Иоанн çырнă Евангели


Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

Иоанн çырнă Евангели

Ин 1

(1) Чăн малтан Сăмах пулнă, Сăмах Турăпа пулнă, Сăмах Хăй Турă пулнă.

(2) Вăл чăн малтанах Турăпа пулнă.

(3) Мĕн пулни пĕтĕмпех Ун урлă пулнă, мĕн пултарăнни нимĕн те Унсăр пулман.

(4) Унра чĕрĕлĕх пулнă, çав чĕрĕлĕх çынсемшĕн çутă пулнă.

(5) Çутă сĕмлĕхре çутатать, сĕмлĕх ăна хупласа илеймен.

(6) Турă янă Иоанн ятлă çын пулнă.

(7) Хăй урлă Çутта пурте ĕненччĕр тесе, вăл Çутă çинчен каласа пĕлтерме килнĕ.

(8) Вăл хăй Çутă пулман, ăна Çутă çинчен каласа пĕлтерме янă пулнă.

(9) Тĕнчене килекен кашни çыннах çутатакан чăн-чăн Çутă пулнă.

(10) Вăл тĕнчере пулнă, тĕнче Ун урлă пулнă, тĕнче Ăна пĕлеймен,

(11) Вăл хăйĕннисем патне килнĕ, анчах хăйĕннисем Ăна йышăнман.

(12) Хăйне йышăннисене, Хăйне ĕненекенсене Вăл Турă ачисем пулма ирĕк панă;

(13) вĕсем юнран та мар, ÿтрен те мар, арçынран та мар, Турă урлă пулнă.

(14) Сăмах ÿтленчĕ те тивлетпе, чăнлăхпа тулли халлĕн пирĕн хушшăмăрта пурăнчĕ; эпир Унăн мухтавне, Атте Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлне тивĕçлĕ мухтава, куртăмăр.

(15) Ун çинчен Иоанн пĕлтерет, хыттăн çапла калать: эпĕ: «Ман хыççăн Килекенни манран мала тухрĕ, мĕншĕн тесессĕн Вăл манран малтанах пулнă» тенĕччĕ. Ку — Çакă ĕнтĕ, тет.

(16) Унăн тулли тивлетне пула эпир пурсăмăр та ырăлăх çине ырăлăх илтĕмĕр;

(17) саккуна Моисей урлă панă, тивлетпе чăнлăх вара Иисус Христос урлă килнĕ.

(18) Турра никам та нихăçан та курман; Ун çинчен Ашшĕпе пĕрлĕхлĕ пĕртен-пĕр Ывăлĕ пĕлтерчĕ.

(19) Акă Иоанн каласа кăтартни: иудейсем Иерусалимран священниксемпе левитсем ярса Иоанран: эсĕ кам? тесе ыйтсассăн,

(20) вăл тÿррĕнех, пĕр пытармасăр калать: эпĕ Христос мар, тет.

(21) Унран тата: эсĕ кам эппин? Илия-и? тесе ыйтнă. Вăл: эпĕ Илия мар, тенĕ. Пророк-и? Вăл: пророк та мар, тенĕ.

(22) Вара каланă ăна: апла кам эсĕ? хамăра яракансене каласа кăтартмашкăн эсĕ ху çинчен мĕн калăн пире? тенĕ.

(23) Вăл каланă: Исаия пророк каланă пек, эпĕ — пушхирте «Çÿлхуçамăр валли çула тÿрлетĕр» тесе чĕнекенĕн сасси, тенĕ.

(24) Ыйтма пынисем фарисейсем пулнă;

(25) вĕсем унран тата ыйтнă: эсĕ Христос та мар, Илия та мар, пророк та мар пулсан мĕншĕн шыва кĕртетĕн? тенĕ.

(26) Иоанн вĕсене çапла хуравласа каланă: эпĕ шывпа тĕне кĕртетĕп; анчах сирĕн хушшăрта Пĕри пур, эсир Ăна пĕлместĕр:

(27) ман хыççăн Килекенни шăпах Çавă, анчах Вăл манран мала тухрĕ: эпĕ Унăн ури сыррин чĕнне салтма та тивĕçлĕ мар, тенĕ.

(28) Çакă Иордан леш енче Вифаварта, Иоанн шыва кĕртекен çĕрте, пулса иртнĕ.

(29) Тепĕр кунне Иоанн хăй патне Иисус пынине курать те çапла калать: акă тĕнче çылăхне Хăй çине илекен Турă Путекки,

(30) эпĕ Ун çинчен: «ман хыçран Килекен Ар манран мала тухрĕ, Вăл манран малтанах пулнă» тенĕччĕ, Ку — Çакă ĕнтĕ;

(31) эпĕ Ăна пĕлместĕмччĕ, анчах Израиль Ăна пĕлтĕр тесе, эпĕ шывпа тĕне кĕртме килтĕм, тенĕ.

(32) Иоанн хăйĕн сăмахне çирĕплетсе: эпĕ Таса Сывлăш çÿлтен кăвакарчăн пек курăнса анса Ун çинче тăнине куртăм;

(33) эпĕ Ăна пĕлместĕмччĕ; анчах та мана шывпа тĕне кĕртме Яраканĕ каларĕ: «Кам çине Таса Сывлăш аннине, Ун çинчех тăнине курăн, Таса Сывлăшпа тĕне кĕртекенĕ Çавă пулĕ» терĕ.

(34) Эпĕ çакна куртăм, çирĕплетсе калатăп: Вăл — Турă Ывăлĕ, тенĕ.

(35) Тепĕр кунне Иоанн каллех çавăнта хăйĕн икĕ вĕренекенĕпе пĕрле тăнă;

(36) Иисус пынине курсассăн вăл: акă Турă Путекки, тенĕ.

(37) Çак сăмахсене илтсен вĕренекенĕсем иккĕшĕ те Иисус хыççăн кайнă.

(38) Иисус каялла çаврăнса пăхнă та вĕсем Хăй хыçĕнчен пынине курса каланă: мĕн кирлĕ сире? тенĕ. Вĕсем Ăна каланă: Равви? (ку вăл Вĕрентекен тени пулать) , Эсĕ ăçта пурăнатăн? тенĕ.

(39) Вăл вĕсене çапла калать: атьăр, куратăр, тет. Вĕсем кайнă та Вăл ăçта пурăннине курнă; вара çав куна Ун патĕнчех ирттернĕ. Вуннăмĕш сехет тĕлĕ пулнă.

(40) Иоанран Иисус çинчен илтсе Ун хыççăн кайнă икĕ вĕренекенрен пĕри Симон-Петр шăллĕ Андрей пулнă.

(41) Вăл тÿрех хăйĕн пиччĕшне Симона шыраса тупать те калать ăна: эпир Мессийăна (ку вăл Христос тени пулать) тупрăмăр, тет.

(42) Ăна вара Иисус патне илсе пынă. Иисус ун çине пăхса илнĕ те каланă: эсĕ — Иона ывăлĕ Симон; эсĕ Кифа ятлă пулăн, тенĕ. (Кифа тени Петр — Чул — тени пулать.)

(43) Тепĕр кунне Иисус Галилейăна кайма шухăш тытнă; Вăл Филипа тĕл пулать те ăна: Ман хыççăн пыр, тет.

(44) Филипп вăл, Андрейпе Петр пек, Вифсаида хули çынни пулнă.

(45) Филипп вара Нафанаила тĕл пулать те калать ăна: эпир Моисей саккунĕнче тата пророксен сăмахĕнче Кам çинчен каланă, Çавна — Иисуса, Назаретри Иосиф Ывăлне — тупрăмăр, тет.

(46) Анчах та Нафанаил каланă ăна: Назаретран мĕн ырри пулма пултартăр? тенĕ. Филипп ăна: кайса пăх эппин, тет.

(47) Хăй патне Нафанаил пынине курсассăн Иисус ун çинчен çапла калать: акă чăн-чăн Израиль çынни, унра чеелĕх çук, тет.

(48) Нафанаил калать Ăна: Эсĕ мана ăçтан пĕлетĕн? тет. Иисус ăна çапла хуравласа каланă: хăвна Филипп чĕничченех, эсĕ смоква йывăçĕ айĕнче чухнех, куртăм Эпĕ сана, тенĕ.

(49) Нафанаил вара Ăна: Равви?! Эсĕ — Турă Ывăлĕ, Эсĕ — Израиль Патши, тенĕ.

(50) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: «Эпĕ сана смоква йывăçĕ айĕнче куртăм» терĕм те — эсĕ çавăнпа ĕненетĕн; унтан та ытларах курăн-ха, тенĕ.

(51) Тата калать ăна: чăн-чăнах калатăп сире: паянтан вара тÿпе уçăлнине, Турă ангелĕсем Этем Ывăлĕ патне хăпарса та анса çÿренине курăр, тет.

Ин 2

(1) Виççĕмĕш кунне Галилейăри Кана хулинче туй пулнă, унта Иисусăн Амăшĕ те пулнă.

(2) Çав туя Иисуса та, Унăн вĕренекенĕсене те чĕннĕ.

(3) Эрех çитмен те, Амăшĕ Иисуса калать: вĕсенĕн эрех çук, тет.

(4) Иисус калать Ăна: эй Анне, Санпа Манăн мĕн ĕç пур унта? Манăн вăхăтăм çитмен-ха, тет.

(5) Амăшĕ тарçăсене каланă: Вăл сире мĕн калĕ, эсир çавна тăвăр, тенĕ.

(6) Иудейсен тасалмалли йăлипе, çавăнта шыв валли икшер-виçшер виçе кĕрекен ултă чул савăт ларнă.

(7) Иисус тарçăсене: савăтсене шыв тултарăр-ха, тет. Лешĕсем туллиех тултарнă.

(8) Вăл вара калать вĕсене: ĕнтĕ ăсăр та туй пуçне леçсе парăр, тет. Лешĕсем леçсе панă.

(9) Туй пуçĕ шывран пулнă эрехе астивсе пăхнă та (вăл çав эрехе ăçтан илнине пĕлмен, çакна шыв ăсакан тарçăсем анчах пĕлнĕ) , кĕрÿ каччăна чĕнсе илсе,

(10) ăна çапла калать: кирек кам та малтан лайăх эрехне парать, кайран, ĕçсе çитсен, япăхраххине парать; эсĕ вара лайăх эрехне халиччен кăлармасăр тăнă, тет.

(11) Çапла Иисус хăватлă ĕçсем тума Галилейăри Кана хулинче пуçланă, унта Хăйĕн аслăлăхне кăтартнă; вара вĕренекенĕсем ĕненнĕ Ăна.

(12) Çавăн хыççăн Вăл Хăй те, Унăн Амăшĕ те, тăванĕсем те, вĕренекенĕсем те Капернаума кайнă, унта темиçе кун пурăннă.

(13) Иудейсенĕн Пасха уявĕ çывăхарса килнĕ, Иисус Иерусалима пынă,

(14) Вăл унта Турă Çуртĕнче вăкăрсем, сурăхсем, кăвакарчăнсем сутнине, укçа улăштаракансем ларнине курнă.

(15) Вара кантраран пушă тунă та пурне те вăкăрĕ-сурăхĕ-мĕнĕпех Турă Çуртĕнчен хăваласа кăларнă; укçа улăштаракансенĕн укçисене сапаласа янă, вĕсенĕн сĕтелĕсене тÿнтере-тÿнтере янă;

(16) кăвакарчăн сутакансене çапла каланă: йăлтах илсе кайăр кунтан, Ман Аттемĕн Çуртне суту-илÿ çурчĕ ан тăвăр, тенĕ.

(17) Çавăн чухне Унăн вĕренекенĕсем «Санăн Çуртушăн çунни типĕтсе ячĕ Мана» тесе çырнине аса илнĕ.

(18) Çавна курса иудейсем Ăна каланă: çапла тума ирĕкÿ пуррине мĕнле паллă кăтартса пĕлтерĕн Эсĕ пире? тенĕ.

(19) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: çак Турă Çуртне аркатăр, Эпĕ ăна виçĕ кун хушшинче çĕнĕрен туса лартăп, тенĕ.

(20) Иудейсем çавна хирĕç каланă: ку Турă Çуртне хĕрĕх ултă çул тунă, Эсĕ ăна виçĕ кунрах туса лартăн-и? тенĕ.

(21) Турă Çурчĕ тесе Вăл Хăйĕн ÿт-пĕвне каланă пулнă.

(22) Иисус вилĕмрен чĕрĕлсе тăрсан, вĕренекенĕсем Вăл çакна каланине аса илнĕ те Çырăва та, Иисус каланă сăмаха та ĕненнĕ вара.

(23) Иерусалимра Пасха уявĕнче пулнă чухне Вăл нумай хăват тунă, çакна курса чылайăшĕ ĕненнĕ Ăна.

(24) Анчах Иисус Хăй вĕсене шанман: Вăл вĕсене пурне те пĕлнĕ,

(25) Ăна çын çинчен каласа кăтартни кирлĕ пулман: çын ăшĕнче мĕн пуррине Вăл Хăй пĕлсе тăнă.

Ин 3

(1) Фарисейсем хушшинче иудейсенĕн Никодим ятлă пĕр пуçлăх пулнă;

(2) вăл çĕрле Иисус патне пынă та каланă Ăна: Равви?! Эсĕ — Турă патĕнчен килнĕ Вĕрентекен, эпир ăна пĕлетпĕр: Турăпа пĕрле пулмасан, Эсĕ тăвакан хăватсене никам та тăваяс çук, тенĕ.

(3) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: чăн-чăнах калатăп сана: çÿлтен çуралманни Турă Патшалăхне кураймĕ, тенĕ.

(4) Никодим калать Ăна: пĕр ватăлсан çын епле çуралма пултарĕ? вăл тепĕр хут амăшĕн варне кĕрсе çуралма пултарайĕ-и вара? тенĕ.

(5) Иисус хуравласа каланă: чăн-чăнах калатăп сана: шывран, Сывлăшран çуралманни Турă Патшалăхне кĕреймĕ:

(6) ÿтрен çурални — ÿтех, Сывлăшран çурални — сывлăш.

(7) Эпĕ хăвна мĕн каланинчен ан тĕлĕн эсĕ: сирĕн çÿлтен çуралмалла.

(8) Çил ăçта вĕрес тет, çавăнта вĕрет, унăн сассине те илтетĕн, анчах вăл ăçтан килнине, ăçталла кайнине пĕлместĕн: Сывлăшран çуралакан кирек хăш çынпа та çапла пулать, тенĕ.

(9) Никодим Ăна çапла хуравласа каланă: ку мĕнле пулма пултарать-ха? тенĕ.

(10) Иисус ăна хуравласа каланă: эсĕ — Израиль вĕрентекенĕ-çке, мĕнле-ха çакна пĕлместĕн?

(11) Чăн-чăнах калатăп сана: эпир мĕн пĕлнине калатпăр, мĕн курнине çирĕплетсе пĕлтеретпĕр, эсир çапах та эпир каласа кăтартнине йышăнмастăр.

(12) Эпĕ сире çĕр çинчи пирки каланине ĕненместĕр пулсан, тÿпери пирки каланине епле ĕненĕр эсир?

(13) Тÿперен аннă çÿлти Этем Ывăлĕсĕр пуçне тÿпене никам та хăпарман.

(14) –

(15) Ăна ĕненекенсем пĕри те ан пĕтчĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тесе, Моисей пушхирте çĕлене çĕкленĕ пек, Этем Ывăлĕн те çĕкленмелле.

(16) Тĕнчене питĕ юратнăран Турă Хăйĕн пĕртен-пĕр Ывăлне панă — Ăна ĕненекенсем пĕри те ан пĕтчĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулччăр тенĕ.

(17) Турă Хăйĕн Ывăлне çĕр çине тĕнчене сут тумашкăн яман, Ун урлă тĕнче çăлăнтăр тесе янă.

(18) Ăна ĕненекен айăплă пулмĕ, Ăна ĕненменни айăпа юлнă ĕнтĕ, мĕншĕн тесессĕн вăл Туррăн пĕртен-пĕр Ывăлне ĕненмен.

(19) Сут çакă ĕнтĕ вăл: тĕнчене çутă килчĕ, анчах çынсем çутăран ытларах сĕмлĕхе юратрĕç, мĕншĕн тесессĕн вĕсен ĕçĕсем усалччĕ.

(20) Усал ĕç тăвакан кирек кам та çутта юратмасть; хăйĕн ĕçĕсем ан курăнччăр тесе, вăл çутă патне пымасть, мĕншĕн тесессĕн унăн ĕçĕсем усал.

(21) Ĕçе тĕрĕс тăвакан, хăйĕн ĕçĕсем курăнччăр тесе, çутă патне пырать, мĕншĕн тесессĕн вĕсене вăл Турра юрăхлă тунă, тенĕ.

(22) Çавăн хыççăн Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Иудея çĕрне пынă; унта Вăл вĕсемпе пĕрле пĕр хушă çынсене шыва кĕртсе пурăннă.

(23) Иоанн та Салим çывăхĕнчи Енонра шыва кĕртнĕ: унта шыв нумай пулнă — çынсем çавăнта пыра-пыра шыва кĕнĕ;

(24) вăл вăхăтра Иоана тĕрмене хупман пулнă-ха.

(25) Çавăн чухне Иоанн вĕренекенĕсемпе иудейсем хушшинче тасалмалли йĕрке пирки тавлашу тухнă.

(26) Вĕренекенĕсем вара Иоанн патне пынă та каланă: равви?! Иордан леш енче санпа пĕрле Пулнăскерĕ, — эсĕ Ун çинчен хăвах çирĕплетсе каланăччĕ, — акă Çавă шыва кĕртет, пурте Ун патне çÿреççĕ, тенĕ.

(27) Иоанн çапла хуравласа каланă: çÿлтен памасăр çын нимĕн те тума пултараймасть.

(28) Эпĕ хам çинчен: «эпĕ Христос мар, мана Ун умĕнчен янă» тенине эсир хăвăрах çирĕплетсе пама пултаратăр.

(29) Хĕр çураçнă çын кĕрÿ пулать; ăна итлесе тăракан юлташĕ, кĕрÿ сассине илтсе, савăнса-хĕпĕртесе тăрать: мана çав тулли савăнăç çитрĕ ĕнтĕ.

(30) Унăн асла тухмалла, манăн кĕçĕне юлмалла.

(31) Çÿлтен Килекенни пуринчен те аслă; çĕр çинче çурални — çĕр çинчиех, калаçасса та вăл çĕр çинчи пек калаçать; тÿперен Килекенни пуринчен те аслă.

(32) Вăл Хăй курнине-илтнине каласа кăтартать, анчах Вăл каласа кăтартнине никам та йышăнмасть.

(33) Вăл каласа кăтартнине йышăнакан вара Турă сăмахĕ чăннине çирĕплетет.

(34) Турă Янăскерĕ Турă сăмахĕсене калать, мĕншĕн тесессĕн Турă Хăйĕн Сывлăшне виçесĕр парать.

(35) Ашшĕ Ывăлне юратать, Вăл пурне те Унăн аллине панă.

(36) Ывăлне ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать; Турă Ывăлне ĕненмен çын пурăнăç кураяс çук, ун çинче Турă çилли тăрать, тенĕ.

Ин 4

(1) –

(2) Иисус вĕренекенĕсен йышĕ хушăнсах пырать, Вăл Иоанран та ытла шыва кĕртет текен хыпар фарисейсем патне те çитнĕ

(шыва кĕртессе вара Иисус Хăй мар, вĕренекенĕсем шыва кĕртнĕ) ,

(3) çакăн çинчен пĕлсен Иисус Иудейăран каллех Галилейăна кайнă.

(4) Унăн Самари урлă каймалла пулнă.

(5) Çапла Вăл Самарири Сихарь теекен хулана çитет: çав хула Иаков хăйĕн ывăлне Иосифа панă çĕр çывăхĕнчех пулнă.

(6) Унта Иаков пусси пулнă. Çул çинче ывăннăскер, Иисус çав пусă патне ларнă. Ун чухне улттăмĕш сехет тĕлĕ пулнă.

(7) Пĕр Самари хĕрарăмĕ шыв ăсма пырать. Иисус ăна: Мана шыв ĕçтерсемччĕ, тет.

