ăна çамрăкла ирĕк ан пар, унăн айванлăхĕ хыççăн ан кай.

(12) Унăн мăйне çамрăк чухне ав, аяк пĕрчийĕсене ача чухне шĕкĕлче, кайран, чурăсланса çитсе, сана пăхăнми ан пултăр вăл.

(13) Ывăлун киревсĕр ĕçĕсемшĕн кулянмалла ан пултăр тесессĕн, ăна вĕрент, тăрăш уншăн.

(14) Сывлăхлă, вăй-халлă чухăн çын халсăр пуянран лайăхрах;

(15) сывлăхпа хаваллăх кирек мĕнле ылтăнран та пахарах, çирĕп ÿт-пÿ çĕрме мулран та хаклăрах;

(16) сывлăхран пахарах пуянлăх çук, чĕре савăнăçĕнчен ирттерекен савăнăç çук;

(17) хуйхăрса пурăниччен вилсе выртни лайăхрах, вăрăма кайнă чиртен канлĕх лайăхрах.

(18) Чирлĕ çын тути патне илсе пынă тутлă çимĕç вилтăпри çине лартнă апатпа пĕрех.

(19) Кÿнĕ парнерен йĕрĕхе мĕн усси? вăл çиеймест те, шăршине те туяймасть:

(20) Çÿлхуçа çилленнĕ çын та çавăн евĕрлех,

(21) вăл,— тĕмсĕлсе пăхаканскер, йынăшаканскер, — хĕре ыталаса ассăн сывлакан хайран пек.

(22) Хуçăлса ÿксех ан хурлан, хăвна ху сăлтавсăрах ан асаплантар;

(23) чĕре савăнăçĕ — этем пурăнăçĕ, ар хаваслăхĕ — вăрăм ĕмĕр;

(24) хăвăн чунна юрат, чĕрÿне йăпат, хурлăха аяккалла сир:

(25) хурлăх нумайăшне вĕлернĕ, унран нимĕн усси те çук.

(26) Кĕвĕçÿпе çилĕ кун-çула кĕскетет, хуйхă-суйхă этеме вăхăтсăр ватăлтарать.

(27) Ырă чĕреллĕ, уçă кăмăллă çын ĕçми-çими тĕлĕшĕнчен те тăрăшать.

31

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Мул-пуянлăха сыхласси ÿт-пĕве хавшатать, уншăн тăрăшни ыйха вĕçтерет.

(2) Мул пухас-сыхлас шухăш тĕлĕрме те памасть, йывăр чир ыйха сирет.

(3) Пуян тăрăшса мул пухать, ĕçлет те — кайран канлĕхре хăй ырăлăхĕпе савăнса пурăнать;

(4) çитмен пурăнăçпа пурăнакан чухăн ĕçлет те — кайран та çукпах аптăрать.

(5) Ылтăна юратаканĕ тÿрре тухаймасть, пайта шыраканĕ çавна пула аташса çÿрет.

(6) Нумайăшĕ ылтăна пула пĕтнĕ, пĕр-пĕрин куçĕ умĕнчех пĕтнĕ вĕсем;

(7) ылтăн вăл тилĕрекен çынна такăнтарать, ăс çитейменнине кирек кама та çаклатать.

(8) Мул пухнă чухне те пăсăлман, ылтăн хыççăн кайман пуян — телейлĕ.

(9) Кам-ши вăл? эпир ăна мухтăпăр: вăл хăй халăхĕ хушшинче тĕлĕнмелле ĕç тунă.

(10) Ылтăн илĕртни хыççăн каякан кам айăпсăр юлни пур? Ĕнтĕ айăпсăррине мухтама тивĕçлĕ.

(11) Кам çылăха кĕме пултарнă, анчах çылăха кĕмен, усал тума пултарнă, анчах ун пек туман?

(12) Çавăн пуянлăхĕ тăнăçлă пулĕ, вăл ырă туни çинчен пухусенче калаçĕç.

(13) Тулăх кĕрекене кĕрсе ларсассăн, халланса çăварна карса ан лар,

(14) «ай-яй ну-май-çке кунта!» тесе ан кала. Çавна асту: выçă куç усал вăл.

(15) Тĕнчере куçран выççи мĕн пур? Çавăнпа вăл мĕн курать, çавăншăн куççуль юхтарать.

(16) Тепĕр çын пăхнă еннелле аллуна ан тăс, вăл куçланă тирĕкрен ăсма ан васка.

(17) Çывăх çынну çинчен хăв çинчен шухăшланă пек шухăшла, кирек мĕн çинчен те тĕплĕ шухăшла.

(18) Умна лартнине этемле çи, çăткăнланса çын кăмăлне ан сивĕт;

(19) сăпайлă пулса, малтан çиме чарăн, сăхăланса ыттисене ан хĕтĕрт;

(20) йышлă çын хушшине ларсассăн, аллуна ыттисенчен малтан ан тăс.

(21) Этеплĕ çын сахалпах тăранать, çавăнпа, çывăрма выртсассăн, кăкăрĕ хĕснипе асапланмасть вăл.

(22) Виçеллĕ ĕçсе çисессĕн, ыйхă та канлĕ пулать: ирех тăрать вăл, чунĕ те хаваслă;

(23) çисе тăрана пĕлми çын ыйхăсăр асапланать, вар чирĕпе, ăшĕ чиксе ыратнипе хĕн курать.

(24) Ытлашши ĕçсе-çисе йывăрлантăн пулсассăн, сĕтел хушшинчен тух та тула тухса кĕр, канса ил.

(25) Ывăлăм, итле мана, тăнла эпĕ каланине — манăн сăмахăмсене кайран хăвах ăнланса илĕн.

(26) Пур ĕçÿнте те виçеллĕ пул, вара сана нимĕнле чир те çулăхаймĕ.

(27) Çăкăр-тăвар тĕлĕшĕнчен уçă кăмăллă çынна ырлаççĕ, унăн ырăлăхне мухтани тĕрĕс;

(28) çăкăр-тăвар тĕлĕшĕнчен хытă çынна пĕтĕм хула ÿпкелет, унăн хытăлăхне хурлани тĕрĕс.

(29) Эрех ĕçнĕ чухне паттăр ан пул: эрех нумайăшне пĕтернĕ.

(30) Тимĕр мĕнлине кăмакара хĕртни кăтартса панă евĕр, мăнаçлисен чĕри мĕнлине эрехпе ÿсĕрĕлни кăтартса парать.

(31) Виçеллĕ ĕçсессĕн, эрех этем сывлăхĕшĕн усăллă.

(32) Эрехсĕр мĕн пурăнăçĕ вăл? ăна этеме савăнтарма пултарнă.

(33) Виçеллĕ тата вăхăтне пĕлсе ĕçсессĕн, эрех вăл — чĕре савăнăçĕ, чун йăпанăçĕ;

(34) вăрçнă-хирĕçнĕ чухне эрех нумай ĕçни — чун хурлăхĕ кăна.

(35) Ытлашши ĕçнĕ эрех ăссăр-тăнсăр çынна хаярлантарать, çиллине араслантарать, вăй-халне чакарать, суранлатса пĕтерет.

(36) Ĕçкĕ-çикĕре çывăх çынна ан питле, савăннă чухне ан кÿрентер ăна;

(37) ăна йывăр сăмах ан кала, вăхăтсăр хистесе ан чăрмантар.

32

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ĕçкĕ-çикĕре сана кĕреке пуçĕ тусассăн, хăвна ху асла ан хур; ыттисем хушшинче ыттисем пекех пул:

(2) малтан ыттисемшĕн тăрăш, унтан — лар вара. Пĕтĕм ĕçне туса пĕтерсессĕн ху вырăнна йышăн:

(3) хăнасем çине пăхса савăнмалла пултăр, пурне те лайăх йĕркеленĕшĕн чыс курмалла пултăр.

(4) Эй ватă çын, калаç, санăн сăмаху вырнаçуллă,

(5) сăмахна тĕплĕ пĕлсе калаç, юрă-кĕвĕ калама ан чар.

(6) Юрă-кĕвĕ итленĕ чухне сăмах ан вакла, вырăнсăр ан ăсчахлан.

(7) Ĕçкĕ-çикĕре юрă-кĕвĕ янăрани — рубин пичет куçлă ылтăн çĕрĕ пекех илемлĕ;

(8) тутлă эрех ĕçнĕ чухне юрă-кĕвĕ янăрани смарагд пичет куçлă ылтăн çĕрĕ пекех кăмăла çĕклентерет.

(9) Эй яш ача, калаç, кирлĕ чухне калаç, хăвăнтан икĕ хут ыйтсассăн кала пĕр-икĕ сăмах,

(10) чи кирлине çеç кала, сахал сăмахпах нумай калама пулать. Пĕлсе калаç, чĕнмесĕр тăма та пĕл.

(11) Аслă çынсем хушшинче вĕсемпе ан танлаш, ватă çынсем хушшинче ан палка.

(12) Аслати умĕн çиçĕм çиçет, вăтанма пĕлекен умĕн тивлет çÿрет.

(13) Вăхăтра тапран, ыттисенчен кая ан юл; килне васка, çапкаланса ан çÿре.

(14) Килÿнте савăн, унта ху кăмăлна килнĕ пек ту; анчах мăнаçлă сăмахпа çылăха ан кĕр.

(15) Çакăншăн хăвна Пултаракана, сана Хăйĕн ырăлăхĕпе Тăрантаракана мухта.

(16) Çÿлхуçаран хăракан ăс-хакăл илет, ирех тăрса Ăна асăнакансем Унăн кăмăлне тупаççĕ.

(17) Саккуна шыракан унпа тăранĕ, икĕ питлĕ çын — унран такăнĕ.

(18) Çÿлхуçаран хăракансем тÿрĕ сут тупĕç, тÿрĕ сута çутă пек çуталтарĕç.

(19) Çылăхлă çын хăйне питлесрен пăрăнать, кăмăлĕ хыççăн кайса, хăйне тÿрре хурать.

(20) Тăнлă-пуçлă çын пурин çинчен те тĕплĕн шухăшлама тăрăшать, тăнсăр та мăнаçлă çын вара шиклене пĕлмест.

(21) Шухăшламасăр нимĕн те ан ту, пĕр тусассăн — ан ÿкĕн.

(22) Такăнтаракан çулпа ан çÿре, уру ан такăнтăр;

(23) тикĕс çула та шансах ан пĕтер; хăвăн ачу-пăчунтан та асăрхан.

(24) Кирек мĕнле ĕçре те чун-чĕрÿне тăнла: çакă вăл ÿкĕтсене уяни пулать.

(25) Саккуна ĕненекен — ÿкĕтсене тимлĕн туса пырать, Çÿлхуçамăра шанакан — хур курмасть.

33

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Çÿлхуçаран хăракана усаллăх çулăхмасть, Вăл ăна хăтарать.

(2) Ăсчах çын саккуна хирĕçлемест, саккуна ячĕшĕн çеç тытса пыракан вара — çил-тăвăла лекнĕ карап пек.

(3) Ăслă-тăнлă çын саккуна шанать, саккун та ун тĕлĕшĕнчен урим хуравĕ пек шанчăклă.

(4) Калас сăмахна хатĕрлесе хур — вара итлĕç сана; хăвна ăс панине чĕрÿ çумнех çыхса хур та — хуравла.

(5) Айванăн кăмăлĕ урапа кустăрми евĕрлĕ, унăн шухăшĕ — çаврăнакан тĕнĕл.

(6) Тăрăхлакан тус — шухă ут пек: ăна кам утланать, вăл çавăн айĕнче кĕçенет.

(7) Çулталăкри кашни кун çутине пĕр хĕвелех ярса тăрать пулсассăн, мĕншĕн-ха пĕр кун тепĕр кунран лайăхрах?

(8) Вĕсене пĕр-пĕринчен Çÿлхуçа ăслăлăхĕ уйăрнă; Вăл хăш-хăш вăхăта, уявсене палăртса хунă:

(9) хăшĕсене Вăл асла хурса сăваплăх панă, ыттисене ахаль кун шутĕнче хăварнă.

(10) Пур этем те тăпраран пулнă, Адама та çĕртен тунă;

(11) анчах туп-тулли ăслăлăхĕпе Çÿлхуçа вĕсене пĕр-пĕринчен уйрăлса тăмалла тунă, вĕсене тĕрлĕ çулпа кайма пÿрнĕ:

(12) хăшне пиллесе асла кăларнă, хăшне сăваплăх парса Хăй патне çывăхартнă, хăшне тата ылханса кĕçĕне хăварнă та вырăнĕнчен ÿкернĕ.

(13) Чÿлмек тăмĕ — чÿлмекçĕ аллинче, аллинчи тăмран вăл мĕн тăвас тет, çавна тăвать, çавăн пекех этем те — хăйне Пултараканĕн аллинче, этеме Вăл мĕн кăтартас тет, çавна кăтартать.

(14) Усала хирĕç — ырă, вилĕме хирĕç — пурăнăç, çавăн пекех таса çынна хирĕç — çылăхлă çын. Çÿлти Туррăн мĕнпур ĕçĕ çине çапла пăх: вĕсем мăшăрăн, пĕрне хирĕç — тепĕри.

