
Петĕр Хусанкай Хусанта тата Мускавра вĕреннĕ. Национализмшăн айăпласа арестленĕ литератора тĕнче вăрçи тухса кайнă çул ирĕке кăларнă. Çыравçă чăвашла литературăшăн поэзин мĕн пур жанрĕпе ĕçлесе пуян эткерлĕх хăварнă. Тĕплĕнрех →
Сăпка юрри
Сĕм вăрманĕ каш та каш,
Сулхăн çилĕ ваш та ваш.
Эс ан çуйăх, ан çухраш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Урупа ан тапкалаш,
Аллупа ан çапкалаш,
Аннÿпе эс ан тавлаш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Ăшă çумăр чаш та чаш,
Ÿс, калчам, çĕклен эс яш,
Çÿлерен çÿле кармаш,
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!
Юлташпа эс пул юлташ,
Усалпа эс ан паллаш,
Тăшманпа ан пул йăваш,
Çывăр, Аптраман тавраш!
Вырăспа та тăванлаш,
Тутарпа та эс туслаш,
Пурте пирĕн хурăнташ.
Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш.
Малалла утсан — малаш,
Каялла юлсан — каяш,
Чăн çултан эс ан аташ,
Çывăр, Аптраман тавраш!
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн
VulaCV.com
2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.
– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ
Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:
- Христос Турă Шыва Кĕнĕ Кун Вĕрентсе Калани
- Раштав Уйăхин 26-мĕш Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
- Христос Çуралнă Кун Вĕрентсе Калани
↓ ↓ ↓
Малаллийĕ