(8) Унăн вĕренекенĕсем хулана апат-çимĕç илме кайнă пулнă.

(9) Самари хĕрарăмĕ калать Ăна: Эсĕ, Иудея çынни, мĕнле-ха манран, Самари хĕрарăмĕнчен, ĕçме ыйтатăн? Иудея çыннисем Самари çыннисемпе хутшăнмаççĕ, тет.

(10) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: эсĕ Турă ырăлăхне пĕлес пулсан тата хăвна «Мана шыв ĕçтерсемччĕ» теекенĕ Кам пулнине пĕлес пулсан, ху Унран ыйтăттăн, Вăл сана чĕрĕлĕх шывĕ парĕччĕ, тенĕ.

(11) Хĕрарăм калать Ăна: хуçамăм! санăн мĕнпе ăсмалли те çук, пусси те тарăн — Санăн ăçтан чĕрĕлĕх шывĕ пулма пултартăр?

(12) Е Эсĕ пире çак пусса алтса парса хăварнă Иаков аттемĕртен те аслăрах-и? Вăл хăй те, унăн ачисем те, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те çак пусăран ĕçсе пурăннă, тет.

(13) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: çак шыва ĕçекенĕн кирек камăн та татах ĕçесси килет;

(14) Эпĕ парас шыва ĕçекенĕн вара ĕмĕрне те ĕçесси килмĕ; Эпĕ парас шыв унăн ăшĕнче ĕмĕрлĕх пурăнăçалла юхакан шывăн çăлĕ пулса тăрĕ, тенĕ.

(15) Хĕрарăм калать Ăна: хуçамăм! мана çав шыва парсамччĕ — манăн ĕçессĕм ан килтĕрччĕ, çакăнта шыв ăсма та килмелле ан пултăрччĕ, тет.

(16) Иисус калать ăна: кай та упăшкуна чĕнсе кил кунта, тет.

(17) Хĕрарăм Ăна çапла хуравласа каланă: манăн упăшкам çук, тенĕ. Иисус калать ăна: «упăшкам çук» тесе эсĕ тĕрĕс каларăн;

(18) санăн пилĕк упăшка пулнă, халĕ пĕрле пурăнаканни упăшку мар; эсĕ çакна тĕрĕс каларăн, тет.

(19) Хĕрарăм калать Ăна: эй хуçамăм! куратăп ĕнтĕ: Эсĕ — пророк.

(20) Пирĕн аттемĕрсем Турра çак ту çинче пуççапнă; эсир вара пуççапмалли вырăн Иерусалимра тетĕр, тет.

(21) Иисус калать ăна: ĕнен Мана, вăхăт çитсе пырать ĕнтĕ — ун чухне эсир Аттене пуççапăр, анчах çак ту çинче те мар, Иерусалимра та мар.

(22) Эсир хăвăр мĕне пуççапнине пĕлместĕр; эпир хамăр мĕне пуççапнине пĕлетпĕр: çăлăнăç иудейсенчен килмелле.

(23) Вăхăт çитĕ, çитрĕ те ĕнтĕ, тĕрĕс пуççапакансем Аттене сывлăшпа, чăнлăхпа пуççапĕç: Атте Хăйне çавăн пек пуççапакансене шырать.

(24) Турă Вăл — Сывлăш, пуççапакансен те, Чăнлăх Сывлăшĕ вĕрентнĕ пек, чăнлăхпа пуççапмалла, тет.

(25) Хĕрарăм калать Ăна: эпĕ Христос теекен Мессия килессе пĕлетĕп; килсессĕн Вăл пĕтĕмпех каласа пĕлтерĕ пире, тет.

(26) Иисус ăна: Вăл Эпĕ, хăвăнпа Калаçаканни, тет.

(27) Çав вăхăтра Унăн вĕренекенĕсем таврăннă та Вăл хĕрарăмпа калаçса тăнинчен тĕлĕннĕ; çапах та вĕсенчен пĕри те: Эсĕ унран мĕн ыйтатăн? унпа мĕн çинчен калаçатăн? тесе те ыйтман.

(28) Хĕрарăм шыв кăкшăмне лартса хăварнă та, хулана кайса, çынсене çапла калать:

(29) пĕр Çын мана хам мĕн тунине пĕтĕмпех каласа пачĕ, кайса пăхăр-ха — Христос мар-ши Вăл? тет.

(30) Çынсем хуларан тухса Ун патне кайнă.

(31) Çав хушăра вĕренекенĕсем Ăна каланă: Равви?! çисемччĕ, тенĕ.

(32) Вăл вĕсене: Манăн эсир пĕлмен апат пур, тенĕ.

(33) Çавăнпа вĕренекенĕсем хăйсем хушшинче: Ун валли кам та пулин çимелли илсе килнĕ-ши, тесе калаçнă.

(34) Иисус калать вĕсене: Манăн апатăм — Мана Яраканăн ирĕкне тăвасси, Унăн ĕçне туса çитересси.

(35) Эсир: «тырă вырас вăхăт тата тăватă уйăхран çитет» теместĕр-и? Эпĕ вара сире çапла калатăп: куçăра уçса тырă пусси çине пăхăр-ха — тырă епле шуралса çитнĕ, вырмалла пулнă.

(36) Выраканĕ пайта илет, ĕмĕрлĕх пурăнăç валли çимĕç пуçтарать, çапла ĕнтĕ акаканĕ те, выраканĕ те пĕрле савăнĕç;

(37) ку тĕлĕшпе «пĕри акать, тепĕри вырать» теекен каларăш тĕрĕс.

(38) Эпĕ сире хăвăр ĕçлесе туманнине вырма ятăм: ыттисем ĕçлерĕç, эсир вĕсен ĕçне хутшăнтăр, тет.

(39) Хĕрарăм Ун пирки: «Вăл мана хам мĕн тунине пĕтĕмпех каласа пачĕ» тенине илтсессĕн, çав хулари Самари çыннисем нумайăшĕ Иисуса ĕненнĕ.

(40) Çавăнпа ĕнтĕ Иисус патне пырсан, Самари çыннисем Ăна кăштах хăйсем патĕнче пурăнма ыйтнă; Вăл вара унта икĕ кун пурăннă.

(41) Иисус Хăй каланине илтсессĕн, Ăна тата нумайрах çын ĕненнĕ;

(42) вара çав хĕрарăма каланă: эпир ĕнтĕ санăн сăмаху тăрăх кăна ĕненместпĕр, Вăл чăнах тĕнчене Çăлакан Христос иккенне хамăр илтсе пĕлтĕмĕр, тенĕ.

(43) Икĕ кун иртсен Вăл унтан Галилейăна тухса кайнă.

(44) Иисус Хăех каланă пулнă: «пророка хăйĕн тăван çĕршывĕнче хисеплемеççĕ» тенĕ.

(45) Иисус Галилейăна пырсан, Галилея çыннисем, Вăл Иерусалимра уявра мĕн тунине пурне те курнăскерсем, Ăна хапăлласах йышăннă — уява вĕсем те кайнă пулнă.

(46) Çапла Иисус каллех Галилейăри Кана хулине, Хăй шывран эрех тунă çĕре, пынă. || Капернаумра патша çумĕнче ĕçлекен пĕр пуçлăх пулнă, унăн ывăлĕ чирлĕ выртнă.

(47) Иисус Иудейăран Галилейăна килни çинчен илтсессĕн, вăл Ун патне пынă та Ăна хăйĕн вилес пек выртакан ывăлне пырса сыватма тархасланă.

(48) Иисус каланă ăна: эсир паллăсем, хăватсем курмасăр ĕненместĕр, тенĕ.

(49) Патша çумĕнче ĕçлекенĕ калать Ăна: эй Çÿлхуçамăм! ывăлăм вилсе кайиччен пырсамччĕ, тет.

(50) Иисус ăна: каях, санăн ывăлу сывă ĕнтĕ, тет. Лешĕ вара Иисус каланă сăмаха ĕненнĕ те кайнă.

(51) Çул çинче ăна тарçисем хирĕç пулнă та: санăн ывăлу сывă ĕнтĕ, тенĕ.

(52) Вăл вĕсенчен: ăна хăш сехетре çăмăл пулчĕ? тесе ыйтнă. Ăна каланă: ĕнер çиччĕмĕш сехетре ăна вĕрилентерме пăрахрĕ, тенĕ.

(53) Çак сăмахран ача ашшĕ ку шăпах Иисус хăйне «санăн ывăлу сывă ĕнтĕ» тенĕ сехетре пулса иртнине ăнланса илнĕ. Вара вăл хăй те, унăн кил-йышĕ те Иисуса ĕненнĕ.

(54) Çак иккĕмĕш тĕлĕнмелле ĕçе Иисус Иудейăран Галилейăна таврăнсассăн тунă.

Ин 5

(1) Çавăн хыççăн иудейсен уявĕ çитнĕ, Иисус Иерусалима пынă.

(2) Иерусалимра, Сурăх хапхи патĕнче, шыва кĕмелли вырăн пур, ăна еврейла Вифезда теççĕ; унта çине витсе тунă пилĕк аслăкай пекки пулнă.

(3) Çавăнта темĕн чухлĕ чирлĕ çын — суккăрсем, уксахсем, алли-ури хăрнисем — шыв пăлханасса кĕтсе выртнă,

(4) мĕншĕн тесессĕн Турă Ангелĕ вăхăчĕ-вăхăчĕпе шыва кĕмелли вырăна анса шыва пăлхатнă; шыва пăлхатсанах çавăнта малтан кĕрекенĕ кирек епле чиртен те сывалнă.

(5) Унта вăтăр сакăр çул чирпе асапланакан пĕр çын пулнă.

(6) Иисус çавна, выртаканскере, курнă та, вăл чылайранпа чирленине пĕлсе, калать ăна: санăн сывалассу килет-и? тет.

(7) Чирлĕ çын Ăна хуравласа каланă: çапла та, Çÿлхуçамăм, анчах шыв пăлхансан мана шыва кÿртекен çын çук; эпĕ пынă тĕле тепĕри кĕрсе ĕлкĕрет, тенĕ.

(8) Иисус ăна: тăр, выртан вырăнна ил те утса кай, тет.

(9) Лешĕ вара çийĕнчех сывалнă, выртан вырăнне илнĕ те утса кайнă. Çакă шăматкун пулса иртнĕ.

(10) Çавăнпа ĕнтĕ иудейсем сывалнă çынна каланă: паян шăматкун, сана вырăнна йăтма юрамасть, тенĕ.

(11) Вăл вĕсене каланă: хама Сыватаканĕ мана: «выртан вырăнна ил те утса кай» терĕ, тенĕ.

(12) Унран ыйтнă: сана «выртан вырăнна ил те утса кай» тесе калакан Çын кам Вăл? тенĕ.

(13) Сывалнă çын Вăл кам пулнине пĕлмен, мĕншĕн тесессĕн Иисус çавăнта тăракан халăх хушшине кĕрсе çухалнă.

(14) Кайран Иисус ăна Турă Çуртĕнче шыраса тупнă та каланă: акă эсĕ сывалтăн; хăвна тата япăхрах ан пултăр тесен, урăх çылăха ан кĕр, тенĕ.

(15) Çав çын вара иудейсем патне кайнă та хăйне Сыватаканĕ Иисус пулнине пĕлтернĕ.

(16) Иудейсем ĕнтĕ çавăн пек ĕçсене шăматкун тунăшăн Иисуса хĕсе пуçланă, Ăна вĕлерме май шыранă.

(17) Иисус каланă вĕсене: Манăн Аттем Хăй ĕçне халичченех тăвать, Эпĕ те тăватăп, тенĕ.

(18) Иудейсем ĕнтĕ Иисуса шăматкун йĕркине пăснăшăн çеç мар, тата ытларах Турра Манăн Аттем тесе Хăйне Турăпа тана хунăшăн вĕлересшĕн пулнă.

(19) Çакна хирĕç Иисус çапла каланă: чăн-чăнах калатăп сире: Ашшĕ епле тунине курмасан, Ывăлĕ Хăй тĕллĕн нимĕн те тума пултараймасть: Ашшĕ мĕн тăвать, Ывăлĕ те çавнах тăвать.

(20) Ашшĕ Ывăлне юратать, çавăнпа Хăй мĕн тунине Вăл Ăна пĕтĕмпех кăтартать; Вăл Ăна çак ĕçсенчен те пысăкрах ĕçсем кăтартĕ, эсир тĕлĕнсе кайăр.

(21) Ашшĕ вилнисене чĕртсе тăратса пурăнăç панă пек, Ывăлĕ те кама пурăнăç парас тет, çавна парать.

(22) –

(23) Ашшĕ никама та сут тумасть, Ашшĕне хисепленĕ пекех, Ывăлне те хисеплеччĕр тесе сут тăвассине Вăл пĕтĕмпех Ывăлне панă. Кам Ывăлне хисеплемест, çавă Ăна янă Ашшĕне те хисеплемест.

(24) Чăн-чăнах калатăп сире: Манăн сăмаха итлекен, Мана Яракана ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать, вăл сута пымасть — вăл ĕнтĕ вилĕмрен чĕрĕлĕхе куçнă.

(25) Чăн-чăнах калатăп сире: вăхăт çитсе пырать, çитрĕ те ĕнтĕ, вилнисем Турă Ывăлĕн сассине илтĕç, илтсенех чĕрĕлсе тăрĕç.

(26) Чĕрĕлĕх — Ашшĕнче Хăйĕнчех, çавăн пекех Вăл Ывăлне те чĕрĕлĕхлĕ тунă, чĕрĕлĕх — Унра та Хăйĕнчех.

(27) Вăл — Этем Ывăлĕ, çавăнпа та Ăна сут тума та ирĕк панă.

(28) Çакăнтан ан тĕлĕнĕр: тупăкра выртакансен пурин те Турă Ывăлĕн сассине илтес вăхăт çитсе пырать,

(29) ырă тунисем ĕмĕр пурăнма чĕрĕлсе тăрĕç, усал тунисем айăпа юлмашкăн чĕрĕлĕç.

(30) Эпĕ Хам тĕллĕн нимĕн те тума пултараймастăп: || мĕнле илтетĕп, çапла сут тăватăп; Манăн сутăм тĕрĕс, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Хам ирĕкĕме мар, Хама янă Аттемĕн ирĕкне пурăнăçлатăп.

(31) Эпĕ Хам çинчен Хамах каласа пĕлтерес пулсан, Эпĕ калани чăн пулмĕччĕ.

(32) Ман çинчен Тепĕри çирĕплетсе парать, Вăл Ман çинчен çирĕплетсе пани чăннине Эпĕ пĕлетĕп.

(33) Эсир ĕнтĕ Иоанн патне çынсем ятăр, вăл чăнлăх çинчен çирĕплетсе каларĕ.

(34) Анчах Мана Хам çинчен этем çирĕплетсе калани кирлĕ мар, çакна Эпĕ сире çăлăнтарасшăн калатăп.

(35) Иоанн вăл — çунакан, çутатакан çутаткăç; эсир унăн çутинче пĕр вăхăт савăнмашкăн хатĕрччĕ.

(36) Ман çинчен Иоанран ытларах пĕлтерекенни пур: Мана Аттем тума панă ĕçсем, çак Эпĕ тăвакан ĕçсем хăйсемех, Мана Аттем яни çинчен пĕлтереççĕ.

(37) Мана янă Аттем Ман çинчен Хăй пĕлтерчĕ. Эсир вара Унăн сассине те нихăçан та илтмен, Унăн сăнне те курман,

(38) Унăн сăмахне те хăвăр ăшăрта тытмастăр, мĕншĕн тесессĕн эсир Вăл Янăскере ĕненместĕр.

(39) Эсир Çырăва тишкеретĕр: ун урлă ĕмĕрлĕх пурăнăç тупасса шанатăр. Çырăвĕ вара Ман çинчен пĕлтерет.

(40) Анчах эсир чĕрĕлĕх илме Ман патăма килесшĕн мар.

(41) Мана çын мухтани кирлĕ мар,

(42) Эпĕ сире пĕлетĕп: сирĕн ăшăрта Турра юратни çук.

(43) Эпĕ Аттем ячĕпе килтĕм, эсир Мана йышăнмастăр; тепĕри кам та пулин хăй ячĕпе килет те — эсир ăна йышăнатăр.

(44) Эсир пĕрне-пĕри мухтаса пурăнатăр пулсан, пĕртен-пĕр Турă мухтавне шырамастăр пулсан мĕнле-ха ĕненме пултарăр?

(45) Ман çинчен Вăл пире Ашшĕ умĕнче айăплĕ тесе ан шухăшлăр: сире айăплама хăвăр шанса тăракан Моисей пур.

(46) Моисее ĕненнĕ пулсан, эсир Мана та ĕненĕттĕр, мĕншĕн тесессĕн вăл Ман çинчен çырнă.

(47) Вăл çырнине те ĕненместĕр пулсан, Ман сăмахăмсене епле ĕненĕр? тенĕ.

Ин 6

(1) Çакăн хыççăн Иисус Галилея тинĕсĕн, — ăна Тивериада та теççĕ, — тепĕр енне кайнă.

(2) Вăл чирлисене чĕртсе хăват тунине курса, Ун хыçĕнчен темĕн чухлĕ халăх пынă.

(3) Иисус ту çине улăхнă та унта Хăйĕн вĕренекенĕсемпе пĕрле ларнă.

(4) Иудейсен Пасха уявĕ çывăхарса килнĕ.

(5) Иисус пуçне çĕклесе пăхать те, Хăй патне темĕн чухлĕ халăх пынине курса, Филипа калать: вĕсене тăрантармалăх çăкăр ăçтан сутăн илес-ши пирĕн? тет.

(6) Çакна Вăл ăна сăнаса каланă, Хăй вара мĕн тăвассине пĕлсе тăнă.

(7) Филипп Ăна хуравласа каланă: кашнине пĕчĕк татăк тивмелĕх çеç çăкăр илес тесен те, икçĕр динари çитес çук, тенĕ.

(8) Унăн вĕренекенĕсенчен пĕри, Петр теекен Симон шăллĕ Андрей, калать Ăна:

(9) кунта пĕр ачанăн пилĕк урпа çăкăрĕпе икĕ пĕчĕк пулă пур; анчах ку йышлă халăхшăн мĕнех вăл? тет.

(10) Иисус каланă: вĕсене ларса тухма хушăр, тенĕ. Вырăнĕ çеремлĕ пулнă. Çапла вара пĕр пилĕк пин çынна яхăн ларса тухнă.

(11) Иисус çăкăрсене илсе Турра тав тунă та унтан хуçа-хуçа вĕренекенĕсене панă, вĕренекенĕсем вара ларакан халăха валеçсе панă; пуллипе те çаплах тунă, кам мĕн чухлĕ илес тенĕ, çавăн чухлĕ панă.

(12) Пурте çисе тăрансан Вăл Хăйĕн вĕренекенĕсене каланă: юлнă татăксене пуçтарăр, нимĕн те сая ан кайтăр, тенĕ.

(13) Вара пилĕк урпа çăкăрне çиекенсенчен юлнă татăксене пуçтарнă та вуникĕ кунтă туллиех тултарнă.

(14) Иисус тунă хăвата куракан çынсем çавăн чухне каланă: Ку чăнах та тĕнчене килмелли Пророк, тенĕ.

(15) Иисус, Хăйне систермесĕр тытса патшана лартасшăн пулнине пĕлсе, пĕчченех каллех ту çине кайнă.

(16) Каç пулсан Унăн вĕренекенĕсем тинĕс хĕррине аннă та,

(17) кимĕ çине ларса, тинĕс тепĕр енне Капернаума çул тытнă. Тĕттĕмленнĕ ĕнтĕ, Иисус çаплах вĕсем патне пыман-ха.

(18) Çил хытă вĕрнипе тинĕс вăйлăн хумханнă.

(19) Пĕр çирĕм пилĕк е вăтăр стади чухлĕ ишсе кайсан, вĕсем Иисус тинĕс çийĕн утса пынине, кимĕ патне çывăхарнине курса хăраса ÿкнĕ.

(20) Вăл вĕсене: ку Эпĕ, ан хăрăр, тенĕ.

(21) Вĕсем Ăна кимĕ çине лартасшăн пулнă; çав вăхăтрах кимми хăйсем ишсе пыракан çыран хĕррине çитсе чарăннă.

