Услан кайăк юмахĕ


Мария Ухсай

 


Улăха тĕттĕм чаршав хупăрлама пуçларĕ. Каçхи тĕнчене юратакан кайăксем хăйсен сассисене пама тытăнчĕç. Кăр-кар! тесе кăрăлтаттарма та тытăнчĕç карăшсем. Ÿх-ÿх! хутран-ситрен кăна йĕрсе илет пĕр кайăк.

— Мĕнле кайăк-ши вăл? Мĕншĕн макăрать-ши? — терĕ манпа юнашар ларакан Ваçук.

— Ăна услан кайăк теççĕ, — терĕ Наçтаç аппа. — Ун çинчен пĕр юмах та пур.

— Юмахне ярса пар-ха, Наçтаç аппа, — пурте сырăнтăмăр эпир.

Наçтаç аппа услан кайăк юмахне тапратса ячĕ.

…Ĕлĕк-авал пĕр çыннăн арăмĕ вилсе кайнă. Унăн тăлăха юлнă хĕрĕ тумлам шывпа çăтса ямалла пек чипер пулнă: пĕвĕ хăва пек, куç харшисем кĕрхи каç пек хуп-хура, çĕнĕ уйăх пек авăнчăк.

Чипер хĕрĕн ашшĕ хусах пулса нумай пурăнман, авланнă. Килти пурнăç вара чипер хĕршĕн усалланса кайнă. Амаçури ăна курайман, кашни чĕлĕ çăкăра шутпа та сăмахпа çитернĕ, сăлтавсăрах кÿрентернĕ.

Пĕрре, амаçури салма унанă чух, алăк патĕнчи сак çинче чипер хĕр тĕрĕ туса ларнă.

— Йĕтĕн пире пăсса лариччен урайне шăлса каясчĕ, — тенĕ амаçури.

— Халĕ, апат пĕçернĕ чухне, тусан кăларас мар терĕм, — тенĕ хĕр ача.

— Кахалăн ялан сăлтав пур, — тенĕ амаçури çиллине шăнараймасăр. Хăй йĕтĕрне хытă пусса сĕтел тăрăх кăтăр-кăтăр кустарнă. — Ых, хам ача пулсан эсĕ манăн патак айĕнчен тухаймăттăн! — тенĕ.

Чипер хĕр пĕр сăмах та чĕнмен. Амаçури салма унама пăрахса тăн-тăн утса çÿренĕ.

— Ых, сан шăммусене çакăнпа суйласчĕ! — тенĕ те вăл чипер хĕре йĕтĕрпе юнанă.

Йĕтĕрпе юнасан çын çине пысăк ăншăрт ÿкет тесе ĕненнĕ авалхи çынсем. Юнава лекнĕ çын чир-чĕре каять тесе шухăшланă.

Çакăн хыççăн чипер хĕр амаçурипе пĕтĕм чунтан тарăхса çитнĕ. Вара вăл услан кайăк пулса тăнă та çунатне пĕр-икĕ хут лăпăс-лăпăс тутарса пÿртĕнчен тухса вĕçнĕ.

Çавăнтанпа услан кайăк ялан пĕр-пĕччен ĕсĕклесе йĕрет тет.


VulaCv комментарийĕ:

Услан кайăкĕ. Услан вăл – тепĕр майлă “арăслан”, анчах “арăслан” тутар чĕлхинчен хальтерех куçса кĕнĕ пулсан, “услан” сĕм авалтанпах чăваш чĕлхинче пур. Тен, автор услан кайăкĕ тесе ăрăслан пирки мар, тен, ăсан кайăкĕ пирки каласа кăтартать; ахăртнех автор çуралса ÿснĕ тăрăхри вырăнти калаçура сăмахсене пăтраштарнă. Услан, арăслан, ăсан сăмахсем халăх чĕлхинче пăтрашăнни пирки Николай Ашмарин лингвист та “Болгары и чуваши” (1902 ç.) кĕнекинче çырса хăварать. Анчах ăсан кайăкĕсем çĕрле юрламаççĕ, вара кунта темĕнле урăх кайăк çинчен, тен ÿхĕ, сăмах пырать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.