Митта Ваçлейĕ: Элеги

Элеги

Савнă Ульхана

Каясси ман каллех — вăрăм çул,
Курасси ман каллех — темĕн чул…
Тусăм, тусăм, мĕн пулчĕ? Мĕн килчĕ?
Тĕрĕс-тĕкĕл пурнар тенĕ чух,
Ак каллех уйрăлмашкăн тĕл килчĕ…Малаллине вулас

Митта Ваçлейĕ: Тав сана

Тав Сана!

Петĕр Хусанкая

Кам тÿссе ирттерчĕ çынпа тан,
Кам ырра усал теме хăймарĕ,
Усала айваннăн пуç таймарĕ,
Çав калатăр пĕтĕм кăмăлтан:
Çамрăк ĕмĕр харама каймарĕ.Малаллине вулас

Сенкер май

Сергей Есенин


Сенкер май. Çутă шуçăм ăшши.
Сас памасть кил хапхи — калăн, çĕмрĕк.
Сывлăшра — йÿçĕ эрĕм шăрши.
Ыйăхра — шурă шупăрлă çĕмĕрт.
Урмăш уйăх кăвак кантăкран
Тирĕнсе шăтăкла каркăç витĕр
ÿкерет урайне аякран
Эрешсем — тĕлĕнтермĕшсем питĕ.
Сад шур кăпăк пек кăпăш, кăтра.
Ун çинче тăп тăрать кĕмĕл уйăх.

 

Г. Ефимов куçарнă

Генри Лонгфелло: Гайавата Юрри

Гайавата Юрри

The Song of Hiawatha


Эпикăлла поэмăн сыпăкĕ

VII. Hiawatha’s Sailing

Шурă хурăн, шурă хурăн,
Шурă шупăрна хывам-и,
Сарă кимĕ эп тăвам-и?
Сар чечеклĕ сарана[i] пек
Сарăлса ишсе çÿретĕр.
Малаллине вулас

Çемен Мрес: Салтак çырăвĕ

Çемен Мрес


Çемен Мрес (1887-1956) нарăсăн 13-мĕшĕнче Самар кĕпĕрнин Пĕкĕлме уесĕнчи (халĕ Самар облаçĕн Шунтал районĕ) Аксаккура çуралнă. 1894 çулта вăл ялти пуçламăш шкула вĕренме кĕрет. Виçĕ çул иртсен, шăмă туберкулезĕпе чирленĕрен пилĕк çула яхăн утаймасăр пурăнать.Малаллине вулас