Курăк академикĕ


Юхма Мишши


Хам курăк-чечек çинчен питех те сахал пĕлнине чухлатăп-ха. Çавăнпа ĕнтĕ:

— Микулай пичче, — терĕм пĕррехинче, — май пулсан вăрман кĕнекин курăк-чечек çинчен çырнă сыпăкĕсене вулар-ха пĕрле…

Ку ватă вăрманçă килĕшрĕ.

— Юрĕ, ыранах кайăпăр акă, — сăмах пачĕ вăл.

Тепĕр кунне ирхине унпа çула тухрăмăр.

— Малтан ăçта çитĕпĕр: вăрмана е улăха?

— Вăрмана çитер, — терĕм эпĕ.

— Атя, эппин, каяр.

Вăл мана шултралăхалла ертсе кĕчĕ.

— Чылай курăк-чечеке эсĕ ху та пĕлетĕн пуль-ха ĕнтĕ. Эпĕ сана тĕл пулаканнисене кăтартăп, вĕсем мĕн тума кирлине калăп.

Старик ури айĕнчи вăрăм çулçăллă курăка аллипе тăсса кăтартрĕ.

— Ак çакă ÿт илтерекен курăк. Ăна сурана сипленĕ чухне лайăх теççĕ. Ун ячĕ — упа хăлхи.

Мучи кăтартнă курăк çине тинкеререх пăхрăм. Ахальтен упа хăлхи темен иккен ăна — чăнах та, хăлха майлă.

— Ав ун çумĕнче — сар пуç. Вăл мĕнлереххи ятĕнченех паллă. Ун умĕнчи, вăрăм туналли, — шăрчăк курăкĕ. Тата леререх çавра çулçăлли — алпастă курăкĕ. Унпа çынсем ĕлĕк юмланă чухне усă курнă. Ăна шыва ярса вĕретсен пÿрте хăйне евĕрлĕ шăршă тухать, пуçа çавăрма тытăнать.

— Ку мĕн? — хыт туналлă курăк умне пĕшкĕнсе ларса ыйтрăм эпĕ,

— Пÿсĕр курăкĕ. Пÿсĕр тухсан ăна вĕретсе ĕçмелле.

— Ку тата? — кĕренрех çулçăллă курăка тĕллесе кăтартрăм.

— Кĕренкке. Унран ĕлĕк кĕрен сăрă тунă. Пир пĕветнĕ çĕре ярса вĕретнĕ. Хитре тĕс çапать ку курăкран, — ăнлантарать мучи. — Инçех те мар ав сÿсен, ун çумĕнче — камăн. Ăна пухса шăпăр тăватчĕç ĕлĕк. Чим, — сасартăк ман еннелле пăхса йăл кулчĕ мучи, — тĕлĕнтермĕш кăтартăп сана. Анчах малтан çакна кала: çĕр айнелле ÿсекен курăк пур-и?

— Çĕр айнелле-и? — тĕлĕнсех кайрăм эпĕ. — Çук пуль. Унта çутă çук та, епле ÿстĕр? Чечек-курăк çутта юратать.

— Çĕр айнелле ÿсекен курăк та пулать çав, — терĕ мучи. — Чим, çакăнта курнăччĕ-ха ăна. Чечеке ларнăччĕ.

Старик пĕшкĕнсе ларса шĕшкĕ çумĕнчи çĕре аллипе хыпашларĕ.

— Акă тупрăм.

Вăл тăпрана çавăнтах пÿрнисемпе чава-чава сирчĕ. Чăнах та, шĕшкĕн чи пысăк тымарĕ çумне кăркка ури евĕрлĕ курăк пÿрнеске пек тунипе çыпçăнса ларнă.

— Ывăнь теççĕ ăна, — ăнлантарчĕ Микулай мучи. — Хăш-пĕр чухне тата кăркка ури тенине те илтме пулать. Ав, чăнах та, кăркка ури пек хĕресленсе çĕрелле ÿсекен курăк вăл.

— Чечеке мĕнле ларать вăл? Çĕр ăшĕнчех-и?