(15) Эпĕ иçĕм çырли татакансем хыççăн пуçтартăм, кайранхи пулса, тăрăшсах ĕçлерĕм,

(16) Çÿлхуçа пиллĕхĕпе ĕçĕм ăнăçлă пулчĕ: юхтаркăча иçĕм çырли татса тултартăм.

(17) Ăнланăр çакна: эпĕ пĕр хамшăн анчах мар, ăс илме ĕмĕтленекен пур çыншăн та ĕçлерĕм.

(18) Эй халăх тÿрисем, итлĕр мана, эй пуху пуçлăхĕсем, тăнлăр мана:

(19) ху пурăннă чухне ывăлу та, арăму та, тăвану та, тусу та хăвна ан пăхăнтарайччăр — ирĕк ан пар ун пек тума;

(20) пурлăхна-хуçалăхна çынна ан пар — ÿкĕнсе, хăвăн пурлăхушăн хăвăн йăлăнмалла ан пултăр.

(21) Ху чĕрĕ чухне, сывлан сывлăшу пур чухне хăвна ху никампа та ан улăштар:

(22) ывăлусен куçĕнчен пăхса пурăниччен ачусем хăвăнтан ыйтни лайăхрах.

(23) Пур ĕçÿнте те хăв пуç пул, хăвăн чысна ан варала.

(24) кун-çулу вĕçленсессĕн, вилĕмÿ çитсессĕн, ĕнтĕ пурлăхна халалласа хăвар.

(25) Апат, патак, çăк-çĕклем — ашак валли; çăкăр, хаса, ĕç — чура валли.

(26) Чуруна ĕçлеттер — ху канăç курăн; аллине ĕçрен пушат çеç — вăл ирĕке пăхма пуçлать.

(27) Вăкăр мăйне сÿсменпе чĕн пушă, усал чурана тăлăпа суран авать;

(28) чуруна ялан ĕçлеттер, ахаль ан тăтăр вăл: ĕçсĕрлĕх этеме тем тĕрлĕ усала та вĕрентнĕ;

(29) хăйне тивĕçлĕ ĕç патне тăрат ăна, итлемесессĕн — сăнчăрпа сăнчăрла.

(30) Анчах никама та виçине пĕлмесĕр ан айăпла, шухăшламасăр нимĕн те ан ту.

(31) Чуру пĕрре пулсассăн, вăл ху пекех пултăр: эсĕ ăна хăвăн юну хакĕпе туяннă;

(32) чуру пĕрре пулсассăн, ăна тăванна усранă пек усра: вăл сана хăвăн чуну пекех кирлĕ пулĕ;

(33) кÿрентерĕн те, ху айккинелле пăрăнăн та — вăл пăрахса тарĕ, вара ăна ăçта шыраса çÿрĕн?

34

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Ăссăр-тăнсăр çын ĕмĕчĕ — суя ĕмĕт, кăлăх ĕмĕт, айван çын тĕлĕк курнипех çунатланса каять.

(2) Тĕлĕке ĕненекен — мĕлкене ыталакан евĕрлĕ, çил хăвалакан евĕрлĕ.

(3) Тĕкĕр çинчи сăн — чăн сăн мар вăл, тĕлĕк те çавăн пекех, чăнни мар.

(4) Таса марринчен мĕн таси пултăр, суяран мĕн чăнни пултăр?

(5) Юм юмлани, тĕшмĕш, тĕлĕк таврашĕ — пурте суя, çуратакан арăм ĕмĕтленсе тăнă пек, вĕсем чĕрене ĕмĕтлентереççĕ.

(6) Тĕлĕке Çÿлти Турă юри, ăса кĕртесшĕн, яман пулсассăн, ăна чĕрÿ яхăнне ан яр.

(7) Тĕлĕк нумайăшне аташтарнă, ăна шанаканнисем тĕп пулнă.

(8) Саккун ултав çук чухне лайăхланса пырать, ăслăлăха тÿрĕ çын чĕлхи-çăварĕ аванлатать.

(9) Вĕреннĕ çын нумай пĕлет, пурăнăç тути-масине пĕлекен ăс парать.

(10) Пурăнăç тути-масине ăнкарман çын сахал пĕлет; тĕнче курса çÿренĕ çын тавçăруллă пулать.

(11) Эпĕ çул çÿресе темĕн те курнă, эпĕ хам мĕн каланинчен ытларах пĕлетĕп.

(12) Нумай хутчен вилĕм умĕнчех тăнă эпĕ, пурăнăç тути-масине пĕлнипе çеç çăлăнса юлнă.

(13) Çÿлхуçаран хăракансенĕн чунĕ-чĕмĕ сывă тăрĕ: вĕсем хăйсене Çăлакана шанаççĕ.

(14) Çÿлхуçаран хăракан — нимĕнрен те хăрамасть, мĕншĕн тесессĕн унăн шанчăкĕ — Турă.

(15) Çÿлхуçаран хăраканăн чунĕ телейлĕ! çав çын кама пула тытăнса тăрать? ăна кам тĕрек парать?

(16) Çÿлхуçа куçĕ — Хăйне юратакансем çинче. Вăл — хăватлă хÿтлĕх, çирĕп тĕрев, Вăл — хăр çилрен, кăнтăр шăрăхĕнчен упраканĕ, такăнасран хăтараканĕ, ÿкесрен сыхлаканĕ;

(17) Çÿлхуçа чуна çĕклентерет, куçа çутăлтарать, эмеллет, пурăнăçпа пиллĕх парать.

(18) Кам суяпа пухнă пурлăхран парне кÿрет, çавăн парни — мăшкăллă парне, йĕркесĕр çын кÿнĕ парне юравсăр;

(19) йĕркесĕр çынсен парнине Çÿлхуçа хапăлламасть, нумай парне кÿрсессĕн те, вĕсен çылăхне каçармасть.

(20) Чухăнран туртса илнине парне кÿрекен çын — парне кÿмешкĕн ывăлне ашшĕ умĕнче чиксе пăрахакан пекех.

(21) Мĕскĕнĕн çăкăрĕ — унăн пурăнăçĕ вăл; çавна туртса илекен — юнĕçен вăл.

(22) Çывăх çыннинчен çиессине туртса илни — ăна вĕлерниех, тара тытнă çынна тÿлессине тытса юлни — юн тăкниех.

(23) Пĕри тунине тепĕри пăсса пырсассăн, ĕшеннисĕр пуçне мĕн пултăр вĕсене?

(24) Пĕри кĕлтунă чухне тепĕри ылханса тăрсассăн, Патша хăшĕн сассине илтейĕ?

(25) Вилене сĕртĕннĕ хыççăн çăвăнса тасалакан кайран каллех вилене сĕртĕнсессĕн, малтан çăвăнса тасалнинчен ăна мĕн усси пултăр?

(26) Çылăхĕсемшĕн типĕ тытакан, кайран каллех унчченхинех тăвакан та çавăн евĕрлĕ: унăн кĕллине кам илтĕ? ÿкĕннинчен ăна мĕн усси пулĕ?

35

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Кам та кам Турă саккунне уяса тăрать, çавă парне шутне ÿстерет; кам Турă ÿкĕтне тытса пурăнать, çавă канăçлăх парни кÿрет.

(2) Кам ырăлăхшăн тав тăвать, çавă тулă çăнăхĕ хывать; мĕскĕне ырăлăх тăвакан вара мухтав парнийĕ кÿрет.

(3) Çÿлхуçана юрани — усалтан пăрăнни, Ăна çырлахтарни — суяран сивĕнни.

(4) Çÿлхуçа умне пушă алăпа ан пыр: йĕрке тăрăх çапла пулмалла.

(5) Тÿрĕ çын парнийĕ парне вырăнне тулăх тăвать, унăн ырă шăрши — Çÿлти Турă умĕнче;

(6) тÿрĕ çын парнийĕ кăмăллă, вăл нихăçан та манăçмасть.

(7) Çÿлхуçамăра хаваслă пит-куçпа аслăла, аллу ÿстернĕ малтанхи çимĕçе ан чакар;

(8) парне кÿнĕ чухне кирек хăçан та питÿ-куçу хаваслă пултăр, вуннăмĕш пайне савăнса халалла.

(9) Çÿлти Турă Хăй епле парать, çавăн пек пар, питÿ-куçу хаваслă пултăр — аллу вăйне кура парса тăр:

(10) Çÿлхуçа тавăрса парать, Вăл сана çичĕ хут ытла тавăрса парĕ.

(11) Нумай парне парса хăтăлăп тесе ан шутла: Вăл ун пеккине йышăнмасть; юрăхсăр парнене те ан шан:

(12) Çÿлхуçа Вăл — тÿре, Вăл пурне те тивĕçлипе хисеплет.

(13) Вăл пуяна чухăнран мала хумасть, хурлăха хăварнă çын кĕллине илтет Вăл;

(14) Вăл тăлăх ача тархасланине те, тăлăх арăм йĕре-йĕре йăлăннине те илтмесĕр хăвармасть.

(15) Тăлăх арăм пичĕ тăрăх куççулĕ мар-и юхать, куççульпе йĕртекене мар-и вăл ылханать?

(16) Хăйĕншĕн ĕçлекене Турă кăмăлласа йышăнĕ, ун пек çыннăн кĕлли тÿпенех çитĕ.

(17) Йăвашăн кĕлли пĕлĕтсем витĕр тухĕ, кĕлли Турă умне çитиччен çав çын лăпланмĕ,

(18) Çÿлти Турă куриччен-илтиччен, тÿрĕ сут тăвиччен, Хăйĕн ирĕкне пĕлтериччен те чарăнмĕ вăл.

(19) Çÿлхуçа вăраха ямĕ, чăтса тăмĕ, хĕрхенÿсĕр çынсенĕн шăмми-шаккине çапса çĕмĕрĕ;

(20) халăхсене те хирĕç тавăрĕ Вăл, пусмăрлакансен эшкерне пĕтерсе тăкĕ, йĕркесĕр патшасен туйине аркатĕ,

(21) кашни çынна ĕçне кура, тунă ĕçĕсемшĕн, ĕмĕчĕ-шухăшĕсемшĕн тавăрса парĕ,

(22) Хăй халăхне Турă тивĕçлипе сут тăвĕ, вĕсене Хăйĕн ырăлăхĕпе савăнтарĕ.

(23) Хĕн-асап тÿснĕ чухне çитнĕ ырăлăх — типĕ çанталăкри çумăр пĕлĕчĕсем евĕр вăхăтлă.

36

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эй Патшамăр, эй мĕн пуррийĕн Турри, хĕрхенсем пире, ан пăрахсам пире,

(2) Хăвăнтан хăрассине пур халăхсене те çитер.

(3) Аллуна ют халăхсем çине тăс, вĕсем Санăн хăватна пĕлсе çитчĕр.

(4) Вĕсене пирĕн урлă Хăвăн сăваплăхна кăтартнă евĕр, Хăвăн хăватна пире вĕсен урлă кăтарт —

(5) эпир епле пĕлсе тăратпăр, вĕсем те пĕлччĕр çакна: эй Çÿлхуçамăр, Сансăр пуçне урăх Турă çук.

(6) Авалхи пек паллăсем кăтартсам, çĕнĕ кĕтретсем пултарсам;

(7) аллуна, хăватлă сылтăм аллуна, чапа кăларсам; хаярлăхна кăтартсам, çиллÿне çитерсем;

(8) хирĕç тăракана пĕтер, тăшмана аркат;

(9) вăхăта хисте, тупа тунине аса ил — Санăн аслă ĕçÿсем çинчен пĕлтерччĕр.

(10) Хĕçрен таракана вут-çулăм хаярлăхĕ пĕтертĕр, Санăн халăхна пусмăрлакансем тĕп пулччăр.

(11) Тăшман пуçлăхĕсенĕн пуçне çапса салат, вĕсем ĕнтĕ: «пирĕнсĕр пуçне никам та çук!» тееççĕ.

(12) Иаковăн мĕнпур ăрăвне пĕрле пух та, авалхи пекех, вĕсене Хăвăн еткерÿ ту.

(13) Эй Çÿлхуçамăр, Хăв ятупа ят хунă халăхна, малтанхи ывăлу вырăнне хунă Израиле çырлахсамччĕ.

(14) Хăвăн сăваплă хулуна — Иерусалима, Хăвăн канăçлă вырăнна — хĕрхенсемччĕ.

(15) Сион çинче Санăн аслăлăху, Хăвăн Çуртăнта Санăн мухтавлăху тăтăр.

(16) Пуçламăшĕнчех Хăвăн еткерÿ пулнăскерсене ырăлăх парасса пĕлтер, Хăвăн яту ячĕпе пророк-сене çĕнĕрен çĕклентер.

(17) Хăвна шанса тă-ракансене ырăлăх пар, Санăн пророкусем калани вырăна килтĕр.

(18) Эй Çÿлхуçамăр, Хăвăн халăхушăн Аарон пиллĕхĕпе кĕлтăвакан чурусенĕн кĕллине илтсемччĕ,

(19) вара çĕр çинче пурăнакансем пурте Эсĕ Çÿлхуçа иккенне, ĕмĕрсенĕн Турри иккенне, пĕлĕç.

(20) Ăшчик кирек мĕнле çимĕçе те хапăллать, анчах пĕр çимĕçĕ тепĕр çимĕçрен лайăхрах:

(21) карланкă кайăк ашĕн тутине, ăслă çын суя сăмаха уйăрса илет.

