Атнер Хусанкай: Кĕрле, Пăлхавăрлă Сăрнайăм!


(Критикăпа биографи очеркĕ)

Авторĕ: Атнер Хусанкай


d0bcd0b8d182d182d0b0
Митта Ваçлейĕ, чăвашсен поэчĕ

Василий Егорович Миттана курма тÿр килнĕ чухне эпĕ çич-сакăр çулхи ачаччĕ. Паллах, ун чух эп вăл мĕнлерех çын иккенне ăнланман, ăнланма та пултарайман. Апла пулин те, унăн çутă сăнарĕ ман асăмран каймасть…

«Чăвашсен çепĕç лирикĕн, шухăш пăлхавçин, сократла философĕн» (М. Илпек) эпетлĕхпе пултарулăх ĕçĕнчи паттăрлăхне ăнланасси патне çывхарма тытăниччен сахал мар çул иртрĕ… Эпĕ йĕркеленĕ хроника Митта мĕнле çын тата поэт пулнине пĕтĕмпех уçса парать теме çук, çитменнине, вăл «ЖЗЛ» жанрне тĕпе хурса çырнăскер те мар. Ку — поэт шăпине ăна пÿрнĕ тĕрлĕ инкек-синкекпе сахал савăнăç витĕр йĕрлесе тухма хăтланни кăна.[i]

Чăн-чăн поэт пурнăçĕ вăл — сăмахсен вăййине выляни те, пичетленĕç, хисеп, чап, премисем илес тĕллевпе ăшталанни те мар.

Хăй пурăннă чух пурĕ те икĕ сăвă кĕнеки çеç («Кăмăл», 1932 ç. тата «Кăмăлтан», 1956 ç.) кăларма ĕлкĕрнĕ Митта Ваçлейĕн (вăл хальхи Чăваш АССРне кĕрекен Патăрьел районĕнчи Аслă Арапуç ялĕнче çуралнă) пурнăçĕпе пултарулăх çулне пуринчен лайăхрах «И тут кончается искусство. И дышат почва и судьба» (Б. Пастернак) сăмахсем уçса параççĕ. Митта пирки шухăшланă чух поэзири ăсталăх ыйтăвĕсене пуринчен сахалтарах асра тытатăн (çитменнине, унăн сăввисен ятулăхĕпе[ii] классикăлла килĕшÿлĕхĕ пирки нимле иккĕленÿ те пулма пултараймасть), кунта — урăхла тупсăм. Кунта, Çеçпĕл сăввинчи пекех, кашни йĕрке хыçĕнче çÿлти хăватсен асамĕ пытарăнса тăрать, кунта эпир чăн-чăн поэзин тĕшши патне çывхаратпăр, пирĕн кулленхи сăн-питĕмĕре этем чун-чĕрин пăлхавлă, анчах çав вăхăтрах çутăран та çутă вĕçевĕн варкăшĕ лăпкать. Митта Ваçлейĕн ячĕ чăваш поэзийĕн историне ĕмĕрлĕхе çырăннă.

…Ачалăхĕпе яшлăхне шутламасан, поэт пурнăçне икĕ пĕр тан пая уйăрма пулать: вунçичĕ çул (1924—1937 тата 1954— 1957) — литературăри пултарăвĕ, тепĕр вунçичĕ çулĕ (1937— 1954)—Сталин лагерĕсемпе пуç янă вырăнсем (1947— 1949 çç. «тăхтавпа» пĕрле, енчен те çак «тăхтава» (çулталăкран кăшт ытларах) ирĕке чăнласах кăларнине шутлама пулать пулсан. Халран кайнă этеме сывлăш çавăрса илме панă пек, унтан каллех — этапсем витĕр[iii]…).

Пуçласса вăл витĕмлĕн те чăрсăррăн пуçланă. Акă чăваш поэзийĕнче — халиччен пулман имажинистла[iv] тÿрех куçа курăнакан метафорăсен сыппи:

Çамрăклăх — чаплă ят.

Чап ун кивелме те чакмĕ.

Çамрăк шеллемĕ вăя.

Вăй ун —

Вулканăн вучахĕ.

Чăнкă, сулмак кăкăрта

Çамрăк чĕремĕр — турбина.


Шанап, чĕлхеçĕм, ĕненетĕп

Сан чи тивлетлĕ ĕмĕтне.

Çунатлă пултăм —

Вĕçĕнетĕп

Ĕмĕт сĕткенĕ çĕнетме.


Çĕнĕ саслă тĕнче, çĕнĕлле сăн-сăпат,

Шенкерпе[v] пилленнĕ тăванлăх!

Халиччен те пулман сасăпа

Паян кун ман тăван аталаннă.

В. Митта, чи малтанах, çырма-шырама пикеннĕ-пикенменех революциллĕ авангард[vi] поэчĕн Çеçпĕлĕн ĕçне малалла тăсакансен ретне тăрать. 1924 çултан пуçласа вăл республикăри хаçат-журналта анлăн пичетленет. Вулакана унăн чарусăр уçă кăмăлĕ, сăввисен чĕрене пырса тивекен лиризмĕ, туйăмсем кĕтмен çĕртен каплана-каплана килни килĕшет. Çамрăк чăваш поэчĕсене «ылтăн кăтраллă ывăлăн, йывăç пÿртлĕ Раççей юрăçин» Сергей Есенин сăнарĕпе пултарăвĕ илĕртет: «Выткался на озере алый свет зари…» тата ытти те. Çакăн евĕрлĕрех йĕркесем Митта çырнисенче те тĕл пулаççĕ.


Ах, Шура, Шура! Шурĕ, шурĕ

Ирхи шур çамрăклăх пĕрле.

Ирхи кунсенĕн абажурĕ

Асамат пек пире тĕрлет.


Пурте, пурте пĕртен-пĕр тивĕç

Сăввăн ылтăн чĕлхи-çăварне.

Ун хăвачĕ стихийăран[vii] çивĕч,

Уншăн пур вăй-хăват та — парне.


Поэт ак тытрĕ сăрнайне…

— Кĕрле, пăлхавăрлă сăрнайăм!

Çĕнĕ çĕршывăн çĕн туйне

Чи чаплă хăна пек эс кайăн.

В. Митта Петĕр Хусанкай патне çырнă çырусенчен (1926— 1927 çç.):

slide_4
Сулайхайран сылтăмалла: Петĕр Хусанкай, Нонна Еремеева-Митта, Митта Ваçлейĕ. Атăл хĕрринче, 1957 ç.

«…Кангин каланă тăрăх, эсĕ ман çинчен унпа калаçкаланă иккен, тата мана малашне те çырмашкăн ыр суннă пулас. Вăл сăмахсемшĕн, манăн таса ĕçе ыр суннăшăн, эпĕ сана питĕ хытă тав тума тивĕçлĕ. Чăнахах та, сăмах паратăп, эпĕ çав ĕçе, чăваш халăхне малалла ярас йĕркене, нихăçан та, хамăн ĕмĕр иртсе каймасăр та пăрахас çук…»

«Санăн чĕрÿнти сăмахусене эпĕ нихăçан та манас çук! Епле эс мана ăс парса вĕрентнисем халь те çамрăк чĕрене, пуçăма çĕмĕрсе тăраççĕ.

Ан пăшăрхан, тантăш! Малашне эсĕ те пĕччен çеç пулмăн! Пĕччен çеç хăвăн савăнăçпа, çавăн пекех хăвăн хуйху-суйхуна юрланă. Сана юлташ каллех хĕрÿ чĕреллĕ — чăваш — пулхăр йăхĕнчен çуралнă ывăл-хĕрсем сиксе тухĕç! Ăна эс шанса тăр!..»

«…Эпĕ те ĕнтĕ «начальниксенчен» нумай наказани чăтнă. Арк. Золотов тÿрех çапла тăрăхласа çырса ячĕ:

«Сан юлашки сăввусенче, Митта, кирлĕ мар нотсем туйăнаççĕ. Есенин хыççăн кайни палăрать. Çав Хусанкайсем илĕртмерĕç-и сана?» — тет. Тата урăх та ятланă пек тăрăхласа çырнă…

Халь ман сăвăсене çапсах каймаççĕ, Комсомол тенинчен сирпĕтсе кăларчĕç. Мĕншĕн сирпĕтнине хăвах та, кирлех пулсан, тавçăрса илме пултарăн. Халь ун çинчен калама вăхăт çук теме пулать, мĕншĕн тесен вăл маншăн пĕчĕк ĕç анчах!

Эсĕ халь те чăвашла нумай сăвăсем çыратăн пуль тесе шухăшлатăп. Хам та чылай çырса тултартăм ĕнтĕ…

Анчах ман сăвăсем камăла кайĕç-ши вара? Ман сăввăмра илемлĕ, хĕрÿллĕ сăмахсем çук, йĕрекен чĕренĕн йынăшăвĕ анчах…»

«Çеçпĕлле-есенинла» юхăмран ун чухнехи литература пурнăçĕнче самаях шикленнĕ. Часах «есенинщина» тесе айăплама пикенеççĕ, унтан, каллĕ-маллĕ шутласа пăхнă хыççăн, «хузангайщина» ăнлава хута яраççĕ… Митта вара çав-çавах чăрсăррăн çырать:

Упаленет антранă уйăх,—

Çапса ÿкер ăна чулпа!..

Поэт тени пит чăрсăр çын вăл,—

Мĕскер шутлать — çавна тăвать:

Салхуллă уйăх — сăнсăр символ —

Ак кутăн-пуçăн ывтăнать.

Уйăха Митта кунта ассăн сывлăшсемпе те ахлатнисемпе, чуптунисемпе те уйăх çутинче уçăлса çÿренисемпе тулнă суя-сентиментализм лирикин символĕ пек кăтартать. Ку чухне вара çакнашкал лăпăртату кирлĕ мар — «Кив поэзи тăмлă – вантăр! Пире кирлĕ вут чĕлхи!»

Поэт мăшăрĕ Н. К. Еремеева-Митта аса илет:

«…Вăл Есенин сăввисене каçса кайса кăмăлласа вулатчĕ, куçаратчĕ. Çавна пулах комсомол енĕпе айăпа та кĕчĕ — ăна «асăнма» çулталăклăха яла ячĕç. Вăл пĕр вăхăт Ульяновскран инçех мар Ката ялĕнче пĕрремĕш класс ачисене вĕрентсе пурăнчĕ».

Мĕтри Исаев критик «Çамрăк писательсем тата комсомол» статьяра («Сунтал», 1927, 2 №) поэт биографийĕнчи çак саманта акă еплерех ăнлантарнă:

«Ман умра «Çамрăк хресчен (54 №-ĕ) выртать. Хаçатăн «Çамрăксен пурнăçĕ» тенĕ пайра «Ульяновскри Чăваш Петтехникумĕ çумĕнчи ПСÇЛКС ячейки хăйĕн членĕсене: Митта Ваçлейне… ирсĕр ĕçсем туса çÿренĕшĕн кăларса ывăтрĕ» тесе пĕлтереççĕ.

Чăнах та, вăл ĕç çинче уйрăм чарăнса тăмаллиех çукчĕ, Митта Ваçлейĕ майĕпен вĕренсе, ураланса пыракан çамрăк писатель пулман пулсассăн. Анчах Митта Ваçлейĕ — комсомол ретĕнчен шăтса тухакан çамрăк писатель. Çавăнпа ăна комсомолран кăларса пăрахни çинчен кăшт та пулин шухăшласа пăхмаллах.

Мĕне пĕлтерет-ха вăл — Митта Ваçлейне комсомолран кăлармалла пулни? Вăл, пĕр енчен, Митта Ваçлейĕ хăй комсомолран сивĕннине, тепĕр енчен — комсомол ăна политика тĕлĕшĕнчен вĕрентсе çитĕнтерме пултарайманнине пĕлтерет.

Митта Ваçлейĕ çинчен те ăна комсомолран кăларнă хыççăн манса каймалла мар, ячейкин ăна юсама тăрăшмалла. Митта Ваçлейĕсем, Хусанкайсем комсомолшăн çухалнă çынсем пулмалла мар.

Çамрăк писательсем çине хура куçлăх витĕр пăхасран, вĕсен хăйсен кулленхи ĕçне, пурнăçне ĕç çамрăкĕсен, чи малтан, комсомол массин ĕçĕпе, пурнăçĕпе çыхăнтарни анчах çăлма пултарать».

В. Митта Петĕр Хусанкай патне çырнă çырусенчен (1927—1928 çç.):

«Эх, тантăшăм, эс кайни мана питĕ нумай хурлăх курмалла турĕ. Эпĕ питĕ аташса кайнă çын вĕт. Пĕрре унталла, тепре урăх çĕрелле çапкаланса çынлăхран тухрăм ĕнтĕ эп. Çамрăк чĕре (пурте мар!) вăл тăм евĕрлех иккен. Çемçе тăмран темĕн те: лаша та, урапа та, йытă та—тума пулать. Çавăн пекех ман чĕрене те тăма кăларчĕç. Çамрăк чĕреме пĕтерчĕç».

«…Халь вĕт эпĕ, Петĕр, йăлтах улшăннă çын та пулĕ. Юлташсемпе тавлашма пăрахрăм ĕнтĕ. Вĕсем «çук» тесен— «çук» теп, «пур» тесен — «пур» теп. «Шурă» япалана «хура» тесен,— «хура» тесе каланă вырăнсем те пулĕ. Ак мĕнле çухатаççĕ çамрăкăн мăнкăмăллăхне. Çав мăнкăмăллăхранах кирлĕ япала кĕтме пулать вĕт, анчах «пулас кирлĕхе» эпĕр асăрхаймастпăр».

