WordPress-а тинех 30% таран куçарайнăшăн савăннипе пăлтăр-палтăр кускалас, тата та ăмăртас килет. Çакă пĕрре виççĕмĕш пай вăл малалли 70%-а куçарассине çăмăллатĕ тесе шанмалла. WordPress.com вăл – этемлĕх пĕлсе тăракан чи пысăк блоглашу платформи. Ĕçлемелли тата нумай-ха.
Куçару страницине тÿрĕ каçă.
WordPress-ăн чăвашла куçарса тытăннă чухне çак принципсене тĕпе хурсаттăмăр:
- хальхи ансат пуплев чĕлхипе
- татăклă терминсемпе – çĕнĕлле сăмахсемсĕр
- компромислă алфавитпа (Rf)
- максимум эквивалентлă куçару.
Çапах çĕнĕлле йывăрлăхсем сиксе тухасси ун чухне уçăмлах марччĕ.
Хальхинче тÿлес-расчет тăвас тумалли хатĕрсемпе аппалантăмăр. Унсăр пуçне ни чăвашла, ни вырăсла тÿр килмен концептсем тата оригиналра чĕлхепе çăмăлçаххăн усă курнисем пăшăрхантарчĕç. Тĕслĕхрен Follow / Follower-ăн чăвашла куçарăвĕ Йĕрлес / Йĕрлекен пулчĕ, анчах тен чăвашсен ĕлĕкхилле культуринче пулман япалана тÿрех шăп шай куçарма май килмерĕ çав: Хыççăн кай / хыççăн пыр тесен йăнăш, Пăхса тăр тесен ытти Пăхас / Курас-семпе пăтрашăнать. Сăнас тес, анчах вăл Observe е Test.
2017 çулта Translate WordPress.com пĕлтернĕ тăрăх Chuvash чи ĕçлĕ локаль проекчĕ (пĕр-пĕр чĕлхене куçару) пек çырăнса юлчĕ.
Вордпреса чăвашла сĕм кĕртес ĕçе явăçма кăмăл тăвакансем – уйрăмах интернетпа усă курма юратакан шкул ачисем, учительсем, журналистсем – пирĕнпе çыхăнăр:
Чăваш чĕлхи куçару сарăмĕне тÿррĕн каçмалли каçă.