(22) Ултавлă чĕре хурлăх кÿрет, анчах пурăнăç тутимасине пĕлекенĕ çав хурлăха ун çинех çавăрать.

(23) Хĕрарăм кирек мĕнле арçынна та йышăнать, анчах пĕр хĕрĕ тепĕр хĕртен лайăхрах:

(24) арăм илемĕ ар пит-куçне çутатать, упăшкине çак илем пуринчен ытла сăхлантарать;

(25) арăмĕ ăшă кăмăллă, çемçе чĕлхеллĕ пулсассăн, упăшки — этем ывăлĕсенчен чи телейли.

(26) Арăм илнĕ çын пурлăх никĕсне хывать, вăл ĕнтĕ хăй валли тивĕçлĕ пулăшакан, канлĕх тĕрекĕ тупать.

(27) Ăçта карта çук, унта çурт-йĕре тустараççĕ; камăн арăм çук, çавă кулянса çапкаланса çÿрет:

(28) кăралпа авăрланнă вăрă-хураха, хуларан хулана çапкаланса çÿрекенскере, кам ĕнентĕр?

(29) Çавăн пекех килсĕр-çуртсăр, ăçта каçа юлнă унта чарăнакан çынна та шанма çук.

37

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Кирек мĕнле тус та: «эпĕ те унпа туслашрăм» теме пултарать. Анчах тепĕри ячĕшĕн çеç тус пулать.

(2) Тусу, юлташу тăшмана тухсассăн, çакă сана вилесле кулянтармасть-и?

(3) Эй усал шухăш! пĕтĕм çĕре ултавлăхпа хупăрламашкăн ăçтан çĕмĕрсе кĕтĕн эсĕ?

(4) Тусĕ савăнăçлă чухне тепĕр тус савăнса тăрать, тусĕ хурлăха юлсассăн вара ăна тÿртĕн тăрать.

(5) Тус туса хăй пырĕшĕн анчах пулăшать, вăрçă тухас пулсассăн, ăна хирĕç хулкан тытать.

(6) Хăвăн тусна ăшунта ан ман, пурлăху тĕлĕшĕнчен те ăна манăçа ан хăвар.

(7) Канаш паракансем пурте хăйсен канашне мухтаççĕ, анчах хăшĕ-пĕри хăйĕншĕн усăллă канаш парать;

(8) канаш паракантан чунна сыхласа тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл: тен, вăл хăйĕншĕн канаш тăвать;

(9) тен, вăл сан пирки шăпа ярĕ те сана: «çулу аван» тейĕ те, хăй тĕлме-тĕл тăрса, сана мĕн пуласса пăхса тăрĕ.

(10) Хăвна ырă сунман çынпа канаш ан ту, хăвна ăмсанаканран шухăшна пытар.

(11) Арăмупа — хăйĕнпе тупăшакан хĕрарăм çинчен, хăравçăпа — вăрçă çинчен, сутуçăпа — улăштару çинчен, сутăн илекенпе — сутасси çинчен, ăмсанаканпа — тав тăвасси çинчен,

(12) хытă кăмăллă çынпа — ырă тăвасси çинчен, кахалпа — ĕç ĕçлесси çинчен,

(13) çулталăклăх тара тытнă çынпа — ĕçе вĕçлесси çинчен, наян чурапа пысăк ĕç çинчен ан канашла.

(14) Çавăн пек çынсене нимĕнле канашлура та ан шан,

(15) яланах таса чĕреллĕ çынпа çеç канашла, вăл Çÿлхуçа ÿкĕчĕсене уяса пурăннине пĕлĕн эсĕ,

(16) унăн чунĕ — санăн чунна çывăх, сана йывăр килсессĕн, вăл санпа пĕрле хуйхăрать.

(17) Чĕрÿ мĕнле канаш панине тимле: саншăн унран шанчăкли çук та;

(18) этем чунĕ хăш чухне сăнамалли çÿллĕ вырăнтан сăнаса ларакан çичĕ çынран та ытларах пĕлтерет.

(19) Анчах çав вăхăтрах Çÿлти Турра кĕлту: Ăна хăвăн çулна чăнлăх патне çитерме тархасла.

(20) Кирек мĕнле ĕç те шухăшран пуçланать, кирек мĕнле ĕç умĕн те канашлас пулать.

(21) Чĕрери шухăш-туйăм пит-куçра палăрать. Тăватă япала палăрать унта: ырăпа усал, пурăнăçпа вилĕм, чĕлхе вара — яланах пуç пулса тăраканĕ.

(22) Хăш çын ăстайлă, нумайăшне ăс парать, анчах хăй чунне усă кÿреймест.

(23) Хăш çын темле сăмах та хайлать, хăйне вара кураймаççĕ — ун пек çын хăй валли çăкăр та тупаймĕ:

(24) ун пек çыншăн Çÿлхуçаран тивлет çук, вăл ăслăлăхран татăлса юлнă.

(25) Хăш çын хăй чунĕшĕн ăслă, вăл мĕн пĕлсе калаçни пурте тĕрĕс.

(26) Ăслăлăхлă çын хăй халăхне вĕрентет, вăл мĕн пĕлни пурте тĕрĕс.

(27) Ăслăлăхлă çынна туп-тулли пиллĕх çитĕ, çакна куракансем пурте ăна телейлĕ тейĕç.

(28) Этем пурăнас кунăн шучĕ пур, Израиль кунĕн шучĕ те çук.

(29) Ăслăлăхлă çынна хăй халăхĕ шанса тăрать, унăн ячĕ ĕмĕре пырать.

(30) Ывăлăм! пурăнан пурăнăçунта чунна тĕрĕслесех тăр, уншăн мĕн сиенлине асăрхаса тăр, çавăнтан сыхла ăна:

(31) пур япала та пуриншĕнех сиплĕхлĕ мар, хăш-хăш япалана пур чун та йышăнмасть.

(32) Тутлă çимĕç тесе сăхланса ан çи, тĕслĕрен тĕслĕ çимĕç тесе ан çăткăнлан:

(33) ытлашши çини чире ярать, иртĕхсе çисессĕн, халер та тупăнать;

(34) иртĕхсе çинĕрен нумайăшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан — кун-çулне малалла тăсакан.

38

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эмелçĕ вăл — кирлĕ, ăна хисепле: ăна Çÿлхуçа пултарнă,

(2) сиплес хастарлăхне ăна Çÿлти Турă парать, вăл патшаран парне илсе тăрать.

(3) Эмелçĕ хăй пĕлĕвне пула асла тухать, вăл аслă çынсем хушшинче те чыс курать.

(4) Çÿлхуçа имлĕх-сиплĕхе çĕртен тупмалла тунă, ăнлă-пуçлă çын çавăнпа усă курса пурăнать.

(5) Вăл Хăйĕн хăватне кăтартасшăн шыва йывăç пăрахса тутлăлантарман-и?

(6) Турă этеме пĕлÿ панă, Хăйĕн тĕлĕнмелле ĕçĕсене курса Хăйне мухтатăр тенĕ.

(7) Эмелçĕ этеме хăйĕн пĕлĕвĕпе имлет, ăна чир-чĕртен хăтарать.

(8) Эмелçĕ тĕрлĕ им-çам хутăштарса эмел тăвать, унăн ĕçĕ çавăнпах вĕçленмест, ăна пула çĕр пичĕ те ырă курать.

(9) Ывăлăм! чир лексессĕн тимлĕ пул, Çÿлхуçана кĕлту, Вăл сана сыватĕ.

(10) Çылăхлă пурăнăçна пăрах, аллуна тÿрлет, чĕрÿне пур çылăхунтан та тасат.

(11) Ырă шăршă тĕтĕр, тырă-пулă парни кÿр, çуллă-техĕмлĕ парне пар, вăю çитнĕ таран пар;

(12) эмелçĕне те ан ман, ăна та Çÿлхуçа пултарнă, сан патăнтан пăрахса ан кайтăр вăл: сана кирлĕ вăл.

(13) Хăш чухне вĕсен аллинчен те пулăшу пулать:

(14) вĕсем те Çÿлхуçана кĕлтăваççĕ, чирлĕ çынна çăмăллăх кÿмешкĕн, сыватса кун-çулне тăсмашкăн Унран пулăшу ыйтаççĕ.

(15) Кам та кам хăйне Пултараканĕ умĕнче çылăха кĕрет, çавă эмелçĕ аллине кĕрсе ÿктĕр!

(16) Ывăлăм! вилнĕ çыншăн куççулĕпе макăр, тÿсейми хурлăх çитнĕ евĕр, чунтан-вартан ĕсĕкле, хÿхлев пуçла; ÿтне чипер тирпейлесе, ăна йăла-йĕркепе пытар;

(17) хурлăхлăн хÿхле, кăмăлупа хуçăлса макăр, çыннине кура пĕр кун, икĕ кун кулян уншăн, — çын ан сивлетĕр сана,— вара пусăрăн, лăплан:

(18) хурлăха пула вилме пулать, чĕре хурлăхĕ вăя ĕмет.

(19) Инкек-синкекпе пĕрле хурлăхĕ те çитет, мĕскĕн пурăнăçĕ мĕскĕн çын чĕрине асаплантарать.

(20) Чĕрÿне хурлăх айне ан ту; вĕçĕнче мĕн пуласса асра тытса хурлăхна сирсе яр.

(21) Çакна ан ман: вилнĕскерне каялла тавăраймăн; ĕнтĕ пулăшаймăн ăна, хăвна сиен туни çеç.

(22) «Мана мĕн çитнине асра тыт: вăл сана та çитет — мана ĕнер çитрĕ, сана паян çитĕ».

(23) Вилнĕскерĕ лăпланнă ĕнтĕ, эсĕ те лăплан, ăна ялан асна ан ил, унăн чунĕ тухнă ĕнтĕ — ăшна пусар.

(24) Кĕнеке тăрăх ăслăлăх пухасси ерçÿ вăхăтра пулса пырать, кам ерçÿллĕ, çавă ăслăлăх пухма пултарать.

(25) Акапуç тытса пыракан, чăпăрккипе мухтанакан, ĕç ĕçлеттерсе, вăкăрне хăваласа пыракан, пăрусемпе вăкăрсем çинчен çеç калаçакан ăçтан ăслăлăх пухайтăр?

(26) Унăн мĕнпур хуйхи-суйхи те — ака-суха анчах, мĕн-пур шухăшĕ те — тынасене тăрантарасси анчах.

(27) Çавăн пекех йывăç каскалакан та, унăн пуçлăхĕ те каçа кăнтăр кунĕ пек ĕçлесе ирттерет: чул каскалаканĕ хăйĕн эрешне тĕрлĕ-тĕрлĕ тума тăрăшать;

(28) вăл пĕтĕм чун хавалĕпе ÿкерчĕкне тĕрĕс ÿкересшĕн тимлет, вăл хăйĕн ĕçне пахаран та паха туса çитересшĕн.

(29) Тимĕрçĕ те çавăн пекех — сунтал умĕнче тимĕртен мĕнле япала тăвасси çинчен шухăша кайса ларать: унăн ÿт-тирне тĕтĕм çиет, вучахран вĕри çапнине те тÿсет вăл;

(30) çапкăч сассисĕр пуçне нимĕн те илтмест, хăй савăт ĕлки çинчен куçне илмест;

(31) пĕтĕм чун хавалĕпе вăл ĕçне пĕтересшĕн тăрăшать, вăл ăна пахаран та паха туса çитересшĕн.

(32) Чÿлмекçĕ те çавăн пекех — хăйĕн ĕçне тимлет, урипе кустăрма çавăрса ларать,

(33) ялан хăйĕн ĕçĕшĕн тăрăшать, мĕн-мĕн тумалли уншăн пĕтĕмпе паллă:

(34) вăл тăм йăвалать, ăна урипе çăрса çемçетет;

(35) пĕтĕм чунтан тăрăшать — савăтне çиелтен сăрласа пахаран та паха туса çитересшĕн, ĕнтĕ часрах кăмакине тасатасшăн.

(36) Пурте вĕсем хăйсен аллине шанаççĕ, харпăр хăй ĕçĕнче ăста вĕсем;

(37) вĕсемсĕр хула та лартас çук, вĕсем урăх вырăна, унта-кунта куçса çÿрес çук;

(38) çапах та çав çынсемпе канашланмаççĕ, вĕсем пухура та чыслă вырăн йышăнмаççĕ, тÿре вырăнĕнче лармаççĕ вĕсем, сут ĕçĕсем çинчен шухăшламаççĕ, вĕрентсе те каламаççĕ, хурламаççĕ те;

(39) вĕсем пурăнан пурăнăçра мĕн кирлине туса тăраççĕ, кĕлтăвасса та вĕсем хăйсен ĕçĕ валли ăнăçлăх ыйтса кĕлтăваççĕ.

39

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Çÿлти Турă саккунне чунтан парăнса, ун çинчен тимлĕн шухăшлакан — ун пек мар: вăл авалхисен ăслăлăхне тĕпчесе йĕрлет, пророксен сăмахĕсене тишкерет:

(2) вăл ятлă çынсен сăмахĕсене сăнаса-астуса тăрать, ытарлă сăмах-юмахăн пĕлтерĕшне ăнланма тăрăшать;

(3) вăл каларăшсен тĕп шухăшне тĕпчет, ытарăш тупсăмне шырать.

