Митта Ваçлейĕ: Тупа


Тупа

Ешĕл те сенкер уй-хирĕм —

Чиперленнĕ асамат!

Тупа çăкăрне эп çирĕм,

Сăмах патăм çак самант:

 

Саншăн, саншăн, пурлăх амăш,

Эп уçатăп кăкăра!

Иртнисемшĕн тек хурланмĕ

Сассăм — çутă шăнкăрав.

 

Кам иĕлмест-ши, кам тÿсмен-ши

Касамат пек пурнăçа?

Ман аттен те тыр ÿсменшĕн

Куçĕ шывлă пулнă çав.

 

Эс халь, хирĕм, çĕнĕленнĕ.

Эсĕ татнă касмăкна.

Сарă кайăк та иленнĕ

Шур чечеклĕ ясмăкна.

 

Ахаль мар-тăр: ват аннемĕн

Супнă пичĕ тĕсленет.

Ахаль мар: янравлă çемĕ

Кĕчĕ манăн кĕслене.

 

Эй, уй-хирĕм — тараватăм,

Мĕн калам? Мĕн сăвăлам?

Эсĕ çеç шăнăçтаратăн

Ман капланнă кăмăла.

 

Ир-ирех, хĕвел чаршавĕ

Хĕрелсе çĕклениччен,

Тапранать хĕрÿ ĕç шавĕ

Сан тулли чĕркÿ çинче.

 

Авăнса выртать сан урлă

Хĕвел çулĕ — асамат.

Çăкăрпа тупа эп турăм

Çак пархатăрлă самант:

 

Сан тивлетшĕн, пурлăх амăш,

Эп уçатăп кăкăра!

Яланах йĕрке пуçламăш

Пулăн манăн сăвăра!

 

Эсĕ çеç хăват паратăн

Ĕлкĕрсе ÿсен хала.

Эй, уй-хирĕм — тараватăм,

Яланах эп санпала!

 

1926

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.