А. Кăлкан: Йытăпа Кушак


Александр Кăлкан


Кушакăн шартлама хĕл варринче
Вутти пĕтсе çитет,
Выртасчĕ кăмака çинче,
Анчах сив кирпĕч хытă чĕпĕтет!
Ăшша вĕреннĕ Кушака
Пит ырах мар-мĕн шăннă кăмака.
Тек тÿсеймест хайскер, пÿртрен тухса
Йăпăлтатма пуçлать
Йытта курса: «Салам, пускилĕм!
Ма-а вĕрен?
Пит майлă мар-им сивĕре?»
«Сана аван! — тет Йытă тарăхса. —
Эс ăшă кăмака çине
Выртан та хăпарса
Туймастăн сивĕ хĕл кунне». —
«Туятăп çав, Туяп, Хураçка тус!
Шеллеп сана… Анчах пуçна ан ус,
Куç паянах эс ман пата!
Пурнар-ха, тупата,
Чунтан килĕштерсе,
Çут тĕнчене тĕлĕнтерсе.
Пăрах çак шăтăк кил-çурта,
Шăнса вилетĕн эс унта…
Тăхта!
Пĕр шухăш кĕчĕ ман пуçа:
Пул ман килте халь эс хуçа,
Вут тат та хăв пÿртне пăсса
Тек пурăн кăмака хутса!»
Суйса курман нихçан та Хураçка,
Шанать вăл Кушака.
Куçать те ун патне
Сÿтсе тăкать хăйĕн пÿртне.
Хĕл каçиччен вăл вут татса
Хутса пурнать Кушак кăмакине.
«Ава-ан! — тет Кушакки мăрăлтатса,
Мухтать вăл халь Йытта: —
Сан пек маттур тус тупас çук ниçта!
Мĕнле хастарлă эс! Мĕнле ĕçчен!
Пĕрле пурнасчĕ виличчен!..»
Анчах та çуркунне çитсен
Хуса ярать ăна хăй килĕнчен.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.