— Çук, çулталăкра пĕрре ывăнь çиеле тухать. Май пуçламăшĕнче чечеке ларма. Чечекне тăкать те каллех çĕр айнелле ÿсме тытăнать вара.

Вăрманçă ывăнь çинчен калани мана çав тери тĕлĕнтерчĕ.

— Ытти çĕрте, калăпăр улăхра, çаран çинче, çакăн пек тĕлĕнтермĕш курăксем тĕл пулаççĕ-и вара? — пĕлесшĕн пултăм эпĕ.

— Кашни çĕртех курăксем хăйсен пурнăçĕпе пурăнаççĕ, — терĕ Микулай мучи. — Атя-ха, эппин, Хырла улăхне анар. Унти курăксене кăтартам сана.

Улăхалла утрăмăр. Çула май мучи тун катан кăнтăр енне ÿссе ларнă хура кăвак çеçкеллĕ чечек умне пĕшкĕнсе ларчĕ. Чечекĕн туни кăшт çăмлăрах, çулçи çеçпĕлĕнни пекех.

— Ку акă — çеçти, — терĕ вăл.

— Çеçпĕл пекех-çке.

— Тĕрĕс, çавăнпа ăна хăш-пĕр чух çеçпĕл те, улшуçкуç та теççĕ.

— Улшуçкуç тесе мĕншĕн калаççĕ тата?

— Çеçки унăн тĕсне темиçе тĕрлĕ улăштарать, — ăнлантарчĕ вăрманçă. — Вăл вăрманта юр кайсанах шăтса тухать. Ку акă каярах шăтса тухни пулас. Малтанхисем тахçанах шăннă ĕнтĕ… Вăт çак чечек чи малтанах йăмăх хĕрлĕ çеçке сарать, кайран ун çеçки хăй тĕсне улăштарать, хăмăрланма тытăнать. Ун хыççăн вара сенкер кăвак, симĕс кăвак тĕспе витĕнет, юлашкинчен хуралма тытăнать.

Çул хĕррипе çинçе туналлă курăк явăнса ÿсет. Ку таранччен те унăн чăвашла ятне пĕлместĕп. Мучирен ыйтса пĕлес терĕм.

— Куна пурте пĕлеççĕ, — терĕ вăл. — Чĕмчем курăкĕ вăл. Сыснасем пит юратаççĕ ăна. Çавăнпа хăш-пĕр тĕлте сысна курăкĕ тесе калаççĕ.

Калаçа-калаçа Хырла улăхне çитрĕмĕр.

— Акă чи сиплĕ курăксенчен пĕри, — терĕ мучи ури айĕнчи чечек умне пĕшкĕнсе ларса. — Шăпăр курăкĕ теççĕ ăна.

— Ара, ку алтей-çке, — палласа илтĕм эпĕ те. — Наукăри ячĕ çавăн пек унăн.

— Ав йăмăх хĕрли — ăншăрт курăкĕ, — малалла ăнлантарчĕ мучи. — Унпа пир пĕветме лайăх.

— Курăкпа мĕнле пĕветнĕ вара ĕлĕк? Пĕветмелли хурана тÿрех кирлĕ курăк янă-и?

— Çук. Кирек епле тĕслĕ пĕветес пулсан та малтан катан пире хур хуххи ярса вĕретнĕ шыва янă. Кайран, типĕтсен вара, кирлĕ тĕслĕ сăрă курăкĕн шывне чикнĕ.

— Хур хуххийĕ апла курăк иккен.

— Вăл уйра та, вăрманта та ÿсет. Ун çеçки сарă. Татсан ун тунинчен сĕт пек çăра шурă сĕткен тухать. Хур хуххине ăна хурсем пит юратса çиеççĕ. Çемçе вăл. Хурсене мăнтăрланма пулăшать.

…Микулай мучи кăтартса çÿренĕ курăксем çинчен каласа та пĕтерес çук. Кашни курăкĕн хăйĕн ячĕ, пĕлтерĕшĕ пур.

— Ку тата мĕн япала? — тăваткал туналлă, хытă тĕклĕ курăк умне пĕшкĕнсе ларса ыйтрăм эпĕ.