(4) Вăл аслă çынсем хушшинче ĕçлĕ, аслă пуçлăх умне тăма тивĕçлĕ пулĕ;

(5) вăл ют халăх çĕрне те çул хывĕ: вăл ĕнтĕ çынсем хушшинче ыррине те, усаллине те курнă.

(6) Унăн чĕри ир-ирех Çÿлхуçа умне тăма хатĕр, Çÿлти Турă умĕнче кĕлтăвĕ; çылăхĕсенчен ÿкĕнсе, чунтан-вартан кĕлтăвĕ.

(7) Аслă Çÿлхуçамăр кăмăл тусассăн, ăна ăслăлăх хăвачĕ кĕрĕ,

(8) вара ăслăлăх сăмахĕсем калĕ, хăйĕн кĕллипе Çÿлхуçана мухтаса тăрĕ;

(9) кăмăлне те, ăсне те ырăлатĕ, Çÿлхуçанăн вăрттăнлăхĕсем çинчен шухăшлĕ;

(10) вăл хăй вĕрентĕвĕн ăслăлăхне кăтартĕ, Çÿлхуçа халалĕн саккунне уяса пурăннипе ырă ят илĕ.

(11) Унăн ăсне нумайăшĕ мухтавлĕ, ăна ĕмĕрне те манмĕç;

(12) ăна нихăçан та асран ямĕç, унăн ячĕ сыпăкран сыпăка сыхланса юлĕ.

(13) Унăн ăслăлăхĕ çинчен халăхсем калаçĕç, ăна пухусенче мухтавлĕç;

(14) пурăннă чухнех унăн ячĕ пин-пин çын ятĕнчен ирттерĕ; вилсессĕн вара унăн чапĕ тата çÿле çĕкленĕ.

(15) Шухăшласа пăхсассăн татах калăп: эпĕ, тулли уйăх пек, туп-тулли.

(16) Эй таса чĕреллĕ ачасем, мана итлĕр-ха, эсир юхăм шыв хĕрринче ÿсекен кĕлчечек пек ÿсĕр;

(17) ливан ырă шăршă сарнă пек, сирĕнтен ырă шăршă сарăлса тăтăр;

(18) лили чечекĕ пек çеçкеленĕр, юрлама пуçлăр та пурте пĕрле юрласа мухтăр;

(19) пур ĕçĕрпе те Çÿлхуçана мухтавлăр; Унăн ятне аслăлăр, мухтавлăхне кура Ăна чап кÿрĕр,

(20) юрă юрласа, кĕсле каласа, акă çапла аслăлăр Ăна:

(21) Çÿлхуçанăн мĕн тунă ĕçĕ пурте ырă, Вăл мĕн хушни пурте вăхăчĕпе пулса пырать;

(22) «мĕскер-ши ку? мĕне кирлĕ-ши ку?» теме юрамасть: пурте хăй вăхăтĕнче паллă пулĕ.

(23) Унăн сăмахĕпе шыв капан пек купаланса тăнă, Вăл каланипе шыв пухăнмалли вырăнсем пулнă.

(24) Мĕнпур ырăлăх Турă хушнипе пулать, Унăн ырăлăхне-сиплĕхне никам та иксĕтеес çук.

(25) Унăн куçĕ умĕнче — пур чĕрĕ чун ĕçĕ, Унăн куçĕнчен нимĕн те пытанаймĕ.

(26) Вăл ĕмĕр витĕр курса тăрать, Уншăн нимĕн те тĕлĕнмелли çук.

(27) «Мĕскер-ши ку? мĕне кирлĕ-ши ку?» теме юрамасть: пурне те кирлĕрен пултарнă.

(28) Унăн пиллĕхĕ тулăх юханшыв пек сарăлать, типĕ çĕре талай пек шăварать.

(29) Вăл тахçан шăваракан çĕрсем вырăнне тăварак çĕр тунине курнă пек, халăхсем Унăн çиллине те кураççĕ.

(30) Унăн çулĕ сăваплă çыншăн — тÿрĕ, çылăхлă çыншăн — такăнчăк.

(31) Малтанласах ыррисемшĕн ыррине, çылăхлисемшĕн усаллине пултарнă.

(32) Этеме пурăнан пурăнăçра чи кирли — шыв, вут, тимĕр, тăвар, тулă çăнăхĕ, пыл, сĕт, иçĕм çупкăмĕн юнĕ, çу тата кĕпе-тумтир:

(33) таса пурăнакансемшĕн çак япаласем пурте усăллă, çылăхлă çынна вара çавă сиен кÿме пултарать.

(34) Хăш çиле этеме тавăрмашкăн пултарнă, вăл вĕрнĕçемĕн хаярланса пырать, тулашать,

(35) вирхĕннĕçемĕн кăраланать, хăйне Пултараканĕн хаярлăхне çырлахтарать.

(36) Вут-кăвара, çăвакан пăра, выçлăха, вилĕме — çакна пурне те тавăрмашкăн пултарнă;

(37) тискер кайăк шăлĕ, çĕлен-калта сăнни, çылăхлă çынна тавăрса вилĕм кÿрекен хĕç

(38) Турă хушасса анчах хавасланса кĕтсе тăраççĕ, ĕнтĕ вĕсем кирлĕ вăхăта хатĕр, хăйсен вăхăтĕнче Унăн сăмахĕнчен иртмĕç вĕсем.

(39) Çавăнпа эпĕ, малтанах шутласа хурса, тĕплĕ шухăшларăм, вара кĕнекене çырса хăвартăм:

(40) Çÿлхуçанăн пур ĕçĕ те ырă, мĕн кирлине Вăл хăй вăхăтĕнче парса пырать;

(41) «ку лешĕнчен япăхрах» теме çук: хăй вăхăтĕнче пурте ырра тухать.

(42) Эп-пин, Çÿлхуçана пĕтĕм чун-чĕререн мухта-са юрлăр, Унăн ятне аслăласа тăрăр.

40

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Этем çине питĕ пысăк йывăрлăх хунă, Адам ывăлĕсем çинчи çĕклем питех те йывăр, вĕсем, амăш варĕнчен тухса, çĕр çинчисен амăшĕ патне таврăнас кунчченех асапланаççĕ.

(2) Этем мĕн пуласси çинчен, вилĕм кунĕ çинчен шухăшлать, çакă ăна хăратать, чĕрине сехĕрлентерет.

(3) Чаплă патша пуканĕ çинче лараканран пуçласа çĕр çумĕнчен, тăпра ăшĕнчен хăпайман çын таранччен,

(4) хĕрхĕлтĕм тум тумланса, пуçкăшăль тăхăнса çÿрекенрен пуçласа шăлапир тумпа çÿрекен таранччен —

(5) пурте вĕчĕхеççĕ, кĕвĕçеççĕ, пăтранаççĕ, пăшăрханаççĕ, вилĕмрен сехĕрленеççĕ, тарăхаççĕ, харкашаççĕ, çывăрма выртнă вырăнĕ çинче те вĕсен ăсне тĕлĕк аташтарать.

(6) Канăçĕ сахал унăн, çукпа пĕрех, çавăнпа вăл çывăрнă чухне те, кăнтăрлахи пекех, сыхă çывăрать:

(7) вăрçă хирĕнчен тарса ÿкнĕ çын евĕр, хăй шухăшĕнчен хăй шикленекенскер, тĕлĕк тĕлленнĕ чухне чи хăрушă самантра шарт сиксе вăранать те тĕлĕнсех каять: нимĕн хăрушши те çук иккен.

(8) Çакăн пек шиклĕх пĕтĕм чĕрĕ чунăн — этемрен пуçласа выльăх таранах — пулать, анчах çылăхлă çыннăн вăл çичĕ хут ытларах.

(9) Вилĕм, юн тăкни, вăрçă-харçă, хĕç, инкек-синкек, выçлăх, хĕн-асап, типшар —

(10) пурте çакă — йĕркесĕр çынсем валли; талай та çавсем пиркиех çитнĕ. “Çĕртен пулни пурте çĕрех кĕрет, шывран пулни шывах каять.

(12) Сĕрев илессипе тĕрĕсмарлăх пĕтĕмпех тĕп пулĕ, тÿрĕлĕх вара ĕмĕр-ĕмĕр тăрĕ.

(13) Йĕркесĕр çынсен пурлăхĕ юхăм шывĕ пек типсе ларĕ, шалкăм çумăр çунă чухне хаяр аслати кĕрлесе иртсе кайнă пек çухалĕ.

(14) Кам çынна пулăшмашкăн аллине тăсать, çавă савăнать; усал çынсем вара пĕтмеллипех пĕтĕç.

(15) Çылăхлă çын йăхĕнчен хунав турат ĕрчемест, юрăхсăр тымарсем те — чул хысак çинче.

(16) Шыв-шур таврашĕнчи, çыран хĕрринчи хăяха ытти курăкран малтан çулса тăкаççĕ.

(17) Ырă тăвакан — пиллĕхлĕ, ăна райри пек лайăх пулĕ, тÿрĕлĕх ĕмĕр-ĕмĕре пырать.

(18) Мĕн пÿрнипе çырлахакан çыннăн, ĕçлесе пурăнакан çыннăн кун-çулĕ савăнăçлă; мул тупакан вара вĕсенчен иккĕшĕнчен те ирттерет.

(19) Ача-пăча урлă ĕмĕрлĕхе ят юлать, хула туса лартни ĕмĕрлĕх ят хăварать, пур тĕлĕшпе те тĕрĕс арăм вара вĕсенчен иккĕшĕнчен те ирттерет.

(20) Эрехпе юрă-кĕвĕ чуна савăнтараççĕ, ăслăлăха юратни вара вĕсенчен иккĕшĕнчен те ирттерет.

(21) Кĕслепе шăхличĕ юрă сассине илем кÿреççĕ, ырă чĕлхе-çăвар вара вĕсенчен те ирттерет.

(22) Чеченлĕхпе илем куçа сăхлантараççĕ, калча ешĕллĕхĕ вара вĕсенчен те ирттерет.

(23) Тус-пĕлĕш вăхăтран вăхăта пуçтарăнать, арăм — яланах пĕрле, вĕсенчен ирттерет.

(24) Тăван-йыш, хута кĕрекен хуйхă-суйхăра пулăшать, çук çынна пани вĕсенчен те ытларах çăлать.

(25) Ылтăн-кĕмĕл ура çине тăратать, ырă канаш вара унран та шанчăклăрах.

(26) Пуянлăхпа вăй-хăват чĕрене ырăлатаççĕ, Çÿлхуçаран хăрани вара вĕсенчен те ирттерет:

(27) Çÿлхуçаран хăранинче пĕр çитменлĕх те çук, çавă пур чухне пулăшу шырама та кирлĕ мар;

(28) Çÿлхуçаран хăрани — пиллĕхлĕ рай пек, Вăл ăна тем тĕрлĕ мухтав кÿрет.

(29) Эй ывăлăм! кĕлмĕçленсе ан пурăн: ыйткаласа çÿриччен вилсе вырт.

(30) Кам çын çăкăрне ăмсанать, çавăн пурăнăçĕ те пурăнăç мар: çын çăкăрне çисе, вăл чунне мĕскĕнлетет;

(31) чипер ăнлă-пуçлă çын, йĕркеллĕ çын çавăн пек пуласран сыхланать.

(32) Намăса пĕлмен çын чĕлхипе çăвăнса кĕленет, анчах ăшĕнче унăн вут çунать.

41

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) – (2) Ах вилĕм! хăйĕн çĕрĕнче тăнăçлă пурăнакан çыншăн, пĕр шухăшсăр пурăнакан, пур тĕлĕшпе те телейлĕ çыншăн, ĕçме-çиме те пултаракан çыншăн сана аса илмешкĕн мĕн тери хурлăхлă.

(3) Ах вилĕм! эсĕ çуклăхпа тертленекен, вăйран ÿкнĕ çыншăн,

(4) ватăлса çитнĕ çыншăн, тĕрлĕ йывăр шухăшпа хăшкăлнă çыншăн, шанчăкне çухатнă, чăтăмлăхĕ пĕтнĕ çыншăн — савăнăç.

(5) Этеме вилме çырнинчен ан хăра: аслаçусене, авалтанпа мĕн пулса пынине, пулас ăрусене мĕн кĕтнине асна ил. Çÿлхуçа пур чĕрĕ чуна та вилме пÿрнĕ.

(6) Апла мĕншĕн эсĕ Çÿлти Турă ирĕкне сивлетĕн? вунă çул-и, çĕр çул-и, пин çул-и —

(7) тамăкра ĕмĕр тăршшĕне виçмеççĕ.

(8) Çылăхлă çынсен ачисем — киревсĕр ачасем, вĕсем усал çынсемпе хутшăнса пурăнаççĕ.

(9) Çылăхлă çын ывăлĕ-хĕрĕн еткерĕ пĕтсе ларĕ, çы-лăхлă çын йăхĕ ĕрченĕçемĕн усал ят са-рăлса пырĕ.

(10) Çылăхлă ашшĕне хăйĕн ачи-пăчи ÿпкелĕ: вĕсене ун пирки усал ят тивет.