«…Ăçта-ши вăл пурнăç тутине, сĕткенне, илемне чухлакан çамрăклăх, Хусанкай! Чăваш хушшинче пур-ши пĕр вунă çамрăк, вунă идеаллă çамрăк! Çук пулмалла. Хăйсем çапах «эпĕр пултаратпăр, эпĕр — комсомолецсем, сирĕн пек çамрăклăх хÿри вĕçĕнче явăнса пымастпăр» теççĕ.

…«Сунталра» критика çинчен (санпа ман çинчен) калаçасшăнах мар. Ан тив, аташчăр! Укçа вĕсене уншăн».

«…Иртнисем хăш чухне тутлăн та пулмаççĕ. Хуть те мĕн каласассăн та, вĕт эпĕ те «çапăçу» витĕр сирпĕнсе тухрăм. Кашана[viii] та çав çапăçăвах персе ÿкерчĕ.

…Халĕ кăмăл юххисем[ix] чиперленсе пыма тытăннăччĕ, анчах сисетĕп — каллех манăн çапăçăва кĕмелле пулать.

…Пире вĕт кĕркуннеччен шкулран кăларса янă (икĕ ачана кăларчĕç). Эпĕ халĕ кайса парти ячейки умĕнче хамăн «йăнăшсем» пирки вăхăтлăха çынлăх ыйттарасшăн. Парти ячейки умĕнче вĕт. Пире парти тăрăшнипе политик тĕлĕшĕнчен шанчăклă этемсем мар тесе кăларса ячĕç. Вĕрентекенсем пурте пирĕншĕнччĕ, нимĕн те тăваймарĕç, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра парти диктатăрланни лайăхах сисĕнет, ăна ху лайăх туйса тăратăн ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра пит çырсах кайман. Çырнисенчен те çав «Сĕрĕмре» çех. Ăна та пăсса пĕтернĕ.

…Тепĕр мăшкăл тата. «Эмигрант» тенĕ тахçан пĕлтĕр кĕркунне çырнă сăвва халь пичетре куртăм. Вăл шăп мăшкăлах ĕнтĕ. Поэт тени вăл сăмах илемлĕхĕ тĕлĕшĕнчен кăна мар, тата идеологи тĕлĕшĕнчен те улшăнса пынине пĕлмеççĕ-им-ха вĕсем?»

«Сĕрĕмре» поэма «Сунтал» журналăн 1927 çулхи 12 №-нче пичетленнĕ. Ăна çамрăк Митта пултарулăхĕн хăйне кура тĕшши теме пулать. Ку вăл поэт чăваш кунçулĕ пирки, ăна пăлхар-несĕлĕмĕрсемпе çыхăнтарса шухăшланине, тăван халăхăмăр вырăсланса пынишĕн хурланнине сăнарлăн, туйăмне ним хĕрхенми-упрами яр-уççăн кăтартакан хайлав. Çав вăхăтрах поэмăра çÿллĕ те романтикăлла идеалшăн тунсăхлани те пысăк вырăн йышăнать:

Ан тив, шухăшăм ман аскăн çиллĕ,

Ан тив, уртăр çитĕннĕ хал!

Эп шанатăп, сисетĕп: вăл килĕ!

Килĕ, килĕ çĕнĕ идеал!

Çавăнтанпа ун чухнехи саманан йăрă та яланах ерçÿллĕ критикĕсем поэмăна цитата-сыпăксем çине ваклаççĕ, Митта пултарулăхĕ çинчен çырнисенчен кашнийĕ тенĕ пекех çап-çамрăк сăвăçа минретнĕ «сĕрĕм» пирки, çав «сĕрĕмрен» сывалмалли пирки асăнмасăр иртмен. Ун чухнехи ансăр тавракурăмлă критика поэт ерипен аталаннине, çак процесс кăткăс та черчен иккенне ăнланман. Пултарулăх психологине «иртнин юлашкийĕсенчен» хăпнин, «ÿрĕк-сÿрĕк кăмăл-туйăмпа» кĕрешнин е поэта тÿрлетнин процесĕ вырăнне çеç хунă. Поэма ячĕ хăех чăваш критикĕсемшĕн çуллă çыртăк пулнă тейĕн, вунă çул çак ята вĕсем чĕлхи çинчен яман. Лару-тăру тĕксĕмленсе, тăвăрланса пынăçемĕн поэма ячĕ автор шăпине татса парас ĕçпе те çыхăнман мар.

Чăваш критики çамрăк Митта пултарăвĕ пирки каланă хăшпĕр шухăшсемпе хаклавсене çеç аса илĕпĕр. Вĕсем хăйсемех 20-мĕш çулсен вĕçĕнчи тата 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи литературăн вĕри, хĕрсе çитнĕ, пăчă атмосферине ăнланма май параççĕ. Акă мĕн çырнă, сăмахран, И. Кузнецов «Тăвăлпа çунатланнă» поэтсем е иртнипе хуçăлнă çунатсем» («Сунтал», 1928, 1 №) статьяра:

«Чăвашсен поэтсем нумайланаççĕ. Пит те паха. Пинер юлташ çамрăк поэтсене мухтанăшăн кăмăлсăрланма пăхать. Киревсĕр ĕç. Анчах шухăшламалли пурах. Мухтамалла, Пинерĕм, мухтамаллах… Тишкермеллине манас мар, анчах поэтăн пуç миминчи сĕрĕмне çĕнтермелĕх нашатырнăй спирт хĕрхенмелле мар. Савассипе сăвăласси пĕрле пулмалла.

Ăçталла вĕçен? «Сонетсем», «солосем», «триосем», «поэмăсем», «лирикăсем», «аккростихсем»… «аккрохуликанствăсем» — куратăр-и мĕнле сăмахсем вĕсем? Чăваш ĕçхалăхне малалла тĕртеççĕ-и вĕсем? Е «искусствăшăн искусство» пулса тăраççĕ-и? Шухăш тымарĕ çакăнта пулмалла.

(…) Çакна астăвас пулать, «сĕрĕмре» ĕсĕклекен Митта юлташăм.

(…) Чăвашран пăрăнса пулхăралла сĕтĕрекенсем, тÿррĕн кассан, шовинизм лачакине кĕрсе ÿкеççĕ темелле».

Арк. Золотов 1934 çулхи февралĕн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ çыравçăсен пухăвĕнче тухса каланă сăмах протоколĕнчен («Сунтал», 1934, 3—4 №):

«…Рзай хăйĕн произведенийĕсенче кулакла-националистла идеологие палăртнă. Вăл вăхăтра Миттапа Хусанкай та, Рсай пекех, урăх формăсемпе пулин те, çавнашкал идеологиех палăртнă. Вĕсем çеç мар, вăл тапхăрти ытти хăшпĕр çамрăк писательсем хушшинче те унашкаллисем татах та пулкаланă.

Ларакансем хушшинче: Хусанкайпа Митта хулигансем пулман.

Золотов: Анчах вăл апла мар. Вăл вăхăтри Митта çинчен калас-тăк, вăл ун чухне творчествăра та, практикăллă пурнăçра та хулиган пулнă (алă çупаççĕ)».

30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче литературăпа искусствăри «пĕрлĕхлĕ юхăм» теорине хирĕç пыракан кĕрешÿре «чăваш çыравçисене ушкăнлама» хăтланса пăхаççĕ. Н. Васильевăн «Краткий очерк истории чувашской литературы» (М., Центр-издат, 1930) кĕнекинче Митта Ваçлейпе иккĕмĕш ушкăна кĕртнĕ:

«Иккĕмĕш ушкăна хресченĕн вак буржуалла индивидуализмĕн витĕмĕнчен тухайман, богемщинăпа тата мухтанчăклăхпа киленекен, аваллăха идеализацилекен, чăваш литературинче есенинщина саракан çыравçăсем кĕреççĕ. (…) Çак çыравçăсенчен чи пултаруллисем — Хусанкай, Рсай, Митта Ваçлейĕ, Юрьев тата, ахăртне, ватă çыравçă-интеллигент Комиссаров. (…) Хусанкай çулĕпе утакан Митта Ваçлейĕ, хăйĕн ертÿçинчеп çамрăкрахскер, национал-шовинистла сăвăсем çырнă, çав сăвăсенче революциллĕ хавхаланăва Есенинăн «никама кирлĕ мар уйăхĕпе» тата Улăппа — чăваш халăх поэзийĕнчи асамлă сăнарпа — пăтраштарнă. (…) Митта хальхи вăхăтра ерипен тăна кĕме пуçларĕ».

Калас пулать, часах Н. Васильева хăйне те хаяррăн тапăнаççĕ: «Тем тесен те, çакнашкал «социаллă классификаци» пĕтĕмпех эсерла-националистла литераторсенчен илнĕ классăр «пĕрлĕхлĕ» чăваш литературин теорийĕ çинче никĕсленсе тăрать» («Советская Чувашия. Национально-культурное строительство». М., Соцэкгиз, 1933). Пĕр тăхтамасăр, çийĕнчех «Хусанкай ушкăнне идейăпа пултарулăх тĕлĕшĕнчен» хаклас ĕçре класс элеменчĕпе усă курма пуçлаççĕ, çĕнĕ, питех те витĕмлĕ мелсем тупаççĕ:

«Рсай, Хусанкай, Митта, Çаваç, Эсрел тата ытти çыравçăсем пирки уйрăммăн калаçма тивет. Вĕсем чăвашсен совет литературине «революциллĕ», «хресчен» писателĕсемпе поэчĕсем пек пулса кĕнĕ, анчах та часах хăйсен пултарулăхĕнче хуйха ÿкнипе шанăçсăрлăхпа кулак идеологийĕн витĕмне кăтартма пикенчĕç («çак юхăма халь ĕнтĕ «поэзири хуйха ÿкнисен юхăмĕ[x]» ăнлавпа хаклаççĕ; мĕн вăл Н. Васильевăн сăнсăр «иккĕмĕш ушкăнĕ», çакăнпа танлаштарсан!— А. Х.). (…) Çак юхăм, тĕпрен илсен, юманизма (чăвашсен паллă çыравçин, общество деятелĕн Д. П. Петров-Юманăн (1885—1939) хушма ятĕнчен вăл вăхăтра ăсталанă тиркевлĕ неологизм — А. Х.) çывăх, юманизмран çавскер, тен, хуйха ÿкнипе, богемщина тата порнографизмĕ калама çук вăйлă палăрнипе çеç уйрăлса тăрать-тĕр. Кунта та, нацдемовщинăри (литературăри национал-демократиллĕ юхăм.— А. Х.) пекех, эпир чăвашсене классем çине пайланинчен пăрăннине, совет пурнăçĕнчен Пăлхар патшалăхĕн «чаплă» ĕмĕрне тарнине, çав ĕмĕрне совет саманине хирĕçле тăратма тăрăшнине тата совет пурнăçне тĕксĕм сăрăсемпе çеç ÿкерме тапаçланнине куратпăр. Хусанкай тата ун хыççăн каякансем ыттисенчен Анăçăн буржуалла культурине килĕштернипе, Совет влаçĕпе кулак пекех кăмăлсăр пулнипе, юхăнакан авалхи йăла-йĕркене кăмăлланипе, урăхла каласан, юма-низмăн тĕп паллийĕсемпе уйрăлса тăрать.

Асăннă юхăма кĕрекенсем пуринчен ытла хăйсем «пулхăр поэчĕсем» пулнăшăн мухтанаççĕ.

(…) Енчен те Митта хăйĕн лирикинче пурнăçланма пултарайман националистла «идеалсемшĕн» ăшне çунтарнă пулсан, Рсай вара çакăн пиркиех лăпкăнрах та иккĕленмесĕр-терех каланă: Рсай, Миттапа танлаштарсан, юманизма самай çывăхрах пулнă («çылăхăн» чи пĕчĕк сĕмĕсене тупса палăртни хăех мĕне тăрать!—А. Х.) (…).

Хусанкай ушкăнĕн идейăпа пултарулăхĕн сăн-сăпачĕ ак еплерех. Ушкăн пултарулăхне хак панинченех лайăх палăрать вăл. Мĕншĕн унпа кĕрешме кирлине, çав кĕрешÿре пролетари çыравçисен пĕтĕм организацийĕн вăй-халне усă курмаллине ăнланса илме пулать.

(…) Малтанах (1927—1928 çç.) çак хуйха ÿкнисен юхăмĕпе, литературăра хузангайщина ятпа паллăскерпе, ăна политика тĕлĕшĕнчен квалификацилес енĕпе питех те çителĕксĕр кĕрешнĕ пулнă».

Тепĕр виçĕ-тăватă çултанах вара чăрсăр, ансăр тавракурăмлă критика хăйĕн ĕçне пикенмеллипех пикенет, çакă Митта Ваçлейне, вăл «1929 çулта хузангайщинăран уйрăлнă» пулсан та, мĕн патне илсе çитернине эпир кăшт каярах курăпăр-ха… Малтанхи тапхăрта çакнашкал «идейăпа пултарулăх характеристикисене», ахăртне, никамах та пит шута хурсах кайман-тăр, вĕсене «ура çине тăнипе» «реконструкци» тапхăрĕсен (вăл вăхăтри терминсем) тÿнтер енĕ вырăнне çеç хунă пулас. Çитменнине тата, чăваш çыравçисемпе критикĕсем хăйсем те ытларах чухне пĕр-пĕринпе туслă-юлташлă пулнă. «Ушкăнсен», «юхăмсен», «çулташсен» йышĕ чăваш литературинче улшăнсах, çĕнелсех тăнă, çакна пула общество шухăш-кăмăлне идеологи тĕлĕшĕнчен пушшех вăйлăн якатса пынă, этемĕн ăстăнне пăтратнă, вăл нимĕн те ăнланайми туса çитернĕ. Ярлăксем улшăнса тăнине пула вулакан «кам кам иккенне» те уйăрайми пулнă, центртан çĕнĕрен çĕнĕ кăтартусем килсе тăнă, вĕсене çирĕплетекен тĕслĕхсем çийĕнчех чăвашра шырама тытăннă та «литература фронтĕнчи идейăпа класс кĕрешĕвĕ» малалла тăсăлнă.

