Кэлин Груя: Пакăлти


Călin Gruia [rf]


Пакăлти

Ку ача ыттисем пекех. Вĕсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмасть темелле. Анчах вăл питĕ нумай калаçма юратать: кирлĕ чухне те, кирлĕ мар чухне те.

— Ÿснĕ май пакăлтатма чарăнĕ-ха, — тетчĕç ун пирки.

Анчах çак йăла унăн хăйпе пĕрлех ÿссе пычĕ. Иртен пуçласа каçченех калаçать. Хăй пакăлтатнипе никама та сиен тумасть темелле ĕнтĕ. Кахал ача та мар вăл, кирек мĕнле ĕçе тума та ухута. Анчах ĕçе тытăннă чухне вара картишĕнче кама тĕл пулать, çавсемпе пуринпе те калаçать: автанпа та, йытă çурипе те, сысна çурипе те. Тата… хăйпе хăй те калаçать! Ун пек чухне вара сухан йăранĕ çумланмасăрах юлать, лаххан шывсăрах ларать, чăх-чĕп выçах çÿрет.

Мĕн çинчен калаçать-ха Тудорел? (Ачана çапла чĕнеççĕ.) Хăй мĕн пĕлнине веçех каласа парать. Хăш-пĕр чухне вăл пĕр япала çинчен çĕр хут та калать пуль.

— Тудорел, — терĕ пĕррехинче амăшĕ, — лавккана кайса шурă çип илсе кил-ха. Анчах васкарах пул, манăн çĕлемелле.

— Халех, анне!

Тудорел урама чупса тухрĕ. Лавкка ялăн тепĕр вĕçĕнче.

Лина аппăшĕсем тĕлĕпе иртнĕ чухне ача лешĕ картишĕнче тĕрмешнине курчĕ. Вăл вучаха кăвайт хунă май чÿлмек çине пăха-пăха илет.

— Лина аппа, улмасем пиçсе çитрĕç-и?

— Тин пиçме пуçларĕç-ха. Ерçетĕн пулсан хăвах тухса пăх.

Тудорел хапхана уçса картишне кĕчĕ, унтан пахчана тухрĕ. Анчах часах каялла кĕчĕ.

— Пиçеймен-ха вĕсем.

— Пиçсе çитсен эпĕ сана хамах чĕнĕп.

—Лина аппа, илтнĕ-и эсĕ…

— Мĕн çинчен?

— Саранча çинчен!

— Çук. Мĕн пулнă тата?

— Саранча шутсăр нумай вĕçсе килсе тулнă. Мĕнпур тыр-пула, вăрманти мĕнпур çулçăсене çисе пĕтернĕ. Вара çынсем вĕсене пуçтарма тухнă. Анчах кăлăхах пулнă. Саранча хунасах пынă, хĕвеле хура пĕлĕт пек хупласа илнĕ…

— Ăçта вăл ун пекки? Çук пуль!

— Чăнах, çапла çырнă… Питĕ пысăк инкек!

— Эсĕ ун çинчен хаçатра вуларăн-и вара?

— Çук, кĕнекере.

— Тьфу, айванскер, мана ахалех хăратса пăрахрĕ!

Саранчаран хăранипе Лина аппăшĕ чÿлмекри сĕчĕ çинчен мансах кайнă пулас. Сĕт тухса тарчĕ, плита çинче чăшлатма пуçларĕ. Тудорел чăтаймасăр кулса ячĕ.

— Мĕн шăлна йĕретĕн тата?

— Ху асăрхамарăн та.

— Эсĕ ман пуçа çавăрсах ятăн. Пакăлтатса. Ну, халь мĕн тумалла ĕнтĕ ман?

— Каллех ĕне çумалла.

— Урăх куçăм ан куртăр сана кунта. Чараксăр чĕлхе, акă кам эсĕ!

Тудорел ĕç ырăпа вĕçленмессине курса шăтăкран хĕсĕнсе тухсах вĕçтерчĕ…

Лавккана çитсен вăл сутуçă умне пырса тăчĕ.

— Пĕр пачка шпулька мĕн хакне пĕлесшĕнччĕ эпĕ.