— Ку, ачам, хуртеççĕ. Урăхла каласан, хурт курăкĕ. Питĕ усăллă курăк. Ана выльăх-чĕрлĕх ури е каçанĕ хуртлансан çăнăх пек вĕтетсе хуртланнă тĕле сапаççĕ. Вара суранти хуртсем пурте анраса вилсе пĕтеççĕ.

— Сиплĕ курăксем ку тăрăхра чылай-и вара?

— Нумай. Эпĕ пурнех те пĕлсе пĕтерейместĕп çав. Тĕкĕрчен шыв хĕрринче ÿсет. Вăл пĕвер, вар ыратнă чухне пулăшать.

Йыт пырши мăка япалапа каснă сурана час ÿт илтерет. Тикенек ÿт-тир чирĕнчен усăллă. Вăрман уçланкинче ÿсекен кăтра пуç пыр ыратнинчен пулăшать. Упа сарри шĕвĕрĕлченрен сиплет…

Улăх тăрăх çÿретпĕр старикпе, калаçатпăр, чечексене пăхатпăр. Сасартăк мучи картун еннелле çаврăнса пăхрĕ.

— Каймалла пуль — виççĕ çитсе пырать, — терĕ.

Сехет çине пăхрăм та — чăнах та, кăнтăрла иртсе виççĕ иккен.

— Миçе сехетне ăçтан пĕлтĕн? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм эпĕ.

— Ак çак курăк каларĕ. Майпăл теççĕ ăна, — ури умĕнчи сăнă пек çулçăллă, ырхан туналлă, хăлха çакки евĕрлĕ чечек çинелле тĕллесе кăтартрĕ старик. — Унпа ĕлĕк çынсем хаяр ÿксен сывалнă. Çавăнпа ăна тухатмăш курăкĕ теççĕ. Çак чечек ирхине çичĕ сехетсенче уçăлать те виçĕ сехетпе хупăнать.

Тинкеререх пăхрăм та, чăнах та, чечек çеçки хупăнма пуçланине куртăм.

— Тĕлĕнмелле. Кун пек вăхăт калакан чечексем татах та пур-и?

— Пур. Кашни утăмрах вĕсем. Акă сунчăк курăкĕ. — Старик çÿллĕ курăк тупрĕ. Ун тăрринче сап-сарă пĕчĕк чÿлмек пеккисенчен çыхса тунă сунчăк пур. — Ашчăк чÿлмекĕсене ирхине ултă сехетре уçать те каç кÿлĕм пиллĕксенче хупать. — Мучи маларах утрĕ те кăн-кăвак чÿлмеклĕ чечек тупрĕ. — Акă тата пăри хÿри. Вăл чÿлмекне кунĕпех хупă тытать, каçпа ултă сехет иртсен кăна уçать.

— Ирхине каллех хупать-и?

— Хупать. Хĕвел тухсанах.

— Эсĕ, мучи, чăн-чăн курăк академикĕ. Эсĕ пĕлмен курăк çук та пуль, — терĕм эпĕ юлашкинчен килелле кайма хускалсан. — Киле çитсенех эсĕ каласа кăтартнине хут çине çырса хуратăп.

— Мĕн академикĕ унта. Эпĕ сана каласа кăтартни пĕлни-и вăл! Вăт эпĕ пĕчĕккĕ чухне пирĕн ялта Сартепи карчăк пурччĕ. Курăк-чечек тăрăх вăл сехетне те, çулталăк мĕнлерех килессине те пĕлетчĕ. Курăк-чечек çине пăхсах акма хăçан тухмаллине те калатчĕ вăл, хăш çул хăш тырă ăнса пулассине те пĕлтеретчĕ.

Эпĕ тарăн шухăша путрăм. Чăнах та, мĕн чухлĕ пĕлÿ сая каять çавăн пек çынсен сăнавне çырса тĕпчеменрен. Сартепи карчăк пĕлни вăл вуншар-вуншар ламсен сăнавĕ, пĕлĕвĕ вĕт…

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.