«Трактăр» альманахăн 1933 çулхи 6-мĕш номерĕнче В. Хутăр хăйĕн «Поэт çулĕпе унăн «Кăмăлĕ» (В. Митта сăввисен пĕрремĕш кĕнекин ячĕ.— А. Х. ) статйинче, тĕпрен илсен, поэт пултарулăхне ырă сунса хаклать, ку статьяна поэт аталанăвне ăнланса илме хăйне кура хăтланни теме те пулать. Акă мĕн çырать В. Хутăр:

«Митта Ваçлейĕ — ялтан, хресченсем хушшинчен тухнă поэт. (…) Унăн пултарулăхĕ икĕ тапхăра уйрăлса тăрать: пĕри—1924—1928 çулсем хушши, тепри — перестройка тапхăрĕ, вăл 1928 çул хыççăн пуçланать. (…) Вăл 1928 çулччен «сĕрĕмре» пăчăхать. Митта творчествин çак тапхăрне «сĕрĕмлĕ» вăхăт теме те юрать. Митта ку вăхăтра пессимистла, националистла, «сĕрĕмле» произведенисем парать.

(…) Эпĕр паçăр Митта поэзийĕ ялпа çыхăнса тăрать терĕмĕр. Ялта «халăх» çеç пулман, унта хресченле стихий куллен кулак пулма тăрăшса пурăнакан элементсем те пулнă. Митта çавна уйăрса илеймен. Вăл Юмансен вĕрентĕвĕ хыççăн кая пуçланă. «Сĕрĕмре» произведение автор националистла историксен кĕнекисем тăрăх çырнă.

(…) Çакăн пек поэтăн «Сĕрĕмĕ». Кайрантарахпа вăл унтан хăтăлма тăрăшать, иккĕмĕш тапхăра кĕрсен, Митта, хăйĕн пĕтĕм творчествăллă кĕлеткипе тăрса, çак кĕлеткен «сĕрĕмре» кукăрланнă вырăнĕсене тÿрлетме тăрăшать. Революциллĕ лирика патнелле утать.

(…) Çапла, поэта «сĕрĕм» хыççăн «çĕнĕ илемлĕхĕн хисепĕ» çĕнтерет. (…) «Сĕрĕмрен» тухсан… Митта ĕççамрăксемпе, комсомолла çыхăнать, вĕсен поэчĕ пуласшăн. (…) Митта творчествинче «Хулăм сас» уйрăмах паллă вырăн йышăнса тăрать. Хальхи вăхăтра вăл поэтăн — пысăк произведенийĕсенчен пĕри. Вăл поэт творчествинче перестройка тапраннине кăтартакан произведени».

Çĕнйĕркелÿ паллисене — унăн хальхи пĕлтерĕшĕпе мар, паллах, «пролетариат тĕнчекурăмне алла илес», «комсомол йышĕпе çывăхланас» тĕлĕшĕнчен — В. Митта пултарулăхĕнче чăн та курма пулать пек. Вăл халь янравлă, сулмак сăвăсемпе поэмăсем çырать, «комсомол поэчĕсем» текенскерсен пĕрремĕш ретне тăрать.

Мала, комсомол!

Çулсем тăвалла.

Ытах тăвалла-тăк —

Çине тăмалла!

Мала, комсомол!

Çулсем такăр мар.

Ытах такăр мар-тăк —

Тавай такăрлар!

(«Тăвалла марш»)

Чун-чĕрине яр-уççăн уçса парас енчен пăхсан тата ăсталăх шайне илсен, Миттан 30-мĕш çулсенчи сăввисем, малтан çырнисемпе танлаштарсан, куçкĕретех вăйсăртарах, ку тапхăрта вăл поэзирен те писнĕн туйăнать. Нумайăшĕ пĕлекен формулăпа каласан, вăл хăй чĕрин юррине хăех таптанă. Кун пек калани айăплани те, паянхи куçпа курса хак пани те мар, çакна тума манăн нимле тивĕç те çук. 30-мĕш çулсенчи атмосфера кун йышши «çĕнйĕркелĕве» çуратмаллах пулнă, кулленхи пурнăçра çак пулăм пултарулăх çынни хăй ĕçлес тенĕ пек ĕçлейменнине тата литература процесне пролетариллĕ совет литературишĕн кĕрешме йыхăракан догма-кăтартусем хушнă пек тÿрлетсе те аркатса пынине пĕлтернĕ. «Пăлхар поэчĕсем» вара, паянхи виçепе виçсен, çап-çамрăк ачасем, çирĕмрен кăшт иртнĕскерсем çеç, пулнă!

Çапах пурнăç опытне пухас, ăна-кăна ăнланса илес енчен пăхсан, çак тапхăр сăвăçшăн усăллă та пулнă. В. Митта чăваш çыравçисен 1937 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнчи пухăвĕнче тухса каланинчен:

«1928 çулхи кĕркунне эп, вăл вăхăтри пĕр сăвăри «Яла, поэт, яла! Унта эс нăйкăшма пăрахăн, Унта çеç эс ĕçри телейне тупăн…» сăмахсемпе килĕшÿллĕ кăмăл-туйăма итлесе те пăхăнса, «Канаш» редакцийĕнчи ĕçĕме пăрахса, яла ачасене вĕрентме тухса кайрăм. Эп вăл вăхăтри чи тĕттĕм, хут пĕлекен çын çукпа пĕрех яла лекрĕм, унта комсомол ячейкине, культурăпа çутĕç кружокĕсене йĕркелерĕм, кулаксене питлекен заметкăсем çыртăм, урăхла каласан, мана ун чухне туйăннă тăрах, хамар кулленхи ял Пурнăçĕн «чăн-чăн Прози» ăшне кĕрсе ÿкрĕм. Эп çав çулхине ялта ĕçлени-туни халь мана хамăн çамрăклăхăмăн чи лайăх кунĕсен чаплăран та чаплă асаилĕвĕ пек туйăнать, анчах темшĕн-çке ун чухне вăл мана проза пек çеç туйăннă, ăнсăртран мар, паллах, эп, сăвăлла сăмаха ваклама самай кăмăллаканскер, çакнашкал сăвă çырса хунă:

 

Ку пурнăçра пурте-мĕн проза,

Поэзисем кирлех те мар.

Çта çĕрулми — унта чăн роза

Яраймĕ нихăçан тымар.

 

Поэзисĕр кĕпер хываççĕ,

Унсăрăнах кÿлеç çиле.

Халь ыр çынсем сăвă çырмаççĕ,

Эс те ан çырнă пул, Ваçлей!

 

(…) Эп сире тепĕр ĕçчен — Краснов юлташ (В И. Краснов-Асли.—А. Х.) ятне асилтерем. Унпа эп пуçласа 1929 çулта тĕл пулнăччĕ, çав тĕлпулуран пирĕн нумай çула тăсăлакан туслăх çуралчĕ. Çак çын манăн поэзири «çапкаланчăклăх» тапхăрĕнче пухăнса-йышланса çитнĕ кăлтăкăмсене чи малтан асăрхарĕ те: «Сана чăнласа кĕрешме май паракан ĕç кирлĕ. Эп сана çав ĕçе, çав кĕрешĕве тупса паратăп»,— терĕ. Чăн та, вăл, ВКП(б) Вăрнар райкомĕн секретарĕ, мана хăйĕн патне — хăйĕн районне чĕнсе илчĕ те çамрăк коммунистсен пĕр шкулĕнче вĕрентме сĕнчĕ. 1929 çулхи тырă хатĕрлес ĕç пуçланчĕ, ман телее тата ялта колхозсем йĕркелеме пуçăнчĕç, кĕскен каласан, эп çийĕнчех кĕрешÿ вучĕпе пиçĕхрĕм, вара тинех чĕрĕлме, йăл илме тытăнтăм, пурнăçри вырăнăма та тупрăм. Вăл, Краснов, мана, комсомолеца, кĕрешÿн чи йывăр, опытлă коммунистсемшĕн те пит çăмăлах мар вырăнсене ăсататчĕ. Ку таранчченех эп Хутăр продрай-онĕнчи кулаксен Залогин (Чĕрĕккут) ăстаçă йĕркеленĕ пăлхавне ирттерме Краснов юлташпа пĕрле чăрмантарнипе мухтанатăп (кун пирки кирлĕ организацисенче пĕлеççĕ). Çакă вăл — ман пурнăçри чи çутă самантсенчен пĕри.

Çав хĕрÿ кунсенче эп ачасене вĕрентме те, колхоза кĕме йыхăрма та, ачасемпе пĕрле агитаци юррисене вĕренме те, сăвăсем çырма та вăхăт тупаттăмччĕ. Пĕрре кăна мар ун патне çур çĕр иртсе пĕррере, иккĕре шăнкăравласа вăратат-тăмччĕ те 30 çухрăмран телефонпа сăввăмсене вуласа кăтартаттăм. Ман чи ăнăçлă, чи хавхалануллă поэма (ыттисем мĕнле пуль те, эп хам çапла шутлатăп), «Хулăм сас» ятлăскер, Краснов юлташ тÿрремĕнех ертсе-пулăшса пынипе (кун пек каланине йăпăлтатни вырăнне» ан хурăр) çырăнчĕ, поэмăри кашни йĕрке манăн та, унăн та. Ман чи хавхалануллă очеркăм та — «Лав хыççăн лав» — ун куçĕ умĕнче, ун ĕç пÿлĕмĕнче çырăнчĕ, вăлах ман очерка тÿрлетрĕ, конверт ăшне чикрĕ, унтан хăйĕн аллипех редакцие леçтерчĕ. Çакăн пек, çакăн пек çеç ĕçлемелле пирĕн аслă юлташăмăрсемпе — йăпăлтатмасăр, кĕлмĕçленмесĕр ĕçлемелле.

Анчах та пире часах пĕр-пĕринчен уйрăлма пÿрнĕ пулнă, вăл вĕренме кайрĕ, эп район хаçатĕнче ĕçлеме пуçларăм, сăвăсĕнчен ытларах статьясем çырма тиветчĕ пулин те, çапах та икĕ çул хушшинче сăвă кĕнеки хатĕрлесе çитерме пултартăм, Шупашкара куçса килтĕм…»

Халь ĕнтĕ Митта Ваçлейĕ таврашĕнчи лару-тăру лăпланчĕ теме те пулать пек. Унăн «Кăмăл» ятлă сăввисен пĕрремĕш кĕнеки тухать. Ун сăвви халăх пултарăвĕн сасси-кĕввипе «çемçелет». Поэт, Чăвашрадио корреспонденчĕ пулнă май, республика тăрăх нумай çÿрет, кăмăлласах тĕрлĕ очерксем çырать, 1933 çулхи культурăпа этнографи экспедицине хутшăнать, чăвашсен çĕнĕ такмакĕсен пуххине пичетлесе кăларать, çыравçăсен ушкăнĕпе пĕрле Казахстанпа Туркмение (1935) çитсе килет.

Литература хроникинчен:

«1936 çулхи сентябрьте чăваш çыравçисен троцкистсемпе зиновьевецсен партие хирĕçле банди майлă ĕçлекенсене тупса палăртас тата тăрă шыв çине кăларас тĕлĕшпе ирттернĕ пухăвĕ пулса иртнĕ».

1937 çул çывхарнă…

ВКП(б) историйĕ, кĕске курс (ОГИЗ, 1946, 331 с.):

«1937 çул бухаринла-троцкистла бандăри ирсĕрсем пирки чылай çĕннине пĕлме май пачĕ. Пятаковпа Радек йышшисен, Тухачевскипе Якир йышшисен, çавăн пекех Бухарин, Рыков, Крестинский, Розенгольц йышшисен ĕçĕсене пăхса тухнă суд процесĕсем бухаринецсемпе троцкистсем тахçанах «сылтăм троцкистла блок» пулса халăх тăшманĕсен пĕр пĕтĕмĕшле эшкерĕ пулнине кăтартса пачĕç».

ВКП(б) Тĕпкомĕн февральти-мартри Пленумĕ пулса иртнĕ. Унта Сталин «Парти ĕçĕнчи çитменлĕхсем тата троцкистсемпе ытти йăх-яха кăклама пулăшакан майсем çинчен» доклад вуласа панă. Пленум материалĕсем хаçатсенче анлăн пичетленеççĕ; çав вăхăтрах «Сунтал» журналăн 2-мĕш номерне пĕтĕмпех Пушкин вилнĕренпе 100 çул çитнине халалланă. Номерте, сăмахран, «Борис Годунов» трагедири В. Митта куçарнă сыпăка пичетленĕ, çак çулах куçарăвăн тулли тексчĕ уйрăм кĕнекен кун çути курать. Ку куçару халь тивĕçлипе Пушкинăн чăвашла куçарнă чи лайăх, чи ăнăçлă тĕслĕхĕсен шутне кĕрет. Трагедири пулăмсен ретпе, тĕп конфликтне (патша тата халăх) е тата трагеди вĕçĕнче янăракан «халăх сехĕрленсе кайса, чĕмсĕррĕн тăрать… Халăх чĕмсĕр» сăмахсене илес пулсан, ирĕксĕрех пуçра çакнашкал шухăшсем çуралаççĕ: Митта вăл вăхăтра уйрăмах çак трагедие суйласа илни Чăваш республикинчи, пĕтĕм çĕршыври обществăпа политика тата культура пурнăçĕ тĕксĕмленсе-хаярланса пынипе тÿрремĕнех çыхăннă. Çакна, кам пĕлет, поэт, тен, хăй те ăнланса çитереймен. Анчах та паянхи куçпа пăхсан, çак пулăмра поэт совет халăхĕн 37—38-мĕш çулсенчи трагедийĕ пулма пултарассине малтанах систерме хăтланнине те курмасăр тăма çук.