(22) Тепĕр кунне тинĕс леш енче тăракан халăх Иисус вĕренекенĕсем ларнă кимĕсĕр пуçне унта урăх кимĕ пулманнине тата Иисус çав кимĕ çине Хăйĕн вĕренекенĕсем патне ларманнине, вĕренекенĕсем хăйсем анчах ишсе кайнине пĕлнĕ.

(23) Çав хушăра Çÿлхуçа пиллесе панă çăкăра çинĕ вырăн çывăхне Тивериадăран урăх кимĕсем çитнĕ.

(24) Кунта Иисус та, Унăн вĕренекенĕсем те çуккине курсассăн, халăх кимĕсем çине ларнă та, Иисуса шыраса, Капернаума ишсе кайнă.

(25) Вара Ăна тинĕс тепĕр енче тупса каланă: Равви?! Эсĕ кунта хăçан килтĕн? тенĕ.

(26) Иисус вĕсене хуравласа каланă: чăн-чăнах калатăп сире: эсир Мана хăватсем курнăран шырамастăр, çăкăр çисе тăраннăран шыратăр, тенĕ.

(27) Çĕр çинчи çĕрекен апатшăн ан тăрăшăр, ĕмĕрлĕх пурăнăçа пыракан апатшăн тăрăшăр. Çав апата сире Этем Ывăлĕ парĕ: Ăна Атте Турă Хăйĕн пичечĕпе палăртнă, тенĕ.

(28) Вара Ăна: Турра юрăхлă ĕçсем тăвас тесен пирĕн мĕн тумалла? тенĕ.

(29) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: акă Турра юрăхлă ĕç — Вăл Кама янă, эсир Çавна ĕненĕр, тенĕ.

(30) Вара каланă Ăна: Хăвна ĕнентерес тесен Эсĕ пире мĕнле паллă кăтартăн, мĕн тăвăн?

(31) Пирĕн аттесем пушхирте манна çинĕ, çакăн çинчен: «çимешкĕн вĕсене тÿперен çăкăр панă» тесе çырнă, тенĕ.

(32) Иисус вĕсене каланă: чăн-чăнах калатăп сире: çÿлти çăкăра сире Моисей паман, çÿлти чăн çăкăра сире Манăн Аттем парать:

(33) Турă çăкăрĕ вăл çÿлтен анать, тĕнчене чĕрĕлĕх парать, тенĕ.

(34) Вара Ăна каланă: Çÿлхуçамăр! пире яланах çавăн пек çăкăр парса тăрсамччĕ, тенĕ.

(35) Иисус каланă вĕсене: || чĕрĕлĕх çăкăрĕ — Эпĕ; Ман патăма килекен нихăçан та выçăхмĕ, Мана ĕненекенĕн нихăçан та ăшĕ хыпмĕ;

(36) Эпĕ ĕнтĕ сире каларăм: эсир Мана куртăр, çапах ĕненместĕр, терĕм.

(37) Аттем Мана пани пурте Ман патăма килĕ; Хам патăма килекене Эпĕ хăваласа ямăп:

(38) Эпĕ çÿлтен Хам ирĕкĕме тума мар, Хама янă Аттемĕн ирĕкне тума аннă;

(39) Мана янă Аттемĕн ирĕкĕ акă çакă: Манăн Вăл панисенчен пĕрне те çухатмалла мар, юлашки кун пурне те вилĕмрен чĕртсе тăратмалла;

(40) Мана Яраканăн ирĕкĕ акă çапла: Ывăлне куракан, Ăна ĕненекен кирек кам та ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пултăр, Эпĕ вара ăна юлашки кун чĕртсе тăратăп, тенĕ.

(41) «Эпĕ — çÿлтен аннă çăкăр» тенĕшĕн иудейсем Иисуса çилленнĕ;

(42) вĕсем каланă: Ку — Иосиф ывăлĕ Иисус мар-и вара? эпир Унăн ашшĕ-амăшне те пĕлетпĕр, епле-ха Вăл: «Эпĕ çÿлтен аннă» теет? тенĕ.

(43) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: хăвăр хушшăрта çилленсе ан калаçăр:

(44) Мана янă Аттем ертсе пымасăр Ман патăма никам та çитеймĕ; Хам патăма килекене Эпĕ юлашки кун чĕртсе тăратăп.

(45) Пророксен кĕнекинче: «пурне те Турă вĕрентсе çитерĕ» тесе çырнă. Аттемрен илтсе вĕренекен кирек кам та Ман патăма килет.

(46) Ку сăмах кам та пулин Аттене курнине пĕлтермест, Турăран Килнисĕр пуçне Ашшĕне никам та курман: Вăл курнă Ашшĕне.

(47) Чăн-чăнах калатăп сире: Мана ĕненекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать.

(48) Эпĕ — чĕрĕлĕх çăкăрĕ:

(49) сирĕн аçăрсем пушхирте манна çисен те вилнĕ;

(50) çÿлтен анакан çăкăр çавăн евĕрлĕ: ăна çиекен вилмĕ.

(51) Эпĕ — çÿлтен аннă чĕрĕлĕх çăкăрĕ: çав çăкăра çиекен ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ; Эпĕ парас çăкăр — Манăн Ÿтĕм вăл, Эпĕ ăна тĕнче пурăнăçĕшĕн парăп, тенĕ.

(52) Иудейсем ĕнтĕ пĕр-пĕринпе тавлаша пуçланă: епле-ха Вăл Хăй Ÿтне пире çиме пама пултартăр? тенĕ.

(53) Иисус вĕсене каланă: чăн-чăнах калатăп сире: эсир Этем Ывăлĕн Ÿтне çимесен, Унăн Юнне ĕçмесен, сирĕн ăшăрта чĕрĕлĕх пулмĕ.

(54) Ман Ÿтĕме çиекен, Ман Юнăма ĕçекен ĕмĕрлĕх пурăнăçлă пулать, юлашки кун Эпĕ ăна чĕртсе тăратăп.

(55) Манăн Ÿтĕм — чăн çимĕç, Манăн Юнăм — чăн ĕçмелли;

(56) Ман Ÿтĕме çиекен, Ман Юнăма ĕçекен Ман ăшăмра пулать, Эпĕ те ун ăшĕнче пулатăп;

(57) Мана чĕрĕлĕхлĕ Аттем ячĕ, Аттем урлă Эпĕ те чĕрĕлĕхлĕ, çавнашкал Ман Ÿтĕме çиекен те çапла Ман урлă чĕрĕ пулĕ.

(58) Çÿлтен аннă çăкăр çавă ĕнтĕ; аçăрсем çинĕ манна пек мар вăл, вĕсем ăна çисессĕн те вилнĕ; ку çăкăра çиекен ĕмĕр-ĕмĕр пурăнĕ, тенĕ.

(59) Çакна Вăл Капернаумра, синагогăра вĕрентнĕ чухне, каланă.

(60) Çавна илтсен, Унăн вĕренекенĕсем те нумайăшĕ каланă: темĕнле сăмахсем калать! çакна кам итлеме пултарайĕ? тенĕ.

(61) Вĕренекенĕсем çавăн пирки ÿпкелешнине пĕлсе тăракан Иисус каланă вĕсене: сире çакă та аташтарать-и?

(62) Этем Ывăлĕ Хăй малтан пулнă вырăна çĕкленсе кайнине курсан мĕн тăвăр-ши эсир?

(63) Сывлăш чĕрĕлĕхлĕ тăвать, ÿт нимĕнле усă та кÿмест; Эпĕ сире калакан сăмахсем — Сывлăш та, пурăнăç та.

(64) Çапах та сирĕн хушшăрта хăшĕ-хăшĕ ĕненмеççĕ, тенĕ. Иисус кам ĕненменнине, Хăйне кам тытса парассине малтанах пĕлсе тăнă.

(65) Тата каланă: çавăнпа Эпĕ сире: Аттем пулăшмасассăн Ман патăма никам та килме пултараймасть, тесе каларăм та, тенĕ.

(66) Çакăн хыççăн Унăн вĕренекенĕсем нумайăшĕ Ăна пăрахса кайнă та урăх Унпа çÿремен.

(67) Çавăн чухне Иисус вуникĕ вĕренекенне: эсир те пăрахса каясшăн мар-и? тенĕ.

(68) Петр Симон хуравласа каланă Ăна: эй Çÿлхуçамăр! кам патне каяс пирĕн? Санра ĕмĕрлĕх пурăнăç сăмахĕсем;

(69) Эсĕ Христос иккенне, чĕрĕ Турă Ывăлĕ иккенне эпир ĕнентĕмĕр те, пĕлтĕмĕр те, тенĕ.

(70) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Эпĕ сире, вуниксĕре, Хам суйласа илмерĕм-и? анчах сирĕнтен пĕри — шуйттан, тенĕ.

(71) Çакна Вăл Симон ывăлĕ Иуда Искариот çинчен каланă: лешĕ, вуниккĕшĕнчен пĕри, Ăна тытса парасшăн пулнă.

Ин 7

(1) Кайран Иисус Галилейăра çÿренĕ: иудейсем Хăйне вĕлересшĕн пулнине пĕлсе, Вăл Иудейăра çÿресшĕн пулман.

(2) Иудейсен Хÿшĕ уявĕ çывăхарса килнĕ.

(3) Çавăн чухне тăванĕсем каланă Ăна: кунтан Иудейăна тухса кай — Эсĕ тăвакан ĕçсене Хăвăн вĕренекенÿсем те курччăр,

(4) палăрас тесен никам та нимĕн те вăрттăн тумасть; Эсĕ çавнашкал ĕçсем тăватăн пулсан, Хăвна тĕнчене кăтарт эппин, тенĕ.

(5) Иисуса ĕнтĕ Хăйĕн тăванĕсем те ĕненмен.

(6) Иисус каланă вĕсене: Манăн вăхăтăм çитмен-ха, сирĕншĕн вара кирек мĕнле вăхăт та юрăхлă;

(7) сире тĕнче курайми пулас çук, Мана вара кураймасть, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ унăн ĕçĕсем усаллине кăтартса паратăп;

(8) эсир çак уява кайăр, Эпĕ ку уява каймастăп-ха: Манăн вăхăтăм çитмен-ха, тенĕ.

(9) Вăл вĕсене çапла каланă та Хăй Галилейăрах юлнă.

(10) Анчах, тăванĕсем уява кайсан, Иисус та унта пынă. Вăл никама систермесĕр, вăрттăн пынă.

(11) Уявра Ăна иудейсем шыранă: ăçта-ши Вăл? тенĕ.

(12) Халăх хушшинче Ун çинчен тĕрлĕ калаçнă: пĕрисем: «Вăл ырă» тенĕ; тепĕрисем: «çук, Вăл халăха улталать» тенĕ.

(13) Иудейсенчен хăранипе ĕнтĕ Ун çинчен пурте вăрттăн анчах калаçнă.

(14) Иисус Турă Çуртне кĕрсе вĕрентме пуçланă тĕле çур уяв иртнĕ пулнă ĕнтĕ.

(15) Иудейсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ: вĕренмесĕрех Çырăва епле пĕлет-ха Вăл? тенĕ.

(16) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Манăн вĕрентĕвĕм — Хамран мар, Мана Яраканран;

(17) кам Унăн ирĕкне туса тăрас тет, вăл çак вĕрентÿ çинчен пĕлĕ — Турăран-и ку е Эпĕ Хам калатăп-и;

(18) хăйĕнчен калакан хăйшĕн мухтав шырать; Кам Хăйне Яраканшăн мухтав шырать, Çавă чăннине калать, Унра суя çук.

(19) Сире Моисей саккун паман-и? çапах та эсир пĕри те саккуна тытса тăмастăр. Эсир Мана мĕншĕн вĕлересшĕн? тенĕ.

(20) Халăх Ăна çапла хуравласа каланă: Санăн ăшăнта шуйттан мар-и? кам вĕлересшĕн Сана? тенĕ.

(21) Иисус сăмахне малалла тăснă: Эпĕ пĕр ĕç турăм та, эсир пурсăр та тĕлĕнетĕр;

(22) Моисей сире ÿт кастарма хушнă, — ку йăла Моисейрен те мар, аçăрсенчен тухнă, — эсир ĕнтĕ шăматкун та ÿт касатăр;

(23) Моисей саккунне пăсас мар тесе, çын шăматкун та ÿт кастарать пулсан, мĕнле-ха эсир Мана Эпĕ шăматкун çынна пĕтĕмпех сыватнăшăн çилленетĕр?

(24) Çиелтен пăхса ан айăплăр, тÿрĕ сут туса айăплăр, тенĕ.

(25) Çавăн чухне хăш-пĕр Иерусалим çыннисем каланă: Çакна вĕлересшĕн шырамаççĕ-и-ха?

(26) Акă Вăл уççăнах калаçать, çавах Ăна нимĕн те каламаççĕ: пуçлăхсем Вăл чăнах та Христос иккенне пĕлсе çитмен-ши?

(27) Анчах та эпир Вăл ăçтан килнине пĕлетпĕр; Христос килес пулсассăн, Вăл ăçтан иккенне никам та пĕлмĕччĕ, тенĕ.

(28) Çавăн чухне Иисус, Турă Çуртĕнче вĕрентсе, хыттăн каланă: эсир Мана та пĕлетĕр, Эпĕ ăçтан иккенне те пĕлетĕр; Эпĕ Хам тĕллĕн килмен, Мана Яраканĕ, Чăнни, пур, эсир Ăна пĕлместĕр.

(29) Эпĕ Ăна пĕлетĕп: Эпĕ — Ун патĕнчен, Мана Вăл ячĕ, тенĕ.

(30) Ăна ĕнтĕ ярса тытасшăн пулнă, çапах Ун çине никам та алă çĕклеймен, мĕншĕн тесессĕн Унăн вăхăчĕ çитеймен-ха.

(31) Халăх хушшинчисем вара нумайăшĕ Ăна ĕненнĕ, вĕсем: Христос килсен, Ку тунă хăватсенчен те ытларах тăвĕ-ши вара? тенĕ.

(32) Халăх хушшинче Ун çинчен çапла калаçнине фарисейсем илтнĕ те, вара вĕсем тата аслă священниксем Турă Çурчĕн хуралçисене Иисуса тытма янă.

(33) Çавăн чухне Иисус каланă вĕсене: Эпĕ ĕнтĕ сирĕнпе нумаях пулмăп, Хама Яракан патне кайăп;

(34) Мана шырăр та — тупаймăр; Эпĕ каяс çĕре эсир пыраймăр, тенĕ.

(35) Иудейсем вара хăйсем хушшинче çапла каланă: эпир тупаяс çук çĕре ăçта каясшăн вара Вăл? Вăл эллинсем хушшине саланнă иудейсем патне кайса эллинсене вĕрентесшĕн мар-и?

(36) «Эсир Мана шырăр та — тупаймăр; Эпĕ каяс çĕре эсир пыраймăр» тенĕ сăмахĕсем мĕне пĕлтереççĕ-ши Унăн? тенĕ.

(37) Уявăн юлашки аслă кунĕнче Иисус тăнă та хыттăн каланă: камăн ĕçесси килет, çавă Ман патăма килтĕр те ĕçтĕр;

(38) Мана ĕненекенĕн ăшĕнчен, — Çырура каланă пек, — чĕрĕлĕх шывĕсем юхса тухĕç, тенĕ.

(39) Çакна Иисус Хăйне ĕненекенсем илес Таса Сывлăш çинчен каланă: ун чухне вĕсем çинче Таса Сывлăш пулман, мĕншĕн тесессĕн Иисус мухтава тухман-ха.

(40) Çак сăмахсене илтсен халăх хушшинче нумайăшĕ каланă: Вăл чăнах та пророк, тенĕ.

(41) Тепĕрисем: Ку — Христос, тенĕ. Тата тепĕрисем: Христос Галилейăран килĕ-и вара?

(42) Çырура: «Христос Давид йăхĕнчен, Вифлеемрен, Давид çуралнă çĕртен, килĕ» темен-им? тенĕ.

(43) Çапла халăх хушшинче Ун пирки тав тухнă.

(44) Вĕсенчен хăшĕпĕри Ăна тытасшăн пулнă, çапах никам та Ун çине алă çĕклеймен.

(45) Хуралçăсем ĕнтĕ аслă священниксемпе фарисейсем патне таврăннă, лешĕсем вĕсене: мĕншĕн тытса килмерĕр Ăна? тенĕ.

(46) Хуралçисем çапла хуравласа каланă: никам та нихăçан та Çав Çын калаçнă пек калаçман, тенĕ.

(47) Фарисейсем каланă вĕсене: эсир те улталантăр-и?

(48) Пуçлăхсемпе фарисейсенчен кам та пулин ĕненчĕ-и Ăна?

(49) Ку халăх саккуна пачах та пĕлмест, ылханлă вăл, тенĕ.

(50) Вĕсенчен пĕри, Иисус патне çĕрле пынă Никодим, вĕсене каланă:

(51) пирĕн саккун çын мĕн тунине малтан хăйĕнчен ыйтса пĕлмесĕр ăна айăплать-и вара? тенĕ.

(52) Çавна хирĕç Никодима каланă: эсĕ те Галилейăран мар-и-ха? тĕпчесе тух-ха, Галилейăран пророк тухманнине курăн вара, тенĕ.

(53) Унтан пурте килне саланнă.

Ин 8

(1) Иисус вара Елеон тăвĕ çине кайнă.

(2) Ирхине каллех Турă Çуртне пынă; пĕтĕм халăх Ун патне пуçтарăннă; Вăл ларнă та вĕсене вĕренте пуçланă.

(3) Çавăнта Ун патне кĕнекеçĕсемпе фарисейсем аскăн ĕç тунă çĕрте тытнă арăма илсе пынă; ăна вăта çĕре тăратса, Иисуса каланă:

(4) Вĕрентекен! çак арăма аскăн ĕç тунă çĕрте тытнă;

(5) саккунра Моисей пире ун пеккисене чулпа персе вĕлерме хушнă, Эсĕ мĕн калăн? тенĕ.

(6) Çакна вĕсем, Ăна сăнаса, Ăна айăплама мĕн те пулин тупасшăн каланă. Анчах та Иисус вĕсене курмăш пулнă та пĕшкĕнсе çĕр çине пÿрнипе темĕскер çыра пуçланă.

(7) Лешĕсем Хăйĕнчен çине тăрсах ыйтнăран Вăл пуçне çĕклесе каланă вĕсене: сирĕн хушшăрта кам çылăхсăр, малтан çавă чулпа петĕр ăна, тенĕ.

(8) Хăй каллех пĕшкĕнсе çĕр çине çырса тăнă.

(9) Лешĕсем çакна илтсен, намăсланса, аслинчен пуçласа кĕçĕннине çитичченех пĕрин хыççăн тепĕри салана пуçланă; Иисуспа вăта çĕрте тăракан хĕрарăм анчах тăрса юлнă.

(10) Иисус пуçне çĕклесе пăхнă та, хĕрарăмсăр пуçне никам та юлманнине курса, каланă ăна: эй хĕрарăм! сана айăплакансем ăçта? никам та айăплаймарĕ-и сана? тенĕ.

(11) Лешĕ çапла хуравласа каланă: никам та айăплаймарĕ, Çÿлхуçамăр! тенĕ. Иисус ăна: Эпĕ те айăпламастăп сана; каях, малашне çылăха ан кĕр, тенĕ.

(12) Иисус халăха татах каланă: Эпĕ — тĕнче çути; Ман хыççăн пыракан сĕмлĕхре çÿремĕ, унăн чĕрĕлĕх çути пулĕ, тенĕ.

(13) Çавăн чухне фарисейсем каланă Ăна: Эсĕ Ху çинчен Ху каласа пĕлтеретĕн, Эсĕ калани чăн мар, тенĕ.

(14) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Эпĕ Хам çинчен Хам каласа пĕлтеретĕп пулин те, Эпĕ калани чăн, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Хам ăçтан килнине, ăçта каяссине пĕлетĕп; эсир Эпĕ ăçтан килнине, ăçта каяссине пĕлместĕр.

