Андриан Николаева халалласа уйра тунă ÿкерчĕк. Чăваш Ен.

Эпĕ — чăваш


Иван Шухши


Эпĕ — чăваш

Эпĕ — чăваш. Хам чăваш пулнишĕн манăн савăнас килет, мĕншĕн тесен эпĕ хăна-вĕрлене тарават, кăмăл-сипетрен сăпайлă, ĕçре лара-тăра пĕлмен, юрра-ташша ухута халăх çынни.

Эпĕ — чăваш. Пирĕн мăн асаттесем ăçти çĕрсенче пурăннă-ши? Мăн асаттесен мăн аслашшĕсем тата ăçти çĕрсенчен тухнă? Çак ыйту мана питĕ кăсăклантарать. Чăваш юмах-халапĕсем пирĕн несĕлсем Вăтам Атăл тăрăхне Çурçĕр Кавказран куçса килни çинчен калаççĕ. Историксем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, Çурçĕр Кавказа вĕсем II— III ĕмĕрсенче Тĕп Азирен килсе лекнĕ. Çапла вара, халăхăмăрăн тымарĕсене Тĕп Азире хун йăхĕсенче шырамалла.

Çăмăл пулман халăхăмăрăн пурнăçĕ. Пирĕн мăн асаттесем Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырăнти халăхсемпе пĕрлешсе Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ туса хунă. Патшалăх чĕлхи чăваш чĕлхи пулнă. Ку патшалăх вăйлă аталаннă патшалăх шутланнă. Пăлхар-чăвашсем ытти патшалăхсемпе тачă çыхăну тытнă.bulgar-ar.jpg

Анчах та XIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче монгол-тутарсен пысăк çарĕ пăлхар-чăваш патшалăхне темиçе хутчен те тапăнса кĕнĕ. Юлашкинчен Чингисхан мăнукĕ Батый хан эшкерĕсем Атăлçи Пăлхара парăнтарнă. Хаяр тăшман никама та хĕрхенмен. Ваттисене те, ачасене те питĕ нумай вĕлернĕ. Пăлхара, Пÿлере, Сăвара тата ытти хуласене вут чĕртсе çунтарса янă, арката-арката тăкнă. Çăлăнса юлнă чăвашсем сĕм вăрмансене тарса кайнă, çĕнĕ ялсем никĕсленĕ. Хăшĕсем ислам тĕнне йышăннă та тутара тухнă. Çапла Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ пĕтсе ларнă. Халăх саланса кайнă.

Анчах чăвашсем мĕскĕн тени пĕртте тĕрĕс мар. Пирĕн мăн асаттесем Ылтăн Орда, Хусан ханстви аллинче чухне те, каярахпа, 1551 çулта Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешсен те, пурнăçри тĕрĕсмарлăха хирĕç хăйсене шеллемесĕр кĕрешнĕ. Степан Разин, Емельян Пугачĕв çарĕсенче чăвашсем питĕ харсăр çапăçнă теççĕ.

Иакинф атте
Иакинф атте (Никита Бичурин). 1777-1853. Чăвашсен чаплă çынни, манах, культура ăсчахĕ.

Эпир Раççейре пурăнатпăр. Аслă Вырăс патшалăхĕн чысĕпе мухтавне ÿстерекен чаплă çынсем хушшинче чăвашсем те сахал мар. Китай культурипе историне тĕпченĕ пултаруллă чăваш Никита Бичурин (Иакинф атте) пуçтарнă кĕнекесемпе тĕпчевçĕсем паян та усă кураççĕ. Никита Бичурин вырăссен аслă çыравçипе Александр Сергеевич Пушкинпа туслă пулнă.

Санкт-Петербург хулинче пулас-тăвас пулсан Çуллахи сад картине çитсе курăр. Тимĕр карта çинчи тĕлĕнтермĕш эрешсене тăваканĕ кам тейĕр? Чăваш! Петр Егоров ятлăскер. Иртнĕ ĕмĕртех пурăннă вăл.

Петр Егоров. Чăвашсен чаплă çынни. Архитектор
Петр Егоров. Чăвашсен чаплă çынни. Архитектор

Пирĕн ĕмĕрте те чăваш ятне тĕнче шайне çĕклекенсем сахал мар. Тĕнче уçлăхне хăпарса куракансенчен виççĕмĕшĕ кам-ши? Андриян Николаев, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл çынни. Çепĕç ташшипе тĕнчене тыткăна илекен Надежда Павлова та чăвашах.

Раççей спорчĕн мухтавне тĕнче шайĕнче хÿтĕлекен чăваш спортсменĕсем мĕн чухлĕ тата! 1996 çулта Атлантăра (США) пулса иртнĕ çуллахи 26-мĕш Олимп вăййисене кăна илер-ха. Елена Николаева унта 10 çухрăма чи малтан утса тухса ылтăн медаль илчĕ. Валентина Егорова марафон дистанцине чупса кĕмĕл медале тивĕçрĕ. Ытти халăх çыннисемпе те, хамăр ентешсемпе, эпир тивĕçлипех мухтанатпăр. Акă вĕсем: Пăрачкав вырăсĕ П. Крылов — тинĕс карапĕсен ăсти, Улатăр вырăсĕ И. Судаев — хĕç-пăшал ăсти, Етĕрне вырăсĕ Н. Мордвинов — киноактер, СССР халăх артисчĕ. Вăрнар районĕнчи Кульцав ялĕ çинчен илтнĕ-и тата эсир? Кунта Максим Дормидонтович Михайлов çуралнă. Вăл Пысăк театр юрăçи пулнă, хăватлă сассипе тĕнчене тĕлĕнтернĕ, СССР халăх артисчĕ. Мухтава тивĕçлĕ ентешсем пирĕн тата нумай!

Çĕр чăмăрĕ çинче 5 пине яхăн халăх пурăнать. Вĕсенчен 325-ĕшне йышлă халăхсем теççĕ.

vyp-ltruyw4
Петр Егоровăн ĕçĕ. Санкт-Петербургри Христос çурални Чиркĕвĕ. 1934-мĕш çулта коммунистсем аркатнă.

Чăвашсем те пысăк йышлă халăхсен шутĕнче — 2 миллиона яхăн! Халăх шучĕпе илес пулсан чăвашсем Раççейре 4-мĕш вырăнта.

Паян чăвашсене Раççейĕн кашни кĕтесĕнчех тĕл пулатăн. Вĕсем Чăваш Республикисĕр пуçне Самар, Ульяновск, Пенза, Оренбург облаçĕсенче, Тутарстанра, Пушкăртстанра йышлă пурăнаççĕ.

…Эпĕ — чăваш… Чăваш ятне çĕре ÿкерес марччĕ, чăваш мухтавне тата çÿлерех çĕклеме тăрăшакансен йышĕнче пуласчĕ тесе пурăнатăп.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.