37-мĕш çулхи апрель уйăхĕ вара, ман шутпа, Митта Ваçлейĕн биографийĕнче чи татăклă самант пулса тăрать. ВКП(б) Тĕп Комитечĕн февральти-мартри Пленумне тата СССР писателĕсен Союзĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштаракан доклада сÿтсе явнă чăваш çыравçисен пухăвĕн (пухура Мускавран килнĕ юлташсем те пулнă) иккĕмĕш кунĕнче, апрелĕн 11-мĕшĕнче (калас пулать, асăннă пуху 4 куна тăсăлнă— апрелĕн 10, 11, 12, 14-мĕш кунĕсем), вăл вырăсла анлă сăмах тухса калать (ун пĕр сыпăкне çÿлерех илсе кăтартнăччĕ). Эс, паллах, вулакан, хăйĕн пĕр çырăвĕнче Митта П. Хусанкай патне: «Анчах сисетĕп — каллех манăн çапăçăва кĕмелле пулать»,— тесе çырнине астăватăн. Ку сăмахсене 1928 çулта çырнă пулнă, акă ĕнтĕ вĕсем тÿрре те тухаççĕ: шăпах 9 çултан кĕрешÿ пуçланать. В. Митта пухура хăйĕн критикĕсемпе те уççăн тытăçса илет, çыравçăсен пурнăçĕнчи пиçсе çитнĕ ыйтусене те çивĕччĕн хускатать. Вăл пухура тухса каланин машинкăпа çапнă копийĕ (20 с. яхăн) упранса юлнă, эп унти пысăк пĕлтерĕшлĕ те принциплă вырăнсене çеç илсе кăтартасшăн.

В. Митта: «Юлташсем, ман сăмахăм çивĕч те тиркевлĕ пулĕ, мĕншĕн тесен эп пирĕн писательсен организацине тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма критикăпа самокритика çеç пулăшма пултарать тетĕп, хамăрăн çитменлĕхĕмĕрсене тиркевлĕ куçпа курнă чух кăна эпир чăннипех пĕр-пĕрне пĕлме, кĕрешÿри вырăнăмăра тупма, аслă ĕçĕмĕрте пĕр-пĕринпе ытларах çывăхланма пултарăпăр, критикăпа самокритика çеç пире малалла аталанма май парĕ, çав аталанура пиртен кашниех хăйĕнпе юнашар уçă чунлă, шанчăклă чĕреллĕ салтак-тусне туйĕ.

Ман шутпа, хамăрăн çак пухура эпир пуринчен ытларах çамрăк çыравçăсене, çамрăк кадрсене çитĕнтерес ĕçĕмĕрти çитменлĕхсем çинчен — уйрăмах вĕсен пултару ÿсĕмне аталантарма пулăшассине (тем тесен те, ку вăл—чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту) асра тытса — калаçăпăр».

Миттан хăйĕн сăмахĕнче, вăл çулсенчи йăлана кĕнĕ çырман саккуна пăхăнса, «Сĕрĕмре» поэмишĕн те ÿкĕнсе илме тивнĕ:

«…Ăсланасси, тăна кĕресси пирки сăмах хускатрăм пулсан, ытларах хам пирки калаçам. Кун пек конкретлăрах пулĕ.

1927 çулта эп хама каярах националист тесе айăплама май панă «Сĕрĕмре» сăвă çыртăм. Вăл сăвă, паллах, питех те сиенлĕ пулнă, мĕншĕн тесен вăл сăвăра эп чăваш халăхĕн, чăваш нацийĕн кунçулĕ пирки, ăна пирĕн совет самани» конкретлă условийĕсемпе çыхăнтармасăр, калама хăтланнă. …Паллах, эп, 18 çулхи йĕкĕт, ниçта та вĕренменскер, калама çук кăткăс наци ыйтăвне ниепле те татса пама пултарайман. Тепĕр хут калатăп, ыйтăвне ним усăсăрах хускатман, анчах та ăна эп хам политика тĕлĕшĕнчен хавшак пулнине кура татса парайман. Эп ку хайлава хам та тахçанах сивленĕ, халĕ те Сивлетĕп.

Мана кам та пулин пулăшнă-и-ха? Кам ун чухне мана ленинла-сталинла наци политикине ăнлантарса пачĕ? Никам та. Чăн та, Иван Кузнецов ман «Сĕрĕмре» пирки ятарласа статья çырчĕ, анчах та ăна та вăл пĕртен-пĕр тĕллевпе кăна çырнă — националистсен йышне паянтан Митта ятлă тепĕр «путсĕр» кĕме пуçланине пĕлтерес тĕллевпе çеç…»

Поэт чи çивĕч темăна — наци ыйтăвне — хускатать. Вăл ун чухне анлăн сарăлса пынă «чăвашсем хушшинче калама çук пысăк утăмпа утакан, ыран мар пулсан, тепĕр кун пĕр чăваша та хăварман ассимиляцийĕн» теорине хăюллăн сивлет. Митта наци чĕлхисемпе культурисен малашлăхĕ пирки е тата икчĕлхелĕх текенскер пирки акă еплерех шухăшлать:

«Мĕнех, пирĕн хушăра, чăн та, ним тăхтамасăр вырăс халăхĕпе хутшăнса каяссишĕн çунакансем пур тейĕпĕр. Мĕнех, çав çынсем хăйсене кура тĕрĕс палкаççĕ, вĕсем чăннипех те çакăн пек шутлаççĕ, çакна ĕненеççĕ тейĕпĕр. Анчах каласамăрччĕ мана — çак хăрушă васкавлă операци пирĕн пĕрлĕхлĕ социализмла культурăна мĕн те пулин парĕ-ши? Çук, нимĕн те памĕ.

Хăйĕн аталанăвне вĕçне çитермен, хăй ăс-хакăлĕн прогрессивлă енĕсемпе туллин усă курмасăрах тепĕр халăхпа хутшăнса каяссин аслă акчĕ патне такам хистенипе çитнĕ халăх историллĕ калама çук пысăк йăнăш тăвать, вăл хăй çуралнине, тĕнчене килнине, нумай-нумай ĕмĕр пурăннине тÿрре кăларман пулĕччĕ, вăл истори дезертирĕ пулса тăнă пулĕччĕ. Пирĕн совет халăхĕсем, тем тесен те, мехелĕ çитмесĕр çакнашкал ирсĕр ĕçе тумĕç.

Вырăс культурипе вырăс чĕлхине, пирĕн саманан тĕп культурипе тĕп чĕлхине, эпир, хамăрăн социализмла культурăна, хамăрăн чĕлхене аталантарнă хушăра, Союзри ытти халăхсемпе пĕрле тĕпчĕпĕр, вĕренĕпĕр. Хамăра вырăс культурипе пуянлатнă май, хамăр та вырăс культурипе чĕлхине тĕрлĕ нацисен хăйнеевĕрлĕхĕсемпе пуянлатăпăр.

(…) Эп пĕлетĕп, хăшпĕр юлташсем паянхи кунчченех мана çак ыйтупа нумай калаçнине кура националист тесе айăплаççĕ. Ку ыйтăва эпир, чăвашсем, кирлĕ пек (уйрăм детальсем таранах) татса паман-ха, ун пирки шикленсе, ăнланмалла мар, вырăнти националист тесе айăпласран хăранăн калаçатпăр. Çавăнпа та эп хамăн паянхи сăмахăмра çак ыйтăва тÿррĕн хускатрăм».

Çавăн пекех Митта хăйĕн сăмахĕнче вăл тапхăрти чĕлхе йĕркеленĕвĕнчи çитменлĕхсене палăртать, чăваш чĕлхине, республикăри тĕп халăх чĕлхине сĕмсĕррĕн шута хуманнине, çакă вара «пирĕн интеллигенцие вăл хăйĕн вăйне, хăйĕн чĕлхине, хăйĕн культурине шанма-ĕненме пăрахтарнине» уçса парать.

В. Митта: «Эп сире, çак ĕçе хăвăр ирĕкĕрпе е ирĕксĕр хутшăннă юлташăмсем, пирĕн тинех пусмăрне сирсе пенĕ халăхăмăр ырă пуласлăх кĕтнине маннăшăн, пирĕн халăх, ытти халăхсемпе пĕрле, хăйĕн пуянран та пуян культурипе пĕрлĕхлĕ чĕлхеллĕ тата пĕрлĕхлĕ культурăллă коммунизм стройне çитессине, çитме тивĕçлине ĕненменшĕн критикле-тĕп. Пирĕн пуян культура, ленинла-сталинла партие тата халăхсен туслăхне пула тĕнчери ытти халăхсемпе пĕр шая çĕкленнĕ туслă та ĕçчен, ăслă та ырă кăмăллă халăхăмăрăн ĕмĕрлĕх палăкĕ пек, тĕнче пуянлăхĕн пĕр пайĕ пулса тăрĕ…

Эп çак йышши таса туйăмсемшĕн çынсене националист тесе айăплама юрамасть тетĕп».

Митта шухăшĕ тарăн та конструктивлă тата вăхăтлă та вырăнлă (паянхи куншăн та!) иккенни куçкĕрет пулсассăн та, ун чухне ăна пач урăхла хаклаççĕ. Миттан хăюллă та уçăмлă самахĕ хăшне-пĕрне, çав шутра тÿре-шарасене те, уртарсах ярать. Поэт, тÿррипе каласан, хăйĕн приговорĕ айне хăй алă пусать.

Халĕ ĕнтĕ «Сунталăн» кашни номерĕнче тенĕ пекех ăна тапăнма пуçлаççĕ. Асăннă пухура йышăннă революцин («Сунтал», 4) 9-мĕш пунктĕнче çакăн пек çырса хунă:

«Пуху Митта В. пухура тухса каланине политикăллă йăнăш, сиенлĕ тесе, чăн шухăшĕпе вăл националистла сăмах тесе хаклать. Митта В. «Чăваш çĕршывĕнче наци ыйтăвне татманни» çинчен калакан тезисне каялла илни çинчен пухура тухса каланине асра тытас, вăл хăй сăмахĕнчи чăваш чĕлхине аталантарас ĕçри, ăна ĕç чĕлхи тăвас ĕçри уйрăм йĕркесĕр фактсене курса, вĕсем çинчен калать тесе йышăнас».

«Сунталăн» (5 №) «Троцкистла-сылтăмла шпионсене пĕр хĕрхенмесĕр çĕмĕрер» ятлă редстатйинче поэт ятне В. И. Краснов-Асли «троцкист» ячĕпе пĕрле асăнма пуçлани курăнать. Ытти «буржуалла националистсене» те хĕсĕрлеме тытăнаççĕ.

«Канаш» хаçатра 1937 çулхи июлĕн 12-мĕшĕнче акă еплерех пĕлтерÿ пичетленет:

«Чăваш Совет писателĕсен Союзĕн правленийĕ активпа пĕрле июлĕн 5-мĕшпе 7-мĕшĕ кунĕсенче пулнă ларăвĕнче ку таранчченех националистла сĕрĕмре пурнакан поэтăн—Митта Ваçлейĕн — ĕçĕсене тишкерсе тухрĕ.

Митта Ваçлейĕ мĕн литературăна хутшăннăранпах хăйне «пысăк пултаруллă поэт» вырăнне картса, ытти писательсем ăна критикленипе килĕшмесĕр, хăйне хăй çеç ĕненсе пурăннă. Критикăна юри «гениллĕ поэта» пĕтерес тĕлĕшпе туса пынă ĕç вырăнне хурса ăнланнă.

Мĕн пирки критикленĕ-ха ăна? 1926—1927 çулсенче Митта Есенин чирĕпе — богемщинăпа чирленĕ. Хăйне йĕркеллĕ тыткаламан пирки ăна Ульяновскри Чăваш педтехникумĕнчен тата комсомолтан кăларнă. Вăл кунтан хăйне валли

тивĕçлĕ вывод тăвас вырăнне партин наци политикине хирĕçлекен сăвăсем çырать. «Сĕрĕмре» ятлă поэминче «чăваш халăхĕн юнĕ ытти юнсемпе пĕрлешсе, хăйĕн расналăхне пĕтерет» тесе ÿкĕнчĕклĕ кĕвĕсем кĕвĕлет. Митта, ун çинчен халĕ çапла каласа, хăйне валли çăлăнăç шырать:

— Эпĕ чăваш халăхне пĕтĕм чĕререн юратнипе çапла çырнă,— тет.

Анчах Митта Ваçлейĕ «чăваш çамрăкĕ ытти халăхсен хĕрĕсемпе мăшăрланмалла мар, чăваш хĕрĕсем урăх халăха качча тухмалла мар — чун вараланать» тени фашистсен расăллă теорийĕпе кăвапаланса тăрать.