(15) Эсир этем виçипе айăплатăр, Эпĕ никама та айăпламастăп;

(16) айăпласассăн та, Манăн сутăм чăн, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ — пĕччен мар, Эпĕ — Хама янă Аттемпе пĕрле;

(17) сирĕн саккунăрта та: «икĕ çын пĕр пек кÿнтелет пулсан, çавă — чăн» тесе çырнă.

(18) Эпĕ Хам çинчен Хам кÿнтелетĕп; Ман çинчен тата Мана янă Аттем кÿнтелет, тенĕ.

(19) Вара Ăна: ăçта Санăн Аçу? тенĕ. Иисус çапла хуравласа каланă: эсир Мана та, Манăн Аттеме те пĕлместĕр; Мана пĕлнĕ пулсассăн, эсир Манăн Аттеме те пĕлнĕ пулăттăрччĕ, тенĕ.

(20) Çак сăмахсене Иисус Турă Çуртĕнче, укçа арчи патĕнче вĕрентнĕ чухне, каланă; Ăна никам та тĕкĕнмен: ун чухне Унăн вăхăчĕ çитмен-ха.

(21) Иисус татах каланă вĕсене: Эпĕ каятăп, эсир Мана шырăр та, анчах хăвăр çылăхăрпах вилĕр. Эпĕ каяс çĕре эсир пыраймăр, тенĕ.

(22) Вара иудейсем каланă: «Эпĕ каяс çĕре эсир пыраймăр» тет, Вăл Хăйне Хăй вĕлересшĕн мар-и? тенĕ.

(23) Вăл каланă вĕсене: эсир — çĕртен, Эпĕ — çÿлтен; эсир — ку тĕнчерисем, Эпĕ — ку тĕнчери мар.

(24) Çавăнпа Эпĕ сире «хăвăр çылăхăрпах вилетĕр» тесе каларăм та; эсир Ку Эпĕ иккенне ĕненмесен хăвăр çылăхăрпах вилетĕр те, тенĕ.

(25) Вара Ăна: кам вара Эсĕ? тенĕ. Иисус каланă вĕсене: çакăн çинчен Эпĕ сире малтан пуçласах калатăп;

(26) Манăн сирĕн çинчен каламалли, сире айăпламалли нумай; анчах тĕнчене Эпĕ Хама Яракантан мĕн илтнине çеç калатăп, Вăл вара — Чăнни, тенĕ.

(27) Иисус вĕсене Хăйĕн Ашшĕ çинчен каланине вĕсем ăнланайман.

(28) Çавăнпа Иисус каланă вĕсене: эсир Этем Ывăлне çĕклентерсессĕнех Ку Эпĕ иккенне, Эпĕ Хам тĕллĕн нимĕн те туманнине, Эпĕ Аттем Хама мĕнле вĕрентнĕ, çавăн пек каланине пĕлĕр вара.

(29) Мана Яраканĕ Манпа пĕрлех; Эпĕ яланах Ăна юрăхлине тăватăп, çавăнпа Аттем Мана пĕччен хăвармарĕ, тенĕ.

(30) Вăл çак сăмахсене каланă чухне Ăна нумайăшĕ ĕненнĕ.

(31) Çавăн чухне Иисус Хăйне ĕненнĕ иудейсене каланă: эсир, Ман сăмахăма тытса тăрсан, чăнах Манăн вĕренекенĕмсем пулатăр;

(32) вара чăнлăха пĕлĕр, чăнлăх сире ирĕке кăларĕ, тенĕ.

(33) Ăна çапла хуравласа каланă: эпир Авраам йăхĕ, эпир нихăçан та никам чури те пулман; епле-ха Эсĕ пире: «ирĕке тухăр» теетĕн? тенĕ.

(34) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: чăн-чăнах калатăп сире: çылăха кĕрекен кирек кам та — çылăх чури.

(35) Хуçа килĕнче чура ĕмĕрех пурăнаймасть, ывăлĕ ĕмĕрех пурăнать.

(36) Çавăнпа ĕнтĕ сире Ывăлĕ ирĕке кăларсан, эсир чăннипех те ирĕклĕ пулатăр.

(37) Эсир Авраам йăхĕ иккенне Эпĕ пĕлетĕп, анчах та эсир Мана вĕлерме хатĕр, мĕншĕн тесессĕн Манăн сăмахăм сирĕн ăшăра вырăнаçаймасть;

(38) Эпĕ Хам Аттем патĕнче мĕн курнă, çавна калатăп; эсир вара хăвăр аçăр патĕнче мĕн курнине тăватăр, тенĕ.

(39) Ăна çапла хуравласа каланă: пирĕн аттемĕр — Авраам, тенĕ. Иисус каланă вĕсене: эсир Авраам ачисем пулсан, Авраам ĕçĕсене тăвăттăр;

(40) эсир халĕ Мана, Турăран илтнĕ чăнлăха хăвăра каласа паракан Çынна, вĕлерме шутлатăр. Авраам ун пек туман;

(41) эсир хăвăр аçăрăн ĕçĕсене тăватăр, тенĕ. Çавна хирĕç Ăна каланă: эпир аскăн ĕç тунинчен çуралман, пирĕн Аттемĕр пĕрре — Турă, тенĕ.

(42) Иисус каланă вĕсене: сирĕн Аçăр Турă пулсан, эсир Мана юратнă пулăттăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Турă патĕнчен анса килнĕ; Эпĕ Хам тĕллĕн килмен, Мана Вăл янă.

(43) Мĕншĕн эсир Эпĕ каланине ăнланмастăр? мĕншĕн тесессĕн эсир Манăн сăмахăма илтме пултараймастăр.

(44) Сирĕн аçăр — шуйттан, эсир аçăрăн усал шухăшне тăвасшăн; вăл чăн пуçламăшĕнчех çынвĕлерен пулнă, чăнлăх уншăн ют, мĕншĕн тесессĕн ун ăшĕнче чăнлăх çук. Суйса каланă чухне вăл хăйĕнче мĕн пуррине калать, мĕншĕн тесессĕн вăл — ултавçă, ултав ашшĕ.

(45) Эпĕ вара чăннине калатăп, эсир Мана çавăнпа ĕненместĕр.

(46) Сирĕнтен кам Мана çылăхлă тесе айăплать? Эпĕ чăннине калатăп пулсан, эсир мĕншĕн ĕненместĕр Мана?

(47) Кам Турăран, çавă Турă сăмахне итлет; эсир Турăран мар, çавăнпа итлеместĕр, тенĕ.

(48) Çакна хирĕç иудейсем Ăна çапла хуравласа каланă: эпир Сана: Эсĕ — Самари çынни, Сана усал ернĕ тесе тĕрĕсех каламастпăр-и? тенĕ.

(49) Иисус каланă: Мана усал ермен, Эпĕ Хамăн Аттеме чыслатăп, эсир Мана чыссăрлататăр.

(50) Эпĕ Хам валли мухтав шырамастăп: Шыраканни, Сут тăваканни хăйне пур.

(51) Чăн-чăнах калатăп сире: Ман сăмахăма тытса тăракан ĕмĕрне те вилĕм курмĕ, тенĕ.

(52) Иудейсем каланă Ăна: Сана усал ернине пĕлтĕмĕр ĕнтĕ эпир: Авраам та, пророксем те вилнĕ, Эсĕ вара: «Манăн сăмахăма тытса тăракан ĕмĕрне те вилĕм курмĕ» тетĕн;

(53) Эсĕ вилнĕ Авраам аттемĕртен те аслă-и? пророксем те вилнĕ; Эсĕ Хăвна кам вырăнне хуратăн? тенĕ.

(54) Иисус çапла хуравласа каланă: Эпĕ Хама Хам мухтатăп пулсан, Манăн мухтавăм ниме те тăмасть. Мана Аттем мухтава кăларать, эсир вара Ун çинчен: «Вăл — пирĕн Туррăмăр» теетĕр;

(55) эсир Ăна пĕлмерĕр, Эпĕ пĕлетĕп Ăна; Ăна пĕлместĕп теес пулсан, Эпĕ сирĕн пекех ултавçă пулатăп; Эпĕ Ăна пĕлетĕп, Унăн сăмахне тытса тăратăп.

(56) Авраам, сирĕн аçăр, питех те Ман кунăма курасшăнччĕ; курчĕ те — савăнмаллипех савăнчĕ, тенĕ.

(57) Çакна хирĕç иудейсем каланă Ăна: Эсĕ халĕ аллă çула та çитмен, мĕнле-ха Эсĕ Авраама курма пултарнă? тенĕ.

(58) Иисус каланă вĕсене: чăн-чăнах калатăп сире: Эпĕ Авраам çураличченех пур, тенĕ.

(59) Иудейсем вара Ăна вĕлересшĕн чулсем ярса тытнă; анчах Иисус, курăнми пулса, вĕсем хушшипех Турă Çуртĕнчен тухса кайнă.

Ин 9

(1) Иртсе пынă чухне Вăл суккăр çуралнă çынна курнă.

(2) Вĕренекенĕсем Унран ыйтнă: Равви?! вăл мĕншĕн суккăр çуралнă? кам çылăха кĕнĕ: вăл хăй-и е ашшĕ-амăшĕ-и? тенĕ.

(3) Иисус хуравласа каланă: вăл хăй те, унăн ашшĕ-амăшĕ те çылăха кĕмен, ун çинче Турă ĕçĕ курăнтăр тесе çапла пулнă;

(4) кун çути пур чухне Манăн Хама Яраканăн ĕçне тăвас пулать; çĕрле пулсан никам та нимĕн те тăваймасть.

(5) Тĕнчере чухне Эпĕ — тĕнче çути, тенĕ.

(6) Çакна каласан Вăл çĕре сурнă та, сурчăкне тăпрапа хутăштарса, суккăрăн куçне çав пылчăкпа сĕрнĕ,

(7) унтан ăна каланă: кай та Силоам шывĕнче çăвăн, тенĕ («Силоам» тени «Янăскер» тенине пĕлтерет) . Вăл кайса çăвăннă та куракан пулса таврăннă.

(8) Ĕнтĕ кÿршисем тата унччен вăл суккăррине курнă çынсем каланă: ку хайхи ыйткаласа лараканни мар-и? тенĕ.

(9) Хăшĕсем: ку çавă, тенĕ; хăшĕсем тата: ку çавăн евĕрлĕ, тенĕ. Хăй вăл: эпĕ çавă, тенĕ.

(10) Вара унтан ыйта пуçланă: санăн куçу епле уçăлчĕ? тенĕ.

(11) Вăл çапла хуравласа каланă: Иисус теекен Çын пылчăк туса ман куçа сĕрчĕ те мана: «кай та Силоам шывĕнче çăвăн» терĕ. Эпĕ кайса çăвăнтăм та куракан пултăм, тенĕ.

(12) Вĕсем вара ăна: ăçта Вăл? тенĕ. Ку: пĕлместĕп, тенĕ.

(13) Ĕнтĕ çак ĕлĕк суккăр пулнă çынна фарисейсем патне илсе кайнă.

(14) Иисус пылчăк туса унăн куçне уçнă чухне шăматкун пулнă.

(15) Фарисейсем те унран вăл епле куракан пулни çинчен ыйтнă. Вăл каланă вĕсене: Иисус ман куç çине пылчăк хучĕ, эпĕ çăвăнтăм та куракан пултăм, тенĕ.

(16) Çавăн чухне хăш-пĕр фарисейсем каланă: Ку Çын Турăран мар — шăматкуна хисеплемест, тенĕ. Тепĕрисем каланă: çакăн пек тĕлĕнмелле ĕçе çылăхлă çын епле тăвайтăр? тенĕ. Çапла вĕсен хушшинче тавлашу тухнă.

(17) Суккăр çынна татах каланă: Вăл санăн куçна уçнă, Ун çинчен эсĕ мĕн калăн? тенĕ. Лешĕ: Вăл — пророк, тенĕ.

(18) Анчах та иудейсем суккăр çын куракан пулнине ĕненмен, вĕсем ĕнтĕ куракан çыннăн ашшĕ-амăшне чĕнтерсе илнĕ те

(19) ыйтнă вĕсенчен: сирĕн суккăр çуралнă теекен ывăлăр çакă-и? халĕ епле-ха вăл куракан пулчĕ? тенĕ.

(20) Унăн ашшĕ-амăшĕ вĕсене çапла хуравласа каланă: ку пирĕн ывăл иккенне, вăл суккăр çуралнине эпир пĕлетпĕр,

(21) анчах халĕ епле куракан пулнине пĕлместпĕр; унăн куçне кам уçнине те пĕлместпĕр; вăл хăй те çитĕннĕ çын, хăйĕнчен ыйтăр, хăй çинчен хăй каласа патăр, тенĕ.

(22) Унăн ашшĕ-амăшĕ иудейсенчен хăранипе çапла каланă, мĕншĕн тесессĕн Иисуса Христос тесе ĕненекен çынна иудейсем синагогăран уйăрса яма сăмах татнă пулнă;

(23) çавăнпа ĕнтĕ унăн ашшĕ-амăшĕ: «вăл хăй те çитĕннĕ çын, хăйĕнчен ыйтăр» тенĕ те.

(24) Вара унччен суккăр пулнă çынна иккĕмĕш хут чĕнсе илсе каланă: Турра мухта; эпир Вăл çылăхлă Çын пулнине пĕлетпĕр, тенĕ.

(25) Лешĕ çапла хуравласа каланă: çылăхлă Çын-и Вăл — эпĕ пĕлместĕп; пĕр çакна çеç пĕлетĕп: эпĕ суккăрччĕ, халĕ куратăп, тенĕ.

(26) Унран каллех ыйтнă: мĕн турĕ Вăл сана? санăн куçна епле уçрĕ? тенĕ.

(27) Ку вĕсене çапла хуравласа каланă: эпĕ сире каларăм-çке, эсир итлемерĕр; тата мĕн илтес тетĕр? е эсир те Унăн вĕренекенĕсем пуласшăн-и? тенĕ.

(28) Вĕсем ăна питлесе каланă: эсĕ — Унăн вĕренекенĕ, эпир вара — Моисей вĕренекенĕсем;

(29) эпир Моисейпе Турă калаçнине пĕлетпĕр, Ку ăçтан иккенне пĕлместпĕр, тенĕ.

(30) Куракан пулнă çын вĕсене хуравласа каланă: çакăнтан тĕлĕнмелле те: Вăл манăн куçăма уçрĕ, эсир вара Вăл ăçтан иккенне пĕлместĕр;

(31) эпир пĕлетпĕр-çке: çылăхлă çынна Турă итлемест; кам Ăна хисеплет, Унăн ирĕкне туса пурăнать, çавна итлет;

(32) суккăр çуралнă çыннăн куçне кам та пулин уçнă тенине ĕмĕрне те илтмен;

(33) Вăл Турăран пулмасан, нимĕн тума та пултараймĕччĕ, тенĕ.

(34) Ăна çапла хуравласа каланă: эсĕ йăлтах çылăхлă çуралнă — эсĕ пире вĕрентетĕн-и? тенĕ. Вара ăна хăваласа янă.

(35) Ăна хăваласа янă тенине илтсен, Иисус çав çынна шыраса тупнă та каланă: эсĕ Турă Ывăлне ĕненетĕн-и? тенĕ.

(36) Лешĕ Ăна хуравласа каланă: эй Çÿлхуçамăр, кам Вăл? ĕненесчĕ Ăна манăн, тенĕ.

(37) Иисус каланă ăна: эсĕ Ăна куртăн ĕнтĕ, Вăл санпа калаçса тăрать, тенĕ.

(38) Вара лешĕ: ĕненетĕп, Çÿлхуçамăр! тенĕ те Ăна ÿксе пуççапнă.

(39) Унтан Иисус каланă: суккăррисем куракан пулччăр, кураканнисем суккăр пулччăр тесе Эпĕ çак тĕнчене сут тума килтĕм, тенĕ.

(40) Çакна илтсен, Унпа пĕрле тăракан фарисейсем хăшĕ-хăшĕ каланă Ăна: эпир те суккăр-и? тенĕ.

(41) Иисус каланă вĕсене: эсир суккăр пулнă пулсан, сирĕн çинче çылăх пулмĕччĕ; анчах эсир: «эпир куратпăр» тетĕр, çавăнпа çылăхăр хăвăр çинчех юлать, тенĕ.

Ин 10

(1) Чăн-чăнах калатăп сире: кам сурăх картине алăкран кĕмест, урăх çĕртен каçса кĕрет, вăл вăрă, вăрă-хурах.

(2) Алăкран кĕрекенни — сурăхсен кĕтÿçи.

(3) Ăна алăк хуралçи алăкне уçса парать, сурăхсем унăн сассине илтеççĕ, вăл хăйĕн сурăхĕсене ятран чĕне-чĕне кăларать;

(4) сурăхĕсене кăларсан вăл хăй вĕсен умĕнчен пырать; сурăхĕсем унăн сассине палланипе ун хыçĕнчен пыраççĕ;

(5) ют çын хыçĕнчен каймаççĕ, ют сасса палламаннипе вĕсем унран тараççĕ, тенĕ.

(6) Иисус вĕсене çак ытарăша каласа панă, анчах та вĕсем Вăл мĕн каланине ăнланман.

(7) Вара Иисус вĕсене тата каланă: чăн-чăнах калатăп сире: Эпĕ — сурăхсенĕн алăкĕ;

(8) Манран малтан килнисем пурте — вăрăсем, вăрă-хурахсем; сурăхсем вĕсене итлемерĕç;

(9) Эпĕ — алăк: Ман витĕр кĕрекен çăлăнĕ, вăл кĕрĕ те, тухĕ те, кĕтÿлĕх те тупĕ;

(10) вăрă вара вăрлама, вĕлерме, тĕп тума анчах килет; Эпĕ чĕрĕлĕх пама, тулли пурăнăçлă тума килтĕм;

(11) Эпĕ — ырă кĕтÿçĕ: ырă кĕтÿçĕ сурăхĕсемшĕн хăйĕн чунне парать;

(12) тара тытнă çын кĕтÿçĕ мар, сурăхĕсем те унăн хăйĕн мар; вăл кашкăр çывăхарнине курать те сурăхĕсене пăрахса тарать; кашкăр вара сурăхсене тытнине тытать, салатса та пĕтерет;

(13) тара тытнă çын тарать: вăл — тара тытнă çын, вăл сурăхсемшĕн тăрăшмасть.

(14) Эпĕ — ырă кĕтÿçĕ; Эпĕ Хамăннисене пĕлетĕп, вĕсем те Мана пĕлеççĕ:

(15) Аттем Мана пĕлнĕ пек, Эпĕ те Аттеме пĕлетĕп; сурăхăмсемшĕн Эпĕ Хам чунăма паратăп.

(16) Манăн урăх сурăхсем те пур; вĕсем ку картара мар; Манăн вĕсене те илсе килмелле: вĕсем те Ман сассăма илтĕç, вара пĕр кĕтÿ, пĕр Кĕтÿçĕ пулĕ.

(17) Эпĕ Хамăн чунăма ăна каялла илес тесе паратăп, çавăнпа Аттем юратать Мана;

(18) чунăма Манран никам та туртса илеймест, ăна Эпĕ Хам паратăп. Манăн ăна пама та ирĕкĕм пур, ăна каялла илме те ирĕкĕм пур; çак ÿкĕте Эпĕ Аттемрен илтĕм, тенĕ.

(19) Çак сăмахсем пирки иудейсем хушшинче каллех тавлашу тухнă.

(20) Вĕсенчен нумайăшĕ каланă: Ăна усал ернĕ, Вăл ухмахланать, мĕн итлетĕр Ăна? тенĕ.

(21) Тепĕрисем тата çапла каланă: ку сăмахсем — усал ернĕ çын сăмахĕсем мар; усал суккăр çын куçне уçма пултарать-и? тенĕ.

(22) Çавăн чухне Иерусалимра Турă Çуртне çĕнетнине асăнмалли уяв çитнĕ; ун чухне хĕлле пулнă.

(23) Иисус Турă Çурчĕн картишĕнче, Соломон пăлтăрĕнче, утса çÿренĕ.

(24) Çавăнта Ăна иудейсем сырса илнĕ те каланă: Эсĕ пире хăçанччен пĕлтермесĕр тăрăн-ши? Эсĕ Христос пулсан тÿрех кала пире, тенĕ.

