Митта Ваçлейĕ: Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ…


Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ…

Тавралăх шуçăмпа хĕрелнĕ,

Йыхравлăн янăрать кĕсле.

Паян поэт кăвар чĕреллĕ,

Чĕлхи вылять ун çут хĕçле.

 

Тăван çĕршыв — мухтавлă Улăп —

Поэт чунне пăхăнтарать.

Тăван чĕлхе — ем-ешĕл улăх,—

Поэт унта халь хăнара.

 

Юрла, поэт, ташла та çуйăх!

Йăпат хăватлă Улăпа.

Упаленет антранă уйăх,—

Çапса ÿкер ăна чулпа!

 

Кама пит кирлĕ пуль çав уйăх?

Ун хакĕ халĕ йÿн çÿрет.

Нарастаран салху та хуйăх

Мещен хĕрсемшĕн вăл кÿрет.

 

Халь пултăр купăс е сăрнай,—

Ташша кĕтет çĕршывăн уйĕ.

Çак аслă çимĕк çитнĕ май

Пуçланмалла чăвашăн туйĕ.

 

Поэт тени пит чăрсăр çын вăл,—

Мĕскер шутлать — çавна тăвать:

Салхуллă уйăх — сăнсăр символ —

Ак кутăн-пуçăн ывтăнать.

 

Поэт хĕçпе вăльть-вальть ухать…

Е мыскара ку, е ку чудо —

Ÿкернĕ уйăхран çап-çутă

Янравлă çĕн сăрнай тухать.

 

Кам çакă тĕнчере асамăç,

Кам ăрăмĕ темрен хаяр,—

Çавна поэт тесе ăмсанĕç,

Унтан ытла никам та мар.

 

Поэт ак тытрĕ сăрнайне…

— Кĕрле, пăлхавăрлă сăрнайăм!

Çĕнĕ çĕршывăн çĕн туйне

Чи чаплă хăна пек эс кайăн.

 

Ташла, юрла, çĕршывăн уйĕ,

Таптат тĕп пулнă авална!..

Паян сикет чăн паттăр туйĕ,

Хастарлă Улăп авланать.

 

1927

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.