Çакăншăн Миттана критикленĕ, çак йăнăшсем çинчен час-часах асăрхаттарнă, анчах критикăна тÿсеймен мăн кăмăллă Митта буржуалла националистсем патĕнче хÿтлĕх шыранă. Лешсем вара Миттана ырлаççĕ, «эсĕ—чăваш литературинче чи пултаруллă поэт, эсĕ — чăваш поэзийĕн улăпĕ, кам сана критиклет, вăл — саншăн та, пирĕншĕн те тăшман» тесе йăпатаççĕ. Ĕçне тумасăр чапне илме юратакан сăвăç буржуалла националистсен рупорĕ пулса тăрать. Националистсем Чăваш литературин организацине ертсе пыма парти лартнă коммунистсене хирĕç кĕрешÿ пуçарса яраççĕ. Çакă ирсĕр ĕçе туса пыракан ушкăна Митта та хутшăнать.

Юлашки çулсенче Митта хăйне писательсен коллективĕнчен инçетре тытса, ку таранчченех ик-виçĕ çул хушши писательсен Союзĕн кандидачĕн билетне илмесĕр, член укçи тÿлемесĕр пурăннă. Вăл ку «протеста» хăйне кандидата çеç илнĕшĕн кÿренсе тунă иккен.

— Манăн пĕрре те 27-мĕш писатель пулас килместчĕ,— тет вăл, писательсен Союзĕ çине обывателле, ĕçлемесĕрех чап паракан организаци çине пăхнă пек пăхса.

Ларура тухса калакансем пурте Миттан совет писательне тивĕçлĕ мар ĕçĕсене хытă критиклерĕç, вăл Чăваш совет писателĕсен Союзне хирĕç ĕçленĕ ушкăна ертсе пынă В. И. Краснов çине паян та ăшă кăмăлпа пăхнине сивлерĕç.

Чăваш совет писателĕсен Союзĕн правленийĕ Митта Ваçлейне, унăн пĕтĕм йăнăшĕсене шута илсе, писательсен Союзĕнчен кăларчĕ. УСЛИ ВАÇЛЕЙĔ».

Поэт элчелĕ çитессине кĕтме пуçлать. Кун умĕн темиçе чăваш çыравçине тытса хупаççĕ, тĕрмере нумай çынна вĕлерни те пулнă. Шупашкар ун чухне пысăк пулман, пурте пĕрпĕрне палланă теме пулать, çак хурлăхлă хыпарсем халăхра çийĕнчех саланнă. Тепри кам пулĕ ĕнтĕ?

37-мĕш çулăн общество тата политика çанталăкĕнчи «шартлама хĕлне» кура чăваш культурипе искусствине те хыпалансах «çĕнĕлле йĕркелеме» пикенеççĕ. Литературăн кулленхи процесне хакламалли çĕнĕ меслетсем тупăнаççĕ, «халăх тăшманĕ» текен хăрушă сăмах çаврăнăшне хута яраççĕ. Ку таранччен ирттернĕ репрессисене Арк. Ĕçхĕлĕн «Буржуалла националистсемпе вĕсен агенчĕсем» (ку статья, 1937 çулхи сентябрĕн 17-мĕшĕнчи «Канашăн» икĕ полосинчи подвала йышăнаканскер, «халăх тăшманĕсен» — чăваш çыравçисен хушшине хĕсĕнсе кĕнĕ «буржуалла националистсен, троцкистсен тата бухаринецсен» — тулли обоймине кăтартать) тата М. Уйăпăн (Шумиловăн) «Халăх тăшманĕсене — буржуалла националистсене — тĕпĕ-тымарĕпех кăкласа çĕмĕрсе тăкар» («Сунтал», 1937, 9 №) статйисем пĕтĕмлетнĕ.

В. Миттана, тĕпрен илсен, çак статйисенче ыттисенчен сахалтарах лекнĕ, анчах, ман шутпа, вăл вăхăтра хура списокра асăнни хăех органсен хĕсĕрлĕ механизмĕн тыткăнне çакланма май панă. Арк. Еçхĕл çырать: «1932 çулта Чăваш патшалăх издательствинче Краснов-Аслин Иуда-Троцкине мухтакан «Вутра» романĕ тата Митта Ваçлейĕн ытти вак халăхсенчен фашистла мăшкăллакан сăвă кĕнекийĕ пичетленсе тухрĕç. (…) Троцкист Краснов-Асли 1930 çулта «Тăваллара» «ялта революци пулман-ха» тенĕ, унăн тÿрĕ агенчĕ В. Митта 1937 çулта, писательсен пухăвĕнче тухса, «Чăваш республикинче наци ыйтăвне татса паман» терĕ. Кунта пĕр çыхăну, пĕр тезис — буржуалла национализм, троцкизм. (…) Аркатмалла, тĕпĕнченех çапса аркатмалла литературăри сăпса йăвийĕсене. Буржуалла националистсен, троцкистсен, бухаринецсен хура тымарĕсене тĕпĕнченех çунтарса кăларса, тăшмансем тунă сăтăрла ĕçсен юлашкийĕсене кĕске вăхăтра пĕтермелле».

М. Уйăп малтанах, 1917 çулхи февральтен пуçласа, «чăвашсен буржуалла национализмĕн» кунçулĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартать. Чăвашсен обществăпа политика, наукăпа культура ĕçченĕсене тата çыравçăсене мĕн чухлĕ хурапа сăрланине илсен, ку вара хăйĕн ĕçтешĕнчен те, писательсен ятне асăннипе çырлахнăскертен, нумай-нумай иртсе кайнă. М. Уйăп нацин сĕткенне пĕр çĕре пуçтарать теме те пулать. 20-мĕш çулсен тапхăрĕ валли вăл çĕнĕ ушкăн сĕнет: «Националист писателĕсем Юман, Шупуççынни, Хусанкай, Митта, Рсай, пулхăр-чăвашсем çĕнĕрен çураласси çинчен ĕмĕтленсе, сĕлехисене юхтараççĕ, сăвăсем, поэмăсем çыраççĕ». М. Уйăп çавăн пекех «халăх тăшманĕн, Краснов-Асли троцкистăн «ушкăнне» унта Миттасăр пуçне Хутăра, Ваçанккана, Ялавина кĕртсе анлăлатать. Ку тĕле В. И. Краснов-Аслине тытса хупнă пулнă ĕнтĕ, çавăнпа та, калăпăр, çакăн йышши контекстра асăнни Митта Ваçлейĕшĕн мĕне пĕлтернине ăнланма йывăрах мар:

«Ленин-Сталин партийĕн нацилле политики çинчен элексем саракан Митта В., ĕлĕкренех национализм сĕрĕмĕпе минренĕскер, пухусенче те Краснова ырласа калаçнă, политикла сăвăсем çырма пăрахма чĕннĕ». Акă ĕнтĕ «сĕрĕм» сăмах-ярлăк каллех сиксе тухрĕ. Çак тĕслĕх пире 18 çулхи ача хăйĕн поэми валли тахçан çăмăлттайла суйласа илнĕ метафорăран малтан еплерех ярлăк (халлĕхе кăна сăмахсен вăййи теме те пулать пек-ха!), унтан политика тĕлĕшĕнчен айăплани, унтан вара пуç янă çĕре ăсатма, арестлеме май параканнине туса хунине питĕ лайăх кăтартать.

Çав вăхăтра пĕр сăмах пĕлтерĕшне пурнăçпа вилĕм тараси çинче виçнĕ çав!

ВКП(б) историйĕ, кĕске курс (ОГИЗ, 1946, 332 с.):

«Фашистсен çак мĕскĕн тарçисем, совет халăхĕ пÿрнине хускатсанах, хăйсенчен нимĕн те тăрса юлманнине маннă.

Совет сучĕ Бухаринпа Троцкий йĕксĕкĕсене персе вĕлерме йышăннă.

НКВД приговора пурнăçланă.

Совет халăхĕ Бухаринпа Троцкий майлисен бандисене аркатса тăкнине ырларĕ те кулленхи ĕçпе пуçăнчĕ».

Чăваш çыравçисенчен хăшĕ-пĕрисен — Н. К. Патманăн, А. И. Золотовăн, Н. В. Шупуççыннин, П. Е. Миттан, Н. К. Янкасăн, Е. З. Захаров-Маденăн пурнăçĕ те çакăн евĕр трагедиллĕ вĕçленнĕ, теприсене вара — çав шутра Митта Ваçлейне те — этаппа лагерьсене, ссылкăна ăсатнă…

Арк. Ĕçхĕл маларах асăннă статйине çакăн пек вĕçлет:

«Чăваш халăхĕ Сталин Конституци хĕвелĕ айĕнче пĕтĕм совет халăхĕпе пĕрле коммунизм çуртне тăвать. Эпĕр çак аслă та çутă, гранит никĕсе, илемлĕ çурта пырса тĕкĕнме нихăçан та, никама та, нимĕнле тăшмана та ирĕк памастпăр».

Эп çаплах, хам пуçтах пуçăмпа,

Утăп, утăп асаплă çулпа —

Чăтлăхсем, шыв-шурсем, тусем урлă…

Çтан чĕнен сана, тусăм, хампа:

Инçе çулăм ытла та хĕн-хурлă!..

Поэт мăшăрĕ Н. К. Еремеева-Митта аса илет:

«Ваçлее 1937 çулхи декабрĕн 18-мĕшĕнче тытса кайрĕç. Килессе çĕрле, вуниккĕсенче, килчĕç. Тÿрех «пăшал пур-и?» тесе ыйтрĕç. Вăл шăпах темĕскер çырса ларатчĕ: «Çук май нимле пăшал та, ак çак ручка — ман пăшалăм!» Пĕтĕмпех ухтарчĕç, сапаларĕç, пăтратрĕç. Унăн мĕнпур кĕнекине, вырăсла, чăвашла хучĕсене илсе кайрĕç. Пирĕн ун чухне «Ка-левалăн» çав тери чаплă томĕ пурччĕ. Ваçлей тин çеç туяннăччĕ. «Калевалăна» та йăтса кайрĕç. Ун чухнех М. Горькин «Окуров городокне» куçарни» алçырăвĕ те çухалчĕ. Ахăртнех, хăйсен килĕсенчи библиотекăсене пуянлатрĕç-тĕр. Эп пĕр чарăнми «мĕн туса хутăн эс» те «мĕн туса хутăн эс» тетĕп. Вĕсем: «Хăй мĕн туса хунине вăл хăй те пĕлмест»,— теççĕ сÿрĕккĕн. Ухтарнă чухне уйăрса илнĕ япаласене çыхма кантра тавраш ыйтрĕç. Кантри тупăнмарĕ. Вара эп вĕсене хура хăю сĕнтĕм. Малтанах килĕшмерĕç, анчах кайран çав хăюнах туртса çыхрĕç япалисене. Ун чухне темшĕн ытла та ăшăччĕ. Картишне тухрăмăр. Шыв юхать. Кÿлленчĕксем тăрăх Ваçлей кăçатпах утса кайрĕ.

Ăна Карл Маркс урамĕнчи 26-мĕш çуртран, Госбанка хирĕçскертен, тытса кайрĕç. Каярах Ваçлей банка кĕмелли вырăна Некрасов сăввинчи чаплă алкумпа танлаштаратчĕ…

Пĕр-ик эрнерен «каçхи хăнасене» урамра тĕл пултăм. «Митта ăçта?» — тетĕп. Пĕр сăмах та чĕнмерĕç, нимĕн те пулса иртмен тейĕн. Пăрăнса утрĕç.

Кайран тин, январьтеччĕ пулас, эп ăна çав-çав кун НКВДăн следстви тĕрмине куçарса пырассине пĕлтĕм. Эп çитнĕ çĕре унта çынсем — Краснов-Аслипе ытти палланă çынсен арăмĕсем — тăраççĕ. Вĕсем те кĕтеççĕ. Акă Ваçлее турттарса килчĕç. Вăл тухрĕ, анчах унпа юнашар — виç-тăватă милиционер. Хăй пĕрмай ман еннелле пăхать, утнă хушăрах урине çĕклет те кăçаттин тĕпне аллипе кăтартать. Çук, ăнланмарăм эп вăл мана мĕн каласшăн пулнине, кăçатти те вĕр-çĕнĕччĕ те. Кайран тин вăл хăйне этаппа ăсатни çинчен пĕлтерни пуçа пырса çапрĕ».


Çунатăм, юлатăн. Ан макăр.

Салтак пек маттур уйрăлăр.

Ман çул —çăлтăр витĕр—тап-такăр,

Ман çул — куççуль витĕр — уяр.

Пире çурçĕр çилĕ ыталĕ,

Ачашлĕ кăра шартлама.

Çуталĕ жандармăн медалĕ,

Вăл памĕ çулра аташма.

(«Пуç янисен юрри»)

…Каярахпа поэт «Ехрем хуçа çуртне» — хăйĕн 17 çула тăсăлнă этапĕсем пуçланнă вырăна — асăнса, çав хăрушă вăхăтра сахал мар ним айăпсăр çынна элекленĕ «çыравçă-ĕçтешĕсене» пĕр эпиграмминче хаяррăн питлет: «Ехрем çуртне çÿре-çÿре, Эс пултăн сăвăç та тÿре. Анчах килес кĕрешÿре Епле-ши тухăн эс тÿрре?»

Çапах та декабрьти трагедийĕ пирки сăвăпа мар, канцеляри докуменчĕн типĕ протокол чĕлхипе (документа В. Е. Митта 1954 çулхи февралĕн 26-мĕшĕнче, урăхла каласан, хăйне реабилитацилес умĕн, ахăртне, тÿрре кăларма май паракан хут вырăнне) çырнă.