(11) Çÿлти Турă саккунне пăрахнă йĕркесĕр çынсем, сире хурлăх çитĕ!

(12) Çуралнă чухнех эсир ылханшăн çуралатăр; вилсессĕн вара çав ылхана тивĕçлĕ пай вырăнне илетĕр.

(13) Çĕртен пулни пĕтĕмпех çĕре кĕрет, çавăн пекех çылăхлă çынсен ылханлă ĕçĕ вилĕм патне çитерет.

(14) Этем ĕнтĕ вилнĕ çыншăн йĕнĕ чухне ÿтшĕн йĕрет, çылăхлă çыннăн вара усал ячĕ те манăçа тухать.

(15) Ырă ятшăн тăрăш: вăл хăвăнпа пĕрле пулĕ, пин-пин ылтăнран та нумая пулĕ:

(16) ырă пурăннă кунсен шучĕ пур, ырă ят вара ĕмĕре пырать.

(17) Эй ачамсем, хăвăра ăс панине туса пырăр; пытанса тăракан ăслăлăхăн, куçа курăнман мулăн мĕн уссийĕ?

(18) Хăй айванлăхне пытаракан çын ăслăлăхне пытаракан çынран лайăхрах.

(19) Эппин, мĕнрен вăтанмаллине калам-ха:

(20) пур намăса та намăс вырăнне хума юрамасть, мĕн ырланине те кашни çынах чăннипе ырламасть.

(21) Аçу-аннÿ умĕнче аскăнланма, пуçлăхпа патша умĕнче суя суйма намăсланăр;

(22) тÿрепе пуçлăх умĕнче усал ĕç тума, пуху умĕнче, халăх умĕнче йĕркесĕр ĕç тума вăтанăр;

(23) тус-йыш умĕнче, юлташ умĕнче улталама, кÿршĕ умĕнче вăрă тума намăсланăр:

(24) çакна тумашкăн Турă тÿрĕлĕхĕнчен те, Унăн халалĕнчен те намăсланăр. Сĕтел хушшинче чавсаланса ларма та вăтанмалла, кивçен илнĕ чухне, тавăрса панă чухне ÿпкелешме намăсланăр;

(25) ăшă сăмаха хирĕç нимĕн чĕнмесĕр тăма, аскăн хĕрарăм çине пăхма, тăван-хурăнташран пăрăнса çÿреме намăслан,

(26) çын пайне туртса илме, панă парнене каялла илме, çын арăмне сăхланма, хĕрарăм тарçуна илĕртме намăслан,

(27) вăл выртакан вырăн çывăхне те ан пыр;

(28) тусусем умĕнче ÿпкелеме вăтан, панă япалана сăмахлă ан ту;

(29) илтнĕ сас-хурана сарса çÿреме, вăрттăн сăмаха кăларма намăслан. Вара чăннипе те намăса пĕлекен çын пулăн, пур çын кăмăлне те хăвăн майлă çавăрăн.

42

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Акă мĕнрен ан намăслан, çынна юрассишĕн çылăха ан кĕр:

(2) Çÿлти Турă саккунне, Унăн халалне тĕрĕс тытса тăма ан вăтан, çылăхлă çынна тÿррипе айăплакан сутран,

(3) тус-пĕлĕшне, пĕрле çул çÿрекен юлташна тÿлесе татнинчен, еткерлĕхпе пурлăха уйăрнинчен ан намăслан,

(4) тупăшу нумай килет-и, сахал килет-и — виçÿ тĕрĕс пулнинчен ан намăслан,

(5) суту-илÿре сутуçă пайта тунинчен ан вăтан, ачу-пăчуна хытă тытма, усал чурун аяк пĕрчине юнăхтарма ан намăслан.

(6) Усал арăм çумĕнче çăра пулни лайăх, алă нумай çĕрте питĕрсе хур.

(7) Çынна панă чухне виçепе виçсе, шутпа шутласа пар, панине-илнине çырса хур.

(8) Айвана, ăсĕ çитмен çынна тата аскăн шухăшлă ватă çынна ăс пама ан вăтан — вара чăннипе те ырă çын пулăн, пур çынран та ырă ят илтĕн.

(9) Хĕрĕ ашшĕне пĕр вĕçĕм шухăшлаттарать, хĕрĕшĕн пăшăрханнипе унăн ыйхи те вĕçет: хĕрĕ çамрăк чухне — ватта юласран, качча кайсассăн — упăшкине сивĕтесрен хăрушă;

(10) хĕр чухне — пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хăрушă, качча кайсассăн — урăх çынна ересрен, упăшки пур çинчех ача-пăчасăр пуласран хăрушă.

(11) Чурăс хĕрне хытă сыхла — вăл сана тăшман кулли ан тăвайтăр, сан çинчен хулара сăмах-юмах ан çÿретĕр, санăн халăх умĕнче намăс курмалла ан пултăр.

(12) – (13) Çын илемне ан сăхлан, хĕрарăмсем хушшине ан лар: тум-тир хушшинчен кĕве тухнă пек, хĕрарăмран çапла хĕрарăм чеелĕхĕ тухать.

(14) Евĕклĕ арăмран, мăшкăл кăтартакан арăмран, усал арçын лайăхрах.

(15) Халĕ вара Çÿлхуçа ĕçĕсене асăнам, хам мĕн курнине каласа парам. Çÿлхуçа ĕçĕсем Унăн сăмахĕпе пулса тăнă:

(16) çутă хĕвел пурин çине те пăхать, унăн пур ĕçĕнче Çÿлхуçа мухтавлăхĕ туп-туллин курăнса тăрать.

(17) Пурне те Тытса Тăракан Çÿлхуçанăн кĕтречĕсене — Хăйĕн мухтавлăхне çут тĕнче пĕлтерсе тăтăр тесе тунă кĕтретсене — Вăл сăваплисене те пĕтĕмпех пĕлсе тăма паман.

(18) – (19) Вăл тĕпсĕрлĕхе, чĕрене витĕр çутатать, унти кашни пăрăнăçа курать: Çÿлхуçа пĕтĕм ăслăлăха пĕлсе тăрать, иртнине тата пулассине пĕлтерсе, вăрттăнлăх йĕрĕсене уçа-уçа парса, çитес ĕмĕрĕн паллисене кăтартать;

(20) Унран пĕр шухăш та пăрăнса иртеймест, пĕр сăмах та пытанса юлаймасть.

(21) Хăй ăслăлăхĕн ĕçĕсене Вăл илемлĕн йĕркеленĕ, Вăл ĕмĕртен малтанах пур, Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех тăрать;

(22) Вăл ÿсĕнмен те, иксĕлмен те, Ăна нимĕнле канашçă та кирлĕ пулман.

(23) Турă ĕçĕсене эпир вут хĕлхемне курнă пек çеç куратпăр, çавах вĕсем пире епле ăмсантараççĕ!

(24) Вĕсем пурте чĕрĕ, вĕсем — ĕмĕрлĕхе, вĕсене йăлтах кирлĕшĕн тунă, вĕсем пурте Ăна пăхăнса тăраççĕ.

(25) Вĕсем пурте — мăшăрăн, пĕрне хирĕç — тепĕри, Вăл тунă ĕçсенĕн пĕр çитменлĕх те çук:

(26) пĕри тепĕрин ыррине хунтăлать, Турă мухтавлăхне кам курса тăранайĕ?

43

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Эй тÿпе мăнаçлăхĕ, эй тасалăхăн карăнса тăракан тĕрекĕ, эй мухтав çутипе çутăлса тăракан пĕлĕт!

(2) Хĕвел тухăç енче курăнать те — хăй ытарайми кĕтрет пулнине, хăйне Çÿлти Турă тунине пĕлтерет!

(3) Кăнтăрла вăл çĕре типĕтсе-ĕнтсе ярать, вăл хĕртсе çунтарнине кам чăтма пултарайĕ?

(4) Шăратма-тума тимĕрçĕ лаççинчи вучаха хĕртеççĕ, хĕвел вара сăрт-тусене унтан виçĕ хут вăйлăрах хĕртсе тăрать: вут-çулăмла ялкăшса, шевлине çиçтерсе, вăл куçа йăмăхтарать.

(5) Ăна пултаракан Çÿлхуçа хăватлă, Унăн сăмахĕпе хĕвел хăй çулĕпе чупса çаврăнать.

(6) Уйăх та хăй вăхăтĕнче тухать, вăхăта кăтартса тăрать, вăл — ĕмĕр палли:

(7) уйăх хăçан уяв çитессине пĕлтерет; тулса çитсессĕн, вăл чакма пуçлать;

(8) çулталăкри уйăха унăн ятне панă; хушăнса пынăçемĕн вăл туп-тулли тулса ларать;

(9) уйăх — çÿлти çутăсенчен пĕри; вăл тÿпе тĕрекĕ çинче çуталса тăрать;

(10) вăл — тÿпе илемĕ, çăлтăрсенĕн мухтавĕ, Çÿлхуçа тÿпинчи йăлтăркка эреш!

(11) Çăлтăрсем вара Çÿлхуçа кăтартнă пек ларса тухнă, хăйсен хуралĕнче тăрса ĕшенмеççĕ вĕсем.

(12) Асамат кĕперĕ çине пăх-ха — ăна Пултаракана мухта: мĕн тери илемлĕ çуталса тăрать вăл!

(13) Тÿпере епле мăнаçлăн авăнса тăрать вăл; Çÿлти Турă алли карса хунă ăна.

(14) Турă хушнипеле юр çăвать, Унăн сут тăвакан çиçĕмĕ çиçет.

(15) Мул управăшĕсем уçăлса каяççĕ те — унтан пĕлĕтсем вĕçен кайăк пек вĕçсе тухаççĕ.

(16) Хăйĕн хăвачĕпе Вăл пĕлĕтсене тытса тăрать, чул пек тĕпретсе, пăр çутарать;

(17) аслати авăттарса, çĕре кисрентерет, Вăл пăхнинчен тусем чĕтресе тăраççĕ,

(18) Унăн ирĕкĕпе кăнтăр çилĕ вĕрет, çурçĕр тăвăлĕ, çавраçил илсе килет.

(19) Çунатлă кайăк аялалла вĕçнĕ пек, юр вĕçтерет, юр хĕрлĕ шăрчăк пек хĕвĕнсе анать;

(20) вăл çапла шап-шурă пулнинчен куç тĕлĕнет, вăл çапла çунинчен чĕре тĕлĕнсе тăрать.

(21) Тăвар сапнă пек, Вăл çĕр çине пас çутарать, пас пĕрчисем йĕп вĕçĕ пек шăна-шăна лараççĕ.

(22) Çурçĕр енчен сивĕ çил вĕрет те — шывран пăр пулать: пĕтĕм шыв-шура пăр илет, шыв хурçă тумтир тумланнă евĕр курăнать;

(23) кăнтăр çилĕ сăрт-тусене çиет, пушхире çунтарать, курăка вут-çулăм пек ĕнтсе хăварать.

(24) Тĕтре тухать те — вĕсене часах сыватать; сывлăм ÿкет те — шăрăха сулхăнпа пусарать.

(25) Çÿлхуçа хушнă та — тĕпсĕр тинĕсе йăвашлатнă, унта утравсем тăва-тăва лартнă.

(26) Тинĕсре çÿрекенсем унти хăрушлăх çинчен кала-кала параççĕ, эпир хамăр мĕн илтнинчен тĕлĕнетпĕр:

(27) унта темĕн тĕрлĕ, тĕлĕнмелле ĕçсем пулаççĕ иккен, унта тĕрлĕ чĕрчун, тинĕс çамĕсем пур иккен.

(28) Турă хушнипе Унăн хыпарçи пур çĕре те çитсе çаврăнать, пурте Унăн сăмахĕпе тытăнса тăрать.

(29) Эпир нумай калама пултаратпăр, анчах ăнланса çитейместпĕр, сăмах вĕçĕ çакă çеç: Турă Вăл — мĕн пурри.

(30) Ăна мухтавламашкăн ăçтан вăй-хăват тупса çитерер? Вăл Хăйĕн пĕтĕм ĕçĕнчен те аслă.

(31) Çÿлхуçа хăрушă, питĕ аслă Вăл, Унăн хăвачĕ — тĕлĕнмелле хăват!

(32) Çÿлхуçана аслăлăр, Ăна халăр çитнĕ таран мухтавлăр, анчах Вăл эсир аслăланинчен те аслă;

(33) мĕнпур вăй-халăра пухса аслăлăр Ăна — пĕрех тивĕçлĕ таран аслăлаяс çук.

(34) Кам курнă Ăна? кам ăнлантарса парĕ? Ăна кам тивĕçлипе мухтаса çитерейĕ?

(35) Нумайăшĕ курăнмасăр тăрать, курăнманни — пуринчен ытла; эпир Унăн ĕçĕсен пĕчĕкçеççĕ пайне çеç куратпăр.

(36) Пурне те Çÿлхуçа пултарнă, таса пурăнакансене Вăл ăслăлăх панă.

