Çемен Мрес: Салтак çырăвĕ


Çемен Мрес — учитель, халăх йăли-йĕрки çинчен сăвă çырать. Ача чухнех чире пула хăрах урисĕр инвалида юлать. Пăлхава хутшăннăшăн ăна шкултан кăларса яраççĕ. Çапах та кайран вăл учитель ятне илет, ĕмĕр тăршшĕпех тăван таврари шкулсенче ĕçлет… Тĕплĕнрех→


Салтак çырăвĕ

Атте, анне, сире
Раштав çитнĕ çĕре
Яратăп эпĕ салам.
Пичче, инке, итлĕр:
Салам манран эсĕр
Ку çырура ан кĕтĕр.
Ман мăшăрăм – арăм,
Сана прахса карăм
Çулталăкран салтака.
Сана эпĕ юратса,
Хам сăнăма ÿкерсе
Çак çырупа яратăп.

Манăн чĕппĕм – ульăм,
Чунтан савнă ачам,
Эпĕ сана ялан
Асăнатăп, Иван.
Унтан тата манран
Мĕтри кума салам,
Килне кайсах калăр.
Мана çыру ятăр.
Ун арăмне Мархвана,
Манăн савнă кумана,
Иккĕшне те калам
Эп вĕсене салам
Тата эпĕ калап:
Манăн мĕнпур халап –
Сире салам ярасси
Хăçан пулĕ курасси?
Манăн савнă хунĕме
Ашшĕне иккĕшне,
Хуньăкампа инкене
Салам ярап пурне те.
Пултăрăма Ильене
Арăмĕпе иккĕшне
Салам ярап юратса.
Шур хут çине çыртарса.
Тата сана, пуçана,
Арăмна та – Аннапа,
Сирĕн хĕре Уляна
Ывăлăра Ваççана –
Çемйииелсх пурне те
Салам ярап сире те.
Аслă аккам Акахви,
Савнă йыснам Ярахви,
Эпĕ сире кучченеç
Парса ярап – çут хĕрес.
Хамăн савнă йăмăка,
Эпĕ сана. Çаптаркка,
Салам ярап юратса,
Укçа парса çыртарса.
Тата эпĕ, ĕмпичче,
Çак çыру çинче
Инкепеле иксĕре.
Сирĕп мĕнпур çемйĕре,
Сире тата, мăнакка,
Йыснапала иксĕре,
Мĕнпур ачăр-пăчăра
Пĕр хут çине çыртарса,
Чунăм питĕ кайнăран
Пурсăра та пĕр çĕре
Салам ярам салтакран –
Хусан ятлă хуларан.
Шăллăм манăн Хĕветĕр,
Сана пĕччен пит хĕн-тĕр?
Ялта пур-тăр хитре хĕр,
Çул та санăн çитет-тĕр?
Хăвăн кăмăл пулсассăн.
Атте, анне хушсассăн,
Авлан, шăллăм Хĕветĕр,
Çул та кăçал питĕ кĕр.
Атте, анне, эсĕр те
Хветĕр чармасть пулсассăн,
Хĕр еплине пĕлсессĕн,
Укçăрсене ан шеллĕр,
Ман сăмаха итлĕр те
Манăн кĕçĕн шăллăма
Илсе парăр Куляна
Пĕрне-пĕри юратса
Ĕмĕр пĕрле пурăнма.
Туйне тума çуллана
Çимĕк тĕлне уява
Пырса çитĕп эпĕ те –
Ура хуçса ташлама.
Акă эпĕ салтакра
Хусан ятлă хулара
Виççĕмĕш çул тăратап,
Сире салам яратăп.
Ку çыруран сыв юлап
Сире те сывлăх сунатăп.
Сыв пулăр та пур пулăр,
Пурте ман пек ан пулăр!
Ку çырăва илсен,
Ман хыпара пĕлсен,
Хирĕç ярăр хăвăртрах.
Хăвăр çинчен пĕлтерсе.
Сывлăхăра çыртарса.
Ку çырăва çыртарап
Вун иккĕмĕш числара.
Çак уйăхра тунти кун.
Сирĕн ачăр Ситриван.

1913

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.