(25) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Эпĕ сире каларăм, эсир ĕненместĕр; Эпĕ Аттем ячĕпе тăвакан ĕçсем Ман çинчен пĕлтерсе тăраççĕ;

(26) эсир пĕрех ĕненместĕр, мĕншĕн тесессĕн, — Эпĕ хăвăра каланă пек, — эсир Ман сурăхсем мар;

(27) Ман сурăхсем Манăн сассăма илтеççĕ, Эпĕ те вĕсене пĕлетĕп, вĕсем Ман хыçăмран пыраççĕ,

(28) Эпĕ вĕсене ĕмĕрлĕх пурăнăç паратăп, вĕсем ĕмĕрне те пĕтмĕç, вĕсене Ман аллăмран никам та туртса илеймĕ;

(29) вĕсене Мана Аттем панă, Вăл пуринчен те аслă; Аттем аллинчен вĕсене никам та туртса илме пултараймасть.

(30) Эпĕ те, Аттем те — пĕр, тенĕ.

(31) Иудейсем ĕнтĕ Ăна вĕлересшĕн каллех чулсем ярса тытнă.

(32) Иисус каланă вĕсене: Эпĕ сире Хамăн Аттем хăвачĕпе нумай ырă ĕç туса кăтартрăм, вĕсенчен хăшĕшĕн эсир Мана чулпа персе вĕлересшĕн? тенĕ.

(33) Иудейсем Ăна çапла хуравласа каланă: эпир Сана ырă ĕçшĕн мар, Турра хурланăшăн тата Эсĕ çын пуçăнах Хăвна Турă вырăнне хунăшăн чулпа персе вĕлересшĕн, тенĕ.

(34) Иисус вĕсене çапла хуравланă: сирĕн саккунăрта: «Эпĕ: эсир — турăсем, терĕм» тесе çырман-и-ха?

(35) Турă сăмахне итлекенсене Вăл турăсем тенĕ пулсан, — Çыру вара пăрахăçланма пултараймасть, —

(36) епле-ха эсир Мана, Атте Хăй суйласа илсе тĕнчене Янăскере, «Эпĕ — Турă Ывăлĕ» тенĕшĕн «Эсĕ Турра хурлатăн» тетĕр?

(37) Эпĕ Аттем ĕçĕсене тумастăп пулсан, ан ĕненĕр Мана;

(38) Аттем ĕçĕсене тăватăп пулсан, Мана ĕненмесен те ĕçĕмсене ĕненĕр, вара Аттем Ман ăшăмрине, Эпĕ Аттем ăшĕнчине пĕлсе ăнланса илĕр, тенĕ.

(39) Ăна çавăн чухне те ярса тытасшăн пулнă, анчах Вăл вĕсен аллинчен хăтăлнă.

(40) Иисус каллех Иордан тепĕр енне, унччен Иоанн шыва кĕртнĕ вырăна, каçса кайнă та пĕр хушă çавăнта пурăннă.

(41) Ун патне нумай çын çÿренĕ. Вĕсем: «Иоанн пĕр хăват та тумарĕ, анчах та вăл Çакăн çинчен калани пĕтĕмпе чăн пулчĕ» тенĕ.

(42) Çавăнта чылайăшĕ Иисуса ĕненнĕ.

Ин 11

(1) Марийăпа унăн аппăшĕ Марфа пурăннă Вифани ялĕнче Лазарь ятлă пĕр çын чирлĕ выртнă.

(2) Çав Мария ĕнтĕ Иисуса мирă сĕрсе Унăн урине хăйĕн çÿçĕпе шăлаканни пулнă; чирлĕ Лазарь унăн пиччĕшĕ пулнă.

(3) Лазарь йăмăкĕсем Иисус патне: «Çÿлхуçамăр, акă Санăн юратнă çынну чирлĕ выртать» тесе калама çын янă.

(4) Çакна илтсен, Иисус каланă: ку чир вилĕм чирĕ мар, Турă мухтавне кăтартмалли чир, ун урлă Турă Ывăлĕ мухтава тухĕ, тенĕ.

(5) Иисус Марфăна та, унăн йăмăкне те, Лазаре те юратнă.

(6) Лазарь чирлĕ тенине илтсен, Иисус çав вырăнта тата икĕ кун пурăннă.

(7) Çавăн хыççăн Вăл вĕренекенĕсене каланă: атьăр каллех Иудейăна каяр, тенĕ.

(8) Вĕренекенĕсем Ăна каланă: Равви?! иудейсем Сана халĕ çеç чулпа персе вĕлересшĕнччĕ, Эсĕ каллех унта каятăн-и? тенĕ.

(9) Иисус çапла хуравласа каланă: кунра вуникĕ сехет мар-и? кăнтăрла çÿрекен такăнмасть, мĕншĕн тесессĕн вăл çак тĕнче çутине курать;

(10) çĕрле çÿрекен такăнать, мĕншĕн тесессĕн унра çутă çук, тенĕ.

(11) Çак сăмахсем хыççăн Вăл вĕсене каланă: пирĕн Лазарь тусăмăр çывăрать, Эпĕ ăна вăратма каятăп, тенĕ.

(12) Вĕренекенĕсем Ăна: Çÿлхуçамăр! çывăрать пулсассăн сывалĕ-ха, тенĕ.

(13) Иисус ĕнтĕ Лазарь вилĕмĕ çинчен каланă, вĕсем вара Вăл ахаль ыйхă çинчен калать пулĕ тесе шухăшланă.

(14) Иисус вара вĕсене тÿррĕнех каланă: Лазарь вилнĕ;

(15) Эпĕ сирĕншĕн савăнатăп: сире çирĕпрех ĕнентересшĕн Эпĕ унта пулмарăм; эппин, каяр ун патне, тенĕ.

(16) Çавăн чухне Йĕкĕреш тесе ят панă Фома ытти вĕренекенсене каланă: эпир те каяр та Унпа пĕрле вилер, тенĕ.

(17) Вифани ялне çитсен Иисус Лазаре тăватă кун каяллах пытарнине пĕлнĕ.

(18) Вифани ялĕ Иерусалим çывăхĕнчех, пĕр вунпилĕк стадире пулнă,

(19) пиччĕшĕшĕн хуйхăракан Марфăпа Марийăна лăплантарма иудейсем нумаййăн пухăннă.

(20) Иисус килет тенине илтсенех Марфа Ăна хирĕç кайнă; Мария килĕнчех юлнă.

(21) Çавăн чухне Марфа Иисуса каланă: эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ кунта пулнă пулсан, пиччем вилмен пулĕччĕ.

(22) Çапах та Эсĕ Турăран кирек мĕн ыйтнине те Турă Сана халĕ те парасса эпĕ пĕлетĕп, тенĕ.

(23) Иисус ăна: пиччÿ чĕрĕлсе тăрĕ, тет.

(24) Марфа калать Ăна: эпĕ пĕлетĕп: вилнĕ çынсем чĕрĕлсе тăнă чухне, юлашки кун, чĕрĕлсе тăрĕ вăл, тет.

(25) Иисус каланă ăна: чĕртсе тăратакан та, чĕрĕлĕх паракан та Эпĕ; Мана ĕненекен вилсен те чĕрĕлĕ,

(26) Мана ĕненсе пурăнакан ĕмĕрне те вилмĕ. Çакна ĕненетĕн-и? тенĕ.

(27) Марфа калать Ăна: ĕненетĕп, Çÿлхуçамăр! ĕненетĕп: Эсĕ тĕнчене килмелли Турă Ывăлĕ Христос, тет.

(28) Çакна каласан Марфа кайнă та хăйĕн Мария йăмăкне вăрттăн чĕнсе илсе каланă: Вĕрентекен кунта, сана чĕнет, тенĕ.

(29) Мария çакна илтсенех васкасах тăрса Ун патне кайнă.

(30) Иисус ун чухне яла кĕмен пулнă-ха, Марфăпа тĕл пулнă вырăнтах тăнă.

(31) Мария васкасах тăрса тухса кайнине курсан, пÿртре ăна лăплантарса ларнă иудейсем те ун хыççăн кайнă, вĕсем вăл пиччĕшне пытарнă çĕре йĕме каять пулĕ тесе шухăшланă.

(32) Мария ĕнтĕ Иисус тăракан çĕре пынă та, Ăна курсассăн Ун ури умне ÿксе пуççапса, Ăна каланă: эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ кунта пулнă пулсан, пиччем вилмен пулĕччĕ, тенĕ.

(33) Мария йĕнине тата унпа пĕрле пынă иудейсем те йĕнине курсан, Иисус Хăй те питех те хурланса пăлханса кайнă,

(34) вара: ăçта пытартăр эсир ăна? тенĕ. Ăна: эй Çÿлхуçамăр! пырса пăхсамччĕ, теççĕ.

(35) Иисусăн куçĕсем шывланнă.

(36) Çавăн чухне иудейсем каланă: пăхăр-ха, Вăл ăна епле юратнă! тенĕ.

(37) Вĕсенчен хăшĕсем тата çапла каланă: суккăр çыннăн куçне уçнăскер, Вăл çакна та вилмелле мар тума пултарайман-им-ха? тенĕ.

(38) Иисус вара Хăй ăшĕнче çавах питех те хуйхăрса тупăклăх патне пынă. Тупăклăхĕ ту хăвăлĕнче пулнă, унта кĕмелли шăтăка чулпа хупласа хунă.

(39) Иисус: чулне илĕр, тет. Вилнин йăмăкĕ, Марфа, калать Ăна: эй Çÿлхуçамăр! ĕнтĕ виле шăрши çапать; вăл вилни тăватă кун, тет.

(40) Иисус ăна çапла калать: ĕненсен, Турă мухтавне курăн тесе каламарăм-и Эпĕ сана? тет.

(41) Вара тупăклăх умĕнчи чула илнĕ. Иисус çÿлелле пăхса каланă: эй Аттем! Мана илтнĕшĕн тав тăватăп Сана;

(42) Эсĕ Мана кирек хăçан та илтессе Эпĕ пĕлетĕп; çакна Эпĕ кунта тăракан халăхшăн каларăм: вĕсем Мана Эсĕ янине ĕненччĕр терĕм, тенĕ.

(43) Çакна каласан Вăл хыттăн кăшкăрса: Лазарь, тух! тенĕ.

(44) Вара вилнĕскерĕ алли-урине пирпе чĕркенипех, питне-куçне тутăрпа çыхнипех тухнă. Иисус вĕсене: салтса ярăр ăна, утса пытăр, тет.

(45) Çавăн чухне Мария патне пынă иудейсенчен нумайăшĕ, Иисус тунă хăвата курса, Ăна ĕненнĕ;

(46) хăшĕсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мĕн туни çинчен каласа панă.

(47) Вара аслă священниксемпе фарисейсем канаш пухнă: мĕн тăвар-ши? Ку Çын нумай хăват кăтартать.

(48) Каплипех хăварсан Ăна пурте ĕненĕç, вара Рим çыннисем килĕç те пирĕн çĕре те, халăха та хăйсен аллине илĕç, тенĕ.

(49) Вĕсенчен пĕри, çав çул аслă священник пулнă Каиафа, вĕсене каланă: эсир нимĕн те пĕлместĕр,

(50) ăнланмастăр çакна: пĕтĕм халăх пĕтиччен пĕр çын вилни пирĕншĕн пуриншĕн те аванрах, тенĕ.

(51) –

(52) Çакна вăл хăй ăсĕпе каламан, çав çул аслă священник пулнă май, Иисус халăхшăн вилессе, халăхшăн çеç мар, тата сапаланса кайнă Турă ачисене пĕр çĕре пуçтарассишĕн те вилессе вăл малтанах каласа хунă.

(53) Çав кун ĕнтĕ Иисуса вĕлерме сăмах пĕтернĕ.

(54) Çавăнпа Иисус иудейсем хушшинче курăнсах çÿремен; Вăл унтан пушхир çывăхĕнчи çĕре, Ефраим ятлă хулана, кайса Хăйĕн вĕренекенĕсемпе çавăнта пурăннă.

(55) Иудейсенĕн Пасха уявĕ çывăхарса килнĕ, пур тавраран та нумайăшĕ Пасха умĕн тасалма Иерусалима пынă.

(56) Çавăн чухне вĕсем Иисуса шыранă, Турă Çуртĕнче тăнă чухне пĕр-пĕрне каланă: мĕнле шухăшлатăр эсир? уява килет-ши Вăл? тенĕ.

(57) Аслă священниксемпе фарисейсем вара Иисуса тытасшăн çапла тума хушнă: кам та кам Вăл ăçтине пĕлет, унăн çакăн çинчен систерес пулать.

Ин 12

(1) Пасха уявĕ çитиччен ултă кун маларах Иисус Хăй вилĕмрен чĕртсе тăратнă Лазарь пурăнакан Вифани ялне пынă.

(2) Ун валли унта каçхи апат хатĕрленĕ; Марфа хăнасене пăхнă, Иисуспа пĕрле кĕрекере ларакансем хушшинче Лазарь те пулнă.

(3) Мария хаклă йышши таса нард çăвĕнчен хатĕрленĕ пĕр кĕрепенкке мирă илнĕ те Иисусăн урине сĕрсе ăна çÿçĕпе шăлнă; ĕнтĕ пĕтĕм пÿрте ырă шăршă сарăлнă.

(4) Вĕренекенĕсенчен пĕри, Симон ывăлĕ Иуда Искариот, Иисуса тытса пама хатĕрленекенĕ, çавăн чухне каланă:

(5) мĕншĕн-ха ку мирăна сутса виççĕр динари илес мар, укçине кĕлмĕçсене салатса парас мар? тенĕ.

(6) Çакна вăл кĕлмĕçсене пулăшас тесе мар, хăй вăрă пулнăран каланă: ун çумĕнче укçа арчи пулнă, унта мĕн янине вăл илкелесех тăнă.

(7) Иисус каланă: ан тивĕр ăна; ку çăва вăл Мана пытарас кун валли упранă.

(8) Кĕлмĕçсем сирĕн яланах пулĕç, Эпĕ вара сирĕнпе яланах пулас çук, тенĕ.

(9) Иисус ăçтине пĕлсен иудейсем унта нумаййăн пуçтарăннă, вĕсем Иисуса çеç мар, Вăл вилĕмрен чĕртсе тăратнă Лазаре те курасшăн пулнă.

(10) Аслă священниксем ĕнтĕ Лазаре те вĕлерме сăмах пĕтернĕ,

(11) мĕншĕн тесессĕн ăна пула иудейсем нумайăшĕ вĕсенчен пăрăнса Иисуса ĕненнĕ.

(12) Тепĕр кунне уява пынă темĕн чухлĕ халăх, Иисус Иерусалима килет тенине илтсен,

(13) пальма турачĕсем тытса, Ăна кĕтсе илме тухнă, вĕсем: осанна! Çÿлхуçа ячĕпе Килекенĕ, Израиль Патшийĕ мухтавлă! тесе кăшкăрнă.

(14) –

(15) Иисус, çамрăк ашак тупса, ун çине утланса ларнă. Ку ĕнтĕ Çырура: «эй Сион хĕрĕ, ан хăра! акă санăн Патшу çамрăк ашак çине утланса килет» тесе çырнă пек пулнă.

(16) Унăн вĕренекенĕсем çакна малтан ăнланман; Иисус çинчен çапла çырнине, çакна хăйсем Уншăн тунине вĕсем Иисус мухтава тухсан тин астуса илнĕ.

(17) Çакăн умĕн Иисуспа пĕрле çÿренĕ халăх Вăл Лазаре тупăклăхран чĕнсе кăларнине, ăна вилĕмрен чĕртсе тăратнине каласа кăтартнă;

(18) Иисус çав хăвата тунине илтнĕрен ĕнтĕ халăх Ăна çапла кĕтсе илнĕ.

(19) Фарисейсем хăйсем хушшинче калаçнă: куратăр-и, нимĕн те тăваймастпăр — пĕтĕм тĕнче Ун хыççăн каять, тенĕ.

(20) Уява Турра пуççапма пынисем хушшинче темиçе эллин та пулнă.

(21) Вĕсем Филипп патне пынă та (лешĕ Галилейăри Вифсаида çынни пулнă) унран çапла ыйтнă: ырă çыннăмăр! пирĕн Иисуса курасчĕ, тенĕ.

(22) Филипп çавăн çинчен Андрее кайса калать; унтан Андрейпе Филипп ун çинчен Иисуса калаççĕ.

(23) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: Этем Ывăлĕн мухтава тухас вăхăчĕ çитрĕ.

(24) Чăн-чăнах калатăп сире: тулă пĕрчи çĕр çине ÿксе вилмесен пĕр пĕрчĕ халлĕнех юлать; вилсессĕн — нумай пĕрчĕ пултарать.

(25) Хăйĕн чунне юратакан ăна пĕтерет; ку тĕнчере хăй чунне курайман çын ăна ĕмĕрлĕх пурăнăç валли упраса хăварать.

(26) Маншăн ĕçлесе тăракан Ман хыççăн пытăр; Эпĕ ăçта — тарçăм та çавăнта пултăр; Маншăн ĕçлесе тăракана Атте хисеплĕ.

(27) Халĕ Манăн чунăм пăлханать; мĕн калам-ши? Эй Аттем! çак сехетрен хăтарсам Мана! анчах Эпĕ шăпах çак сехетшĕн килнĕ.

(28) Эй Аттем! Хăвăн ятна мухтава кăлар! тенĕ. Çав вăхăтра çÿлтен: мухтава кăлартăм, татах та мухтавлăп, тенĕ сасă илтĕннĕ.

(29) Унта тăракан халăх çавна илтсен: аслати ку, тенĕ; тепĕрисем: Унпа ангел калаçрĕ, тенĕ.

(30) Иисус çапла хуравласа каланă: ку сасă Маншăн мар, халăхшăн пулчĕ.

(31) Халĕ çак тĕнчене сут пулать; халĕ çак тĕнче пуçлăхне хăваласа ярĕç.

(32) Эпĕ, çĕр çинчен çĕкленсен, пурне те Хам патăма пуçтарăп, тенĕ.

(33) Çакна Вăл Хăй епле вилĕмпе вилессине пĕлтерсе каланă.

(34) Халăх каланă Ăна: Христос ĕмĕр-ĕмĕрех пулмалла — эпир çакна саккунран пĕлетпĕр; епле-ха Эсĕ Этем Ывăлĕн çÿле çĕкленмелле тетĕн? Çав Этем Ывăлĕ кам вăл? тенĕ.

(35) Вара Иисус каланă вĕсене: çутă сирĕнпе пĕрле тата кăшт анчах тăрĕ; çутă пур чухне çÿрĕр, сĕмлĕх ан хупăрлатăр сире: сĕмлĕхре çÿрекен хăй ăçта кайнине те пĕлмест.

(36) Çутă хăвăрпа пĕрле чухне çутта ĕненĕр, вара çутă ывăлĕсем пулăр, тенĕ. Çакна каласан Иисус вĕсем патĕнчен кайнă, урăх курăнман вĕсене.

(37) Вăл вĕсем умĕнче темĕн чухлĕ хăват тунă, вĕсем çавах ĕненмен Ăна.

(38) Çапла вара Исаия пророк калани çитнĕ, вăл: «эй Çÿлхуçа, пирĕнтен илтнине кам ĕненчĕ? Çÿлхуçан хăвачĕ кама курăнчĕ?» тенĕ.

(39) Исаия вĕсем мĕншĕн ĕненме пултарайманни çинчен те каланă:

(40) «Турă вĕсен куçне суккăрлатнă, вĕсен чĕрине чул пек хытарнă, çавăнпа вĕсем куçĕпе те курмаççĕ, чĕрипе те ăнланмаççĕ, вĕсем Ман енне çаврăннă пулсассăн, Эпĕ вĕсене сывататтăм» тенĕ.

(41) Исаия Христос мухтавне курнă, çавăнпа вăл çапла каланă; вăл Ун çинчен каланă.

(42) Çапах Иисуса пуçлăхсем те нумайăшĕ ĕненнĕ, анчах та вĕсем, фарисейсем синагогăран уйăрса ярасран шикленсе, хăйсем ĕненнине палăртман:

(43) вĕсем ĕнтĕ этем мухтавне Турă мухтавĕнчен ытларах юратнă.