44

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Халĕ ĕнтĕ хамăр йăхри чаплă арсене, аттесене, асаттесене мухтавлар:

(2) вĕсем урлă Çÿлхуçа нумай ырă ĕç кăтартнă, ĕмĕртенпе Хăй аслăлăхне вĕсем урлă кăтартса тăнă;

(3) вĕсем хăйсен патшалăхĕнчи аслă, ятлă-сумлă арсем пулнă, вĕсем ырă канаш парса пурăннă, малашне мĕн пулассине пророксем пек пĕлтерсе тăнă;

(4) канаш тунă çĕрте çы-рăва вĕрентнĕ чухне вĕсем халăха ертсе пынă.

(5) Вĕсем ăслăлăха, ырра вĕрентнĕ; кĕвĕ-çемĕ хайланă, каларăшсем çырса хăварнă.

(6) Вĕсем, пуян та хастар çынсем, харпăр хăй кил-çуртĕнче тăнăçлă пурăннă.

(7) Хăйсен ăрăвĕнче вĕсем пурте хисеплĕ çынсем пулнă, хăйсем пурăннă чухне чапа тухнă.

(8) Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ хăйне ырăпа асăнмалăх чыслă ят хăварнă, хăшĕн вара асăнмалăх ячĕ те юлман, вĕсем нихăçан та пурăнман пек çухалнă, вĕсем пулман та тейĕн, кайран ачисем те манăçа тухнă.

(9) Лешĕсем пурте пиллĕхлĕ çынсем пулнă, вĕсен сăваплă ĕçĕсем манăçмаççĕ;

(10) вĕсен ачисене ырă еткерлĕх тивĕ; вĕсен тăхăмĕсем халала упраса пурăнаççĕ;

(11) вĕсен вăрлăхĕ тĕреклĕ пулĕ, ачи-пăчи вĕсене хывĕ;

(12) вĕсен вăрлăхĕ ĕмĕре пырĕ, вĕсен чапĕ çухалмĕ;

(13) вĕсен ÿтне тирпейлĕ, хисеплесе пытарнă, вĕсен ячĕсем сыпăкран сыпăка пыраççĕ;

(14) халăхсем вĕсен ăслăлăхне асăнса калаçĕç, пухура вĕсене мухтавлĕç.

(15) Енох Çÿлхуçана юрăхлă пулнă, çавăнпа ăна тÿпене илнĕ,— вăл епле ÿкĕнни пĕтĕм этем ăрăвĕшĕн тĕслĕх пулса юлнă.

(16) Ной пур тĕлĕшпе те ырă, таса çын пулнă; çилĕ çитсессĕн, вăл çырлахтараканĕ пулнă;

(17) çавăнпа вăл талай вăхăтĕнче ăрулăха чĕрĕ юлнă;

(18) ÿлĕмрен пĕр чĕрĕ чун та талайпа пĕтмĕ тесе, унпа ĕмĕрлĕхе халал хывнă.

(19) Аслă Авраам — нумай-нумай халăхăн тĕп ашшĕ, ун пек мухтавлă çын урăх пулман та;

(20) вăл Çÿлти Туррăн саккунне тытса тăнă, Унпала халал хывнă,

(21) халала хăйĕн ÿчĕ çинче çирĕплетнĕ, хăйне сăнанă чухне тÿрре тухнă;

(22) çавăнпа Çÿлхуçа ăна тупа туса сăмах панă: санăн вăрлăху урлă халăхсем те пиллĕх илĕç, тенĕ;

(23) ăна çĕрти хăйăр пĕрчи чухлĕ ĕрчетме, унăн вăрлăхне çăлтăр йышĕ таран ÿстерме пулнă, тинĕсрен пуçласа тинĕсе çити, юханшывран пуçласа тĕнче хĕррине çити çĕр пама пулнă.

(24) Вăл Исаака та Авраамшăн — ашшĕшĕн — пур этеме çитес пиллĕхне панă, халала çирĕплетнĕ;

(25) пур этеме парас пиллĕхе, халала Иаков пуçĕ çинче çирĕплетнĕ:

(26) ăна Вăл малтанхи ывăлĕ вырăнне хурса пилленĕ, ăна еткерлĕхе çĕр панă, çĕрне пайласа, ăна вуникĕ йăха уйăрса панă.

(27) Ун йăхĕнчен пиллĕхлĕ çын кăларнă, çав çын пур чĕрĕ чун кăмăлне тупнă.

45

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Çав çын Моисей пулнă, ăна Турă та, этем те юратнă, унăн пиллĕхлĕ ятне ĕмĕр асра тытаççĕ.

(2) Турă ăна мухтав тĕлĕшĕнчен сăваплисемпе танлаштарнă, ĕçĕсене асла хурса, тăшмансене хăраса тăмалла тунă;

(3) Вăл унăн сăмахĕпе хăват паллисене чара-чара лартнă, ăна патшасем умĕнче чапа кăларнă, ун урлă унăн халăхне Хăй ирĕкне пĕлтернĕ, ăна Хăй мухтавлăхне кăтартнă.

(4) Тÿрĕлĕхне, йăвашлăхне кура Турă ăна сăваплăх панă, мĕнпур çынран ăна Хăй валли суйласа илнĕ,

(5) ăна Хăй сассине илтме тивĕçлĕ тунă, ăна сĕмлĕхе илсе кĕнĕ,

(6) Иакова халала вĕрентмешкĕн, Израиле Хăй панă йĕркисене вĕрентмешкĕн Вăл ăна, куçа-куçăн тăратса, ÿкĕтсем, пурăнăç саккунĕ тата мĕн пĕлсе тăмаллине панă.

(7) Вăл Аарона — ун пекех сăваплăскере, Левий йăхĕнчен тухнă пиччĕшне — асла кăларнă,

(8) унпала ĕмĕрлĕхе халал хывнă, халăх хушшинче ăна священник тунă; Вăл ăна ыттисенчен уйрăм илемпе пилленĕ, ăна мухтав пиçиххийĕ çыхса янă;

(9) Вăл ăна чăн илем тăхăнтартнă, хисеплĕ, сумлă тумтир тумлантарнă:

(10) аялтан пĕр тумтир пулнă, çиелтен подирпа ефод тăхăнтартнă;

(11) вăл утса пынă чухне Израиль ывăлĕсене астутарса тăмашкăн, кĕлĕ чатăрĕнче сасă илтĕнсе тăтăр тесе шăнкăртатса пымашкăн унăн тумĕн арки тавра ылтăн улмасемпе шăнкăравсем çакса тухнă;

(12) – (13) ăна сăваплă тумтир — ылтăнран, сенкер çăмран, пĕтĕрнĕ çипрен тĕртнĕ виссонран ăстайлăн тунă тумтир — тăхăнтартнă, ăна ăстайлăн тунă сут кăкăрлăхĕ çактарнă, кăкăрлăхĕ çинче урим тата туммим пулнă, ун çинче ылтăн харшана лартнă вир-кĕсленĕ чулсем, питех те хаклă чулсем, пулнă, чулĕсем çине, пичет çине çырнă пек, асăнмалăх Израиль йăхĕсен ячĕсене касса çырнă;

(14) кидарĕ çинче — ылтăн çутанкка, ун çинче — «Туррăн Сăваплă Япали» текен сăмахсем, вăл — чыслăх мухтавĕ: куçа ăмсантаракан чаплă эреш, ÿнер ĕçĕ.

(15) Ааронран малтан çакăн пек илем ĕмĕрне те пулман:

(16) унăн йăхĕнчен тухманни çапла тăхăнман, унăн ывăлĕсемпе унăн тăхăмĕсем çеç яланах çавăн пек тумланма пултарнă.

(17) Вĕсем яланах кунне икшер хут пĕтĕмĕшпе çунтарса парне кÿнĕ.

(18) Моисей унăн аллине тултарнă, ăна таса çу сĕрнĕ:

(19) çапла Аарона, унăн ывăлĕсене Турă умĕнче тăма, пĕрле кĕлтума, Унăн халăхне Унăн ячĕпе пиллеме ĕмĕрлĕхе пиллĕх панă;

(20) Çÿлхуçа, ăна хăйĕн халăхне каçарттарса, Хăйне парне кÿрсе, ырă шăршă тĕтĕрсе тăмашкăн ăна пĕтĕм пурăнакан çын хушшинчен суйласа илнĕ;

(21) Иакова Хăй пĕлтернине вĕрентмешкĕн, Израиле Хăйĕн саккунне ăнлантармашкăн Турă ăна Хăй ÿкĕчĕсене панă, пур тавлă ĕçе татса пама ирĕк панă.

(22) Ют çынсем ăна хирĕç тăнă, Дафанпа Авирон майлă çынсем тата Корей эшкерĕ, ăмсанса-кĕвĕçсе, пушхирте хаяррăн тапăннă ăна;

(23) Çÿлхуçа курнă çакна, вĕсен ĕçĕ Ăна юрăхсăр пулнă, вара вĕсем Унăн çиллипе тĕп пулнă.

(24) Вĕсене Хăйĕн вут-çулăмĕпе пĕтерсе, вĕсен тĕлĕшĕнчен Вăл кĕтрет пултарнă.

(25) Вăл Аарон чапне ÿстернĕ, ăна еткер панă — малтан ĕлкĕрнĕ çĕр çимĕçне уйăрса панă:

(26) чи малтан вĕсене тăрантарма çимĕç хатĕрленĕ: вĕсем Çÿлхуçана кÿнĕ парнене те çиеççĕ — Вăл çакна Ааронпа унăн вăрлăхне пÿрнĕ;

(27) анчах унăн халăх çĕрĕнчен пай тухмалла мар, халăх хушшинче ун валли тÿпе çук: унăн тÿпи, унăн еткерĕ — Турă Хăй.

(28) Финеес та — Елеазар ывăлĕ — мухтавĕпе виççĕмĕш çын: вăл, Çÿлхуçаран хăраса, Уншăн çирĕп тăнă, халăх Турăран хăпнă чухне вăл хăй чунĕн тасалăхне çухатман, Израиль тĕлĕшĕнчен Çÿлхуçа кăмăлне çырлахтарнă;

(29) çавăнпа унпа килĕшÿ халалĕ хывнă: ăна сăваплисем умĕнче — хăй халăхĕ умĕнче — тăма, ăна тата унăн тăхăмне ĕмĕр-ĕмĕрех священник пулма халалланă.

(30) Давидпа — Иуда йăхĕнчи Иессей ывăлĕпе — хывнă халал тăрăх, патша тивĕçлĕхĕ ывăлтан ывăла куçса пынă пек, священник тивĕçлĕхĕ те Аарон йăхне юлса пынă.

(31) Турă халăхĕн ырăлăхĕ ан пĕттĕрччĕ, унăн мухтавĕ сыпăкран сыпăка пытăрччĕ тесе, ăна тÿррипе сут тумашкăн Турă вĕсен чĕрине ăслăлăх хывинччĕ.

46

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Иисус Навин вăрçăра паттăр пулнă, Моисей хыççăн вăл пророкла калаçнă.

(2) Израиле хăйĕн еткерлĕх çĕрне кĕртесшĕн тăшмансене, хирĕç тăракан тăшмансене, тавăрнă чухне вăл, хăйĕн ятне тивĕçлĕскер, Турă суйланă халăха çăлас тĕлĕшпе хăватлă çын пулнă.

(3) Аллине çĕкленĕ чухне, хĕçне хуласем çине тăснă чухне вăл еплерех мухтава тухнă!

(4) Унччен кам çавăн пек тĕреклĕ тăнă? Çÿлхуçа вăрçи унăн вăрçи пулнă.

(5) Ун алли хăвачĕпе хĕвел чарăнса тăманччĕ-и, пĕр кун икĕ кун пек тăсăлманччĕ-и?

(6) Хăй-не пур енчен те тăшман хĕснĕ чухне вăл Çÿлти Турра тархасланă та — аслă Çÿл-хуçа илтнĕ ăна:

(7) – (8) суя тĕнлисем унăн пĕтĕм кăралне пĕлччĕр тесе, вăл Çÿлхуçа умĕнче çапăçнине, вăл Пурне те Пултаракан ирĕкне тунине пĕлччĕр тесе, Вăл тăшманла халăх çине хăватлă вăйĕпе чул евĕрлĕ пăр çутарнă, хирĕç тăракансене ту тайлăмĕнче пĕтерсе пăрахнă.

(9) Моисей вăхăтĕнче те вăл Халевпа пĕрле — Иефонния ывăлĕпе — ырă ĕç тунă: пăлханакансене хирĕç тăнă, халăха çылăха кĕресрен чарнă, ÿпкевлĕ шăв-шава лăплантарнă.

(10) Халăха еткерлĕх çĕре — сĕтпе пыл юхса выртакан çĕре — илсе çитермешкĕн пуш-хирте çÿренĕ ултçĕр пин çынран вĕсем иккĕшĕ çеç çăлăнса юлнă.

(11) – (12) Çÿлхуçана итлесе пурăнни ырă иккенне Израиль ывăлĕсем пурте курччăр тесе, Çÿлхуçа Халева вăй-хăват панă, вăл мĕн ватăличченех тĕреклĕ пулнă, Çÿлхуçа ăна ту çине улăхма пÿрнĕ, унăн вăрлăхĕ еткерлĕх илнĕ.

(13) Тÿресем те çавăн пекех харпăр хăй ятне мухтава кăларнă, вĕсенĕн чĕри аташман, вĕсем Çÿлхуçаран пăрăнман — вĕсен асăмлăх ячĕсем пиллĕхлĕ пулччăр!