«ССР Союзĕн Верховнăй Прокурорне Чăваш АССРĕнче çуралса ÿснĕ Митта Василий Егорови-чăн, хальхи вăхăтра Красноярск крайĕнче (Б. Муртински районĕнчи Таловка ялĕ) ссылкăра пурăнаканăн

Ж А Л О Б И.

1937 çул вĕçĕнче мана, вăл вăхăтра — çамрăк çынна, ВЛКСМ членне, учителе вĕренсе тухнăскере, совет писателĕсен Союзĕн членĕн кандидатне, арестлерĕç те судсăр тата следствисĕрех вырăнти националист тесе айăпларĕç.

Прокуратура органĕсене тĕплĕ те витĕмлĕ жалобăсем çырнине пула, Верховнăй Совет депутачĕсенчен темиçе хутчен те хута кĕме ыйтнине кура эп, ирĕкрен уйрăлни виççĕмĕш çула кайсан, аранах Чăваш республикин прокурорĕ ЧАССР НКВД Тройки ман ĕç пирки йышăннă постановление протестленине кĕтсе илтĕм. Анчах та, ман хурлăха, Саккунăн çак пархатарлă ĕçĕ нимĕн те улăштараймарĕ,— часах вăрçă пуçланчĕ те, çĕршывăн ирĕксĕрех пирĕн пирки манма тиврĕ».

Арăмĕ патне 1944 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче янă çырура (тытса кайнăранпа 7 çул иртнĕ хыççăн) В. Митта 1937 çулта хăй мĕн туйнине ак еплерех аса илет тата хăй часах таврăнасса шаннине пĕлтерет (çырăва Горький чугун çулĕн Сухобезводное станцийĕнчен ăсатнă):

«Таврăнăп эп вăрă-хурах пек, ĕмĕрлĕхе чун канлĕхне çухатнă çын пек, çын çине тÿррĕн пăхма пултарайманскер, хастарлăха, хăюлăха çухатнăскер. Çакăн пек çын упăшка пулма пултараймасть, пулсан та — килйыша телейлĕ тума хăват çитереймест. Ун пек çынпа çемье канăçлăх мĕнне пĕлес çук, ун пек çыншăн ыран куна нимĕнле гаранти те çук, астăватăн пуль 1937-мĕш çул апрель уйăхĕнчен пуçласа иксĕмĕр мĕнле пурăннине. Пĕр каç та асаплă кĕтÿсĕр иртместчĕ вĕт. Сана тата ăса кĕре пуçланă ачасене çавăн пек шанчăксăр пурнăç парасшăн мар эп ÿлĕм.

(…) Паллах, вăрçă хыççăн пире кунта тытас çук. Эпир таврăнăпăр. Хам валли эпĕ пĕр-пĕр аякри кĕтесе суйласа илĕп, Чăваш тĕпелĕнче мар, кĕтмен тата паллă мар хăнасем ларакан çĕре вырнаçăп, ятсăр тарçă пек кунĕн-çĕрĕн ĕçлĕп, анчах хамăнне тăвăп!»

Каярах поэт çакăн пек йĕркесем çырать (автор вĕсене вĕçленмен «Тайăр» поэма геройĕпе çыхăнтарнă пулсан та, пурпĕрех ку йĕркесенче сăвăçăн хăйĕн кунçулĕн паллисем уççăнах курăнаççĕ):

Тăп-тăп пусса, кал-кал утам-и,

Кисрентĕр цементлă урай.

Çĕлен пек сăнчăрăн ытамĕ

Ан пустăр шăнăра пĕрмай.

Ăçта эс, вутлă чăн сăмахăм,

Илемÿпе мана çутат! —

Çапла вăл тăлăххăн-хăраххăн

Кун-кунласа утать, утать…

В. Миттан 1944 çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнчи çырăвĕнченех:

«АСРАН КАЙМИ ЮЛТАШĂМ!

Тин çеç ĕçрен ĕшенсе таврăнтăм, алăран кăранташ ÿкет, анчах май килнĕ чух тахçанах каламалли сăмахсене каламасăр хăварас мар тетĕп. (…) Çичĕ çул… вĕсем маншăн пĕр усал хура кун пек, ниепле вăранаймасăр куракан асаплă тĕлĕк пек. Çав вăхăтрах эпĕ сирĕнтен ĕнер çеç уйрăлса тухнă пек, тин çеç, ĕнер çеç пек. Вăл ĕнтĕ манăн пурнăçăм пулăм тĕлĕшĕнчен пушă иккенне пĕлтерет, ирĕкре кашни кунăн хăйĕн туйăмĕ, творчествăллă содержанийĕ пур, кашни кун — пархатарлă çыншăн пултаруллă ĕç этапĕ, кунта вара йăлтах урăхла, вăхăт калама çук тăрлавсăр иртет, пĕр кун—тепĕр кунăн копийĕ, эпир кунта, выльăхсем пек, вăхăтлăх туйăмне çухатнă, çавăнпа та сиртен уйрăлни ĕнер çеç пек тупăнать. Анчах вăл апла мар иккен, хамран пилĕк çулта юлнă Нарспи паян çитĕнен çын сассипе калаçать, вăл ĕнтĕ ăраскалсăр ашшĕне хăш чухне питлесе илмелĕх те пулнă.

Нонна, ну мĕн сана çырам? Эпĕ санпа калаçма та тивĕçлĕ мар. Çын-и вăл, айăпсăр пула тăркач, хăйĕн айăпсăрлăхне кăтартса пама пĕлмен çын çын-и вăл? Халь ĕнтĕ урăх ун çинчен тапратмăпăр, кая юлчĕ. Эпĕ айăплă! Эпĕ айăпсăр тесен, мана тăван анне те ĕненес çук. Эпĕ айăплă — хам айăпсăрлăх çинчен çынна ĕнентерме пултарайманнишĕн, çавна пула çакă çичĕ çул хушшинче тăван чăваш халăхĕшĕн пĕр шăрпăк та усă кÿрейменнишĕн, сире çакăн пек телейсĕр тунишĕн, юлашкинчен — тăватă тăванăм пек çак ахăрсаманара пуçа хурайманнишĕн. Мĕн чухлĕ калас сăмах, мĕн чухлĕ тăвас ĕç çухалчĕ, мĕн чухлĕ çутă ĕмĕт сая кайрĕ ман çак çичĕ çул хушшинче!»

Чăваш поэчĕ лагерьти хăрушла йывăр пурнăçĕнче те чунчĕрине вараламаннине, хăйне яланах таса, чăн-чăн çын пек тытнине ĕнентерекен пĕр хаклăран та хаклă хут пур. В. Митта биографĕсемпе унăн пултарулăхне тĕпчексисен аллине вăл 1987 çулхи мăй уйăхĕнче тин лекнĕ. СССР халăх учителĕн Алексеев Михаил Андреевич çырăвĕнчен:

«…Чăваш çĕршывĕнчи юлташсене эп чĕререн хисеплетĕп— çакă Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пуçланчĕ. Çав асаплă çулсенче эп чăвашсемпе туслă пурăнтăм, чĕрĕ юлма та мана чăваш-тăванăмсен ыркăмăллăхĕ сахал мар пулăшрĕ.

Пĕтĕм пурнăçăм тăршшĕпех эп Василий Митта чăваш писателĕн çутă сăнарне асран ямасăр пурăнатăп. Унпа эп таса пирĕштипе тĕл пулнă пек, ман пурнăçăм турат вĕçĕнчех пулнă чух тĕл пултăм. Вăлах мана выçса вилесрен çăлса хăварчĕ.

(…) Эп сире Василий Митта çинчен мĕн пĕлнине тĕпĕйĕрĕпе çырса пĕлтерес тетĕп. Ку вăл е 1943, е 1944 çулта политзаключеннăйсен Унжа (Горький облаçĕ) лагерĕнче пулса иртрĕ. Вăрçă пыратчĕ. Пурнăç пур çĕрте те калама çук йывăрччĕ.

Эпĕ, Василий пекех, лагерьтеччĕ (кайран, паллах, пуçĕпех тÿрре кăларчĕç). Пĕррехинче, йывăр ĕç хыççăн, эп лагерь столовăйне кайрăм. Каялла таврăннă чух столовăйпа юнашарти пахчаçимĕç хранилищине кĕтĕм. Унта илемлĕ те ырă питлĕ тĕлĕнмелле кăмăллă çын ларать. Ку вăл чăваш çыравçи Василий Митта пулчĕ. Вăл манпа кăсăкланма пуçларĕ: ман шăпа пирки, якут халăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕ. Тепĕр кун эп каллех пахчаçимĕç хранилищине кĕтĕм. Ку хутĕнче вăл хăй те мана кĕтнĕ иккен, ман валли темиçе пĕçернĕ çĕрулми те хăварнă. Ытти кунсенче те вăл мана мĕнпе те пулин сăйлама тăрăшрĕ. Эпир вăл вăхăтра еплерех пурăннине шута илсен, ку вăл чăн-чăн çăлăнăç, çыннăн питех те сайра тĕл пулакан ырă кăмăлĕпе тĕл пулнине пĕлтернĕ. Çитменнине тата, вăл манпа чунăмăрсене уçса калаçмалăх та, ман кунçулăмпа, якут халăхĕпе кăсăкланмалăх та вăхăт тупатчĕ. Вăл якутсем, чăвашсем пекех, тĕне кĕнĕ христиансем пулнинчен питĕ тĕлĕнетчĕ. Унтанпа 40 çул ытла иртрĕ пулин те, эп ăна асран ямастăп. Ăна лагерьте асапланакансем çав тери хисеплетчĕç. Кăна эпир туйнă та, хамăр куçпа та курнă. Вăл, ырăран та ырă чун-чĕреллĕскер, хăй таврашĕнчи çынсене пурне те хăйĕн ăшшипе ăшăтатчĕ.

Эп халь те хутран-ситрен чăвашсене тĕл пулкалатăп. Вĕсем маншăн чи ырă çынсем, ман вĕсене ыталаса чуп-тăвассăм килет. Çак туйăма манра ĕмĕрлĕхех Василий хăварчĕ. Пурте вĕсем Василий Митта çинчен пĕлеççĕ. Эп вĕсене чей ĕçме чĕнетĕп. Шел пулин те, Василипе пĕрле нумай пурăнма тивмерĕ мана. Часах мана урăх лагере ăсатрĕç. (…) 40 çул иртсен, эп нихçан манăçми çыннăмăн тăванĕсемпе çыхăну тытма пуçларăм!

Лагерь пуçлăхĕсем кашни зеках пахчаçимĕç хранилищинче ĕçлеме вырнаçтарайман. Анчах та Василире вĕсем те чăн-чăн çын курнă, çавăнпа ăна упрама тăрăшатчĕç. Василий Митта, хăй те асапланнине пăхмасăр, пултарнă таран лагерьти халăха пулăшатчĕ. Хăйĕн çынлăхне пула вăл лагерьте ларакан кашни çыннăн хисепне тивĕçлĕ пулчĕ. Çулсем иртнĕ хыççăн эп вăл ирĕкре пурăнни çинчен те, тăван çĕр-шывăмăрпа хăй халăхĕшĕн нумай ырă ĕç туса хăварма ĕл-кĕрнине те пĕлтĕм.

Акă мĕн çырса пĕлтерме пултаратăп эп Василий Митта çинчен.

(…) Чăваш халăхне эп телей те çĕнĕ ÿсĕмсем сунатăп. Эпĕ якут, çапах та темшĕн Василий Миттапа Андриян Николаевпа мухтанатăп!»

В. Миттан 1944 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче çырнă çырăвĕнченех:

«(…) Манăн çакă çичĕ çул хушшинче мĕнпур тĕллевĕм те — потенци епле те пулсан çухатас марри, сыхласа усрасси пулчĕ. Çак задачăна пула эпĕ хамăн нумай слабăçсене пăрахрăм, нервăсене çирĕплетрĕм, чуна хаярлатрăм, çăмăлттай çынсенчен аякка тăма пуçларăм, туртма пăрахрăм — виçĕ çул туртмастăп, физически ĕçе тиркеми пултăм, в результате — халĕ эпĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕреклĕ, вăйпитти кĕре çын. Тăнлавсем кăвакара пуçланă пулсан та, мана 30 çулхи çын тесе никам та каламасть. А ведь всего года три назад я чувствовал себя весьма скверно, осень 1941 года открылись каверны в обоих легких, и я, не в силах дышать, хватал воздух руками. Если бы не мать, которая прислала мне несколько литров лошадиного жира, и не врач — судьба моя давно бы была решена.

Çапла, киле эпĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен тĕрекленсе, мораль тĕлĕшĕнчен тасалса таврăнăп. Анчах çын ăна пĕлес çук.— Вăл унта пулнă, унта пулать!—тейĕ. Чи усалли, чи хăрушши — çав çын сăмахĕ тĕрĕсси. Тĕрĕс-çке, каçарусăр тĕрĕс çав сăмах. Çавăнпа та хам ирĕке тухнине творчество командировки пек йышăнăп эпĕ, каçса-антăхса кайиччен ĕçлĕп, çичĕ çул хушшинче тума пÿрменнине пĕр-ик çул хушшинче компенсацнлеме тăрăшăп».

Çак сăмахсене поэт хăй умĕнче тупа тунă пек йышăнатăн, нимĕнле терт-асап та ăна пултару ĕçĕнчен пистерме пултарайман иккен, этемĕн чун вĕçевне тыткăна илеес çук…

Е кĕтнĕ кун çитес пулсан пĕр те пĕр,

Эп çунăп иртнĕ хĕрÿлĕх,—

Ăмăртăва тухан яш-кĕрĕм евĕр,

Вăй-кил кÿртен мăн кĕрÿ пек.