— Туянатăн-и эсĕ?

— Çук, манăн пĕлес килет.

— Çавăншăн çеç килтĕн-и?

— Çук, леш çулти мечĕкĕ мĕн чухлĕ тăрать?

— Илсе памалла-и ăна сана?

— Манăн малтан аннерен укçа ыйтмалла-ха.

— Аллунта мĕскер тата?

— Укçа, анчах мечĕк валли мар.

— Мĕн туянасшăн? Кала часрах. Куратăн пуль: çынсем кĕтеççĕ.

— Çип кирлĕ мана.

— Мĕнле çип?

— Сирĕн мĕнлисем пур?

— Шурри, хĕрли, хăмăрри, симĕсси, сарри…

— Урăх тĕслисем çук-и?

— Çук. Сана мĕн тĕсли кирлĕ?

— Шурри.

Тудорел хыççăн тăракан çынсем хăвăртрах тесе васкатаççĕ. Сутуçă кăмăлсăрланса:

— Пăх, мĕн чухлĕ тытса тăтăн эсĕ мана пустуй калаçса. Тархасшăн, çипне ил те кай, — терĕ.

— Чараксăр чĕлхе вăл, — терĕ тахăшĕ.

Тудорел хĕрелсе кайрĕ те хăвăртрах лавккаран тухрĕ.

«Урăх пустуй калаçмастăм», — терĕ вăл хăйне хăй.


Пĕррехинче кăнтăрлахи апат хыççăн ашшĕ:

— Хулана каятăп, питĕ кирлĕ ĕçпе, — терĕ.

— Мана та илсе кай-ха, — терĕ ывăлĕ.

— Юрать. Эпĕ сана валли портфель илесшĕнччĕ. Халĕ ху суйласа илĕн.

Ача савăннипе сиккелесе илчĕ.

— Аппасем патне кĕретпĕр-и?

—Кĕретпĕр. Вĕсем патĕнче çĕр каçăпăр.

— Çĕнĕ костюм тăхăнмалла-и ман?

— Паллах, çĕннине! Халĕ иртерех-ха. Анчах эсĕ килтех пул. Унсăрăн эпĕ пĕчченех тухса кайăп. Сана кĕтсе тăмăп. Манăн хулана кирек мĕнле пулсан та паянах çитмелле. Сана ял тăрăх шыраса çÿреме манăн вăхăт çук. Асту, килте пулсан каятăн, килте пулмасан каймастăн, — асăрхаттарчĕ ашшĕ.

Тудорел вăхăт ирттĕр тесе сад тăрăх чупкаласа çурерĕ. Анчах хĕвел пĕртте шумасть тейĕн. Вăл киле кĕрсе çĕнĕ костюм тăхăнчĕ те юлташĕсем патне тухса кайрĕ. Хулана каясси çинчен каласа кăтартмалла-çке вĕсене.

Ача савăнăçлăн утать. Куçĕ умне хăй поезд çине ларни, хулана çитни тухса тăчĕ. Акă аппăшне ыталать, акă портфель суйлать…

Утсан-утсан Митруцсен тĕлне çитрĕ. Унта ачасем пуканĕсем валли йывăç урапасем тăваççĕ.

— Мĕн пит капăр тумланнă эсĕ? Уяв мар пуль-çке? — ыйтрĕç тантăшĕсем.

— Каятăп! — терĕ Тудорел савăнăçлăн.

— Ăçта? — ыйтрĕç пурте пĕр харăс.

— Хулана каятăп. Аттепе пĕрле… Курăр ак мĕнлерех чаплă портфель туянса килнине.

— Хăçан каятăн çак?

— Каç пулсан… Мĕн тăватăр ку кустăрмасемпе?

— Урапа.

— Урапа?.. Эпĕ поездпа каятăп. Çил пек вĕçтерет. Кантăк патне ларатăп, урăх ниçта та мар.

— Эсĕ пирĕнпе выляма килтĕн-и?

— Ăçта унта манăн сирĕнпе вылямашкăн вăхăт?! — Тудорел хĕвел çине пăхса илчĕ.