(14) Вĕсен шăмми-шакки вырăнĕ çеçкелĕх пултăр,

(15) вĕсен мухтавлă ячĕсем ывăлĕсене çитчĕр!

(16) Çÿлхуçа юратнă Самуил — Çÿлхуçа пророкĕ — патшалăх никĕсленĕ, хăйĕн халăхĕ валли, çу сĕрсе, патша суйласа лартнă;

(17) халăха вăл Çÿлхуçа саккунĕ тăрăх сут туса тăнă, ун урлă Çÿлхуçа Иакова кăмăлланă;

(18) ĕненес тĕлĕшпе вăл чăн пророк пулнă, ăна мĕн курăнни унăн сăмахĕнче тÿрре тухнă.

(19) Хăйне пур енчен те тăшманĕсем хĕстернĕ чухне вăл Пурне те Пултаракан Çÿлхуçана тархасланă, Ăна парнене çамрăк путек кÿнĕ —

(20) Çÿлхуçа вара тÿперен аслати авăттарнă, аслати кĕрленĕçемĕн Унăн сасси илтĕнсе тăнă,

(21) Тир çулпуçĕсене, Филисти хуçисене пурне те пĕтерсе тăкнă.

(22) Вăл ĕмĕрлĕх канăçа кĕричченех хăй çинчен Çÿлхуçа умĕнче, Унăн çу сĕрнĕ çынни умĕнче кÿнтелеме ыйтнă: «мана хирĕç кам кÿнтелетĕр — эпĕ никамран та пурлăх илмен, ура сырри те пулин илмен» тенĕ, ăна никамран та ÿпкев тивмен.

(23) Вăл, вилсессĕн те, малашне мĕн пуласси çинчен пророкла пĕлтернĕ, вăл патшана вилессине систернĕ, халăх йĕркесĕрлĕхĕ тĕп пуласса пĕлтерсе, çĕр айĕнчен сасă çитернĕ.

47

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(4) Ун хыçĕнчен Нафан — Давид вăхăтĕнчи пророк — çитнĕ.

(2) Израиль ывăлĕсем хушшинчен суйласа илнĕ Давид — канăçлăх парнинчен уйăрса илнĕ çу пек.

(3) Арăслансемпе вăл качака путеккипе вылянă пек вылянă, упасемпе сурăх путеккипе вылянă пек вылянă.

(4) – (5) Чулрав чулне чĕвве ярса, Голиаф мăнаçлăхне путарса, вăл çамрăк чухнех çав улăпа вĕлерсе халăх çинчен мăшкăла сирсе яман-и?

(6) Вăл Çÿлхуçа Турра тархасланă та — Турă унăн сылтăм аллине хăват панă: вара вăл вăрçăра паттăр тăракан çынна çĕнтернĕ, хăй халăхĕн мăйракине çĕкленĕ.

(7) Çавăнпа ăна вуншар-вуншар пин çын аслăланă, мухтав пуçкăшăлĕ пиллесе, Çÿлхуçана тав туса мухтанă ăна.

(8) Вăл таврари тăшмансене çĕмĕрсе тăкнă, тăшманла Филисти халăхне пăхăнтарнă — вĕсем халичченех мăйракине çĕклеймеççĕ.

(9) Вăл кашни ĕçне тумассерен Святоя мухтаса тав тунă;

(10) хăйне Пултаракана пĕтĕм чун-чĕререн юратса мухтав юрри юрланă.

(11) Парне вырăнĕ умне вăл псалом юрлакансене тăратнă, вĕсем хăйсен сассипе юрра илем кÿрсе тăнă.

(12) Уявсене вăл чаплăран чаплă ирттернĕ, Туррăн сăваплă ятне мухтамашкăн, кĕлĕ çуртĕнче иртенпех мухтав юрри юрламашкăн вăхăтне тĕп-тĕрĕс палăртса хунă.

(13) Çÿлхуçа унăн çылăхĕсене каçарнă, унăн мăйракине ĕмĕрлĕхе мухтава кăларнă, патшалăхне ĕмĕрлĕхе халалланă, ăна Израилĕн аслă пуканне пилленĕ.

(14) Давид хыççăн унăн ăсчах ывăлĕ çитнĕ, ашшĕн тивлечĕпе вăл питĕ вăйлă пурăннă.

(15) Соломон тăнăçлă вăхăтра патшара ларнă, ăна Турă, Хăй ятне Çурт ларттăр тесе, ĕмĕрлĕхе сăваплă вырăн хатĕрлетĕр тесе, пур енчен те канлĕх панă.

(16) Çамрăк чухнех эсĕ епле ăсчах пулнă, ăсу-тăну юханшыв пек тулли пулнă!

(17) Санăн ăслăлăху пĕтĕм çĕре çавăрса илнĕ, эсĕ ăна тĕлĕнмелле сăмах-юмахпа тултарнă;

(18) санăн яту инçетри утравсем таран сарăлнă, тăнăç пурăннăшăн юратнă сана;

(19) юррусенчен, юптару-ытарăшусенчен, эсĕ епле ăнлантарса панинчен çĕршывсем тĕлĕнсе тăнă.

(20) Израиль Турри тесе ят панă Çÿлхуçа Турă ячĕпе

(21) эсĕ, пăхăр пухнă пек, ылтăн пухнă, тăхлан пуçтарнă пек, кĕмĕл пуçтарнă.

(22) Анчах эсĕ пилĕкне хĕрарăмсем еннелле тайăлтарнă, ÿтÿпе вĕсен чури пулнă;

(23) эсĕ хăвăн чаплă ятна вараланă, хăвăн вăрлăхна ирсĕрлетсе, ачусем çине Турă çиллине кÿнĕ, санăн ăссăрлăху пирки вĕсем куççулĕ тăкнă — вара патшалăху икĕ пая уйăрăлса кайнă, Ефрем йăхĕнчен пăхăнман патшалăх пулса тăнă.

(24) Çавах Çÿлхуçа Хăй ырăлăхĕнчен хăвармасть, Вăл Хăй сăмах панине пăрахăçламасть, Хăй суйласа илнĕ çыннăн тăхăмне пĕтермест, Хăйне юратаканĕн вăрлăхне тĕп тумасть.

(25) Вăл Иаков йăхĕнчен вăрлăх хăварнă, унран Давид тымар янă.

(26) Соломон вара ашшĕсем патне кайса канăçнă,

(27) халăх валли вăл хăй вăрлăхĕнчен ăссăрлăх —

(28) катăк ăслă Ровоама — хăварнă, лешĕ хăй ĕçĕсемпе халăха хăйĕнчен пистернĕ.

(29) Кайран Иеровоам — Нават ывăлĕ — патшана ларнă, ку ĕнтĕ Израиле çылăха кĕртсе пĕтернĕ, Ефрема çылăх çулне кăтартнă.

(30) Вара вĕсен çылăхĕсем питех те йышланса çитнĕ, çавăнпа вĕсене хăйсен çĕршывĕнчен хăваласа кăларса янă;

(31) хăйсем патне тавăру çитичченех вĕсем кирек мĕнле усал ĕç тума та хăраман.

48

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Унтан Илия пророк вут-çулăм пек çитнĕ, унăн сăмахĕ çутă евĕр çунса тăнă.

(2) Вăл вĕсем çине выçлăх çитернĕ, Турăшăн çирĕп тăрса, вĕсен йышне чакарнă;

(3) Çÿлхуçа сăмахĕпе вăл тÿпене хупса лартнă, виçĕ хутчен вут-çулăм кăларнă.

(4) Илия, хăвăн кĕтретÿсемпе эсĕ мĕн тери чапа тухнă, мухтав тĕлĕшĕнчен кам санпа танлашайĕ!

(5) Вилнĕ çынна эсĕ вилĕмрен чĕртсе тăратнă, Çÿлти Турă сăмахĕпе ăна тамăкран кăларнă;

(6) эсĕ патшасене вилĕм кÿнĕ, чаплă çынсене выртакан вырăнĕ çинчех пĕтернĕ;

(7) Синай тăвĕ çинче эсĕ вĕсене питленине, Хорив тăвĕ çинче тавăру сучĕ çитессине илтнĕ;

(8) вĕсене тавăрмашкăн эсĕ çу сĕрсе патшасем лартнă, хăвăн вырăнна юлма пророксем суйланă;

(9) вут-çулăмлă çавраçил сана вутлă утсем кÿлнĕ урапапа тÿпене çĕклесе илсе кайнă;

(10) сан çинчен Турă çырăвĕнче çырнă: хăй вăхăтĕнче эсĕ Турă çилли тулса çитиччен ăна пусарма хатĕр пулăн, ашшĕ кăмăлне ывăлĕ енне çавăрăн, Иаков йăхне çĕнĕрен ура çине тăратăн, тенĕ.

(11) Сана курнисем, эсĕ юратнă çынсем телейлĕ — апла эпир те пурăнăç курăпăр.

(12) Илияна çавраçил çавăрса илсе кайнă, унăн хăватне Елисей илсе юлнă,

(13) пурăнан кунĕнче вăл пуçлăх умĕнче чĕтресе тăман, ăна никам та хăратайман;

(14) ăна нимĕн те çĕнтереймен, вилсессĕн те, унăн ÿчĕ пророкла пĕлтерсе тăнă.

(15) Вăл пурăннă чухне те кĕтретсем тунă, вилсессĕн те тĕлĕнмелле ĕçсем кăтартнă.

(16) Çапла пулин те халăх пĕрех ÿкĕнмен, хăй çĕрĕнчен тыткăна хăваласа кайса тĕнче талккăшĕпех салатса яриччен те çылăх тума пăрахман.

(17) Вара халăх сахаллансах юлнă, унтах Давид йăхĕнчен тухнă пуçлăх пулнă.

(18) Вĕсенчен хăшĕ-пĕри Турра юрăхлă ĕç тунă, хăшĕ çылăх ĕрчетсе пурăннă.

(19) Езекия хăйĕн хулине тĕреклĕлетнĕ, хула варрине шыв кĕртнĕ, чул сăрта тимĕрпе шăтарса тухса, шыв пухмалли-упрамалли вырăнсем туса хунă.

(20) Çав вăхăтра Сеннахирим вăрçă пуçланă, ун патне Рабсака янă, лешĕ Сион çине алă çĕкленĕ, мăнаçлăскер, питех те каппайланнă.

(21) Вара вĕсен алли те, чĕри те чĕтрене ернĕ, вĕсем ача çуратакан арăм пек асапланнă;

(22) аллисене çÿлелле çĕклесе, хĕрхенекен кăмăллă Çÿлхуçана тархасланă,

(23) Святой вĕсен кĕллине тÿперен часах илтнĕ, вĕсене Исаия аллипе çăлса хăварнă;

(24) Вăл Ассири çарне çапса салатнă, вĕсене Унăн Ангелĕ пĕтерсе тăкнă:

(25) Езекия Çÿлхуçана юрăхлă пурăннă, Давид çулĕнчен — хăй ашшĕ çулĕнчен — пăрăнман, вăл пуласлăха тĕрĕс куракан аслă Исаия пророк вĕрентнĕ пек пурăннă.

(26) Исаия кунĕсенче хĕвел каялла чакнă, патшана вăл кун-çул хушса панă.

(27) Хăйĕн хăватлă сывлăшĕпе вăл тахăçан пулассине курса тăнă, Сионра хуйхăрса пурăнакансене лăплантарнă;

(28) пулассине, никам пĕлменнине мĕн пуличченех пĕлтерсе тăнă.

49

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Халăх асĕнче Иосия — фимиам пек, мирă шăратаканĕ ăстайлăн тунă фимиам пек:

(2) кирек кам чĕлхи çине килсессĕн те унăн ячĕ пыл пек тутлă пулĕ, ĕçкĕ-çикĕре янăракан юрă-кĕвĕ пек кăмăллă пулĕ.

(3) Вăл халăха ăнăçлăн Турă енне çавăрнă, йĕркесĕр пурăнăçăн ирсĕрлĕхне пĕтернĕ;

(4) Турăран хăпас халăха тÿрĕ çулпа илсе кайнă, саккуна уяман çынсен вăхăтĕнче саккунсăрлăх йĕрĕнчĕкне кăкланă.

(5) Давидсăр, Езекиясăр, Иосиясăр пуçне пурте çылăха кĕрсе пĕтнĕ:

(6) пурте Çÿлти Турă саккунне пăрахнă; Иудея вара патшаран татăлнă,

(7) мĕншĕн тесен вĕсем хăйсен мăйракине ыттисене панă, хăйсен чапне ют халăха панă.

(8) Сăваплă хулана тĕппипе çунтарса янă, унăн урамĕсене çаратса тухнă — йăлтах Иеремия малтанах каласа хунă пек пулса иртнĕ.

(9) Турă ăна амăш варĕнче чухнех пророк пулма суйласа илнĕ, усала кăклама-пĕтерме-тĕптума тата сиплеме-тÿрлетме янă ăна, Израиль халăхĕ вара ăна мăшкăлланă, хурлăх кăтартнă.

(10) Турă Иезекииле Хăйĕн мухтавлăхне — херувимсен урапипе пыракан мухтавлăхне — кăтартнă;

(11) вăл тăшмансем çитессе çумăр сăнарĕ урлă систернĕ, пурăнăç çулне тÿрлетекенсене ырăлăх пулассине пĕлтернĕ.