(44) Иисус хытă сасăпа каланă: Мана ĕненекен Мана мар, Мана Яракана ĕненет;

(45) Мана куракан Мана Яракана курать.

(46) Эпĕ — Мана ĕненекен пĕри те сĕмлĕхре ан юлтăр тесе тĕнчене килнĕ çутă.

(47) Ман сăмахăма илтсе те Мана ĕненмен çынна Эпĕ айăпламастăп: Эпĕ тĕнчене айăплама килмен, ăна çăлма килнĕ.

(48) Мана йышăнман çыншăн, Ман сăмахăмсене хапăл туман çыншăн хăйне тÿре пур: юлашки кун ăна Эпĕ каланă сăмах айăплĕ.

(49) Эпĕ Хам тĕлĕшшĕн каламарăм; Эпĕ Хама янă Аттем мĕн хушнине турăм, мĕн каламаллине, мĕнле каламаллине Мана Вăл Хăй каларĕ.

(50) Эпĕ пĕлетĕп: Вăл мĕн хушни — ĕмĕрлĕх пурăнăç. Çапла вара, Эпĕ кирек мĕн каласан та Аттем Хама мĕн каланине калатăп, тенĕ.

Ин 13

(1) Пасха уявĕ çывăхарса килнĕ. Иисус çак тĕнчерен Ашшĕ патне каяс вăхăчĕ çитнине пĕлнĕ. Вăл, çак тĕнчере Хăйĕннисене юратаканскер, вĕсене вĕçне çитиех юратнă.

(2) Каçхи апат вăхăтĕнче, — шуйттан ĕнтĕ Симон ывăлĕн Иуда Искариотăн чĕрине Иисуса сутас шухăш кĕртнĕ, —

(3) Иисус, Ашшĕ пĕтĕмпех Хăй аллине панине пĕлсе тата Хăй Турă патĕнчен аннине, Турă патне каяссине пĕлсе,

(4) апат тунă çĕртен тăнă та, çиелти тумтирне хывса, алшăлли илсе, ăна пилĕкне çыхнă;

(5) унтан çăвăнмалли савăта шыв янă та, вĕренекенĕсенĕн урисене çуса, пилĕкне çыхнă алшăллипе шăла пуçланă.

(6) Çапла Вăл Симон Петр патне çитет, лешĕ калать Ăна: эй Çÿлхуçамăр! ара, манăн урана Санăн çумалла-и? тет.

(7) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: Эпĕ мĕн тунине эсĕ халĕ пĕлместĕн, кайран ăнланса илĕн, тенĕ.

(8) Петр калать Ăна: манăн урана Эсĕ ĕмĕрне те çăвас çук, тет. Иисус ăна çапла хуравланă: сана Эпĕ çумасан, Манпа пĕрле пая кĕреймĕн, тенĕ.

(9) Симон Петр калать Ăна: эй Çÿлхуçамăр! эппин, урана кăна мар, аллăма та, пуçăма та çу, тет.

(10) Иисус калать ăна: çăвăннă çын вăл пĕтĕмпе таса, унăнне урине кăна çумалла; эсир те таса, анчах пуртех мар, тет.

(11) Вăл Хăйне тытса паракана пĕлнĕ, çавăнпа «пуртех мар» тенĕ.

(12) Вĕсенĕн урисене çусан, Хăй тумне тăхăнса, Вăл каллех кĕрекене ларнă та вĕсене каланă: Эпĕ сирĕншĕн мĕн тунине ăнлантăр-и эсир?

(13) Эсир Мана Вĕрентекен тетĕр, Çÿлхуçамăр тетĕр, тĕрĕс калатăр: Эпĕ чăнах та Çавă.

(14) Эхер те Эпĕ — сирĕн Çÿлхуçăр, Вĕрентекенĕр — сирĕн урăрсене çурăм пулсан, сирĕн те пĕр-пĕрин урисене çумалла.

(15) Сирĕн те Ман пекех тумалла тесе, Эпĕ сире тĕслĕх кăтартрăм.

(16) Чăн-чăнах калатăп сире: чура хăй хуçинчен аслă мар, янă çын та хăйне яраканнинчен аслă мар.

(17) Çакна пĕлсе пурăнăçласа тăрсан, эсир телейлĕ.

(18) Сирĕн çинчен пурсăр çинчен те каламастăп: Хам суйласа илнисене Эпĕ пĕлетĕп. Ĕнтĕ Çырура: «Манпа пĕрле çăкăр çиекен Мана хирĕç урине çĕклерĕ» тесе çырни пурăнăçа килтĕр.

(19) Çавă пулса иртнĕ чухне эсир Эпĕ кам пулнине пĕлччĕр тесе, сире Эпĕ çавă пуличченнех, халех каласа паратăп.

(20) Чăн-чăнах калатăп сире: Эпĕ яракана хапăл тăвакан Мана хапăл тăвать, Мана хапăл тăвакан Мана Яракана хапăл тăвать, тенĕ.

(21) Çакна каласан Иисусăн чун-чĕри пăлханса кайнă, Вăл вара тÿрех каланă: чăн-чăнах калатăп сире: сирĕнтен пĕри Мана тытса парĕ, тенĕ.

(22) Çавăн чухне вĕренекенĕсем, Вăл кам çинчен каланине пĕлмесĕр, пĕр-пĕрин çине пăхса илнĕ.

(23) Иисусăн вĕренекенĕсенчен пĕри, Вăл юратни, Унăн кăкăрĕ çумĕнче ларнă.

(24) Симон Петр, Иисус кам çинчен каланине ыйтса пĕл-ха тесе, ăна аллипе паллăсем туса кăтартнă.

(25) Лешĕ вара Иисус кăкăрĕ çумне тĕршĕнсе: Çÿлхуçамăр! кам вăл? тенĕ.

(26) Иисус çапла хуравласа каланă: Эпĕ çăкăр татăкне кама пуçса парăп, çавă, тенĕ. Вара çăкăр татăкне пуçса Симон ывăлне Иуда Искариота панă.

(27) Çав татăка илнĕ хыççăн Иуда ăшне шуйттан кĕнĕ. Вара Иисус каланă ăна: мĕн тумаллине хăвăртрах ту, тенĕ.

(28) Вăл ăна мĕншĕн çапла каланине унта ларакансенчен пĕри те ăнласа илеймен.

(29) Иудăра укçа арчи пулнă, çавăнпа хăшĕсем Иисус ăна хамăр валли уява мĕн кирлине илме хушать пулĕ е ыйткалакансене мĕн те пулин пама калать пулĕ тесе шухăшланă.

(30) Çăкăр татăкне илсенех Иуда тăрса тухса кайнă; ун чухне çĕрле пулнă.

(31) Иуда тухса кайсан Иисус каланă: || паян Этем Ывăлĕ мухтава тухрĕ, Ун урлă Турă та мухтава тухрĕ.

(32) Турă Ун урлă мухтава тухрĕ пулсассăн, Турă та Ăна Хăй урлă мухтава кăларĕ, часах мухтава кăларĕ Ăна.

(33) Ачамсем! Манăн сирĕнпе пĕрле пуласси нумай мар. Кайран эсир Мана шырама пуçлăр, халĕ Эпĕ сире иудейсене каланинех калатăп: эсир Эпĕ каякан çĕре çитеймĕр.

(34) Сире çĕнĕ ÿкĕт паратăп: пĕр-пĕрне юратăр; эсир пĕр-пĕрне Эпĕ хăвăра юратнă пек юратăр.

(35) Эсир Манăн вĕренекенĕмсем иккенне пурте эсир пĕр-пĕрне юратнинчен пĕлĕç, тенĕ.

(36) Симон Петр Ăна: Çÿлхуçамăр! Эсĕ ăçта каятăн? тет. Иисус ăна çапла хуравласа каланă: Эпĕ каяс çĕре эсĕ халĕ Ман хыççăн пыраймăн, каярахпа Ман хыççăн пырăн, тенĕ.

(37) Петр каланă Ăна: Çÿлхуçамăр! мĕншĕн-ха эпĕ Сан хыççăн халĕ пыраймастăп? эпĕ Саншăн чунăма та парăп, тенĕ.

(38) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: Маншăн чунна парăн-и? чăн-чăнах калатăп сана: автан авăтиччен эсĕ Манран виçĕ хут тунăн, тенĕ.

Ин 14

(1) Сирĕн чĕрĕрсем ан шикленччĕр; Турра ĕненĕр, Мана та ĕненĕр.

(2) Аттем çуртĕнче вырăн нумай. Апла пулмасан: «Эпĕ сирĕн валли вырăн хатĕрлеме каятăп» тенĕ пулăттăм-и?

(3) Унта кайса сирĕн валли вырăн хатĕрлесен каллех килĕп те, Хам ăçта, эсир те çавăнта пулччăр тесе, сире Хам патăма илĕп.

(4) Эпĕ ăçта каяссине эсир пĕлетĕр, çулне те пĕлетĕр, тенĕ.

(5) Фома каланă Ăна: Çÿлхуçамăр! Эсĕ ăçта каяссине эпир пĕлместпĕр; çулне те мĕнле пĕлер-ха эпир? тенĕ.

(6) Иисус каланă ăна: Эпĕ — çул та, чăнлăх та, чĕрĕлĕх те; Ман урлă каймасан Манăн Аттем патне никам та çитеймĕ.

(7) Эсир Мана пĕлнĕ пулсан, Манăн Аттене те пĕлĕттĕр. Паянтан вара эсир Ăна пĕлетĕр, куртăр та Ăна, тенĕ.

(8) Филипп каланă Ăна: Çÿлхуçамăр! пире Аçуна кăтарт та, çитĕ вара пире, тенĕ.

(9) Иисус каланă ăна: Филипп, Эпĕ мĕн вăхăт хушши сирĕнпе пĕрле, эсĕ çапах Мана пĕлместĕн-и? Мана куракан Аттене те курнă; епле-ха эсĕ: «Аçуна кăтарт пире» тетĕн?

(10) Эпĕ Аттем ăшĕнче, Аттем Ман ăшăмра, эсĕ çакна ĕненместĕн-им? || Сире калакан сăмахсене Эпĕ Хам тĕлĕшшĕн каламастăп; ĕçсене Манра пурăнакан Аттем Хăй тăвать.

(11) Ĕненĕр Мана: Эпĕ Аттем ăшĕнче, Аттем Ман ăшăмра; каланине ĕненмесен ĕçĕмсене кура ĕненĕр Мана.

(12) Чăн-чăнах калатăп сире: Мана ĕненекен Эпĕ тăвакан ĕçсене те тăвĕ, вĕсенчен те ытларах тăвĕ, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ Аттем патне каятăп.

(13) Эсир Ман ятăмпа Аттерен кирек мĕн ыйтсан та, Аттем Ывăлĕ урлă мухтава тухтăр тесе, Эпĕ эсир ыйтнине тăвăп.

(14) Эсир Манран Ман ятăмпа кирек мĕн ыйтсан та, Эпĕ эсир ыйтнине тăвăп.

(15) Мана юрататăр пулсан, Манăн ÿкĕтсене уяса пурăнăр.

(16) Эпĕ Аттеме тархаслăп та, Вăл сирĕн пата тепĕр Лăплантаракана ярĕ, Вăл ĕмĕр-ĕмĕрех сирĕнпе пĕрле пулĕ.

(17) Вăл — Чăнлăх Сывлăшĕ, тĕнче Ăна йышăнма пултараймасть, мĕншĕн тесессĕн вăл Ăна курмасть, пĕлмест те Ăна; эсир Ăна пĕлетĕр: Вăл халĕ те сирĕнпе, малашне те сирĕнте пулĕ.

(18) Сире тăлăха хăвармăп; сирĕн пата килĕп.

(19) Вăхăт нумаях юлмарĕ, тĕнче Мана урăх курмĕ ĕнтĕ; эсир вара Мана куратăр, мĕншĕн тесессĕн Эпĕ пурăнатăп, апла эсир те пурăнатăр.

(20) Çав кун эсир Эпĕ Аттем ăшĕнчине, хăвăр Ман ăшăмрине, Эпĕ те сирĕн ăшăртине пĕлĕр вара.

(21) Кам Манăн ÿкĕтсене асра тытса пурăнăçласа тăрать, çавă Мана юратать; Мана юратакана Аттем те юратĕ; ăна Эпĕ те юратăп, ăна Хамах курăнăп, тенĕ.

(22) Иуда, — Искариот мар, урăххи, — калать Ăна: эй Çÿлхуçамăр! мĕнле-ха апла Эсĕ Хăвна тĕнчене мар, пире анчах кăтартасшăн? тенĕ.

(23) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: Мана юратакана, Манăн сăмахăма пурăнăçласа тăракана Аттем те юратĕ; Эпир вара ун патне пырăпăр та ун патĕнче пурăнăпăр.

(24) Мана юратманни Манăн сăмахăмсене пурăнăçламасть; эсир илтекен сăмах — Манăн мар, Мана Яракан Аттемĕн.

(25) Çакна Эпĕ сире хăвăрпа пĕрле чухне каларăм.

(26) Аттем Ман ятăмпа Ярасси — Лăплантараканĕ, Таса Сывлăш — сире пĕтĕмпе вĕрентсе çитерĕ, Эпĕ хăвăра мĕн каланине пĕтĕмпе астутарĕ.

(27) Канăçлăх парса хăваратăп сире, Хамăн канăçлăхăма сире паратăп, Эпĕ тĕнче панă пек памастăп сире. || Сирĕн чĕрĕрсем ан шикленччĕр, ан хăраччăр.

(28) Эпĕ хăвăра: «сирĕн патăртан каятăп, анчах сирĕн пата килетĕп» тенине илтрĕр эсир. Эсир Мана юрататăр пулсан, Эпĕ: «Аттем патне каятăп» тенĕшĕн эсир савăнăттăр, мĕншĕн тесессĕн Аттем Манран аслă.

(29) Акă ĕнтĕ Эпĕ сире çавăн çинчен вăл пулса иртичченех, çавă килсе çитсен эсир çирĕп ĕненĕр тесе, малтанах каласа патăм.

(30) Манăн сирĕнпе калаçасси нумаях юлмарĕ: çак тĕнченĕн пуçлăхĕ килет, Манра ун валли нимĕн те çук.

(31) Тĕнчен çакна пĕлмелле: Эпĕ Аттеме юрататăп, çавăнпа пурне те Аттем тума хушнă пек тăватăп. Тăрăр, каяр кунтан, тенĕ.

Ин 15

(1) Эпĕ — чăн иçĕм çырли авăрĕ, Аттем вара — иçĕм пахчийĕн хуçи.

(2) Çырли пулман туратăма Вăл кирек хăшне те касса пăрахать; çырли пулаканнине кирек хăшне те, çимĕçĕ тата нумайтарах пултăр тесе, тасатсах тăрать.

(3) Эсир ĕнтĕ Эпĕ хăвăра вĕрентсе каланă сăмахпа тасалтăр.

(4) Эсир Манра пулăр, Эпĕ сирĕнте пулам. Турат хăй авăрĕ çинче пулмасан, хăй тĕллĕн çырла ÿстереймест; Ман ăшăмра пулмасан, эсир те çавăн пекех пулатăр.

(5) Эпĕ — çырла авăрĕ, эсир — турачĕсем; кам Ман ăшăмра, Эпĕ те ун ăшĕнче тăратăп, вăл нумай çимĕç кÿрет: Мансăр эсир нимĕн те тăваймăр;

(6) Ман ăшăмра маррисем — касса пăрахнă, типсе выртакан туратсем пек: вĕсене пуçтарса вута пăрахаççĕ те, вĕсем çунса каяççĕ;

(7) эсир Ман ăшăмра пулсан, Ман сăмахăмсем сирĕн ăшăрта пулсан, мĕн ыйтас тенине ыйтăр, çавă пулĕ сире.

(8) Нумай çимĕç кÿнипе, Манăн вĕренекенĕмсем пулнипе эсир Манăн Аттеме мухтава кăларатăр.

(9) Эпĕ сире Хама Аттем юратнă пек юратрăм; эсир вара Эпĕ юратнă пек юратăр.

(10) Эпĕ Аттем хушнине туса тăтăм, çавăнпа Аттем юратса тăрать Мана; эсир Эпĕ хушнине туса тăрсан, Эпĕ те юратса тăрăп сире.

(11) Эпĕ çакна Хамăн савăнăçăм сире те пултăр, сирĕн савăнăçăр тулли пултăр тесе каларăм.

(12) Акă Манăн ÿкĕтĕм: эсир пĕр-пĕрне Эпĕ хăвăра юратнă пек юратăр;

(13) хăй тусĕсемшĕн чунне параканăн юратăвĕнчен пысăкрах юрату çук.

(14) Эпĕ хушнине туса тăрсан эсир Манăн тусăмсем пулатăр.

(15) Эпĕ сире чура теместĕп ĕнтĕ: чура вăл хуçи мĕн тунине пĕлмест; Эпĕ сире Хам Аттемрен мĕн илтнине пĕтĕмпех каласа патăм, çавăнпа сире тусăмсем тетĕп.

(16) Мана эсир суйласа илмен, Эпĕ сире суйласа илтĕм: сире тĕнчене яма, çимĕç, ĕмĕрлĕх çимĕç, кÿччĕр тесе тата эсир Аттемрен Ман ятăмпа кирек мĕн ыйтсан та, Вăл сире çавна патăрччĕ тесе суйласа илтĕм.

(17) Эпĕ сире çакна тума хушатăп: пĕр-пĕрне юратăр.

(18) Пĕлсе тăрăр: тĕнче сире кураймасть пулсан, Мана вăл сире курайми пуличченех курайми пулчĕ.

(19) Эсир тĕнченĕн пулнă пулсан, тĕнче хăйĕнне хăй юратĕччĕ; эсир — тĕнченĕн мар, сире Эпĕ тĕнчерен суйласа илтĕм, тĕнче сире çавăнпа кураймасть.

(20) Эпĕ сире «чура хăй хуçинчен аслă мар» тесе каланă сăмаха астуса тăрăр. Мана хĕсĕрлерĕç пулсан, сире те хĕсĕрлĕç; Манăн сăмахăма итлерĕç пулсан, сирĕнне те итлĕç.

(21) Сире çапла Ман ятăм пирки хĕсĕрлĕç: вĕсем Мана Яракана пĕлмеççĕ.

(22) Эпĕ килмен пулсан, вĕсене каламан пулсан, вĕсем çылăхсăр пулнă пулĕччĕç; халĕ ĕнтĕ вĕсенĕн, çылăхлăскерсенĕн, хăйсене тÿрре кăларма май çук.

(23) Мана курайман çын Манăн Аттеме те кураймасть.

(24) Эпĕ вĕсем хушшинче урăх никам та туман ĕçсем туса кăтартман пулсан, вĕсем çылăхлă пулмĕччĕç; халĕ вĕсем çав ĕçсене курчĕç, çапах Мана та, Манăн Аттеме те кураймаççĕ.

(25) Ĕнтĕ вĕсен саккунĕнче: «Мана сăлтавсăрах кураймаççĕ» тесе çырни çитрĕ.

(26) Эпĕ сирĕн патăра Аттем патĕнчен ярас Лăплантаракан — Чăнлăх Сывлăшĕ, Атте патĕнчен тухаканскер — килсессĕн, Вăл Ман çинчен пĕлтерсе тăрĕ.

(27) Эсир те пĕлтерсе тăрăр, мĕншĕн тесессĕн эсир мĕн пуçламăшĕнченех Манпа пĕрле.

Ин 16

(1) Çакна Эпĕ сире ан улталанччăр тесе каларăм.

(2) Сире синагогăсенчен хăваласа кăларĕç; || çавăн пек вăхăт çитет ĕнтĕ, сире вĕлерекен кирек кам та Турра юрăхлă ĕç тăватăп тесе шухăшлĕ;

(3) вĕсем Аттене те, Мана та пĕлменрен çапла тăвĕç.

(4) Çакна Эпĕ сире, çав вăхăт çитсен Эпĕ хăвăра ун çинчен каланине астуса илччĕр тесе, каларăм; Хам сирĕнпе пĕрле пулнăран малтан сире каламарăм ун çинчен.