— Хăçан таврăнатăн, Тудорел? — ыйтрĕ Ника.

— Тен, ыранах… Тен, шкула кайиччен аппа патĕнчех юлатăп. Курăр-ха эсир ман портфеле! Вĕр çĕнĕ портфель пулать…

Ника аллинчи йывăç кустăрмапа ÿкерчĕ. Кустăрма анаталла кусса кайрĕ. Ника ун хыççăн чупрĕ. Ника хыççăн — Антун, Антун хыççăн — Митрук чи хыçалта — Тудорел. Сисĕнмесĕрех вăйă пуçланса кайрĕ. Хăшĕ кустăрмапа хуса çитет, вăл ăна малалла ывăтса ярать.

Акă ачасем ывăнса çитрĕç. Тудорел вĕсене пĕр чÿрече çинче куçне уçса хупакан пукане курни çинчен каласа кăтартма пуçларĕ. Унтан вăл тĕлĕнмелле илемлĕ сад çинчен каларĕ. Сад варринче кÿлĕсем имĕш, куллинче — кимĕсем, алла вĕреннĕ акăшсем, вĕсем вара ачасен аллинченех апат çиеççĕ.

— Хăрамаççĕ те-и вара хăйсем?

— Камран хăраччăр вĕсем? Акă алла тăсатăн та — вĕсем ывăç тупанĕ çинченех сăхаççĕ.

Ачасем ун çине тĕлĕнсе пăхрĕç.

— Ĕненместĕр-и? Хальхинче ак тата интереслĕрех япаласем курса килĕп те сире каласа кăтартăп…

Тудорел вара хăй хулана кайсан епле курса çÿресси çинчен калаçма пуçларĕ.

Вăхăт шурĕ. Тудорел чакак пекех чакăлтатрĕ. Хутран-ситрен вăл хĕвел çине пăха-пăха илчĕ. Пĕрре кайма та тăчĕ, анчах иртерех-ха тесе каллех калаçма пуçларĕ:

— Слон курасчĕ сирĕн! Мĕн, эсир ăна кĕнекесенчи пек тетĕр-им? Çапла пулмасăр! Вăл пысăк, питĕ пысăк. Сăмси те унăн питĕ вăрăм…

— Эсĕ ху курнă-им?

— Курман, анчах куратăпах. Тен, кĕçĕрех…

Ял хĕрринче пăравус кăшкăртни илтĕнчĕ. Тудорел çĕлен сăхнă пек сиксе тăчĕ.

— Поезд! Поезд!

— Чуп хăвăртрах, Тудорел! Станцăра тăрать-ха вăл.

— Хăвăртрах!

Ача мĕнпур вăйран чупрĕ. Вăл чупса çитнĕ çĕре поезд чашлатса тапранса та кайрĕ. Тудорел хурланнипе тутине çырта-çырта пăшăлтатрĕ:

— Хула… портфель… слон… Пĕтĕмпех пĕтрĕ.

Унăн куçĕнчен куççуль тапса тухрĕ.

Кэлин Груя: Пакăлти” çине 4 шухăш

  1. Ҫак румын ҫыравҫи пирки эпӗ паянхиччен илтмен. Мана Кӑлин Груйа питӗ килӗшсе кайрӗ. Чӑннипех, вулама тытӑнсан авторӗ камне пӑхман, вӑл чӑваш пулнине ӗнентӗм. “Тудорел” ят анчах мана кӑшт асӑрхаттарчӗ. Малалла вуларӑм. Ҫавӑн пек универсаллӑ, уҫӑ калав, вӑл хӑть те ӑҫта пултӑр, ӑна кашни ҫын ӑнланӗ.

    Ҫакна пӗлес килет. Кам ӑна куҫарнӑ? Хӑш кӗнекерен калав?

    Вула чӑвашла, чӑвашла литература тетеле вырнаҫтарнӑшӑн пысӑк тав!

    Like

    • Темшĕн кам куçарнине çырса кăтартман. Татьяна Артамоновăн 4-мĕш класс вĕрентÿ пособийĕнче кăларнă

      Like

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.