Эп таврăнăп йăвашшăн та хаяррăн,

Çĕршыв туй-çуй тапратнă чух.

Хавхалануллă такмаксем хайларăм,

Туй намăсне ярассăм çук.

Çапла, 1947 çулхи декабрьте вăл тăван ялне таврăннă. Хăйĕн пĕрремĕш срокĕ — шăпах вунă çул — вĕçленнĕ хыççăн. Уяв та, савăнăç та, паллах, пулман. Асаплă вăрçă пĕтсен, вăрçă хыççăнхи выçлăхра никамăн та «туй-çуй тапратма» кăмăлĕ юлман. Митта шкулсенче ĕçлет: малтан — бухгалтер, кайран учитель те пулса курать. Пурпĕрех ун ку вăхăтри пурнăçне этем ретлĕ пурнăç теме çук. Хулана çитсе курма юрамасть, сăнасах тăраççĕ. Шупашкарта вара — çемйи, ачисем… Ерипен Митта литература ĕçне те пуçăнса пăхать, Лев Кассилĕн «Аслă хирĕçтăру» романне чăвашла куçарать. Анчах…

Н. К. Еремеева-Митта аса илет:

«Ваçлей пире курма хулана килчĕ. Çуркуннечче, апрель (1949-меш çулхи.— А. Х.). Эпир унпа хула тарăх уçăлса çÿрерĕмĕр, унтан эп ăна ăсатма станцие кайрăм. Унăн яла таврăнмаллаччĕ. Унта эпир самантлăха пĕр-пĕрне çухатрăмăр, кайран пăхатăп та, вăл çук та çук. Ана тепĕр хут пуçтарса кайнине ăнланса илтĕм. Пире малтан пуçласах йĕрленĕ пулас…»

ССР Союзĕн Верховнăй Прокурорĕ патне янă жалобăранах:

«1947 çулта, лагерьтен çăлăнса тухнă хыççăн, эп Тăван çĕршывăма, Чăваш АССРĕнчи Первомайски районне таврăнтăм, анчах çулталăк ытларах вăхăт иртсен, мана тепĕр хут арестлерĕç те каярах Красноярск крайне ăсатрĕç.

Шел пулин те, следстви процедури хальхинче те хăйĕн пахалăхĕпе уйрăлса тăмарĕ: 1937 çулхи пекех тĕлли-паллисĕр хыпалану тата судопроизводство йĕркине сĕмсĕррĕн пăсни, ун чухнехиллех, фактсене пач шута хумасăр, çын айăпне малтанах, тĕпчеме пуçличченех, шухăшласа хуни.

Çак жалобăра эп Уйрăм Канашлу (особое совещание) ман ĕçе 1949 çулта пăхса тухнипе мĕншĕн килĕшменнине уçса пама тăрăшăп, ак еплерех çакăн сăлтавĕсем:

Эп ыйтнине тата протестленине пăхмасăрах

1) мана тепĕр хут арестлеме тата тĕрмере хупса усрама май паракан айăпăмсем пирки нимĕн те пĕлтермерĕç;

2) 1937 çулхи следстви материалĕсене манран пĕтĕмпех пытараççĕ, манăн вара вĕсемпе 1949 çулта та пулсан паллаш-маллахчĕ;

3) эп чăваш çыравçисенчен, пĕрле ĕçленĕ юлташсенчен тата хама мĕн ачаран пĕлнĕ çынсенчен свидетель пулма ыйтнисене следствипе суда чĕнсе илме килĕшменни;

4) ман пирки айăплав паракан çынсемпе куçма-куçăн тĕл пулма паманни;

5) çĕнĕрен пуçланă ĕç çумне ман 1937 çулхи ĕçĕм пирки ЧАССР НКВДи мĕн йышăннине Чăваш АССР прокурорĕ протестленине хушма шарт та парт килĕшменни;

6) ман ĕç çумне эп каярах Уйрăм Канашлу валли материал пултар тесе ЧАССР МГБ министрĕ ячĕпе ыйтса çырнине хушма килĕшменни тата, юлашкинчен,

7) мана троцкист тесе айăплама май çуккине çирĕплетекен документсемпе свидетельсен кăтартăвĕсене — çакна ниепле те ĕнентерме май çуккине кура, мана троцкист тесе айăплани 1937 çулхи следствире те пулманччĕ — шута илменни (кун пирки ВЛКСМ Шупашкар хула комитечĕн бюровĕ 1937 çулхи июньре йышăннă постановление вулăр, çав постановлени манпа троцкизм хушшинче нимле çыхăну та çуккине çирĕплетет), анчах ĕçĕме Уйрăм Канашлу витĕр кăларас тĕллевпе мана троцкист тесе айăплама тăрăшнине 1949 çулта тепĕр хут туртса кăларчĕç. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ЧАССР НКВДин ятарлă Тройки мана 5810 статьяпа çеç, урăхла каласан, националистла агитаци тунăшăн çеç айăплама пултарать, следствие вара, ун ĕçĕ ăнăçлă вĕçлентĕр тесен, эп каярах ăнланса илнĕ тăрăх, ман РСФСР Уголовнăй кодексĕн 58 статйин ытти пункчĕсемпе те, ыт енне 11 пунктпа, айăпламалла пулнă иккен.

Мана çак жалобăна çырма хистекен çÿлерех асăннă сăлтавсем пĕтĕмпе тенĕ пекех Уйрăм Канашлу пăхса тухнă ĕçре пур, мĕншĕн тесен юлашки хут алă пуснă чухне (сăмах май каласан, аллăма эп Чăваш республикин прокурорĕн помощникĕ патĕнче — ман ĕçе кирлĕ пек тĕрĕслес вырăнне вăл мана ссылкăна тухса кайма çĕнетнĕ — виçĕ хут пулнă хыççăн тата путвалта ман сывлăхшăн çав тери сиенлĕ режим туса хуна хыççăн тин пусма килĕшрĕм) эп вĕсене Мускава шаннăран пĕтĕмпех çырса-шутласа тухнăччĕ!»

Спасибо! Савса ывăлларĕ

Мана Сармантей самани.

Юрлар-и, кулса уйрăлар-и?

Тен, ĕмĕрлĕхех… чун савни!..

(«Пуç янисен юрри»)

Акă ĕнтĕ Красноярск крайĕ, юханшывăн чăнкă та чуллă çыранĕнчи йывăç пÿрт («Чупса антăм: Тăван Атăл мар-и? Çук, ку шыв çичĕ ютăн сывлать — Сĕлкĕш Обь — пăрлă çурçĕр тымарĕ»).

Юратнă Чăвашъенĕ, арăмĕ, ачисем, тăванĕсем, тусĕсем, çамрăкла ĕмĕтленнин çеçкелĕхĕ, литературăри çамрăк чухнехи шухлăх, ун чухнехи «тăвăлпа çунатланнă поэта кашни çамрăкранах «Эс Митта-им?» теейсе саламланисем — пĕтĕмпех катара-катара. Комсомолецсен хастарлă маршĕсем те тек янрамаççĕ, хура 37-мĕш хыççăн та, калама та хăрушă, 13 çул иртнĕ. 50-мĕш çулхи çуркунне…

Пурпĕрех — поэт чун хавалне çухатмасть, пуç янă çĕрте те вăл ачисене аса илсе йăпанать, литература ĕçне пуçăнма та шутлакалать. Хĕрĕсем патне янă çырура (1950 çулхи майăн 7-мĕшĕ) акă еплерех çырать вăл:

«(…) Маншăн, ачамсем, ытла ан пăшăрханăр, аннĕр калашле: «Пĕр пуç чухăн мар, чухăн пулсан та вăл — пĕччен». Хупăнса та питĕрĕнсе пурăнатăп. Ку — ман пÿртĕм: «Эпир пулсан тĕнчере — тĕтĕм вылять мăрьере». Аслаçăр çапла юрлатчĕ. Ман çуртăм, чĕкеç йăви пек, чăнкă сăрт-çырантан çакăнса тăрать, пĕртен-пĕр куçĕпе аслă та кăра Енисее сăнать.

Кунăмсене ĕçре (çĕр чаватăп, вăрман касатăп) тата сăваплă кĕлĕсем туса (Пушкина каçса кайса вулатăп, юратнă чăвашăмсене аса илетĕп) ирттеретĕп.

Хутран-ситрен аякри Чăвашъенĕмрен хыпарсем çиткелеç-çĕ, кăштах литература япалисене те илкелетĕп. Пултаруллă çамрăксем (Артемьев, Евстафьев) çĕкленнишĕн савăнатăп — инçе каясса шанатăп. Хамăн халь литературăпа аппаланма май çук, анчах ун пирки эп самантлăха та манмастăп. Çитес хĕлрен кая мар юратнă ĕçе пуçăнас тĕлĕшпе хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тăватăп — ан тив, нихçан та пуçăнманнин-чен кая юлса пуçăнни пурпĕрех лайăхрах; ан тив, ку вăл эп юратма пуçланă тыткăнлăх ирĕкĕшĕн хирĕçле пултăр, тепĕр тесен: Музăна хурлăхлă шăплăхра усриччен йывăр тăлă тăхăнам (поэт тахçан çакăн пек каланăччĕ пулас).

(…) Нарспин часах аттестат илмешкĕн экзамен тытма тивĕ. Этем пурнăçĕнчи ĕмĕрлĕхе асран кайми кунсем. Çакăн пирки мĕнех калам ĕнтĕ эп сана, хĕрĕм. Шкул пурнăçĕпе педагогика ĕçĕ-хĕлне эп лайăхах пĕлместĕп, тен, пит усăллă канаш та параймăн сана. Çакна çеç калам: экзамен вăл спорт ăмăртăвĕ мар, вăл — этем пĕлĕвне патшалăх хăй тĕрĕслени. Ан ăшталан, медаль — чи кирли мар. Лăпкă та ăслă пул, кирлĕ чухне хавхаланма пĕл. (…) Эп çĕнтерÿ сунатăп сана, хĕрĕм, çав çĕнтерÿ сан асаплă ачалăхушăн чаплă парне пултăр.

(…) Аннĕре салам, мана пит хытă ан вăрçтăр вăл — пурнăç пирĕн кăмăлтан вăйлăрах. Кукамăра салам калăр — эп ăна çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр сунатăп…

(…) Кунта пирĕн чăн-чăн çуркунне. Майăн 2-мĕшĕнче Енисей пăрĕ тапранчĕ. Пăр çав-çавах каять ха, анчах, малтанхи З—4 кунхипе танлаштарсан, талккишĕпех мар ĕнтĕ. Часах пăрахутсем çула тухĕç…

(…) Паян, пуçласа, чăн-чăн çурхи кун. Кунĕ лайăх пулни çийĕнчех вăйлăрах ĕçлеме те пулăшрĕ — юлташпа иккĕн паян эпир 5,5 кубометр вут касрăмăр, 18 тенкĕ ĕçлесе илтĕмĕр

Мĕнех, чипер юлăр. Усалпа аса ан илĕр. Аттĕр.

Край Красноярский,

Большая Мурта,

Совхоз Красногорский — Митта».

Çапла, çине-çинех çуралса ÿснĕ ен аса килет, поэт чунĕ çак асаплă çулсенче те тăван кĕтесне, çывăх çыннисене юратнине упрать. Ун сăввисенче «тăван» тата «таврăн» сăмахсем час-часах юнашар тăни те ăнсăртран мар, паллах.

ССР Союзĕн Верховнăй Прокурорĕ патне çырнă жалобăран:

«… Чунăм ĕмĕрлĕхе суранланса юлчĕ пулсан та, эп мĕнпур вăй-халăмпа хамăн юратнă Чăваш çĕршывĕнче Ленинпа Коммунистсен партийĕн ĕçне пултарнă таран пулăшмашкăн хатĕр. Чăваш çĕршывĕнче эп, чухăн хресчен çемйинче çуралса ÿснĕскер, революциллĕ улшăнусен аслă та пархатарлă пĕлтерĕшне, хавхалануллă ĕçĕн савăнăçне тунса ăнлантăм.

Эп хальхи вăхăтра пурăннă пек пурăнкаланин ним усси те çук.

Митта. 1954 çулхи февралĕн 26-мĕшĕ».


Эс курнă тĕнчере чĕр тамăк,

Эп курăп çăлăнăç кунне!

Саламлăн уçăлать ытамăм

Паян, çĕршывăм, сан енне.

(……………………)

 

Тапранчĕ чун хаваль хавассăн,

Сан ăшшуна амаланса.

Хĕнпе Хĕрсе туптаннă сассăм

Каллех ян хурçă пек таса!..

 

Телейлĕ ачисем Адамăн —

Умра ыр шанчăк пур чухне.

Тĕп пултăр тĕнчери чĕр тамăк!

Çул пултăр çăлăнăç кунне!

 

Çĕршыври обществăпа политика пурнăçĕн «шартлама хĕлĕ» майĕпен чакма тытăнать ĕнтĕ, анчах Митта Ваçлейĕ хăйĕн çăлăнăç кунне çав-çавах кĕтсе илеймест-ха. Н. К. Еремеева-Митта каланă тăрăх, В. Е. Миттана тÿрре кăларнине пĕлтерекен хут Шупашкарти тĕрлĕ органсене 1954 çулхи апрельтех килсе çитнĕ пулнă, анчах пĕтĕм чысне-намăсне çухатса пĕтернĕ вырăнти «кĕнчелер» çыруçисем хутсене хăвăртрах пăхса тухма пĕртте васкаман: пĕр уйăх ытларах, пĕр уйăх сахалтарах кĕтет —темех мар… Кĕркунне тин сăвăç патне кĕтнĕ ырă хыпар çитет.

