Эпĕ куллен пурăнан ĕненÿ: январĕн 1-мĕшĕ

Кунсерен ирхине вуламалли кĕнеке

VulaCV валли ятарлă оригиналлă авторла публикаци  

Эпĕ сире ярса панă материалсем сăнавлă çеç. Апла пулин те публикацилеме хирĕçлеместĕп. Вĕсем сăнавлă пулнине палăртмалла анчах тесе шутлатăп. Манăн авторлăха псевдонимпа палăртсан аван пулĕччĕ. Манăн псевдоним ак  çак пултăр: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ.
Сире кунсерен ирхине вуламалли кĕнекен пĕрремĕш кунне ярса паратăп. Хакласа парăр, тархасшăн. Çав кĕнекине, май пур таран, çырса пырас тетĕп.

— Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ


„Эпĕ утакан сукмака çутатакан çутă
Санăн сăмаху манăн урана çутă кăтартать, манăн сукмака çутатать.“
—Пс. 118:105

Ăшăхлăхлă е чуллă юханшыв тăрăх ишсе пынă чух карапçăна ертсе пыраканни кирлĕ пекех пире те пурăнан пурнăçра ертсе пыраканни кирлĕ. Çак ертсе пыракана ăçта тупас? Вăл — Библи, Туррăн Сăмахĕ.

Турă пире Хăйĕн Сăмахне панă. Унăн Сăмахĕ — пирĕн урине çутă кăтартать, пирĕн сукмака çутатать. Пирĕн пурăнăç пур енчен те ăнăçлă пуласси Библи мĕн вĕрентнине пăхăннинчен килет.

Библи — тĕрĕссипе тĕрĕсмарлăха, çылăхпа сăваплăха палăртаканни. Унта çырса хăварнă Туррăн саккунĕсене хамăр пурнăçра пурнăçласа пырсан кăна эпир çылăха кĕмĕпĕр. Библи — чăнлăх çулĕн картти. Çак карттăна пĕлекенсем хăйсен пурнăçĕнчи тивĕçне, вăл кирек мĕнле пулсан та, пĕр иккĕленмесĕр пурнăçлама пултарайĕç.

Турă Сăмахне ĕненме пăрахсан çын управçăсăр та ертӳçĕсĕр тăрса юлать. Çамрăксем Турăпа ĕмĕрлĕх пурнăçран пăрăнса каяççĕ.
Хальхи тĕнчере усал тăвасси питĕ сарăлнин сăлтавĕ — Библине ĕненменни. Çынсем, Турă Сăмахне йышăнмаççĕ пулсан, хăйсен чĕринчи усал туртăмсене чарма пултаракан вăй-хăвата йышанмаççĕ.

Эпир Турă Сăмахне хамăрăн канашçă (хамăра ăс параканни) тусан, ăна чăнлăха пĕлмешкĕн тĕпчесен, «Санăн сăмахусем пĕлтерни юмарт çынсене çутăлтарать, ăса кĕртет» (Пс.118:130) тени пирĕн пурнăçра пурнăçланайĕ.
Турă Сăмахĕ — çутă та чăнлăх. Вăл Туррăн хулине çитмелли çул çинче кашни утăмрах ертсе пыма пултарать.


Copyright © 2017 VulaCV: Хĕвелтухăç Ăмăрткайăкĕ. Автор хăйĕн прависене хÿтĕленĕ.