(12) Вуникĕ пророк — вĕсен шăммисем выртакан вырăн чечекленсе лартăр! — Иакова лăплантарнă, вĕсене, шанчăк парса, хăтарса пынă.

(13) Зоровавеле пирĕн епле-рех мухтамалла-ши? Вăл — сылтăм алăри куçлă çĕрĕ пек;

(14) Иоседек ывăлĕ Иисус та çавăн евĕрлех: Çÿлхуçанăн ĕмĕрлĕх мухтавĕ ячĕпе вĕсем иккĕшĕ хăйсен пурăнăçĕнче Çурт туса лартнă, Унăн сăваплă Çуртне çĕнĕрен çĕкленĕ.

(15) Неемия та — халăх асĕнче, вăл пире ишĕлнĕ хÿмесене тăратса панă, хапхасемпе сăлăпсем лартса панă, пирĕн юхăнса выртакан çурт-йĕрсене сипленĕ.

(16) Турă пултарнисенчен çĕр çинче Еноха çитекенни никам та пулман: ăна çĕр çинчен тÿпене илнĕ;

(17) Иосиф пек çын та тĕнчере пулман: вăл — тăванĕсен пуçлăхĕ, халăх шанчăкĕ; унăн шăммисене те чыс кăтартнă.

(18) Этемсем хуш-шинче Симпа Сиф мухтава тухнă, анчах Турă пултарнă пурăнан чун хушшинче чи çÿлте тăраканни — Адам.

50

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

(1) Симон — Ония ывăлĕ, аслă священник — хăй пурăнăçĕнче Турă Çуртне юсаса лартнă, хăй кун-çулĕнче вăл ăна тĕреклĕлетнĕ;

(2) вăл унăн картишне çĕкленĕ, унăн карти валли çÿллĕ никĕс тутарнă;

(3) ун вăхăтĕнче чул касса шыв тытакан вырăн тунă, вăл тинĕс пек тем сарлакăш пулнă;

(4) халăхшăн тăрăшнă, ăна тапăнакансенчен хÿтĕленĕ, тăшман çавăрса илсессĕн сыхланма хулана çирĕплетнĕ.

(5) Сăваплăран Сăваплă пÿлĕмрен тухнă чухне халăх хушшинче вăл епле чаплăн курăнса тăнă!

(6) Вăл пĕлĕтсем хушшинчи шурăмпуç çăлтăрĕ пек, уяв кунĕнчи тулли уйăх пек пулнă;

(7) Çÿлти Турă Çурчĕ тĕлĕнче çутатса тăракан хĕвел пек, мăнаçлă пĕлĕтсем хушшинче çиçекен асамат кĕперĕ пек пулнă;

(8) çурхи кун сарăлса ларакан кĕлчечек пек, шыв хĕрринчи лили чечекĕ пек, çу кунĕнчи ливан турачĕ пек пулнă;

(9) тĕтĕркĕчри кăварпа латăн,

(10) хаклă йышши чулсемпе эрешленĕ, шăратса хывнă ылтăн савăт пек пулнă; иçырлаллă çу йывăçĕ пек, пĕлĕтсене перĕнекен кипарис пек пулнă.

(12) Вăл чаплă тумтирне тăхăнса, пĕтĕм хÿхĕм эрешĕпе капăрланса таса парне вырăнĕ патне пынă чухне сăваплă Çурт ăшчиккине çап-çутă çутатса тăнă.

(13) Парне вырăнĕн вут-çулăмĕ умĕнче тăрса парнелĕхе кÿнĕ пайсене священниксен аллинчен илнĕ чухне

(14) ун тавра пуçкăшăль пек çавăрса илнĕ тăванĕсем тăнă, вĕсем çинчи кедр хунавĕсем евĕрлĕ пулнă, ăна финик йывăçĕн турачĕсем пек хупăрланă;

(15) çавăнтах Ааронăн пур ывăлĕ те мĕнпур чапĕ халлĕн тăнă, пĕтĕм Израиль халăхĕ умĕнче вĕсем аллисенче Çÿлхуçана кÿрекен парне тытса тăнă.

(16) Парне вырăнĕ умĕнче кĕлĕ вĕçленнĕ чухне Пурне те Тытса Тăракан Çÿлти Турра парне кÿрес йĕркене чаплăн вĕçлемешкĕн

(17) вăл аллине парне савăчĕ енне тăснă та унта иçĕм çырли юнĕ янă, унăн ырă шăрши пĕтĕм тĕнчен Çÿлти Патшине кăмăллă пултăр тесе, ăна парне вырăнĕн никĕсĕ умне юхтарнă.

(18) Çÿлти Турра хăйсем çинчен аса илтермешкĕн Аарон ывăлĕсем хавассăн кăшкăра-кăшкăра илнĕ, шăратса-хывса тунă трупасем кăшкăртнă, янăравлă сасăсем илтĕнсе тăнă.

(19) Ĕнтĕ хăйсенĕн Çÿлхуçине, Пурне те Тытса Тăракана, Çÿлти Турра, пуççапмашкăн пĕтĕм халăх пĕр харăс çĕре ÿкнĕ;

(20) псалом юрлакансем вара Ана янăравлăн мухтанă; сăваплă Çурт талккăшĕпе ытарайми юрă хăватлăн янăранă,

(21) Çÿлхуçана мухтаса юрланă вăхăтра пĕтĕм халăх Ырăлăхлă Çÿлти Турра кĕлтуса тăнă, кĕлĕ пĕтичченех çапла тунă вĕсем.

(22) Вара халăха Çÿлхуçа пиллĕхне хăй чĕлхипе пĕлтермешкĕн, Унăн ячĕпе мухтанмашкăн Симон, хăй тăнă вырăнтан анса, Израиль ывăлĕсен пухăвĕ çинелле аллисене çĕклесе тăнă;

(23) Çÿлти Туррăн пиллĕхне илмешкĕн халăх тепĕр хут çĕре ÿксе пуççапнă.

(24) Халĕ те Турра тем тĕрлĕ мухтавлăр: Вăл пур çĕрте те хăватлă ĕçсем тăвать, пире хамăр çуралнăранпах кун-çул кăтартать, Хăйĕн ырă кăмăлĕпе пире ырă сунса пăхса усрать:

(25) Вăл пире чун хавасне патăр, пирĕн вăхăтра Израильре авалхи пек тăнăçлăх пултăр;

(26) пирĕншĕн яланах ырă кăмăллă пултăр, пире халĕ те сыхласа хăвартăр!

(27) Манăн чунăм икĕ халăхран йĕрĕнет, виççĕмĕшĕ халăх та мар:

(28) вĕсем — Сеир тăвĕ çинче ларакансем, филистимсем тата Сиким çĕрĕнче пурăнакан ăссăр халăх.

(29) Çак кĕнекери ăслăлăха, ăс-тăна вĕрентсе каланине эпĕ — Иисус, Сирах ывăлĕн Елеазарăн ывăлĕ, Иерусалим çынни — çыртăм, ăслăлăха чĕремрен çумăр çунă евĕр юхтартăм.

(30) Çапла вĕрентнине уяса пурăнаканĕ телейлĕ, ăна чĕрине хывакан вара ăсчах пулĕ;

(31) çапла пурăнакан çын пурне те пултарĕ, мĕншĕн тесессĕн Çÿлхуçаран хăрани — унăн çулĕ.

51

Тупмалли

  1  2  3  4  5  6  7  8  9  10  11  12  13  14  15  16  17  18  19  20  21  22  23  24  25  26  27  28  29  30  31  32  33  34  35  36  37  38  39  40  41  42  43  44  45  46  47  48  49  50  51

Сирах ывăлĕн Иисусăн кĕлли

(1) Эй Çÿлхуçа Патша, Сана аслăлам, Сана — Турра, Çăлаканăма — мухтавлам; Санăн ятна аслăлам:

(2) Эсĕ мана хÿтĕлерĕн, мана пулăшса пытăн,

(3) ÿтĕме пĕтесрен хăтартăн, элеклĕ чĕлхе танатинчен, суя сăмах саракан чĕлхе-çăвартан упрарăн; хама тапăнакансене хирĕç тăнă чухне мана пулăшаканĕ пултăн,

(4) питех те ырă кăмăллă пулнăран тата Хăвăн аслă ятушăн — Эсĕ мана хыпса çăтасла шатăртаттаракан шăлсенчен хăтартăн,

(5) манăн чунăма шыракансенчен, хама пусса тăракан йывăр хурлăхран,

(6) йĕри-тавра çунакан вут-çулăмра антăхасран хăтартăн, çулăм ăшĕнче çунма памарăн,

(7) тамăк тĕпĕнчен туртса кăлартăн, таса мар чĕлхерен, суя сăмахран, усал чĕлхе ман çинчен элеклесрен упрарăн.

(8) Ĕнтĕ чунăм пĕтес патнех çитнĕччĕ,

(9) кун-çулăм çĕр тĕпĕнчи тамăк патнех çывăхарнăччĕ:

(10) мана пур енчен те хупăрласа илнĕччĕ, пулăшаканĕ пулмарĕ; çынсем хушшинче куçăмпа хута кĕрекене шырарăм — тупăнмарĕ.

(11) Эй Çÿлхуçа, вара Санăн ырă кăмăлна, мĕн ĕмĕртенпе кăтартса тăракан ырă ĕçÿсене аса илтĕм:

(12) Эсĕ Хăвна шанакансене çăлса тăнине, вĕсене тăшман аллинчен хăтарса тăнине аса кÿтĕм.

(13) Вара çĕр çинчен Çÿлти Турра кĕлтурăм, вилĕмрен çăлтăрччĕ тесе тархасларăм:

(14) мăнаçлă çынсем тапăннă чухне пулăшу çуккине курса, хĕн-асаплă кунсенче мана ан пăрахсамччĕ тесе Çÿлхуçана, Çÿлхуçамăн Ашшĕне тархасларăм.

(15) Санăн ятна вĕçĕмсĕр мухтаса тăрам, мухтав юрри юрласа аслăлам: Эсĕ манăн кĕллĕме илтрĕн:

(16) Эсĕ мана вилĕмрен хăтартăн, усал саманаран çăлса хăвартăн.

(17) Çавăнпа эпĕ Сана аслăласа, мухтаса тăрам, Çÿлхуçа ятне мухтавлам.

(18) Яш чухнех, çул çÿреме кайичченех, хамăн кĕллĕмре уççăнах ăслăлăх шыраттăм:

(19) – (20) Турă Çурчĕ умĕнче ăслăлăх ыйтса кĕлтăваттăм, ĕнтĕ хам виличченех çавна шырăп; ăслăлăх пиçсе ларакан иçĕм çырли пек тулса çитсессĕн, чĕрем савăнчĕ-хĕпĕртерĕ; ман урасем тÿрĕ çулпа çÿрерĕç, мĕн çамрăкранпах эпĕ ăслăлăх йĕрĕпе пытăм.

(21) Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн ăна хăлхана чиксе пыраттăм, ăша хываттăм, унра хам валли нумай ăс тупаттăм:

(22) çав тĕлĕшпе эпĕ ăнăçуллă пултăм.

(23) Хама ăслăлăх Паракана мухтав кÿрем.

(24) Эпĕ ăслăлăх хыççăн çÿреме шутларăм, ырришĕн çирĕп тăтăм — намăсланассăм çук.

(25) Манăн чунăм уншăн тимлесех ĕçлерĕ, эпĕ саккуна тĕрĕс тытса пытăм;

(26) аллăмсене çÿлелле тăсаттăм, эпĕ унăн унччен пĕлмен тарăнăшне пĕлейрĕм.

(27) Чунăма ун енне тытрăм, çапла тасалса, ăслăлăх патне çитрĕм;

(28) чĕреме малтанласах ăна парăнтартăм, çавăнпа та ăслăлăх мана пăрахмĕ.

(29) Ăшăм-чиккĕм ăна шырасшăн çунчĕ, çавăнпа эпĕ ырă тивлет тупрăм.

(30) Çакăншăн Турă мана чĕлхе парнелерĕ, ĕнтĕ унпала Турра мухтавлăп.

(31) Эй вĕренменнисем, ман патăма çывăхарăр, вĕрентÿ çуртне кĕрсе вырăнаçăр:

(32) сире вĕренни кирлĕ, чунăр çавăншăн çунать.

(33) Чĕлхе-çăварăма уçам та çапла калам сире: ăслăлăха кĕмĕлсĕрех туянăр;

(34) ĕнсĕре унăн çĕклемĕ айне тайăлтарăр — чунăр вăл вĕрентнине хапăллатăр; ăна çывăхрах тупма пулать.

(35) Хăвăр куçăрпа хăвăрах куратăр: нумай та вăй хумарăм — епле пысăк канăçлăх тупрăм.

(36) Нумай кĕмĕл парса вĕренес пулсассăн та вĕренĕр, вара эсир нумай ылтăн тупатăр.

(37) Чунăр Турă ырăлăхĕшĕн савăнтăр, Турра мухтама ан вăтанăр; Вăл вара сире тивĕçлине хăй вăхăтĕнче

(38) хăвăр ĕçĕре вăраха ямасăр туса пырăр, парса тăрĕ.

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Сирах” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.