В. Митта А. Ф. Талвир патне янă çыруран:

«… Çак кунсенче Чăваш çĕршывне таврăнатăп. Вунă çул лашманта, пилĕк çул чалтунра çÿрерĕм — çитет, чăвашаллах чун тапать. Пулни-иртнисем çине философла çырлахуллă пăхар, мал ĕмĕтпе пурăнар. Шухăшласа пăх, ман валли издательство таврашĕнче алпатлĕрех ĕç тупăнмасть-и (калăпăр— тăлмач ĕçĕ)? Унти тиексемпе калаçкала, шанатăр пулсан — шанчăкăр харама каймĕ.

Чухăн, анчах сывлăхлă (пур енчен те) таврăнатăп. Турра шĕкĕр!

Хапăл тусамăр.

Ваçлей. 25.IХ. 1954, Таловка ялĕ, Красноярск крайĕ».

1954 çулхи юпа уйăхĕнче Митта Ваçлейĕ тăван çĕршывне таврăнать. Пурнăçне кăштах йĕркене кĕртнĕ-кĕртменех вăл культурăпа литература ĕçне хастаррăн пуçăнать. Писательсен Союзĕн правленийĕн литература консультанчĕ, «Тăван Атăл» альманахăн яваплă секретарĕ пулса ĕçлет, çĕнĕ сăввисене, куçарăвĕсене пичете хатĕрлет. 1955 çулта М. Горький Митта чăвашла куçарнă «Фома Гордеев» романĕ иккĕмĕш хут пичетленсе тухать. Вăл хăйĕн поэзи цехĕнчи ĕçте-шĕсен пултарулăхне сăнасах-тишкерсех тăрать. Çамрăк çыравçăсем патне ĕçлеме хавхалантаракан, шанчăк паракан çырусем çырать, пичетре ун тарăн шухăшлă критика тишкерĕвĕсемпс рецензийĕсем кун çути кураççĕ. Пурте кăсăклантарать сăвăçа: чăваш театрĕн çĕнĕ спектаклĕсем те (вăл чăн-чăн театрал пулса тăрать, театртан тухма пĕлмест темелле), чăвашсен çамрăк сăвăçисен хайлавĕсем те, Лакрей вăрманĕнчи юрă уявĕ те, чăваш оперин пуласлăхĕ те. Унчченхи пекех вăл нацилĕхпе интернацилĕхĕн шайлашăвĕ пирки шухăшлать.

1956 —1957 çç. хăйĕн кун кĕнекине çырса пынисенче В. Митта каллех тăван чĕлхепе культурăн пуласлăхне ăнланса илме тăрăшать, хăйĕн пурнăçĕн çăкне тĕпе хурса, поэт тивĕçĕ пирки шухăша путать:

«Январĕн 3-мĕшĕ (1956). Салам, Çĕнĕ çул! Иккĕмĕш Çĕнĕ çул! Тухăçлă, ăнăçлă, шанăçлă пул! Юрату та ырă тату. Иртнĕ çул маншăн ытларах ăнкару çулĕ пулчĕ. Кăна пултару çулĕ тăвасчĕ.

(…) Мартăн 6-мĕшĕ. …çыннăн чи пысăк ĕçĕ — çынна ырă тăвасси мар, çынна усал тăвасран хăйне хăй чарасси. Эпĕ кирек мĕнле çынна та çапла каласшăн: эсĕ мана ырă ан ту, анчах мана усал тăвасран та хăвна ху чар. Çынсем пурнăçра çак йĕркене çирĕппĕн пăхăнса пурăнсан, тĕнче йăлтах урăхла пулĕччĕ.

(…) Апрелĕн 2-мĕшĕ. Тĕпчев институчĕн ăслăлăх сессинче пултăм. «Культура и культурное наследство чувашского народа». Чăваш культури çинчен вилнĕ халăхăн культури çинчен калаçнă пек калаçаççĕ.

(…) Апрелĕн 22-мĕшĕ. …мана тăван чĕлхепе калаçма çăмăлтарах, кунсăр пуçне, манăн чĕлхе обществăри хутшăну хатĕрĕ çеç мар, чун-чĕре хистевĕсене йÿнеçтерекен хатĕр те, Тăван чĕлхепе калаçнă чух, турра кĕлтума ларнă çын пек, эпĕ канса каятăп.

(…) Июлĕн 25-мĕшĕ. …халăхсем хушшинчи туслăха чипер ăнланасси çинчен. Танлă, ăстăнлă, пултаруллă халăхсен пĕр-лешĕвĕ. Хальччен тĕрĕс мар ăнланнисем пулнă: вырăс халăхĕ, унăн тавра вĕтĕннĕ, пĕтме пулнă ытти тĕкĕнсе çитнĕ халăхсем (…). Тĕрĕс мар.

(…) Сентябрĕн 19-мĕшĕ. Шăратса çитернĕ сăвăра металл сасси пур. Çав сас пулсан — сăвă лайăх вара.

(…) Паян «Кăмăлтана» пичет валли вуласа патăм. «Кăмăлтан» — Митта металĕ. Тем пекехчĕ вулакансем çав сасса туйса илсен!

Сентябрĕн 26-мĕшĕ. Сăвă çырасси механикăлла чăкăлтăш ĕç-хĕл анчах мар, асамлăн юмлани те. Поэт хĕрÿ хавалпа çунатланса каять, хăш чух хăй мĕн каланине чухлайман шаман пек кĕлтăвать».

1956 çулхи декабрьте тинех Митта сăввисен «Кăмăлтан» кĕнеки тухать. Ку кĕнеке вăл — ирĕксĕртен чĕнмесĕр пурăнма тивнĕ çулсене, юрлă-пăрлă çулсене тата хăйне вăйпа тăван чĕлхипе культуринчен уйăрнине çĕнтерни. 1958 çулта пулса иртнĕ чăваш çыравçисен V съездĕнче тунă «Поэзири пысăк ăсталăхшăн» докладĕнче Петĕр Хусанкай Миттан юлашки вăхăтра çырнă сăввисене ак еплерех хакланă:

«Пирĕн икĕ съезд хушшинче халăхран ирĕксĕрлесе татса илнĕ нумай чĕлхеллĕ совет литературин пысăк ăстисене партин Ленинла чăнлăхĕ каллех халăха тавăрса пачĕ; вĕсен таса гражданлăхне, партилĕхне тăшманла хуратнă йăх-яха питлесе, истори умĕнче вĕсене тÿрре кăларчĕ. Чăваш литературине чунтан-вартан хисеплекенсене те сарăмсăр вилсе хур пулнă ăстасен ячĕсем çĕнĕрен çĕкленни е йывăрлăхра та хăйсене тасан упранă халăх чунĕсем пĕрерĕн таврăнса ĕçе тытăнни калама çук савăнтарчĕ. Поэзие илсен, яланхи пекех уçă та тÿрĕ кăмăлпа янăра пуçланă Митта Ваçлейĕн сасси кунран-кун тĕрекленсе пыратчĕ. Поэтăмăр тăван сăмахăн тутине пĕлсе, ăна перекетлĕн тыткаласа ĕçлетчĕ. Унăн çырса пĕтереймен «Тайăр» поэма сыпăкĕсем, «Авалхи садăмра», «Тав сана», «Пит маттур-çке Иванов бульварĕ» тата ытти нумаях та мар сăввисем юлашки вăхăтри темĕн чухлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш — акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче».

В. Миттан 1957 çулхи кун кĕнекинчен:

«Иртнĕ çул маншăн та пултарулăх çулĕ пулса тăчĕ. Мĕн шухăшланине пĕтĕмпех тăваймарăм пулсан та, вăй çитнĕ таран чăваш çырулăхĕнче хам сăмаха каларăм.

Январĕн 5-мĕшĕ. Эпир икĕ ĕмĕр пурăнас çын мар, патша та пулас çук, пĕртен-пĕр кĕске ĕмĕре çын пек, таса çын пек ирттересчĕ, ирĕккĕн те, ирĕксĕр те сутăнчăк пулас марччĕ.

(…) Мартăн 6-мĕшĕ. Енер 49 тултартăм. Тата çакăн чул пурăнсан çитет. Пурăнас кăмăл тем пысăкăш, анчах мехелĕ çавнашкал. Чĕре япăх. Пурнăç тиевне тапса туртни туйăна пуçларĕ.

(…) Апрелĕн, 4-мĕшĕ. «Аттелĕх фрончĕ» пирки тавлашса лараççĕ. «Мĕн тавлашмалла, лайăх сăмах, сарлакан усă курмалла, чăваш чĕлхипе питĕ те кĕвве килет,— терĕм. (…)—Кашни сăмахран контрреволюци шырамалла мар»,— терĕм. Чĕлхе вырăс сăмахĕсемпе те, хăйĕн çÿпçи паракан çĕнĕ сăмахсемпе те ÿссе пырать.

(…) Майăн 18-мĕшĕ. Турă тени вăл — этем ăсĕ, ырă кăмăлĕ, пур енчен те çитĕнсе çитнĕ этем хăй! Турă — идеаллă этем. Идеаллă этем çук, анчах идеал — Турă пулмалла, этем ялан хĕнлĕ çулĕ çинче çав идеал патне туртăнмалла, лайăхланса, ырăланса пымалла.

(…) Июнĕн 2-мĕшĕ. …Тумалла, тумалла, тумалла… Паян пурăнмалăх çăкăр пар тесе мар пултăр, ĕмĕрлĕхе пултăр тесе тăрăшмалла».

Вилес умĕн пĕр эрне маларах çавăн пек сăмахсем çырса хунă сăвăçăмăр хăйĕн кун кĕнекине. Унăн çырнисем, хăй калашле, Митта металĕ чăнах та вăл ĕмĕрлĕх умĕнче, çÿлти Хăват умĕнче явап тытакан чăваш поэчĕ пулнине çирĕплетсе параççĕ.

Миттан юлашки вăхăтра çырнă сăввисем поэзин чи çÿллĕ шайне çĕкленнĕ. Вăл этем трагедийĕ çинчен те (ку сăвăсене «лагерьте çырнисем» теме пулать) нăйкăшмасăр, тÿррĕн те хăюллăн, нумай тÿснĕ хурлăхлă çын пек çырать. Поэтăн кĕрхи кунĕпе ун «ик куç тулли илемĕ», ĕлккенлĕхĕ нумая тăсăлмарĕ пулсан та, мăнтарăн чĕри тек тÿсме хал çитерей-мерĕ-тĕр çав. Тăван ялне акатуя юлашки хут кайсан, 1957 çулхи июнĕн 10-мĕшĕнче поэт вилет. Таврари пĕтĕм халăх Митта Ваçлейĕпе чĕререн хурланса сывпуллашать.

Митта Ваçлейĕн пурнăçри маттурлăхĕ, чун-чĕрин хĕвеллĕ хĕлхемĕ, ун чĕлхин чăн илемĕ, çунатлă ăспа уйрăлса тăракан сăввисен классикăлла ятулăхĕ — çакă пĕтĕмпех чăн чăвашлăх сăвапĕсем, вĕсене асра тытса «хăямата янисене манăр мар», хамăр пурнан пурнăçа ăраскаллă тума тăрăшар. Çапла, пирĕн шухăшпа, Митта Ваçлейĕн халалĕ.

АТНЕР ХУСАНКАЙ

1988

Автор сăмахĕсене тата вырăсла çырнă документсене чăвашла Валери Туркай куçарнă.


Митта В. Е. Çак юрра эп ахаль мар юрларăм: Сăвăсем, куçарусем.— Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1990.— 173 с.


[i] Поэт архивĕнчи хаклăран та хаклă документсемпе, фото-ÿкерчĕксемпе усă курма ирĕк панăшăн Нонна Кирилловна Еремеева-Миттана автор чун-чĕререн тав тăвать.

[ii] Шеплĕхĕпе, илемлĕхĕпе. – VulaCv

[iii] Этап – аррестантсене тĕрмене е лагере çитермелли çулĕ тата тапхăр. «Снова этапы» темăллă популярнăй юрăсене аса илтерекен сăмахçаврăнăш. – VulaCv

[iv] Имажинизм – Раççейре 20-мĕш ĕмĕрте сарăлнă, литература хайлавăн тĕп тĕллевĕ пĕр-пĕр сăнар пултарасси пулмалла тесе ĕçлекен çыравçăсен юхăмĕ. – VulaCV

[v] Сенкерпе. (Ашмарин словарĕ) – VulaCv

[vi] Искусствора çĕнĕ, халиччен пулман форма е меслет шыракан. Революциллĕ авангардизм – пулса иртнĕ революцине шута илсе çырас юхăм. Революцилле поэтсем революци хыççăнхи йĕркелĕве «Çĕнĕ тĕнче», «Çĕнĕ кун», «Çĕнĕ çĕршывăн çĕн туйĕ» пек сăмахçаврăнăшсемпе сăнлаççĕ.  – VulaCv

[vii] Çутçанталăк вăйĕ, уйрăмах çанталăк аснă чухне палăракан. – VulaCV

[viii] Кангина – ?  -VulaCV

[ix] Вырăсларан ытлашши якатса, хăнăхманла куçарса çырнă пирки те «душевная проститутка», те «потоки настроения» тесе ăнланмалла. Контекстран пĕрремĕшĕ тĕрĕс тесе шутлама пулать. – VulaCV

[x] Куна «декадент» тесе вуламалла пулĕ. Чăвашлатса куçарнине пула шанса пĕтерес çук. – VulaCV

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.