Митта Ваçлейĕ: Юлташлăхра телей иккен-мĕн…


Юлташлăхра телей иккен-мĕн…

А. Беляева

Юлташлăхра телей иккен-мĕн.
Илем юлташлăхра кăна!
Сăвăланан чĕрем сĕткенĕ
Пĕр саншăн, саншăн сăрхăнать.
 
Ах, Шура, Шура! Шурĕ, шурĕ
Ирхи шур çамрăклăх пĕрле.
Ирхи кунсенĕн абажурĕ
Асамат пек пире тĕрлет.
 
Кунсем-çулсем çаплах шăваççĕ,
Юртаç кунсем çавра çилле.
Паян эс калăн: «Вася, Вася!
Сыв пул, тăванăм, Ваçилей!»
 
Сыв пул, сыв пул! Эх, Шура, Шура!
Хăçан ыталăп çĕнĕрен?
Санран ытла юлташăм урăх
Тупманччĕ эпĕ кĕçĕнрен.
 
Чи çывăх йĕкĕреш пек эпĕр
Ÿсеттĕмĕр вĕренÿре.
Çитес кунсен хавас хисепĕ
Тухман нихçан ĕненÿрен.
 
Паян унпа чĕрем сĕткенĕ
Пĕр саншăн, саншăн сăрхăнать.
Юлташлăхра телей иккен-мĕн,
Илем юлташлăхра кăна.
 
1928

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.