(5) Халĕ ĕнтĕ Эпĕ Хама Яракан патне каятăп, сирĕнтен пĕри те Манран: ăçта каятăн? тесе ыйтмасть.

(6) Эпĕ сире çакна каланăран эсир хуйха ÿкрĕр.

(7) Анчах Эпĕ сире чăннине калатăп: Эпĕ кайсан сирĕншĕн лайăхрах пулĕ; Эпĕ каймасан сирĕн патăра Лăплантаракан килмĕ; кайсассăн — Эпĕ Ăна сирĕн патăра ярăп.

(8) Вăл килĕ те тĕнче çылăх çинчен, тÿрĕлĕх çинчен, сут çинчен тĕрĕс мар шухăшланине кăтартса парĕ:

(9) çылăх çакă — Мана ĕненмеççĕ;

(10) тÿрĕлĕх çакă — Эпĕ Аттем патне каятăп, эсир Мана урăх курас çук;

(11) сут çакă — çак тĕнченĕн пуçлăхĕ айăпа юлнă.

(12) Манăн сире каласси тата та нумай, анчах эсир халĕ шăнăçтарас çук;

(13) Çавă, Чăнлăх Сывлăшĕ, килсессĕн, сире пур тĕрлĕ чăнлăха та пĕлтерĕ: Вăл Хăй тĕлĕшшĕн каламĕ, мĕн илтнине калĕ, малашне мĕн пулассине пĕлтерĕ сире.

(14) Вăл Манра мĕн пуррине илĕ те çавна сире пĕлтерĕ, çапла Мана мухтава кăларĕ;

(15) Аттемĕн мĕн пурри пурте Манăн; çавăнпа Эпĕ: Вăл Манра мĕн пуррине илĕ те çавна сире пĕлтерĕ, терĕм.

(16) Кăштахран эсир Мана кураймăр, тата кăштахран Мана каллех куратăр: Эпĕ Аттем патне каятăп, тенĕ.

(17) Çавăн чухне Унăн хăш-пĕр вĕренекенĕсем пĕр-пĕрне каланă: «кăштахран эсир Мана кураймăр, тата кăштахран Мана каллех куратăр» тесе, мĕн çинчен калать-ха Вăл пире? тата: «Эпĕ Аттем патне каятăп» тет, ку мĕне пĕлтерет-ши? тенĕ.

(18) Вĕсем тата каланă: «кăштахран» тесе мĕн çинчен калать-ха Вăл? темĕн калать — эпир ăнланмастпăр, тенĕ.

(19) Вĕсем Хăйĕнчен мĕн ыйтассине пĕлсе, Иисус каланă вĕсене: эсир пĕр-пĕринпе Эпĕ сире «кăштахран эсир Мана кураймăр, тата кăштахран Мана каллех куратăр» тени çинчен калаçатăр-и?

(20) Чăн-чăнах калатăп сире: сирĕн ĕсĕклесе йĕмелле, уласа макăрмалла пулĕ, тĕнче вара савăнĕ; эсир хуйха ÿкĕр, анчах сирĕн хуйхăр савăнăçа тухĕ;

(21) çуратас вăхăчĕ çитсен хĕрарăм тертленет; ачине çуратсан, тĕнчене çын çуралнăшăн савăнса, хăй тертленнине астумасть те.

(22) Çавăн пек эсир те халĕ хуйхăллă; анчах Эпĕ сире каллех курăп та, сирĕн чĕрĕрсем савăнса кайĕç, сирĕн савăнăçăра сирĕнтен никам та туртса илеймĕ.

(23) Çав кун вара эсир Манран нимĕн çинчен те ыйтмăр; || чăн-чăнах калатăп сире: Аттемрен Ман ятăмпа кирек мĕн ыйтсан та, Вăл сире парĕ;

(24) халиччен эсир Ман ятăмпа нимĕн те ыйтманччĕ; ыйтăр — вара илетĕр, сирĕн савăнăçăр тулли пулĕ.

(25) Халиччен Эпĕ сире ытарлăн калаттăм; çакăн пек вăхăт çитет ĕнтĕ: ун чухне сире ытарлăн каламăп, Аттем çинчен сире уççăн пĕлтерĕп.

(26) Çав кун эсир Ман ятăмпа ыйтăр, сирĕншĕн Аттеме Хам тархаслăп тесе каламастăп:

(27) эсир Мана юратнăран, Эпĕ Турă патĕнчен килнине ĕненнĕрен сире Аттем Хăй те юратать.

(28) Эпĕ, Аттем патĕнчен тухса, тĕнчене килтĕм; халĕ, тĕнчене хăварса, каллех Аттем патне каятăп, тенĕ.

(29) Вĕренекенĕсем каланă Ăна: акă Эсĕ халĕ уççăн калатăн, пĕрре те ытарлăн каламастăн.

(30) Эпир халĕ куратпăр ĕнтĕ: Эсĕ йăлтах пĕлсе тăратăн, Сана Хăвăнтан ыйтни те кирлĕ мар; çавăнпа ĕнтĕ Эсĕ Турă патĕнчен килнине ĕненетпĕр, тенĕ.

(31) Иисус вĕсене çапла хуравласа каланă: халĕ ĕненетĕр-и?

(32) Акă çавăн пек вăхăт çитет, çитрĕ те ĕнтĕ: эсир пурсăр та кашнийĕ хăй енне сапаланатăр, Мана пĕчченех хăваратăр; анчах Эпĕ пĕччен мар, Манпа пĕрле Аттем.

(33) Çакна Эпĕ сире хăвăр валли канăçлăх Манра тупчăр тесе каларăм. Тĕнчере сирĕн асап тÿсмелле пулĕ; çирĕп тăрăр: Эпĕ тĕнчене çĕнтертĕм, тенĕ.

Ин 17

(1) Çак сăмахсем хыççăн Иисус çÿлелле пăхса каланă: эй Аттем! вăхăт çитрĕ ĕнтĕ: Хăвăн Ывăлна мухтава кăлар, Ывăлу та Сана мухтава кăлартăр.

(2) Эсĕ пур этеме те Ун аллине панă, Хăв панисене Вăл пурне те ĕмĕрлĕх пурăнăç патăр, тенĕ.

(3) Ĕмĕрлĕх пурăнăç вăл — Сана, пĕртен-пĕр чăн Турра, пĕлни тата Хăв янă Иисус Христоса пĕлни.

(4) Эпĕ çĕр çинче Сана мухтава кăлартăм, Эсĕ Мана тума хушнă ĕçе туса çитертĕм.

(5) Эй Аттем! халĕ ĕнтĕ Мана Хăвăн патăнта мухтава кăлар, тĕнче пуличченех Хăвăн патăнта пулнă аслăлăхăмпа мухтава кăлар.

(6) Эсĕ Мана тĕнчерен панă çынсене Эпĕ Санăн ятна пĕлтертĕм; вĕсем Санăнччĕ, Эсĕ вĕсене Мана патăн, вĕсем Санăн сăмахна упраса хăварчĕç;

(7) Эсĕ Мана пани пĕтĕмпех Санран килнине халĕ ĕнтĕ вĕсем ăнланса илчĕç:

(8) Эпĕ вĕсене Мана Ху панă сăмахсене каласа патăм та, вĕсем ăна хапăл турĕç, Эпĕ Сан патăнтан килнине чăнласах ăнланчĕç, Мана Эсĕ янине ĕненчĕç.

(9) Эпĕ вĕсемшĕн йăлăнатăп: пĕтĕм тĕнчешĕн йăлăнмастăп, Мана Хăв панисемшĕн йăлăнатăп, мĕншĕн тесессĕн вĕсем — Санăн;

(10) Манăн мĕн пурри пĕтĕмпе — Санăн, Санăнни — Манăн; Эпĕ вĕсем урлă мухтава тухрăм.

(11) Эпĕ ĕнтĕ тĕнчере мар, вĕсем вара тĕнчере, Эпĕ Сан патна пыратăп. Эй Святой Аттем! Эсĕ Мана панисене Хăвăн ятупа упрасам, вĕсем те Пирĕн пекех пĕр пулччăр.

(12) Эпĕ вĕсемпе пĕрле тĕнчере пулнă чухне вĕсене Санăн ятупа упрарăм; Ху Мана панисене Эпĕ сыхласа хăвартăм, пĕтес ывăлсăр пуçне вĕсенчен пĕри те пĕтмерĕ. Çапла Çырури сăмах вырăна килчĕ.

(13) Халĕ ĕнтĕ Сан патна пыратăп: вĕсен ăшĕнче Манăн савăнăçăм тулли пултăр тесе, çакна Эпĕ тĕнчере чухне калатăп.

(14) Эпĕ вĕсене Санăн сăмахна каласа патăм, тĕнче вĕсене курайми пулчĕ, мĕншĕн тесессĕн вĕсем те, Ман пекех, тĕнченĕн мар.

(15) Вĕсене тĕнчерен ил тесе йăлăнмастăп, усал-тĕселтен сыхласа тăр тесе йăлăнатăп.

(16) Вĕсем те, Ман пекех, тĕнченĕн мар.

(17) Вĕсене Хăвăн чăнлăхупа тасат: Санăн сăмаху — чăнлăх.

(18) Эсĕ Мана тĕнчене янă пек, Эпĕ те вĕсене тĕнчене ятăм;

(19) вĕсем те чăнлăхпа тасалччăр тесе, вĕсемшĕн Эпĕ Хама паратăп.

(20) Вĕсемшĕн анчах йăлăнмастăп, вĕсен сăмахне итлесе Мана ĕненекенсемшĕн те йăлăнатăп,

(21) пурте пĕр пулччăр: эй Аттем! Эсĕ — Ман ăшăмра, Эпĕ Сан ăшăнта пулнă пек, вĕсем те Пирĕн ăшра пĕр пулччăр — Мана Эсĕ янине тĕнче ĕнентĕр.

(22) Эпир пĕр пулнă пек, вĕсем те пĕр пулччăр тесе, Эсĕ Мана панă мухтава вĕсене патăм.

(23) Эпĕ — вĕсен ăшĕнче, Эсĕ — Ман ăшăмра; вĕсем те пĕр-пĕтĕм пулччăр; Мана Эсĕ янине, Эсĕ вĕсене Мана юратнă пекех юратнине тĕнче пĕлтĕр.

(24) Эй Аттем! Эсĕ Мана панисем те Эпĕ ăçта, çавăнта Манпа пĕрле пулччăр, Эсĕ Мана тĕнчене пултаричченех юратса панă мухтава курччăр.

(25) Эй тÿрĕ Аттемĕм! тĕнче Сана пĕлмерĕ; Эпĕ пĕлтĕм Сана, вĕсем те Мана Эсĕ янине пĕлчĕç;

(26) Эсĕ Мана юратни вĕсенче те пултăр тесе, Эпĕ вĕсен ăшĕнче пулам тесе, Эпĕ вĕсене Санăн ятна пĕлтертĕм, тата та пĕлтерсе тăрăп, тенĕ.

Ин 18

(1) Çакна каласан Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсемпе Кедрон юхăмĕн тепĕр енне кайнă; унта йывăç пахчи пулнă; Иисуспа Унăн вĕренекенĕсем çав пахчана кĕнĕ.

(2) Иисуспа Унăн вĕренекенĕсем унта тăтăшах пыркаланă, çавăнпа вăл вырăна Ăна тытса паракан Иуда та пĕлнĕ.

(3) Çапла ĕнтĕ Иуда, пĕр ушкăн салтак тата аслă священниксемпе фарисейсен тарçисене ертсе, унта хунарсемпе, çутаткăçсемпе, хĕçсемпе пырса çитет.

(4) Иисус Хăйĕнпе мĕн пуласса пĕтĕмпе пĕлсе вĕсем патне тухнă та: кама шыратăр? тенĕ.

(5) Ăна çапла хуравланă: Назарет Иисусне, тенĕ. Иисус калать вĕсене: Вăл Эпĕ, тет. Ăна тытса паракан Иуда та вĕсемпе пĕрле тăнă.

(6) Иисус «Вăл Эпĕ» тесенех, вĕсем каялла чакса çĕре ÿксе пĕтнĕ.

(7) Вăл вĕсенчен каллех: кама шыратăр? тесе ыйтнă. Лешĕсем: Назарет Иисусне, тенĕ.

(8) Иисус çапла хуравланă: Эпĕ сире «Вăл Эпĕ» тесе каларăм-çке; Мана шыратăр пулсассăн вĕсене ан тивĕр, кайччăр вĕсем, тенĕ.

(9) Çапла ĕнтĕ, Вăл «Эсĕ Мана панисенчен Эпĕ пĕрне те пĕтермерĕм» тенĕ сăмах вырăна килнĕ.

(10) Петр теекен Симонăн хĕç пулнă; вăл хĕçне туртса кăларнă та аслă священник чури çине сулса ярса унăн сылтăм хăлхине касса татнă; çав чура Малх ятлă пулнă.

(11) Иисус Петра каланă: хĕçне йĕннине чиксе хур; Аттем панă куркана Манăн епле ĕçес мар? тенĕ.

(12) Вара салтаксем, пинпÿсем тата иудейсен тарçисем Иисуса тытса çыхнă.

(13) Ăна малтан Анна патне, Каиафа хуньăшĕ патне, илсе пынă, лешĕ çав çул аслă священник пулнă.

(14) Шăпах çав Каиафа ĕнтĕ иудейсене «халăхшăн пĕр çын пĕтни аванрах пулĕ» тесе канаш панă пулнă.

(15) Иисус хыçĕнчен Симон Петрпа тепĕр вĕренекенĕ пынă; çав вĕренекен аслă священникăн пĕлĕшĕ пулнă, вăл Иисуспа пĕрле аслă священник картишне кĕнĕ;

(16) Петр вара тулашĕнче, хапха умĕнче, тăнă. Унтан аслă священник паллакан вĕренекен тухнă та, хапха хураллакан хĕрарăмпа калаçса илсе, Петра та илсе кĕнĕ.

(17) Çавăн чухне хапха хураллакан хĕрарăм чура Петра калать: эсĕ те çак Çыннăн вĕренекенĕ мар-и? тет. Вăл: çук, тет.

(18) Ун чухне сивĕ пулнă, чурасемпе тарçăсем вут хурса ун тавра ăшăнса тăнă; Петр та вĕсемпе пĕрле ăшăнса тăнă.

(19) Аслă священник Иисусран Унăн вĕренекенĕсем çинчен тата Унăн вĕрентĕвĕ çинчен ыйтнă.

(20) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: Эпĕ тĕнчене уççăн каларăм; Эпĕ кирек хăçан та иудейсем ялан пуçтарăнакан синагогăпа Турă Çуртĕнче вĕрентрĕм, вăрттăн нимĕн те каламан.

(21) Мĕншĕн Манран ыйтатăн? Эпĕ мĕн каланине илтнисенчен ыйт — вĕсем Эпĕ мĕн каланине пĕлеççĕ, тенĕ.

(22) Вăл çапла каласан, çавăнта тăракан тарçăсенчен пĕри Ăна питĕнчен çупса ярса каланă: Эсĕ аслă священника çапла хуравлатăн-и-ха? тенĕ.

(23) Иисус ăна çапла хуравласа каланă: Эпĕ лайăх мар каларăм пулсан, мĕн лайăх маррине кăтартса пар, аван каларăм пулсан, эсĕ Мана мĕншĕн çапатăн? тенĕ.

(24) Анна вара Иисуса, çыхнăскере, аслă священник Каиафа патне янă.

(25) Симон Петр çаплах ăшăнса тăнă. Çавăн чухне каланă ăна: эсĕ те Унăн вĕренекенĕ мар-и-ха? тенĕ. Вăл туннă: çук, тенĕ.

(26) Аслă священникăн чурисенчен пĕри, хăлхине Петр касса татнин хурăнташĕ, çапла калать: эпĕ хам сана Унпа пĕрле пахчара курмарăм-и вара? тет.

(27) Петр каллех туннă; çав самантра автан авăтса янă.

(28) Каиафа патĕнчен Иисуса преторие илсе кайнă. Ку ĕç ирхине пулнă; ирсĕрленес мар тесе, иудейсем преторие кĕмен, мĕншĕн тесессĕн вĕсен пасха çимелле пулнă.

(29) Çавăнпа Пилат вĕсем патне хăй тухнă та: эсир Ку Çынна мĕн тĕлĕшпе айăплатăр? тенĕ.

(30) Вĕсем ăна хуравласа каланă: Вăл усал çын пулмасан, эпир Ăна сана тытса памăттăмăр, тенĕ.

(31) Пилат хуравласа каланă вĕсене: эсир Ăна илсе кайăр та хăвăр саккунăрпа сут тăвăр, тенĕ. Иудейсем каланă ăна: пире никама та вĕлерме ирĕк паман, тенĕ.

(32) Çапла Иисус Хăй мĕнле вилĕмпе вилесси çинчен пĕлтерсе каланă сăмах çитнĕ.

(33) Çавăн чухне Пилат каллех преторие кĕнĕ те Иисуса чĕнсе илсе каланă: Эсĕ Иудея Патши-и? тенĕ.

(34) Иисус ăна хуравласа каланă: эсĕ çапла хăвăн сăмахна калатăн-и е сана Ман çинчен ыттисем каласа пачĕç-и? тенĕ.

(35) Пилат хуравласа каланă: эпĕ иудей-им? Сана Хăвăн халăхупа аслă священниксем ман алла тытса пачĕç; Эсĕ мĕн тунă? тенĕ.

(36) Иисус çапла хуравласа каланă: Манăн Патшалăхăм ку тĕнчерен мар; Манăн Патшалăхăм ку тĕнчерен пулсан, Манăн çыннăмсем Мана иудейсен аллине парас мар тесе хÿтĕленĕ пулĕччĕç; анчах Манăн Патшалăхăм кунтан мар, тенĕ.

(37) Пилат Ăна: çавах та Эсĕ Патшах-и? тенĕ. Иисус хуравласа каланă: эсĕ хăв Мана Патша тетĕн; Эпĕ чăнлăх çинчен каласа пĕлтермешкĕн çуралнă, çавăншăн тĕнчене килнĕ; чăнлăхшăн пулсассăн кирек кам та Ман сасса итлет, тенĕ.

(38) Пилат Ăна: чăнлăх мĕн вăл? тенĕ. Çакна каласан хăй каллех иудейсем патне тухнă та каланă вĕсене: эпĕ Унра нимĕнле айăп та курмастăп;

(39) сирĕн Пасха умĕн мана пĕрне кăларттарса ямалли йăла пур, эсир Иудея Патшине кăларттарасшăн мар-и? эпĕ кăларса ярăп Ăна, тенĕ.

(40) Вара пурте каллех: Ăна мар, Вараввăна! тесе кăшкăрса янă. Варавва теекенĕ вăрă-хурах пулнă.

Ин 19

(1) Пилат вара Иисуса илсе кайса хĕнеме хушнă.

(2) Салтаксем йĕплĕ хулăран пуçкăшăль явса Иисус пуçне тăхăнтартнă, çине хĕрхĕлтĕм тум тăхăнтартнă,

(3) сывă пултăр Иудея Патши! тесе Ăна питĕнчен çупа-çупа янă.

(4) Пилат тата тепĕр хут тухса каланă вĕсене: акă эпĕ сире пĕлтермешкĕн Ăна сирĕн патăра илсе тухатăп: эпĕ Унра нимĕнле айăп та курмастăп, тенĕ.

(5) Иисус вара йĕплĕ пуçкăшăльпех, хĕрхĕлтĕм тумтирпех тухнă. Пилат вĕсене: акă çавă Çын! тенĕ.

(6) Аслă священниксемпе вĕсен тарçисем Иисуса курсассăн: || пăталаттар Ăна, пăталаттар! тесе кăшкăрса янă. Пилат вĕсене калать: тытăр та хăвăр пăталăр: эпĕ Унра айăп курмастăп, тет.

(7) Иудейсем ăна хуравласа каланă: пирĕн саккун пур, пирĕн саккун тăрăх, Ăна вĕлермелле, мĕншĕн тесессĕн Вăл Хăйне Турă Ывăлĕ вырăнне хурать, тенĕ.

