Митта Ваçлейĕ: Юлташлăхра телей иккен-мĕн…

Юлташлăхра телей иккен-мĕн…

А. Беляева

Юлташлăхра телей иккен-мĕн.
Илем юлташлăхра кăна!
Сăвăланан чĕрем сĕткенĕ
Пĕр саншăн, саншăн сăрхăнать.
 
Ах, Шура, Шура! Шурĕ, шурĕМалаллине вулас

Çемен Элкер: Йывăр вăхăт

Çемен Элкер


Йывăр вăхăт

Акĕ ентĕ хальччен пулман ĕмĕтсĕр вăрçă тăваттăмĕш çул çинче тăрать. Вăл хăйĕн вăйлăлăхĕпе Раççее ĕлĕкхи мулне йăлтах ĕмсе яче. Миçе мильюн тăлăх-турат, мĕн чухлĕ алăсăр, урасăр, куçсăр тата тем чухлĕ ытти тĕрлĕрен чирлĕ çынсем халăх хушшинче тултарчĕ ку вăрçă. Миçе мильон çемье, пысăк хуласенче ĕçлесе пурăнакансем çăкăрсăр выçăллă-тутăллă ыран-паян пĕтсе ларас пек асапланса пурăнаççĕ. Миçе мильюн вăйпитти пулнă çынсем тыткăнри выçăллă-асапла пурнăçпа вилсе пĕтеççĕ. Мĕн чухлĕ пурăнăç сивĕ аккупсенче ыран-паян вилессе кĕтсе пурăнать. Нумай пурăнăç асапланать, нумай пурăнăç вăхăтсăр сÿне! Кама уçă-ши ку вăрçăран?! Нимĕн те çитмест. Малаллине вулас