(8) Çак сăмахсене илтсен Пилат тата ытларах хăраса ÿкнĕ,

(9) вăл каллех преторие кĕнĕ те Иисуса каланă: Эсĕ ăçтан? тенĕ. Иисус нимĕн те каламан.

(10) Пилат Ăна калать: Эсĕ мана хуравламастăн-и? пĕлместĕн-им: манăн Сана пăталаттарма та ирĕкĕм пур, кăларса яма та ирĕкĕм пур, тет.

(11) Иисус хуравласа каланă: сана çÿлтен паман пулсан, Ман тĕлĕшĕмрен санăн нимĕнле ирĕк те пулас çукчĕ; çавăнпа Мана санăн аллуна тытса паракана ытларах çылăх пулĕ, тенĕ.

(12) Çакăн хыççăн Пилат Иисуса ирĕке яма тăрăшнă. Иудейсем вара çапла кăшкăрнă: Ăна ирĕке ярсан, эсĕ кесарĕн тусĕ мар вара, хăйне хăй патша вырăнне хуракан кирек кам та кесарĕн тăшманĕ вăл, тенĕ.

(13) Çак сăмахсене илтсен Пилат Иисуса илсе тухма хушнă, хăй Лифостротон теекен вырăна, — еврейла Гаввафа, — сут тăвакан вырăна, ларнă.

(14) Ун чухне Пасха умĕнхи эрнекун, улттăмĕш сехет тĕлĕ пулнă. Пилат иудейсене каланă: акă сирĕн Патшăр! тенĕ.

(15) Лешĕсем: пĕттĕр, пĕттĕр, пăталаттар Ăна! тесе кăшкăрса янă. Пилат калать вĕсене: сирĕн Патшăра пăталаттарас-и манăн? тет. Аслă священниксем хуравласа каланă: кесарьсĕр пуçне пирĕн урăх патша çук, тенĕ.

(16) Çавăн чухне вара Пилат Ăна хĕрес çумне пăталама вĕсен аллине панă. Иисуса илсе кайнă.

(17) Вăл Хăйĕн хĕресне çĕклесе Пуç тÿпи теекен вырăна (еврейла Голгофа) çитнĕ.

(18) Ăна çавăнта хĕрес çумне пăталанă; Унпа пĕрле тата икĕ çынна пăталанă: пĕрне — пĕр енне, тепĕрне — тепĕр енне; Иисус вара варринче пулнă.

(19) Пилат хăма татăкĕ çине «Назарет Иисусĕ, Иудея Патши» тесе çыртарнă та çавна хĕрес çумне çапса хунă.

(20) Иисуса пăталанă вырăн хуларан инçе пулман, çавăнпа мĕн çырнине иудейсем нумайăшĕ вуланă; ăна еврейла, грекла, латинла çырнă пулнă.

(21) Иудейсен аслă священникĕсем Пилата каланă: «Иудея Патши» тесе ан çыртар, «Вăл Хăйне Иудея Патши тесе каланă» тесе çыртар, тенĕ.

(22) Пилат çапла хуравланă: мĕнле çырнă, çаплах пултăр, тенĕ.

(23) Иисуса хĕрес çумне пăталасан, салтаксем Унăн тумтирне илсе кашни валли пĕрер пай туса тăватă пая уйăрнă, хитонне те илнĕ; хитонĕ çĕлесе тунăскер пулман, ăна çÿлтен пуçласа пĕтĕмпех тĕртсе тунă пулнă.

(24) Çавăнпа вĕсем каланă пĕр-пĕрне: ăна çурас мар, уншăн шăпа ярас — кама тухĕ, тенĕ. Çапла ĕнтĕ Çырура калани — «Манăн тумтирĕме хăйсем хушшинче уйăрчĕç, тумтирĕмшĕн шăпа сиктерчĕç» — тени вырăна килнĕ. Салтаксем шăпах çапла тунă.

(25) Иисуса пăталанă хĕрес патĕнче Унăн Амăшĕ, Амăшĕн аппăшĕ Клеопа Марийĕ тата Мария Магдалина тăнă.

(26) Иисус, Хăйĕн Амăшне тата çавăнта тăракан Хăйĕн юратнă вĕренекенне курсассăн, Амăшне каланă: Анне! акă Санăн ывăлу, тенĕ.

(27) Унтан вĕренекенне калать: акă санăн Аннÿ! тет. Çав вăхăтран вара çакă вĕренекенĕ Ăна хăй патне илнĕ.

(28) Çакăн хыççăн Иисус, ĕнтĕ пĕтĕмпех пулса çитнине пĕлсе, Çырура каланине пурăнăçласа, çапла калать: ăшăм хыпрĕ, тет.

(29) Çавăнта сĕрхе тултарнă савăт ларнă. Салтаксем сĕрхе сăхтарнă губкăна иссоп турачĕ вĕçне тирсе Унăн çăварĕ патне илсе пынă.

(30) Сĕрхе тутанса пăхсан Иисус каланă: пулса çитрĕ! тенĕ. Унтан пуçне уснă та — юлашки сывлăшĕ тухнă.

(31) Ун чухне эрнекун пулнă, çавăнпа та иудейсем, вилесене хĕрес çинче шăматкуна хăварас мар тесе (çав шăматкун аслă кун пулнă) , Пилатран вĕсен ури тунисене çапса ватса вĕсене хĕрес çинчен антарма ыйтнă.

(32) Вара салтаксем пынă та Иисуспа пĕрле пăталанисенне иккĕшĕнне те ури тунисене ватнă;

(33) Иисус патне пырсан, Вăл вилнине курса, Унăн ури тунисене ватман,

(34) анчах пĕр салтакĕ Ăна аякĕнчен сăнăпа чикнĕ те, çавăнтах юнпа шыв юхса тухнă.

(35) Çакна хăй куçĕпе курнăскерĕ каласа кăтартать, вăл калани чăн; сире ĕнентересшĕн хăй чăннине каланине вăл пĕлет.

(36) Çак ĕç пулса иртсе, Çырура «Унăн шăмми ванмĕ» тесе çырни çитнĕ.

(37) Çырура тата тепĕр тĕлте «хăйсем сăнăпа Чикни çине пăхĕç» тенĕ.

(38) Каярахпа Аримафея çынни Иосиф (вăл Иисусăн вĕренекенĕ пулнă, анчах иудейсенчен хăранипе çакна палăртман) Пилатран Иисус Ÿтне илме ирĕк ыйтнă; Пилат ăна ирĕк панă. Вăл вара кайнă та Иисус Ÿтне илнĕ.

(39) Тата Никодим та — пĕрремĕш хут Иисус патне çĕрле пынăскер — пынă, вăл смирнăпа алоэ хутăштарса тунă çĕр литрăна яхăн çу илсе килнĕ.

(40) Çапла вара вĕсем Иисус Ÿтне илнĕ те, иудейсен пытаракан йăлипе, ăна ырă шăршăллă çу сĕрсе пирпе чĕркенĕ.

(41) Иисуса пăталанă вырăнта йывăç пахчи пулнă; çав пахчара çĕнĕ тупăклăх пулнă, унччен унта никама та пытарман пулнă-ха.

(42) Иудейсенĕн эрнекунне пула тата тупăклăхĕ çывăхрах пулнăран Иисуса çавăнта пытарнă.

Ин 20

(1) Эрненĕн малтанхи кунĕнче ирхине ирех, çутăлнă-çутăлманах, Мария Магдалина тупăклăх патне пырать те — курах каять: тупăклăх умĕнчи чула йăвантарса янă.

(2) Вăл вара чупса каять те Симон Петр патне тата Иисус юратнă тепĕр вĕренекенĕ патне çитсе калать вĕсене: Çÿлхуçамăра тупăклăхран илсе кайнă, Ăна ăçта хунине пĕлместпĕр, тет.

(3) Петрпа тепĕр вĕренекен çийĕнчех тухнă та тупăклăх патне кайнă;

(4) вĕсем иккĕшĕ те пĕрле чупса кайнă, анчах леш вĕренекенĕ Петртан хытăрах чупса тупăклăх патне маларах çитнĕ.

(5) Вăл пĕшкĕнсе пăхать те пир выртнине курать, анчах тупăклăха кĕмест.

(6) Ун хыççăн Симон Петр та çитет, вăл тупăклăха кĕрет те унта пир

(7) тата Иисусăн пуçне чĕркенĕ тутăр выртнине курать; хутлатса хунă тутăрĕ урăх çĕрте, пирĕнчен уйрăм, выртнă.

(8) Вара тупăклăх патне маларах çитнĕ вĕренекенĕ те шала кĕнĕ, вăл курнă та — ĕненнĕ.

(9) Иисус вилĕмрен чĕрĕлсе тăрасси çинчен Çырура каланине вĕсем ун чухне пĕлмен-ха.

(10) Вĕренекенĕсем ĕнтĕ каллех хăйсем патне таврăннă.

(11) Мария вара тупăклăх умĕнче йĕрсе тăнă; йĕнĕ чухне вăл тупăклăха пĕшкĕнсе пăхнă та

(12) шурă тумлă икĕ ангел ларнине курах каять: пĕри Иисус Ÿчĕ выртнă тĕлте пуç вĕçĕнче, тепĕри ура вĕçĕнче ларнă.

(13) Вĕсем калаççĕ ăна: хĕрарăм! мĕншĕн йĕретĕн эсĕ? теççĕ. Вăл калать вĕсене: манăн Çÿлхуçамăма илсе кайнă, Ăна ăçта хунине пĕлместĕп, тет.

(14) Çакна каласан вăл каялла çаврăнса пăхать те Иисус тăнине курать; анчах вăл Иисуса паллайман.

(15) Иисус калать ăна: эй хĕрарăм! мĕншĕн йĕретĕн? кама шыратăн? тет. Мария ку пахчаçă пулĕ тесе шутланă та калать Ăна: эй ырă çыннăм! Ăна эсĕ илнĕ пулсан, ăçта хутăн, каласамччĕ мана, эпĕ илсе каям Ăна, тет.

(16) Иисус ăна: Мария! тет. Мария çаврăнса пăхать те Ăна: Раввуни?! тет (ку «Вĕрентекен!» тени пулать) .

(17) Иисус калать ăна: Ман çумма ан сĕртĕн — Эпĕ Аттем патне çĕкленмен-ха; эсĕ Манăн тăванăмсем патне кайса кала: Эпĕ Хамăн Аттем патне, сирĕн Аçăр патне, Хамăн Туррăм патне, сирĕн Туррăр патне çĕкленетĕп, тет.

(18) Мария Магдалина каять те хăй Çÿлхуçана курни çинчен, Вăл хăйне мĕн калани çинчен вĕренекенсене каласа кăтартать.

(19) Çав эрненĕн малтанхи кунĕнчех каçпала, вĕренекенĕсем иудейсенчен хăраса хăйсем пухăннă пÿртĕн алăкне питĕрсе ларнă чухне, Иисус вĕсен варрине пырса тăнă та: канăçлăх пултăр сире! тет.

(20) Çакна каласан Вăл вĕсене Хăйĕн аллине тата аякне кăтартнă. Çÿлхуçана курсассăн вĕренекенĕсем питĕ савăннă.

(21) Иисус вĕсене тепĕр хут каланă: канăçлăх пултăр сире! Хама Аттем янă пек, Эпĕ те сире çапла яратăп, тенĕ.

(22) Çакна каласан Вăл вĕсем çине вĕрнĕ те каланă: Таса Сывлăша илĕр.

(23) Камăн çылăхĕсене каçарăр, унăн каçарăнĕç; камăнне каçармăр, унăн çылăхĕсем каçарăнмĕç, тенĕ.

(24) Вуникĕ вĕренекенĕнчен пĕри, Йĕкĕреш теекен Фома, Иисус пынă чухне унта вĕсемпе пĕрле пулман.

(25) Ытти вĕренекенĕсем ăна: эпир Çÿлхуçана куртăмăр, тенĕ. Вăл вĕсене каланă: пăталанипе пулнă Унăн аллинчи суранĕсене курмасăр, пăталанипе пулнă суранĕсене пÿрнемпе тĕкĕнсе пăхмасăр, Унăн аякне аллăмпа хыпаласа пăхмасăр эпĕ ĕненессĕм çук, тенĕ.

(26) Сакăр кунран Унăн вĕренекенĕсем каллех пĕр пÿртре пуçтарăннă, вĕсемпе пĕрле Фома та пулнă. Алăкне питĕрнĕ пулин те, Иисус вĕсен варрине пырса тăнă та: канăçлăх пултăр сире! тенĕ.

(27) Унтан Фомана çапла калать: пÿрнÿне тăс-ха кунталла — Манăн аллăмсене кур; аллуна тăс-ха — Ман аякăма хыпаласа пăх; ĕненменни ан пул, ĕненекенни пул, тенĕ.

(28) Фома Ăна çапла хуравласа каланă: Çÿлхуçамăм, Туррăм! тенĕ.

(29) Иисус калать ăна: эсĕ Мана курсан тин ĕнентĕн; курмасăрах ĕненекенсем телейлĕ, тет.

(30) Хăйĕн вĕренекенĕсем умĕнче Иисус тата урăх хăватсем те нумай тунă, анчах вĕсем çинчен çак кĕнекере çырман;

(31) çакна сире Иисус Турă Ывăлĕ Христос иккенне ĕнентересшĕн, ĕненсе, Унăн ячĕпе чĕрĕлĕхлĕ пулччăр тесе çырнă.

Ин 21

(1) Çакăн хыççăн Иисус Хăйĕн вĕренекенĕсене тата Тивериада тинĕсĕ патĕнче курăннă. Вăл акă çапла курăннă:

(2) Симон Петр, Йĕкĕреш теекен Фома, Галилейăри Кана çынни Нафанаил, Зеведей ывăлĕсем тата тепĕр икĕ вĕренекен пĕрле пулнă.

(3) Симон Петр калать вĕсене: эпĕ пулă тытма каятăп, тет. Ыттисем ăна: эпир те санпа пĕрле пыратпăр, теççĕ. Кайнă та çитсенех кимĕ çине кĕрсе ларнă, анчах çав каç вĕсем нимĕн те тытайман.

(4) Тул çутăлсан Иисус çыран хĕрринче тăнă, анчах та вĕренекенĕсем Ăна паллайман.

(5) Иисус калать вĕсене: ачасем! сирĕн мĕн те пулин çимелли пур-и? тет. Вĕсем Ăна: çук, тенĕ.

(6) Вăл каланă вĕсене: тетелĕре кимĕрен сылтăм енне карăр-ха, вара тытатăр, тенĕ. Вĕсем тетелне карнă та пулă нумай кĕнипе ăна туртса та кăларайман.

(7) Вара Иисусăн юратнă вĕренекенĕ Петра калать: ку — Çÿлхуçа, тет. Симон Петр, «ку — Çÿлхуçа» тенине илтсен, тумтирне пилĕкĕ тавра çыхнă та (вăл ун чухне çарамас пулнă) тинĕсе сикнĕ.

(8) Ытти вĕренекенĕсем кимĕпе ишсе пулă тулнă тетеле сĕтĕрсе пынă — вĕсем çырантан аякра пулман, унта çитме пĕр икçĕр чике çеç пулнă.

(9) Çыран хĕррине тухсан вĕсем кăвайт çуннине тата вут-кăвар çинче пулă выртнине курнă, унта çăкăр та пулнă.

(10) Иисус калать вĕсене: халĕ тытнă пуллăра илсе килĕр, тет.

(11) Симон Петр кайнă та шултăра пулă кĕрсе тулнă тетеле çыран хĕррине сĕтĕрсе кăларнă; унта çĕр аллă виçĕ пулă пулнă; çав тĕрлĕ нумай пулăпа та тетелли çурăлман.

(12) Иисус вĕсене: килĕр, çийĕр, тет. Вĕренекенĕсем Вăл Çÿлхуçа иккенне пĕлсе, пĕри те Унран: Эсĕ кам? тесе ыйтма хăяйман.

(13) Иисус пырать те çăкăр илсе вĕсене валеçсе парать, пуллине те çаплах парать.

(14) Ку ĕнтĕ Иисус вилĕмĕнчен чĕрĕлсе тăрсан Хăйĕн вĕренекенĕсене виççĕмĕш хут курăнни пулнă.

(15) Вĕсем апат çинĕ хыççăн Иисус Петр текен Симона калать: Иона Симонĕ! эсĕ Мана вĕсенчен те ытларах юрататăн-и? тет. Петр калать Ăна: çавăн пек, Çÿлхуçамăр! эпĕ Сана юратнине Эсĕ Ху пĕлетĕн, тет. Иисус калать ăна: Манăн путекĕмсене кĕт, тет.

(16) Тата иккĕмĕш хут калать ăна: Иона Симонĕ! эсĕ Мана юрататăн-и? тет. Петр калать Ăна: çавăн пек, Çÿлхуçамăр! эпĕ Сана юратнине Эсĕ Ху пĕлетĕн, тет. Иисус калать ăна: Манăн сурăхăмсене кĕт, тет.

(17) Ĕнтĕ ăна виççĕмĕш хут калать: Иона Симонĕ! эсĕ Мана юрататăн-и? тет. Петр хăйĕнчен «эсĕ Мана юрататăн-и?» тесе виçĕ хут ыйтнăран хурланса каланă Ăна: эй Çÿлхуçамăр! Эсĕ пурне те пĕлетĕн; Эсĕ эпĕ Хăвна юратнине те пĕлетĕн, тенĕ. Иисус калать ăна: Манăн сурăхăмсене кĕт.

(18) Чăн-чăнах калатăп сана: çамрăк чухне эсĕ пилĕкне ху çыхаттăн та каяс тенĕ çĕре каяттăн; ватăлсан, эсĕ аллусене çĕклĕн те, санăн пилĕкне урăххи çыхса каяссу килмен çĕре çавăтса кайĕ сана, тет.

(19) Çакна Вăл Петр мĕнле вилĕмпе вилсе Турра мухтава кăларасса пĕлтерсе каланă. Çакна каласассăн Вăл ăна: Ман хыççăн пыр, тет.

(20) Петр каялла çаврăнса пăхать те хăй хыçĕнчен Иисусăн юратнă вĕренекенĕ — аслă апат тунă каç Унăн кăкăрĕ çумне тĕршĕнсе Унран: «эй Çÿлхуçамăр! Сана кам тытса парĕ?» тесе ыйтаканни — пынине курать.

(21) Ăна курсан, Петр Иисуса калать: эй Çÿлхуçамăр! ăна вара мĕн пулĕ? тет.

(22) Иисус калать ăна: Эпĕ ăна Хам киличченех пурăнтарасшăн пулсан та, сана мĕн ĕç? эсĕ Ман хыççăн пыр, тет.

(23) Вара вĕренекенĕсем хушшинче çав вĕренекенĕ вилмест текен сăмах сарăлнă. Иисус ăна «вăл вилмест» тесе каламан, «Эпĕ ăна Хам киличченех пурăнтарасшăн пулсан та, сана мĕн ĕç?» тесе анчах каланă.

(24) Çакăн çинчен шăпах çав вĕренекен каласа пĕлтерет, çакна вăл çырнă; вăл каласа пĕлтерни чăн, эпир ăна пĕлетпĕр.

(25) Иисус тата урăх ĕçсем те нумай тунă; Вăл мĕн тунине тĕплĕн çырса кăтартас пулсан, çырнă кĕнекесем тĕнчене те шăнăçаяс çук тесе шухăшлатăп. Аминь.

Библире Тупмалли Авалхи халал: Моисей: [ Пл | Тх | Лв | Йш | Ск | Историлле: | Нв | Тр| Рф | | | 1Пш | 2Пш | | | Ез | Нм | Ез2 | Ез3 | Тв | Иф | Эс | | | | Ăслăлăх: Ив | Пс | Ыт | Ек | Юр | Ăс | Сх | Пророксем: | Ис | Ир | Хÿ | Вх | Из | Дн | Ос | Ил | Ам | Аи | Ио | Мх | На | Ав | Сф| Аг | Зр | Мл] • Çĕнĕ халал: [Мф | Мк | Лк | Ин | Ĕç | Рм | | | Гл | Эф | Фл | Кл | | | | | Ти | Фм | Ер | Ик | | | | | | Иу | Ÿл ]

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Иоанн çырнă Евангели” çине 2 шухăш

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.